Аххаяс-маххаяс :: 1. Чул хушшинчи чун


Канаш тесен, çитсе çапăнман вырăн çуках теттĕм. Чукун çул, вакунсен завочĕ, социализм хули тенисене ачаранах илтсе ӳснĕ. Канаш урлă пурнăç çулĕ çине тухнă. Анчах вун пĕр сехетре Шупашкар автобусĕнчен тухрăм та шухăша путрăм, ара, ăçтарахчĕ-ха çав кăçатă фабрики? Ниепле тавçăрса илейместĕп. Пуçа чиксе те, пуçа каçăртса та шухăшлатăп. Аптăранипе хула автобусĕсем чарăнакан вырăна тухрăм, камран та пулин ыйтса пĕлĕп терĕм. Куç тĕлне никамах та пулмарĕ. Унăн-кунăн пăхкалатăп.

Ман еннелле пĕр çамрăк хĕрарăм утса килет. Кунран ыйтатăпах терĕм те хĕрарăма тĕсесе сăнама пуçларăм. Сăрă плащне чи çӳлти тӳми таранах тӳмеленĕ, пиçиххине пăвса çыхнă, пуçне çăм калпак тăхăннă. Утти çамрăк çын уттиех, тумĕ пĕрре те çамрăк çыннăнни мар тесе шухăшлама кăна ĕлкĕртĕм, хĕрарăм ман ума çитсе те тăчĕ.

— Аякранах палларăм. Аван-и? — терĕ çакскер аллине ман еннелле тăсса.

— Аванах-ха, — терĕм, шалт аптăраса ӳкрĕм.

Мĕн улталарĕ куçăма? Хамăр ял хĕрарăмĕ Силисса мĕншĕн-ха çамрăк çын пек курăнчĕ? Юлашки хут курнă Силисса асра юлнă-ши?

— Ах, çав хула çыннисен аллисем кăпăк пекех çемçе, тупата, — терĕ те павильон айĕнчи тенкел çине кайса ларчĕ. — Кил-ха, калаçар. Тахçанах пĕр-пĕрне курман...

Итлерĕм. Ун çумне, кăвак сăрăпа сăрланă тенкел çине, пырса тĕршĕнтĕм. Малтан эп мĕн çăмăлпа çӳренине ыйтса пĕлчĕ. Çурçĕрте ĕçлесе пурăнакан ывăлăм çыру янă, ĕçĕнчен хушнипе ĕнтĕ. Канаш кăçачĕсене мĕн хакпа сутнине тата вĕсене кӳмертен туянма пулнипе пулманнине пĕлесшĕн пулнă, хăвах кайса пĕлсе кил-ха тенĕ.

— Ан васка, ĕлкĕретĕн, пиллĕкчен ĕçлеççĕ унта,— алă сулчĕ кăна Силисса.

Вара хăйĕн калаçăвне пуçларĕ. Ăна вăл тахçанах хатĕрлесе хунă тейĕн. Урлă та пирлĕ, тĕлсĕр те палсăр пымарĕ калаçу.

— Эпир Хветюç аппупа пĕрле ӳснĕ, акамлă эпир унпа, — мана куç кĕрет хăй майлă çавăрасшăн пулса каласа хучĕ. Унтан ассăн-ассăн сывлама пуçларĕ. Ку мĕне пĕлтернине малтанах чухлаймарăм та-ха. Кайрантарах кăна, Силисса кун-çулĕн тăварĕ чĕлхе вĕçне вĕтеленĕ пек туйăнма пуçласан, пурне те ăнлантăм. — Ман çинчен те начар ан çыр-ха... Эсĕ çамрăк чухнех аннӳ ял çыннисем çинчен начар çырнă ан пултăр тесе юна-юна каланине эпĕ манман...

— Сан çинчен мĕн начар çырмалли пур вара?

— Лайăххи те ним те çук. Ĕнтĕ çынна тăр пĕччен пурăнмалла туман. Хăвăн хуйху-суйхуна пĕр хăвăнта кăна тытсан вĕрсе тултарнă шар пек шаплатса çурăлма пултарать. Эпир, ял çыннисем, пĕр-пĕрин пурнăçне пĕлсех тăратпăр та, айккинчи çынпа калаçас килет.

