Кăвак çĕмрен :: Киремет парне ыйтать
Çынсем утă çулаççĕ
Çави çине таянса.
Ман çава çук — мĕн тăвас?
Ман кам çине таянас?
Çынсем ырлăх кураççĕ
Аш-амăшпе пурăнса,
Ать-аннем çук — мĕн тăвас?
Епле çын пек пурăнас?
Хĕрсен юрри.
Укапи карчамас кайсассăн пĕр тапхăра Укаслу ним тума пĕлеймесĕр тăчĕ, унтан хăй вырăнĕнчен çĕкленчĕ те алăк патне чупса пырса часрах кĕлепе питĕрсе лартрĕ. Алăк питĕрсессĕн нимĕнле инкек те хăй патне çитеймессе пĕлнĕ пекех пулчĕ ку.
Урамра тĕттĕмленсе пырать.
Чавка пуçĕ пек шултра юр лап-лап туса ӳке пуçларĕ. Йĕпе юр. Кантăк çине ӳкнĕ-ӳкменех çыпçăнса ларать. Çурхи юр. Çумăр вырăнне çăвакан юр.
Çуллахи кун çаплипех хăй йĕркине илес тесе тăрăшмасть-ха: çуркуннене хăваламасть. Мĕн тăвăн, çутçанталăкăн хăйĕн йĕрки-йăли, çакна ту, çапла ту тесе калаймăн ăна.
Анчах Укаслу юр çунине те курмарĕ. Унăн хăйĕн шухăшĕ, вăл хăйне халĕ çав тери вăйсăр, çав тери мĕскĕнĕн туйрĕ. Куçĕ тулли — куççулĕ...
«Хунчарсенчен мĕнле çăлăнмалла? — шухăшларĕ вăл вĕçĕмсĕр. — Ăçта тарса каймалла?»
Çавăнтах пуçне тата тепĕр тĕрлĕ шухăш та пырса кĕчĕ. «Мĕншĕн çапла ялан унăн тертленмелле-ха? Мĕншĕн? Мĕншĕн унăн тăлăха юлмалла пулнă? Çакăнпа хурлăх тени çитеччĕ ĕнтĕ, çук, татах тертленмелле унăн... Телей те кăштах та пулин кирлĕ ăна та. Çук, телей тени уншăн мар иккен. Меншĕн çапла-ха? Тен, мĕншĕн те пулин турăсем çилленнĕ пуль ăна? Тен, килĕш Киремете юрайман пулĕ вăл? Ара, Укаслу ăна нихăçан та парне паман-çке. Ахăртнех, çавăн пиркиех инкекĕ те. Киремет парне ыйтать. Киремете чӳк тумалла?
Укаслу мĕн кирлине тупнине ăнланса илчĕ. Йĕме те пăрахрĕ. Куçĕнче куççулĕ те типрĕ.
Урамра кăштах çуталнă пекрех пулчĕ. Юр çума чарăнчĕ. Пĕлĕтсем хыçĕнчен хĕвел хăюсăррăн пуçне кăларса пăхрĕ.
«Киремет парне ыйтать,—терĕ хĕр каллех. — Анчах мĕнле парне парас-ха манăн? Чӳк тума тата... Ара, Киремет юн юратать...»
Киремет. Кам-ха вăл Киремет? Мĕншĕн-ха Укаслу тӳрех ăна аса илчĕ?
Киремет вăл — аслă турăсенчен пĕри.
Киремет — пурне те куракан, пурне те пĕлекен çӳлти Туррăн, тĕнче хуçин Танкăрăн, пĕрремĕш ачи пулнă. Вăл чăвашсене телей валеçсе, тĕрлĕ инкек-синкекрен упраса пурăннă. Çавăнпа чăвашсем ĕлĕк вăйлă та аслă пулнă, хăйсем эль тытса тăнă.
Мĕн пĕчĕкрен Киремет шап-шур урхамахпа тӳпере чуптарса çӳреме юратнă, тет. Пĕррехинче çынсем, шуйттан хĕтĕртнипе, çавăн лашипе чаплă кӳмине туртса илес тесе кавар тунă. Вара, Киремет телей валеçме тухсан, чăвашсем ăна тискеррĕн вĕлернĕ. Кайран çӳлти Турăран хăранă та, хăйсен усал ĕçне пытарас тесе, ун виллине çунтарса янă, кĕлне çилпе вĕçтерсе салатнă. Çавăн кĕлĕ ăçта çитсе ӳкнĕ, çавăнта кайран Киремет йывăççи — юман, çăка, хурама — шăтса тухнă. Çав тертлĕ çĕрти Киремет йывăççисенче вара çӳлти Туррăн пĕрремĕш ачин чунĕ пурăнать, тет.
Вăл çынсене телей валеçсе парас тенĕ, лешсем ăна тискеррĕн вĕлернĕ, Киремет çакна нихăçан та манаймасть. Çилли килнĕ чухне вăл пит усал, пит хаяр. Сутăнчăк чунлă, кĕвĕç, усал шухăш тытнă çынна нихăçан та каçармасть вăл.
Халăх, Киремете юрас тесе, ăна килĕштерес тесе, тем тĕрлĕ парне парать...
Çынна инкек, терт пуласси чылай чухне Киремет çилленнинчен килет. Ун чухне ăна парне памалла, чӳк тумалла. «Киремете мĕн парне парас-ха ман?» — шухăшларĕ Укаслу.
Çав хушăра урай варрине сурăх путекки чупса тухрĕ те тăп чарăнчĕ, хуçи куçĕнчен тинкерчĕ.
Хĕр ăна куç хĕссе илчĕ, çав вăхăтра ун пуçне шухăш пырса çапрĕ:
«Чӳк тума-и? Юратнă путекке-и?»
Укаслу ку шухăшне часрах пуçĕнчен сирсе яма тăрăшрĕ:
«Çук, çук! Нихăçан та апла тумастăп.»
Вăл путеке йăтса илчĕ те кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ. Анчах ун пуçĕнчен çав малтанхи шухăш çаплах кая пĕлмерĕ-ха. Киремет çилли ӳкнĕ çын пурнăçĕ епле пулнине, вăл мен тери усал чир-чĕрпе асапланнине Укаслу лайăх пĕлет.
«Çук! Пурпĕрех путеке тивместĕп. Ан тив, хам вилем!» — тесе шухăшларĕ вăл. Çавăнтах çак шухăшран хăй те хăраса кайрĕ. Киремет пурне те пĕлет, кашни çыннăн шухăшне ăнланать. Ку шухăша ăнланса илсен вара вăл ăна ĕмĕрне те каçармĕ...
«Путекĕме! Путекĕме!...» Çĕр çине тумлакан пиншер çумăр пĕрчи пек çак сăмах унăн пĕтĕм пуç мимине чике-чике илчĕ. Вара Укаслу путеккине хăй çумне тата хытăрах пăчăртарĕ те паçăрхинчен те хурланарах йĕрсе ячĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...