Хĕрес хывнă хĕвел :: Пĕрремĕш сыпăк
— Юсаса пĕтерсен çийĕнчех татăлмалла. Çапла-и? — калаçăва хутшăнчĕ Кира та. Хăй Арефий çине кăмăллăн пăхса илчĕ. — Турткаланса та ан тăр, — хушнă пекех каларĕ Кира. — Аллуна кĕнĕ çăкăр ку.
— Тата икĕ çыннине тупнă-и? — ыйтрĕ Арефий.
— Пуçласа кунта килтĕм-ха.
Ăслă çынах çав Виктор Петрович. Пурте усă курчĕç ун ăсĕпе, анчах хăйне çĕклемерĕç. «Ĕç ветеранĕ» медаль те памарĕç мар-и-ха ăна? Премисене сиктерсех хăвармастчĕç. Бригадиртан çӳлелле хăпартмарĕç.
Арефий тем вăрттăн сăмах каласшăн пекех çамрăк çын умнех пырса тăчĕ.
— Виктор Петрович хăй килĕшет-и ĕçлеме?
— Сылтăм алли ĕçлемест ун. Хутланмиех пулса ларнă.
— Илтмен... Курманни те ĕнтĕ мĕн вăхăт та...
— Эс, Аврук, айккинче-майккинче ан çӳре, Виктор Петрович хыççăн ак тепĕр Петрович аса килĕ. Агрегат заводĕнче унта пин çын кăна ĕçлемен. Татса кала çамрăк çынна.
— Юрать, килĕшĕп. Ăçта, кам патне пымалла? Ман ятпа атте ятне те пĕлетĕр. Хăвăра мĕнле чĕнмелле?
Çамрăк çын ларнă вырăнтан тăчĕ те Арефие визит хучĕ тăсса пачĕ.
— Кунта телефон та, килти адрес та, ĕçри те пур, — терĕ танлăн.
— Виктор Петровича салам калама ан ман, — терĕ Арефий килнĕ çынна ăсатса янă чухне.
Тем самантран Арефий пуçне усса шухăша кайрĕ.
— Ытла çăмăл калаçать-ха ку çамрăк çын. Ку чухне шульăксем ĕрчесех кайрĕç те, ĕненмелле çынах пулчĕ-ши? Шырасан кивĕ блокнотсенче Виктор Петрович телефонĕ тупăнатех-ха. Ӳркенем мар-ши?
— Суя чунлă çын пек туйăнмарĕ мана. Куçĕсене тартса калаçмарĕ. Ман чун суяпа суя мара барометр пекех пĕлет. Ĕç хушса пăхтăр-ха малтан.
Унтан иккĕн тан, сăвă йĕрки пек, çĕнĕ хăнан ячĕпе ашшĕ ятне тата хушаматне каларĕç те балкона тухрĕç. Маврин Роберт Алексеевич. Арефин те, Кирăн та хăйсем лайăх пĕлнĕ çынсем хушшинче Маврин хушаматлисем пулмарĕç те, килнĕ каччă çинчен манса кайрĕç. Анчах лешĕ тепĕр икĕ кунтанах хăй çинчен аса илтерчĕ. Çитменнине, ирпе ирех. Телефон сасси те яланхи пек мар, темле канăçсăррăн кĕрлесе кайрĕ. Ку тата мĕне пĕлтерет тесе шухăшларĕ те Арефий васкаса трубкăна ярса тытрĕ. Тӳрех хăлха патне илсе пымарĕ, тен, эсĕ итлĕн тесе Кира еннелле пăхса илчĕ.
— Тытнă тăк хăвах калаç, — терĕ Кира.
Сывлăх сунас вырăнне тӳрех Роберт тесе хучĕ, ирех чăрмантарнăшăн каçару ыйтас вырăнне васкавлă ĕç пур терĕ. Халех-халех «Маштехникум» чарăнăва хирĕç шурă кирпĕчрен çĕкленĕ гаражсем патне пыма каларĕ. Хăйне «ГСК «Трактор» тесе çырнă гараж умĕнче кĕтсе тăрассине пĕлтерчĕ.
— Пуçтарăн, — ним пăлханмасăр-тумасăр каларĕ Кира. — Ĕç тумĕ пурччĕ сан. Апат чиксе кай.
Кира тĕпеле кĕчĕ те чей лартса ячĕ. Вăл вĕресе тухнă тĕле «Свияга» холодильникран пĕçернĕ кăлпасси, тăварланă хăяр, Пошехон сырĕ кăларчĕ. Каçхине ăшаланă çĕр улмине ăшăтрĕ. Турилккесем çине вакла-вакла хучĕ.
