Шурă акăш çулĕ :: Хусана парăнтарни
Çак ĕçсене хатĕрленсе ирттернипе пĕрлех вырăс çарĕсем хула тулашĕнче Хусан хӳтĕлевçисене пулăшакансемпе вăйлă çапăçусем ирттерчĕç. Арçа уйĕнче нухайсене çĕмĕрсе тăкнă Горбатый-Шуйский хăйĕн çарĕпе вĕсем тытса тăнă Арçа çĕрне Шурă Атăл патне çитичченех ярса илчĕ. Çавна май вăл тутарсен лайăх хутĕленнĕ тĕркеçне те çĕмĕрсе тăкрĕ. Унтаа Хусана хӳтĕлекенсен тĕп склачĕ пулнă-мĕн. Складри çар кăралĕсемпе апат-çимĕç пĕтĕмпех вырĕссен аллине куçрĕ. Тепĕр вунă кунран Шуйский отрячĕ унтан вырăссен тĕп тапăрне пысăк обозпа çăнăх, вир кĕрпи тиесе, çĕршер пуç выльăх хăваласа таврăнчĕ. Çапла вара тăвăл вăхăтĕнче туснĕ çухатусене саллаштарнă теме те юрарĕ. Çинех Шуйский тутар тĕркеçĕнче тыткăнра пурăннă вырăссене те ирĕке кăларчĕ.
Крепость çывăхĕнче юлнă çарăçсем те алă усса ларман. Выродков дьяк ертсе пынипе вĕсем куçса çурекен башня евĕр турсем туса хатĕрлерĕç, вĕсем çине хăватлă тупăсем хăпартса лартрĕç. Ултă хăлаç çуллĕш башньăсем крепость стенисенчен те çуллĕрех пулса тухрĕç. Çĕрлехи тĕттĕмпе усă курса вĕсене катоксем çине лартрĕç те крепоçăн Патша хапхи умнех пырса тăратрĕç, ир-ирех крепость стенисене те, хупари çурт-йĕре те хăватлă тупăсенчен пере-пере сирпĕте пуçларĕç. Вĕсемпе пĕр харăсах стрелецсем стена çинчи тутар çарăçĕсене пищальсенчен вĕтелеме тытăнчĕç. Халĕ ĕнтĕ хулана хӳтĕлекенсем çухату кунран кун нумайрах та нумайрах тӳсрĕç. Пурĕ пĕр вĕсем çав-çавах харсăр çапăçрĕç-ха, тăрсан-тăрсан хула тулашне тухса турсене аркатма та хăтланкаласа пăхрĕç.
Вăхăт вара иртет те иртет. Хусана хупăрласа илнĕренпе улттăмĕш эрне кайрĕ ĕнтĕ. Кĕр кунĕсем пуçланчĕç. Ратниксем çĕрлесенче сулхăн çапнипе ниепле ăшăнаймасăр нушаланчĕç. Хулана хутĕлекенсем вара пысăк çухату тӳснине, выçаллă-тутăллă пурăннине пăхмасар хирĕç çав-çавах вăйлă тăчĕç. Ĕç-пуç каплах тăсăлса пырсан, патша калашле, çак хула çумĕнчех хĕле кĕресси те сисĕне пуçларĕ. Çакна ăнланса çитнĕ воеводăсем пухăнса канашларĕç те Хусана ниме пăхмасăр çывăх кунсенчех илме йышăнчĕç.
