Хĕн-хур айĕнче :: Инкек çине синкек
Приказчик, пĕрре çуйăхса илсен,
Часах лăпланать. Йытсем те шăпах.
Приказчик
Çӳревçĕ тетне?.. Аван эс пуплен.
Анчах, тем тесен те, эсĕ таркăнах...
Улпут ак тĕпчĕ, пĕлĕ эс камне.
Ярать кантура вăл, вара сывă пул!
Анчах, пуçу шел-тĕк, тавай мĕн пурне!
Нумай пуль сирĕн çаратнă ыр мул...
Чакка
Хальччен мул тытман. Мĕн пурри — пĕр пуç
Çак пуç та шел мар: кас, тат ăна, хуç!
Приказчик
Чăваш, эс — тĕнсĕр! Чăваш — этем мар...
Сана халь тĕнтсен те — пулмасть нимле суд,
Çавах тивем мар. Айта-ха, каяр.
Тĕпчет те майлать сана ак улпут...
Чакка талпăçать юланут умĕпе.
Пурсуй йытăсем чупаç ыткăнса.
Тухаççĕ уя. Раща çуммипе
Кас-кас çил вĕрет тусан хускатса.
Хыçал еннелле сулăннă хĕвел
Çаплах-ха хĕртет шенкер тӳперен.
Ирпе янкăшан шыв çийĕ — вĕтел
Кăшт çеç сас парать арман пĕвинчен.
Приказчик умпех утать-ха Чакка.
Çул ик енĕпе кашлать кĕр калчи.
Лере хресченсем тăваççĕ ака.
Унтах ав юрлать пĕр сӳре ачи.
Тата маларах ав, тӳрем улăхра,
Ларать чăнккамас ик хутлă çĕн çурт.
Унтах пĕчĕк ял, пахча — ял тавра...
Ку пурлăх хуçи — Кольцов, хай улпут.
Чакка таврана пăхса пынă чух
Пыраççĕ хирĕç чупса виç мужик.
— Çак çĕтĕк çех-и?.. Татах-и е çук? —
Ыйтать хыпăнеа пĕр тĕксĕм старик.
Приказчик
Çак çеç. Сире кам... улпут ячĕ пуль?
Мужиксем
Улпут ячĕ çав, сана пулăшма.
Приказчик
Ăçта халь улпут, килет-и, Косуль?
Каятпăр унта çакна кăтартма.
Косуль
Çук, вăл килте мар, Алмачĕн ялне
Вĕçтерчĕ пулас — юлташĕ патне...
Приказчик
А-ха... Çук апла... Килмест вăл каçчен.
Ку çынне ăçта хупас ыранччен?!.
Косуль
Мĕнле çĕтĕк вăл? Вăрман вăрри-и?
Е таçти пулмас, сӳсленчĕк этем?
Приказчик
Вăрман вăрри мар, темле, урăххи...
Шанмастăп эпĕ — тӳр çын-ши ку, тем?!
Мужиксенчен пĕри
Пахом çынни пулĕ тетĕн-им эппин?
Анчах та вĕсем хунтах-ши хальччен?..
Приказчик
Çавсен пулмалла... Пахомка шайкки
Çак иртнĕ каç çеç кĕнĕ кантура.
Мĕскер тăвас тен? Пăлхатнă такки...
Ик-виç салтака вĕлернĕ ара.
Йĕрлеççĕ таврах. Анчах та çапах,
Усал Пахомкăн сехрийĕ хăпмасть!
Хăй çыннисене çаклатнăшăнах
Урать ĕнтĕ вăл: тавăрма шутлать.
Мужиксем
Н-да-а... хăрамасть! Хăюллă, маттур!..
Çаплах выртаççĕ-и леш хай вилесем?
Приказчик
Выртаççĕ çаплах... илмеççĕ, тем мур.
Иртсе çӳреме вăл çулпа кичем.
Мужиксем
Н-да-а!.. çӳçенчĕк! А кăна мĕнле,
Ăçта усрас тетĕн улпут киличчен?
Приказчик
Улпут хăнаран тахçан килмелле?
Паллах та ĕнтĕ: килмест вăл каçчен...
Косуль
Чим-ха, Карпыч... чим... эпир выртмана
Каятпăр каçпа малти улăха.
Эртел пĕчĕк мар, шан эсĕ мана!
Кăна ыранччен сыхлатпăр унта,
Приказчик
Уйра май килмест. Хупатпăр ăна.
Тартсан, мĕн тусан — çиетĕн пуçна!
Косуль
Хупсан та хурал кирлĕ-çке вара;
Çĕрле арçынсем пурте выртмара.
Мужиксем
Чăнах, чăн, Карпыч, Косуль калани;
Шан эсĕ пире. Тартмастпăр, ни-ни!
Чылай шавласан, Карпыч килĕшет.
Косуль аллине парать Чаккана.
Чакка тавралла халăх хĕвĕшет;
Унтах ак лартса çыхаççĕ ăна.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...