— Апатне тем ан хатĕрле, çав Китай термосĕпех вĕри чей тултар, — терĕ Арефий ĕç тумĕпе тĕпеле кĕрсе тăрсан. — Мана валли ан антар, тĕртсен те анмасть.
— Ку вăхăтрах апатланма хăнăхман çав, — килĕшрĕ унпа Кира та.
— Инструментсен чăматанне илесех пулĕ, — мăкăртатрĕ Арефий.
— Алсишна та манса ан хăвар, вĕсене инструментусем патнех хунăччĕ.
Чăн сăмахăн суйи çуках çав. Тĕрĕс мар-и-ха? Ĕçе кайнă чухне çын пĕрре, ĕçрен таврăннă чухне тепре савăнать. Хавхаланса та хăпартланса утса пычĕ вăл маштехникум çывăхĕнчи троллейбуссем чарăнакан вырăна çитиччен. Хăнана кайнă чухне те çаплах васкаман пулĕ.
Инструмент ещĕкĕпе термос хунă сеткăна лартса алă кантарма шутланă самантра ун патне çĕр айĕнчен шăтса тухнă пекех Роберт пырса тăчĕ.
— Хăшне йăтса пулăшам? — алне тăсрĕ тӳрех.
— Хамах, хамах, — ĕштеленсе ӳкрĕ Арефий.
Роберт тăвалла, троллейбус кайнă еннелле вашлаттарса утма пикенчĕ. Унран темиçе утăм юлса Арефий васкарĕ. Сывлăшĕ пӳлĕнекенех пулман-ха, апла пулин те, те пит пăлханнипе, те ĕçсĕр пурăнса юлхавланма тытăннипе, хăшăлтатса сывлакан пулчĕ. Тата кăштах утмалла пулсан, тен, сывлаш çаварма чарансах тăнă пулĕччĕ-и?
— Çитрĕмĕр, — татса каларĕ Роберт.
Аллинчех тытса пынă гараж уççине ал лаппи çинче сиктеркелесе илчĕ те симĕспе сăрланă тимĕр алăка тĕртсе пăхрĕ, унтан васкаса пысăк çăрана уçрĕ.
— Хальлĕхе çакăнта ĕçлĕпĕр, алă-ура çаврăнсан чăн-чăн мастерскойнех куçăпăр.
Арефий кĕтсе те, кĕттерсе те тăмарĕ, тӳрех уçă алăкран кĕчĕ те икĕ машина лартмалăх гараж ăш-чикне пăхкаласа çаврăнчĕ. Верстак çине йĕркипе хурса тухнă мăлатуксемпе кувалдăна, кианкăпа уçăсене, хĕскĕчсемие тимĕр хаччине асăрхамăш пулчĕ, сварка агрегатне пăхса илчĕ те машинăсем лартмалли эстакада патне пычĕ.
— Кунта юсама кăна мар, çĕнни пуçтарма та пулать, — терĕ пĕр хушă чĕнмесĕр тăнă Роберт еннелле çаврăнса.
Лешĕ кăмăллăн кулса илчĕ кăна.
— Анчах, — терĕ Арефий татăклăн, — мана ĕçлеттересех тетĕн пулсан эпĕ кунта хама кирлĕ пек йĕрке тăватăп.
— Тархасшăн, тархасшăн, — çийĕнчех хуравларĕ Роберт.
— Мĕн тумалла пулать паян?
— Аварие лекнĕ «Жигули» илсе килмелле кунта. Машинине курман-ха, мĕн чухлĕ арканçа ваннине пĕлместĕп. Юсама пулать тенипе кăна...
— Юсама пулманни çук вăл. Пурте хамăртан килет, — мăкăртатса илчĕ те Арефий хăйне кирлĕ пек йĕрке тума тытăнчĕ.
Малтан верстака пушатрĕ. Хĕскĕч хума майлă вырăн шыраса калла-малла уткаларĕ. Отверткăсемпе уçăсен вырăнĕ çийĕнчех тупăнчĕ, вĕсене пурне те тĕттĕм кĕтесри сĕтел çине йĕркипе хурса тухрĕ.
— Нумай кĕтмелле пулать-и? — канăçсăрланса илчĕ Арефий.
— Пĕлместĕп-ха çав, — терĕ Роберт. — Канаш енчен Кӳкеçелле аннă чухне çапăннă терĕ. Вăл кукăрта асăрхаттарса çырни те пур. Тахçан çав вырăнта обкомăн пĕрремĕш секретарĕ Вороновский машини аварие лекнĕ тет. Ватă шоферсем çавăн алли çăмăл пулчĕ текелеççĕ. Эпĕ хам та çав вырăна çитсен пăлханма тытăнатăп.
