Аххаяс-маххаяс :: 2. Пусăра пурăнман пулă
Тĕлĕк пĕлтерет тенине Паçаран пайтах хутчен илтнĕ-ха вăл. Усал тĕлĕк курман ку кунсенче. Мĕне сиссе йăмшакланать-ши чун? Пĕчĕк пепкин çамкине хыпашласах тăрать. Çавна тем усал килсе ан çулăхтăр тет-çке. Пилĕк çул каяллах кайса çухалнă Энрипе Кируш тем инкеке лекмен-ши тесе шухăшлаять те çавсен ячĕсене асрах усрать. Епле пархатарсăрсем пулчĕç-ха ку ачасем? Пилĕк çулта та пĕр çыру çырмарĕç. Ял çыннисем çерем çĕтме кайкалаççĕ. Таврăнаççĕ. Вĕсем те хамăр ялсене курнине каламаççĕ. Чăваш хутлăхĕ пек кĕптĕрмĕш кăна мар çав Алтайпа Казахстан...
Ял йăлине уяса пур-çук тăвансене сăра ĕçме чĕнмелле мар-ши тесе сăмах хускатрĕ пĕринче Ананипе. Ку шăпах юпа уйăхĕнче пулчĕ. Çак шухăш хĕрарăмсем бригада ĕçки пирки калаçма тытăннă хыççăн пуçа пырса кĕчĕ-ха.
— Тем тăкаках пулас çук, атя, пĕрер каçа пуçтарас. Вăтаелсене те чĕнĕпĕр, — терĕ Анани.
Вĕсем иккĕн тан лаççа тухрĕç. Паçа çуса тасатса хунă шансем, чансем, пичкесем пурте шултăркаса кайнă. Вĕсем патне никамăн алли те пыман.
— Кăшăлсене шаккаса хытармалла та шыв ярса хумалла, — терĕ Анани.
— Тытнă-тытман саланса каяççĕ пуль вĕсем, — пуçне пăркаласа илчĕ Силисса.
— Асăрханарах ĕçлемелле кăна, — терĕ те Анани йĕри-тавралла пăхкаласа илчĕ. — Ĕç хатĕрĕсем ăçта выртаççĕ пирĕн?
— Атте кĕлетре тытаканччĕ вĕсене, кайса пăхар-ха çавăнта.
Кĕлет умне çитсе кăна тăнăччĕ, хапха леш енче машина кĕрлени илтĕнсе кайрĕ. Уласа илчĕ, чăх-чăхлатрĕ те мотор сӳнчĕ.
— Кам килчĕ вара пирĕн пата? — хыпăнса ӳкрĕ Силисса.
Иккĕн тан урамалла тухакан хапха енне çаврăнса тăчĕç. Унччен те пулмарĕ, калинкке яри уçăлса кайрĕ. Кĕрнеклĕ арçын вырăсла калаçа-калаçа картишне кĕрсе тăчĕ. Силиссапа Анани еннелле çурăмпа тăнипе çынна палласа илме пулмарĕ. Лешĕ аллисемпе хăлаçлана-хăлаçлана такамсене кĕме чĕнет. Тĕсерех пăхрĕ те Силисса Кируш кӳлепине уйăрса илчĕ. Васкаса ун еннелле утса кайрĕ. Пырас та мăйĕнчен уртăнас килчĕ. Кируш тесен палланă çын ун еннелле çаврăнмарĕ-ха, çаплах вырăсла калаçа-калаçа вырăнта тăчĕ. Калинккере ача йăтнă хĕрарăм курăнчĕ.
— Этои есть наш дом, — терĕ те Силиссапа Анани еннелле çаврăнчĕ. — Мĕнле пурăнкалатăр кунта?
— Аванах-ха, — темшĕн айшатăн калаçас килчĕ Силиссан.
Малтан чунра капланса килнĕ савăнăç çухалчĕ. Анани те салхуланчĕ.
Кируш пĕр вырăнта тăпăртатса илчĕ. Унтан ачаллă хĕрарăма алăран тытрĕ те çĕкленӳллĕн каларĕ:
— Ку манăн арăм пулать. Эльвира ятлă. Пирĕн ялта унашкал ятлисем çук та, пĕчĕк хĕрĕмĕре те амăш ятне парас терĕмĕр. Халь пирĕн ялта та икĕ Эльвира пулать.
