Çил-тăвăл :: Кан-кан-кан
Карапра тревогă. Вадима пулăшма Андриановпа Валентин Владимирович тухрĕç. Васана чи малтан Андрианов чупса çитрĕ. Вĕçекен аппарат çĕклениччен ĕлкĕреймерĕ вăл, бинокльпе çеç хыçалтан пăхса юлчĕ.
Анчах пĕлеймерĕ: чăн-чăн аппарат-ши е вĕçен кайăк-ши?
— Вĕçен кайăк мар! — терĕ пырса çитнĕ Валентин Владимирович. — Вĕçен кайăк япалана е сăмсипе çĕклет, е чĕрнисемпе ярса тытать. Кунтан вĕçсе хăпарнин çăварĕнче те, чĕрнинче те ним те курăнмарĕ.
Андриановпа Валентин Владимирович шăтăка кĕрсе пăхрĕç: Вадим çавăнта выртмасть-ши? Шăтăкĕ таçта шалалла илсе кĕрет. Хăвăлтан ăшă сывлăш палкаса тухать. Шăтăк стенисене хытă япаларан тунă: те метал вăл, те минерал.
Тĕлĕ-тĕлĕпе шăтăк хăвăлĕ унталла-кунталла пăрăнкалать. Ăçта Вадим? Тата шаларах кĕрсе кайнă-ши? Андриановпа Валентин Владимирович хунарпа çутатса пыраççĕ.
Сасартăк шăтăк хăвăлĕ пĕтрĕ. Çула пысăк чул картласа тăрать.
Андриановпа Валентин Владимирович каялла таврăнчĕç. Вадима тупаймарĕç. Ăна вĕçсе хăпарнă аппаратпа илсе кайни паллă пулчĕ.
— Мĕншĕн-ха вăл хăй çинчен ним те пĕлтермест? Сывă-ши, чĕрĕ-ши хуть?
Марина пăшăрханать. Укĕнмелли сăлтавсене аса илчĕ. Вадимпа вăл юлашки вăхăтра пĕрре те ăшă чĕрепе калаçмарĕ, уйрăмах каччă сарлака çăварлă Чолонпа паллашнă хыççăн. Айăплă пулнă-ши Вадим? Чăн та, начар çынсене лайăххисенчен уйăрса илейменни пысăк çитменлĕх. Ун шухăшепе ученăйсем пурте таса чĕреллĕ пулмалла. Вĕсем çын телейĕшĕн тăрăшаççĕ-çке.
Астероид çинче ларни асне килчĕ. Хура пĕлĕте çăлтăрсем сапаланнă. Куята вĕсем ытла та нумай курăнаççĕ. Уйăх çемçе çути Çĕр пичĕ çине ӳкнĕ. Унти пĕлĕтсем кĕмĕл пек йăлтăрататаççĕ. Пысăк хула çутисем палăраççĕ.
Вадим ун чух Марина аллинчен тытасшăн пулчĕ, хĕр килĕшмерĕ. Утрĕç. Биологсен куполĕ патне çитрĕç. Кунта ӳсекен çимĕçсене кĕленче пек витĕр курăнакан полимертан тунă стена витĕр сăнарĕç. Уйрăмах Утрав çинчен куçарнă кăмпасем палăраççĕ. Тепĕр тĕлте хлореллă. Кусем — карап ăшĕнчи оранжерейăра ĕрчемелли ӳсен-тăрансем, сывлăша тасатаканнисем.
Хĕрпе каччă кун хыççăн карап патне çитрĕç. Çамрăксен пĕр-пĕрне каламалли сăмахсем нумай. Кунта каламасан тата ăçта калăн вĕсене? Карап çинче кашни çыншăн уйрăм пӳлĕм, унта ĕç кĕтет, пурнăçу çинчен шухăшлама вăхăт та пулмĕ.
Çамрăксем сăмаха мĕнрен тапратса ямаллине пĕлмеççĕ.
— Марина! — малтан сăмах пуçларĕ Вадим. —Çак çулсенче санпа чĕререп калаçма миçе хут пикеннĕ, эсĕ ялан таратăн, ăнланмăша перетăн...
Марина чĕнмерĕ. Унăн шухăшĕсем таçта инçете вĕçнĕ-ши е вăл илтме ĕмĕтленнĕ сăмаха кĕтет-ши?
