Çил-тăвăл :: Сенсаци
ĕнчере анăш-тăнăш пăлхану пуçланса кайрĕ. Термоядерлă вăрçă хатĕрĕсене пĕтернĕ хыççăн та халăх каплах хумханманччĕ... Чăн та, сăлтавĕ те пур иккен...
ЮПИ агенстви акă мĕн пĕлтернĕ:
«Совет Союзĕнче Çурçĕрти пăрлă океан пăрĕсене ирĕлтереççĕ. Пăрлăх айĕнче ылтăн тăвĕсем тупнă...»
Çавăнтах тата хаçат çапла çырса хунă:
«Тинĕс хĕрринче пурăнакан çынсем, пурте тусем çине тарăр! Пăрлăхсене ирĕлтерсен, тинĕссенчи, океансенчи шыв, хăпарса, лапамсене илĕ. Тĕнчери çынсем, ас тăвăр, çăлăнăр! Сирĕн тăшманăр — Совет Союзĕ, ылтăн унта çынран хаклăрах...»
Çак хыпара кĕçех радиосем те ярса илчĕç. Пурте çуйхашаççĕ, Совет Союзне вăрçаççĕ. Халăх демократи çĕршывĕсенчи радио çеç лăпкă калаçать.
«Пĕтĕм пăрлăхсене ирĕлтерес пулсан, Çĕр çинчи шыв 12—13 метра яхăн хăпармалла, — пĕлтерет вăл. — Çĕр çинче пурăнакан çыншăн ку, чăн та, усăллă мар ĕнтĕ, анчах Совет Союзĕнче пĕтĕм пăрлăхсене ирĕлтерме тытăннă тенине эпир ĕненместпĕр. Каланă тăрăх, Çурçĕрте пĕр пысăк мар утрава çеç ăшăтаççĕ...»
Анчах тĕнче халăхне кунпа лăплантараймăн. Уйрăмах Вашингтонра шавлă. Хулара халăх вĕркет. Пыл каснă вăхăтри вĕлле хурчĕсем пек пăлханать вăл. Хаçатсем кунта нихçан та çакăн чухлĕ саланман. Паллăрах хаçатсем пĕр талăк хушшинче виç-тăватă хут çапăнса тухаççĕ, вĕсен тиражĕ нумай хут ӳснĕ, çапах çынсем пикенсех хаçат шыраççĕ, ăна пысăк хак парса туянаççĕ. Урамра хаçат сутса çӳрекенсем чăн-чăн бизнес турĕç. Елĕк аран-аран тăранса пурăнакан хаçатçăсем халĕ чаплă ресторансенче апатланаççĕ.
Сехет иртмессерен радио халăха канаш парать: «Тинĕс хĕрринче пурăнакан çынсем! Тусем çине тарăр! Сирĕн тăшманăр — Совет Союзĕ!»
Телевидени пĕр чарăнми ĕçлет. Экран çинче тĕрлĕ ӳкерчĕксем улшăнсах тăраççĕ. Кĕçех унта Уолтер ятлă сенатор сăнă курăнса каять. (Ăна урнă йытăсен хушшинчи урнă йытă тесе ят панă.) Хула — хула çеç мар, пĕтĕм патшалăх — ăна радиопа итлет, телевиденипе курать. Шурă Çурт умне (правительствă çуртне çапла калаççĕ) халăх çапса хĕснĕ пек пухăннă.
Уолтер микрофон умĕнче çăмламас чышкисене сулласа кăшкăрашать. Çăварĕнчен кăпăк сирпĕнет.
— Америкă çыннисем! Тусăмсем! Пире çемçе чĕре пĕтерет! Эпир çынна ĕненетпĕр. Çапла çăмăллăн ĕненнипех ĕнтĕ термоядерлă вăрçă хатĕрĕсене пĕтертĕмĕр. Коммунистсене шантăмăр. Вĕсем пĕтĕм вăрçă хатĕрĕсене пĕтерме чĕнчĕç. Эпир çав сĕнĕве йышăнтăмăр. Пирĕн ăслă çынсем ăна хирĕç пулнăччĕ, коммунизма кăклама чĕннĕччĕ, эпир вара çак ырă сĕнӳсене чĕре патне илмерĕмĕр, коммунистсемпе килĕшсе, термоядерлă вăрçă хатĕрĕсене пĕтерсе пăрахрăмăр. Улталарĕç! Лартрĕç! Совет Союзĕ пире хирĕç вăрçă пуçласа ячĕ-и вара? Çук! Пирĕн çине водород бомби ӳкес çук. Атом вăйĕпе мир ячĕпе усă кураççĕ. Çав вăхăтрах тĕнче çыннисене хирĕç ĕçлеççĕ. Атом вăйĕпе халĕ вĕсем Çурçĕрти пăрлăхсене ирĕлтересшĕн. Часах Англипе Нидерланди шыв айне пулĕç. Ытти патшалăхсем те... Эх, мĕн каламалли пур ĕнтĕ! Пĕтĕм тĕнчери халăх тапраннă, тĕнче пĕтессе кĕтет. Кам айăплă? Коммунистсем. Вăрçăпа мар, наука ячĕпе пĕтересшĕн пире...
Халăх итлет-итлет те шавлама-кĕрлеме пуçлать.
— Мĕн тумалла?
— Пĕтермелле вĕсене!
— Пĕтермелле!
— Пăрлăхсене ирĕлтерме тытăниччен çĕмĕрмелле!
— Çур тĕнче халăхне пĕтересшĕн-и? Тĕрĕс мар ку, — килĕшмеççĕ хăшĕсем.