Курма кăна килмен иккен ку тесе тавçăрчĕ Силисса. Вара килнĕ çынсене пӳрте кĕме йыхравларĕ. Хăй пăшăрханма та тытăнчĕ: «Мĕнпе хăналам-ха? Сăра юхтарма шухăшласа кăна хунă».
— Эльвира чăвашла пĕр сăмах та пĕлмест. Хохлушка вăл, — пит кирлĕ хыпар пĕлтернĕ пек пусса каларĕ Кируш.
Пӳрте кĕнĕ-кĕмен çийĕнчи тумне хывса пăрахрĕ те урай варринче пĕр хушă саркаланса тăчĕ.
— Тинех çаврăнса çитрĕм атте килне. Тинех.
— Энри хăçан килет? — ыйтасах килчĕ Силиссан.
— Мĕн тума кирлĕ вăл сана? — пахматсăр персе ячĕ Кируш.
— Чипер калаç-ха, — сассине хытарчĕ Силисса. — Шăллăм пуль вăл ман.
— Могилевскра канать.
— Ăçта терĕн?
— Эльвира, объясни ей, что такое могилевск, — терĕ Кируш чӳрече умне пырса.
Эльвира çаплах Зоя выртакан хуп сăпка çинчен куçне илеймерĕ. Курман ĕнтĕ вăл кун пеккине. Чăтаймарĕ, сăпка умнех пырса тăчĕ. Сĕлеке юхтарсах çывăракан ачана курчĕ те пăрăнса кайрĕ. Алă çинчи Эльвирăна урайне ячĕ, вара «к», «г» сасăсем вырăнне «х» тесе Энри çинчен каласа пама тытăнчĕ. Украинăран пынă çамрăксен отрячĕ Ишим хĕрринчи Ленин ячĕллĕ совхозра чăваш çамрăкĕсемпе пĕрле ĕçленĕ.
Эльвира сикчевлĕ калаçнипе Силисса нумай япалана ăнланса та юлаймарĕ. Лешĕ шапăлкка хĕрарăмсен йышĕнчен пулнине кăна сиссе илчĕ. Ун йышшисем чĕлхерен мĕн сăмах вĕçерĕнсе тухнине те чухламаççĕ. Каласа пултăр. Пуç чиксе итлесе тăчĕ Силисса. Пӳлмерĕ, ыйту памарĕ. Эльвира пĕчĕк хĕрне тем асăрхаттарма пуçларĕ те, Силисса Кируш еннелле çаврăнчĕ.
— Ăнлансах пĕтеймерĕм-ха эп, — терĕ вăл шăппăн.
— Мĕн ăнланмалла марри унта? Могилевскине канма кайнă. Ăнлантăна халь?
Эльвира пушанасса кĕтме тытăнчĕ. Мĕн-мĕн пулнине тата мĕнле пулнине ун пĕлесех килчĕ. Капла мар-ха тесе шутларĕ вăл, ыйтусем парса калаçтармалла кускерне. Эльвира ачине ирĕке янă-яман ун умне пырса тăчĕ те вашаватлăн ыйтрĕ:
— Пурте хăвăр пек çамрăксемччĕ-и вара ĕçлеме пынисем?
Çамрăксем пулмасăр. Пĕлетне, миçе гектар çĕр унти колхозăн? Вăн Кируш калать, Чăвашри пĕр районăн ун чухлĕ çук тет. Çав çĕре ĕçлесе пурăннă эпир. Пире валли хирти станра пĕр общежити пекки туса панăччĕ. Саманпа çапса. Кăмака хутмаллаччĕ. Мĕн тумалла çамрăксен? Мĕнле вăхăт ирттермелле? Пĕртен-пĕр ялта лавкка пур. Унта чупаççĕ.
— Кунтисем те ӳксех юлмаççĕ-ха ун пеккинчен, — сăмах хушмасăр тӳсеймерĕ Силисса.
