Хĕçпе çурла :: 7


Фатюшин ыйтнипе малтанах калаçса татăлнăран, халĕ вĕсен колхозăн тĕп хуçалăхне çитсе курмалла. Вăл ялăн тепĕр вĕçĕнче, вĕтлĕх вăрманпа витĕннĕ сăрт айĕнче иккен. Тăкăрлăкпа аслă урама тухнă тĕле вĕсене хыçлă çуна кĕтсе тăнă. Ăна кунта хăш сехетре пулмаллине Гурьянов хăйне илсе çӳрекен колхознике ирхинех каласа хăварнă.

Ларчĕç. Ямшăк, сапланă кĕрĕк тăхăннă, пилĕкне хулăн кантрапа çыхнă ватă, тилхепине кăрт-карт турткаларĕ, шăхăркалам пекки турĕ те (шăлĕ сайра-çке), çӳрен ут, пĕр вырăнта тăрса йăлăхнăскер, урампа çăмăллăн юрттара пачĕ.

Урамĕ вăрăм, калаçмалăх вăхăт пур. Анчах Фатюшин шарламасть. Ăна кура, юнашар ларса пыракан çыннăн шухăшне татас мар тенĕ пекех, Гурьянов та чĕнмест. Райком секретарĕ, çакă таçти инçетри ялта пĕрремĕш хут пулнăран, пĕр сулахая, пĕр сылтăма куç илми пăхать те пăхать, сăнать те сăнать. Хăшĕсен парка пĕренесенчен çат çыпăçтарса купаланă çӳллĕ шатрун пӳрт, урамалли чӳрече каçакĕсене касса тĕрленĕ (чăвашăн хăйĕн орнаменчĕ иккен, шухăшларĕ Фатюшин, кун пек тĕрре ытти çĕрте курманскер), юман юпасем тытса тăракан хăма хапха, ăна та тĕрĕленĕ, кун пек пӳртсем çине тимĕр е хăма витнĕ. Анчах çакăн пек тĕреклĕ кил-çуртсем сайра курăнкалаççĕ. Теприсен, нумайăшĕсен, пӳрчĕсем кивĕ, пĕр айкккне тайăлнисем, çĕре путса кĕнисем, урамалла пĕр чӳречеллисем те çук мар. Ун пеккисем çумĕнче вĕрлĕк хапха, картишĕнче мĕн пурри-çукки петĕмпех куçа курăнать. Картиш варринче авă пысăк хырăмлă ĕне кавлесе тăрать, çурăмĕ çинче икĕ кăвакарчăн канса ларать, сурăхсем улăм çинче тутисемпе тем шыраççĕ, вĕсем хушшинче чăхсем сиккелеççĕ. Пӳрчĕсем çине улăм витнĕ, ăна çил сирсе ан ывăттăр тесе, тĕллĕн-тĕллĕн йывăрлăхпа пусарнă. Пахчисем нумайăшин çара, садсем çукпа пĕрех. «Хресченсене пĕрлештерсен эпир чи малтан пĕр пĕтĕм хуçалăха, унăн пурлăхне ӳстерессишĕн тăрăшнă, — шухăшларĕ Фатюшин, — уйрăм хуçалăхсем çине çаврăнсах пăхман пулать, çавăнпа пирĕн ялсем илемленеймерĕç, халĕ ак — ак вăрçă тухсан — хăрма тытăнчĕç. Вăхăт çитсен — анчах вăл хăçан çитесси пăхса та курăнмасть-ха — ялсем хула евĕрлех пулĕç... Мускава та хăвăрт туса лартман».

Турачĕсене кĕмĕл сапнă пек пас тытнă йăмрасем айĕпе кĕпер урлă каçса кайрĕç. Кунта çулла е халĕ те пăр айĕпе пĕчĕк çырма юхса выртать пулмалла, пысăкраххи еннелле васкаса. Этемĕн ĕмĕчĕ-шухăшĕ çапла пĕчĕкрен пысăкалла туртăнать.

Райком секретарĕ, те куçĕ ывăннăран, те мĕн-мĕн курни-сăнани йăлăхтарса çитернĕрен — кирек хăш енче пĕр евĕрлĕ! — тек унталла-кунталла пăхса пыми пулчĕ, пуçне пекрĕ те шухăша кайнăн туйăнчĕ. Алексей Гурьяновичăн тăван ялĕ юхăнма тытăннăшăн Фатюшин умĕнче питне хĕретесси килмерĕ. Унăн, сăмах чĕнесшĕн пулнăран, пырĕ кăтăклансах пычĕ: халиччен кунта килсе курман инçетри çыннăн, тен, тĕрĕс мар шухăшне сирсе ямаллах-çке!

