Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 5 пай
Эртиван çаплах çӳлелле пăхать-ха, унăн çĕнĕ юлташĕ сасă парасса кĕтет. Паçăр ăна Леша хăйсем патне вăйпа тенĕ пекех чĕнсе кĕртрĕ. Вучах чĕртсе çунтаркаларĕ те сĕтел çине тулли тирĕк салма яшки антарса лартрĕ. Ăна иккĕшĕ те юратсах çирĕç.
Унтан уроксене хатĕрленчĕç. Эртиван тетрачĕсене кăларсан Леша вăл мĕнле çырнине тимлесе сăнарĕ. Шкултах асăрханăччĕ: Эртиван почеркĕ хитре, таса. Тетрачĕсене амăшĕн тутăрĕпе çыхса çӳрет пулин те нихăшĕ те лутăрканман.
Тытса пăхма юрать-и? — ыйтрĕ вăл.
Пăх, анчах унта нимĕн те çук.
Мана темĕнех кирлĕ мар, эсĕ мĕнле çырни çеç... Епле майпа çав териех илемлĕ çыратăн-ха эсĕ? Сас паллисем шăрçа пек шăранса пыраççĕ... Пĕрремĕш класра эпĕ те хитре çыраттăм. Халĕ пăх-ха, чăх урисем пусса пынă пек... Çакна виççĕмĕш класра асăрхарăм. Çултан çул япăхланать унтанпа.
Эртиван Лешăн тетрадьне уçкаларĕ.
— Васкатăн, — терĕ вăл.
— Çырнă чухне-и?
— Питĕ васкатăн, çавăнпа почерку вĕтĕленсе пырать. Сас паллисем тайкаланаççĕ.
— Хитре мар вĕт?
— Хитре мар. Класра кам хитре çырать?
— Наталие никам та çитеймест. Васкамасть вăл ытлашши, çавăнпа-ши почеркĕ такама та илĕртет.
— Санăн та, Леша, çав хĕр ачаран кая мар çырма хăнăхмалла.
— Пултараятăп-ши?
— Мĕншĕн пултараймастăн? Пултаратăн!
— Темĕн...
— Иккĕленме çеç юрамасть.
— Хамăн та кăмăлăм çавнашкалах-ха. Паянах пуçлатăп почерка улăштарма! — Çыр, Эртиван. Эпĕ — сан хыççăн.
— Мĕн çыратпăр? Çыру-и?
— Мĕнле çыру? Кам патне?
— Хĕр ачасем патне.
— Ăçта? Мĕнле адреспа?
— Класри хĕр ачасем патне. Манăн Улька патне çырас шухăш пур-ха. Эсĕ Натали патне çыр.
— Сана юра-ать! Эсĕ аслă. Эпĕ те асăрхарăм, Улька та сан еннелле пăхать.
— Унччен кама пăхнă?
— Курман.
— Натали вара?
— Ăна та курман.
— Питĕ кăмăллать вăл сана, Леша. Нивушлĕ сисместĕн çавна? Нивушлĕ килĕшмест вăл сана?
— Ан хĕрет-ха пите çавăн çинчен калаçса... Класра чи чипер хĕр ача-çке!
— Пултăрин! Эсĕ те унтан кая юлмастăн. Туслашмаллах санăн унпа! Е хирĕç-и эсĕ?
— Хирĕç мар-ха...
— Апла тăк мĕн чăрмантарать?
— Нихçан та çыру çырман эпĕ.
— Вĕрентетĕп.
— Курăпăр-ха унта, — Леша чăваш чĕлхипе упражнени васкамасăр çырма тытăнчĕ. Хушăран Эртиван çырнине пăха-пăха илчĕ.
— Йĕркесене тултарсах çыр. Сас паллисене ан пĕчĕклет. Кăшт чалăштар, — терĕ Эртиван.— Сисетĕн-и, улшăнать вĕт почерку? Тепĕр хут калатăп, ан хыпалан.
— Шухăшсене çырса ĕлкĕрейместĕп. Майĕпентерех шухăшламалла-и?
