Кушкă ачи :: Çын вăл — юрласа пĕтмен юрă
Уйăх çутиллĕ çĕр çутăлас енне кайнă. Хурт пахчи. Упа евĕрлĕ тунката вĕллесем, шалчасем çине лартнă лаша пуç шăммисем курăнаççĕ. Тулли уйăх тавралăха лайăх çутатать. Сĕве леш енчи Пăрăнтăкра чиркӳпе икĕ хутлă çуртсем лайăх палăраççĕ.
Улăм витнĕ лаç умĕнче вут çунать, кашта çинче хăрăмланнă чейник çакăнса тăрать.
Вут кутĕнче Иванпа Йăкăнат лараççĕ. Çĕрĕпе çывăрмасăр шăкăлтатаççĕ вĕсем. Çутăлсанах Йван Чĕмпĕре каймалла, ăна Баратынский хăй мишавайсен шкулне леçет. Тахçан курĕç-ха туссем пĕр-пĕрне? Ялта пĕрле выляса ӳснĕ, утелни шкулĕнче пĕрле тăватă çул вĕреннĕ. Сахал мар пулăшнă хăйĕн тусне вĕренӳре малта пыракан Иван. Тусне кăна мар, нумайăшне пулăшнă. Шкулта хăй асли пулнă хыççăн, ачасем пĕчĕкçĕн йĕркене кĕрсе пычĕç, нумайăшĕ тăрăшсах вĕренме тытăнчĕç. Семен Рубцов та пусăрăнчĕ, çын йĕрне кĕрет.
Иван пуçĕнче тĕрлĕрен шухăш çавраçил пек çаврăнать, хăйне вăл пусма тăрăх улăхнăн туйăнать. Пирвайхи пусма — Кушкă, çывăх тăванĕсем, иккĕмĕш пусма — Пăрăнтăк шкулĕ, çывăх тăванĕссм, çĕнĕ туссем, ырă сунакан Баратынский, виççĕмĕш пусми мĕнле пулĕ-ши!
Тĕлĕнмелли çул çине пĕр урипе пуснă Иван. Утелни хресченĕ ялтан икĕ çулпа çеç тухма пултарать: салтак çулĕпе е тĕрме çулĕпе. Çав çулсемпе никамăн та утас килмест. Иван çакăнти чăвашсенчен чи пирвай урăх çулпа утать. Кунта усал Глинкăран тата Алексей Иванович Баратынскирен килекен сăлтавсем те пур. Тăвайĕсем юратса, ырă сунса мĕн чухлĕ Кушка тавăрасшăн тăрăшнă пулсан та, шкула пăрахтармарĕç вĕсем. Пăрăнтăк вырăсĕсем хушшинче пурăнни усăллă пулчĕ, Мушкеевсен çемйи унăн пурăнăçне чылаях çăмăллатрĕ, çав çемьере вăл вырăсла лайăх калаçма вĕренчĕ, вырăс йăлисемпе паллашрĕ, çав çемьерех унăн аслă вырăс халăхне юратас туйăм çуралчĕ.
Чĕмпĕре те Гаврил хăй патĕнчен ăсатать, кучченеçсем хатĕрлет. Авă вăл лаçран çĕçĕ, патман йăтса тухрĕ.
— Ну, ачасем, çиччас пыл касса килетĕп, — терĕ Гаврил. — Караслă пыл — чи сиплĕ пыл. Эсир чейник айне вутă пăрахса тăрăр. Паян Кушкăран хăнасем килмелле.
— Пулăшмалла мар-и? — ыйтрĕç ачасем.
— Пĕчченех пултарăп, уйрăлас умĕн тăраничченех калаçăр! — терĕ Гаврил.
Иван хăй шухăш-туйăмне уçса парать тусне. Яла пăрахса хăварма çăмăл мар, тăванĕсенчен те уйрăласси килмест, çĕр ĕçне те пăрахас килмест, Кушкă хитре тавралăхне ăçтан манăн, çавăнпа Йăкăната ялан хут çырса тăма тархаслать.
— Ялтан тухса кайма пĕрре те хăрамастăн-и? — ыйтрĕ Йăкăнат.