Татăклă çапăçăва хатĕрленессине турсене крепость хапхисем патнех куçарнинчен пуçларĕç. Ку ĕçре каллех Питтăпай мăрса чăвашĕсем çав тери пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Ĕçĕ пĕр çĕр варринчех питĕ хăвăрт пулса иртнĕрен тутарсем вырăс çарăçĕсене нимпе те чăрмантараймарĕç, хăватлă тупăсем карман хӳнне туррĕн кĕрслеттерсе ишме тытăнчĕç. Капла нумаях хӳтĕленеймессе туйса тутарсем вырăссене каялла чакарма тесе хула тулашне тухсах тытăçу пуçарса ячĕç. Анчах вĕсен уçă çĕрте çапăçмалăх вăй юлманччĕ ĕнтĕ. Вырăссем тутарсене хăйсене хăвала пуçларĕç те вĕсемпе пĕрле хула хапхинчен те кĕрсе кайрĕç. Юрать-ха пысăк йышпа мар. Çитĕнĕве çирĕплетмешкĕн вăй сахалран Воротынский кнеç патшаран пулăшу ыйтрĕ. Анчах Тăваттăмĕш Ивана ку çĕнтерӳ ăнсăртран çеç пулнă пек туйăнчĕ, çавăнпа вăл кнеçе хуларан тухса унчченхи вырăнтах çирĕпленсе тăма хушрĕ. Чăн та стрелецсем Арçа башни çинчен анмарĕç, пищальсемпе лайăх хĕç-пăшапланнăскерсем ăна алăран вĕçертес темерĕç. Хӳтĕленме çĕмăлрах пултăр тесе вырăс çарăçĕсем çак башня патне пыма хывнă кĕперпе çывăхри стена сыпăкĕсене вут тĕртсе çунтарса ячĕç. Вĕсене çĕнĕрен хăпартас тесе тутарсем çĕрĕпе пура пураларĕç, кайран, вырнаçтарса лартсан, тăпра йăтса тултарчĕç, çапах хутлĕхе унчченхи шая çитерсе ĕлкĕреймерĕç. Тепĕр кун Пукрав уявне пăхмасăр вырăссем каллех хаяр çапăçу пуçарса ячĕç, ăнăçу пулма пултарас тĕлте крепость стенине ир-ирех пĕтĕм артиллерирен кĕрслеттерме тытăнчĕç. Хăватлă тупăсем ывтăнтаракан чукун йĕтресемпе сулмаклă чул катăкĕсем ăна тĕллĕн-тĕллĕн çĕрпе танлаштарсах хучĕç. Çав хушăрах Питтăлай чăвашĕсем çак тĕлти тарăн ура çĕрпе те чулпа туптарса лартрĕç, сарлакарах вырăнсенче кĕпер хывма та ĕлкĕрчĕç. Çакна асăрхама ĕлкĕрнĕ Иван патша миçемĕш хут ĕнтĕ вăрçа чăвашсене явăçтарма пултарнăшăн савăнмаллипех савăнчĕ. Ара, чăваш элчипе туслăх грамоти çине алă пуснăшăн тата Мускава пынă чăвашсене хаклă парнесемпе хĕç-пăшал чылай парса янăшăн хăш-пĕр боярсем ăна хурлама та пăхнăччĕ. Иван патша çĕнтерӳпе таврăнсан кăтартĕ-ха вĕсене кам тĕрĕс тунине...
Çапла вара кун вĕçленнĕ тĕле вырăссем хулана кĕме май паракан пур хатĕрленĕве те туса çитерчĕç теме юрать. Пĕр ĕçсĕр пуçне... Воеводăсем пур çарăçа та вырсарни кун, юпа уйăхĕн иккĕмĕш кунĕнче, татăклă çапăçăва кĕресси çинчен пĕлтерсе хучĕç.
Пĕрремĕш ретре казаксемпе боярсен çыннисенчен йĕркеленĕ полксене яма йышăнчĕç. Çавнашкал полксем пилĕкшер пин юлан утçăран, пищальлĕ пиншер стрелецран, ухăпа тата вăрăм авăрлă сăнăпа хĕç-пăшалланнă сакăр çĕршер казакран тăнă. Полксенчи çуран çарăçсен хăйсен умĕпе кустăрмаллă е катоксем çине лартнă хутлĕхсем тĕртсе пымалла пулнă. Иккĕмĕш ретре воеводăсем ертсе пыракан тĕп вăйсене яма палăртрĕç. Хыçалта вара патша дружинипе иккĕмĕш ретре çапăçакансене пулăшма кирлĕ запас полксем юлчĕç.
Татăклă кун умĕнхи çĕре кĕчĕç. Каллех священникпа вăрттăн калаçса чунне лăплантарнă хырçăн Тăваттăмĕш Иван ирхи çапăçăва хатĕрленме тытăнчĕ. Кĕçех Воротынский кнеç ăна туса пĕтереймен юлашки ĕçе те хатĕрленсе çитни çинчен пырса пĕлтерчĕ.
— Государь, Арçа хапхи айне тар хунă, çавăнпа тек тăхтама юрамасть. Тар вăл çĕр айĕнче пăртак выртсан нӳрелнипе сирпĕнмессе те пултарать, — терĕ кнеç.