— Çур тĕнче пĕттĕр те, хамăр сывă юлар, теççĕ çав!
— Провокаци! — кăшкăрчĕ çав вăхăтра пĕр вăй питти арçын.
— Провокаци! — ун майлă пулчĕç нумайăшĕ. — Мĕншĕн Мускав калаçнине хуплатăр?!
— Э-э, коммунистсем пур-çке кунта! Çапса пăрахăр вĕсене!
Шурă çурт умĕнче çапăçу пуçланать. Пĕр-пĕрне ахлата-ахлата çапаççĕ. Пăшал сасси илтĕнсе каять. Балкон çинчен лайăх тумланнă хĕрарăмсем ахăлтатса кулса пăхаççĕ. Вĕсем миллионерсен çемйисенчен. Хула варринче чухăнсем çук.
Çав вăхăтрах площадьре чĕтретекен сасă илтĕнчĕ:
— Итлĕр! Итлĕр! Мускав калаçать!..
Халăх шăпăртах пулчĕ.
— Тахçанах çав кирлĕччĕ! — кăшкăрчĕ пĕри. — Мускав калаçнине урăх ан хуплăр!
«...Мускав калаçать тата кăтартать. Юлашки хыпарсем пĕлтеретпĕр.
Кунта пĕрремĕш атом кăмакине ĕçе кĕртнĕ. Çанталăка, шыв температурине, пăрсем мĕнле тăнине, шыв юхăмĕпе тарăнăшне, çĕр чăмăрĕн магнетизмне сăнаççĕ. Атом станцийĕнче ĕçлекен ăстаçăсем аллинче çĕнĕ приборсемпе оборудованисем. Вĕсем Пысăк Çĕрпе тăтăшах çыхăну тытса тăраççĕ...»
Радио çакăн пек хыпар пĕлтерет те шăпланать. Тепĕр вунă минутран каллех кĕрлеме тытăнать.
«Мускав калаçать. Юлашки хыпарсем итлĕр. Атом кăмаки çăварĕнчен тăхăр вунă градуслă вĕри шыв хăпарать. Пăрлă тинĕс шывĕ ăшăнсах пырать. Утрав таврашĕнчи пăрсем ирĕлме тытăнчĕç...»
Тата тепĕр сехетрен каллех Мускав сасси илтĕнет. Ку хутĕнче диктор çапла пĕлтерет:
«Телевизор умне ларăр, юлташсем! Волноводнăй çыхăну тăрăх передачă пуçланать. Çакă вăл радиотехникăн юлашки вăхăтри пысăк çитĕнĕвĕ пулать. Çакнашкал меслетпе пĕр вăхăтрах çĕршер пин телефонпа калаçма, çĕршер телевидени передачи ирттерме май пур. Атом кăмакисен станцине кăтартатпăр. Телевизор экранĕ çине тинкерĕр, юлташсем!»
Нумай тĕслĕ экран çинче атом кăмакисем курăнаççĕ. Шыв айĕнче çав тери хулăн та вăрăм пăрăхсем. Вĕсен кукăрăлса çӳлелле хăпаракан вĕçĕсенче — атом реакторĕсем. Вĕриленекен шыв, çӳлелле хăпарса, тинĕсе сарăлать. Пăрăхсем тăрăх пĕр чарăнми шыв чупать.
Аппаратсем хушшинче çап-çамрăк хĕр çӳрет. Хура куçĕ унăн çумăрпа йĕпеннĕ çĕмĕрт пек йăлтăртатать.
Станцие кирлĕ пек ĕçлеттерме май паракан щит умĕнче типшĕм çын журнал çине сăнавсем çырать. Вăл ывăнни паллă: атом кăмакисен станцине туса ĕçе ярасси çăмăл япала мар. Типшĕм çын аллине хăй умĕнче ларакан чей стаканĕ еннелле тăсать.
Хура куçлă хĕр куракансем еннелле пăхать те пӳрнипе кнопкă çине пусать.
Экран çине витĕр курăнакан полимертан тунă купол тухса тăрать. Ун айĕнче шурă çуртсем, ешĕл йывăç-курăк. Ку — уйрăм микрорайон. Кунта уйрăм микроклимат.
Экран çинчи ӳкерчĕкем улшăнсах тăраççĕ.
Акă, сĕт пек шурă тĕтре юхса иртет. Самолетсем, мамăк ăшне тирĕннĕ пек, пĕрин хыççăн тепри ун ăшне чăмаççĕ. Кĕçех тĕтре сирĕлчĕ. Çуталчĕ. Çумăр пуçланчĕ. Ăна самолетсем çинчен сапакан тусан пуçласа ячĕ. Кашни тусан пĕрчи, хăй тавра нӳрĕ пухса, шыв тумламĕ пулса тăчĕ.
Пăртакран çумăр чарăнчĕ. Çанталăк уяртрĕ. Хĕвел пăхать. Утрав курăнса кайрĕ. Юр ирĕлет. Тĕл-тĕл çуталса выртакан чулсем палăраççĕ. Кун хыççăн экран çине планетари евĕрлĕ çаврака тӳпеллĕ çурт тухса тăчĕ. Кĕске вăхăтра утрав çинчи япаласене пурне те курса ĕлкĕрме пулмарĕ. Тинĕс çинчен татах тĕтре çитсе хупларĕ, тавралăх тĕксĕмленчĕ. Таçтан сиксе тухнă шур упа çури пĕр еннелле пăхрĕ, унтан тепĕр еннелле çаврăкчĕ, куракансене пуç тайнă пек, пуçĕпе сулчĕ. Вара экран сӳнчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...