Кăвак çĕмрен :: Патька-патша
Çутăлса килет ĕнтĕ. Илĕм-тилĕм унталла та кунталла çĕршер кăвак аллине тăскалать.
Çӳхе сăхман уртса янă çарапуç килпет арçын Атăл хĕрне хуллен юрттарса килчĕ те шыв хĕрринчи хăйăр çинех кĕчĕ. Килпет арçын, — пĕрре пăхсах асра юлмалли патвар çурăмлă, сăнĕпе те, сăпачĕпе те паттăр курнакан арçына чăвашсем çапла калаççĕ.
Вăл, шыв урлă ишсе каçма хатĕрленнĕ пек, утне хăйăр тăрăх малалла уттарчĕ.
Учĕн малти урисем шыва кĕчĕç. Шывĕ кăшт тĕссĕртерех, сивĕ,çавăнпа учĕ шывпа йĕпеннĕ урине çĕклесе силлесе илчĕ, унтан пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе чĕтренчĕ, чакма пуçларĕ. Анчах ăна хуçи тытса чарчĕ, тăрă мар шывра юмăçсем тем курнă пек пăхса асăрхас тенĕн, юхан хумсем çине тинкерчĕ.
Ут тинех лăпланса тăчĕ.
Юланутçă вара чĕлпĕрне аллинчен ячĕ те хитрелетсе пĕтернĕ йĕнерĕ çине хĕрарăмла, урисене пĕр еннелле ярса, майлашăнса ларчĕ. Шухăша путрĕ.
Учĕ — тимĕр-кăвакскер майĕпен Атăл шывне шăршласа пăхам пекки турĕ, унтан хуçи енне çаврăнса пăхрĕ те тăп тăчĕ. Хуçи шухăша кайнине ăнланчĕ тейĕн.
Юланутçă Атăл тăрăх инçете-инçете тинкерсе пăхать.
Шыв çийĕ чĕркĕмĕл пек вылять. Ав лере, инçетре-инçетре, ун вăййи те курăнми пулать, çырансен тĕксĕм мĕлки те, шыв çийĕ те, вăрман та хутшăнса каяççĕ. Унта — лере — каç сĕмлĕхĕ. Çапла, унта — лере — нимĕн те курăнмасть, нимĕн те çук, хура каç сĕмлĕхĕнчи тĕтрелĕх çеç.
Юланутçă пуçне пăрмасăрах куçне аслă шывăн тепĕр çыраннелле чуптарчĕ.
Унти çыран хĕрри палăрать ĕнтĕ, вăл чилаях çӳллĕ, анчах пит чăнках мар.
«Ăçталла каймалла? Ăçталла...»
Юланутçă куçне хупрĕ те икĕ аллипе пуçне ярса тытрĕ.
«Ăçталла çул тытмалла?»
Çакăн çинчен шухăшларĕ те шухăшларĕ вăл. Юрăра каланă пек:
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать,
Арман чулĕ çаврăнать.
Пур шухăша шухăшласа,
Шухăшлă пуç çаврăнать...
Çунат хушса аслă вĕçеве çĕклĕннĕ тăрă мар Ейĕк шывĕ... Шăл хушшине ларнă кайăк евĕрлĕ Ĕрĕнпурк хули. Мĕн чухлĕ чарса тăчĕ вăл! Мĕн тăвăн, шăпа çапла пулчĕ пуль çав. Чĕре çăвĕ Устина Петровна императрица... Ейĕк çинче тăнă чухне Петр Кузнецов хусахăн Устина ятлă сăлу хĕрĕпе пĕрлешнĕччĕ вăл. Эх, мĕн чухлĕ калаçу хускатмарĕ пуль çав туй! Хусахсем — туйшăн, ыттисем — туя хирĕç.
— Пирĕн патша, çавăнпа вăл хусах хĕрне качча илет, — теççĕ хусахсем.
— Патша хусах хĕрне качча илни ĕмĕрне те пулман, килĕшекен япала мар ку, — тесе шавлаççĕ хирĕççисем.