Патша çавăнтах полксене çапăçу пуçланасси çинчен пĕлтермешкĕн хыпарçăсем ячĕ, хăй вара ирхи кĕлле васкарĕ. Нумая пыман кĕлĕ хыççăн Тăваттăмĕш Иван вăрăм авăр çине патша ялавне çакса яма хушрĕ. Ăна çĕкленĕ-çĕклемен полксем те хăйсен ялавĕсене çӳлелле хăпартрĕç. Пур çĕрте те параппансемпе сăрнай сассисем янăраса кайрĕç. Çарăçсем кашни хăйĕн вырăнне йышăнчĕç.
Сасартăк аслатирен те хăватлăрах сасă хăлхана çурасла хаплатрĕ. Тавралăх çĕр чĕтреннĕ чухнехи пек хускалса илчĕ. Арçа хапхипе ун çумĕнчи стена сыпăкĕсем куç умĕнчех ишĕлсе анчĕç. Унччен те пулмарĕ, пирвайхинчен те вăйлăрах тепĕр сирпĕнӳ сасси хăлхана хупларĕ.
— Турă пирĕнпе! — кăшкăрса ячĕç воеводăсем. Çавăнтах вуншар пин арçын хăватлă хумпа хула патнелле хускалчĕ.
Тутарсем вĕсене: "Магомет! Пурте юртшăн вилĕпĕр!" — тесе кăшкăрса кĕтсе илчĕç.
Ку таврара халиччен ĕмĕрне пулман хаяртан та хаяр тытăçу пуçланса кайрĕ. Тутарсем карман хӳнен ишĕлчĕкĕсем çинче вилĕм çинчен пач шухăшламасăр çапăçрĕç, вырăссене ухăран печĕç, хĕçпе вакларĕç, çӳлтен вĕри шыв тăкса пĕçертрĕç. Анчах çакă тапăнакансене чараймарĕ. Вĕсем пĕрисем стена ишĕлнĕ тĕлте шала кĕрсе кайрĕç, теприсем ишĕлмен тĕлте пусмапа тата пĕр-пĕрин хул пуççийĕ çине тăра-тăра çуле хăпарчĕç. Патша хăйĕн дружинипе крепость патне çитнĕ тĕле унăн стени çинче вырăс ялавĕ вĕлкĕшетчĕ ĕнтĕ. Анчах çапăçу çав-çавах хаяррăн пычĕ-ха, вăл халĕ хĕсĕк те кукăр-макăр урамсене куçрĕ. Кунта вара пăшал пурри ниме те пĕлтермест. Хӳтĕленекен тутарсем хайхи вырăссене хĕçпе те ятаганпа витерме тытăнчĕç. Ку тĕлĕшпе вĕсем тапăнакансенчен чылай ăстарах-мĕн. Кĕçех малта пыракан вырăс çарăçĕсем ырса-хавшаса çитрĕç, çухату та нумай тӳснĕрен пулăшу ыйта пуçларĕç. Анчах вĕсем хыççăн пыраканнисем çапăçасси çинчен маннă ĕнтĕ, вĕсем пуян çуртсене кĕре-кĕре тустарма тытăннă. Çакна асăрханă тутарсем вырăссене хирĕç атакăна çĕкленчĕç. Патша çарăçĕсем тӳсеймерĕç, вилĕмрен хăтăлас шутпа тарма тытăнчĕç. Юрать çак самантра çапăçу вырăнне хăйĕн дружинипе Иван патша пырса çитрĕ. Вырăссем тарнине курсан вăл тарăхсах кайрĕ. Анчах халь тин ятлаçса тăмалли самант мар.
— А ну, маттурсем, ут çинчен анăр! — хушрĕ вăл хăйĕн дружинине. — Кăтартăр çак хăравçă мулкачсене тăшманпа еплерех çапăçмаллине!
Кӳпепе шлем тăхăнса хӳтĕленнĕ дружинниксем тапăнакан тутарсен ретне хирсе кĕчĕç, каялла хĕсме тытăнчĕç. Çарăçĕсем сехетсерен сахалрах та сахалрах юлнăран Этикер ханăн ирĕксĕрех хăйĕн керменĕ патне чакса кайма тиврĕ. Çакăн хыççăн дружинниксем патша патне таврăнчĕç, тутарсене вара казаксемпе тин çеç кунта чĕнсе илнĕ Чакăр мăрса çарăçĕсем хĕсе пуçларĕç. Ĕç-пуç кунта йĕркеленсе кайнине хăй куçĕпе курса ĕненнĕ Тăваттăмĕш Иван дружинипе малалла, çапăçу пыракан ытти вырăнсене тĕрĕслеме-сăнама кайрĕ.
