Хĕн-хур айĕнче :: Çирĕм çултан
Кушлавăш çунни çитет çирĕм çул.
Çитет çирĕм çул Чакка çухални.
Çак çирĕм çулта улшăну тем чул:
Тем чул çурални, тем чухлĕ вилни.
Иртет çирĕм хĕл, иртет çирĕм çу:
Нумай çил вĕрет, нумай шыв юхать —
Вăрманлăх çĕрне çапать улшăну.
Кушлавăш ĕшни те нумай сарăлать.
Кив ял вырăнчи кĕл-кăмрăк купи
Çĕрпе танлашса юлать пус айне;
Ырхан сухапуç, сӳри, урапи
Çуллен тикĕслет кив ялăн тĕпне...
Çĕнкас сарăлать. Усет çĕн ял-йыш.
Çĕн йышшăн — хăйне усал саманасем,
Пĕр çирĕм çул çеç каялли кил-йыш
Текех ĕнтĕ çук. Халь çĕнĕ йышсем.
Çирĕм çул ĕлĕк яш çын пулнисем —
Халь пурте ĕнтĕ сухаллă мужик;
Ун чух вăйпитти мужик пулнисем —
Халь пурте вĕсем — чалланнă1 старик.
Çулсем иртнипе кивви сирĕлет,
Пулса иртнĕ ĕç юлать манăçа.
Кушлавăш ячĕ те çаплах ак çĕтет,
Хăш чух ваттисем çеç асăнаç ăна.
Чакка, Тевенеш, Юксар тенисем
Çĕнкас хушшинче пулнă аяла;
Илюш та Йымăль, ытти çĕн ятсем
Тухаççĕ ĕнтĕ ялта халь мала.
Пĕр çӳпсĕр, тăлăх юлнă Илюшша
Халь ак вăйпитти арçын шутĕнче.
Анчах ачаран çĕмĕрнĕ нуша,
Паллах, курăнать ун сăн-питĕнче:
Хыткан вăл, пĕвĕ — ашшĕнчен лутра,
Анчах тӳрĕ çын, йăваш та ĕçчен.
Вунулт çултанпа Илюш тарçăра —
Текей патĕнче ĕçлет ӳкиччен.
Кукамăш ун çук, — вилни вунă çул.
Кулине çунать хăйĕн çемйипе.
Микин те çитмен ăна валли мул.
Маттур Ухвине, качча кайнипе,
Пĕр-ик çултанах ăна пăхайман.
Яш Илюш валли ниçта хӳт пулман
Текейпе Итрен пурăнаççĕ аван.
Вĕсем, çĕнĕрен пуйса пынă май,
Лартаççĕ кашни ик чуллă арман.
Кунта Яратав та илет хăйне пай.
Апшурни камантă яла пĕтерсен,
Пур халăх аптрать. Итренпе Текей
Юсанчĕç часах пушар чирĕнчен.
Пуянăн ĕçĕ ăнать-çке, телей!..
Епле ăнас мар? Çунсан та, вĕсен
Юлсаччĕ кашнин çĕршер вĕлле хурт;
Кĕтӳпе выльăх — пĕрин те пĕтмен;
Юлсаччĕ кашнин пахчара та çурт.
Ахаль те вĕсен ят çăр те нумай,
Мĕнпур çĕрĕсем — чипер вырăнта.
Çампа пуянсен тыр-пул та самай;
Начар уйсенче — сӳсен, маçăлта!..
Çапла майсемпе Текейпе Итрен
Пушар хыçĕнчен вăй илнĕ кĕçех.
Пер пилĕк çултан пур асап-хĕнтен
Хăтăлнă, ял-йыш тертленнĕ чухнех.
Пĕрре, çуркунне,
Çур шывĕ сиксе шарлатнă чухне,
Çĕнкас уявлать Мăнкалăм куна.
Шерпет-сăрапа чыслаççĕ ăна.
Текей пӳртĕнче. Хăна йышлах мар.
Сĕтел хушшинче виç-тăватă арçын,
Тĕпел кукринче — çум-çум юнашар
Улт-çичĕ хĕрарăм... Пурĕш — вунă çын,
Текей халаплать кĕреке пуçĕнче.
Ун çӳçĕ-сухалĕ шуралнă чылай.
Паллах, вăл ватă, пĕр çитмĕл енче.
Текей хăнисем хаваслă самай.
— Итрен, — тет Текей, — каллех эп
калап:
Халь тупăш курма арман лартмалла.
Миçе хут сана тимлеп, хăвалап;
Патра арман çук, — хире каймалла.
Айта-ха, кăçал пуçлар ку ĕçе.
Малтанлăх лартар пĕр пĕчĕк арман.
Чăнах, пĕр чăрмав — чул кӳме инçе!
Чулне кӳрсенех ĕç каять аван...
Ака пĕтсенех каяр Чĕмпĕре,
Кӳретпĕр унтан пĕр-ик пустав чул.
Арманшăн — кантур чарас çук пире.
Кушлавăш çинче, асту, çитес çул,
Çак вăхăт тĕлне кĕрлетĕр арман!
Юрать-и, Итрен? — тет Текей, тимлет.
— Вара çăнăха чыхма çеç ан ман!
Аван ку, аван... анчах ал çитмест...
Лартасчĕ... хе-хе, — йăлкăшать Итрен,
Хура сухалне шăлать ерипен.
— Лартатпăр, чăнах, ак çав армана! —
Тимлешрĕç вĕсем сăмаха татса.
Ĕçеççĕ шалттин тулли куркана.
Унтах хаваспа ячĕç юрласа.
Ак çак вăхăтрах сарай умĕнче
Яш тарçă Илюш пăхать выльăхсем.
Пур çамрăк шавлать урам хушшинче,
Анчах Илюша чараççĕ ĕçсем.
Илтет вăл — патрах, çырма леш енчен,
Килет шăранса каччăсен юрри;
Пуçларĕ ăна уçă сас пĕччен
Унтан пур яшă харăс — мĕнпурри.
Яшсен юрри:
Çавал тăрăх шур хур, ай, ишет-çке,
Çунаттине шывран илмесĕр;
Пирĕн савни пире, ай, кĕтет-çке,
Чӳречерен пуçне, ай, илмесĕр.
Тăваткалах çерем, ай, çĕр çырли, —
Çырлиех те нумай, ай, пиçни çук;
Вăйăрах та хĕрсем, ай, пит нумай, —
Пиреех те кирли кунта çук...
Яшсем чарăнсан, чуччу патĕнчен,
Ем-ешĕл курăк шăтнă сăртламран,
Янрать хĕр юрри. Мики хĕрачи
Пуçларĕ ăна шавлă ушкăнтан.
Xĕрсен юрри:
Ан тиркĕрех, яшсем, ан хурлăрах
Вăййа тухнй сăпай хĕрсене!
Юрла-юрла чипер вылянăшăнах
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...