Хĕçпе çурла :: 6
Çанталăк çур еннелле сулăннă. Сывлăшра çемçерех тăкăскă шăрш сарăлнă. Йĕри-таврана каç-ирĕн нӳрĕ тĕтре карса илет. Ура айĕнче юр нăтăрт-нăтăрт тăвать. Çара хурама турачĕсем çинче çерçисем чĕвĕлтетеççĕ, ула кăвакарчăнсем урам варринче çиме шыраса сиккелеççĕ.
Фатюшинпа Гурьянов сад çумĕпе пыраççĕ. Садне çӳллĕ мар карта тыттарнă, вăл вăрăма-вăрăма тăсăлать, варринче тăррине юр витнĕ пӳрт курăнса ларать. Тахçан вуланă кĕнеке çинчи пек туйăнать çак вырăн. Ачалăха аса илтерет.
— Çулла куçа илĕртмелле илемлĕ пулас кунта сирĕн, — тет ăшă кунсене ĕмĕтленсе райком секретарĕ. — Çӳресчĕ çак ешĕл тĕнчере киленсе! Çӳресен-çӳресен, сулхăнра симĕс курăк çине месерле выртса канасчĕ. Çынна вăл та кирлĕ.
— Çук, — хирĕç тавăрать ăна колхоз председателĕ, — ешĕл-симĕс тĕнчене усал çил-тăвăл хупăрларĕ, хитре улмуççисене хаяр шартлама, выçă кашкăр пек, шатăртаттарса шăлпа кăшларĕ. Турат касса, ăна килте чӳлмеке лартса пăхрăм. Пурнăçăн йĕрри-палли юлман. Вăрçă этеме хирнĕ пек шартлама сивĕсем ӳсен-тăрана та вилĕм кӳреççĕ. Çуркунне ку сада вĕçен кайăк та вĕçсе килес çук ĕнтĕ.
— Тепĕр хут, çĕнĕрен, çамрăккисене лартма тивет, анчах кăçал вăй çитереес çук эсир ăна тума, — терĕ Фатюшин.
— Ăçта унта! Ахаль те кăвапа татăлас патне çитсе пырать, — теейрĕ ăна хирĕç Гурьянов, улмуççисем еннелле хĕрхеннĕн пăхса.
Вĕсем пĕчĕк çырма хĕрринче ларакан лутра тимĕрç лаççи патне çитсе тухрĕç. Патне çитсе тăричченех-ха чăнк-чанк, чăнк-чанк! сасă илтĕнсе кайрĕ. «Шалта чун тени пур иккен, — шухăшларĕ Гурьянов. — Ĕçлеççĕ шăпăрлансем». (Ку сăмах унăн юратса каланă сăмахĕ пулнă, çавăнпа уншăн ăна никам кӳренмен.) Лаçăран чăнк-чанк илтĕнсен, вăл кăшт хĕпĕртенĕ пек пулчĕ. Вăл, Алексей Гурьянович, хăй ĕмĕрĕнче халиччен нихăçан пуçлăхра-мĕнре ларса курман. Анчах — вăл курнă, илтнĕ, сăнанă, шухăшланă-çке-ха пурăнан пурнăçра — хăшĕсем аслăрах пуçлăхран пăртак та пулин шикленнине, теприсем сехре хăпартнине пĕлнĕ. Пĕлни кăна мĕскер вăл? Çыннăн суранĕ-чирĕ хăвна ермесен, эсĕ хăвăн ыратнине туймастăн. Ерттерменни паха. Акă халĕ, ватăлмалăх кунĕнче, Алексей Гурьянович кĕтмен-туман çĕртен хăй пуçлăх пулса тăчĕ. Унăн аслăраххи умĕнче йăпăлтатас йăла пулман, хăнăхман е ăна хăнăхма сăлтав та килсе тухман пурнăçра. Çапах та халĕ ак унăн райком секретарĕ умĕнче хăйсен колхозне, çыннисене тӳртĕн енчен кăтартас килмерĕ. «Мĕнле ăспа-пуçпа суйласа лартнă ку ватсупнăскере колхоз председательне?» — тесе шухăшлаттарасран ирĕксĕрех шикленчĕ. Çак туйăм унра паян кĕтмен çĕртен малтанхи хут çуралчĕ темелле, колхоза райком секретарĕ хăй килсе çитсен. Анчах вăрлăх тасатнă çĕрте, кĕлетсем умĕнче, ĕç чиперех пыни, кунта та, çак кăптăрти лаçăра, чун пурри ăна лăплантарчĕ. Лаçăра такамсем тем аппаланаççĕ. Пĕри, Алексей Гурьяновичпа палламан çын хăйсем патнелле пынине курчĕ те: «встать!» терĕ, команда панă пек кăшкăрсах. Яшсемпе хĕрсем пĕр çĕре харăс пухăнса тăчĕç.