Керменрен хăваласа кăларнă тутарсен пĕр пайĕ хулан аял енне, Казанка юхан шывĕ еннелле уçăлакан Елабуга хапхи патне чака пуçларĕ. Чакăр ăнланнă тăрăх вĕсем хăйсен ханне Этикере çăласшăн пулчĕç пулмалла. Тепĕр пайĕ вара хана йĕрлекен казаксене тытса чармашкăн тăрăшрĕ, юлашки вăйне пухса вĕсене вăйлах аркатма тытăнчĕ.
— Эй, чăваш воеводи, пулăш пире хăвăртрах. Унсăрăн пăссăрмансем вĕлерсе пĕтереççĕ! — йăлăнса кăшкăрчĕ казаксен асли.
Чакăр, Этикер ушкăнне хăвалаканскер, лару-тăрăва хăвăрт кăна хакласа илчĕ те хăйĕн çур тӳменне хан керменĕ çумĕнчи тӳртум еннелле çавăрчĕ. Кĕçех чăваш çарăçĕсем тутарсене Кул-Шериф мечечĕ çумне хĕссе лартрĕç. Кунта хутĕленекенсене пулăшма мечет имамĕ Кул-Шериф хăй тухрĕ, тутарсене хĕсекенсемпе алла хĕç тытсах çапăçа пуçларĕ. Мĕн тăвăн, хĕç тытнă тăк эсĕ ĕнтĕ Турă çынни мар... Часах имама та çапса антарчĕç... Сехет çурăран çапăçу вĕçленчĕ. Унта та кунта çеç чĕрĕ юлнă уйрăм çынсене хăваларĕç. Халран кайиччен ырса çитнĕ Чакăр мечĕтрен аялахра чарăнса ут çинчен анчĕ те çӳллĕ курăк çине тăсăлса выртрĕ. Шăмшак лаш кайнипе рехетленсе вăл самантлăха çапăçу çинчен те, хăрушлăх çав-çавах тĕппипех иртменни çинчен те манчĕ, месерле выртаканскер, пĕлĕте тинкерчĕ. Тин çеç тап-таса пулнă тӳпе хуралса килет иккен, пĕлĕтсем хытах куçаççĕ. Чим, ара çил те вăйланчĕ мар-и? Çанталăк пăсăласса ку.
Сасартăк юнашарах çынсем таплаттарса чупни, тăруках чарăнса тăни илтĕнчĕ.
— Тăшман кунта! — терĕ такам чăвашла шăппăн.
— Чиксе пăрах ăна! — терĕ тепри. — Вара пирĕн хыççăн чуп!
Сыхха хăнăхнă Чакăр самантрах вăшт кăна сиксе тăчĕ. Питĕ вăхăтра турĕ вăл çакна, ма тесессĕн çавăнтах мăрса тин çеç выртнă тĕле сулмаклă сăнă пырса тăрăнчĕ. Кам пенине асăрхичченех Чакăр кăшкăрса ячĕ:
— Эй, кам ухмахĕ унта? Хамăрăннисене вĕлересшĕн-им?
Каласа та пĕтереймерĕ, хăйне хирĕç пĕр тĕреклĕ тутар нукерĕ хĕçне малалла кăнтарса çывхарнине курчĕ.
— Эсĕ, путсĕр этемкке, хамăрăннисем мар! — хуравларĕ вăл Чакăра чăвашлах. — Эсĕ-сутăнчăк! Чăваш пулсан та чăвашсене хирĕç тăратăн!
Çапăçса тăраннă Чакăрăн татах тепĕр çынна вĕлерес килмерĕ. Ара, кам çĕнтерни паллă ĕнтĕ, ма ахалех юн тăкмалла.
— Итле, эсĕ те чăваш, эпĕ те чăваш, — терĕ вăл. — Ăнланатăп, эсĕ Хусан ханĕ майлă, эпĕ вырăссемпе килнĕ. Анчах вĕсем пĕр-пĕринпе татăлчĕç ĕнтĕ. Халь тин пирĕн, чăвашсен, ма-ха пĕр-пĕринпе çапăçса юн тăкмалла? Хĕçне пăрах та уттар килнелле. Эпĕ сана тивмĕп.