— Эп тем айккинчи çынах мар-çке.

— Айккинчи! Ялтан хăпса кайни çур ĕмĕр ытла та... Юлашкинчен хăçан курнине те тĕрĕс астумастăп.

Ассăн-ассăн сывлама чарăнчĕ те ман çумарах сиксе ларчĕ. Сассине ăша ячĕ. Тута сиктермесĕр калаçма пуçларĕ. Эпĕ ăна пӳлес мар тесе пĕринче пуç сĕлте-сĕлте илтĕм, тепринче ăхă, ăхă тесе хуша-хуша хутăм.

— Патшалăха ăна пирĕн пеккисене çаратма шухăшласа кăларнă пулĕ. Атте-анне пурлăхне пĕр чĕптĕм хăварми туртса илнине хам куçпа хам курман та, чун ыратмасть. Ак нумай пулмасть кăна перекет кассинчи мĕнпур укçана туртса илчĕç. Леш Мускаври аслă пуçлăх, сысна чăмланă пек чаплаттарса калаçаканни, урлăш-тăршшĕ пĕр пекеххи, мĕнпе иртĕхсе пурăнать тетĕн? Пирĕн укçапа. Ун чухне май пурччĕ те, Зоя хĕрĕме çурт лартма пулăшам тесе çулсерен икшер-виçшер сысна ӳстереттĕм. Пĕр сыснашăн та, виççĕшĕн те пĕр ĕçех тумалла. Ун чухне колхоз чĕрĕ виçен туянатчĕ. Мĕнле вырнаçтармалла темелле марччĕ. Вун пилĕк пине çитертĕм. Малтанах пĕлнĕ пулсан илмеллеччĕ те çав укçана кассăран Зойăна леçсе памаллаччĕ. Халь ассăн сывламалли кăна юлчĕ. Юрать-ха тата, атте-аннен туртса илнĕ пурлăхне саплаштараççĕ. Пĕлместĕп ĕнтĕ, тем чухлĕ парĕç.

Вăл калани маншăн пĕтĕмпех çĕнĕлĕх пулчĕ. Манпа юнашар эпĕ пĕлнĕ-палланă Силлиса мар, урăххи лармасть-и тесе куç айĕн пăха-пăха илтĕм. Çавах. Ним те улшăнман. Шĕвĕр сăмси кăна тата шĕвĕрленнĕ пек туйăнать.

Пирĕнпе ылматăн Митрофановсем пурăнатчĕç. Виçĕ ачаччĕ вĕсен. Асли Силиссаччĕ. Ун хыççăнхисем ывăлсемччĕ. Энрипе Кируш. Пĕр кас ачисем пĕрле выляса ӳснĕ, анчах Силисса Энрипе тата Кирушпа пĕртăван маррине эпир пĕлмен. Ăна вĕсем хăйсем те ун чухне пĕлменех пулĕ. Сăнĕсем пурин те пĕрешкел пекех туйăнатчĕç. Ывăл ачасем умлăн-хыçлăнах çуралнăччĕ, хушшисем икĕ çул та çукчĕ. Силисса вĕсенчен курăнмаллах аслăччĕ. Вăл ман аппапа тантăшлă пулнă, унпа пĕр класа çӳренĕ, кайранрах вăййа та пĕрлех тухнă. Эпĕ Энрипе тата Кирушпа пĕрле выляса ӳснĕ, шкула пĕрле чупнă. Ун чухне Силисса та Митрофанова тесе çырăнатчĕ. Анчах хут çинчи хушамачĕ унăн урăхла пулнă иккен. Ăна каллех эпир те, Силисса хăй те пĕлмен.

Темиçе автобус та иртсе кайрĕ. Эпир çаплах ларатпăр та ларатпăр. Силиссан пĕр сăмахне те хăлха айккипе ирттерсе ярас килмест.

— Укçине алла памаççĕ, кĕнеке çине куçараççĕ. Кивви çĕтĕлсех çитнĕччĕ те, перекет банкне ятарласа кайрăм, çĕнни тутарттартăм.