Нимĕн те ăнланмаççĕ çав вĕсем. Хусах хĕре пулнинче-и вара ĕçĕ! Емелькке Пугачевăн чун-чĕрине йăлтах тыткăна илчĕ-çке çав хĕр. Емелькке Пугачев та — халăх ăна Раççей патши, Виççĕмĕш Петĕр тесе чĕне пуçларĕ — этемех-çке! Пĕрлешрĕç вĕсем. Анчах савăнăçлăн та телейлĕн пĕрле пурăнасси пулмарĕ унăн, Йăван ывăлĕ Емельккен. Устина Петровна императрица Ейĕк хĕрринех юлчĕ. Унăн вара, хăй çарне ертсе, Мускав еннелле хускалма тиврĕ. Ваттисем калашле, хăвна кайăк тесе куратăн пулсан вĕçме те пĕл. Унăн вĕçмеллехччĕ çав, вĕç-меллехчĕ.
Пăкачав самантлăха Устина Петровна çинчен маннă пек пулчĕ, пуçне урăх шухăш пырса кĕчĕ. Вăл хăйĕн юлташĕсене аса илчĕ. Çăтмаха ăсаннă маттуртан та маттур Зарубин, ăслă та тавçăруллă Хлопуша, нимрен хăраман Белобородов1... Салават Юлаев, Пăкачавăн çывăх çыннисенчен пĕриччĕ вăл, пушкăрт çамрăкĕ. Унăн ашшĕ, ватă Юлай, пушкăрт старшини пулнă. Ашшĕпе пĕрле Салават пушкăртсенчен пысăк çар пухнăччĕ те Пăкачава пулăшма пынăччĕ. Унăн çарĕнче чăвашсем те йышлăччĕ. Ăçта-ши вăл, паттăр Салават? Тутимĕр, Савкилта2 юнташсем... Хура хурлăх кӳнĕ Хусан хули…
Ăçталла çул тытмалла?
Мĕн тумалла малашне?
Шанчăклă Ейĕк хусахĕсемпе пушкăртсен отрячĕсем каялла хăйсен тăван çĕрне кайса пĕтрĕç. Халĕ вĕсемпе çак Атăл хĕррине çитсе ӳксе шухăша путса ларакан Виççĕмĕш император текен Пăкачав хушшинче — тăшман. Иккĕмĕш Кĕтерне патша текен аскăн хĕрарăм çарĕ, Михельсон, Бибиков, Дибич.
«Тем, хăш-пĕр юлташсем килĕшми пулчĕç юлашки вăхăтра, — шухăшласа илчĕ вăл. — Тем, сутас тесе ан шут туччăр!»
Унтан хăйех ку усал шухăша пуçĕнчен сирсе яма тăрăшрĕ.
Хусана киличчен вăл пĕр тăхтаса тăмасăрах сăваплă Мускава, унтан аскăнсен йăвине Питĕре илме каясшăн çунатчĕ...
Халĕ иккĕленме тытăнчĕ. Мускава кайма йывăр. Мускавпа Чулхула хушшинче выçлăх пуçланнă, теççĕ. Пĕр такăннă çынна турпас та такăнтарать. Выçлăх каллех унăн тăшманĕ пулĕ.
Эх, Дон хусахĕсемччĕ! Вĕсемпе çĕр çĕмĕрме пулĕччĕ те...
Тен, чăнах та вĕсем пулăшма пултарĕç. Ара, вăл хăй те Дон хусахĕ-çке. Унăн тăван енче вара паян куна çитсе те кĕрешӳ хĕç-пăшалне çĕклемен.
Çавсен еннелле, Дон еннелле çула пăрас... Çук, капла ĕмĕт вĕçне çитесси — чурара пурăнакансене ирĕке кăларасси — татах нумая юлать...
Малаллах каясчĕ... Анчах камсем пулăшĕç-ха ăна малашне?
