Аххаяс-маххаяс :: 3. Пурнăç пăрнăçĕ
Кĕрлĕ-çурлă ыйхăсăр асапланатăп. Çурçĕр çитнĕ-çитмен вăранса каятăп та ирччен те куç хупаймастăп. Килтисене чăрмантарас мар тесе алăка хуллен уçатăп, çĕр варринче урамсем тăрăх çӳреме тухса каятăп. Пуш уйăхĕн çурринче каллех ыйхăсăр каçсем пуçланчĕç. Тумлантăм та тĕттĕм картишне тухрăм. Те йĕпхӳ, те юр ӳккелет. Хунар çутинче те уйăрса илме çук. Пуçа чикрĕм те «Шупашкар» лавкка еннелле утса кайрăм. Кунта çĕрĕпех халăх хĕвĕшет. Киосксенче эрех-сăра сутаççĕ те, çынсем пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та унталла утаççĕ.
Аллейăна пăртан та юртан тасатсах тăраççĕ те, çавăн тăрăх утса кайрăм. Такам такама: «Эй, тăр-ха!» — тесе чĕннине илтрĕм. Чарăнса ун-кун пăхкаларăм. Пĕр çын апла-капла хăлаçланса ман еннеллех васкать. Мана эй тесе чĕннĕ иккен вăл. Пăхрăм та тахçан «Шупашкар» лавкка умĕнче пушă сăра кĕленчисене илсе юлнă çынна палларăм.
— Курнă çын пек туйăнтăр та, калаçса илес терĕм, — ĕштеленсе пырса тăчĕ ман патăма çак арçын.
— Укçа ыйтатăн пулсан чиксе тухман. Пулăшаймастăп.
— Паянлăха пур-ха вăл. Ĕнер каçхине, тĕттĕмленсен, икĕ арçын лавккана килчĕç. Иккĕшĕ кĕсье тĕпĕсене ухтара-ухтара пĕр кĕленчелĕх вак укçа пуçтарнă. Шăп лавкка патнелле çитсе пынă чухне ывăçра укçа тытса пыракан арçын шуса кайрĕ те, укçи сапаланчĕ. Шырам пекки турĕç. Ним те тупаймарĕç. Урам шăлакансем хускаличчен тăрса килтĕм те, ак пĕр ывăç вак укçа пур. Унпа мухмăр та чĕртеетĕп, пĕрре тăраниччен апат та çиеетĕп.
— Апла пулсан мĕншĕн чăрмантармаллаччĕ мана?
— Кампа та пулсан калаçас килет-çке.
— Ăçта выртса тăратăн вара?
— Тăххăрмĕш хутра. Маччана хăпармалли чикмек пур-çке-ха. Çав чикмек айĕнче. Лифт кăна кĕрлесе чăрмантарать. Ахаль сивĕ мар унта. Ватă çынсем пурăнакан хута суйласа илтĕм. Вĕсем каçах хваттерĕсене хупăнаççĕ те урăхран тухса çӳремеççĕ. Типографипе юнашар ăшă трассин пуссинче пурăнакана та кайса куртăм. Унта вăл тӳшек сарса хунă. Ăшă, анчах сывлăш нӳрлĕ тата шăршлă. Манран унта выртса тăрасси пулмастех.
— Епле майпа çуртсăр-мĕнсĕр тăрса юлтăн-ха?
— Эй, калама та аван мар... Хам, пĕр хам кăна айăплă.
Арçын пĕрре те хуçăлса кулянманни тĕлĕнтерчĕ мана. Хăнăхсан тамăкра та лайăх теççĕ те, çын хăйĕн кун-çулĕпе килĕштерме вĕренсе çитетех пулĕ çав.