Килнисем сывлăх сунсан, кусем пĕр харăс, уççăн «здравствуйте!» тесе кăшкăрчĕç те, сасă çырма тăрăх инçете янăраса кайрĕ. «Çамрăксем — çамрăках çав, — шухăшларĕ Фатюшин, — ĕçне те выляса тунă пек тăваççĕ, йывăрлăхра та кулса чуна çăмăллăх кӳме сăлтав тупаççĕ».
Вĕсен умĕнче яшсемпе хĕрсем тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри те вун çиччĕ урлă каçман пулас. Хăшĕсене вăрçăчченхи вăхăтра-аслисем тимĕрç лаççи патне яхăнне ярас çук, вĕренесси-пĕлесси килнĕрен чăрмантарсан: «Пăрăн кунтан, сĕт тута!» — тесе хăваланă та пулĕччĕç. Халĕ çав «сĕт тутасем» пысăккисем вырăнĕнче епле тертленсе ĕçлеççĕ! Пурте вĕсем фронта кайнă пиччĕшĕсем пăрахса хăварнă комбинезонĕсене тăхăннă, урара — кĕлине сапланă çăматă, пуç çинче — хĕрсен — çӳхе тутăр, яшсен — кивелнĕ, çĕтĕлкеленĕ çĕлĕк. Пичĕсене хура тусан витнĕ, хăшĕсен питçăмартийĕсем çинче çу йĕрĕсем выртаççĕ, халĕ — халь кулă пĕрĕхтерес пек йăлтăр куçсем кăна пĕтĕм сăн-сăпата илем кӳреççĕ. Çуркаланнă, хуралнă аллисенче — клеще, мăлатук тата ытти кирлĕ хатĕрсем. «Тăнăç вăхăтра, — шухăшларĕ каллех Фатюшин, — çакă маттур çамрăксем, таса тумланса, кермен пек илемлĕ клуба ташлама-юрлама çӳремелле, аслă шкулăн ăшă аудиторийĕсенче тăнлавĕсене тытса лармалла, спорт вăййисенче ăмăртмалла. Халĕ?» Халĕ вĕсем мĕн шухăшпа пурăнни каламасăрах паллă, вăл пĕтĕмпех куç умĕнче.
— Хăшĕ асли кунта сирĕн? — ыйтрĕ Фатюшин ни хыттăн, ни йăвашшăн.
— Тух! — терĕ хыçаларахри пĕр яшă, хăй умĕнчи хĕре çурăмĕнчен кăштах тĕксе илсе, шăппăн. — Ун пек чухне ик утăм маларах тухса тăмалла. Мантăн-им?
Фатюшинпа Гурьянов умне, ыттисенчен уйрăлса, пĕр хĕр икĕ утăм ярса пусрĕ. Тухса тăчĕ те малтанах ним калама пĕлмерĕ. Хăюлăх çитерейменрен мар-тăр чĕнеймерĕ вăл (кăн-кавак куçĕ хĕрĕн халь кулса ярас пек çиçсе тăрать), сăмахĕ сасартăк тупăнайманран пулас.
— Мĕн ятлă эсĕ? — ыйтрĕ Фатюшин, калаçăва хускатса яма васкаса.
— Мана Вера тесе чĕнеççĕ, — пĕлтерчĕ хĕр. — Вера Митрофанова. — «Шурăмпуç» колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ.
— Акă хайхи паллашрăмăр та. Мана Фатюшин, Викттор Потапович тесе чĕнеççĕ. Парти райкомĕн секретарĕ.