— Фатюшин юлташ, — терĕ вара ватă çын, ӳсĕркелесе илсе, — ялăмăр пирĕн, урампала пăхса иртнĕ чух, хальхи пекех ытла кичем марччĕ. Килĕ-çурчĕ тавра кашнин тирпейлĕх пурччĕ, хуралтисем те йĕркеллĕ ларатчĕç. Виç-тăватă е пилĕк-ултă çултан — кĕтмелли нумай-им, вăхăт тени вăл питĕ хăвăрт иртсе пырать, — çапла пилĕк-ултă çултан кашни колхозник кил-йышĕ çутă, таса çуртсенче пурăнасса, садсем ĕрчетессе, водопровод кĕртессе, кашни килте Ильич лампи йăлтăртатасса, радио юрă шăрантарасса, йывăр ĕçсене, хальхи пек ĕнесене мар, электричество вăйне кӳлессе ĕмĕтленетчĕ ывăлăм, Игнатий Алексеевич. Ĕмĕчĕ çитнипе çитменнине кураймарĕ, ют хирте ĕмĕрлĕхе куçне хупрĕ. Халĕ ак, малалла каяс вырăнне, хамăр кутăн çынсем мар пулин те, каялла чакатпăр. Йăптăхне тăкакан ватă ут пек çаралнăçем çаралатпăр. Вăрçи вăраха кайсан, мĕнле тăрса, тытăнкаласа юлăпăр-ши? Шухăшлама хăрушă, хăш чухне пуç çаврăнса каять.

— Вăрçă тăкаксăр, çухатусăр пулмасть, — те шухăшĕсене сирсе çитерейменнипе ывăннăран ӳркевлĕнрех сăмах хушрĕ Виктор Потапович. — Тертне-асапне нумай тӳсме тивĕ халăха. Пирĕн парти çав йывăрлăха халăхран пытармасть. Анчах халăхăн çĕнтерес ĕмĕчĕ, — Фатюшин сасси уçăлнăçем уçăла пуçларĕ, — курăнми çӳрекен вилĕмрен, кĕтмесĕр килсе кĕрекен хурлăхран асапран, ӳте çиекен выçлăхран вăйлăрах пултăрччĕ. Ун чухне эпир, каларĕ тейĕр, çĕнтеретпĕрех! Вара сурансене сиплеме, шăтăк-шатăксене питĕрме тытăнăпăр. Нумаях та вăхăт иртмĕ — пурнăçăмăр, çурхи илемлĕ тĕнче пек, тăтăшшăн ешерме пуçлĕ. Ун чухне ывăлун ырă ĕмĕчĕсем куç умĕнче пулĕç.

— Эх, аванччĕ те, анчах курса пулайĕ-ши? — салхуллăн сăмах хушрĕ ватă ямшăк, вĕсен еннелле мăйне пăрса, вырăсла пĕли-пĕлми чĕлхепе. — Хам юррăмах юрлам-ха. Пурнăçăм вăрçăпах иртсе кайрĕ темелле манăн. Каччă пулса çитнĕ-çитмен салтак туса хучĕç. Икĕ çул хушши «ать-тва, сено-солома» тинкене илчĕ, ухмаха еретĕп пулĕ тенĕччĕ. Киле тавăрнасси çинчен кун-кунласа çӳренĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе ыйхă вĕçтерсе выртнă хушăрах сисмерĕмĕр те — леш хайхи-майхи, герман вăрçи пуçланса кайрĕ. «Сана якши, герман патши, эсĕ вăрçă кăларан»... тесе юрлаттăмăр эпир ун чухне тутарсемпе чăваш йĕкĕчĕсем. Хамăра вăрçа вырăс патши хăваланă иккен. Виçĕ-тăватă çул хушши вара окопсенче йăваланса выртмалла-тăмалла, нимĕçсене хирĕç штыкпа чупмалла пулчĕ. Пĕр çапăçура мĕн чухлĕ виле сапаланса выртса юлатчĕ хирте! Шухăшласан, аса илсен, халĕ çӳç-пуç вирелле тăрса каять...