— Шухăшласа çӳренипе вăл.
— Çапла пулĕ те, руль умĕнче чухне эпĕ çав вырăнта тормозсене пусса кăна пыратăп.
— Аçу ячĕпе чĕнмелле-и сана? — пач кĕтмен ыйту пачĕ Арефий. — Ĕç хушакана ятпа кăна чĕнни кăмăллах мар пек туйăнать.
— Уншăн кӳренместĕп.
— Çапах та. Роберт Алексеевич, мана икĕ çул маларах пенсие яратпăр тесе улталарĕç. Штат кĕскетсе кăларса ячĕç. Эс ĕç хушман чухне те çак гаражра пулма ан чар-ха. Леш «челнок» текенсем валли туртма урапасем хăртакалас тетĕп. Арăм Кăнтăр пасарне туха-туха суттăр. Пурăнмалла-çке мĕнле те пулсан...
— Тыт ак гараж уççине. Ман килте пур. Паян эсĕ питĕрсе кай.
— Çынна шанакан çын эсĕ. Ман пекех, — терĕ те Арефий ассăн-ассăн сывласа илчĕ.
— Мĕн хурланмалли тупăнчĕ тата?
— Çав шаннине пула пурнăçăмра мĕн чухлĕ шар куртăм-ши? Пĕлетĕп пек ĕнтĕ, пурне те шанма çуккине те пĕлетĕп пек. Ним те тăваймастăп.
— Эпĕ те çавах, — терĕ Роберт та, анчах вăл ассăн сывлама тытăнмарĕ. — Хаçат вулакан çын пулмасан та, телевидени кăтартрĕ. Пĕлетĕнех ĕнтĕ, Шупашкарта пĕр эрне ялав çакнă трактор çӳрерĕ. Рекламăласа. Çав трактора çӳретекен çынпа пĕрле университетра вĕреннĕ эпĕ. Студент чухнех каникулта Сургута ĕçлеме кайнăччĕ. Ун ашшĕ пуян çын. Шевницын хушамата илтнĕ-и? Темиçе стройтрестран пĕрне ертсе пыратчĕ. Тем айăпшăн, те çӳлтисене юрайманшăн, вырăнтан кăларчĕç те, çакă ĕçсе кайрĕ. Урăлса кураймарĕ. Çулталăк каялла пытарчĕç. Хăсăкĕпе чыхăнса вилнĕ. Çавăн ывăлĕ Тимоха ыйтрĕ те, ĕç пуçлама тесе пуçтарнă укçана ăна патăм. Лайăх пелнĕ çын тесе расписка та илмерĕм. Айванла хăтлантăм çав. Пулмастех ĕнтĕ вăл укçана тавăрасси.
— Ун пеккисем суйма пĕлеççĕ. Ман тĕллĕн те пайтах пулнă вĕсем.
09Тимоха та пит çыпăçтарса суйрĕ çав. Депутата суйланма кандидата тăтăм терĕ те «Советская Чувашия» хаçат номерне тыттарчĕ. Чăнах та, Шевницына суйлавçăсен ушкăнĕ кандидата тăратнă тесе çырнă. Банкра счет уçма сататкă кирлĕ терĕ. Кайран счет çине патшалăх куçарса парать те, эпĕ вăл укçана тавăратăп терĕ. Ĕнентĕм çав, ĕнентĕм. Регистрацие тăни те пулмарĕ, таçта тарса пытанчĕ. Унтанпах куç тĕлне пуласран хăраса çӳрет. Ку тракторне такама улталаса илнĕ-ха.
— Кантур уçнă терĕç. Эпĕ те илтнĕ. Тракторлă пулас текенсенчен укçа пуçтарать. Эс паçăр каланă сататкă тенине.
— Унтан, пĕлсех тăратăп, тарса çухалать.
— Халь, укçа пур чухне, чуп ун патне. Мир проспектĕнче пуçтарăнаççĕ çынсем. Пĕрре троллейбуспа ларса пынă чухне Кира кăтартрĕ мана та, ав трактор туянасшăнсем çӳреççĕ терĕ.
— Чăнах та, — хыпăнсах ӳкрĕ Роберт. Çавăнтах лĕпсĕрленчĕ тата.