— Омскра пурăнаттăм эп, — хавхалансах калаçрĕ арçын. — Тете Шупашкартаччĕ. Темиçе çул тăван çĕр-шыва килменччĕ. Тунсăхласа çитрĕм. Çулла курма килтĕм. Ялти атте килне тете сутса янă. Хăй Шупашкарта Ленинград урамĕнче пурăнатчĕ. Путвалти пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте. Картиш шăлса тăракана ЖЭУ панăччĕ. Пĕр пус укçа юлмиччен ĕçрĕмĕр. Каялла каймавăхăт çитрĕ, манăн укçа çук. Тете калать: ĕç укçи илсен парăп тет. Ĕç укçи илчĕ те, тепре ĕçке кĕрсе кайрăмăр. Çырăнмасăр-тумасăр пĕр хĕрарăмпа пурăнаттăм. Тухса килес умĕн каласа хăвартăм ăна, пенсие тухасси нумай юлмарĕ, тен, таврăнмастăп та-ха терĕм. Сăмах çине тăнă пекех пулса тухрĕ. Тете калать: ан кай, пурăнман хваттерте тет. Юрĕ ара тетĕп. Çав кунсенче хăйнеиккĕмĕш ушкăнри инвалид хутне панăччĕ. Ĕçлеме пăрахатăп, хам вырăна сана парса хăваратăп терĕ. Килĕшрĕм. Каланă сăмаха çийĕнчех тумалла çав ăна. Ĕçе вырнаçса та, пропискăна тăрса та ĕлкĕреймерĕм. Ĕçрĕмĕр те ĕçрĕмĕр, ĕçрĕмĕр те ĕçрĕмĕр. Тете кам сăмакун сутнине, кам мĕн-мĕн сутнине лайăх пĕлсе тăратчĕ. Пĕринче темле спирт тупса килчĕ. Çавна ĕçсе вилсе кайрĕ. Ăна пытарнă-пытарман ЖЭУран пычĕç те хваттере шăкăр-шакăр питĕрсе илчĕç. Укçа пуçтарса Омска каялла кайăп-и тесе пурăнтăм-пурăнтăм. Ни ĕç тупаймарăм, ни укçа пуçтараймарăм. Çапла çапкаланса çӳретĕп çулталăк ытла. Çулла ним те мар-ха, таçта та выртса çывăрма пулать. Хĕл каçасси асаплă. Нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Çапла ирех тăратăп та вокзалăн-мĕнĕн çаврăнатăп, пĕр çирĕм кĕленче тупăнать. Вĕсене парсан çăкăр илмелĕх те, «Дина» туянмалăх та укçа пулать...
— Асаплă пурăнатăн эсĕ, — терĕм çакна.
— Асапли-мĕнĕ, эп пĕччен мар ун пекки...
Пирĕн пата çухине тăратнă çара пуç арçын пырса тăчĕ.
— Каçарăр-ха, чăрмантартăм. Ав çав çуртра пĕр пӳлĕмлĕ хваттер туянтăм. Ĕнер куçса килтĕм. Пушатакансем çĕрĕпех ĕçрĕç. Пĕр тумлам та хăвармарĕç. Пуç ыратать. Кунта çĕнĕ çын эпĕ, ăçта мĕн пуррине пĕлместĕп.
— Талăкĕпех ĕçлекен лавкка пур кунта, — терĕ манпа хапăл туса калаçнă çын.
— Ак укçа, кайса кил-ха апла пулсан, — терĕ çара пуç арçын.
Лешĕ часах çаврăнса çитрĕ. Икĕ аллине икĕ кĕленче тытнă. Хаваслă та тивлетлĕ хăй. Кулса кăна тăрать.
— Атьăр ман пата, — терĕ çара пуçлă арçын. — Унта ман пĕрех ним йĕрки те çук. Урайне порошокпах çумалла пулать.
Каяс-и, каяс мар-и тесе иккĕленсе тăраттăм. Çара пуçлă арçын мана алăран çавăтрĕ.
— Çитет пире, çитмесен тепре килсе туянатпăр, — терĕ вăл.
Виççĕн умлăн-хыçлăн çур урам тăршшĕ ларакан тăхăр хутлă çурт еннелле утрăмăр. Чи çӳлти хута лифтпа хăпартăмăр. Хваттерте сывлама çук пирус тĕтĕмĕ тăрать. Сĕтел çинче апат-çимĕç юлашкийĕсем, пуш кĕленчесем, пирус тĕпĕпе тулса ларнă тарăн чашăк. Кил хуçи чĕтрекен аллипе таса мар савăт-сапана айккинелле иле-иле хума тытăнсан пирĕнпе пĕрле килнĕ арçын хыпăнса ӳкрĕ. Вăл кил хуçине куçран пăхрĕ те ĕштеленсе каласа хучĕ:
— Кӳр-ха хам пуçтарам...
