Шурă акăш çулĕ :: Хӳтлĕх шыраса
1
Япăх-и, лайăх-и, пурнăç малаллах пырать. Сĕвепе Сăр хушшинчи чăвашсене халĕ пĕр улус хапăхĕ теме те пулмасть-тĕр. Çурçĕр енчисенчен хырçă-марçă Шупашкар мăрси пуçтарать, вара Хусана леçет. Мĕн чухлĕ ăсатать, хăйне мĕн чухлĕ хăварать — кăна никамах та чухламасть. Хырçи-марçи вара çулсерен ӳсет те ӳсет. Кăнтăр енчисем хырçă-марçăпа куланая хăйсем уйрăм пуçтарса ăсатаççĕ. Камăн чăннипе мĕн чухлĕ тӳлемелле тата пурте тулеççĕ-и е хăшĕ-хăшĕ пăрăнса юлма тăрăшаççĕ — кăна каллех никамах та татса калаймасть. Тепĕр чух ку тăрăха тутар нукерĕсен ушкăнĕсем килкелесе каяççĕ, вĕсем тата чăваш хресченĕсенчен хушма куланай хăйсем пĕлнĕ пек пуçтараççĕ. Тӳсет халăх, шарламасть, ӳпкелешмест. Хусанăн пин çынлă çарне çапса аркатнă хыççăн Сафа-Гирей хан кунти чăвашсене тавăрма васкаманнишĕн те турăсене тав тăвать. Чăн та, Сафа-Гирейăн çак тапхăрта чăвашсене тавăрас пирки шухăшлама та май килмен. Хусан ханлăхĕпе Раççей патшалăхĕ хушшинчи хирĕçӳсем кунран кун çивĕчленнĕçемĕн çивĕчленсе пынă. Çавна май вырăссем тутарсене хĕснĕçемĕн хĕсме тытăннă. Вĕсем ĕнтĕ Хусана хупăрласа илме те хăтланса пăхнă. Чăн та, ярса илеймен, анчах сиен нумай кӳнĕ. Чи япăххи — вырăссем Атăла пӳлсе лартнăран суту-йлӳ ăнăçманни. Ханлăха ертсе пыракан сумлă çынсем вара ытларах çак ĕçпе пуйма хăнăхнă. Çавăнпа вĕсем суту-илӳ ăнманшăн Сафа-Гирея айăплама тытăннă. Темле вĕçленĕччĕ çак кăмăлсăрлăх — калама хĕн. 1649 çулта пуш уйăхĕнче чип-чипер сывлăхлă та тĕреклĕ хĕрĕх иккĕри хан сасартăк вилсе выртать те пĕтĕм тавлашăва татса парать. Хусан ханне Сафа-Гирейăн виçĕ çулти ывăлне Утямăша лартаççĕ, унăн амăшĕ Çуйăм-Пике пĕчек хан регенчĕ пулса тăрать. Сафа-Гирей гвардийĕн пуçне Кучак оглана вара правительство пуçлăхĕ туса хураççĕ. Правительствăпа хан гвардине ертсе пымашкăн пĕр çынна хушни ăнсăртран пулман. Хусанти ятлă-сумлă çынсем тахçанах ханлăхри пур халăха та тĕппипех пăхăнтарса çитерме, çалла майпа çĕршывра çирĕп йĕрке туса хума ĕмĕтленнĕ. Унсăрăн Хусан ханлăхĕ нумай тытăнса тăраймасса вĕсем аван ăнланнă.
...Ĕç нумаййине пăхмасăр Пайпулат хăй ăсталанă япаласене Хурамал пасарне илсе тухса хăех сутма хăнăхнă. Ара, паллă ĕнтĕ, пасар вăл суту-илӳ вырăнĕ çеç мар, кунта çынсем таврари тата таçти хыпарсене пĕлеççĕ, хăйсем ку е вăл пулăм пирки мĕн шухăшланине уçса параççĕ. Тепĕр чухне тата ахаль туслă калаçусем те кирлĕ. Кӳршĕ ялсенчи тусусене пасарсăр пуçне тата ăçта курăн, вĕсемпе пĕрер курка сăра ăçта ĕçĕн?
