Кăвак çĕмрен :: Çĕнĕ кайăк
Мунчаран эпи-карчăк тухрĕ. Хăй пĕчченех.
— Кăвапине каснă чухне, — пĕлтерчĕ вăл пурте илтмелле, — «Аçу пек çирĕп те вăйлă, ĕçчен пул, тырпул акса тума та, аллунта пуртă тытма та, выльăх-чĕрлĕх усрама та, тăшманпа кĕрешме те пултар. Патька-патша пек ăслă, пархатарлă, çынсемпе тарават, ырă кăмăллă пул. Вĕсем сан çинчен ĕмĕр ырă сăмах кăна калаччăр», — терĕм.
— Маттур! — савăнса кăшкăрса ячĕ ватă килхуçи. — Тĕрĕс каланă эсĕ, кинемей.
Эпи-карчăк каялла кĕрсе кайрĕ.
— Хапăл тăватпăр! — пуç тайса, аллинчен пӳрчĕ еннелле туртрĕ Пăкачава ватă килхуçи. — Кĕрекене ларма чĕнетĕп.
— Тăхта-ха, старик, — хирĕçлерĕ Пăкачав. — Çĕнĕ кайăка эпĕ хам ирĕке пĕлтересшĕн.
— Апла эс ăна ят хур! — хăпартланса пăшăлтатма тытăнчĕ Хусанкка. — Ят хунинчен ытла чыс туни ним те çук!
— Ят хумалла-и? Ман-и? — тĕлĕнчĕ Пăкачав. — Ятне вара хамăн шутласа тупмалла-и?
— Çук. Ашшĕ-амăшĕ ăна мĕн ят парас тенине калăп эпĕ.
— Апла килĕшетĕп.
Çакна илтсе, патька-патшана курма килнĕ çынсем пуçĕсене енчен-енне сула-сула хавхаланса калаçма тытăнчĕç:
— Халиччен пулман япала!
— Телейрен те телей ĕнтĕ!
— Çĕнĕ кайăка патька-патша ят хурать те! Мунчаран таса кипкепе пиеленĕ ачана илсе тухрĕç. Эпи-карчăк ăна ашшĕне, лешĕ аслашшĕне, ку вара Пăкачава пачĕ. Пăкачав ачана асăрханса, лăпчăтса хурас, ыраттарас маар тенĕн аллине илчĕ.
— Мĕн ят парасшăн ăна вĕсем? — ыйтрĕ хăй хуллен Хусанккаран.
Хусанкка çакнах ватă килхуçинчен ыйтрĕ.
— Мулентей темелле пуль! — хăй шухăшне каларĕ лешĕ.
— Мулентей эппин, — терĕ Хусанкка, вара Пăкачава каларĕ: — Çапла пултăр, те.
— Çапла пултăр! — ачана çӳлелле çĕклесе, хулăм сассипе пурте илтмелле пĕлтерчĕ патька-патша.
Старик ун аллинчен мăнукне илчĕ те çынсем çине телейлĕ куçĕпе пăхса:
— Патька-патша ман мăнука Мулентей тесе ят хучĕ! — тесе каларĕ. — Çакăншăн эпĕ те ăна тав тăвас тетĕп, пурте, пурте илтĕр: патька-патшана Мулентей аталăхĕ тесе пĕлтеретĕп!
Хусанкка Пăкачава часрах пăшăлтатса каларĕ:
— Ку вăл вырăссем пек каласан хреснашшĕ тени пекрех.
Ку, эпир ăнланнĕ тăрăх, патька-патша, çав тери пысăк чыс, хисеп...
Таçтан икĕ хĕрарăм кăпăкланса тăракан сăраллă икĕ туслăх алтăрĕ йăтса килчĕç, пĕрне Пăкачава, теприне ватă килхуçине тыттарчĕç.
— Атя, çак телейлĕ саманта палăртса куркасене шаклаттарар та чанккамиех ĕçер! — терĕ старик.
Пĕтĕм чыс-хисеп йăла-йĕрке хушнă пек пултăр, чăвашсем ăна хăйсене хӳтĕлекен çын пек çеç мар, тăванĕ пек курччăр, тесе шухăшларĕ Пăкачав, вăл алтăрне çӳлелле çĕклерĕ те старикĕннипе шаклаттарчĕ.
— Тĕппи курка пултăр эппин! — хыттăн каларĕ те янклаттарса ĕçсе ячĕ.
Старик те унран юлмарĕ.
Таçтан сăрнайçăсем, параппанçăсем, шăпăрçăсем килсе тухрĕç. Уяв пуçланнине палăртса, кĕвĕ-çемĕ янăраса кайрĕ. Пĕтĕм халăх çĕнĕ чăваш ачи çуралнине, патька-патша хăнана килнине палăртса, ĕçкĕ-çикĕ, ташă-юрă пуçларĕ.
Кăнтăрла иртсен Пăкачав тапăра кайма тухас терĕ.