— Юрĕ, ара, — терĕ те кил хуçи пукан çине ларчĕ.
— Чăн-чăн арçынла ĕçнĕ эсир кунта, — терĕм эпĕ.
— Пултăрах... Ку хваттере ĕмĕтленсе пурăнни! Темиçе çул укçа пуçтартăм. Халь ĕнтĕ хĕрарăм куçĕнчен пăхмастăп. Хам пĕлнĕ пек пурăнма тытăнатăп. Ухмах хĕрарăм тĕлне пултăм-çке. Вăрçăнман кун иртмен те пулĕ. Ялан-ялан харкашнипе нервă та пăсăлса кайрĕ. Пулнă та иртнĕ тейĕпĕр. Уçар кĕленчесене. Калама çук пуç ыратать... Гена тесе чĕнеççĕ мана, — терĕ кил хуçи черккине çĕклесен.
— Анани Элешкин, — çĕкленӳллĕн каласа хучĕ тепĕр арçын.
Манăн та хампа паллаштарма тиврĕ. Пĕрремĕш черккесене пушатрăмăр кăна, алăк шăн-кăравĕ янраса кайрĕ.
— Кам чăрмантарса çӳрет-ха ку вăхăтра? Троллейбуссем те çӳреме тытăнман, — мăкăртатса илчĕ Гена. — Кайса уç-ха.
Анани йăпăртах вырăнтан хускалчĕ.
— Машинăна кĕрсе ларнăччĕ, пăхатăп та — сан çутă пур. Кĕрсе тухам терĕм. Машинăна чартартăм та ак кунта тăратăп.
Генăпа пĕр çулсенчи арçын калаçа-калаçа сĕтел патне пырса тăчĕ.
— Эсĕ пултăна-ха ку? — терĕ те Гена пуш черкке пăхкалама пикенчĕ. — Санăн та пуç ыратать-и вара?
— Ыратмасăр. Виçине мансах ĕçетпĕр те. Эп ларса тăмастăп. Васкамалла ман. Мухмăр чĕрттер те, тухса каятăп. Шофер кĕтсе тăрать.
Хăй вара майлашăнсах кĕрсе ларчĕ. Пĕр черкке хыççăн ӳсĕрĕлсе кайрĕ. Чарăнми калаçа пуçларĕ. Иккен, ку çын Чулхула тăрăхĕнчи пĕр хуçалăха утă вăхăтĕнче утă çулакансем, вырма вăхăтĕнче тыр-пул пуçтаракансем иле-иле каять. Бригади-бригадипе. Иртнĕ çулхи вырмара ĕçленĕшĕн те хуçалăх татăлсах пĕтеймен те, çак çын юлашкине илме каять.
— Вырăсланма пуçланă чăвашсем пурăнаççĕ унта. Тахçан-тахçан вырăс патши тем ырă тунăшăн кунти çĕрсене чăвашсене касса панă пулать. Унпа мухтанма пĕлеççĕ хăйсем, анчах чăвашсен чи ырă йăлисене пурне те манăçа хăварнă. Наянлансах çитнĕ. Кĕтӳçсем тетупаймаççĕ. Эх, кĕтӳç тупса кил тенĕччĕ-çке-ха председатель...
Арçын пуçне хыçса илчĕ те алă сулчĕ.
— Эй, уншăн пуç ват тата. Ĕçлекенсем иле-иле кайнипе çырлахтăр. Çĕрĕ тулăх вара унта. Вĕçĕ-хĕррисĕр улăх. Уркенмен çын унта ырă курса кăна пурăнмалла.
Ку таранчченех пуç чиксе ларнă Элешкин сасартăк хускалса илчĕ.
— Илсе кай мана, — терĕ шăппăн. — Кĕтӳ кĕтсе курнă эпĕ.
— Атя, машинăра вырăн пур. Çул курки пар та, тухса каяр эпир.
