Купрат патша :: Харçă
Пирĕн халăхшăн çак харçă çĕнтерӳ çулĕ çине тухни пултăрах.
Авалхи юмахран.
Кăтра калани пĕтĕмпех тĕрĕс. Купрат тăрăшнипе чăмăртаннă пăлхар патшалăхĕ кухальлĕн тĕнчери чи вăйлă çĕршывсенчен пĕри, ахальтен мар ĕнтĕ ăна таврари халăхсем Аслă Пăлхарстан патшалăхĕ теме тытăннă. Анчах кашни вăйлă патшалăхăнах тăшманĕсем те вăйлă: пыра-киле чаплă та пуян çĕршыва хапсăнакансен шучĕ те ӳснĕçемĕн ӳссех пыма тытăннă. Пĕр енче — çур тĕнчене тытса таракан Византи патшалăхĕ, тепĕр енче — урнă йытă пек сĕмсĕр аварсем. Аварсен ханĕ Лупутай, хăйне иккĕмĕш Аттил пек курса, пĕтĕм тĕнчене çĕмĕрсе тухатăп тесе, аслă çеçенхирте пурăнакан тĕрлĕ йăхсене хăй тавра пĕрлештерсе, пăлхар çĕршывне вĕçĕмсĕр тапăна-тапăна килет. Тăватă çул каялла тарăхса çитнĕ Купрат ăна питĕ лайăх аса кĕртнĕччĕ; Лупутайăн пĕтĕм çарне, илĕртсе, чакнă пек туса, ::Ас тинĕсĕ:Азов тинĕсĕ:: патне илсе тухтартарчĕ. Кайран вара, пур енчен те çавăрса илсе, пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкрĕ. Лупутая хăйне тыткăна илчĕ. Анчах путсĕр хан, тархасласа, ĕмĕр-ĕмĕр тус пулăп тесе сăмах панине шута илсе, ăна килне таврăнма ирĕк пачĕ. Çук çав, путсĕр анчăка шанма юрамасть. Лупутай кайран, Купрата пĕтерес тесе, Византипе те, Капкасри никама пăхăнман йăхсемпе те, килĕшӳ туса, Аслă Пăлхарстан патшалăхне тапăна-тапăна кĕчĕ. Кашнийĕнчех пăсăрлансем ăна чикĕ хĕрринчех пăсăрлантара-пăсăрлантара кăларса ывăтрĕç. Хальхинче вара пăсăрлансем те тытса чараймарĕç иккен, хальхинче чăн-чăн вăрçă пуçлама тивет...
Хуларан инçе мар, сарлака тăрăллă сăрт çинче Аслă Пăлхарстан патшалăхĕн тĕп ялавĕ шĕкĕр-элем çил çинче явăнать. Ун тавра ушкăн-ушкăнпа çарсем тăрса тухнă. Кашни çарăн хăйĕн пуçлăхĕ, хăйĕн элемĕ. Акă, упи йăхĕн çарĕ. Вĕсен элемĕсем çине упа ӳкерсе хунă. Упи йăхĕн тĕп ялавĕн тăрринче — упа хӳри. Шăхаль йăхĕн палли — акăш, вĕсен ялавĕсем çинче çак мăнаçлă та хитре кайăк туп-тулли. Улхаш йăхĕн элемĕсем çинче — айпăлта. Сăкăт йăхĕсен элемĕсем çинче — шурă парс... Çитмĕл çичĕ йăх, ăру тата ямахат паян шĕкĕр-элем тавра пуçтарăннă.
Алмăчавар, шĕкĕр-элеме алла илсе, кĕлĕ вуларĕ:
— Аслă Танкăр пире таса кĕрешӳре ертсе пырать. Аллине ĕмĕр сӳнми кăвар тытнă аслă Хаяр пире таса кĕрешӳ çулĕ хăш еннелле кайнине кăтартать! — хай сăмахне вĕçлерĕ алмăчавар.