— Пирĕн ав çав хĕрлĕ планетă çине çитмелле, — терĕ Вадим, ун вăрттăнлăхĕсене наукăшăн уçма тăрăшмалла, Çĕр çинчи çыншăн çул хывмалла. Черетре Венерă.
— Пирен телей çав тери пысăк! — чунтан савăнса каласа хучĕ Марина.
— Хамăршăн пурăнăç çук, — ассăн сывларĕ Вадим.
Çак сăмахсене вăл чĕринчи юратăвне палăртасшăн пулса каларĕ. Хĕр ăнланмарĕ, çилленчĕ.
— Хăвшăн çеç пурăнас тетĕн пулсан, мĕншĕн экспедиципе пыратăн апла? — ыйтрĕ вăл.
— Çынсемшĕн усăллă пулас килет, нумай пĕлес килет.
«Пĕлес килет»— мăшкăлларĕ хĕр. — Хушăн çеç-и?
— Эпĕ вăл тĕлĕшпе мар, — терĕ Вадим, шухăшне уçса калама хăймасăр.
Марина ăнланчĕ. Вадим эгоист мар, ăна лайăх пĕлет вăл, сăмах пĕрлешесси çинчен тапранса каймаллаччĕ, анчах хĕр юрату çинчен калаçасшăн пулмарĕ. Çĕр, Астероид, Марс — хĕре пĕтĕмпех çаксем çавăрса илнĕ. Халĕ, умра çав тери пысăк ĕç тăнă вăхăтра, юрату ĕмĕчĕ чĕре тĕпĕнче вырăн тупмалла-и вара?.. Юриех, Вадима тарăхтарас шухăшпа, çапла тумарĕ-ши вăл? Ытла та мемме пулчĕ çав Вадим, тӳрех калама ниепле те хăяймарĕ...
Халĕ Вадим çухалчĕ акă. Вĕсен хушшинче калаçу пĕтменччĕ-çке, вăхăтлăха çеç татăлнăччĕ... Ытлашши хăтланмарĕ-ши Марина Вадима ют çĕршывран килнĕ ученăйсемпе туслашнăшăн вăрçса? Пирвайхи зонăна яман-çке-ха вăл сарлака çăварлине, шыва сиктернĕ... Ай, унта та ачалла хăтланнă, урăхла май тупайман... Эх, Вадим, Вадим! Çитменлĕхсем нумай сан, анчах чĕрӳне нихăçан та сутас çук! Айăплă сан умăнта!
Марина хуйхăрать. Халĕ вăл хăйне айăплама хатĕр. Вадим пĕтрĕ, экспедици çынни пĕтрĕ. Пирвайхи кунах. Планетă çине ларсанах. Пĕр усă тумасăрах. Кĕрешмесĕрех... Кĕрешмесĕрех?.. Çук, çук, Вадим кĕрешмесĕрех парăнас çук!.. Ырăпа йышăнмарĕ Марс Çĕр çыннисене.
Марина йĕри-тавралăха радиосигналсем ярать.
— Вадим! Вадим! Карап калаçать. Аçта эсĕ? Сывă-и? Кала!
Хирĕç нимле сас та илтĕнмест. Планетă çинче пĕр радиохум та çук. Качча çăлмашкăн мĕн кăна тумĕччĕ-ши Марина!
«Вадим, эсĕ маншăн хаклă çын!»— ăшĕнче пăшăлтатаь вăл. Ăшĕнче çеç! Вадим хăй умĕнче тăнă пулсан, тӳрех çапла каланă пулĕччĕ-ши хĕр? Темĕн çав. Кăмăлĕ ирĕк парас çукчĕ пулĕ.
Çыхăну аппарачĕсем, сигнал парса, хĕрĕн шухăшĕсене сирсе ячĕç. Марина шартах сикрĕ:
— Вадим?!.
— Çук, вăл мар...
Радиолокатор экранĕ çинче темле япаласем шăваççĕ. Хур ушкăнĕ пекех. Вун пиллĕкĕн. Çывхарсах килеççĕ. Аппаратсем-ши? Çуначĕсене силлесе вĕçеççĕ. Ун пек аппаратсем Çĕр çинче çук.