Кашни ялта, кашни салара, кашни хулара, кашни утăмра чурара пурăнакан вырăс çыннисем çĕршерĕн, пиншерĕн... Халиччен вĕсем ăна куллен пулăшса пычĕç. Малашне, малалли çул çинче мĕнле пулĕ-ха ĕнтĕ?.. Малашне те пулăшĕç. Ара, хура халăх çилли тулса тăкăнать. Ахальтен мар, ав, ăна, Виççĕмĕш Петĕр императора хирĕç çапăçакан çарсенче çапла каланă: «Халăх курайманлăхĕ Пугачевран хăйĕнчен те хăрушăрах». Ку хыпара патька-патша çыннисем Хусан патĕнче тытса илнĕччĕ.
Сасартăк ун хыçĕнче çул тăрăх сиккипе пыракан темиçе юланутçă курăнса кайрĕ. Тăпăртатнине илтсе, шыв хĕрринчи пĕччен юланутçăн учĕ те чăтăмсăррăн хускалса илчĕ.
Çакă вара пĕччен юланутçăна шухăшсенчен вăратрĕ.
Вăл хăвăрт йĕнерĕ çине тӳрленсе ларчĕ те, утне çавăрса, лешсене хирĕç кайрĕ. Хăй самантрах улшăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ шухăша путнă, шухăш тупсăмне тупайман çын мар вăл. Халĕ вăл каллех Пĕтĕм Раççей императорĕ Виççĕмĕш Петĕр патша...
Леш ун патнелле васкакан юланутçăсем сиктерсе çитрĕç, тăпах чарăнчĕç. Вĕсенчен пĕри утне кăшт маларах кăларчĕ те тем каласшăн пулчĕ, анчах Пăкачав ыйтни ăна чăрмантарчĕ.
— Мĕн, Тимофей, пурте пуçтарăнчĕç-им?
— Пуçтарăнчĕç, государь, — хыпарларĕ лешĕ. — Сана кĕтеççĕ.
Ку — Пăкачавăн чи шанчăклă çыннисенчен пĕри, Тимофей ятлă Ейĕк хусахĕ. Çак аслă кĕрешĕвĕн чи малтанхи кунĕнчен пуçласах вăл унпа пĕрле. Мĕнле кăна çапăçура пулман, миçе хутчен çеç аманман пулĕ. Кирлех пулсан, Пăкачавшăн вăл пуçне хума та хатĕр. «Сан суранусемшĕн, таса кăмăлушăн мĕнле тав тăвас сана, Тимофей? — ыйтнăччĕ пĕррехинче патька-патша. — Полковних пиçиххийĕ çыхса ярас мар-и пилĕкӳнтен?»
«Ним те кирлĕ мар, — тенĕччĕ ăна Тимофей. — Мĕншĕн мана тав тумалла? Пирĕн, хусахсен, хамăрăн сана тав тумалла. Эсĕ çак тĕнчере пурришĕн. Пирĕн пата килнишĕн. Эпир кивĕ тĕнпе пурăнатпăр. Вĕсен сăмахĕ çирĕп. Сан майлă пулатпăр тесе тупа турăмăр. Хамăр сăмаха çирĕп тытăпăр эпир. Чĕре тапми пуличченех санран юлмăпăр. Эсĕ пире уншăн телей çĕршывне — Шурă патшалăха илсе çитер».
«Нимле чин та кирлĕ мар-и сана?»
«Кирлĕ мар. Эпĕ — хусах çеç, Тимофей-хусах пулнă — Тимофей хусахах пулса юлам. Саншăн та. Килес ăрусемшĕн те...» Епле юратмăн, епле шанмăн çакăн пек çынна.
— Тимофей, ан юл манран, — терĕ ăна хуллен Пăкачав. — Кирлĕ пулăн.
— Яланах санпа пĕрле, государь, — хуравларĕ хусах.
Пăкачав урăх калаçса тăмарĕ, çирĕп аллипе утне тытса пăрчĕ те сиккипе тапăр еннелле вĕçтерчĕ.
Юланутçăсем ăна ирттерсе ячĕç те хăйсем те учĕсене ун хыççăн чуптарчĕç.
Халь кăна пĕччен юланутçă шухăша кайса тăнă çĕрте тусан çĕкленчĕ. Çĕнĕ кунра каçхи шиклĕх çухалнă пекех, тусан ăшĕнче пĕччен юланутçăн учĕ тăнă вырăн курăнми пулчĕ.