Ушкăнпа тăракан çамрăксен куçĕсем чарăлса кайрĕç темелле. Вĕсем ним тума пĕлмесĕр хускалкаласа илчĕç. Вера Митрофанова кăна пӳне-сине тӳп-тӳрĕ тытса тăрать.
— Каласа парăр-ха эппин, маттурсем, мĕн ĕçлетĕр, мĕн тăватăр эсир? — ыйтрĕ райком секретарĕ.
— Эпир ĕçлеместпĕр, вĕренетпĕр, — терĕ Вера халь ентĕ çăмăллăнах (çамрăксем вырăсла аван калаçнине асăрхарĕ Фатюшин). Районра трактористсен курсĕнче вĕренетпĕр. Шăмат кун киле килетпĕр те, вырсарни кун, паянхи пек, манăçа юлнă ăпăр-тапăрпа аппаланатпăр. Çураки çывхарать. Унччен кусене, — вăл плугсемпе сӳресем енне пуçĕпе сĕлтрĕ. — Тен, çĕр ĕçне тума юрăхлă пулĕç. Унтан кĕлте турттармалли урапасене юсама тытăнатпăр. Хамăрла каласан, вăрçă пĕтиччен ан вилччĕрех тепĕр хут. Çапла вĕренетпĕр те, ĕçлекелетпĕр те.
— Пĕри тепĕрне чăрмантармасть-и? — ыйтрĕ Фатюшин. — Ик кайăка хăвалакан пĕрне те тытайман, теççĕ. Илтнĕ-и?
— Пирĕншĕн вĕсем иккĕ мар, пĕрре. Теорипе практика — уйрăлми йĕкĕрешсем, теççĕ.
— Ăслă каланă. Мĕнле ĕлкĕретĕр эсир унта-кунта çӳреме? Çуран чуман лашаран хăвăртрах ывăнатăн.
— Çамрăклах чуман пулма намăс. Шăмат кун, вĕренсе тухнă хыççăн, йĕлтĕр сыратпăр та ăмăртмалла ялалла вĕçтере паратпăр. Пĕрле вăхăт иртни сисĕнмест. Тунти кун кăвак çутăпах пире Алексей Гурьянович района лашасемпе леçтерет. Тавтапуç сире уншăн, Алексей Гурьянович.
— Хăвăра тавтапуç, маттур шăпăрлансем! — теейрĕ ватă председатель.
Вĕсем тимĕрç лаççине кĕчĕç. Стенисем кăмрăкланса хуралса кайнă тăваткал пӳлĕм варринче чи кирли, чи асли — сунтал — хурçă сăмсине тăсса ларать, ун çумĕнче икĕ йывăр мăлатук выртать («Епле çĕклеççĕ-ши вĕсене хытса çитмен алăсем?» — шухăшларĕ Фатюшин), пĕр хĕрринерех вучах, ун çине хутлам-хутлам сăран вĕркĕч маччаран çакăнса анать, тепĕр енче тимĕр виттернĕ вăрăм сĕтел, унăн икĕ айккине икшер станок хĕстерсе çыпăçтарса лартнă, сĕтелĕ çинче тĕрлĕрен инструментсем выртаççĕ. Мăлатукпа вăйлăрах яшсем ĕçлеççĕ иккен, хĕрсем вара вĕсем муталакаланă пайсене станоксем çинче якатаççĕ.
— Асаттесемпе аттесен «техники» валли кирлĕ пайсене запаслăх та хатĕрлесе хуратпăр. Ĕç çинче чарăнса лармалла ан пултăр. Халĕ вĕсене, тĕрĕсне каласан, кăнтăрлахи кунра вутпа шыраса тупаймăн.
Ку ăслă сăмахсене халĕ вун улттă-вун çиччĕри хĕрача, Вера Митрофанова, вăтам çулсене çитнĕ, пурнăçра хурапа шурра курса унăн тути-масине лайăх пĕлекен çын пекех каласа хучĕ. «Йывăр самана çынна епле хăвăрт çитĕнтерет иккен» — ни савăнăçлăн, ни хурлăхлăн шухăшлса илчĕ Фатюшин.