— Çуллаччĕ ун чухне. Утта тухайманччĕ-ха. Туянаççĕ те лавккаран кирлĕ таран каяççĕ Ишима шыва кĕме. Унти вырăнсем ай-ай мĕнле хитре! Пирĕн Полтава тăрăхĕ те хитре. Кунта татах та... Пăхатăн та — куç илес килмест. Улăхĕсем — утса тухайми. Кӳллисем — шутласа пĕтерейми. Ял çыннисем хăйсем ĕçлесшĕн мар. Килти хуçалăхпах пурăнма пулать. Арçынсем каçхине кӳлле марата кайса пăрахаççĕ те ирхине çур машина пулă тиесе таврăнаççĕ. Тăкса параççĕ çавна сыснасене...
— Чим-ха, шыва кĕме кайнăччĕ-çке çамрăксем, — пуçланă калаçăва хăй кӳлекне кĕртесшĕн пулчĕ Силисса.
— Эпир те çӳренĕ унта. Сарлака шыв вăл, Ишим. Шывĕ тăрă. Анчах сивĕ. Ун урлă каçса çӳреме понтон кĕпер хывнă.
— Ку çамрăкĕсем понтон кĕпер патĕнче шыва кĕнĕ-и вара? Энри те вĕсемпе пулнă-и?
— Вĕсемпе çав, вĕсемпе.
— Мĕн пулнине каласа пар-ха.
— Понтон кĕпер çинчен ăмăртмалла шыва чăмма тытăннă. Темиçен те путнă ун чухне. Энри виллине тупрĕç. Ыттисене Ишим юхтарса кайнă.
— Виç сăмахпа та пулин çырса пĕлтермеллеччĕ ĕнтĕ. Эпир те кунта асăннă пулăттăмăр.
Ку таранчченех чӳречерен урамалла пăхса тăнă Кируш та хускалчĕ.
— Кама кирлĕ ку? — терĕ темле сиввĕн те тăвăннăн.
Лавккана чуптарнă Анани таврăнчĕ те, пӳртре хĕвĕшӳ пуçланчĕ. Пĕри çăкăр касать. Тепри стакан çăвать. Чашăк-тирĕк вырăнтан хускалчĕ. Сĕтел-пукана та канăç памаççĕ, вырăнтан вырăна куçаркалаççĕ. Сăпкари Зоя та айккинче юлас темерĕ, сасă пама пуçларĕ. Пĕр ача сасси тепĕрне хускатрĕ. Пĕчĕк Эльвира та хăй ача иккенне аса илтерсе макăрса ячĕ.
Тинех сĕтел тавра ларса тухрĕç. Арçынсем стакан ярса тытрĕç, хĕрарăмсем ача çупăрларĕç. Кирушпа Анани паллашнă ятпа тесе шаклаттарчĕç.
— Чимĕр-ха, малтан Энрие асăнмаллаччĕ, — терĕ Силисса.
— Эпир лайăхах асăннă. Çырлахтăр, — каллех стакан тултарма васкарĕ Кируш.
Ку хутĕнче хĕрарăмсене те сиктерсе хăварас мар терĕ, вĕсен умне те туллишер стакан лартрĕ.
Кун пек хăтланни Силиссана пĕрре те килĕшмерĕ. Сĕтел хушшин хăйĕн илемĕ пулмалла-çке. Анчах ним тума та çуккине ăнланчĕ те шăлне çыртса ларчĕ.
— Пуян таврăнтăм, — терĕ Кируш иккĕмĕш стакана пушатсан, — кĕсьере вунă пин тенкĕ укçа пур. Канашри элеватортан пилĕк тонна тулă илсе килмелле. Пилĕк тонна пĕр машина вăл. Халĕ укçа куçарнă пек тырă куçармалли йĕрке турĕç. Хрущев тăрăшнипе.
Сĕтел хушшинче пĕчченех ларать тейĕн, пĕр хăй кăна калаçрĕ Кируш. Хĕрарăмсем çинчен те, халăх пурнăçĕ çинчен те, политика çинчен те. Силиссаран кăна, хăйне пăхса ӳстернĕ çынран, мĕнле пурăнатăн тесе ыйтма тавçăрулăхĕ пулмарĕ.