— Çук, хăрамастăп, — хуравларĕ Иван. — Манăн çав тери нумай япала тăвас килет, вĕçес килет, анчах çунат çук. Пуринчен ытла çынсене телейлĕ тăвас килет! Выçă çын пăхса ларнă чухне апат анмасть манăн.
Йăкăнатăн урăх ĕмĕтсем. Ялтан тухса кайма хăрать вăл. Тăлăх-туратăн çывăх тăванĕсем çук, çапах ют çĕр-шывĕ тухса каясси килмест. Самани те халĕ тăнăçлă мар, унта-кунта хресченсем пăлханни çинчен шавлаççĕ, пусарма салтаксене яраççĕ, тет. Яла пăрахса ют çĕршыва кай-ха?! Чăваша вырăна хумаççĕ. Акă, Пăрăнтăкра та «чувашленок» тесе мăшкăллаççĕ. Кушкăрах питĕ аван. Сĕтел çинче саланнă паранкăпа ăшă çăкăр пулсан, урăх нимĕн те кирлĕ мар. Хулари кулач ăна илĕртмест. Сухалама, сӳрелеме, тырă вырма, утă çулма юратать Йăкăнат. Уншăн чи ырă шăршă выльăхпа вите шăрши, чи хитре юрă — автан авăтни, çăмарта туса анакан чăхсем кăтиклетни, хурсем какăлтатни, вĕлле хурчĕсем сĕрĕлтетни. Хитре сĕрлеççĕ хуртсем, пĕр чарăнмасăр, вĕçĕмсĕр. Ĕмĕр те çавăн пекех вĕт.
— Ĕмĕр вĕçĕмсĕр, тĕрĕс, — килĕшрĕ Иван. — Анчах çын ĕмĕрĕн пуçламăше те, вĕçĕ те пур!
Пĕр кана чĕнмесĕр ларчĕç.
— Эсĕ тунсăхласан яла килсе кай, ял вăл пурне те вăй кĕртет, — ăс парать Йăкăнат.
— Ял вăл — йывăç тымарĕ, çын — йывăç çулçи, тет, асатте, — килĕшрĕ Иван.
Йăкăната Гаврил чĕнсе илчĕ, чара тупса пыма хушрĕ. Иван пĕчченех юлчĕ, тарăн шухăша кайрĕ, йывăçсен хушшинчен Пăркка сиксе тухнине те сисмерĕ.
— Иван! — чĕнчĕ Пăркка.
Иван Пăрккана палларĕ, мĕнле сăлтавпа килнине пĕлесшĕн пулчĕ. Леш вут кутне кукленсе ларчĕ, шăннă аллисене ăшăтма тăсрĕ, ача çине тинкерсе пăхать, пăшăлтатать:
— Эсĕ кирлĕ мана, Иван. Çын пек пурăнас килет, кил-çуртлă пурăнас килет, тырă-пулă ӳстерес килет, хĕрарăма çĕр памаççĕ, унăн чунĕ çук имĕш, çиесси те, ĕçесси те килмест имĕш. Ман пата пурăнма куç, Иван. Пĕр ят çĕрĕпе иксĕмĕр аван пурăнăпăр. Аннӳ вырăнне пулăп, чун-чĕререн юратăп. Кашни кун çăкăр татăкĕ шыраса çӳремĕттĕм.
Иван хытса кайса итлет, тĕлĕнет: аслашшĕ, асламăшĕ, ашшĕпе амăшĕ пур чухне епле ют çын патне куçма пултарĕ?
— Сана усрама анчах илнĕ, çĕршĕн илнĕ, тăванусем мар вĕсем, — сивĕтет Пăркка.
— Кам мана ачаранах пăхса ӳстернĕ, çав маншăн тăван, — парăнмасть Иван.
— Сан чи çывăх тăвану эпĕ, — сурчăкне сирпĕтет Пăркка. — Эпĕ сан тăван аннӳн йăмăкĕ, сан тăван аппу. Наçтаç, вилес умĕн, мана пиллерĕ сана.
— Мĕншĕн хăв патна илмерĕн?
— Вăйлисем туртса илчĕç!
— Тĕрĕс мар, мана ырă чĕреллĕ çынсем илнĕ! — çиллене пуçларĕ Иван.