— Шухăшна ан вăрахăнлат. Эсĕ отличник, паллах, хăвăрт шухăшлатăн, анчах васкамасăр çыр. Эпĕ те сан пекех çыраттăм малтан. Анчах Акташ ялĕнче пĕр ача вăрахăн, таса çырма вĕрентрĕ мана. Майĕпен çеç çырассине хăвăртлатма ирĕк парса пычĕ вăл. Халь куратăн: санран юлмастăп, анчах почерк çав-çавах улшăнмасть.
— Миçе уйăх вĕренмелле пулать?
— Хăв тăрăшнинчен килет. Ну, пĕр-ик уйăхран ман пекех çыракан пулатăн.
Леша умне Натали хăйĕн таса тетрачĕсене еплерех илемлĕн шăрçаласа çырни шуса тухрĕ.
— Тăрăшатăп, — терĕ вăл.
Арçын ача стена çинче шаккакан кивĕ сехете пăхса илчĕ. Тетрачĕсемпе кĕнекисене пуçтарса сĕтел хĕррине хучĕ.
— Каятпăр! Пире Семен Андрейч кĕтет.
— Мĕн тума?
— Сан çӳçне касса ярасшăн-ха вăл.
— Ăçтан пĕлет?
— Питĕ ырă кӳршĕ вăл пирĕн. Шкула каяс умĕн мана та вăл касса ячĕ. Паçăр вĕсен енне чупса каçса килтĕм-çке эпĕ, çавăн чухне калаçса татăлтăм.
— Çӳçне, чăнах та, кастармалла-ха... Анне хачăпа касасшăнччĕ, анчах унăн ниçтан та яка пулаймасть. Пысăк-пысăк картлашкасем туса хăварать те, пĕрремĕш кун лăпăскаллă пуçпах пыма тиврĕ шкула. Тек юрамасть, çыру çырсан та Улька хуравламĕ тата...
— Семен Андрейч яп-яках туса хăварать. Машинка пур унăн, вăрçăран нимĕçсенне салтак кутамккине чиксе таврăннă.
— Халĕ те çĕмĕрĕлмен-и? — Нимĕçсем япаласене питĕ çирĕп тăваççĕ тет. Семен Андрейч хăй те пысăк маçтăр — тытма пĕлет.
Тепĕртакран вĕсем кӳршĕсем патне пырса та кĕчĕç. Семен Андрейч вĕсене кĕтнĕ те иккен: кил картине, лаç çумне, пукан йăтса тухса лартнă. Çӳç çухавинчен кĕрсе ӳте чиктересрен витме — шăналăк татăкĕ.
— Çакă-и-ха Эртиван, Паскаль виçкĕтеслĕхне пĕлекенскер?
— Çакă, Семен Андрейч.
— Ыйткалакана урăх çӳреместĕн пулĕ-ха, кăçал колхозра пĕрремĕш хут тырă валеçрĕç.
— Çӳреместĕп, çăкăр ялан пĕçермесен тырă пашалу пĕçерме çитетех, — терĕ Эртиван.
— Эпир пашалупах ӳснĕ, — Семен Андрейч Эртивана пукан çине меллĕн вырнаçтарса лартрĕ. — Ну, мĕнле касмалла? Шакла-и? — темĕншĕн ку ыйтăва Эртивана мар, Лешăна пачĕ машинка хуçи. Эртиванĕ вара Лешăна куçĕнченех пăхса илчĕ.
— Эпĕ шакла кастаратăп-ха та, анчах Эртиван манран виçĕ çул аслăрах, — терĕ Леша.
— Апла паллă, шакла юрамасть, — терĕ Семен Андрейч. — Пăртак та пулин мала хăварма тивет.
— Класра унашкалли пĕччен çеç пулатăп, Семен Андрейч.
— Çӳçӳ никама та чăрмантармастъ, ан хăра, тусăм.
— Чăрмантармасть? Эсир пĕлместĕр-ха...
— Хысайкинăпа пĕр ыйту пирки тавлашрĕç-ха вĕсем... Кĕçĕр тĕлĕкре те курать пуль Эртивана...