Плащ кĕсйинчен вĕр çĕнĕ перекет кĕнеки кăларчĕ, çине тăрсах тытса пăхма сĕнчĕ. Уçрăм. Вулатăп. Варсунова Василиса Ильинична ячĕпе панă ку кĕнекене. Чăнах та, арпашăнсах кайрăм. Ун хушамачĕ е Митрофанова, е Элешкина пулмалла.

— Ананипе çырăнмасăр пурăннă эпир, хушамат хураттарман. Ку манăн атте-анне панă чăн-чăн ятпа чăн-чăн хушамат, — терĕ те перекет кĕнекине ман алăран илчĕ.

Çураласса та пирĕн ялта, Арманкассинче мар, ун чухне те Канаш районне кĕнĕ, халĕ те çав районтах шутланакан Чăмăшлăра çуралнă. Çавăнпа ĕнтĕ репрессие лексе хур курнă ашшĕпе амăшĕн çурчĕ-йĕрĕшĕн, пурлăхĕ-юрлăхĕшĕн тухакан укçана та Канашра илмелле...

Çамрăк чухне те чĕлхерен ӳксе юлмастчĕ те, пĕр киленсе те пĕр ăмсанса итлесе лартăм Силиссана. Упăшки пулнă çынна, Анание, пĕр хутчен кăна ячĕпе каларĕ, ытти чухне авăрлă кулач çитермеллескер тенипе çырлахрĕ. Хăлха чикки памалласкер кам пулнине Силиссана пӳлсех ыйтса пĕлме тиврĕ. Хĕрĕн упăшкине Петруна çапла калать иккен.

Хĕрĕн ячĕ çине-çинех тухма тытăнсан Силисса та хускалса илчĕ.

— Чăнах та, сăмахăн вĕçĕ çук. Каçар ĕнтĕ, нумай тытрăм. Яла пырас-тăвас пулсан кĕрсе тухма ан ман-ха ман патăма та, — терĕ те ура çине тăчĕ. — Хĕрĕмĕн те, пĕртен-пĕрскерĕн, пурнăçĕ ăнсах ăнмарĕ. Тĕрĕсех калаççĕ çав, ывăл ача ашшĕн кун-çулне, хĕр ача амăшĕн кун-çулне ӳкерсе илет теççĕ. Шăп кăна çапла пулса пырать. Хам тесен, хам ырă пурнăç кураймарăм, хĕрĕм те çавах. Чул хушшинчи чунсем эпир. Çуралнă та — пурăнмалла.

 

* * *

Вăтăр саккăрмĕш çулхине Сурхури иртсен, Çăварни çитиччен, Паçа хăйĕн аппăшĕ качча тухнă Чăмăшлă ялне лармана кайма шутланă. Унăн аппăшĕ Матрюнь тĕрĕ ăсти пулнă. Ăна Арманкассинче те, качча тухсан Чăмăшлăра та ăста тесе хисепленĕ. Унран канаш ыйтнă, уи патне вĕренме çӳренĕ. Паçан та çав шухăшах пулнă. Ячĕшĕн хăйпе пĕрле пĕр кĕрепенкке çурхи çăм тата мĕр тăрăх катан пир чикнĕ, мулине çиппине Матрюнь Парĕ тесе шутланă.

Аппăшĕ хапăлах пулнă йăмăкне.

— Лара-лара ларкка пулма килтĕм, — тенĕ Паçа.

— Тăра-тăра тăркка та пулăн-ха, — тавăрса каланă Матрюнь.

Çакăн чухне кăна Паçа хăй тăван аппăшĕ патĕнче хăнара çулталăк таранах пулманнине аса илнĕ. Унтанпа вăл пĕлмен улшăнусем Илюшпа Матрюнь пурнăçĕнче пайтах пулса иртнĕ иккен.