Тепĕр кун, тĕрĕслевçĕ пек, хуçалăха пăхса çаврăнчĕ. Лаç, мунча, мăклă вите алăкĕсене уçа-уçа пăхрĕ, чарăна-чарăна тăрса тем мăкăртатрĕ. Унтан урама тухса кайрĕ. Хăй таврăннине ял çыннисене пĕлтересшĕн ĕнтĕ тесе шухăшларĕ Силисса. Тепĕр сехетрен таврăнчĕ.
— Хăнана кайма тирпейлен, — терĕ Эльвирăна, — пукане пекех тумлан. Пур унта сан тăхăнмалли.
Хăй те тум улăштарчĕ.
Силисса апата ларма чĕннине иккĕшĕ те илтмĕш пулчĕç.
Вĕсем тухса кайсан Ананипе иккĕшĕ сĕтел хушшине ларчĕç те пĕр-пĕрин çине пăхса шухăша путрĕç. Апат анмарĕ.
— Курма кăна килмен-и вара вĕсем? — терĕ Анани.
— Çук ĕнтĕ. Пилĕк тонна тулă çинчен ахаль каларĕ-и? Пире валли куçарттарман ăна...
Каллех шăпланчĕç. Зоя та пулин сасă памарĕ. Ашшĕпе амăшне шухăшлама чăрмантарас мар терĕ пулас.
Эрнипех хăнара çӳрерĕç Кирушпа Эльвира.
Таврăннăранпа та Кируш ăна аппа тесе чĕнмерĕ, ятпа та пулин асăнмарĕ. Калаçни-туни те çук. Мĕн те пулин ыйтмалла пулсан эй, çав мĕнлеччĕ-ха теет кăна. Анание Ананиех тет. Нивушлĕ ют çын тесех шутлать-ши ăна? Сисет Силисса чунĕ — хирĕçӳ мар тăк, тăрлавсăр калаçу пулатех вĕсен. Хăш кун та хăш самантрине кăна пĕлеймест. Тантăшĕсемпе юлташĕсем патĕнче хăналанса пĕтерсен пуçларĕ тахçантанпах хăратса тăракан калаçăва Кируш. Таврăнсанах выртса тăма ашшĕпе амăшĕн краватьне йышăнчĕç. Силиссапа Ананин тĕпеле куçмалла пулчĕ. Зоя сăпкине те куçарма тиврĕ.
Эльвирăна хускатмасăр вырăн çинчен тăчĕ те Кируш, тăрмаланчăк çӳçлĕ-пуçлăскер, Силисса умне пырса тăчĕ. Лешĕ кăмака умĕнче ĕштеленетчĕ.
— Ну?! — терĕ те куçне хаяррăн вылятса илчĕ Кируш. Пăшал сасси пекех туйăнчĕ ку Силиссана.
— Хăçанччен кĕттеретĕр тата? — терĕ тем вăхăтран. Ăнланчĕ Силисса — ăна килтен хăвалать.
— Япалăрсене пуçтарма пулăшмалла-и?
— Чим-ха, мĕн калаçан эс?
— Пĕлмĕше ан пер. Чăвашла та ăнланмалла каларăм. Сан кунта нимле пайăр та, нимле пай та çук. Ку таранччен усранăшăн тав ту та çак килтен тухса шу. Çуртăн саккунлă хуçи — эпĕ. Сирĕн малтанах хатĕрленсе тăмалла пулнă.
Сăмах чĕнеймиех хытса тăчĕ Силисса. Укĕтлесе тем калас килет, шăллăм, мĕн аташтарать сана, мĕнле хурт сăхса илчĕ тесе калас килет. Чĕнеймест. Çăвар уçаймасть. Ытла та пархатарсăр хăтланать мар-и ку таранчченех шăллăм тесе пурăннă çын? Чун хурланать, анчах куççуль тухмасть. Никамăн та мар, пĕр Силиссан хăйĕн малашне мĕнле пурăнмаллине татса памалла.