Пайпулат ăсталăхне халĕ ку таврари ялсенче пĕлмен çын çук. Çавăнпа вăл эрне хушшинче туса хунă тимĕр япаласене çынсем кăнтăрлачченех туянса пĕтерчĕç. Шăп çак тĕлелле ун патне Патăрьел енчи пĕлĕшĕсем Пичурапа Ильмухха пычĕç. Хăйсем каланă тăрăх, вĕсем Пайпулата чăрмантарас мар тесе вăл суту-илĕве вĕçлессе юри кĕтсе тăнă иккен. Тĕл пулнă ятпа пĕрер курка сим пыл е сăра ĕçĕпĕр тесе вĕççĕшĕ те çывăхри хупаха кайрĕç. Кĕçех унта Чакăр та пычĕ. Вăл Патăрьел енчи тусĕсемпе кун пирки унчченех калаçса татăлнă-мĕн.
Чылай ларчĕç тăватă арçын хупах умĕнчи сĕтел хушшинче. Пĕрер курка сим пыл, тепрер курка сăра ĕçрĕç, типĕтнĕ така какайĕпе çыртса ячĕç, унтан тата тăваттăн пĕр шăрттана çаварса хучĕç. Ĕçнĕ-çинĕ май пулни-иртнине аса илчĕç. Хусан çарĕпе çапăçнине те, Шахман ханан латсăр вилĕмне те. Тата халăх ăçта еплерех пурăннине тишкерсе тухрĕç. Ĕнтĕ аякри хăнасен кайма вăхăт çитрĕ. Мĕн тавăн, кĕрхи кунсем кĕскелсех пыраççĕ. Тĕп хыпара шăпах çак самантра, çула тухас умĕн пĕлтерчĕç вĕсем.
— Чакăр, Пайпулат, каçарăр пире, тĕл пулу савăнăçне хуплас мар тесе эпир чи кирлине юлашки саманта хăвартăмăр, — терĕ Пичура.
Пайпулатпа Чакăр ырă мара сиссе йăл кулла сӳнтерчĕç, хăна малалла мĕн каласса кĕтрĕç.
— Хусанта виççĕри хан пуç пулса тăнине эсир пĕлетĕрех ĕнтĕ, — сĕмахне малалла тăсрĕ турхан. — Чăннипе халĕ унта Çуйăм-Пикепе Кучак оглан хуçа. Пирĕн Хусанти туссем каланă тăрăх вĕсем çитес çул пĕтĕм ханлăхра çирĕп йĕрке туса хума ĕмĕтленеççĕ. Çав тĕллевпе халĕ пысак çар пухаççĕ. Çав çар Хусана пăхăнман чăвашсемпе çармăссен тата мăкшăсен тăрăхĕсене талккишпех тасатса тухать тет.
— Мĕнле вăл — тасатса? — ăнланмарĕ Пайпулат.
— Эпир кăна хамăр та ăнланмастпăр. Анчах çав сăмахсенче нимĕнле ырă япала та çуккине туятпăр. Ахăртне нумай çынна касса тухасшăн вĕсем. Паллах пуринчен малтан пирĕн тăрăха çитĕç, хăйсен вилнĕ эмирĕпе унăн нукерĕсемшĕн тавăрĕç.
— Тутарсем хаярланнине эпир унсăр та туятпăр, — калаçăва хутшăнчĕ Ильмухха. Вĕсен çарăçĕсемпе тӳре-шари пирĕн енчи ялсене час-часах пыра-пыра тустараççĕ. Юрать-ха эсир аяккарах, анчах вĕсем кĕçех сирĕн паталла та кармашĕç тесе шутлатăп.
— Ăт ача-а! — ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçкаларĕ Пайпулат. — Мĕн тумалла тет вара?
— Çавăн пирки канашласшăнччĕ те эпир сирĕнпе, — терĕ Пичура.
— Канашласшăнччĕ вĕсем! — хăтăрса илчĕ Пайпулат хăнана. — Эппин кирлине ма ку тăранччен шарламарăр?
— Чим-ха, Пайпулат пичче, — хăнасен хутне кĕчĕ Чакăр. — Хальлĕхе вĕсем пире пĕлтерни те çитĕ. Килес çулччен вăхăт пур. Унччен ăна-кăна пуç тавра лайăхрах çаварттарас пулать.
— Эсир кунталла тепре хăçан çитетĕр? — ыйтрĕ Пайпулат Патăрьел енчи тусĕсенчен.
