Симĕс ылтăн :: XIV пай
Вăл пӳрте кĕнĕ чух амăшĕ кăмака умĕнче чăх тушкине тасатса ларатчĕ. Валентин шинельне хывса çакрĕ те, алă çуса, сĕтел умне вăйсăррăн пырса ларчĕ, пĕтĕм шăмшакĕ тимĕр тылăпа тылласа лӳчĕркенĕ пек сурнине туйрĕ.
— Чăх пусрăн-им, анне? — ыйтрĕ ытахальтен.
— Ват чăх, çăмарта тума пăрахнăскер, — терĕ амăшĕ.
«Çав ĕнтĕ вăл, чухăн çын чăх пуснă пулсан — е чăххи, е хуçи чирлĕ теççĕ чехсем», — шухăшларĕ Актаев.
Тем пекех ывăннă пулин те, апат пиçиччен ахаль ларас темерĕ вăл, лупасайне тухса хăмла шалчисем шĕвĕртрĕ, вутă татрĕ. Пӳрте хăйă çутсан тин кĕчĕ.
Сĕтел çинче чăх яшки пăсланса ларать, турилкке çине крахмал икерчи купаласа хунă.
Валентин, алă çуса, сĕтел хушшине ларнăччĕ кăна — çенĕкрен ура сасси, çын ятлаçни илтĕнчĕ (тĕттĕмре вăл тем çине пырса тăрăнчĕ пулас). Валентин, чĕнмен хăнана кĕтсе, тытнă кашăкне каялла хучĕ, сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Кĕме юрать-и? — алăка яри уçса, янравлă сасăпа ыйтрĕ çын.
— Тархасшăн, кĕрĕр!.. Килях, кĕр! — терĕç Актаевсем пĕр харăс.
Пӳрте яштака пӳллĕ йĕкĕт кĕрсе тăчĕ. Тĕксĕм çутăра Валентин ăна турех палласа та илеймерĕ. Çын çутă патнерех иртрĕ. Вăл акăлчан пуставĕнчен çĕлетнĕ шинельпе, умĕнче икĕ рет тӳме йăлтăртатать; тулта сиверех пулин те, йĕкĕт ялкăшакан кăсăруклă карттуспа, çӳхе хром атăпа; хулпуççи урлă планшет çакса янă.
— Здравия желаю! — терĕ хăна, атă кĕлисемпе шаклаттарса, çарти пек чыс парса. — Киле ырă çитнĕ ятпа саламлатăп, Валентин!.. Паллаймарăн-им?
— Аристарх?! Савиров?!
— Гварди лейтенант Аристарх Савиров! — терĕ те хаваслăн каçхи хăна хуçана алă пачĕ. Унран хаклă духи шăрши çапрĕ.
— Хуняму саваканни пулать сан: шăпах апата ларнă çĕре çитрĕн, — сăмах хушрĕ карчăк. Ун сăмахĕ ывăлĕн чĕрине ыраттарчĕ.
— Хунями-качки!.. Пире хĕрĕ савсан та юрĕччĕ, — шӳтлесе тавăрчĕ Аристарх, анчах виççĕшĕ те шӳт тĕл килменнине сисрĕç те, аванмарланса, самантлăха шăпланчĕç. Тĕпсакайĕнче çĕр шапи авăтни илтĕнчĕ.
— Апата лар пирĕнпе... Çынна хăналамалли апатах мар та, — терĕ Натали инке, сĕтел çине тĕрĕллĕ йывăç кашăк хурса.
Шукăль офицер çак чухăн сĕтел хушшине ларма йĕрĕнĕ тенĕччĕ Валентин, анчах Аристарх турткаланса тăмарĕ:
— Çăкăртан аслă пулаймăн, — терĕ те шинелĕпе карттусне, планшетне хывса çакрĕ, хумлăн-хумлăн кăтраланса тăракан сарă çӳçне тураса якатрĕ, вара вĕр-çĕнĕ китель çинчи медалĕсене шăнкăртаттарса, сĕтел кĕтессине пырса ларчĕ. — Паян иртенпе те киле çитеймерĕм... кунĕпех е правленире, е фермăсенче, е тырă кĕлечĕсем патĕнче... Пур çĕре хамăн çитмелле, унсăрăн йĕрке пулмасть... Çураки персе çитрĕ вĕт, а пирĕн нимĕнех те хатĕр мар. Хăмăчĕ Хусанта, пĕкки Пĕкĕлмере тенĕ пек... Йытă урипе чупатăп, апат канлĕ ларса çиме вăхăт çук, тепĕр чух çĕрле те пырса вăратаççĕ...
