Кăвак çĕмрен :: Елчĕ
Элчĕ тепĕр кунне ир-ирех килсе çитрĕ. Пĕччен те мар тата. Кампа пĕрле килчĕ тетĕр-и? Ниепле те тавçăрса илес çук эсир. Ара, элчĕ Кĕлсулттан кинемейпе пĕрле килчĕ.
Йĕкĕтсем элче курма васкаса пӳртрен чупса тухрĕç. Вĕсем хыççăн Аванкай старик те кăшăлтатса алăк урати урлă каçрĕ. Элчĕ пысăках мар пӳллĕ, яштакскер. Пилĕкĕ те хăйĕн çип-çинçе. Çап-çамрăк хăй, Аванкай мучи тĕрĕсех каларĕ. Мăйăхĕ пирки унта каламалли те çук, йĕрĕ те палăрмасть-ха. Анчах йĕкĕтсем кун пирки шухăшламарĕç, вĕсем халĕ элчĕ килсе çитнĕшĕн савăннă, ун куçĕнчен тарçăсем пек пăхса тăчĕç.
Элчĕ типтерлĕ тăхăннă. Пуçĕнче сурăх çăмĕнчен тапса тунă ялккас. Пĕвĕнче — çухасăр пир кĕпе. Кĕпи çинчен тĕрĕлесе пĕтернĕ хулăм камсул тăхăннă. Йĕмĕ хура пиртен, уринче хĕрлĕ тĕслĕ юхтă атă.
Элчĕ те хăйне курма тухнă йĕкĕтсене сăнарĕ. Карчăк унпа юнашар ним чĕнмесĕр тăчĕ, аллинчи туйипе çĕре шаккакаларĕ.
Юлашкинчен элчĕ куçĕ йĕкĕтсен кăралне куçларĕ. Вара вăл савăнăçлăн:
— Патька-патша кун пек йĕкĕтсем хăй çарне пынишĕн калама çук хĕпĕртĕ, — терĕ.
Элчĕн сасси хĕрупраçăнни пек çип-çинçе.
— Кăралăр сирĕн лайăх, — каларĕ вăл малалла. — Ут ур-хамах таврашĕ çеç кирлĕ. Ун пирки эсир ан пăлханăр, ут-урхамахĕ пулĕ. Эпир вара сирĕнпе çурçĕрелле, патька-патша тапăрĕ еннелле çул тытăпăр.
Элчĕ калаçма чарăнсан, старик каччăсене çапла каларĕ:
— Халлĕхе çитĕ-ха. Эсир пӳрте кĕрĕр. Эпĕ элче тимĕрç лаççине илсе кайса кăтартам.
Элчĕ, карчăк тата старик виççĕш пĕрле пӳртелле кĕрекен йĕкĕтсенчен пăрăнчĕç те лаçалла утрĕç. Вунă-вунпилĕк утăм кайрĕç-и, çук-и, — карчăк чарăнчĕ те элчĕ еннелле çаврăнса:
— Маттур, Укаслу, — терĕ. — Пурте йĕркеллех. Маттур! Карчăк сăмахне илтсессĕн старик пăшăрханса:
— Тэ-тэ-тэ-тэ-э-э! Кĕлсулттан, ара эсĕ мĕн, — терĕ. — Эсĕ мĕн темĕнле ят шухăшласа кăларан? Мантăн-им ара? Уй куçлă, вăрман хăлхаллă. Пирĕн хăнан хăйĕн ячĕ пур. Ахмар. Епле чаплă ун ячĕ. Ахмар. Эсĕ, тем, Укаслу ятне асăнатăн...
Карчăк, айăплăн пуçне пăркаласа, унпа килĕшнине, хăй асăрханусăр пулнине пĕлтерчĕ.
— Манса кайрăм ĕнтĕ, ватсупнă, телейĕме пула манса кайрăм. Çак тĕлпулу йĕркеллех пултăр тесе мĕн чухлĕ тăрăшрăм та.
— Эх, эсĕ те çав, телейĕме пула. Çапла манаççĕ-и! Вăхăтне пĕлес пулать унăнне! — мăкăртатрĕ старик.
— Ну, юрĕ ĕнтĕ, — лăплантарма тăчĕ иккĕшне те элчĕ. — Никам та илтмерĕ. Ан пăшăрханăр. Атьăр часрах лаççа. Мучи, манăн эсĕ тунă кăрала курас килет.