— Алексей Гурьянович! — чĕнчĕ вара вăл вучах кăмаки патĕнче çӳрекен председателе. — Вучаха хĕрӳллĕ çунтарма, хурçă-тимĕре хĕлхем сирпĕнсе тăмалла хĕртме çăка е ăвăс вутти мĕскер вăл. Унпа çулла мунчуна хутса ăшăтаймăн. Кăмрăк çук. Ун вырăнне юман е хурăн вутти тупас пулать. Ку пĕрре. Ачасем вуттине хăйсем татаççĕ, хăйсем çураççĕ иккен. Авă, пăчки, пуртти...
— Тĕрĕс сăмахăр.
— Çапла тума май çук-ши: вĕсем килнĕ çĕре вуттине ыттисем хатĕрлесе хурсан ĕç ăнăçлăрах каймĕ-ши? Тата. Икĕ тимĕрçĕччĕ, халĕ вĕсем фронтра, терĕр. Тен, сирĕн ялăрта ĕлĕкрех тимĕрçĕре ĕçленĕ ватă çын тупăнĕ. Ан тив вăл мăлатук ан йăттăр. Çамрăксене çак йывăр ĕçе сăмахпа вĕрентни те питĕ паха. Çапла мар-и?
Гурьянов унăн сăмахĕсемпе йăлтах килĕшрĕ, май çитнĕ таран пурне те тума пулчĕ.
Çамрăксем, сывпуллашас умĕн, райком секретарьне чĕререн тав турĕç, кайсан, куçа курăнми пуличчен пăхса юлчĕç, вара хаваслăн хăйсен ĕçне тытăнчĕç.
Фатюшинпа Гурьянов тăвăр тăкăрлăкпа тăвалла улăхса кайрĕç. Улăхса çитсе урама тухаймарĕç, вĕсен çулне шавласа, юрпа перкелешсе анакан пĕр ушкăн ача-пăча пӳлчĕ хучĕ. Ирĕксĕрех чарăнса тăмалла пулчĕ.
— Ăçта каятăр эсир капла? — ыйтрĕ вĕсенчен Гурьянов.
— Тимĕр-тăмăр шырама!
— Пĕр танклăх тупатпăрах!
Вĕсен çумĕнчен пуç тайса, сывлăх сунса çамрăк учительница иртсе кайрĕ.
— Пирĕн кĕçĕн кинĕмĕр, — пĕлтерчĕ Гурьянов Фатюшина, ача-пăча ушкăнĕнчен уйрăлса кайсан. — Николай мăшăрĕ.
Виктор Потапович чĕнмерĕ, пуçра явма тытăннă вĕренне касса татасси килмерĕ унăн. «Вăрçă умĕн-ха, — шухăшларĕ вăл, — хăй те çаксем пек çамрăксене, ачасене вĕрентнĕ чух, аслисенчен хăш-пĕрисем çамрăксене шансах каймастчĕç. Иртĕнкелекенсене, ейкеленчĕксене, вĕренме ӳркенекенсене, усал сăмахсемпе перкелешекенсене, «хура ĕçе» тиркекенсене, унран пăрăнакансене — ун пек уксах чунсем пулман мар, — çавăн йышшисене курсан: «Эх, хальхи çамрăксем, хальхи çамрăксем!» тесе, ассăн сывласа, аллисене сулатчĕç, пуçĕсене пăркалатчĕç. Вĕсем хăйсем тӳссе ирттернĕ йывăр вăхăта ырлатчĕç (паттăрсем пулнă!), ачисем пурнăç çыннисем пулса çитĕнес шанчăкне çухатасса çитетчĕç. Çук, тĕрĕс куçпа пăхса тĕрĕс ăнлансах кайман иккен эпир хамăр вăхăтри яшсемпе хĕрсене, ачасене. Ĕмĕрĕнче ачисене нихçан усал-тĕсел сунман ашшĕ-амăшĕ, шкул, учительсем, партипе комсомол вĕсене тĕрĕс пăхса, тĕрĕс вĕрентсе çитентернĕ. Акă йывăр кунсем килсе çитрĕç те, вĕсем, пирĕн çамрăксем, вăрçă хирĕсенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартаççĕ, тăван çĕршывĕпе тăван халăхĕшĕн вутра çунми, шывра путми çапăçаççĕ; вĕсемех кунта ĕçне пысăккисемпе тан вăяççĕ, нăйкăшмаççĕ, темле йывăрлăха чăтаççĕ. Çамрăксенче — пысăк шанчăк».
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...