Илюш ашшĕ Микун инхус пулсах çĕре кĕнĕ. Илюш вара авланнă хыççăнах колхоза çырăннă пулнă, ашшĕ панă халал кĕсрепе пушмак пăрăва колхоза леçсе хунă. Хăйсем, çамрăк çынсем, кайри хурăнташĕ патне тухса пурăннă. Микун вилсен, ăна пытарсан, хĕрĕх кунне асăнсан, малтан хăйсем хушшинче калаçса татăлнă пекех Илюш çемйи ашшĕ килне таврăннă. Инхус пурлăхне çак хушăра пĕтĕмпех халăх валли тесе илсе кайнă пулнă. Выльăх-чĕрлĕхе, Хăмăркка ятлă кастарнă ăйăра, пӳртри сĕтел-пуканне те хăварман. Икĕ хутлă кĕлете колхоз ампарĕ валли кӳлĕ хĕррине куçарса лартнă. Матрюньпе Илюш валли пӳрт хапи кăна юлнă. Пурпĕрех çамрăк çемье савăннă. Епле тесен те вĕсен хăйсен кĕтесĕ пулнă.

Илюш пур-çук япалапа пӳрт тавра карта çавăрнă. Анкарти варринех тăрса юлнă лупаса куçарса картишне тăвăрлатнă. Пурăна киле ытти колхозниксем пекех ирĕк панă таран выльăхлă-чĕрлĕхлĕ пулăпăр тесе пурăннă.

Паçа лармана пынă вăхăтра ялти чи çывăх тăванĕсемпе ратнисене сăра ĕçме пуçтарас тесе шут тытнă пулнă. Матрюнь çавăнпа та йăмăкĕ килнĕшĕн калама çук хытă савăннă. Ĕçме-çиме хатĕрленĕ чухне хăйне пулăшакан тупăннă мар-и? Ашшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн Илюш хăй те ниçта та хăнана çӳремен, арăмне те чĕнмен. Ашшĕ çулталăкне асăнсан кăна бригада сăрине иккĕн танах кайнă. Халĕ ĕнтĕ ытти чĕннĕ çĕртен те юлман, тата та ытла çынпа хутшăнни вĕсемшĕн «инхус» ятран тасалнинех пĕлтернĕ. Чăмăшлăри ытти мĕнпур çынпа танах картма тытăнни çамрăксене калама çук хавхалантарнă.

Анчах хăрушлăхĕ вĕсем шутлама та пултарайман çĕрте пытанса пурăннă пулнă. Ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕ Кăнрать, вăтăр урлă каçнă арçын, тăлăх хĕрарăмсен тĕлне нимрен те лайăх пĕлнĕскер, ялти çынсем темшĕн Кăнрать мар, Кронштадт тесе чĕннĕскер, Хăмăрккана пит кăмăлланă. Унта-кунта тухса каймалла чухне пĕр çавна кăна кӳлтернĕ. Тăрантас туртисен хушшине тултарсах лартнипе-ши, юртăпа чупнă чухне юхса пынă пек туйăннипе-ши, Хăмăрккасăр пуçне ытти лашасене тиркенĕ.

Хăмăркка вара хăйĕн йăлине çаплах пăрахайман. Ниепле те колхоз витине хăнăхса çитеймен. Çаплах Микун килне таврăннă. Илюш кашнинчех леçе-леçе янă янавара. Лешĕ конюхсен ăшне пĕçертсех çитернĕ. Сăлăп урлă сике-сике каçса туха-туха тарнă. Кастарман ăйăрсене хупса тăракан алăклă витере усрама тытăннă Хăмăрккана та. Тем вăхăтран конюхсем те лăпланнă, тинех йăлине пăрахтартăмăр тесе шухăшланă.

Ку хутĕнче Кронштадтăн районах каймалла пулнă. Конюх Хăмăрккана витерен çавăтса тухнă, тăрантас туртисем хушшине кĕртсе тăратнă, сӳсмен илме тесе пăрăннă хушăра лаша чалт сиксе ӳкнĕ те вирхĕнтере панă — тӳрех Микун килĕ еннелле. Ăна тытса киличчен председателĕн вите умĕнче тарăхса тăмалла пулнă. Унпа пĕрле пыма калаçса татăлнă икĕ арçын ăна тĕхвĕртнĕ те тĕхвĕртнĕ.

— Илюш илĕртмесĕр мар-ха ĕнтĕ, — тенĕ пĕри. — Мĕскĕн Илюшĕ лаши килне ан мантăр тесе çăкăрне те шеллемест пулĕ, хуçа-хуçа çитерет пулĕ...