— Ăçта ман тытнă ывăл? Унпа сывпуллашас тетĕп! Ăçта ман пĕчĕк Мулентей? Çула тухас умĕн ăна курас тетĕп? — пĕлтерчĕ вăл, хăй кăмăлне.
— Мулентей çук, — хăйне çапса пăрахасран хăранăн хуравларĕ ватă килхуçи.
— Мĕнле çук? Мĕн лăпăртатан эсĕ, старик! — тарăхса кăшкăрсах ячĕ Пăкачав. — Ăçта ман Мулентей? Асту, ватсупнă, ытлашши ан чеелен!
Пăкачава кунти çынсем тем усал шухăшпа шӳтлес тенĕнех туйăнса кайрĕ.
Юрать-ха, килхуçине пулăшма Хусанкка вăхăтра пырса çитрĕ, атту вăл старике тем-тем те каласа пĕтерме пултаратчĕ.
— Ан çиллен, патька-патша, — лăплантарма тытăнчĕ ăна чăваш утаманĕ. — Ан тарăх. Старик тĕрĕсне калать. Мулентей çук. Ун вырăнне Упа пур. Упа. — Вăл çавăнтах килхуçине куç хĕсрĕ те: — Упана илсе кил! — терĕ.
Старик картишне тухма тăчĕ.
— Тăхта-ха, — чарчĕ ăна Хусанкка, — кирлĕ мар, эпир хамăрах картишне тухăпăр.
Хусанкка, килхуçи тата Пăкачав картишне тухрĕç. Старик хăнасене мунча патнелле ертсе кайрĕ. Мунча алăкĕ уçах. Шал енчен тытăнчăклă саспа хĕрарăм ачашшăн юрлани илтĕнет:
Нянине — тунине,
Ачине — урине,
Тăппи-тăппи çӳреме,
Кăрăс-кăрăс тутарма.
Амăшне — пуçне,
Ачине — çунатне,
Вăштăк — вăштăк вĕçтерме,
Лăпăш-лăпăш сиктерме...
— Эсир кунта тăрăр-ха, эп халех, — терĕ те старик мунчана кĕрсе кайрĕ. Чĕрĕм вăхăт та иртмерĕ, вăл ирхинехи пек шурă кипкепе пиеленĕ ачана йăтса тухрĕ.
— Мĕнле упа вара ку? — тĕлĕнсе ача çине пăхрĕ Пăкачав. — Ку эп тытнă ача вĕт. Э-э? Е кунта эп пĕлмен темĕскерле асамлă вăрттăнлăх, чеелĕх пур-и?
— Майĕперех калаç-ха, — йĕри-тавра асăрханса пăхса, пăшăлтатма тытăнчĕ Хусанкка. — Тĕрĕс, патька-патша. Ку — Мулентей. Анчах ун ятне тек калама юрамасть. Ку çуртра ача-пăча нумай вилнĕ. Ку çурта Эсрел килсе çӳреме юратать. Вăл кунта çĕнĕ кайăк кĕтнине илтме пултарнă. Эпир ăна улталас терĕмĕр. Ачана пурте илтмелле Мулентей ят хутăмăр, хамăр вара ăна Упа тесе чĕнетпĕр. Ку çуртра ача çук, упа кăна пурăнать тесе шутлатăр Эсрел. Упа кирлех пулсан вара вăрмана кайтăр, ăна йĕрлесе çӳретĕр.
— О-о-о, килĕшетĕп, килĕшетĕп! — парăннăн шӳтлесе аллисене çĕклерĕ Пăкачав. Вăл çак хăйне евĕрлĕ йăла-йĕркере этем пурнăçшăн епле ăнтăлнине, тискер вилĕме епле пулсан та çĕнтерме ĕмĕтленнине лайăх ăнланчĕ. — Тĕрĕс, пирĕн Мулентей çук! Пирĕн Упа кăна пур! Упа!
Вăл ачана аллине илчĕ те ăна çӳле-çӳле çĕклерĕ:
— Хĕвел, кур, акă, пирĕн Упа пур! Упа! — кăшкăрчĕ Пăкачав хыттăн. — Упа ачам, чăн-чăн упа пек çирĕп, вăйлă, маттур пул! Телейлĕ пул! Сан ăрăсна шанатăп эпĕ!
Тӳперен ăшă хĕвел ачашшăн пăхать, вăл пурне те савать, пурне те телей сунать.
Тӳлек, лăпкă çанталăк. Кăнтăр енчен кассăн-кассăн ăшă çил вĕрет.
Тĕнчере пурте ырă, хаваслă, телейлĕ пек. Тĕнчере артак хуçаланать пек. Ниçта та усал-тĕсел пуçне çĕклеймест пек. Пур çĕрте те çынсем туслăн пурăнаççĕ пек. Паян çут тĕнчене пĕчĕк чăваш килнĕ ятпа çĕр çинче халиччен курман чăнлăх самани пуçланса кайнă пек.