— Куç ман пата, Иван, — сассине çемçетсе калать Пăркка. — Чĕмпĕре вĕренме ан кай. Сана Пахумсем юриех ăсатаççĕ: çĕрĕ юлать, çиекен пыр чакать. Пуйăпăр, теççĕ.
— Ан ӳкĕтле, Пăркка аппа, хам çул çинчен пăрăнас çук эпĕ, — хуравларĕ Иван.
Пăркка чĕркуçленчĕ, макăра-макăра тархаслать:
— Тархасшăн, ачам, хĕрхен мана. Пĕччен, пĕччен эпĕ, Иван. Хĕрхен мана!
— Хĕрхенетĕп, Пăркка аппа, анчах тăван килтен тухаймастăп, хам çул çинчен пăрăнмастăп! — Çак хĕрарăм чăнахах та хĕрхенĕве тивĕçлĕ пек туйăнать Ивана.
Пăркка сиксе тăчĕ, çăмха пек çаврăнкаласа илчĕ, хура чĕрнисемпе чĕркелесе пăрахма хатĕр, сурчăкне сирпĕтет:
— Йытă çури! Йытпулли! Пĕт! Асат хуçтăр! Пĕкĕ пек пĕкĕрĕлсе кай. Тухататăп! Тухататăп! Тьху, тьху!
Ивана шӳтле пек туйăнса кайрĕ, вăл ахăлтатса кулса яма хатĕр, лăпкăн çапла каларĕ:
— Тухат, тухат, Пăркка аппа. Пĕр çынна эсĕ тахçанах пĕрне вĕлерсе пăрахмалли канашсем панă, анчах, турра шĕкĕр, чиперех пурăнать-ха. Тухат, тухат, Пăркка аппа. Эпĕ акă пĕр кĕнекере çын сăмсине тăсса çăварĕ урлă каçармалли меслет вуларăм. Тытăнса пăхас мар-и, Пăркка аппа?
— Эй, эй, ан кул, Иван! — малалла темскер каланă пулĕччĕ Пăркка, анчах çын сассине илтрĕ те йывăçсем хушшинче çухалчĕ.
Матви Иванĕпе Наçтаç Кĕркурие çавăтса çитрĕç.
— Асатте, Наçтаç, Иван! — савăннине ниçта хураймасть Иван.
Чăн çывăх тăванĕсем çитрĕç, тĕнчере вĕсенчен хакли кам пур?
— Эпир, мăнукăм, юриех ăсатма килтĕмĕр сана, те курăпăр урăх... — куçне шăлса илчĕ аслашшĕ.
Иван аслашшĕне пукан çине лартрĕ, йăпатма тăрăшать. Мĕншĕн пĕр-пĕрне курмалла мар вара? Вĕренсе пĕтерсенех Кушка таврăнмалла.
— Аплине апла та, мăнукăм, сывлăхăм кăйттăланса килет, те кĕтсе илейĕп, — ассăн сывларĕ Кĕркури.
— Эсĕ, асатте, паттăрсенчен те паттăр-ха, — аслашшĕ кăмăлне тупасшăн Наçтаç. — Сана патша та хисепленĕ. Ялйыш сана, ав, еплерех хисеплет.
Кĕркури çамрăксенчен ăслăрах, тарăн шухăшлать, пурăнса курнă çыншăн пурнăçăн нумай енĕ паллă.
— Çын хисепĕ вăл çын сывă чух кăна вырăнлă, — тет аслашшĕ. — Вилнĕ çыншăн пурпĕрех: пулнă-ши уншăн çав хисеп, çук-ши?
— Кĕркури тете, эсĕ Кушкă чапĕ, сана халăх нихăçан та манас çук, — чĕререн каларĕ Матви Иванĕ.
— Чĕрене кăтăклакан сăмахсем, тĕлĕрме пулăшакан сăмахсем, анчах кăвакарнă çын вĕсемпе улталанмасть.
— Ырă ятăн ĕмĕрĕ вăрăм, тет, ман атте.
— Эпĕ, Пысăк Иван, тарăхнипе çапла каларăм-çке, суккăр пурăнатăп, тата хамăр Ивана ăсататăп, пĕлме çук, ĕмĕрлĕхе мар-ши, ятарласах пиллеме килтĕм, — хуйхине кăтартрĕ Кĕркури. — Хамăр Иван, итле, — терĕ мăнукне.