— Сăмаху хăçан пине çитĕ сан, Михал Ермилч? — пӳлчĕ ăна Гурьянов. — Часах урам вĕçне тухатпăр.

— Эпĕ те кĕçех юмах вĕçне çитетĕп, — васкарĕ ямшăк. — Унтан — граждан вăрçи. Колчакĕ, Деникинĕ, Врангелĕ, хамăр каларăшле, антăхнă Антанта — пурте халăх патшалăхне хăйпăтса илесшĕн тапăнчĕç. Каллех çапăçмалла пулчĕ. Хальхинче ĕнтĕ Ленин хăй хушрĕ. Çавăнпа çĕнтертĕмĕр. Таврăнтăмăр вара тăван яла. Пăхатпăр — ишлĕк çумне ишлĕк, саплăк çине саплăк, çитменнине, выçлăх мăйран пăвма тытăнчĕ. Аран хăтăлтăмăр... Тĕлĕнмелле! Салтака илсе кайнă чух хура çӳçĕме тура кĕрейместчĕ, килсен пăхатăп — пуç чашкинче çап-çаврака кӳлĕ, ун йĕри-тавра юр витнĕ сайра вĕтлĕх. Кам хĕрĕ качча пытăр ватсупнă хусаха? Çапах та хуçалăх тытма пĕр инке-арăм илмеллех пулчĕ. Ачамăр та çуралса ӳсрĕ, çитĕнсе çитрĕ те хальхи вăрçа, каллех çав асар-писер ăçтиçук тăшман йăхĕсемпе, нимĕçсемпе çапăçма тухса кайрĕ. Çапла, вăрçăпах пурнăç иртсе пырать.

— Кайран, вăрçă хыççăн, тӳрленнĕ-çке? — ыйтрĕ Фатюшин. — Тар юхтарса, ырми-канми ĕçлесе çĕнĕ пурнăç туса хунах-çке халăх.

— Тунă. Тата лайăххине ĕмĕтленнĕ, Игнатий Алексеевич пек (тăпри çăмăл пултăр!), — хирĕç тавăрчĕ ларкăч çинче ларса пыракан ватă. — Анчах ытах мĕн усси? Сурансене сиплерĕмĕр, колхоза пĕрлешрĕмĕр, çĕнĕлле пурăнма тытăн-тăмăр. Хуçалăх çĕкленсе кайрĕ, ĕç кунĕшĕн паракан тырра ниçта хума пĕлми пултăмăр пĕр вăхăтра. Акă каллех — вăрçă. Каллех юхăна пуçларăмăр. Вăрçă-харçăсăр пурăнма пултараймасть пулĕ çав тĕнче. Турри çапла çырнă тенине ирĕксĕрех ĕненес килсе каять хăш чухне. Аçа çаптăрах хăçан та пулин çав турра!

— Ăслă калаçатăн та, Михал Ермилч, — терĕ Гурьянов, — анчах сан сăмахусем хывăх пек куçа хуплаççĕ. Мĕн тăвăн, санпа пирĕн пурнăçăмăр çăмăл пулмарĕ, анчах эпир те кăмака çинче маччана сурса выртман. Халĕ те, ватăлмалăх кунăмăрта, мĕн вăй çитнĕ таран ĕçĕмĕр-хĕлĕмĕре, нăйкăшмасăр, ачамăрсене халалласа хăварар. Пире вĕсем ырăпа асăнччăр, лере ăсатнă хыççăн.

— Сан хăвăн та, Алексей Гурьянович, сăмахусем пыл тути каламаççĕ, — терĕ Михал Ермилч, ямшăк. — «Лере ăсатнă хыççăн!» Мĕн, çав вилĕм çинчен шухăшламалли пур, çӳлтен хĕвел пăхнă чух? Вилĕм тени вăл, пиртен ыйтмасăрах хăех килет, алăка шаккамасăрах пӳрте кĕрет. Халлĕхе ан асăнар ăна... Ну, ула лаша тамаша, юрттар-сиктер, çитес çĕре хăвăртрах çитер!