Пысăк чатăра хресчен патши Пăкачавăн çарпуçĕсем пуçтарăннă. Государь-император çар канашĕ ирттерет, вăл ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсен Тĕп çарĕ малалла ăçта каймаллине, мĕн тумаллине татса памалла.
Пăлхавçăсен темиçе çар. Çĕпĕр енче те, Урал тăрăхĕнче те, Ейĕк шывĕ çинче. Пăкачавпа пĕрле пыракан çара вара пурте Тĕп çар теççĕ. Кунта чи лайăх çарпуçĕсем, вăрçăра пиçĕхнĕ хусахсем, хресченсем тата тĕрлĕ халăхран пухнă ушкăнсем. Майра-патша çарĕсене сахал мар çĕмĕрнĕ вĕсем. Драгунсем те, улансем те, гварди отрячĕсем те ури тупанĕсене çу сĕрсе пайтах тарнă вĕсенчен. Хусан патĕнче çеç ăнмарĕ Пăкачава... Чакса каймалла пулчĕ унăн. Хусан патĕнчех чи лайăх çарпуçĕсем пуçĕсене хучĕç. Белобородов, Грязнов тата ыттисем те... Маттурччĕ вĕсем, шанчăклăччĕ. Чĕрĕ юлнисем, халĕ кунта чатăрта лараканнисем, мĕнле пулĕç малашне? Турă кăна пĕлет ĕнтĕ ăна...
Пăкачав тĕрлесе илемлетнĕ сарлака йывăç тенкел çинче ларать, пурне те тимлесе пăхса çаврăнчĕ те:
— Пуçлар, — терĕ. — Калаç, полковник! — хирĕç ларакан Перфильев енне куç сĕлтрĕ.
Перфильев — Ейĕк хусахĕ. Патька-патша ăна лайăх пĕлет, шанать. Перфильев Ейĕк хусахĕсен 1772 çулхи пăлхавне ертсе пыракансенчен пĕри пулнă. Кайран вара хусахсен элчисене Петербурга ертсе кайнă. Правительствăпа калаçма. Анчах майра-патша тарçисемпе калаçса та ĕлкĕреймерĕç, çĕнĕ хыпар пĕлчĕç элчĕсем. Ейĕк хусахĕсем татах вăрçа тухнă. Вĕсене государь-император, Виççĕмĕш Петĕр патша хăй ертсе пырать. Тарăхса кайнă майра-патша тарçисем вара Перфильевпа ун юл-ташĕсене çакса вĕлересшĕн пулчĕç. Анчах Перфильев вĕсене улталама ăс çитерчĕ: пăлханнă хусахсене çураçтарăп терĕ, çавăнпа ăна та, юлташĕсене те каялла кайма ирĕк пачĕç. Перфильев Ейĕк тăрăхне чиперех çитрĕ, тӳрех хăй Пăкачав майлине пĕлтерчĕ. Унтанпа патька-шатшаран пĕр утăм та юлмасть вăл.
— Хусан патĕнче шар курни — ăнсăртран пулнă япала, — калаçа пуçларă Перфильев, хура сухалне сылтăм аллипе яката-яката. — Чăн ĕнтĕ, унта пирĕн чи лайăх юлташсем пуçĕсене хучĕç. Мĕн тăвас тен, вăрçă ĕçĕ çухатусăр пулмасть. Пуç хунисене — ĕмĕр-ĕмĕр чыс та мухтав! Пирĕн вара, чĕрри-сыввисен, вĕсен ĕçне малалла тăсмалла, хамăр çĕнтерессишĕн пушшех те вăйлăрах кĕрешмелле. Государь-император пирĕнпе пĕрле. Ку пире никам çĕнеймесле вăй парса тăрать.
Вăл Пăкачав çине пăхса илчĕ. Патька-патша, ун сăмахне-ырласа, кăшт çеç палăрмалла пуç сĕлтрĕ.