— Ара, çав ĕнтĕ, халăх суйласа лартрĕ те ĕнтĕ, — ытахальтен сăмах хушрĕ Натали инке. Ывăлĕ нимĕн те чĕнмерĕ. Аристарх апата ларма хăвăрт килĕшни те, хăйĕн ĕç йывăрри пирки нумайрах калаçни те вăл темле кăмăл туртман çĕртенех, ирĕксĕрех хăтланнă пек туйăнчĕ Валентина, çавăнпа вăл юратури тăшманĕ мĕн калаçнине мар, хăйне мĕнле тыткаланине тинкерсе сăнарĕ.
Аристарх — хӳхĕм каччă, нимĕн те калаймăн. Хĕрсем юратаççĕ ун пеккине. Мĕнле хĕр тиркетĕр ăна? Мĕнрен катăк вăл? Чипер, уçă кăмăллă, хаваслă, пуян, чаплă... Тата мĕн кирлĕ. Ăçтан танлаштăр, ăçтан тавлаштăр ĕнтĕ унпа халĕ тусйыш хушшинче нимпех те палăрман, салху кăмаллă, чĕмсĕр, чухăн, чапсăр Актаев?! Çакна хăй те лайăх сисет вăл, ăсĕпе ăнланать, анчах унăн мăн кăмăллă чунĕ çакăнпа ниепле те килĕшесшĕн мар. Амăшĕ те çаплах шухăшлать. Амăшĕшĕн ун ывăлĕнчен лайăхраххи кам пултăр ĕнтĕ! Ан тив, Валентин чухăн пултăр, вăрçăран çынсем пек орденсем çакса килеймен пултăр. Анчах Натали инке пĕлет: ун ывăлĕ, тен, такамран та паттăртарах пулнă пуль... Мĕнле «пуль»? Такамран мар, çак Аристархран та паттăртарах пулнă вăл, анчах çавна никама та каласа ĕнентереймест, кăтартса пама документсем те çук унăн. Ах, çавăнпа çунать ывăлĕпе пĕрлех амăшĕ. Амăшĕ те кулянмасан, кам кулянтăр ĕнтĕ?..
Натали инке хăнана уйрăм чашăкпа яшка антарса пачĕ, умне чăх тукмакĕ хучĕ.
Кунĕпе çимен текен председатель крахмал икерчине кăштах хуçса илчĕ, алла кашăк тытрĕ, анчах вĕри шӳрпине виçĕ кашăкран ытла сыпмарĕ, пиçсех çитмен ватă чăх ашне те вăл çийи-çими чăмлакаларĕ те каялла хучĕ, стаканпа панă качака сĕтне пĕр-ик сыпкăм çеç ĕçре те, карчăка çемçе сасăпа тав туса, сĕтел хушшинчен тухрĕ. Вăл çапла хăтланни ырă кăмăллă Натали инкене килĕшмерĕ. Валентина вара — тарăхтарчĕ те, вăтантарчĕ те.
— Апачĕ пирĕн хăнана сĕнмелли мар çав, — терĕ каллех кӳреннĕ карчăк. Амăшĕ çапла мĕскĕнленсе калаçни ывăлне пушшех иментерчĕ. Аристарх та хăй тĕрĕс мар тунине сисрĕ, йăнăшне ырă сăмахпа тӳрлетме васкарĕ,
— Мĕншĕн, Натали инке, кладовщик патне çăкăр илме пымарăр? Сире куллен çăкăр парса тăмалла тесе йышăнтăмăр... правленире... Çак кунсенчех лаша пусас тетпĕр, Валентина та тимĕрç лаççинче ĕçленĕшĕн аш парас терĕмĕр. Валентин, эпĕ сан патна ĕç пирки калаçма кĕтĕм. Çын сахал, кашни ĕç аллишĕн савăнатпăр эпир, кашни таврăнакан салтакшăн хавас. Хуçалăха уралантарма чăн-чăн çĕр ăстисем кирлĕ пире. Сана аçу вырăннех, Петр Михалч вырăннех, хăмла пахчине вырнаçтарасчĕ тет Федор Иванч... Эпĕ хирĕç мар, хам та çаплах шутлатăп. Япăхнă пирĕн хăмла хуçалăхĕ, ху та куртăн пулĕ...