— Халь ĕнтĕ шăнтмасăр пулмасть пуль, — терĕ Пичура. — Юрать-ха юлашки кунсенче çанталăк уяр тăчĕ. Анчах йĕри-тавра, авă, ăмăр. Кĕçех çумăрсем пуçланĕç.
— Эппин акă мĕн, — татăклăн каларĕ Питтăпай. — Эсир Хурамала раштав уйăхĕн иккĕмĕш кĕçнернинче килĕр. Эпир те Чакăрпа ун чухне кирек мĕнле пулсан та пасара тухăпăр. Тата таврари сумлăрах çынсене те чĕнсе килĕпĕр. Унччен пулас инкеке еплерех сирсе ярас пирки пурте шухăшлар.
Вара çав кун сăмах татăпăр. Текех пирĕн никама та шанмалли çук ĕнтĕ.
— Кăна ăнкаратпăр-ха, — калпакне пуçĕ çине пусарах лартнă май каларĕ Ильмухха. Çапла килĕшсе уйрăлчĕç вара.
Ахаль чухне нимĕн туса ĕлкĕрмелле мар хăвăрт иртекен вăхăт çак уйăх ытларахра питĕ вăраххăн тăсăлчă. Çĕр шăнтнă хыççăн унтан та кунтан Хусан нукерĕсемпе тӳре-шари чăваш ялĕсене пырса тустарни çинчен хыпарсем килсе тăчĕç. Хусан эмирĕсемпе бекĕсене ăнланма пулать. Вырăссем хĕснĕçем хĕссе пынăран вĕсен суту-илĕвĕ хавшанăçем хавшать. Ырлăхра пурăнма хăнăхнă çын вара çав ырлăх майĕсене ниме пăхмасăр татах сарса-сарса пырасшăн. Хан хыснине те мул-пурлăх, укçа-тенкĕ çулран çул нумайрах кирлĕ. Вырăссене чарса тăма пултаракан çар тытса тăрасси хăех мĕн хака ларать пулĕ...
Те кунти халăх тахçан вăйлах хирĕç тăнине астунăран, те тăрăхĕ ку Хусаншăн çул май пулманран унашкал тустарусем Камай тăрăхне хальлĕхе çитеймерĕç те-ха, çапах кунти халăх та шăнăра хытарса пурăнчĕ. Хăçанччен çапла тусмелле тет? Мĕнле çăлăнмалла çав вĕçĕмсĕр сехĕртен? Ку ыйтусем тĕлĕшпе никам та тивĕçлĕ хурав параймарĕ. Текех вĕсене камăн памалли те паллă мар.
Вăхăтăн кана нимĕнле шухăш çук. Вăл шăвать те шăвать. Акă кĕркунне палăртнă раштав уйăхĕн иккĕмĕш кĕçнернийĕ çитрĕ. Хурамапа анатри чăвашсен ятлă çыннисем тĕл пулăва самай йышлăн пăхăнчĕç. Хурал çынни пулнисем, турхансем, ĕç ăстисем, сутуçăсем, ытти сумлă çынсем ялти хурап пӳртне аран вырнаçрĕç. Пухăва ертсе пыма Пайпулата хушрĕç. Чăвашсем юлашки çулсенче мĕнле лару-тăрăва кĕрсе ӳкнине те пирвай унăн ăнлантарса пама тиврĕ. Пайпулат каласа пĕтерсен халăх пĕр ăстрăм хытах кĕрлесе илчĕ. Мĕнле кăна шухăш, мĕнле кăна сĕнӳ илтĕнмерĕ-ши?
— Мĕн-ма-ха пирĕн хансем çак таранччен те Чăваш улусĕнчен патшалăх туса хураймарĕç?
— Тен, пирĕн хамăр патшалăх çинчен ĕмĕтленмелле пулман? Ханлăхра тăнă, ханлăхрах пурăнмаллаччĕ. Тутарсем çапах та пире çывăх халăх.
— Чăнах, ма çапла хирĕçсе кайрăмăр эпир тутарсемпе?
— Шахмана кам вĕлерни паллă-и вара?
— Ма тата Çĕрпӳре ку таранччен те хан суйласа лартман?
— Шупашкар мăрси кам вара вăл?
