Хĕн-хур айĕнче :: Юнлă мунча хыççăн
Каçхи тĕттĕме ерипен сирсе
Хĕрӳсĕр хĕвел курăнчĕ аран;
Çурт çийĕсемпе шăхăрса, йĕрсе,
Хĕвеланăç çилĕ вĕрет тапхăртан.
Лутра пӳртсенчен унтан та кунтан
Çăра кăвак тĕтĕм тухать палкаса;
Ирех вăраннă анканă çăхан
Уй урлă вĕçет, хыт кранклатса.
Кантур «хăватне» курнă чухăн ял
Сас-чӳсĕр паян ларать тĕмсĕлсе;
Пĕр ват чăрăш çеç — чĕлхесĕр хурал —
Кашлать унта тек, уса вĕçтерсе1.
Çак лăпкă ялта, Тукас вĕçнелле,
Пĕр шăтăк — кил-çурт тăрать курăнса.
Ун килкартинче, хапха еннелле,
Пĕчĕк хура пӳрт ларать лăпчăнса.
Ку хăрăк кил-çурт — Итапай пиччен;
Хăй чухăн пирки — çурчĕ те черчен.
Старикĕн ячĕ — хут çинче Ласăр.
Анчах, пуп хунă ята юратмасăр,
Килте урăх ят панă, тет, ăна.
Вара — Итапай тенĕ ку çынна.
Яш чух Итапай йывăрнех туйман,
Ун чух вĕт унта пуçлăхсем пыман.
Кам пытăр ун чух вĕсен кĕтесне —
Таçти, улахри вăрман сĕмлĕхне?!.
Çӳренĕ кунта вăл хăлат пек вĕçсе
Е каскăн пăши пек маттуррăн сиксе;
Сунарçă ĕçне юратнă чунтан —
Сăсар, тилĕ, юс асран ун тухман.
Старик Итапай çакăнти çĕре
Вырнаçнă килсе ашшĕпе пĕрле.
Ун ашшĕ Яртух, хастарлă хресчен,
Кунта куçса килнĕ Çавал вурринчен2.
Тыр-пул пулмасан та, ĕçчен Итапай
Малтан хăйне хăй пурăннă самай:
Карташ тулли ун пулнă выльăххи, —
Ик-виçĕ лаша та улт-çичĕ ĕне...
Выльăх пулмасан, çĕр аки-сухи
Ун чух тăрантман кунти хресчене.
Çапла пурăннă малтан Итапай.
Анчах та пурнăç ăнман пĕрехмай:
Пĕр выçлăх çулне, сисмен вăхăтра,
Пушар пĕтерет унăн кил-çуртне.
Мĕнпур пек вăйне хурса, хăвăртрах,
Лартать вăл çĕн çурт кăмрăк вырăнне.
Çуртне лартсанах, пĕр-икĕ çултан,
Усал хурахсем хуплаççĕ ăна:
Пур пек лашине çулла, вăрмантан,
Кĕтмен хушăрах каяççĕ тытса.
Кайран туяннă пĕртен-пĕр лаши,
Тем чĕмерипе, ӳкет те вилет.
Ытти выльăхĕ пĕр-ик çул хушши
«Тухатмăш-мурпа» йăлтах хирĕлет!
Инкек-синкекпе Итапай пĕтет,
Ялан кулянса ун ăсĕ çĕтет.
Çапах та хуллен вăл çӳретчĕ-ха,
Майлатчĕ хăех пур-çук пурлăха.
Анчах халь, ĕнер, пурмиспа тиек
Ватса çĕмĕрни пĕтерчĕ ăна.
Кун-çул тайăлсан çакланнă инкек
Йăлтах тĕп тăвать йӳтенĕ çынна.
Паян ирхине ак çак хура пӳртре
Тӳсми суранпа вăл асаплăн вилет.
Ун карчăкĕпе хĕрĕ — Кулине —
Чунтан кăшкăрса йĕни илтĕнет.
Яртух Итапайĕн çемйи пысăк мар;
Пĕр карчăк тата ик хĕрĕ анчах.
Чипер хĕрĕсем ун сăпайлă, вăр-вар, —
Çынпа пит йĕркеллĕ, ĕçре — пит пуçтах.
Пĕр хĕрĕ — Тайпи, тепри Кулине,
Кӳреççĕ вĕсем ял-йыш илемне.
Тайпи халь арăм. Ачи те ун пур.
Вăл качча тухни çитет пилĕк çул.
Тайпи — чĕрĕ çын, ĕçчен те маттур,
Анчах çак ĕçченлĕх кӳмен ăна мул.
Качча вăл кайнă ашшĕ панипе —
Маттур каччăна хăй те савнипе.
Каччи ун пулнă хăй пек чиперскер,
Ялтах, пĕр касрах, — Чакка ятлăскер.
Анчах Чаккана, хунĕпе пĕрлех,
Хурал умĕнче хĕнерĕç ĕнер.
Кантур пуçĕсем ăна çилленсех:
— Ку пĕттĕр! — тесе туларĕç тискер.
Чакка та пирĕн ак çавăн пирки
Вилес пек выртать паян кунхине.
Ват ашшĕ вилет пулсан та, Тайпи
Унта каяйман, — пăхать Чаккине.
Чакка ачаллах юлнă тăлăха:
Ашшĕ вилнĕ чух пулнă тăххăрта,
Амăш вилнĕ чух — вун пилĕк çулта.
Тăлăх çамрăклах курнă хурлăха.
Тата унпала нуша пурнăçа
Юлнă пĕр шăллĕ — нишлĕ Ятарин.
Çак шăллĕшĕн те ку çамрăк пуçа
Килет тӳсмелле пурне те туллин,
Ўссе çитсенех, пĕр çирĕм тĕлне,
Авланнă Чакка — илнĕ Тайпине.
Анчах, авлансан пĕр-икĕ çултан,
Кĕтмен çĕртенех ялти пĕр пуян
Чакка пурнăçне таптать çĕрпе тан.
Хальхи пур инкек те тухать, çакăнтан.
Вĕсен ялĕнчех, Тукас варринче,
Сиксех пурăнать пуян Алапит.
Кун пек çын сайра Кушлавăш енче;
Никам умĕнче чакман вăл пĕр шит.
Алапит паллă. Куштан вăл, хаяр.
Пурмис-тиекпе те вăл тус пурăнать!
Мулне пула ун йыш те пĕчĕк мар:
Виç ывăл, пĕр хĕр унăн ял касать.
Пĕрре, темĕнле, ял тĕлĕнмелле,
Куштан Алапит хăй те сисмесле,
Ун хăй савакан вăтам ывăлне
Чĕнеççĕ хăвăрт салтак службине.
(Салтак пурнăçĕ хĕн пулнă авал,
Ана чухлама çитмест пирĕн хал:
Каян салтака — иртет ĕмерӳ,
Калла киличчен шуралать çӳçӳ!)
Алапит, усал хыпара илтсен,
Сикет те тăрать мулне ĕненсе.
Пырать вăл часрах вулăс кантурне —
Мулпа та пылпа çаврать тиеке.
(Кунта пĕлмелле ĕлĕк мĕнлине:
Камра-ха пулнă леш тĕп кĕнеке?)
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...