— Э-э, Хысайкинăсене пăхсан урама та тухма юрамасть, — вĕсен йăхне-мĕнне лайăх пĕлет пулас Семен Андрейч. — Ирĕк парас пулсан хăйсен тĕлĕнчен те çынсене иртсе çӳреме чарĕччĕç те, анчах ял совечĕ çапла тума справка памасть. Эсĕ, Эртиван, пĕрре те ан шиклен, ыран хăвăр класа пуçна кăштах каçăртса, мала хăварнă çӳçе вĕлкĕштерсе пырса кĕр.
— Кашни класра тенĕ пек икшер çул ларнине пăхмасăр-и? Намăс, — терĕ Эртиван, анчах Семен Андрейч унăн пуçне шакла касманшăн хĕпĕртенине Леша çĕнĕ юлташĕн куçĕнченех курчĕ.
— Малашне пашалу мар, çăкăр та çийĕр-ха, ачасем. Эсĕ те, Эртиван, класран класа йĕркеллех куçса пырăн. Çапла вĕт?
— Текех юлмастăп, — терĕ çирĕппĕн Эртиван.
— Çитменнине, саккăрмĕш класс программине кĕрекен Паскаль виçкĕтеслĕхне те хăвăр класра эсĕ çеç шутлатăн. Тĕрĕссипе, çавăншăн çеç те сан пуçна çӳç хăварса касма юрать. Тĕрĕс калатăп-и эпĕ, Леша?
— Питĕ тĕрĕс калатăр, — Эртиваншăн чунтанах савăнчĕ вăл.
— Хамран килет пулсан, Эртиван, сана эпĕ улттăмĕшĕнче мар, саккăрмĕшĕнче вĕренме ирĕк парăттăм. Леша мана сан çинчен нумай каласа кăтартрĕ. Эсĕ ытти ачасенчен пачах уйрăлса тăратăн.
— Аплах мар-ха, Семен Андрейч... ӳстерсе ан калăр.
— Ну юрĕ, пурнăç темĕн те кăтартать, курăпăр-ха, — Семен Андрейч машинкине çуллă ватăпа шăлса тасатрĕ, шăналăк татăкне Эртиван хăех силлесе чĕркерĕ. — Эсĕ Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе, геометрин ытти задачисемпе кăсăкланатăн. Манăн пĕр ыйтăва хуравлама килĕшетĕн-и?
— Килĕшмесĕр! — терĕ Эртиван темĕнле пысăк ĕç тума хатĕрленнĕ евĕр. — Маншăн мĕнлерех ĕç туса патăр-ха та... Калăр, итлетĕп.
— Арифметикăн квадратлă тымарĕ çинчен илтнĕ-и эсĕ?
— Илтнĕ...
— Калăпăр, пĕр-пĕр тăваткалăн лаптăкĕ 64 см2 пултăр. Унăн енĕ мĕнпе тан пулать? Хут кирлĕ пулĕ-ха шутлама? Ак лаçра сĕтел те, ун çинче тетрадь те пур. Кĕме пултаратăн.
— Кирлĕ мар, ку задачăна ăсрах шутлатăп.
— Нимĕн çырмасăрах-и?
— Çырмасăрах.
— Итлесе пăхар-ха эппин. Эсĕ те итле, Леша.
— Тăваткал енĕн тăршшĕне X урлă сантиметрсемпе кăтартăпăр. Вара тăваткал лаптăкĕ квадратлă сантиметрсемпе х2 чухлĕ пулать. Эсир каланă пек пулсан, унăн лаптăкĕ 64 см2-па танлашать. Апла тăк тăваткал енне тупас пулсан çак уравнение шутламалла:
х2 = 64.
— Пĕтĕмпех каламалла-и е кĕскетме те юрать-и?
— Кĕскет, эпĕ ăнланатăп.
— Эсир панă задачăра 64-ран кăларнă пĕр квадратлă тымар çеç — 8 число. Утмăл тăваттăран тухнине тивĕçтерекен квадратлă тымара арифметикăн квадратлă тымарĕ теççĕ.