Тахăш вăхăтра ăна йĕри-тавра хупăрласа илнĕ çарçыннисем сирĕлсе çул тума пуçларĕç. Алмăчавар, çав çулпа утса, урхамах-учĕ çинче Улăп пек ларакан Купрат патне пычĕ те ăна шĕкĕр-элем тыттарчĕ, унтан, пуçне тайса, сулахай аллипе тухăçалла тăсса кăтартрĕ:
— Сана, аслă та чаплă эльтепер, унта çĕнтерӳ тата ĕмĕрлĕх мухтав кĕтет!..
Купрат шĕкĕр-элеме, сулахай аллине тытса, çӳле-çӳле çĕклерĕ те çарçыннисене пурне те унпа мал еннелле кăтартрĕ:
— Сире унта çĕнтерӳ тата ĕмĕрлĕх мухтав кĕтет!..
— Утăрья! — янăраса кайрĕ вĕçĕ-хĕррсĕр çеçенхирте.
— Мухтав эльтепере!
— Мухтав Купрат-патшана!
— Ертсе кай пире, патшамăр, çĕнтерӳ çулĕпе!..
Патша сулахай аллинчи шĕкĕр-элеме таттиреке ывăтса пачĕ те сылтăм аллипе хĕçне туртса кăларчĕ:
— Юнташсем! — хĕçлĕ аллине çӳле çĕклерĕ вал, — аслă Аттил тата унпа пĕрле пĕтĕм тĕнчене чĕтретнĕ Улăп-паттăрсен хăвачĕ пирĕнпе пĕрле!
Унтан утне сулахай аллипе ăмринчен ачашшăн çапса илчĕ:
— Таппир, сиккипе!
Улма-чăпар ут мал еннелле çил пек ыткăнчĕ.
* * *
Пăлхарсен çарĕ, каçа хирĕç пысăк мар юханшыв урлă каçса, лапамран çӳллех мар сăрт çинелле хăпара пуçларĕ.
Ĕнтрĕкри хĕвел ури мал енчи тӳпене ӳкнĕ, вут-çулăм пек çунать. Хĕвел аннăçемĕн вăл чакса-сахалланса пымалла. «Мĕскер амакĕ! — тĕлĕнсе шухăшларĕ Купрат. — Хĕвел ури ансăрланса-чакса пырас вырăнне ӳссе-сарăлса, çур тӳпене хупăрласа илчĕ».
— Тахта! — утне тытса чарчĕ Купрат.
Ун патне çавăнтах хыçалта пыракан Кăрăмкул-ĕмпӳ сиктерсе пычĕ.
— Куратăн-и, — тухăçалла тăсса кăтартрĕ патша, — хĕвел ури мар ку, пушар, çеçенхир çунать.
Тапăнса килекен çарсене тытса чарас тесе, çеçенхирти курăка вут чĕртесси авалтанах пырать. Купрат тапăнса килекен византисемпе çапăçнă чухне хăй те сахал мар çак меслетпе уса курнă.
Ĕмпӳ, сылтăм аллипе куçĕ тĕлне карттус кисирукĕ пек тытса, чылайччен мал еннелле пăхса тăчĕ.
— Йĕртаулсене яр! — хушрĕ патша.
— Кăтрана та-и? — иккĕленнĕн ыйтрĕ ĕмпу.
— Кăтра текех ача мар, — сиввĕнреххĕн каларĕ патша. — Хĕр-пике те мар!..
Кăрăмкул-ĕмпӳ хыçалалла çаврăнса аллипе сулчĕ. Çав самантрах ун патне виçĕ юланут — аккайчасем — сиктерсе çитрĕç.
Йĕртаул виçĕ çартан тăрать: вĕсене тин кăна эрпĕлех пĕтерсе тухнă виçĕ çарпуçĕ ертсе пыраççĕ — Кăтра, Айтул тата Теккипел.
— Айтул — сылтăма, — кăтартрĕ ĕмпӳ аккайчасене. — Теккипел — сулахая. Кăтра-паттăр — тĕп йĕртаул! Васкăр!..