Иксĕмĕр кăна юлсан Гена каллех ăнман арăмне ята кĕртме тытăнчĕ. Пĕр япаланах вĕçрен итлесе ларас килмерĕ те, кайма пуçтарăнтăм. Мĕнле кăна кун-çуллă çын çук-ши тĕнчере тесе шухăшларăм. Эпир вара çавна курмасăр-пĕлмесĕр пурăнатпăр. Эпир пурте пĕртен-пĕр хамăра та хамăр кун-çулăмăра кирлĕ чухне ырлатпăр, кирлĕ чухне хурлатпăр. Тĕрĕссипе вара, кашни çын хăй пĕр тĕнче. «Пирĕн пурнăç иккĕ мар, çутă тĕнче виççĕ мар...» Халăх юрринчи сăмахсем аса килчĕç. Темшĕн ăнман кун-çуллă çынсемшĕн эпĕ айăплă пек туйăнса тăчĕ.
* * *
Ĕç кунĕ пуçланнă çĕре «Атăл» хуçалăх правленийĕ умне «Жигули» çитсе чарăнчĕ. Çул тăршшĕпех сĕнксе пынă арçын шофера тем каларĕ те машина алăкне уçрĕ.
— Атя пĕрле, — чĕнчĕ Элешкина.
Председатель, пенси çулне çитсе пыраканскер, шкап хыçĕнчи тĕкĕр умне тăнă та сайрала пуçланă çӳçне тураса якатать, хăлхи ăшне шăтнă çӳç пĕрчисене пĕрерĕн-пĕрерĕн туртса кăларать. Кашнинче тенĕ пекех питне-куçне пĕркелентерсе илет. Ыратать мар-и?
Чăвашран килнĕ хăнасем кĕрсе тăрсан вăл тĕкĕр умĕнчен пăрăнса кайрĕ.
— Эпир çитрĕмĕр, — терĕ Элешкина лартса килнĕ арçын. — Сăмахăма тытрăм, сире валли кĕтӳç тупса килтĕм.
— Чăнах-и? — савăнсах кайрĕ председатель. Вăл васкаса Элешкин патне пычĕ. — Василий Иванович, анчах Чапаев мар, — терĕ те Элешкина алă тăсса пачĕ. — Мальвинăна калăп, вăл сана вырнаçтартăр. Каялла кайса ан тăр ĕнтĕ халь, кĕтӳ кăларма вăхăт çитиччен кунтах пурăн. Тӳлĕпĕр эпир сана. Питех ĕçсĕр ларас килмесен ĕç тупса парăпăр.
— Юрĕ ара, — пуç сĕлтсе илчĕ Элешкин.
Вăл урăхран никама та чăрмантарас мар терĕ, коридора тухрĕ. Унччен те пулмарĕ, ун патне пуçне çăм тутăр çыхнă, çийне туллатнă кĕрĕк тăхăннă хĕрарăм хăшăлтатса пырса тăчĕ.
— Эсĕ пулатăн-и Элешкин?
— Эпĕ-çке.
— Атя ман хыççăн, — терĕ те хĕрарăм вашлаттарса утса кайрĕ.
Хĕрарăмăн çулне никам та хальччен тĕрĕс пĕлеймен те, Элешкин та кускер миçесенчине чухлаймарĕ. Утти çăмăл хăйĕн, калаçăвĕ уçă.
— Председатель каларĕ-и сана? Колхоз кĕтĕвне те, ял кĕтĕвне те пĕрле кĕтмелле пулать. Урăх кĕтӳç çук пирĕн.
— Каламан та, калĕ-ха, — мăкăртатрĕ Элешкин.
Вĕсем урама тухрĕç. Пăхса ил-ха, хитре-и пирĕн ял тенĕн Мальвина ял еннелле çаврăнса тăчĕ. Правлени çуртне ял хĕррине, мехпарк çумне лартнă. Унпа юнашар пĕр ретре темиçе йывăç çурт пур. Мĕн валли тунă вĕсене? Пĕлме çук. Правлени çурчĕ кирпĕчрен те, йывăç çуртсем унран именсе лараççĕ тейĕн. Çавсенчен пĕрин еннелле утса кайрĕ Мальвина. Утнăçемĕн кĕсйисене ухтарчĕ. Уçă шырать ĕнтĕ тесе тавçăрчĕ Элешкин, хĕрарăмран вунă утăм юлса пыраканскер. Мальвина чăнах та кĕсйинчен уçă кăларчĕ те Элешкина тыттарчĕ.