— Çук, сутăнчăк этем! Эпĕ — Аслă Пăлхарăн мухтавлă ханĕ Пулат тăхăмĕн çынни, çапăçу хирĕнчен хĕç пăрахса кайма пултараймастăп! — çирĕппĕн хирĕçлерĕ нукер.
Чакăр ăна шăтарасла тинкерсе пăхрĕ. Вăтăрсенчи тĕреклĕ çын. Тăрăхла питлĕ, тӳрĕ сăмсаллă, сухалĕ кĕске те çăра — ахăртне хуçи ăна тăтăшах тирпейлет. Хура куçĕ çиçсе кăна тăрать, çынна куçран шăтарасла пăхать. Тумланасса та вăл çапăçăва мар, уява тухнă пек атлас кафтанпа пурçăн шăлавар тăхăннă. Хӳтлĕх купи çанăсăр. Çукран мар, паллах, çапăçма меллĕрех пултăр тесе. Эппин ку этем çапăçăва çав тери пысăк пĕлтерĕшпе, пĕтĕм чун-хавалтан çĕкленсе тухнă.
— Эппин эсĕ Мухтавлă Пулат хан тăхăмĕнчен-ха? Анчах вăл чăвашсен уйрăм ханлăхне йĕркелесе ярасшăн пулнине пĕлетĕн-и? — ыйтрĕ Чакăр. — Пĕлетĕн-и çак ĕмĕтпе хăйĕн икĕ ывăлне Сĕве леш енне тартнине?
Халĕ ĕнтĕ нукер Чакăра тимлĕн тĕсесе пăхрĕ.
— Вĕсенчен пĕри каялла таврăннине пĕлетĕн-и тата? — ыйтрĕ вăл. — Манăн мăн асатте пулнă вăл. Тутар ханлăхĕнчи Чăваш тăрăхĕн пуçĕ. Вăл чăвашсене çапла майпа çĕклесшĕн пулнă.
— Пĕлетĕп. Анчах Пулат ханăн тепĕр ывăлĕ — манăн мăн асатте — пирĕн енчех юлнă. Вăл Чăваш улусĕ йĕркеленĕ, унран уйрăм патшалăх туса хума ĕмĕтленнĕ.
— Апла... Апла эпир чăн-чăн тăвансем-и? — тĕлĕнчĕ те, аптрарĕ те нукер.
— Çапла пулса тухать. Эппин пире пĕр-пĕринпе çапăçма Çӳлти Турă та хушмасть... Чакăр тата тем каласшăнччĕ, анчах çак самантра кĕтесрен казаксем сирлĕнсе тухрĕç.
Çирĕм çын ытла.
— Акă вĕсем, пăссăрмансем! — кăшкăрса ячĕ вĕсенчен пĕри. — Çапăр! Вĕлерĕр вĕсене!
— Эй, чимĕр. Эпĕ пăссăрман мар. Эпĕ сирĕн майлă çапăçнă чăваш вайпучĕ. Ку вара... — ăнлантарма хăтланчĕ Чакăр.
Анчах вăл каласа пĕтереймерĕ. Вĕсене хупăрласа илнĕ казаксенчен пĕри ăна çурăмран вăрăм сăнăпа тирсе илчĕ. Ыттисем çавăнтах нукер çине сиксе ӳкрĕç. Тин çеç тăванне курнипе тăна кĕрсе ĕлкĕрейменскер, нукер та хирĕç тăраймарĕ, кĕçех Чакăрпа юнашар тĕшĕрĕлсе анчĕ.
— Чим, ку çынни чăнах та пирĕн майлă çапăçнă вайпут пулма кирлĕ, — терĕ тытăçу хыççăн лăпланса çитсен пĕр казакĕ. — Паçăр ун çарăçĕсем пире вилĕмрен çăлнăччĕ.
— Эй, пулин, — алă сулчĕ унăн юлташĕ. — Пĕрех пăссăрман. Атьăр луччă ыттисем киличчен çак мечĕтрен ылтăн япаласене илсе тухар.
Кăшкăрашса-шăхăрашса казаксем тутарсен тĕп мечĕчĕ еннелле чупса кайрĕç. Икĕ чăваш вара юнашар пуçа пуçăн выртса юлчĕç. Икĕ çарăç, икĕ тăван, икĕ чăваш...