Выльăх ал ăшшине лайăх туять, — тенĕ тепри. — Микун хăй леш тĕнчене ăсанни мĕн вăхăт та, лаши ăна маннă ĕнтĕ. Илюш илĕртмесĕр выльăх хăй тĕллĕн çапла аташмастех...

Кронштадт вара çаксене итлесе тăнă-тăнă та татса каланă:

— Все паллă! Кулак юнĕ тасалса çитмен, инхус чунĕ çапла хальлĕнех юлнă. Пире улталама кăна Илюш питне питлĕхпе витнĕ, колхоза çырăнам пекки тунă. Паянах тăрă шыв çине кăлармасан унашкал çынсем халăха пăтратма пăрахмаççĕ. Самант çаврăнса тухасса кăна кĕтеççĕ...

Çырсах панă-и Кронштадт, сăмах хальлĕн кăна пĕлтернĕ-и районтисене, лешсем хускалнă та. Шăп кăна хăна пуçтарнă каç Чăмăшлăна килсе çитнĕ. Малтан Кронштадта хăйне килĕнчен илсе тухнă. Вара ушкăнпа Илюш патнелле çул тытнă.

Ку вăхăталла Илюшпа Матрюнь хăнисем ташă пуçланă кăна пулнă. Ятарласа, пĕр пăт тырăлла чĕнсе килнĕ Ванькка купăсне кăкăр тĕлне тытса ташă кĕвви каланă чухне Матрюнь иккĕри хĕрне алăра тытса ларнă. Паçапа Илюш сăра курки черетленĕ. Ташă çеммипе çĕкленсе кайнă кăмăлĕ Матрюне вырăнта лартман. Вăл апла та капла хуçкаланма хăтланнă. Иккĕри Силиссана Паçана тыттарнă та урай варрине сиксе тухнă. Ик аллине ик еннелле авăсса илнĕ хыççăн урине тăрс-тăрс тапса илнĕ те такмаклама пуçланă:

 

Аххаяс-маххаяс,

Ман кама качча каяс?

Мана савни илмерĕ,

Ман аннене мĕн калас?

Аххаяс-маххаяс,

Ай-хай аххаяс...

 

Матрюнь хĕрсе кăна çитнĕ вăхăтра пӳрт алăкĕ уçăлса та кайнă. Пӳрте Кронштадтпа пĕрле палламан икĕ арçын кĕрсе тăнă.

— Пуçтарăн, — тенĕ вĕсенчен пĕри Илюша, курка тытнă аллинчен çапнă.

Куркари сăра сирпĕннипе йĕпеннĕ пит-куçне типĕтме те паман Илюша, аллисене çурăм хыçнелле пăрса та лартнă.

Палламан çынсенчен пĕри Кронштадт еннелле çаврăннă, лешĕ пӳрнипе Матрюне тĕлленĕ.

— Эсĕ те пуçтарăн! — хальхинче пурин хăлхи те хупланмаллах кăшкăрнă районтан килни.

Ача тытса ларакан Паçан сехри хăпнă кăна мар, алли-ури хытса ларнă. Ытла та кĕтмен çĕртен пулса иртнĕ пурте. Тăн çухатас марччĕ, тăн çухатас марччĕ, тăн çухатас марччĕ тесе кăна шухăшланă вăл. Аппăшне, йыснăшне палламан çынсем илсе тухса кайсан унра хальччен пулман вăй хускалнă. Вăл мĕнле çуралнине, ăçтан тупăннине Паçа пĕлмен, анчах çав вăй ăна хистеме тытăннă, васкатнă.

Паçа ачана алхапăл тумлантарнă, ăна питрен темиçе хут чуптунă хыççăн хăй тумне мĕнле килчĕ апла уртса янă. Никама ним каламасăр пӳртрен тухса чупнă.

Çĕр тĕттĕмĕ те, çанталăк сиввипе вичкĕн çил те хăратман ăна. Вăрмана кĕричченех чупнă. Хыçалтан никам та хăваламасть-и тесе-ши каялла çаврăна-çаврăна пăхнă. Кашни самантрах ытамри ачана хытăрах та хытăрах чăмăртанă. Ун ăшшине туйнăçемĕн ачана калаçтарма хăтланнă. Лешĕ сасă та кăларман. Ача чĕлхипе те, мăн çын чĕлхипе те пакăлтатнă Паçа. Ĕнтĕ унăн та, чарăна пĕлми сӳткеленмелли пепкен, сехри хăпнипе чĕлхи çĕтнĕ пулас.

