Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 17 пай
— Калăр-ха, Алмазова Натали... — вăл каласа пĕтереймерĕ, ачасенчен пĕри — ахăртнех, ушкăнра вăл асли пулас — ăна пӳлсе хучĕ:
— «Ăçта пурăнать?» — тесе ыйтасшăнччĕ-и?
— Çук, Алмазова Натали амăшĕ хăш çуртра пурăнать тесшĕнччĕ, — кирек ăçта та хăюллă пулмалла тесе Эртиван вĕрентнине аса илчĕ Леша, ют ял ачисем ăна сиввĕн пăхнине асăрхарĕ.
— Мĕншĕн кирлĕ вăл сана?
— Васкавлă ĕç пур, çавăнпа тĕттĕмлех чупса килтĕм.
— Амăшĕ патне кăнтăрла килеççĕ, хĕр ачи патне — каçхине. Эсĕ пире юмах ярса ан тăр, Красков. Тӳрех кала сарă савни патне килтĕм тесе!
— Ан тĕлĕнтерĕр-ха, улттăмĕш класра вĕренекенĕн мĕн савнийĕ пултăр?! — «Мана паллаççĕ, хам нихăшне те пĕлместĕп. Вĕсем манпа хирĕçесшĕнех пулмалла, — мĕлтлетрĕ шухăш Леша пуçĕнче. — Çапса ан ӳкерччĕр, сыхă тăрас пулать».
— Пирĕн ял хĕр ачисем пиллĕкĕмĕш класрах каччăсемпе çӳреме пуçлаççĕ. Эсĕ Наталипе выляман тесшĕн пулĕ-ха? — çӳллĕ ачи унăн умнех пырса тăчĕ. — Акă лекрĕн те пирĕн алла! Ют ял ачисене пама хăнăхман эпир хамăр хĕрсене!
«Хĕрсене», — тени Лешăшăн питĕ кулăшла туйăнчĕ, анчах унăн урăх ыйту-ха, малтан çавнах пурнăçламалла.
— Тепре ыйтатăп, хăшĕ Алмазовăсен килĕ? — хăйĕн\чен кăшт çӳллĕрех ача куçĕнчен тӳррĕн пăхса ыйтрĕ вăл. — Сирĕн ялсем те пирĕн яла ĕçпе çӳреççĕ вĕт, эпир çеç мар.
— Авă, тăкăрлăкран виççĕмĕшĕ! — терĕ чи пĕчĕкки ихĕлтетсе. — Наталие хăвăр яла астарса кайнăшăн эрне шыратпăр сана, Красков. Кĕçĕр хăвах пирĕн капкăна лекрĕн!
— Мĕнле ĕçпе? — хаяррăн ыйтрĕ çӳллĕ ачи. — Эпир çĕрле сирĕн яла пымастпăр!
— Пурнăçра темĕн те сиксе тухать...
— Çавăнпа ыйтатăп: мĕнле ĕçпе?!
— Ют çынна каламалли мар...
— Эпир саншăн ютсем эппин, кӳршĕсем мар?
— Çул парăр-ха, кĕрсе калаçам! — утăм тăвасшăнччĕ Леша, анчах ăна çӳллĕ ачи хулĕнчен ярса тытрĕ те çурăмĕ хыçнелле пăрма тытăнчĕ. Тепри умне урине лартрĕ. Виççĕмĕшĕ чышма хатĕрленчĕ. «Тăваттăн вĕсем! Нумайрах, паллах. Вăр-вартарах пулма тивет», — Леша ахальтен мар кашни куна çур пăт пуканĕ çĕкленипе пуçлать. Бригадир ăна салтакри пек кĕрешме вĕрентнине те астăвать. Хумкка Петĕрĕ ăна манма та памасть: ӳснĕçемĕн тĕрĕслесе çĕнĕлле те çĕнĕлле кĕрешме хăнăхтарса пырать. Çĕрпӳсене акатуйра çĕнтернĕшĕн пĕрре така, тепре сăмавар парнеленĕ ăна.