Силисса тĕпелте ĕштеленме пăрахрĕ. Килсе кĕнĕренпех Кирушпа Эльвира вăл хатĕрленĕ апата çиесшĕн мар. Начар пĕçернĕ тесе тиркемеççĕ, Силиссапа ун çемйи ку килте ытлашши çынсем пулнине, вĕсен ăна пушатмаллине, Силиссан тĕпел кукринчен тухса кил хуçи пулма пăрахмаллине куç кĕрет систереççĕ.
Аптăранипе Силисса Анани куçĕнчен пăхать. Лешĕ манăн ĕç çук тенĕн ни тарăхмасть, ни кулянмасть. Тăмран унанă çын пекех туйăнать...
— Зоя вăрансан апат çитер, хатĕрлесе хунă унта, — терĕ те упăшкине васкаса тумланма пикенчĕ.
Тум суйласа тăмарĕ, алă айне мĕн лекнĕ çавна тăхăна-тăхăна ячĕ. Паçа вилсен ун япалисене тăванĕсене валеçсе пачĕç. Чăваш йăлипе. Амăшĕн хăлха алкийĕ, ал сулли, мăй çакки, эрешлесе тунă пуç тури пĕтĕмпех Силиссана юлчĕç. Вăл вĕсене ырпалли тесе шутлать, чун тăвăннă, чун хурланнă чухне яланах çав япаласенчен пĕрне те пулин тытса пăхать. Кашнинчех çăмăллăх тав-рăннине туять. Халĕ те амăшĕн хăлха алкине çакса ячĕ.
Урама тухрĕ те ăçта каяссине, мĕн тăвассине пĕлмесĕрех васкаса утма пуçларĕ. Амăшĕн сăмахне асрах тытрĕ. Чун кантарма урама тухрăн пулсан анаталла мар, тăвалла утса кай тетчĕ вăл. Пуçне пĕкрĕ, çĕрелле пăхсан çĕр-анне канаш парĕ тесе шутларĕ.
Юнашар урама каçакан пăралук тĕлне çитсе пыратчĕ ĕнтĕ. Самантлăха чарăнса тăчĕ: кам патне каям-ха канаш ыйтма? Кам ырă сунса калаçĕ те унпа ĕçлĕ сĕнӳ парĕ? Макар йыснăшне аса илчĕ. Ăна Паçа йысна тетчĕ те, Силисса та çаплах калать.
— Силисса теп, Силисса, — илтрĕ вăл шухăшĕ самантлăха татăлсан. — Миçе чĕнетĕп... Мĕн пулнă сана?
Ун умĕнче туяллă Аляк тăра парать. Пуçне чалăштарса пăхрĕ-пăхрĕ те çамрăк та хуйхăллă хĕрарăм çине ахлатса сывласа ячĕ.
— Ял çине сăмахĕ тухнă-ха çав. Атя-ха пăрăнар айккинерех.
Сисĕмлĕ хĕрарăм ку шăп та лăп ăна кирлĕ сăмаха каласшăн тесе шутларĕ. Аляк хыççăн утрĕ. Лешĕ тайăла-тайăла каяканах пулнă. Персе анасран туйи кăна тыткаласа тăрать. Ватти çитнипе мар. Унăн та хуйхи хăйĕнчен пысăк.
Аляк вăрçăран уксах таврăнчĕ. Ленинградран эвакуаципе килнĕ Любăна качча илчĕ. Лешĕн Силиссапа тантăш ывăл ача пурччĕ. Владилен ятлăскер. Чăвашла самаях калаçма вĕренсе çитнĕччĕ. Шкул пĕтернĕ-пĕтермен ялтан тухса шурĕ. Хăй тĕллĕн мар, паллах. амăшне пăрахнă ашшĕ Оренбург облаçĕнчи Орскра пурăнать. Амăшне пĕлтермесĕр Владилен унпа çыру çӳретнĕ. Çавă чĕнсе илнĕ те пайăх ĕçе вырнаçтарнă. Халĕ ĕнтĕ çамрăк çын амăшне йыхравлатъ. Алякăн пĕрре те ялтан тухса каяс килмест. Юлашки хут тесе пур тăванĕ патĕнче те пулса курас тенĕ.