Колхозăн тĕп хуçалăхĕнче Фатюшинпа Гурьянова Тарас Микихверĕ — колхозри парторганизаци секретарĕ кĕтсе илчĕ. Вăлах, утмăлалла çывхарса пыракан тĕреклĕ пӳ-силлĕ, сарă сухаллă арçын, выльăх-чĕрлĕх фермисен пуçлăхĕ иккен. Юратман Тарас Микихверĕ ĕçлемен е сӳрĕккĕн ĕçлекен çынсене, коммунистсене чи йывăр ĕçе тăратнă, «коммунистсем аллисене хыçалалла тытса çӳреççĕ» сăмах ял çинче ан илтĕннĕ пултăр, пĕр Мирун Тимахвийĕпе кăна ним тума аптранă. Лешĕ, хăйне ревкомисси председателĕ тесе, пуçне каçăртса çӳренĕ, унта-кунта çитсе ăна-кăна шăршланă, хут çине тем çыра-çыра хунă, Çавăнпа-и, тен, унран кăшт шикленни те пулнă. Шикленниех те мар вăл, ун хучĕ хыççăн тĕрĕслĕме киле-киле каякансем ĕçлеме чăрмантарнă. Çавă таçтан çыпăçнă чирпе тарăхтарнă.

— Здравствуйте, Никифор Тарасович! — те унта-кунта пулса ывăннăран, те урăх сăлтавпа сулхăнтараххăн сывлăх сунса алă пачĕ ăна райком секретарĕ. — Кăтарт-ха, эппин, хăвăн хуçалăхна. Мĕнпе савăнтарăн?

Ĕне, сурăх, сысна витисене пăхса çаврăнчĕç. Лашасем тăракан витене кĕрсе тухрĕç, анчах унта тихасем кăначчĕ, кӳлекеннисем пурте ĕçре. Пур çĕрте тасалăх, кирек ăçта хĕрĕ-хĕрарăмĕ чупкаласа çӳресе ĕçлет. «Хуçалăх юхăнсах пыни чуна хăратмаллах курăнса каймасть-ха, — шухăшларĕ Фатюшин, — тата икĕ çул хушши те пулин кун пек тытăнса тăрсан, аптрасах çитмĕпĕр». Анчах хăй шухăшне вăл ыттисене пĕлтермерĕ.

— Çапах та сирĕн выльăх-чĕрлĕх шутне чакарма мар, ӳстерме тăрăшас пулать, — канаш пачĕ вăл. — Фронт аш-какай, сĕт-çу, тир-сăран ыйтать. Вĕсемсĕр çарсене тăрантарма, тумлантарма май çук. Хăшĕсем вăл хисепе выльăх çими çитмест тесе чакараççĕ. Вĕсен çулĕпе кайма юрамасть.

— Нумай пулмасть-ха райисполкомран ялхуçалăх пуçлăхĕ Барашкин юлташ килсе кайрĕ, — пĕлтерчĕ Гурьянов. — Хальхи задача — выльăх-чĕрлĕх шутне ӳстересси мар, ăна чакарасси, фронта халĕ аш-какай нумай кирлĕ, ку пĕрре, иккĕмĕшĕ — мĕнпе тăрантарса тытма пултаратăр малашне выльăх-чĕрлĕхĕре? Выçăпа вилме тытăнсан, кама айăплас? — терĕ. Иккĕллĕ пулса тухать, Фатюшин юлташ.

— Сире хăвăра мĕнле юрăхлăрах пек туйăнатъ? — ыйтрĕ райком секретарĕ.

— Аш-какай валли эпир выльăх-чĕрлĕх парсах тăратпăр. Вăл фронта мĕн тери кирлине лайăх ăнланатпăр. Ăнчах пĕр пуçсăр тăрса юлма юрамасть. Барашкин каланă пек мĕн пуррине çĕçĕ айне тусан, пĕр çултапĕр пуçсăр тăрса юлма пулать. Вăрçи пĕр çултан чарăнĕ-ши? Кам пĕлет ăна. Çавăнпа ыран пурăнас кун çинчен те шухăшлама тивет. Выльăх апачĕ пирки ытла хăрамаллиех çук. Çăва тухмалăх çитет. Юр кайса пĕтсен — ура айĕнче. Хĕллене хатĕрлĕпĕр.

— Сăмахăрпа килĕшме пулать, — терĕ Фатюшин, ăшĕнче ватă çынна, пурнăçра тĕплĕн, перекетлĕн пурăнма вĕрентнине курса.

Çакăнпа сăмах, пине çитнĕ тенĕ пек, татăлчĕ.