— Çапла, савăнмаллиех çук, — терĕ Валентин, хăйĕн чухăн кĕрекине халь çеç курнă пек сăнаса.
— Ху пĕлетĕн, эпĕ специалист мар... Мĕн тумалла халь унта чи малтан? — тантăшĕ сăмах хушнăшăн савăнчĕ Аристарх.
— Чи малтанах хăмла пахчисене тасатмалла, хуртланса кайнă вĕсем, пĕлтĕрхи хăмла аврисене, çумкурăксене пухса çунтармалла. Унтан тислĕк кăлармалла, унтан... кĕтесри тĕрев юписем çĕрнĕ — улăштармалла... Шпалер пралукĕçем çитмеççĕ, çеклисем çухалса пĕтнĕ — çĕнĕрен тумалла. Çĕрнĕ е ватăлса çитнĕ хăмла тĕпĕсене улăштармалла пулать. Ĕçĕ унта вĕçĕ-хĕррисĕр, анчах çын туми ĕç мар, — пăлханнипе чĕтрекен сасăпа каларĕ. Актаев. Вăл пăлханнине курса, Савиров та пăлханма пуçларĕ, анчах хăйне лăпкă тытма тăрăшрĕ.
— Çеклисене вĕсене хамăр тимĕрç лаççинче те тума пулĕ, çак ака-суха хатĕрĕсене туса пĕтернĕ хыççăн... Пралуксене... тен, кăçаллăха шпагатпа улăштарсан та юрĕ? Кӳршĕри «Çăлтăр» колхозра пралук вырăнне шпагат карнă.
— Пур-им?
— Шпагат-и? Тупма пулать тет Аюхин.
— Варсун-и?
— Варсонофи Васильч. Ăна хушсан, вăл çĕр тепĕнчен те тупатех. Пирĕн тĕп снабженец вăл, унăн таçта та блат. «Ылтăн çăмарта тăвакан чăх» тетпĕр эпир ăна, — шӳтлерех каларĕ председатель.
Актаев, вăрман улми çинĕ пек, питне-куçне пĕркелесе илчĕ.
— Ылтăн çăмарта тăвать, эппин, халь Аюх Варсунĕ... Пĕлменччĕ...
Савиров калаçăва сасартăк урăх еннелле парса ячĕ.
— Эсир унпа Сталинградра пĕрле çапăçнă, теççĕ мар-и?
— Хăй çапла калать-и?
— Ял çинче сăмах çӳрет, — уçăмсăр, именерех тавăрчĕ Аристарх, куçне аяккалла тартса.
Валентин çамки çинчи йĕрсене пĕрчĕ, унăн сылтăм куç харши урлă выртакан шурă çĕвĕк пушшех палăрчĕ (контузи пулнă чух ӳксе çĕмĕрнĕ вырăн вăл).
Ăна каллех иккĕленеӳллĕ, кӳренӳллĕ, тарăхуллă шухăшсем пусса илчĕç.