Леша ирĕклĕ аллипе çул çинче ахаль тенĕ пек кĕсйине илсе чикнĕ чул катăкне çупăрласа пăхрĕ. «Тытăнмалла!» — терĕ вăл хăйне хăй ачасем ăна ялтан тĕкĕнмесĕр кăларса ярас çуккине сиссе. Çав самантрах икĕ аллине, икĕ урине тата икĕ чĕркуççийĕпе икĕ чавсине те пĕр харăс тенĕ пек вылятса пĕр вырăнта çилармань евĕрлĕ çаврăнма тытăнчĕ. Ачасенчен пĕри сывлăшĕ пӳлĕннипе антăхса кайрĕ, тепри чавсине темĕн тимĕр хĕскĕчпе хĕстерсе ыраттарнăран ахлатрĕ, виç-çĕмĕшĕ хул хушшинчен хытă япалапа чышнăран çăвар-не карса пăрахрĕ... Сиссе те юлаймарĕç ачасем Крас-ков вĕсене пĕрене пек пĕр-пĕрин çине купаласа хуни-не. Пĕчĕкки çеç тăраймасăр юнашар уйрăммăн йынăш-са выртать...
— Малашне пĕлĕр кампа çыхланмаллине! — терĕ Ле-ша тăкăрлăк еннелле утса. — Сирĕн сĕнĕве шута илетĕп: Алмазова амăшĕпе калаçма ыран кăнтăрла килетĕп!
Тăкăрлăк алăкне хупнă май Леша хăйне ачасем хуп-терленĕ еннелле пăхса илчĕ: пурте вырăнта, пĕри те хы-ççăн утмасть. Хавасланчĕ вăл, кĕлетки малтанхинчен те вăйланса çирĕпленнĕ пек туйăнчĕ. Ачасене ячĕшĕн çеç ьфан кăна килетĕп терĕ вăл. Кĕçĕрех калаçмалла унăн Наталипе! Янтă вутă ялан пулмасть! Çулне те пĕлет халĕ хĕр ача патне епле кĕмеллине. Пахча витĕр!
Пилĕк минутран вăл каллех чупса-утса тенĕ пек На-талисен пахчи алăкĕ патне çитсе те тăчĕ. Тăпăл-тăпăл кил карти. Пӳрт хыçĕнче темиçе сурăх пухăнса тăнă. Çуллахи лаç хушăкĕнчен тулалла çутă шевли сăрхăнса ӳкет. Вучахри çулăм самаях вăйлă пулас. Алăк хушă-кĕпе шалалла пăхрĕ те Леша вучах умĕнче Натали лар-нине курчĕ. Кĕске турчкапа хуран айĕнчи вутта тĕке-тĕке юсакалать. Леша хĕр ачана хăратас мар тесе алă-ка шăппăн шаккарĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ Натали. — Анне, хăçантан-па шаккаса кĕретĕн?
— Эпĕ-ха ку, — алăка уçрĕ Леша. — Юрать-и кĕме?
— Эсĕ?! — яштах тӳрленсе тăчĕ Натали. — Мĕнле майпа? Урамра ачасем сана кĕтеççĕ. Эпĕ вĕсенчен сых-ланса урам алăкне сăсăл ярсах хупрăм.
— Вĕсене эпĕ тăваттăшне те пĕренесем пек купала-са хутăм. Хам вара каялла таврăнса пахча витĕр кĕтĕм.
Натали таса саках алшăллипе хăвăрт-хăвăрт шăлчĕ те:
— Лар, Леша, — терĕ хăй хавасланнине пытармасăр. Пит çăмартисем хĕрӳ вучах умĕнче çырла пек хĕрелнĕ, хура куçĕнче вут çунса вылять, сарă çӳç пайăркисем вăл вучах патне пĕшкĕнсенех сарă çулăмпа ĕнсе ка-яссăн туйăнать. Анчах Натали асăрхануллă, çӳçне çу-лăм тивеймест. Çав хушăрах Лешăна та савăнса пăхать:
— Мĕнле килме пĕлтĕн?