Вĕсем уçă çĕре тухрĕç. Сăртран улăм тиенĕ лавсем умлăн-хыçлăн анаççĕ. Çыннисем лашисене чĕлпĕртен тытнă. Çунисем сулăнка кайсан, лавĕсем халĕ-халь тӳнессĕн туйăнать, чун сӳлетсе илет. Çук, вĕсем чиперех анса çитеççĕ, вара хуçи, чĕлпĕрне лашин çилхи çине хăварса, кая юлать, ыттисемпе пĕрлешсе, калаçăва хутшăнать. Лашисем хăйсем тĕллĕнех кирлĕ çĕрелле пуçĕсене пĕксе утаççĕ.

Вăрăм вите çумĕнче, улăп тĕмисем пек, купа çумне купа тислĕк. Вĕсем умĕнче çара çуна кӳлнĕ лашасем кайри хăрах урине лĕнчĕр ярса, кантарса тăраççĕ. Çине çӳхе сăхман, урине çăпата сырнă çынсем çуна çине тимĕр сенĕкпе тислĕк купалаççĕ. Вара тилхепе хушнăран тапраннă лашасем талпăнса умлăн-хыçлăн хирелле тухса каяççĕ. Ĕçлекеннисенчен пуринчен ытла çара кайма çул тухман яшсем, хĕрсем, хĕрарăмсем.

— Лашасем çитмеççĕ, — тет председатель, ĕнсине кăтăртаттаркаласа, — ку тислĕк куписене тахçанах хире кайса тăкмаллаччĕ. Çуна çулĕ пĕтиччен тепле ĕлкĕрес ĕнтĕ. Ăçта пăхан, унта çитменлĕх, çитменлĕх. Çавă чĕрене касать...

 

 

Шăп та шай çак вăхăтра ĕнтĕ ĕне витисем патĕнчен шари! çухăрни илтĕнсе кайрĕ. Виççĕш — Фатюшин, Гурьянов, Тарасов — унталла васкаса утрĕç. Вите хыçĕнчен аяккарах сарлака тикĕс вырăн пур. Çавăнта хĕрĕ-хĕрарăмĕ тем чухлĕн кĕпĕрленсе тăраççĕ. Арçынсем пырса çитсен, сирĕлсе çул пачĕç. Ушкăн варринче çӳллĕ те тăсланкă хĕрлĕ ĕне, мăйракисене усăнтарса, куçĕпе пĕр вырăна тĕллесе, хăйĕнпе çынсем мĕн хăтланнинчен тĕлĕнсе, шухăша кайнă пек тăрать. Унăн мăйĕнчен ик еннелле кĕске те хытă пăяв каять, ун вĕçĕпе çуна туртисене çыхăнтарнă. Ĕне пуçне йĕвен тăхăнтарнă (çăварлăхламан кăна), унран икĕ енĕпе тата тилхепе тăсăлать. Лашана мĕнле кӳлеççĕ ку таврара, çак мăнтарăна та çавăн евĕрлех кӳлсе тăратнă. Пĕкки тата кутлăхĕпе хырăмсарлăхĕ, йĕнерчĕкĕпе урхалăхĕ кăна çук. Пĕри, çуна çине ларса, хăра-хăра, тилхепине карт! туртнă та, мĕскĕн выльăх, хăйне мĕн тума хушнине ăнланманскер, умĕнче инçе мар тăракан пĕр хĕрарăма кĕçех мăйракипе сĕксе ывăтса яман. Лешĕ, шари! çухăрса, аяккалла сикнĕ те юр ăшне пашлатса ӳкнĕ.

Фатюшин, ĕнене хăй кӳлсе курман пулин те, анчах çынсем кӳлнине айккинчен пăхкаланăскер, кулса ямасăр чăтаймарĕ. Хĕрарăмсем ун еннелле пăхрĕç те, хăйсем сисмесĕрех ахăлтатма тытăнчĕç. Ватăраххисем пĕççисене çапса кулаççĕ, Гурьяновпа Тарасов кăна, пысăк айăпа кĕнĕ пек, намăс курнă пек, çĕр тĕпне анса каясла хытса тăраççĕ. Хĕрлĕ ĕне патне таçтан Укçине сиксе тухрĕ. (Вăл вăрлăх тасатнă çĕрте хăй вырăнне тепĕр хĕрарăма хăварнă та кунта васкаса чупса килнĕ иккен.)

