Хĕçпе çурла :: 5


Çавăнтан вара Елена Гурьяновăпа Галя Квитко тăванпа тăван пек туслашрĕç.

Вĕсем рапорчĕсене çавăнтах Сперанский секретарьне парса та хăварчĕç. Елена Рябининăпа калаçса пăхасшăнччĕ, анчах унăн вăхăчĕ çук иккен, çĕрле дежурствăра пулмалла; Федоровăна Гурьянова чăрмантармарĕ, темшĕн-çке, вăл унран сивĕннĕçем сивĕннине туя пуçларĕ. Хăйне ыттисем умĕнче питĕ мăн кăмăллă тытать, калаçсах каймасть, çăвар уçсан та тӳрех темĕн вĕрентме тытăнать. Вăл анчах пĕлет, вăл анчах тăрăшать, вăл анчах таса чунпа йĕркеллĕ пурăнать, имĕш. «Аскăн та ултавçă арçын тĕлне пултăрах тепĕр хут!» — терĕ пĕррехинче ăна усал сунса Маргарита Ивановна. Мĕншĕн тепĕр хут? Елена ун пирки ыйтма хăяймарĕ: вĕсем унран аслă.

Хăйсене яма ыйтса рапорт çырса панисене тепĕр икĕ кунтан чĕнтерчĕç. Вĕсем сахаллăн мар. Йĕркерен пукансем çине ларса тухнă. Калаçма Сперанскийпе комиссар кĕчĕç.

— Кĕме юрать-и? — илтĕнчĕ алăк патĕнчен пуçлăхсем ларнă-ларман.

Елена Гурьянова алăк патнелле пăхрĕ те савăнса, тĕлĕнсе кайрĕ, унта яланхи пекех хаваслă пит-куçлă, çине тăп-тăпăл çар тумĕ тăхăннă Рябинина тăрать. Акă вăл, ирĕк парсан, пушă пукан çине кайса ларчĕ, тимлĕн итлеме пуçларĕ.

Сперанский, каякансем вырăна çитсен, мĕн-мĕн тумаллине кĕскен те тĕплĕн каласа пачĕ, комиссар камăн хăçан ăçта çитмеллине пĕлтерчĕ. Врачсене ушкăн-ушкăна пайланă иккен, кашни ушкăнра виççĕн-тăваттăн. Елена Гурьянова врачсенчен пĕчченех, унпа пĕрле пĕр сестра — Галя Квитко, вăл уншăн хĕпĕртерĕ, маттур хĕр, каланине итлет, мĕн тумаллине пĕлет, анчах ытла çамрăк-ха, кĕлеткерен те имшеркке. Йывăр çулпа йывăр ĕçе мĕнле тӳсĕç-ши?

Канашлу пĕтсен, Гурьянова хăйĕн аслă тусĕ патне пычĕ.

— Эсир те-и, Маргарита Ивановна? — ыйтрĕ вăл. — Темшĕн-çке, кĕтменччĕ ку япалана.

— Мĕншĕн? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Маргарита Ивановна. — Çынран катăк-им эпĕ?

Вĕсем каç-каç врачсем пухăнса ларакан пӳлĕме кĕчĕç. Унта ыттисем хушшинче Федорова та пур.

— Акă пирĕн пулас героиньăсем! — терĕ вăл, йăл куланçи пулса. — Маттурсем! Пирĕн хĕрарăмсем çапла пулмалла та. Хамăн та çав тери каяс килетчĕ, ыйтрăм, ыйтрăм — ун çинчен калаçмарĕç те манпа. Тиркерĕç.

— Сывă пулăр! — терĕ ун сăмахне пӳлсе Рябинина, — кайрăмăр, Елена Алексеевна.

— Сывă пулăр! — пурне те алă пачĕ Елена.

— Ыйтман вăл, — терĕ кабинетран тухсан Рябинина. — Йăпăлтатса юлма ĕлкĕрнĕ. Комиссар хăй каларĕ мана. Сперанский аллине çеç сулчĕ, тет. Юлтăрах тенине пĕлтернĕ вăл. Йĕксĕк.

Каяс умĕн Елена Гурьянова хăй патĕнче сывалаканнисемпе ăшшăн сывпуллашма палатăна кĕчĕ. Ăна унта яланхи пекех хаваслăн йышăнчĕç. Вăл хăй те кашнинех чуна йăпантаракан сăмах калама ӳркенмерĕ, юлашкинчен Сăрнай Ваççи патне пычĕ.

— Салам пултăр, ентешĕм, — кăмăллăн йăл кулчĕ вăл, ăна куçран пăхса. — Мĕн вулатăр?

— Твардовскин «Василий Теркин» поэмин тепĕр сыпăкĕ пичетленнĕ кунта. Тĕлĕнмелле поэт! Çакна çын пуçĕ шухăшланине, çын алли çырнине ĕненес килмест хăш чух...

— Турă çырман, паллах! — кулкаласа ун сăмахне пӳлчĕ Елюк.

— Маншăн тесен, чăн-чăн поэт вăл турă! — тарăн шухăша кайнăн тăстарса каласа хучĕ Василий Зурнаев.

— Тен, эсĕ ху та çыратăн?

— Çыркаласа пăхнă, анчах никама кăтартман. Ачалла выляни кăна. Малашне мĕн пулĕ.

— Эсĕ çыр, вĕрен, тăрăш. Эпĕ, чĕрĕ-сывă юлсан, сăввусене вулăттăм та сана аса илĕттĕм. Халĕ... сывă пул... Эпĕ çапăçусем пынă çĕрелле тухса каятăп. Вăхăтлăха. Сывă пул, ентешĕм.

— Чипер çаврăнса килмелле пултăр!..

Хурлăх тивнĕ сăн-сăпатлă Елюк палата алăкне ерипен-ерипен хупрĕ.

Тепĕр ирхине вăйлă çил-тăман тухрĕ. Çав çил-тăман витĕр Елена Гурьяновăпа Галя Квитко кăптăрти машина çине ларса çурçĕр-хĕвеланăç еннелле çул тытрĕç.

■ Страницăсем: 1 2