Çак самантра таçтан шурă акăш вĕçсе килчĕ. Хура пĕлĕт çинче вăл пушшех пирĕшти пек тасан курăнать. Акăш хурлăхлăн кикаклатса явăнчĕ те явăнчĕ икĕ чăваш паттăрĕ çийĕн, унтан сасартăк çунаттисене хуçлатрĕ те çĕр çине вĕсен çумне чул пек персе анчĕ. Çĕр чĕтренчĕ, асар-писер çавра çил таврана тустарчĕ, вăйлă кайăк этемле ӳлесе хӳхлерĕ... Сасартăк кунта выртакансем çук пулса тăчĕç. Пăртакран вара тавралăх та шăпланчĕ. Çĕр çинче пуç хунă пĕр тăван икĕ чăваш та, çĕре персе аннă шурă акăш та ниçта курăнмарĕç. Вĕсем пулнă вырăнта самай çӳллĕ тĕмеске ӳссе ларчĕ.
Каç енне кнеçсемпе боярсем патшана пысăк çĕнтерӳ тунă ятпа саламларĕç. Мечĕт çумĕнчи тӳртума вĕсем çарăçсемпе пĕрле тутарсем патĕнче тыткăнра пурăннă вырăссене те илсе килчĕç. Тин çеç ирĕке тухнипе савăннă çынсем патшана чĕркуçленсе ларсах тав турĕç.
Тăваттăмĕш Иван тин çеç ӳссе ларнă пысăк тĕмеске çине хăпарчĕ те кĕске сăмах каларĕ:
— Хаклă çыннăмсем, хăватлă халăх ывăлĕсем! Паян эсир Хусан ханлăхне ĕмĕрлĕхех парăнтартăр. Пирĕн патшалăхăмăр Россия халĕ нихçанхинчен те вăйлăрах пулса тăчĕ. Эпĕ сире пурне те çакăншăн чунран-чĕререн тав тăватăп. Çав тавпа пĕрле Хусанта хаклă япала мĕн пур — пĕтĕмпех сире паратăп, Мускава эпĕ тыткăна лекнĕ Этикер хана тата тупăсемпе çар ялавĕсене кăна илсе каятăп.
Тата çак туртумра хамăр çĕнтернĕ ятпа чаплă храм ларттаратăп... — патша тавралла пăхкаласа илчĕ те аллипе хăйĕн ури айне кăтартрĕ. — Эпĕ тăракан тĕмескене сирсе пăрахăр та шăп та шай çак вырăнта лартăр çав собора!
— Самодержеца мухтав!
— Сывă пултăр пĕтĕм Раççей государĕ!
— Ура! Ура! Ура! — чылайччен янраса тăчĕ тӳртумра.
Нумай иртрĕ-и вăхăт çакăн хыççăн, сахал-и — хулара тискер асар-писер пуçланчĕ. Вырăс çарăçĕсем çав кунсенче Хусанта çаратман пĕр кил, пĕр мечĕт, пĕр медресе хăвармарĕç. Чĕрĕ юлнă арçынсене тĕл пулсан вĕсем ӳлĕм астуса пурăнччăр тесе пурне те хĕнесе пĕтерчĕç. Нумай çĕрте пушарсем пуçланчĕç, çĕнтерӳçĕсем çаратса пĕтереймен пурлăха кĕлпе вĕçтерсе ячĕç.
Чăвашсем çак тискер ĕçсене хутшăнма мар, вĕсене курса тăма та хал çитереймерĕç, Питтăпай мăрса ертсе пынипе никамран ирĕк ыйтмасăр киле кайма тухрĕç. Хăйсен вайпутне Чакăра вĕсем кĕтсе те илеймерĕç, шыраса та тупаймарĕç. Ăна курасса çав-çавах-ха шанса-ши е Хусана асра хăварма тăрăшса чăвашсем çунакан-ишĕлекен хула мĕн курăнми пуличчен каялла çаврăна-çаврăна пăхса пычĕç. "Анчах мĕн калайтăр вăл, пиншер-пиншер çынна усракан чунсăр хула? Мĕнле ăс патăр пире, тăнлă-пуçлă, анчах тăнсăр этемккесене? — шухашласа илчĕ Питтăпай Хусан курăнми пулсан. — Тата кам ăс парасса кĕтмелле пирĕн, хамăр ăспа пурăнма пĕлменскерсен?"
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...