Хĕн-хур айĕнче :: Пĕрре, çурхи каç...
Тăманлă, тĕксĕм сив хĕл кунĕссм
Иртейрĕç аран... Çитрĕ çуркунне.
Ушкăн-ушкăнпа вĕçен кайăксем
Килеç кăнтăртан Кушлавăш енне.
Çăра сĕм вăрман каллех тумланать,
Пур кайăксене витсе хӳтĕлет;
Шур хурăн çинче куккукĕ куклать,
Ĕшне хĕрринче шăпчăк çĕмĕрлет.
Кушлавăш ялĕ те, хĕн-хура мансах,
«Çу çитрĕ» тесе йăпатать хăйне;
Ĕçчен хресченсем юр кайсассăнах
Пуçларĕç сарма хĕсĕк уй çĕрне:
Кăклаççĕ тымар вăрман хĕрринче,
Çĕтеççĕ çерем уçланкăсенче.
Хавас çуркунне çитсе тăнине
Курса савăнать мĕнпур чĕрĕ чун,
Хура пӳрт çынни те хавшак ăш-чикне
Тулта ĕçлесе уçать кунран-кун.
Сывалнă Чакка та, вилесрен юлса,
Тухать халь, çӳрет, ĕçе хутшăнать;
Тăван шăллĕпе пĕрле вăй хурса,
Çурхи акана та хăех вăл тăвать.
Анчах хуть мĕнре ĕçленĕ çĕрте
Усал нушине вăл çаплах манаймасть.
Иртнийĕ çех мар, малашлăхĕ те
Ăна хăратать, пĕр канăç памасть.
Пĕр шиксĕр, аван пурăнас тесен,
Ун хырçă1 татма укçа тупмалла.
Ăна сахал мар, кĕре çитиччен
Улт-çичĕ тенкех тупса хумалла.
* * *
Чечен кун иртсе тӳлек каç пулать.
Кушлавăш ялĕ хавассăн сывлать.
Каçпа пĕтĕм çамрăк хăпать урама.
Пуçлаççĕ вĕсем яла чун пама.
Урам вĕçĕнчи симĕс çеремре
Яш-кĕрĕм сасси шăв-шавлăн янрать,
Вĕсенĕн юрри тӳлек сехетре
Инçе, инçете юхса шăранать.
Ак ташă юрри каять таврана.
Шарт-шарт! ал çупса юрлаççĕ ăна:
Татса сарнă пусана
Çил вĕçтерчĕ вăрмана.
Эп каларăм-çке сана:
— Ан кай терĕм урçана!..
Итлемерĕн эс мана.
Ху пĕтертĕн ху пуçна:
Пăхрăн пысăк пурлăха —
Кĕрсе ӳкрĕн хурлăха.
Урçа-каччă хыт йысна —
Харсăрланнă ват сысна!
Хĕрхенмест вăл çамрăка:
Питĕрет те алăка
Пăхтармастъ те кантăкран;
Кăлармасть каç урама.
Кăшт тухсан та хапхаран, —
Хăй тухать кĕç сыхлама!
Маттур çамрăксен хастар юррипе —
Юрлать темелле пĕтĕм ял хушши;
Нумай урасем харăс тапнипе —
Çĕре чĕтретет арçынсен ташши.
Ак çак самантра Тайпи, килĕнче,
Пĕчĕк ачипе ларать йăпанса;
Ачи ун Илюш — амăш çумĕнче,
Хуйха-мĕн пĕлмест, ларать çуйхашса.
Чакка килте çук.
Кичем вăл çук чух.
Эрне ак çитет, вăл кӳршисемпе
Кайсаччĕ лава Шупашкар енне...
Унтан çуркуннех пĕр хуçа килсе
Чĕр тир, ăвăс, пыл пухсаччĕ илсе.
Халь çав тавара улт-çичĕ лавпа
Кайнă тиесе вырăс хуçапа.
Лава кайнисем (Чакка та пĕрле)
Пулнă таврăнма тăватă кунтан.
Ак иртрĕ эрне — килмерĕç темле!
Килте шикленеççĕ лавçăсем çукран.
Тайпи çавăнпа кĕçĕр каçхине
Хура пӳртĕнче ларать тĕмсĕлсе.
Юрă сасси çех ун тĕксĕм пӳртне
Парать чĕрĕ чун, кантăкран кĕрсе:
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Çиçĕм çиçет, çиçĕм çиçет, —
Çиçĕм çиçки — ланчашки.
Çумăр иртет, çумйр иртет;
Иртрĕ çумăр юлашки...
Тухăр, тухăр, çамрăксем,
Пурте аслă урама!
Симĕс çерем — тӳп-тӳрем —
Пухăнар-и выляма.
Чашăкки-чашăкки шур пăрçа, —
Сирпĕтмелле выляр-и?
Мерчен шăрçа— çут шăрçа, —
Пин пăрçаран тупар-и?
Çут мерченне тупайсан,
Ывăç çинче усрăпăр;
Чун савнине тĕл пулсан,
Савăнма-çке чухлăпăр...
Сасартăк вăйă-юрă чарăнса,
Мĕнпур пек çамрăк чăл-пар саланать.
Унти Ятарин те часрах, хыпăнса,
Хăйсен кил енне çерçи пек чăмать.
Ятарин килте. Кĕрет вăл пӳртне.
Кăнь-кань пăхкалать, курать инкĕшпе;
Шур шĕлепкипе тĕрĕллĕ халатне
Хывать те çакать, пуçлать сăмахне:
— Инке, теп, инке! Çӳçенчĕк хыпар
Эпир илтрĕмĕр халĕ, вăйăра...
Хумпуç ялĕнчен килекен Юксар
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...