— Ытах апла та капла тăк, тытар та анатра хамăр уйрăм патшалăх туса хурар!
Пурне те ăнлантармалла, пурне те хурав памалла. Анчах камăн тумалла ку ĕçе? Хурал çыннисенчен чи сумли Пайпулат тесе ку телĕшпе те халăх ăна итлес терĕ. Вара тимĕрçĕ пултарнă таран пурин пирки те хăй мĕнле ăнланнă çапла тĕплĕн каласа пама тăрăшрĕ.
— Унчченхи хансем пирки халĕ пуплешер мар, усси пĕрех çук, — терĕ вăл юлашкинчен. — Шахмана кам вĕлернине те эпир татса калаймастпăр. Ма тесессĕн унăн пуçне никам та курман. Пĕр япала вара паллă — ăна хĕçпе е ятаганпа касман. Çĕнĕ хан тесен, йăла тăрăх Çĕрпӳ-Пулат вырăнне унăн мăнукĕ — вăл манăн мăнук та пулать — улттăри Питтăпай лармалла. Анчах Çерпӳри ĕçтешсем чăвашра текех хан кирлĕ мар терĕç те ӳлĕм Шупашкара пăхăнма йышăнчĕç. Ĕлĕк Шупашкар мăрсисем Чулхула вайпучĕсемпе пĕр çăвартан сурса пурăнатчĕç. Юлашки вăхăтра тутарсемпе туслашса кайнă теççĕ. Тен пирĕн те çĕрпӳсем хыççăн кайса Шупашкар тавра пĕтĕçмелле? Анатра вара эпир уйрăм патшалăх тăваймастпăрах пулĕ тетĕп. Пĕтĕм улуса çав шая çитереймерĕмĕр те, халь тин ăçтан вăй пухăпăр? Тепĕр тесен, кун пирки Чакăра итлесе пăхма сĕнетĕп. Хăвăрах пĕлетĕр, вăл çар ĕçĕн ăсти, çавăнпа хамăр вăя та, куршĕсенне те лайăх пĕлет.
Чакăр ӳкĕтлеттермерĕ, тӳрех халăх умне тухса тăчĕ. Вăл ку чухне хăватлă çар тытса тăма Чăваш улусне мар, Хусан ханлăхне те йывăррине уçăмлăн ăнлантарчĕ. Ма тесессĕн ку чухнĕхи çар вăл хĕç, сăнă, ухă çеç мар, çарăçсене халĕ пăшалсемпе тупăсем те нумай кирлĕ. Çара кирлĕ унашкал кăрала Хусан ханлăхĕ те çителĕклĕ хатерлесе çитереймест пулас. Ку вăл тутарсен çарăçĕсем куршĕри Раççее тапăнма пăрахнинчен, унран хӳтĕленме кăна пултарнинчен те аван куранать-мĕн. Чакăр шучĕпе, ĕç-пуç каплах пырсан Хусанăн кĕçех Мускава парăнма тивĕ.
— Халăх, эпир, чăвашсем, ун чухне мĕн тăвăпăр? Яланхиллех хамăр пĕлнĕ пек уйрăммăн пурăнас тейĕпĕр-и? Анчах пире апла пурăнма парĕç-и? — ыйтрĕ вăл юлашкинчен.
— Ăт ача, Хусан ханĕ те çав вырăссене хирĕç тăма вăй çитереймĕ-и? — тĕлĕнчĕ Ильмухха.
— Темле çав, — хăй иккĕленнине тепĕр хут çирĕплетрĕ Чакăр. — Вăйлă çар тумашкăн хуçалăх вăйлă пулни кирлĕ. Хусан ханлăхĕн хуçалăхĕ пуринчен ытларах суту-илӳпе çыхăннă. Анчах вырăссем çулла Атăла пӳлеççĕ, хĕлле кăнтăртан хăпаракан "пурçăн çулне" татаççĕ, çавăнпа Хусанта та, пĕтĕм ханлăхра та суту-илӳ хухса пырать. Сăмах май, юлашки çулсенче Çĕрпӳ пасарĕ те хавшама тытăнчĕ. Ара, Хусана каякан çулсене пӳлни чылай чухне Çĕрпĕве çитерекен çулсене хупланине те пĕлтерет.