Тапăралла çул тытас тесе, Пăкачав утне илсе килме хушрĕ. Ун кăвак урхамахне сарайĕнчен Упа-Мулентей ашшĕ Асмантей çавăтса тухрĕ.
— Тайма пуçăмпа сан патна, патька-патша, — терĕ вăл пуçне тайса. — Калама юрать-и?
— Кала. Мĕн тесшĕн?
— Мана хăвпа пĕрле илме ыйтатăп. Шанчăклă нукерӳ пулăп.
— Пирĕн ывăла вара кам пăхса ӳстерĕ? — ятлас тенĕн ыйтрĕ Пăкачав.
Асмантее пулăшма ватă килхуçи пырса тăчĕ.
— Хăвпа пĕрле илсем ман ывăла, патька-патша, — пуç тайрĕ вăл. — Хăнана килсе мăнука ят хурса, эсĕ пирĕн йăха ĕмĕрлĕхе телейлĕ турăн. Паянтан пуçласа пирĕн пĕтĕм йăх санăн чи шанчăклă нукерӳ пулмалла. Кала, паян саншăн вилмелле пулсан, паянах вилĕпĕр эпир.
— Э-э, çу-у-ук! — кулса ячĕ Пăкачав. — Вилме юрамасть. Пачах урăхла, нумай-нумай çул пурăнмалла пирĕн. Телейшĕн кĕрешмелле. Мускава, Питĕре туртса илмелле. Патшана лармалла. Сан мăнукна çарпуçĕ тумалла.
— Апла ман сан нукерĕ пулма юрать-и? — хăй ĕмĕтне каларĕ каллех Асмантей.
— Юрĕ. Уту пур-тăк йĕнерле ăна. Çук-тăк тапăра çуран пыр. Тупса парăп.
— Пур, пур, — савăнса кăшкăрса ячĕ Асмантей. Вăл сарайне чупса кайрĕ те унтан йĕнерленĕ улма-чăпар ут çавăтса тухрĕ.
Пăкачав пуçне енчен-енне сулкаласа илчĕ.
— Чее эс, — терĕ вăл, — эпĕ сан кăмăлна хирĕç каймассине пĕлнĕ.
Асмантей учĕ çине сиксе утланчĕ те, хăй пултаруллăхне кăтартас тенĕн, ăна, чĕлпĕрне карăнтарса, чĕвен тăратрĕ. Çав хушăра Пăкачав ун çумĕнче леш хăй çĕнĕ кайăка парнеленĕ хĕçе асăрхарĕ.
— Итле-ха, Упа ашĕ, — куçхаршине пĕрĕнтерчĕ вăл, — капла юрамасть пуль.
Асмантей сăмах мĕн пирки иккенне ăнланаймасăр, хăйне ун-кун пăхкаласа илчĕ.
— Хĕçе эп кама парнелерĕм? Сана-и е хамăр ывăла-и? — кăшкăрчĕ Пăкачав. — Ку ара, тăр кăнтăрлах çаратни мар-и?! Ну, кала, кама парнелерĕм эп хам хĕçе?
— Иксĕмĕрĕн ывăлăмăра, — тытăнчăклăн хуравларĕ Асмантей. — Эп, ара, патька-патша, мĕн тесе...
— Мĕн тесе... — пӳлчĕ ăна Пăкачав. — Ку хĕçе хамăр ывăлăмрах хăвар. Сана урăх хĕç тупса парăпăр. — Вăл Алюнова чĕнсе илчĕ. — Полковник, тапăра çитсессĕнех Асмантее мĕн кирлине йăлтах тупса пар...
Пăкачав çамрăк каччă пек учĕ çине яштах сиксе хăпарчĕ. Урхамахĕ вара, хуçин çирĕп аллине туйса, тӳрех пĕр вырăнта тапăртатма тытăнчĕ. Анчах патька-патша ăна тытса чарчĕ те ватă килхуçи енне çаврăнчĕ.
— Старик, хамăр ывăлăмăра эпир сана парса хăваратпăр. Асту, лайăх асту ăна. Унăн мĕн кирли пурте пултăр! Мĕн те пулин çитмесен — тӳрех хамран ыйт! Асту: ун аталăхĕ — Виççĕмĕш Петр государь-император хăй!
Вăл çавăнтах утне уçă хапха еннелле çавăрчĕ те сиккипе урамалла ячĕ.
Пĕтĕм чăваш çĕрĕ тăрăх чухăн çынсене, ĕçлекенсене пурне те юратакан патька-патша çинчен, вăл Атăл урлă каçнă кунхинех тин çуралнă пĕчĕк чăваша ят хуни, унăн аталăхĕ пулса тăни çинчен çĕр çунатлă асамлă кайăк пек ырă хыпар çав тери хăвăрт сарăлчĕ.
Çак ырă хыпар патька-патша ялавĕ айне, этемлĕх телейне, чăнлăха çĕнсе илме чĕнекен ялав айне пиншер-пиншер чăваш паттăрĕсене илсе çитерчĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...