«Эпĕ ăçта пулни, ăçтан таврăнни çинчен мĕншĕн паçăрах ыйтмарăн-ха эсĕ? Чи малтанах, сакăр çул хушши пĕр-пĕрне курман хыççăн, çавăн çинчен ыйтмалла пек ĕнтĕ. Мĕнле пулсан та, эпир санпа пĕрле ӳснĕ, пĕр парта хушшинче ларса вĕреннĕ, уявсене, улахсене пĕрле çӳренĕ, салтака та пĕрлех кайнă, анчах тĕрлĕ çĕре лекнĕ, шăпамăр та вара иксĕмĕрĕн икĕ тĕрлĕ килсе тухрĕ. Мĕн уйăрать пире? Кам тăрать пирĕн хушăра? Çав Варсун-и? Çук, эс те ăна чунран юратмастăн, йĕрĕнетĕн те пулас унран, анчах вăл сана кирлĕ, çавăнпа эс ăна ху çумăнта тӳсетĕн. Мĕншĕн тесен вăл колхозшăн мар, саншăн — «ылтăн çăмарта тăвакан чăх»... Эпир санпа иксĕмĕр те пер хĕре юрататпăр: Нина тăрать иксĕмĕр хушăмăрта. иксĕмĕр те халь ăна алăран вĕçертесшĕн мар... Тен, эсĕ ытлашши айăплах та мар пулĕ куншăн, мĕншĕн тесен эсĕ те, ыттисем пекех, Нина пекех, мана тахçанах вилнĕ е тăван çĕршĕн ĕмĕрлĕх пĕтнĕ çын тесе шутлама пултарнă, шутланă та... Анчах эпĕ, акă, таврăнтăм! Хам вилĕме çĕнтерсе таврăнтăм! Ман шăпам çеç тӳсме çук йывăр, хура пулчĕ, анчах чĕрем ĕлĕкхиллех таса юлчĕ, юратăвăм та тасах. Эпĕ Нинăна никампа та улăштарман, ун пек тума шутламан та!.. Кала, мĕн тумалла ĕнтĕ халь манăн? Ман вырăнта пулсан, мĕн тунă пулăттăн эсĕ ху? Шăпана парăннă пулăттăн-и? Эпĕ, акă, парăнасшăн мар ăна! Сӳтĕк чунлă çынсем хăйсен вăйсăрлăхне тӳрре кăларма шухăшласа кăларнă вăл суя сăмаха... Саншăн Варсун та лайăх, пултаруллă иккен, маншăн — çук... Эсĕ Нина тахçан мана хытă юратнине, эпĕ вăрçăран таврăнасса кĕтсе пурăннине лайăх пĕлетĕн. Анчах эпĕ пĕр хыпарсăр çухалтăм та — вăл сан çураçнă хĕрӳ пулса тăчĕ. Айăплă-и вăл?.. Тепĕр тесен, унăн хăйĕн мăшăр суйлама право пур — ан тив, суйлатăр...»
Актаев çапла шухăшланă хушăра Аристарх ăна ялти, колхозри ĕçсем çинчен каларĕ, Натали инкепе шăкăлтатса калаçрĕ, анчах çак самантра унăн сăмахĕсем пысăк хуйхăллă каччăшăн ниме те пĕлтермерĕç, мĕншĕн тесен Аристарх хăйĕн пулас туйĕ çинчен те Нина çинчен те пĕр сăмахпа та асăнмарĕ.
Аякран пăхма — тантăшсем йĕркеллĕ калаçсах, чиперех уйрăлчĕç темелле, вĕсем хушшинче пĕр сивĕ сăмах та пулмарĕ; Валентин çĕрлехи хăнана ăсатма пăлтăра тухрĕ, ăна чипер çул сунчĕ, çапах та вĕсем калас сăмахне каламасăр, пĕр-пĕрне ăнланмасăр, ĕненмесĕр шанмасăр уйрăлчĕç.
Натали инке, ассăн сывласа, никам та тĕкĕнмесĕрех сивĕннĕ апата сĕтел çинчен пуçтарчĕ те алăкăн-тĕпелĕн васкаса утакан ывăлне тĕлĕнсе сăнарĕ. Валентин, алăк патне те, тĕпел кукрине те темиçе утăм çитмесĕр, шăп пилĕк утăм тăвать те каялла çаврăнать. Пилĕк утăм — малалла, пилĕк утăм — каялла. Карчăк юлашкинчен чăтаймарĕ.
— Ывăлăм, ма апла пилĕкшер утăм тăватăн-ха, мĕн виçетĕн? — тесе ыйтрĕ.
Актаев тăп чарăнса тăчĕ те, ун çине хурлăхлăн пăхса, таçтине аса илсе каларĕ:
— Аннем, эпĕ лере асап-хуйхă тӳснĕ пӳлĕм тăршшĕ шăпах пилĕк утăмччĕ. Ун алăкне те, пĕртен-пĕр пĕчĕк чуречине те тимĕрленĕччĕ... Çавăнта хăнахнине Халь те манаймастăп... Хăçан сирĕлсе пĕтĕ ман пуç çинче хура пĕлĕт пек явăнакан çав ылхан?..
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...