Çак вăхăтра пахча алăкĕ уçăлчĕ те кил картине Семен Андрейч мăшăрĕ Кулине инке кĕчĕ.
— Ну, мĕнле унта? — ыйтрĕ Семен Андрейч.
— Сивĕнсех кайманччĕ, çапах пăртак хутрăм. Халĕ ăшши çителĕклех. Сивĕ шывĕ те туллиех, — терĕ Кулине инке.
Кил хуçи ачасене куçлăхĕ айĕн ăшшăн пăхса илчĕ:
— Эсир паян шкулта пушар сӳнтерни çинчен каларăр. Иксĕр те хастарлă ĕçленĕ. Эпир, çавна пĕлнĕ пекех, мунча хутнăччĕ çĕркаç. Халĕ ăна сире валли Кулине инкӳ ятарласа çĕнетрĕ. Леша, хăвăр пата каç та аннӳрен ыйтса кĕпе-йĕм йăтса кил. Эпир унччен Эртиван валли мĕн те пулин тупса хурăпăр.
Леша амăшĕ фермăра-ха, анчах ача таса çи-пуç ăçта упраннине пĕлет. Вăл каялла таврăннă çĕре Кулине инке Эртиван умĕнче, хăшĕ юрать-ши тесе, темиçе кĕпе виçсе тăратчĕ.
— Ачасем ӳсеççĕ, кĕписем кĕскелеççĕ, — терĕ Семен Андрейч. — Ак кĕпе те, шăлавар та тупăнчĕ. Мунчара çăвăннă хыççăн тӳрех тăхăнса яр, Эртиван. Тасипех-ха вĕсем, çĕтĕлмен, саплăк лартман — сана чухах. Ыран шкула та тăхăнса кайма пултаратăн, пуçĕпех паратпăр.
— Аван мар-çке капла... — кил хуçи сăмахĕсем Эртивана хумхантарсах ячĕç. — Пирĕн, Семен Андрейч, куншăн тӳлеме укçа та çук...
— Мĕн калаçан эсĕ, Эртиван? Укçалла паратăп-и сана? Çӳре тăхăнса, аннӳне те çаплах кала — ан пăшăрхантăр. Хамăн ачасемпе те, Чурачăкра вĕренекенскерсемпе, паллаштармалла-ха сана, вĕренччĕр санран.
— Мĕнле манран? Пирĕн хамăрăн вĕсенчен вĕренмелле, — терĕ Эртиван.
— Санран, санран, Эртиван тусăм!
— Анланма йывăртарах пулсан эпĕ яланах ыйтатăп. Нихçан та вĕсем пулăшманни пулман, — терĕ Леша.
— Пысăк тав сире, Семен Андрейч, Кулине инке!
— Тăрăшăр, ачасем. Тăрăшсан иксĕр те пысăк çынсем пулатăр, — кил хуçи вĕсемпе хăйĕн ачисемпе сăмахланă пекех калаçать. — Ача чухне çăпатапа çӳреме ан вăтанăр, ӳссен атă тăхăнма пуçлатăр...
— Эсĕ ачасене ан чарса тăр-ха, пĕрре сӳпĕлтетме тытăнсан каçченех чарăнаймастăн, — асăрхаттарчĕ Кулине инке.
— Ачисем ылтăн ачасем-çке, мăшăрăм! Çавăнпа чун канать манăн вĕсемпе калаçсан, — Семен Андрейч Лешăпа Эртивана пахчари мунчана ертсе тухрĕ. — Çăвăнăр, мĕн тумаллине Леша пĕтĕмпех пĕлет, пĕрре çеç кĕмен вăл ку мунчана. Хам та хирĕç марччĕ те сирĕнпе паян тепĕр хут кĕме, ĕçсем кĕтеççĕ-ха...
Лешăпа Эртиван темĕн хушăра хывăнса лапка çине улăхса та выртрĕç.