— Çав вырăссем тата еплерех пурăнаççĕ? Раççей тени мĕнле çĕршыв вăл? — кăсакланчĕ тахăшĕ.
— Кăна Питтăпай лайăх пĕлет. Вăл темиçе çул тĕнче касса çӳренĕ, çав шутра Раççейре VI нумай пурăннă. Атьăр унран каласа пама ыйтар. Пĕр хушăрах вăл Раççейпе Хусан ханлăхне танлаштарса та кăтарттăр, юрать-и? — сĕнчĕ Чакăр.
Питтăпай халăх умĕнче пуплешме питех юратмасть. Çавăнпа тусĕ ыйтнине кĕскен, анчах уçăмлăн хуравларĕ. Вăл каланă тăрăх Раççей юлашки вунă — вун пилĕк çул хушшинче уйрăмах вăйлăн аталанать-мĕн. Çакна Питтăпай, ача чухнех Мускавра Çĕрпӳ-Пулат ханпа пĕрле пулса курнăскер, аванах танлаштарма пултарать. Ĕлĕкрех Раççейле Хусан ханлăхĕ çĕршыв анлăшĕпе те, халăх йышĕпе те пĕр пекрех пулнă теççĕ. Халĕ вара Раççей таçта çити сарăлса кайнă, халăх йышĕ те унта икĕ хут ӳснĕ. Аталанасса икĕ патшалăх икĕ тĕрлĕ аталанаççĕ. Хусан ытларах суту-илӳ туса пурăнать. Мускав хуçалăха аталантарать. Вырăссем чукун, тимĕр нумай шăратаççĕ, çавăнпа вĕсен тупă нумай. Тутарсем ытларах пăхăр шаратаççĕ, анчах вăл кулленхи пурнăçра кирлĕ япласем ăсталама çеç юрăхлă. Мускавра та, Хусанта та çурт-йĕр нумай лартаççĕ. Анчах Хусанта ытларах пуянсен керменĕсем ӳсе-ӳсе лараççĕ, Мускавра вара керменсемпе танах темĕн те тăваççĕ. Питтăпай шучĕпе, малашне вырăссем тата вăйлăрах аталанĕç, ма тесессĕн вĕсем ачасене вĕрентме тăрăшаççĕ. Тутарсем те вĕрентеççĕ те-ха, анчах медресесенче ытларах тĕн йăли-йĕркине е çут çанталăкпа, пĕлĕтпе çыхăннă пĕлĕве илме пулать. Вырăссен шкулĕсенче вара тем тĕрлĕ пĕлӳте параççĕ. Икĕ патшалăх та ытти халăхран нумай вĕренеççĕ. Анчах Хусан ханлăхĕ Крым, Çĕпĕр, Аçтăрхан тутарĕсемпе, турккăсемпе, урăхла каласан пĕр евĕрлĕ пурăнакансемпе çыхăннă пулсан Раççей чи вăйлă аталаннă вуншар-вуншар тĕрлĕ çĕршывпа çыхăну тытать.
— Кӳршĕллĕ икĕ пысăк патшалăхран хăшĕн малашлăх пур тесе ыйтсан эпĕ Раççейĕн тенĕ пулăттăм, — вĕçлерĕ сăмахне Питтăпай.
Вăл каласа пани пурне те тарăн шухăша ячĕ. Хурал пӳртĕнче чылайччен шăплăх тăчĕ.
— Ăт ача, апла çавăрсан та, капла çавăрсан та пирĕн халĕ вырăссемпе пĕр чĕлхе тупмалла пулса тухать, — терĕ пăртакран Пичура.
— Çапах та эпир хамăр уйрăммăн пурăнсан? — иккĕленме пăрахмарĕ Ильмухха.
— Эс илтмерĕн-им, халĕ пур çĕрте те пĕлӳ тĕп вырăнта. Пĕлӳсĕр эпир камсем? Тискер чĕр чун шайĕнчи çынсем кăна. Ман ывăл калать, патшалăха тытса пыма халĕ вĕреннĕ çынсем çеç пултарĕç тет. Эпĕ унпа килĕшетĕп, — хыттăн хуравларĕ ăна Пайпулат.
— Эпир вара мĕн, хамăр çав медресесене уçма вуçех пултараймастпăр-им? — çине тăма пăхрĕ Ильмухха. — Кала-ха, Питтăпай, хăшĕсен çырулăхне алла илме çăмăлрах, тутарсенне-и е вырăссенне?