— Каймăттăмччĕ тăван çĕртен хăпса, каймăттăмччĕ, — йĕрес пекех калаçать Аляк. — Икĕ хĕр мана атте тет. Вĕсене хăр тăлăха хăварас килмест. Чуна хĕне-хĕне тухса каятăп ялтан. Кируш питех хăвалать пулсан куçса пурăнăр ман килте. Çынсăр çурт юхăнать вăл. Таврăнмаллах пулсан... Пулать-и таврăнасси, пулмасть-и? Ют çĕре кĕрсе выртмалла-и?
— Спаççипах сана, Аляк тете, — терĕ те Силисса, куçне куççуль тулчĕ.
* * *
Тăп-тăп хуçалăх та хăтлă çурт пулнă пулсан Аляк та, Люба та кунтах пурăнмаллаччĕ-ха. Пӳрт тени ĕнтĕ ячĕ кăна. Пулăç хӳшши-ӳплинчен кăшт кăна уйрăмрах. Ял сăнне пĕтеретĕп тенĕн çĕр çумне лăпчăнсах ларнă. Тăррине хăма витнĕ те, шыв ямасть. Çавă лайăх. Урам енне шĕшкĕ авса çатан карта тытнă. Картишĕнче хăмаран çапса тунă сарай пур. Çапах Аляк çынсăр çурт юхăнать тесе хăрать-ха. Юхăнас пекки кунта ахалех юхăнса çитнĕ. Аляк хăй, уксах ураллăскер, ним те тытса тăваймасть. Люба хула çынни пулнă. Уншăн кĕреçе те, пуртă та ют япаласем...
Ирхине Аляк çемйи — арăмĕ, Вальăпа Лена хĕрĕсем тата хăй — район центрне тухса кайрĕ. Вĕсене Аляк тăванĕ лашапа леçсе ячĕ.
Малтанах чун çӳçенсе кайнăччĕ. Пӳрт алăкĕ те ыррăн хупăнмасть, урай хăмисем выляса кăна тăраççĕ, чӳречесене хăрăм тĕсĕ çапнă. Арçынсăр мар-çке тесе утларĕ те Силисса алăка, чӳречесене уçа-уçа ячĕ, шур эрĕм шăпăрĕпе урайне шăлса тухрĕ, кĕтессенчи эрешмен картисене пуçтарчĕ, унтан сĕлтĕ шывĕпе турăш кĕтесĕнчен пуçласа кăмака хыçĕ таранах çуса тухрĕ. Аляксенчен сĕтел, икĕ вăрăм сак тата йывăç кравать юлчĕ.
Силисса çурт тирпейлесе таврăннă çĕре мĕн-мĕн илсе каймаллине, мĕн-мĕн хăвармаллине Кируш суйланă та. Малтан бригадиртан лаша ыйтса пăхам тенĕччĕ, арçынсем алă вĕççĕнех çĕклеме тытăнчĕç. Чи йывăррине Кируш куçарчĕ. Анани лӳпперленсе кăна ĕçлерĕ. Силисса ак çакна ту, ак çакна ил темесен хăй сĕнксе кăна тăчĕ.
Теме пĕлтерсе, такама илттересшĕн Анани ытарлă сăмах персе ячĕ: «Пусăра пулă пурăнмасть...»
Астуса юлчĕ-ха ăна Силисса. Ештеленсе ĕçленĕ чухне кашни ытарлă сăмаха чăмласа тăраймастăн.
Пушă пӳрт тулсах ларчĕ. Хуп сăпкана текех çакас та мар терĕç, ăна Анани мачча çине хăпартса хучĕ. Малтанхи кунах пĕр калаçу пуçланчĕ, вĕçленме пĕлмерĕ вăл.
— Ял çынни выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнаймасть, — терĕ Силисса, — хĕлле арçынсемпе вăрман касма кай. Мăклă вите те пулин лартар.
— Кам валли? Аляк валли-и?
— Таврăнмаççĕ вĕсем. Каяс мар çынна илсе тухса кайрĕ те Люба, тем тусан та унтах тĕпленеççĕ. Çитменнине, Люба хăй ывăлĕпе çывăх пурăнас тесе илсе тухса кайрĕ.
— Пĕлме çук, пĕлме çук, — мăкăртатрĕ Анани.
— Таврăнсан, хамăр лартнă тесе укçа илетпĕр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...