— Итлетĕп, асатте! — Иван аслашшĕ аллинчен тытрĕ.
— Кукăр çулпа çӳресрен, ултавпа çӳрес ĕçрен хăраса тăр: тӳрлĕхсĕр курнă усă, ултавпа тупнă телей — тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть. Ваттисем çапла вĕрентнĕ. Нимĕнле чечек те ытти курăк хушшинче ырă ӳсеймест. Вăл тăван чечексемпе çеç ăмăртланса ӳсет. Ан ман тăванусене. Ан ман тăван халăхна. Тымару татăлсан, хăрса ларăн.
Мушкеев сасси илтĕнчĕ: Кĕркурие чĕнет. Ваньăшăн пыл каснă вăл. Мĕнле савăта шăнăçтармалла-ши?
Матви Иванĕпе Наçтаç хăйсен хуйхи çинчен каласа пĕлтерчĕç, ваттисем килĕшесшĕн мар, мĕн тумалла-ши?
Иван ахăлтатса кулса ячĕ. Канаш пачĕ: вăрла та кай. Вăрттăнла туя ваттисем шухăшласа кăларнă.
Матви Иванĕ кăмăлĕ уçăлчĕ. Çакăн çинчен вăл шухăшламан та иккен. Тусне ыталаса тав турĕ.
— Чипер пурăнăр, ачам-пăчамсем, телейлĕ пулăр, аминь! — пуп сассипе каласа пилленĕ пек хăтланчĕ ван.
Ахăлтатса кулса ячĕç.
Наçтаç шăллĕне чĕререн шеллет, пĕрре те ярасси илмест ăна хулана. Темĕнле пурăнмалла унта? Ашă имĕç курас çук: кӳптĕрмине те, пашалуне те, пӳремечне те. Нивушлĕ килте пурăнасси килмест вара Иванăн?
— Иванăн хăйĕн çулĕ. Пĕлме çук, телей чĕнмест-ши ăна? — тусĕ майлă пулчĕ Матви Иванĕ.
Наçтаç килĕшмерĕ, ун шухăшĕпе, хресчен хулара телей тупас çук.
Пыл касма кайнисем таврăкчĕç. Чей ĕçме вырнаçрĕç. Сывлăша ыр шăршă сарăлчĕ. Сăмах тĕрлĕ ыйтусем çинчен пырать. Тырă тухăçĕ кăçал чиперех пулнă. Мăкаçи кĕлечĕсен пӳлмисем лăк-тулли. Хресченсене ирĕке кăлармалла, теççĕ. Утелни хирĕсене валеçсе ярасчĕ. Киштек улпучĕн хресченĕсем ĕçе тухма пăрахнă, теççĕ.
Калаçнă вăхăтра вăхăт иртни сисĕнмест. Ивана çула майлама вăхăт çитрĕ.
— Чи пирвай, вырăс халăхĕ йăлипе, пурсăмăр та ларар, — терĕ Гаврил. — Ваньăна ăсататпăр-çке. Чĕмпĕре ăсататпăр. Тĕнче хĕрринех!
— Чĕмпĕр тĕнче хĕрри мар-ха вăл, Гаврил Иванчă, — килĕшмерĕ Пахомов. — Вăрçă вăхăтĕнче эпĕ таçта та пулнă, анчах тĕнче хĕррине курман. Тыткăна лекнĕ хранцуссем каланă тăрăх, вĕсем тата аякран килнĕ, унта та тĕнче хĕррине курман. Пур-ши вăл тĕнче хĕрри?
— Пирĕн вĕреннĕ çын пур, çав калĕ, — Иван еннелле пăхрĕ Гаврил.
— Пирĕн тĕнчен вĕçĕ-хĕрри çук, вăл çап-çаврака кавăн пек! — терĕ Иван.
Мушкеев ахăлтатса кулса ячĕ: Иван сăмахĕсем шӳтле туйăнчĕç. Çĕр кавăн пек пулсан, çынсем лашасăрах çӳремелле: ăçталла каятăн — унта анаталла. Çук, çĕр вăл — пашалу.
— Турă анчах пĕлет, — ассăн сывларĕ Кĕркури.
Пурте ура çине тăчĕç. Çул сăмахне Гаврил пуçларĕ:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...