— Ĕç пур.
— Паскаль виçкĕтеслĕхĕ пирки-и?
— Эсĕ, Натали, çав Паскаль виçкĕтеслĕхĕсĕр пуçне урăх мĕн çинчен те пулин шутлатăн-и? Аннӳ часах килет-и?
— Мĕншĕн кирлĕ вăл сана?
— Санпа калаçса сăмах татаймасран хăратăп, аннӳ килĕшĕ, тен? Вутă пур-и?
— Пур, кукаçи пĕр-ик лав кӳрсе парать пире.
— Хĕл каçма çитет-и?
— Кукаçи тепре килсен — çитет...
— Сире Эртиванпа чаплă вутă кӳрсе парас терĕмĕр, Натали. Кукаçу ватă пулĕ-ха?
— Çитмĕле çитет...
— Кантăр пĕр çулталăк вăл, Натали. Вутă хăçан турттарса килмелле? Ыран-и е виçмине? Юман, типĕ, метрласа татнă...
— Миçе тенкĕ памалла машинĕшĕн?
— Пĕр тенкĕ те парас çук.
— Вуттишĕн?
— Уншăн та тӳлемелле мар.
— Леша, эсĕ манран кулма килтĕн-им?
— Кулма мар, пулăшма. Эртиван валли паян тиесе килтĕмĕр. Сирĕн валли турттарса килсен ман валли тиеме каятпăр.
— Анне уйран таврăнасла çула май такам патне кĕретĕп терĕ. Эпĕ каçхи апат пĕçерме иртерех килтĕм...
— Ну, хăçан?
— Ĕненместĕп сана, Леша. Аннене те ан кĕт — вăл та ĕненес çук.
— Нивушлĕ мана ултавçă вырăнне хуратăн?
— Унашкал вутă укçасăр кӳрсе панине нихçан та курман.
— Халĕ куратăн!
— Ĕненместĕп. Вăхăтна ахаль ирттерсе ан лар.
— Хăвалатăн-и мана?
— Хăваламастăп. Паскаль виçкĕтеслĕхĕ пирки, сисрĕм ĕнтĕ, кĕçĕр манпа çав-çавах калаçмастăн. Ытти çинчен сӳпĕлтетнин усси пулас çук.
— Ĕненместĕнех?
— Ĕненместĕп.
— Ну, ан ĕнен! Шкулта калаçмастăн, шкултан тухсан калаçмастăн, юнашар уттармастăн, халĕ пулăшас терĕмĕр Эртиванпа иксĕмĕр — каллех хирĕç. Вуттине хамăрах турттарса килме пултараттăмăр-ха та — хăв е аннӳ пыни кирлĕ.
— Аннене ан та кĕт, тахçан килет вăл. Килсен те, каларăм ĕнтĕ, вăл та ĕненмест.
— Суеçĕ эппин эп?
— Аплах шутламастăп...
— Сӳпĕлтететĕп çеç?
— Урăх мĕн тес? Эсĕ каялла та пахча витĕрех тух — урамра ачасем тапăнĕç. Мана ирĕклĕн утма та памаççĕ Улька патне çĕр выртмалла пынă хыççăн.
— Çавăншăн ӳкĕнетĕн-и халĕ?
— Укĕнместĕп... Çапах та урăх ан лар.
— Лармастăп! — Леша сак çинчен тăчĕ. — Кĕтменччĕ эсĕ капла пуласса... Тинех лайăх пĕлтĕм. Сывă пул! — арçын ача лаçран тухса урам алăкĕ еннелле утрĕ.
— Леша! Пахчапах...
Красков хапха алăкĕн сăсăлне туртса уçрĕ те урама тухрĕ. Пăхкаларĕ тăвалла-анаталла, пĕр мĕлке те курмарĕ. Хăй хыççăн алăка хупрĕ те тăкăрлăк еннелле хăвăрт утса кайрĕ. Кирлех-ши тепĕр тесен хăвна итлемен çынна йăлăнма?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...