Куç хупса илмелĕх самантра виçĕ аккайча урăм-сурăм вăйпа кустарса янă кустăрмасем пек тĕрлĕ еннелле кайса курăнми пулчĕç.
— Тĕп çара хам ертсе пыратăп, — терĕ патша. — Атя, вут чĕртекен аварсене ăса кĕрт!
Кăрăмкул-ĕмпӳ учĕ те аккайчасем хыççăн сăрт хыçĕнче çухалчĕ.
Шĕкĕр-элемлĕ çар ним пулман пек Тан шывĕ еннелле кайрĕ.
Хĕвел анса тĕттĕмленсен, Купрат хăйĕн мĕнпур çарне тапăра тăма хушрĕ. Пăлхар çарĕнче кашни нукер, кашни çарпуçĕ хăш самантра мĕскер тумаллине пĕлет. Патша тапăра тăма хушнăранпа çичĕ çĕмрен пемелĕх вăхăт та иртмерĕ, — Шура Чатăр хатĕр те. Шурă Чатăр — патша чатăрĕ, чи аслă çарпуçĕ тăракан вырăн.
Тепĕр вунă-вуникĕ çĕмрен пемелĕх вăхăт хушшинче пĕтĕм тавралăх чатăрсемпе те хӳшĕсемпе тулчĕ, пин-пин кăвайт çуна пуçларĕ. Çав хушăра сылтăмра, йĕртаулсем кайнă енче тӳпене пилĕк çунакан çĕмрен вĕçсе хăпарни курăнчĕ. Ку — çĕнтерӳпе таврăнни. Йĕртаулсене йывăр килнĕ йулсан, тӳпене виçĕ çунакан çĕмрен вĕçсе хăпармаллаччĕ. Часах шурă Чатăр патĕнче ут ури сассисем, хыттăн кăшкăрашни илтĕнчĕ. Çӳле çĕкленĕ çунакан вутпуççисем пĕтĕм тавралăха кăнтăрлахи пек çутă кӳреççĕ.
Чатăр алăкĕ яриех çĕкленчĕ, шала ертелей кĕрсе тăчĕ.
— Кăрăмкул-ĕмпӳ! — пĕлтерчĕ вăл, патшана пуç тайса.
Ун хыççăнах Кăрăмкул, Кăтра, Айтул, Теккипел тата ытти çарпуçĕсем кĕрсе тăчĕç. Вĕсемпе пĕрле — аллисене çыхнă икĕ авар çарпуçĕ.
— Акă, аслă патшамăр, чĕнмен хăнасем! — терĕ вĕсем çине кăтартса ĕмпӳ. — Паллатăн-и?
Купрат хăй умĕнче пуçне усса таракан тăшманĕсем çине сăнаса-сăнаса пăхрĕ.
— Ха-ха, тахçанхи тус! — тĕлĕннĕн каларĕ вăл. — Акилпай!.. Лупутайăн ачалăхри тусĕ!.. Теприне вара палламастăп...
— Акилпай ачи. Асли, Шеттек! — ăнлантарчĕ ĕмпӳ. — Лупутай — Шеттекĕн аталăкĕ.
— Маттур, Кăрăмкул! — ăшшăн тав туре патша. — Ашшĕпе ывăлĕ. Эппин, Акилпай пире паян мĕн кирлине пĕтĕмпех каласа парать. Çапла-и, Акилпай?
— Аварсем хăйсен тивĕçне сутмаççĕ, — сиввĕн каларĕ Акилпай.
— Тивĕçне ан сут эсĕ, — кулса ячĕ Купрат. — Пире мĕн кирлине çеç кала. Тĕслĕхрен, хан хăй ăçта?
— Нимĕн те каламастăп. Вĕлерсессĕн те, вутра çунтарсассăн та...