— Халиччен те сахал мар каланă, халь те калатăп: пирĕн çул Мускав енне. Мускава çĕмĕрсе пырса кĕмелле пирĕн. Унтан Питĕре, алхасса пурнакан Катька-патшана пĕтермелле. Вăл, халăха улталаса, чăн-чăн государь-императора хуса ярса, престола туртса илнĕ. Куна чăтса пурăнма пултараймастпăр эпир.
— Атăлăн хăш енĕпе кайма сĕнетĕн? — ыйтрĕ Пăкачав.
— Сылтăм енĕпе, государь-император. Сылтăм енĕпе. Унта халăх та нумайтарах. Пирĕн майлисем нумайтарах пулаççĕ.
— Унта пире хирĕç тăма пултаракан хуласем те сахал мар, — хирĕçлесе сиввĕн каларĕ Творогов.
— Генерал-поручик, эс вара мĕн сĕнен? — ыйтрĕ унран Пăкачав.
— Тен, каялла Ейĕк тăрăхне каймалла мар-ши? — иккĕленнĕн каларĕ Творогов.
— Çук! Ейĕк тăрăхне кайни — пуçа çухатни! — кăшкăрсах ячĕ Чумаков полковник. — Дон хусахĕсемпе çыхăнмалла мар-и пирĕн?
Пăкачава капла ыйтни килĕшмерĕ. Чумаков ăна тĕртсе илес, ун вăрттăнлăхне, вăл нимле государь-император та мар, тарса çӳрекен Дон хусахĕ пулнине систерес тенĕ пек туйăнчĕ.
Патька-патша Чумаков çине сиввĕн пăхса илчĕ. Полковник куçне тартмарĕ.
— Мĕншĕн апла шутлатăн? Мĕншĕн Дон хусахĕсемпе çыхăнасшăн? — ыйтрĕ Пăкачав.
— Дон хусахĕсен йышĕ пысăк, — ăнлантарма тытăнчĕ Чумаков. — Çапăçура та маттур вĕсем. Государь-императорăн шанчăклă тарçисем пулнă ялан. Вĕсем пирĕн ялав айне тăрасса шанатăп эпĕ.
Чумаковпа юнашар Алюнов полковник ларать. Вăл ĕлĕк драгун офицерĕ пулнă, Хусан патĕнче Пăкачав енне каçнă.
Алюнов мăйăхне пӳрни вĕçĕпе шăлса тасатрĕ. Государь-император хăй çине пăхнине курчĕ вăл. Эппин унăн калаçмалла халь.
— Государь-император, — терĕ вăл янăравлă та çинçе сассипе. — Çакна каласшăн эпĕ: йышĕпе пирĕн çарсем сахалăн мар. Анчах вĕсен çар ăсталăхĕ çителĕксĕр. Пĕтĕм инкек пирĕн çавăн пирки. Хусан патĕнче те пире çавăн пиркиех çĕмĕрсе тăкрĕç. Хальхи вăхăтра çапăçура кам ăста, çав çĕнтерет. Йышлă пулни çеç çителĕксĕр. Çар ĕçĕн ăсталăхне алла илмелле прĕн пурин те...
— Апла иккен-ха, — терĕ Пăкачав. — Юрĕ, малалла кала, полковник.
— Тăшман çине çирĕп йĕркепе тапăнса кĕме вĕренмелле пирĕн. Çарçыннисене çарпуçĕсем мĕн хушнине ним шутласа тăмасăрах итлеме хăнăхтармалла. Пире хамăрăн драгунсем, улансем кирлĕ. Пире...
— Эс мĕн! — çĕлен пек чашкăрса илчĕ Чумаков, — пире, хусахсене, шанмастăн-им?!
— Ан чашкăр! — терĕ ăна Пăкачав. — Итле. Çынни пĕлсе калать.
— Тек каламалли çук, — ларчĕ хăй вырăнне Алюнов.
— Хусахсене шанатăп эпĕ, — терĕ Пăкачав. — Вĕсем мана нихăçан та сутас çук. Анчах Алюнов полковник калани те тĕрĕс. Хресчен çарĕсем çирĕп йĕркепе тапăнса кĕме пĕлекен драгунсемпе тăшман пехотине хирĕç тăма, чăннипех те, пултараймаççĕ. Йывăр вĕсене, çар ăсталăхĕ çитменни касать.