Карапри çынсем иллюминатор патне пычĕç. Чăнах, сывлăшра вĕçекен аппаратсем, анчах самолетсем евĕрлĕ мар. Акă вĕсем васан хĕррине ларчĕç. Ăçта ларчĕç, çавăнтах чарăнчĕç — вертолет пек.
— Чĕрĕ чунсем вĕт?! — те ыйтрĕ, те хăй шухăшне çеç пĕлтерчĕ Марина; шăппăн, килнисем илтесрен хăранă пек каларĕ.
— Çапла-тăр, ахăр, эпĕ те урисене куратăп, — терĕ тĕлĕннĕ Валентин Владимирович; ун аллинче бинокль иккен.
— Куратăр-и? Шăтăксем алтаççĕ, çапăçма хатĕрленеççĕ пулмалла. Пире каялла хăваласа ярасшăн мар-ши? Е тыткăна илесшĕн-ши, — терĕ Андрианов.
Вăл лазер туппи патне пычĕ. Вăйлă тупă. «Вилĕм пайăрки» ят панă ăна.
— Тытăнас-и, юлташсем? — ыйтрĕ капитан.
— Тăхта-ха кăшт, — чарчĕ Светлов.
— Ултă ураллă, лайăх асăрхаса илтĕм! — тĕлĕннине татах кăтартрĕ биолог. —Малтисем кĕрепле пек. Мĕнле хурт-кăпшанка аса илтерет-ха ку?
— Нăрăсем вĕсем! — кăшкăрчĕ Марина. — Бинокле çавăрса тепĕр вĕçĕнчен пăхăр-ха, вĕсем пĕчĕкленеççĕ.
— Ак камран лайăх биолог пулмаллаччĕ! — кулса мухтарĕ Валентин Владимирович.
— Нăрăсем пулсан, нăрăсем пулччăр... Пăхăрха, мĕнле япаласем ларса килнĕ нăрăсем çине? —кăтартрĕ капитан шăтăкран кăларса пăрахнă тăпра купи хыçĕнче пытанса ларакансене.
Çапла калаçса тăнă вăхăтра карапри çынсем нăрăсене çухатрĕç. Вĕсем пурте алтнă шăтăксене пытанчĕç.
— Тĕлĕнмелле вĕçекен аппаратсем! — сасăпах шухăшларĕ Андрианов. — Мĕнле металтан тунă-ши?
Чĕнекен пулмарĕ. Çывăхран курман япала çинчен мĕн калăн?
Пĕр вăхăт васан патĕнче ним те курăнмарĕ, килнисем пытанчĕç. Карап енчен вăрçă пуçласа ярасса кĕтеççĕ-ши?
Кăшт тăрсан, икĕ енчен те мирлĕ паллашма тăрăшни палăрчĕ. Шăтăксенчен вăтăр чĕрчун тухрĕ. Ретĕн тăчĕç. Виççĕшĕ уйрăлчĕç те карап еннелле утрĕç. Çынсем тинкерсе пăхаççĕ. Пыракансем ăслă чĕрчунсем пулни пăхсах паллă. Тумтирлĕ. Карап патне çитрĕç. Чарăнчĕç.
— Марсиансем! — тĕлĕннĕ сасăпа каларĕ Андрианов.
— Марсиансем! — пурте харăс килĕшрĕç çынсем. Марсиансем çынран лутрарах, сарлака та патвар кăкăрлă. Ӳт-тирĕ сенкер сĕмлĕ бронзă тĕслĕ.
Эпир çынна ĕç туса янине пĕлетпĕр. Ун урисем çӳресе тĕрекленнĕ, аллисем ĕçре хăнăхса ăсталаннă. Пурнăçра куçĕ çивĕчленнĕ, пысăк пуç мими ăслăланса пынă. Пĕлме çук, çын космосри пурнăç биологин законĕсемпе пулса тăман-ши? Марс çинче те çав биологи законĕсемех туса яман-ши ăслă чĕрчунсене? Марспа Çĕр пĕр тăван-çке-ха!
Ыттисенчен уйрăлса, карап патне пынă марсиансен сăн-пичĕ лайăх палăрать. Пичĕсем сенкер сĕмлĕ бронзă тĕслĕ, тутисем хĕп-хĕрлĕ, çӳçĕсемпе сухалĕсем сап-сарă. Кăн-кăвак та хурлăхлă куçĕсенче тархаслани, хăрани, ăс-хакăл палăрать. Ирсĕр мар марсиансем, хăйсемле хитре. Вĕсемшĕн тĕнче сăрсем шеллемен.