— Ĕненетĕп, — тыткăнçа куçĕнчен тинкерчĕ патша. — Акилпая хăратма та, çĕнтерме те çуккине лайăх пĕлетĕп. Çав хушăрах тата... Астăватăн-и, Акилпай, çирĕм çул каялла висантисене хирĕç пĕрле кĕрешрĕмĕр. Висантисем ун чухне Аттилтан юлнă йăхсене пĕтĕмпех касса тухма хатĕрччĕ... Пĕрле кĕрешрĕмĕр те... çĕнтертĕмĕр... Халĕ мĕншĕн пирĕн çĕре те пирĕн пурлăха хапсăнмалла пулчĕ-ха санăн?
Тыткăнçă нимĕн те чĕнмерĕ.
— Астăватăн-и, Акилпай, Ас тинĕсĕ хĕрринчи çапăçăва. Висантисен ::аттикки:авалхи сăмах: çуран çар, пехота.:: никам пырса тапăнайми тимĕр шапа пек тăратчĕ. Пирĕн çĕмренсем те, сăнăсем те нимĕн те тăваймасчĕç. ::Миккитран:çăмăл утлă çар:: кунта усси çукчĕ. ::Амрита:йывăр кӳпеллĕ утлă çар. Купрат амритçисем нимле сăнă çĕмĕрейми купе, сапар тăхăннă, алтаспансемпе кăралланнă:: çапăçăва ятăмăр. Вĕсем те висанти аттиккин ĕречĕсене çĕмĕрсе кĕреймерĕç. Паллах, эпир аттиккине пур енчен те хупăрласа илсе, темиçе кун хӳтерсе, чĕрĕллех тытса илме те пултарнă. Анчах апла тума пирĕн вăхăт çукччĕ. Тинĕсре — висантисен карапĕсем, унта туп-тулли çĕнĕ çар. Висантисен аттиккине пирĕн çав çĕнĕ çар килсе çитиччен çĕмĕрсе тăкмаллаччĕ. Эсĕ вара питĕ лайăх шухăш патăн. Астăватăн-и?
— Вăл шухăша эпир пĕрле шухăшласа тупрăмăр, — кăмăлĕ уçăла пуçларĕ Акилпайăн. — Пĕрле, пĕрле, Купрат-патша. Сăмалаллă вутпуççисем...
— Çапла, пирĕн çăмăл çунатлă микитçăсем тĕттĕмленсе çунакан вутпуççисем тĕрлĕ енчен ывăтма тытăнчĕç. Шатăртатса çунакан вута хирĕç темле купе тăхăнсан та чăтаймастăн. Висантисен аттикки самантрах сикпăрçа ернĕ йытă кĕтĕвĕ пек пулса тăчĕ. Пире çавă çеç кирлĕ. Пирĕн амритçăсем, йывăр алтаспанĕсемпе çул уçа-уçа, висантисен хушшине кĕрсе кайрĕç. Эсĕ чи малтисенчен пĕриччĕ. Çавăн чухне эсĕ йывăр амантăн...
— Купрат, аса илтермесессĕн те пĕлетĕп, — йывăррăн сывласа илчĕ Акилпай. — Ун чухне мана эсĕ çăлтăн. Анчах та ку вăл халĕ эпĕ сан тусу пулассине пĕлтермест. Эпĕ ант туна, ĕмĕр-ĕмĕр Лупутайпа пĕрле пулма сăмах панă. Пĕлетĕп: хам сăмаха эпĕ тытатăпах.
— Эппин, чĕрĕллех ӳтне сӳмелле пулать. Ку та пулăшмасан, шалча çине лартмалла пулать...
— Ку та, вăл та, ним те пулăшмĕ сана, Купрат, — пуçне енчен енне сулчĕ Акилпай.
Патша куçĕ çиçĕм пек çиçсе илчĕ:
— Сана мар, ывăлна... Шеттекна... Эсĕ ăна мĕнле юратнине пĕлетĕп эпĕ...
Акилпай, хăранипе кăшкăрас тенĕн, пуçне ялт çĕклерĕ, сасартăк унăн куçĕнче пурнăç вăйĕ сӳнчĕ, вăл, хай хăранине палăртас мар тенĕн, аяккалла пăха пуçларĕ.