— Хресчен çарĕсене чăн-чăн ăсталăха вĕрентес тесен пире никам кансĕрлемен вырăн кирлĕ, — терĕ чылайччен чĕнмесĕр ларнă генерал-поручик Творогов. — Эпир вара эрнелĕхе те пĕр вырăнта чарăнса тăма пултараймастпăр. Пирĕн ялан малалла каймалла. Мускава çитмелле, ăна туртса илмелле. Дворянсен сăтанаран тăван йăхне çакса тухмалла. Иртĕхсе пурăнакансен тĕп йăвине Питĕре пĕтермелле.
— Хăш çула ырларах паратăн эсĕ? — ыйтрĕ Пăкачав.
— Атăлăн ку енĕпе каймалла пирĕн, — хуравларĕ Творогов. Ку пире Мускава часрах çитме май парĕ. Ку енче пире чăрмантаракан хуласем сахалтарах. Пирĕн майлă çынсен шучĕ вара ӳссех пырĕ. Çынсем кирлĕ. Пĕтĕм ĕçе çынсем çеç тума пултараççĕ. «Çар ĕçне вĕренмелле», «Çирĕп йĕркепе тапăнни» тенĕ сăмахсене шанмастăп. Хусахсем, мĕн, çар ĕçне пĕлмеççĕ-и?
— Хусахсене те драгунсемпе çапăçма питĕ йывăр, — тунсăхлăн, калас мар тенĕ çĕртен пек каларĕ Овчинников, Тĕп çарăн аслă утаманĕ. — Оренбург патĕнче те, Хусан таврашĕнче те çакă лайăх палăрчĕ. Кашни хусах, паллах, уйрăм илсен, паттăр, ăста, маттур. Анчах хусахсем çирĕп йĕрке мĕнне пĕлмеççĕ çав. Драгунсен отрячĕ тем тĕрлĕ çирĕплетнĕ крепость пек, ун ăшне шăтарса кĕме çук: хусахсен çарĕ — пурне те хăра-такан çĕлен пек, вăл кĕтмен çĕртен тапăнма пултарнипе вăйлă. Драгунсем вара, хусахсем кĕтмен çĕртен тапăннине сирсе ярайсан, çар йĕркине çухатмасан, çав çĕлене пайăн-пайăн ваклама пултараççĕ. Пире вăйлă крепость кирлĕ. Чулхула пекки. База тума, унта эпир хамăр çарсене çапăçу йĕркине вĕрентнĕ пулăттăмăр. Вара пур енчен те вĕрентсе çитернĕ çарсене хула хыççăн хула илме кăлара-кăлара янă пулăттăмăр... Мĕн каласси пур ĕнтĕ, офицерсем çар ĕçĕн тути-шывне лайăх пĕлесçĕ.
— Офицер пулас терĕн-им? — кăшкăрни илтĕнчĕ тĕрлĕ енчен. — Дворяна çырăнас тетĕн пуль.
— Палкатăр çав ухмахла, — аллипе сулчĕ Овчинников. — Эпир кунта ĕç пирки калаçма пуçтарăннă.
— Ыттисем сăмахне итлер, — терĕ Перфильев. — Чоткар, кала атя.
Упа пек çирĕп хул-çурăмлă çармăс утаманĕ ури çине тăчĕ.
— Ман шухăшпа, часрах Мускав еннелле хускалмалла пирĕн, — терĕ вăл. — Пĕтĕм çармăс çĕрĕ пăлханать. Çармăссем пурте государе кĕтеççĕ. Çăкăр-тăвар та, ут-лаша та темĕн чухлĕ пуçтарса парĕç вĕсем. Мĕн кирли пурте пулĕ. Çарçыннисем те пайтах... Çавăнпа эпĕ Мускава Атăлăн ку енĕпех кайма сĕнетĕп.
Вырăс хресченĕсен утаманĕсем ку шухăша ырламарĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...