Марсиансем тĕрлĕ тĕслĕ тумтир тăхăннă. Виççĕшĕнчен пĕри, варринчи, симĕс тумтирлĕ, теприн тумтирĕ сенкер, тата теприн — сарă.
Варринчи марсианин пĕр метр малалла тухрĕ. Калаçма тытăнасшăн пулни паллă. Светлов хушнипе, Марина сасăсене вăйлатакан приборне ĕçе ячĕ.
— Кан-кан-кан! — илтĕнчĕ сасă.
Светлов музыкă яма хушрĕ. Çĕр çинчен килнĕ музыкă марсиансен кăмăлне кайрĕ, вĕсем хытса кайса тăнлаççĕ. Ырă кăмăлпа килни паллах. Светлов, Валентин Владимирович, Марина марсиансем патне тухрĕç.
Марина чĕлхерен чĕлхене куçаракан кибернетикă машинине ĕçе ячĕ. Куçарма тытăнмашкăн сăмах запасне пухмалла.
— Кан-кан-кан! — тавралăха тăсса кăтартрĕ мар-сиансенчен пĕри. Вара, эсир унтан-и тесе ыйтнă пек, аллипе çӳлелле тăсрĕ.
— Çавăнтан! — терĕ Светлов; аллипе çӳлелле кăтартрĕ: — Çĕр!
— Çĕр! Çĕр! — илтĕнчĕ марсиансем хушшинче.
— Çын! — Светлов хăй кăкăрне тĕксе илчĕ. Унтан ыттисене кăтартрĕ:— Çын, çын!
— Çын! Çын! — татах сăмах чупрĕ рет тăрăх. Çапла калаçу пуçланса кайрĕ. Калаçакан машинă ас туса пырать, каярахпа вăл лайăх пулăша пуçларĕ, марсиансене тĕлĕнтерсе пăрахрĕ.
Çак вăхăтра Марина Вадим сассине илтрĕ. Ăна темле пӳлĕме хупнă-мĕн, кислорочĕ пур, анчах питĕ ĕçесси килет, пулăшу кĕтет. Хĕпĕртесе кайнă Марина лăпланма хушрĕ, май пулсан, ăçта илсе кайнине пĕлтерме каларĕ. Пурте ăна çăласшăн çунаççĕ. Шанчăк пур, марсиансем йышăнаççĕ, хирĕçмеççĕ, паллашу пырать. Ун хыççăн хĕр ăшă сăмахсем каларĕ, — хăйсемех тухрĕç вĕсем.
Светлов марсиансене пĕр çын çухалнине пĕлтерчĕ. Лешсем ăна курнă имĕш, уншăн хăрамалли çук, вăл ырă марсиансен аллинче, анчах ăна ăçта вырăнаçтарнине вĕсем халлĕхе пĕлмеççĕ-мĕн.
Марсиансем пуç тайрĕç. Варринчи, аллисене кăкăрĕ çине хурса, Кан-кан-кан çĕрне хăнана чĕнчĕ. Çынсем тав турĕç, пыма сăмах пачĕç.
— Турă вырăнне хумаççĕ-ши пире? — терĕ Валентин Владимирович.
— Пулĕ те, — килĕшрĕ Валентин Владимирович.
— Марсиансем ырă чĕреллĕ ăслă чĕрчунсем, урăх ним те мар! — хăй шухăшне пĕлтерчĕ Марина.
Çынсемпе калаçнă марсиансем юлташĕсем патне таврăнчĕç. Лере кăшкăрни илтĕнчĕ, çĕнĕ хыпара çапла йышăнчĕç пулĕ. Те хĕпĕртерĕç, те çилленчĕç, те хăрарĕç. Вĕсемшĕн ют тĕнчерен килнисем чĕнмен хăнасем-çке-ха.
Мăн нăрăсем вĕçсе хăпарчĕç те ăçтан килнĕ, çавăнталла сулăнчĕç. Çынсем вĕсене мĕн куçран çухаличченех пăхса ăсатрĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...