Купрат çакна асăрхарĕ:
— Эй, Шеттекĕн кĕпи-йĕмне хывса илĕр те!.. — хыттăн хушрĕ вал. — Акилпай, кур. Сан куçу умĕнчех юратнă ывăлна... Е мана мĕн кирлине калатăн-и?.. Çук, эппин...
Патша, хушнине тăвăр тесе, аллине сулчĕ. Куç хупса илмелĕх самантра Шеттек çинчен мĕнпур тумне хывса илчĕç.
— Малтан вутпа çунтарăр! — хушрĕ Купрат.
Çавăнтах темиçе вутпуççи Пихампар пек хитре çамрăка ĕнте пуçларĕç. Таврана ĕнĕк шăрши çапрĕ.
— Кала, Акилпай, кала, ăçта хан? Тан шывĕн ку енче-и? — асаплантаракансене чарăнма хушса, каллех калаçăва пуçларĕ Купрат.
— Салтăр алла! — сасартăк каларĕ Акилпай.
— Атте, ним те ан кала! — кăшкăрчĕ Шеттек.
— Аçуна ан вĕрент, ачам! — сиввĕн каларĕ Акилпай, аллине салтнă хыççăн хусканусем туса. — Аçу ватă ĕнтĕ, мĕн çисен мĕн ĕçмеллине пĕлет. — Унтан патша енне çаврăнчĕ. — Эпир санпа, Купрат, туссем пулнă. Эпир пĕр йăхран тесессĕн те пырать. Пирĕн чĕлхе пĕр. Пирĕн асаттесем аслăран та асла Аттила хăйсен пĕртен-пĕр патши тенĕ. Пирĕн ӳлĕмрен те пĕрле пурăнмаллаччĕ те... Анчах пурнăç эпир ĕмĕтленнĕ пек çеç аталанса пымасть çав, нимĕн тума та çук. Тискер шăпа пире вутлă çырман икĕ енне тăратрĕ. Эсир халĕ — пăлхарсем, эпир — аварсем... Пирĕн пĕр тĕрлĕ пурнăç, сирĕн — тепĕр тĕрлĕ. Анчах этемĕн тивĕçĕ пĕрре кăна. Чăн-чăн этем хай тивĕçне нихăçан та сутмасть. Ăна эсĕ, Купрат, манран та лайăх пĕлетĕн, унсăрăн аслă патша пулаймастăнччĕ...
Акилпай сасси йăвашланнăçемĕн йăвашланса пычĕ. Çакă улталарĕ те — Купрата та, теккерсене те...
Сасартăк, шурă парс пек сиксе ӳксе, ватă Акилпай çывăхри теккерĕн пиçиххинчен çакса янă анкарне туртса кăлăрчĕ те чĕрĕм хушшинче хăйне мăйĕнчен кĕрĕслеттерсе чикрĕ. Туп-тулли сывлăш тултарнă хăмпа шăтарнă хыççăнхи пек ха-а-ашлатни илтĕнчĕ, Акилпай çавăнтах Купрат патша ури умне тĕшĕрĕлсе анчĕ.
— Эх, Акилпай, Акилпай! — куççулĕ тухрĕ Купратăн. — Чăн-чăн Улăпчĕ эсĕ. Санпа пĕрле çуттĕнчерен юлашки Улăп çухалчĕ пулĕ. — Куççульне шăлса илчĕ. — Эй, Шеттеке тумлантарăр! Антив, ашшĕне кĕлтуса пытартăр.
* * *
Эрне ытла ĕнтĕ пăлхарсемпе аварсем тискер вăрçă çулăмĕнче çунаççĕ. Кашни кун — юнлă çапăçу, анчах паян куна çитсе те Купратăн шĕкĕр элемĕ Хаяр-турра вĕл-вĕл вĕçсе саламлаймарĕ-ха.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...