— Епле канлĕ чуна, Леша! — пĕр енчен тепĕр еннелле çаврăна-çаврăна выртрĕ Эртиван кăмăллăн ахлата-ахлата. — Çитĕнсен малтан шурă мунча, унтан тин пилĕк кĕтеслĕ çурт лартатпăр тетĕп те аннене, — килĕшмест, малтан çуртнех лартăпăр тет.
— Паллах, малтан çуртне лартатпăр, — терĕ Леша, — ман анне те çапла шутлать.
Вĕсем мунчара хăйсемех хуçаланаççĕ. Мĕн çинчен калаçас тетĕн, çавăн çинчен калаç — никам та чăрмантармасть.
— Ну, Эртиван, тĕлĕнтерсе те пĕтерейместĕн эсĕ мана! — терĕ Леша.
— Мĕнпе?
— Алгебрăна юратмастăп çеç мар, кураймастăп терĕн. Паян вара Семен Андрейч умĕнче мĕн хăтлантăн?
— Эсĕ мана тĕрĕсех ăнланман пулас, Леша. Тĕрĕс, алгебрăна кураймастăп терĕм. Анчах ку — геометрипе танлаштарсан çапла, мĕншĕн тесен геометри — манăн чи юратнă предмет. Анчах унпа алгебрăсăр нимĕн те тăваймастăн, çавăнпа алгебрăна та геометрие вĕреннĕ пекех пĕлме тивет.
Леша пĕр самант чĕнмерĕ, унтан çапла каларĕ:
— Эсĕ, Эртиван, пирĕн класра лармалли ача мар.
— Мĕнле? Улттăмĕшĕнче те вĕренеймест ку тесе шутламастăн пулĕ-çке?
— Улттăмĕшĕнче мар, саккăрмĕшĕнче вĕренмелле сан кăçал. Мĕншĕн тесен, улттăмĕшпе çиччĕмĕш классемшĕн пурне те пĕлетĕн-çке эсĕ. Саккăрмĕш класра та тӳрех отличник пулатăн.
— Эпĕ ку таранччен пĕр чĕрĕкре те отличник пулса курман...
— Ку таранччен курман, малашне пулатăн!
— Эсĕ çапла шутлатăн та, ыттисем урăхла шутлаççĕ-çке...
— Мĕнле урăхла?
— Вăт çавăн пек, Леша, — Эртиван шывпа сапăнса месерле çаврăнса выртрĕ те куçĕсемпе хура маччари пĕр пăнчăна тĕллесе çапла каларĕ: — Шарласан та, шарламасан та лайăх... Çапах та эсĕ мана çакăн чухлĕ пулăшнăшăн санран нимĕн те пытармастăп. Эсĕ пĕлместĕн пулĕ-ха Антон Ефимович, директор, мана çиччĕмĕш класа куçарасшăн пулнине? Пĕлместĕн вĕт?
— Илтмен...
— Куçарасшăнччĕ, унччен эпĕ улттăмĕш класс предмечĕсене мĕнле пĕлнине хăй тĕрĕслерĕ, кăмăллă юлчĕ, мана çиччĕмĕш класа куçнă ятпа та саламларĕ. Кайран эпĕ Трихван мучипе хамăр ялтан пилĕк çухрăмри ялта кĕтӳ пăхма кĕрĕшрĕм. Трихван мучи киле пырсах аннепе калаçрĕ те — хирĕç пулмарăм. Çĕр улми вăрлăхĕ аран-аран лартса хăварма çитрĕ, çимешкĕн пĕр пăтавкка та юлмарĕ. Мĕнле çу каçмалла? Ыйткалама каяс малтанхи пек — намăс, кĕлеткем пысăкланчĕ. Трихван мучи çавна пĕлнĕ ĕнтĕ, ахальтен пыман хăйне пулăшаканĕ пулмашкăн ыйтма... Анне шеллерĕ, паллах — ярасшăн марччĕ, эпĕ çинех тăтăм. Эсĕ, анне, колхозра кун сиктермесĕр ĕçлетĕн, эпĕ — кĕтӳçре терĕм. Куртăн-и, епле ăнăçлă пулса тухрĕ кăçал: хамăр ялта та тырă валеçрĕç; лере те, кĕтӳ кĕтнĕ çĕрте, лайăх тӳлерĕç.