— Уç алăка, — терĕ вăл, хăй айккинерех пăрăнса тăчĕ.
Çакăнса тăракан çăрана тӳрех асăрхаймарĕ-ха Элешкин. Хĕвел çинчен кĕнипе çенĕкре куçсем хуралса килчĕç. Темччен йăраланнă пек туйăнчĕ пулас та Мальвинăна, Элешкин аллинчи уççа илчĕ, хăнăхнă аллисем тӳрех çăрана хыпашласа тупрĕç.
— Çакăнта пурăнмалла пулать санăн, — калаçрĕ пӳрте кĕрсе тăрсан. — Кунта ăшă. Хутсах тăратăп, урайне те кунсерен шăлатăп. Командировкăна килекенсем пурте çакăнта çĕр каçаççĕ. Хăна çурчĕ темелле-и? Çавна майлă япала. Çурчĕ тултан кăна илемсĕр. Шалта, хăвах куратăн,таса та хăтлă.
— Лайăх кунта, — теейрĕ кăна Элешкин.
— Ав çав кĕтесри кравате йышăн. Тепĕр иккĕшĕ килен-каян валли пултăр.
— Юрĕ, — сăмахсăрах килĕшрĕ Элешкин.
— Халь кунталла кил. Кур, газ плити пур. Газ баллонĕ çенĕкре ларать. Ак çак крана пăрса уçмалла та плитана чĕртмелле. Асăрхануллă пул. Крана хупмасăр ан хăвар.
— Ача мар-ха, — терĕ Элешкин.
— Ача маррине куратăп, анчах ача маррисемех мана-мана каяççĕ. Кунта тем те курма тивет ман. Ĕçкĕллĕ çын-и эс?
— Сыпкалатăп.
— Çавăнпа калатăп та ĕнтĕ. Ĕçкĕллĕ çынсем кунта пушар та кăларнă, сывлăша сирпĕнес патне те çитнĕ. Ăнлантăна эп каланине?
— Ăнлантăм, ăнлантăм.
— Лайăх пурăн, — терĕ те Мальвина тухсе кайрĕ.
Элешкин кравать патне пьгчĕ, утиял пур-и, çук-и тесе тыткаласа пăхрĕ. Мамăк утиял мар, байка утиял хурса ианă. Пӳртре сивĕ мар-ха тесе шухăшларĕ те Элешкин лăпланчĕ. Тахçантанпах ăшă пӳртре пулса курманнипе унăн кунтан пĕрре те тухас килмерĕ. Утрĕ те утрĕ каллĕ-маллĕ. Мальвина çине тăрсах инструкци панипе газ плитине пырса пăхас килчĕ. Крана уçса, хупса пăхрĕ. Хырăм выççине туйса илчĕ. Шупашкарта сĕтел хушшинче ларнă чухнех чĕпĕтсе ыратма тытăннăччĕ, анчах сĕтел çинче çăвар тулли çимелли ним те пулмарĕ. Турилкке çине касса хунă çăкăр таткисене, çыртăксене те тиркемесĕр, пĕрин хыççăн тепĕрне иле-иле чăмларĕ. Çур пуç сухан тупăннăччĕ. Çавăнпах çырлахма тиврĕ. Халĕ кунта çăкăр татки те çук. Газ плитипе юнашар ларакан тумбочкăна уçса пăхрĕ. Унта кашăксемпе чашăксем пулчĕç. Вара кĕсйинчи вак укçана шутлама пуçларĕ. Унпа «Адмирал» кафене кĕрсе çĕр грамм ĕçесшĕнччĕ. Вăтăр тенке яхăнах тупăнчĕ вак укçа. Лавккана тухса кĕрем-ха тесе шухăшланă самантра алăка Мальвина уçса ячĕ. Кĕрсе тăмарĕ, алăк урлă кăшкăрса каларĕ:
— Сана Василий Иванович чĕнет.