 

Кулма чарăнчĕç. Укçине, ним пулман пекех, арçынсем енне те çаврăнса пăхмасăр — хăй тытнă шухăшĕнчен кулнăшăн çилленчĕ пулмалла, анчах ĕмĕтĕнчен пĕр утăм чакма шут тытмасăр — ĕнене мăйĕнчен сăтăркаларĕ, пуçĕнчен лăпкарĕ, унтан, çуни патне каялла чакса, тилхепине туртрĕ. Çук, ĕни вырăнтан хускалмарĕ, хăйне мĕн хушнине каллех — тăмсай темерĕн — ним чухлĕ те ăнланаймарĕ.

— Укçине! — кăшкăрчĕ ушкăнран пĕри çинçе сассипе. — Тилхепине мăйракисенчен çыхмалла мар-и?

— Пуçра ăс пулмасан, мăйракана ăçтан кĕтĕр вăл? — хирĕçлерĕ çумĕнчи.

— Ĕне çаплах пуçне пĕшкĕртсе, ниçталла пăркаланмасăр, юр çинелле усал куçпа пăхать, хутран-ситрен пуклак хӳрине выляткаласа илет. Ăна çăртарахра ларакан хирĕçри витерен уçăлма кăларнă ĕнесем, çынсем вĕсен юлташĕпе мĕн хăтланнине пĕлесшĕн пек, пуçĕсене каçăртса пăхса тăраççĕ.

— Пĕлтĕм! — кăшкăрчĕ пĕри, сасартăк тем шухăшласа тупнă пек савăнса (ку вăл Фатюшина «Эврика!» тенĕ евĕрех илтĕннĕн туйăнчĕ). — Ăна çăкăрпа илĕртмелле. Тути умĕнче çăкăр тытса пымалла, улталамалла эппин, урăхла каласан.

Укçине арçынсем еннелле малтанхи хут çавăрăнса пăхрĕ. Сăнĕ хĕремесленсе кайнă, куçĕ çилĕллĕ. Фатюшин, унтан пăяхамĕпе Тарасов пуçĕсене сĕлтрĕç. Хăвăр шут тытнă пек тăвăр тенине пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку.

— Наçтук! — чĕнчĕ вара Укçине. — Илсе тух эппин çăкăр чĕлли. Çине тăвар сапма ан ман. Ĕнесем тăвар сапнă çăкăра юратаççĕ.

Наçтук, хăвăрт чупса кайса, вăрăм каснă çăкăр чĕлли илсе те килчĕ.

— Çапах та, — терĕ вăл, — эсĕ, Укçине, тилхепине алăран вĕçертмесĕр тытсах пыр, эпĕ, умне тăрса, тăвар сапнă çăкăр чĕллипе илĕртсе, улталаса пĕчĕккĕн малалла утам... Турă пулăштăрах! Тьфу! Аптранă кăвакал кутăн чăмнă пек, тем персе ярăн кун пек чух, çылăхсăртан çылăха кĕрсе.

Укçине çуна çумне тăрса тилхепине тытрĕ, Наçтук ĕне тути патнелле тăвар сапнă вăрăм чĕлле илсе пычĕ. Красунья (ĕнине çапла чĕннĕ) хĕрарăма хирĕç, пуçне çĕклесе мăйне тăсрĕ, сăмси шăтăкĕсене нăшлаттарчĕ, хăрах урипе, унтан тепринпе малалла ярса пусрĕ. Тата, Тата! Сывлами пăхса тăракансем лăш сывласа илме хатĕрччĕ ĕнтĕ, Наçтук тата тепрер ярса пуссан çур чĕллине ĕнине хыптарасшăнччĕ, шăп çав самантра ĕне-выльăх, хăй хыçĕнче темле йывăрлăх пуррине туйса пулас е ăна унтан-кунтан çыхкаласа пĕтернĕ япала ӳтне кăтăклантарнăран, турти хырăмне сăтăркаланăран, пĕрре карт! туртăнчĕ, тепре каялла чакса, Наçтука мăйраки çине лартас пек, пуçне юр çинех пĕшкĕртрĕ, унтан хӳрине чанк! тăратса, пăлтăр-палтăр сиккелесе, юр витнĕ çаран тăрăх ĕрĕхтере пачĕ. Наçтук, çăкăр чĕллине пăрахса, тореадор пек тейĕн, вăрт! кăна пăрăнса юлчĕ, Укçине, тилхепине вĕçертсе, юр ăшне чикеленчĕ.

■ Страницăсем: 1 2