— Кăна калама пултараймастăп, — хул пуççине иккĕленӳллĕн сиктерчĕ Питтăпай. — Вырăссен сас палли сахал, пĕтĕмпе те хĕрĕх виççĕ. Тутарсем вара арабла, кантра явнă пек çыраççĕ. Эпĕ çичĕ çул каялла çула май Аслă Пăлхар хули пулнă вырăна та çитсе курнăччĕ. Хамăрăн мăн асаттесем ăçта тата еплерех пурăннине питĕ пĕлес килетчĕ. Шел, халĕ унта хула ишĕлчĕкĕсем çеç. Çапах вил тăпри чулĕсем çинче пирĕн, пăлхар-чăвашсен ĕлĕкхи çырулăхĕпе çырнă сăмахсене куркаларăм. Эпĕ ăнланнă тăрăх çав çырулăхра виç çĕре яхăн сас палли пулнă. Унпа танлаштарсан паллах вырăс алфавичĕпе вĕренме çăмăлрах. Анчах вĕсен чĕлхи пире пачах та ют. Тутарсенне эпир нумай сăмахне ахаль те ăнпанатпăр. Чăваш-пăлхарсен çырулăхĕ тесен, ăна пурте маннă ĕнтĕ, тата сас палли нумаййи те чăрмав кӳрĕ.
— Эй, пăрахăр-ха эсир тем пирки те пуплешме, — чарчĕ вĕсене Пайпулат. — Вĕренӳ вăл паллах питĕ кирлĕ япала, анчах ку вăл паян калаçмалли сăмах мар. Хамăр тĕллĕн ĕмĕр çурă пурăнса та çав ĕçе йĕркелесе яраймарăмăр тăк халь тин эпир ку тĕлĕшпе ыттисене хуса çитеес çук. Ӳлĕм, тата тепĕр ĕмĕр çурăран тем пулĕ — кăна халĕ никам та пĕлмест... Ну, халăх, тутарсен тавăрăвĕнчен мĕнле хăтăлăпăр? Çакăн пирки пуç ватар.
— Каларăм-çке, апла çавăрсан та, капла çавăрсан та пирĕн вырăссемпе туслашмалла пулса тухать, — каллех паçăрхи шухăшне каларĕ Пичура.
— Çапах аптранă кăвакал кутăн чăмнă пек пулса ан тухтăрччĕ, — сасă пачĕ халиччен шăпăрт ларакансенчен пĕри. — Вырăссем вĕсем... мĕн... пире пит хисеплесех каймаççĕ. Вĕсем пире, чăвашсене, хура халăх вырăнне çех хураççĕ, çавна манар мар.
Халăх татах тавлашса кĕрлесе кайрĕ. Юлашкинчен вара çапла йышăнчĕç: раштав сиввисем иртсен Мускава элчĕсен ушкăнне ямалла. Çав ушкăнăн Мускав патши чăвашсем пирки мĕн шутланине те, вĕсене хăйĕн хуттине илме хатĕрри-хатĕр маррине те, хатĕр тĕк чăвашсем Раççейре ытти халăхсемпе тан пурăнма пултарĕç-и — пурне те, пурне те питĕ тĕплĕн пĕлсе килмелле. Çав элчĕсенех кайран, таврăнсан, анатри чăвашсен ятлă-сумлă çыннисене тепре пухса мĕн курни-илтнине пĕтĕмпех каласа кăтартмалла. Вара пуху татăклă йышăну тăвĕ.
2
Нарăс пуçламăшĕнче чăваш элчисем Мускава тухса кайрĕç. Пайпулатпа пĕрле Чакăр, Питтăпай, Пичура тата Çарăмсанпа Сиккасси турханĕсем, вĕсемсĕр пуçне тата вунă лавçă пычĕç. Ара, чăваш хăнана мĕн авалтан пушă алăпа çӳремест. Вырăс патши валли мĕн кăна хатĕрлемен-тĕр - паха тирсенчен пуçласа янравлă кĕсле таранах. Тата çул çинче апат-çимĕçпе ăпăр-тапăр чылай кирлĕ, вĕсене те çунапа турттарма меллĕрех.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...