Сума суса та хисеплесе калаçрĕ унпа председатель. Хăйне çапла çын вырăннех картнине вăл маннă ĕнтĕ. Çавăнпа председателе хăйне те юратас килсе тăчĕ.
— Ыйтса пĕлтĕм сан çинчен, — терĕ председатель. — Нушаллă çын иккен эс. Кунта пĕтме памăпăр. Ĕçне кăна юратса ту. Сан хуçалăхăн пушмак пăрăвĕсене кĕтмелле пулать. Çавăнпа скотник тесе ĕçе илес терĕм. Пĕр ĕçкĕçĕ çапкаланса çӳрет. Хĕл каçса кайса та витене йĕркеллĕтасатмарĕ. Тулсах ларнă вăл. Сан тасатма тивет. Атя кайса пăхар.
Председатель тумланнă вăхăтра хырăм выççи тата хытăрах систерме пуçларĕ. Çапах та чăтасах терĕ.
Выльăх витисем мехпарк хыçĕнчех вырнаçнă. Парк урлă кайсан унта вунă минутранах çитме пулать. Сукмакне такăрлатнă. Пăрланса хытнă сукмак çинче юр йăшма тытăнман-ха.
Председатель малтан утрĕ. Вăл çулне кура лӳппер-ленмен. Утти çăмăл. Тăлпĕвĕ те ӳркенме тытăнман. Вĕçрен калаçрĕ Василий Иванович.
— Ĕне сăвакансемшĕн пуç ыратмасть-ха. Темиçе çул каяллах Хĕрлĕ Чутай районĕнчен виçĕ хĕрарăм килсе вырнаçрĕç те фермăри йĕркене тытса тăраççĕ. Вĕсене кура хамăр ялсем те алăран кайтăр тесе мар, çине тăрса ĕçлеççĕ. Çăва тухнă-тухман ĕнесене ейӳ улăхне илсе каятпăр та мĕн кĕркуннеччен унта тытатпăр. Ĕне сăвакансем хăйсемех кĕтеççĕ. Черетпе. Сĕт сахал сунă тесе пĕрре те вăрçса курман-ха пире. Çулсерен ĕне сăвакансене те, мана хама та премисемпе тĕрлĕрен наградăсем тивĕçсех тăраççĕ. Пушмак пăрусене юратса пăхакан ĕçчен çын тупăнмасть те тупăнмасть. Сана шанатăп ĕнтĕ.
Председатель чарăнса тăчĕ те кĕсйинчен «Прима» пачки кăларчĕ.
— Туртатăн-и?
Элешкин мăнаçлăн пуçне сулларĕ: çук, туртмастăп. Председатель сигаретне чĕртрĕ те малалла калаçрĕ:
— Теме пула наянланса кайрĕç пирĕн ялсем, — терĕ вăл. — Те такамран курса всренеççĕ. Аптăрасах çитетĕп тепĕр чухне. Чăваш çынни ĕçрен нихăçан та хăраман.
Витене кĕрсен Анани хăй сисмесĕрех ахлатса ячĕ. Пăрусен айĕнчен хырса кăларнă навуса вите варрине купаласа пынă та, иртсе çӳреме май çук таранах тулса ларнă.
— Пĕр эрне кирлĕ ку навуса кăларма, — терĕ Анани ĕçлĕн.
— Кăлар та ав çавăнта купала...
Председатель урăхран калаçса тăмарĕ, ăна аммиак шăрши чыхăнтарма пуçларĕ. Элешкина çанăран туртрĕ. Ку ĕнтĕ унпа пĕрле каймаллине пĕлтерчĕ.
— Халь бухгалтерие кĕр. Хутсене алă пусрăм. Сана аванс шучĕпе укçа параççĕ. Мальвина çĕр улми илсе килет. Ыран шкул столовăйĕ валли сысна чикетпĕр. Ăшчиккине сана парăпăр. Çăва тухиччен пурăнкала. Унтан кĕтӳ апачĕ пуçланать. Выçă вĕлермĕпĕр.
* * *
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...