— Тĕрĕс, Ахмар, — çирĕплетрĕ ун сăмахне старик. — Кăрал çинчен калаçмалла та пирĕн. Хăвăн анкару çинчен эсĕ манан пулĕ. Чăн-чăн анкар апла пулмасть. Акă, çитер-ха, чăн-чăн анкар мĕнлине кăртатăп сана.
Виççĕшĕ те лаç тĕлне утса çитрĕç.
Старик лаç алăкне уçса ячĕ. Çутă лаç урайне, стенисене çутатрĕ.
Старик чи малтан аллипе купаран пĕр анкарне илчĕ те элче кăтартрĕ:
— Чăн-чăн çарçыннин анкарĕ çапла пулать. Акă, кур. Вăл сылтăм аллипе çӳç пĕрчине туртса кăларчĕ те, ăна кăшт çӳлерех çĕклесе сулахай аллинчи анкарĕ çине пăрахрĕ. Çӳç пĕрчи анкарăн çивчĕшĕ çине ӳкрĕ те çурмаран пуртăпа çапнă хăрăк йывăç пекех касăлчĕ.
— Акă, куртăн-и? — терĕ старик. — Ку анкар сана валли. Халĕ ĕнтĕ эсĕ хăвна валли хĕç, ухă суйласа ил. Укçуне эпĕ сан валли тахçанах хатĕрлесе хунă. Акă вăл. Кур-ха, çĕмренĕсем мĕн тĕслĕ?
Вăл стена çинчен пĕр укçуне илчĕ, унтан çĕмрен туртса, кăларчĕ.
— Кăвак çĕмрен, — тĕлĕнсе кăшкăрса ячĕ элчĕ.
— Тĕрĕс. Кăвак çĕмрен. Сан укçăвăнта туп-тулли кăвак çемрен. Вĕсене эпĕ çĕлен наркăмăшĕнче виçĕ кун тытнă. Кăшт кăна пырса тивтĕр вăл тăшмана, ун пуçĕ пĕтет вара. Ăнлантăн-и, Ахмар? Пĕр тăшман та санран тарса каяймĕ.
— Ĕлĕк-авал чи чаплă паттăрсем çеç кăвак çĕмренпе пенĕ, — хулăмрах саспа сăмах хушрĕ карчăк. — Кăвак çĕмрен — тасалăх палли, чăнлăха юратнин, халăхшăн тăнин палли.
Карчăк шăплансан старик тата çапла калаçма тытăнчĕ:
— Ĕлĕк-авалхи чаплă паттăрсем хăйсен кăвак çĕмренĕсене çĕлен наркăмăшĕнче тытман. Вĕсем тăшмана наркăмăшсăрах çĕнтернĕ. Анчах халĕ самани пирĕншĕн урăхларах. Ан тив, эппин, кăвак çĕмренĕмĕр пирĕн наркăмăшлă пултăр.
Вăл чыслăн, танлăн пĕр-ик утăм турĕ те Ахмара кăвак çĕмрен тултарнă пысăк укçу тыттарчĕ...
Тепĕр кунхине, тухăçран сиккипе килекен кăвак урхамах йăлтăрр! курăнса кĕçенсе ярсассăнах, йĕкĕтсем харăсах ыйхăран вăранчĕç. Вĕсем тăваттăшĕ те элчĕпе пĕрле часрах çула тухасшăн, патька-патша патне çитесшĕн. Хайхискерсем сайхах çинчен сиксе анчĕç те пусăран шыв ăсса çăвăнма тытăнчĕç, шăп та лăп çав вăхăтра Аванкай мучие курчĕç. Старик хăйĕн тимĕрç лаççипе юнашар ларакан хуçăк туратлă юман кутĕнче шухăша кайнă пек пулса тăратчĕ.
Йĕкĕтсем пичĕсене кăштах шывпа йĕпеткелерĕç те ун патне чупса кайрĕç.
— Мучи! — аякранах кăшкăрса ячĕ чăтăмсăртарах Аçтăрхан. — Элчĕ ăçта? Эпир паян çула тухатпăр-и?
— Элчĕ хăй вырăнĕнчех, — лăпкăн хуравларĕ старик. — Анчах çула тухасси пирки, ачамсем, çакна калам: ут-урхамахăрсем пур-и сирĕн?
— Ут-урхамах терĕн-и? — ăнланман пек пулчĕ Ишмук.
— Ут-урхамах çав, — терĕ старик. — Патька-патша çарĕнче çӳреме. Тăшмансене тустарма...
Йĕкĕтсен кăмăлĕ, çакна илтсен, тӳрех пăсăлчĕ. Ара, вĕсен пĕрин те ут таврашĕ çук-иç!