Трихван мучи кӳрентермерĕ мана, çурмаран тенĕ пекех пайларĕ. Кĕтӳçсем те тĕрлĕрен пулаççĕ. Тепри пĕчĕк тесе чĕрĕкрен те ирттермен пулĕччĕ... Хăш-хăш яла çитмерĕм-ши хамăн пĕчĕк пуçăмпа, кама-кама курмарăм-ши, анчах ырă çынсемех нумай, Леша. Пĕри сана çĕр каçма алкумĕнче çĕтĕк-çатăк е кивĕ улăм сарса парать. Тепри пӳртĕнчех, урасене çутарса, тӳшек çине вырттарать. Япăххи пуçра тытăнмасть ман, лайăххи çеç асра юлать. Нумай çын умĕнче парăма кĕтĕм эпĕ, ӳскелесе хăçан татăлса çитĕп-ши?
— Эпĕ те, Эртиван, анне ыррине çеç курнă, вĕлтĕрен шӳрпипех çитĕннĕ, анчах эсĕ манран та ытларах асап тӳснĕ... Ак çиччĕмĕшне куçарманни çинчен каларăн...
— Çапла, роноран инспектор килет те тытăнать директора çунтарма! Ача çур çул шкула çӳремен, ăна эсир шкултан кăларса ярас вырăнне тепĕр класа куçаратăр тет. Калас-и кам ялтан мана хирĕç хытă тăнине?
— Ун пекки те пулнă-и?
— Пулнă... Выльăх хвелшерĕ, такасен çăмартине касакан!
— Хысайкина ашшĕ-и?
— Çавă.
— Ăна эсĕ мĕнпе тарăхтарнă вара?
— Калаçса та курман эпĕ унпа... Хысайкина Света пиччĕшĕпе, Лариванпа, пĕрле вĕренеттĕмĕр пĕлтĕр. Ну, ачи аптăрамастчĕ-ха, тăваттăпа-пиллĕкпе вĕренетчĕ... Анчах мана çитейместчĕ. Эп çук пулсан, класра пĕрремĕш вырăнта шутланмаллаччĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене те унăн ашшĕ пынă. Анне каласа кăтартнă пек пулсан, мана иккĕмĕш çула хăварма мар, пачах кăларса ывăтма сĕннĕ вăл. Юрать-ха, директор килĕшмен. Ытти ачасен ашшĕ-амăшĕ те хвелшер майлă пулман. Анчах роно инспекторĕ ăна лайăх пĕлнĕ пулас, вĕсем патĕнче хăналаннă тетчĕ анне. Районтан килнĕ çынна ман пирки вăл та каласах панă ĕнтĕ, çавăнпа инспектор ман пĕлĕве хăй тĕрĕслесшĕн пулнă. Чĕнтерет Антон Ефимович шкула — мана тупаймаççĕ. Эпĕ пилĕк çухрăмра кĕтӳçре çӳретĕп... Улттăмĕш класрах хăварттарать вара. Кĕтӳçре çӳренине пĕлсен хытах тарăхрĕ директора терĕ анне. Вăт мĕнле историне лекнĕ эпĕ, Леша. Вăт мĕншĕн эсĕ те хăваласа çитрĕн мана. Эпĕ куншăн кулянмастăп, мĕншĕн тесен çĕнĕ класра çĕнĕ юлташсем тупрăм тесе шутлатăп. Урăх нихăш класра та икĕ çул лармастăп эпĕ.
— Ененетĕп, Эртиван.
— Тен... — темĕн каласшăнччĕ вăл, анчах шарламарĕ.
— Тен, иртсе те кайăн-ха, Эртиван.
— Сирĕнтен уйрăлас килмест манăн...
— Мĕн, Улька çав териех килĕшрĕ-и?
— Суймасăр-и?
— Суймасăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...