Арманкасси çулĕн вĕçĕ те çук пекех туйăннă Паçана. Шăлне çыртнă та малаллах талпăннă. Ывăнни-мĕнне, сывлăш пӳлĕнни таврашне сисмен. Хăнасем саланни, алăка кам питĕрсе илни пирки те шухăшламан. Уншăн çак çутă тĕнчере иккĕри Силисса кăна пулнă. Ăна сывă хальлĕн ашшĕ килне илсе çитерем тенĕ. Усал вăйран сыхласа хăварма ырăсене тархасланă, вĕсене асĕнчех тытнă. Йывăçсене çил хускатсан та, ура шуса кайсан та чĕлхе çинче чăваш туррисен ячĕсем пулнă.

Ашшĕпе амăшĕ ним те ыйтса-тĕпчесе тăман. Вĕсем пурне те сăмахсăрах ăнланнă. Самана сакки еплереххине вĕсем пĕлнĕ. Пĕчĕк ачана пĕрин майлăн тепри йăтса çӳреме тытăннă. Кукашшĕпе кукамăшне канăçсăрлăх кӳрем мар-ха тенĕнех Силисса пĕрре те хăлăхсăрлан ман, мăннисен ирĕкне пăхăннă. Мăннисен пăшăрханăвне те ăнланнă тейĕн. Мăннисен вара пĕр шухăш кăна пулнă — Илюшпа Матрюнь ачи вĕсем патĕнчине юрăхсăр хăлха кăна илтсе ан пĕлейтĕрччĕ.

Икĕ çула яхăнах ăна урама илсе тухман.

Илюшпа ун мăшăрне Матрюне Канаша илсе кайнă хыççăн Паçапа ашшĕ-амăшĕ Чăмăшлă хыпарĕсене çын-çын урлă кăна пĕлкелесе тăма тытăннă. Хăйсем унта çӳреме хăранă. Пĕринче, Канаш пасарне кайсан, Паçа ашшĕ Хăмăркка хыпарне пĕлсе таврăннă. Илюшпа Матрюнь шăпине, вĕсем ăçтине чăмăшлăсем те пĕлеймен, тен, пĕлсен те çынна калама хăранă.

Кронштадт лаша витине пынă та конюхсене пĕр çĕре пуçтарнă пулать.

— Выльăхпа выльăхла калаçмаллине пĕлместĕр-им эсир? Пулман чунсем! Пĕр кастарнă ăйăра тыткалаймастăр! Тупăр вăрăм хулăсем. Ман куç умĕнчех тирĕ вĕтеленмелле ĕштелĕр ăна. Вара кулак йăлине аса та илеймĕ. Унсăрăн хăвăра лекет!

Çăварлăхласа çавăтса тухнă Хăмăрккана витерен. Пĕри чĕлпĕр тытса тăнă. Икĕ енчен черетленсе лашана вăрăм хулăсемпе çаптарма тытăннă. Малтан лаша хутланса ларнă. Унтан чĕвен тăнă та мĕнпур вăйран каялла туртăннă. Чĕлпĕр татăлса кайнă. Лаша тарма хăтланнă, анчах ун çулне пур енчен те çӳллĕ хӳме картласа тăнă. Виçĕ конюх лашана хуптĕрлеме тытăннă. Лешĕ картиш тавра сиккипе чупнă та чупнă.

Умĕнчен пӳлме те, тилхепипе, пăявпа йăлмаклама та хăтланнă çынсем. Тĕркĕшсе чупнă чухне лаша ури вите çумне тайăнтарса хунă кĕреçене пырса çапăннă. Кĕреçе лашан сакăл урине каснă. Ыратнине туйса Хăмăркка хытăрах чупма тытăннă. Вирхĕнсе пынă та хӳме урлă ярăнтара панă. Анчах каçса каяйман. Хӳме çине хырăмпа выртнă. Малти урисем тул енче, кайри урисем шал енче çакăнса тăнă. Сакăлта ураран шарласа юн юхнă.

■ Страницăсем: 1 2 3 4