— Эх, тахçан-авал эпĕ пĕр улпут патне тарçа кĕнĕччĕ, — аса илчĕ Ишмук. — Мĕн тĕрлĕ кăна ут-лаша çукчĕ пулĕ унăн!..
— Хуп-ха çăварна! Чун-чĕрене ан ыраттар! — тарăхнипе кăшкăрса ячĕ Аçтăрхан.
— Юрĕ, юрĕ, пуçăрсене ан усăр, ытлашши те ан тарăхăр, — ăшшăн кулса каларĕ Аванкай мучи. — Кашнин валлиех утне те тупăпăр.
— Ут тупăпăр тетĕн-и? — тĕлĕнчĕ Аçтăрхан. — Ăçтан тупан ăна, мучи!
— Ăçтан тупасси пирки шухăшласа пуçăра ан ватăр. Пулать тесе каларăм-тăк — пулать.
— Чим, Аванкай мучи, эсĕ чăнах та пире валли ут тупса хуман пуль те, — ĕненес-и, ĕненес те мар-и тенĕн каларĕ Аçтăрхан.
— Асамçă пекех сăмахлатăн эсĕ, мучи, — старике мухтаса илмесĕр чăтаймарĕ Ишмук.
— Ытлашшипех мухтатăр пуль мана, ачамсем, — кулса ячĕ старик. — Тепĕр тесен, юрĕ ĕнтĕ, чăтам; мухтани хурлани мар, чуна ыраттармасть.
— Учĕсене ăçтан тупрăн вара, мучи? — пĕлесшĕн пулчĕ Эмир.
— Пултан пичче пулăшсан пурте пулать, тетчĕç ĕлĕк. Çав пулăшасса шанатăп, — каллех йăл-л! çиçрĕ старик.
— Эх, частарах пулсан аван та çав! — ĕмĕтленнĕн каларĕ Аçтăрхан. Аванкай шӳтлеменнине вăл халь тин çеç шутласа илчĕ пулас.
— Чăнах та, çанталăк типĕ тăрать, çула тухма пит аван та, — терĕ Атлай та.
— Ĕнер каçкӳлĕм хĕвел анас чухне ытлашшиех хĕртмерĕ, — хăй сăнама юратнине систерес терĕ Эмир. — Хальхаççăн çумăр пулассине пĕлтерекен паллă çук.
Старик вĕсем калаçнине ним чĕнмесĕр итлесе тăчĕ.
— Сирĕн чăтăмăр пĕтес патнех çитнине ăнланатăп-ха ĕнтĕ, ачамсем, — терĕ вăл юлашкинчен. — Ан кулянăр, пурте йĕркеллех пулать. Çу кăçал типĕ тăмалла. Куна эпĕ лайăх пĕлетĕп.
— Йывăç-курăк тăрăх-и? — ыйтрĕç йĕкĕтсем.
— Ман асамлă хатĕр пур, — хуравларĕ старик. — Акă, — вăл çывăхри юман еннелле кăтартрĕ.
Юманăн аялти вуллинчен икĕ тĕрлĕ йывăçран якатса тунă эштел çакса янă.
Эштел — чăвашсен хăйне евĕрлĕ çанталăка палăртакан хатĕрĕ. Вăл кăткăс япала мар, çапах та ăна çутçанталăка лайăх ăнланакан çын çеç шутласа кăларма пултарнă. Эштеле икĕ тĕрлĕ йывăçран, калăпăр, юманпа çăкаран тăваççĕ. Юман — хытă, çăка — çемçе йывăç. Анчах икĕ йывăç татăкĕ те пĕр йывăрĕш пулмалла. Çавăнпа çемçе çăка татăкĕ юманран пысăкрах, вăрăмрах кирлĕ. Çак икĕ татăка хулăпа пĕрлештереççĕ те пĕр-пĕр уçă çĕре çакса хураççĕ, кашни йывăç хăмин вĕçĕ ăçта пулнине акшар чулĕпе йĕр туса палăртаççĕ.
Çанталăк типĕ чухне эштел хăмисем пĕр тикĕс тăраççĕ.
Йĕпе-сапа пуçланассине эштел тахçан-малтанах систерет. Епле майпа систерет-ха, тейĕç хăшпĕрисем. Çумăрлă çанталăк пуçланас умĕн сывлăш нӳрленме тытăнать, кашни йывăç-курăк çав нӳре хăйне май туять. Эштеле шăп та лăп çавна ăнланса тунă та ĕнтĕ. Хытă йывăç çемçе йывăçпа танлаштарсан сывлăшри нӳре сахалрах илет. Çитменнине тата, çемçе çăка хăмине типĕ чухне юманпа пĕр йывăрăш пулма вăрăмрах касса хунă. Çавна пула сывлăш нӳрелме тытăнсанах çăка-хăма ытларах йывăрланать те, аялалла пусăнса, юман-хăмана çӳлелле çĕклет. Вăл мĕн чухлĕ çĕкленнине кура вара йĕпе-сапа хăçан пуçланасса çынсем питĕ тĕрĕс пĕлеççĕ.
Аванкай мучи хăй эштелне питĕ тăрăшса, вĕçĕсене эрешпе илемлетсе тунă.
— Акă, эштел хăмисем пĕр виçере, — терĕ старик, — йĕпе-сапа пирки калаçмалли те çук хальхаççăн.
— Кур-ха эс ăна! — тĕлĕнчĕ Ишмук Аванкай хатĕрне енчен-енне çавăркаласа пăхса. — Ун çинчен илтнĕччĕ-ха эпĕ, анчах курма тĕл килмен. Халь эштел тума çынсем маннă тесе. Таçтан тупнă пулĕ эс ăна, мучи?
— Çук, хамах тунăччĕ, — ăнлантарса пачĕ старик, — ара, вăрманта ун пек хатĕрсĕр ĕç тухмасть. Унта-кунта кайсассăн та çанталăк мĕнлине пĕлмелле-çке-ха...
— Тахçанах тунă пуль апла?
— Тахçанах. Тĕрĕссипе каласан мана хама мар, йĕкĕтсене кирлĕччĕ вăл. Мускав патшипе çапăçнă чухне...
Старик, ытлашши сăмах каларăм пуль, тенĕн сасартăк шăпăрт пулчĕ, хăй тавра тăракан çамрăксене пăхса çаврăнчĕ те:
— Пурте патька-патша патне часрах çитесшĕн-и вара? — тесе ыйтрĕ.
— Пурте пулмасăр амикке! — кăшкăрсах ячĕ Аçтăрхан.
— Юрĕ эппин, ырă ĕç тума васкакана çӳлти турă пулăшаканччĕ-ха, — терĕ Аванкай. — Ыран утсем те пулĕç, акă. — Вăл шухăша кайса тăчĕ. — Эх, çулăрсем çеç ăнăçлă пулччăр. Инçе çĕре, çавра çулпа çӳремелле пулнишĕн ан кулянăр. Кирек ăçта çитсессĕн те тăван кĕтес, çуралнă çĕршыв çинчен ан манăр. Тăван кĕтесре, çуралнă çĕршывра хĕвел ăшши те хитререх. Аслаттейсен, асланнейсен вилтăприсем унта... Унта эпир çуралса ӳснĕ, çарран чупса çӳренĕ... Унтах çĕре кĕмелле...
Хĕвел çӳлтен çӳлелле хăпарса пырать. Унăн ăшă кулли пĕтĕм таврана çутатать. Çутă хĕвел çак тертлĕ Чăваш çĕрĕнчи сĕм вăрман варрине вырнаçнă пĕчĕк çĕрпӳрте те, ун çумĕнчи тимрĕç лаççине те манса хăвармарĕ. Çак тимĕрç лаççинче çивчĕ кăралпа пĕрле кĕрешӳ вучĕ те тахçантанпах амаланнине, халĕ, акă, тĕнчене патька-патша килни çинчен илтнĕ хыççăн хĕмленсех çунма тытăннине вăл та пĕлет пуль амикке! Кам пĕлет, тен, шăп та лăп çакăн пек вăрттăн лаçсенче ĕнтĕ халăх ĕмĕчĕ йывăр хĕн-хурпа тертре те вилмесĕр упранса юлнă пулĕ...
Çутă хĕвел халăх ĕмĕчĕ упранса юлнишĕн хĕпĕртет. Ахальтен вăл хура сăн илнĕ пулĕччĕ... Çĕр çине телей нихăçан та килмест пулсассăн мĕншĕн кашни кун хăй килĕнчен тухса аслă тĕнчене хăй куллипе çутатмалла-ха унăн? Хĕвел пĕлет: телей килетех. Анчах уншăн кĕрешмелле, пурнăçа шеллемесĕр тискер пусмăрçăсемпе çапăçмалла. Çавăнпа ĕнтĕ вăл, патька-патша патне кайма хатĕрленекен йĕкĕтсене курса, пушшех те хĕпĕртет, пушшех те ялкăшарах çиçет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...