— Алă сулма ан васка, — хушнă пекех каласа хучĕ Арефий. — Хăвăнтан çирĕп калаçасси пулмасть пек пулсан ил кама та пулсан, сасăпа хăратма пултаракана. Ултавçăсем, суеçĕсем пурте хăравçă вĕсем.
— Силантьев хваттерĕнче хирĕç тĕрмерен кăçал кăна таврăннă Жора пурăнать. Ниçта та ĕçлемест. Пĕр кĕленчелĕх парсан …
— Вăт, вăт... — сăмахĕ витĕмлĕ пулнишĕн савăнсах кайрĕ Арефий, анчах малалла калама гараж умнех çитсе тăнă машина сасси чăрмантарчĕ.
Иккĕн васкаса тухрĕç гаражран. Аварие лекнĕ «Жигулие» сĕтĕрсе килнĕ «Волга» шоферĕ тросне вĕçертсе илчĕ, багажника тирпейлесе хучĕ, унтан ларчĕ те каялла вĕстерчĕ. Унăн васкамалли ĕçĕ урăххи пур ĕнтĕ. «Жигули» хуçи çаплах руль умĕнче ларчĕ. Роберт ун патне пырсан та хускалмарĕ.
Çамрăксен хăйсен калаçăвĕ пултăр терĕ Арефий, тытăнчĕ тепĕр машинăпа çапăннă «Жигулие» пăхкалама. Малтан ун тавра утса çаврăнчĕ, унтан куклене-куклене ларса пăхкаларĕ, юлашкинчен кивĕ картон ещĕк тупрĕ те ăна салатса çĕр çине сарса хучĕ, месерле выртса темччен пăхкаларĕ. Ун куçĕнчен нимле вак-тĕвек те пытанса юлаймарĕ.
Васкамасăр тăчĕ, унтан-кунтан силленкелерĕ, Роберта кăчăк туртса илчĕ.
— Мĕн, шофер çаплах тăна кĕреймест-им? — терĕ машинăра ларакан каччă еннелле пуç сĕлтсе.
— Кулянать çав... Мĕн-мĕн пайĕ улăштармалла-ши тесе пуç ватать.
— Тĕрĕссинех калам-и? — терĕ те Арефий Роберт пӳрне çĕкленине курсан самантрах шăпланчĕ.
— Ăна кайран калăн.
— Апла пулсан атьăр тĕртсе кĕртер гаража, эстакада çине хăпартса лартар. Малалла мĕн тумаллине хамах пĕлетĕп. Кун пек «Жигулисем» ман алă витĕр пайтах тухнă.
— Мĕнле пайсем туянмаллине ыран каласа парăн. Халь тытăн сӳтме, — терĕ те Роберт çаплах хускалми ларакан çамрăка машина алăкне уçса кăларчĕ.
Хире-хирĕç тăчĕç те икĕ çамрăк аварире арканнă машина çинчен те, Арефий çинчен те манса кайсах темччен-темччен калаçрĕç. Сасă янратмасăр, хăлаçланмасăр.
Унтан Роберт Арефие пырса çавăтрĕ, гаража илсе кĕчĕ.
— Пирĕн, — çурма сасăпа каларĕ вăл, — клиентсен шучĕпе пурăнмалла. Çавăнпа хаклашнă çĕре ан хутшăн. Алькеш патĕнчи автомастерскоя ӳркенмесĕрех кайса килтĕм. Каласшăн мар хăйсен хакĕсене. Аран-аран ыйткаласа пĕлтĕм.
— Ăнлантăм, ăнлантăм, — ача пек хăтланам мар-ха терĕ те хиркеленме, хуçкаланма пуçланă Арефий çийĕнчех шăпланчĕ.
— Мĕн вăхăт чакаланмаллине те малтанах каласа ан хур.
— Кăна та ăнлантăм...
4
Лариса киле таврăнми пулсан Кира чунĕ хыпсах çунма пуçларĕ. Каларĕ-ха вăл амăшне, Вероникăна пĕччен хăварас килмест терĕ. Пĕртен-пĕр çывăх çыннине çухатнă та, лешĕн хуйхи пусарсах лартнă ĕнтĕ. Ку чухне самани тăрлавсăр та, пуçа тем шухăш та пыра-пыра кĕрет. Çакна Ларисăн та ăнланмаллах ĕнтĕ. Ăçта шырамалла-ха ăна çак вăхăтра? Ларисăн сĕтелĕ çинчи хучĕсене ухтарма тытăнчĕ. Тен, терĕ ĕнтĕ, çав хутсем хушшинче общежити телефонĕн номерĕ çаврăнса тухмĕ-и? Куç тĕлне пулмарĕ. Çитменнине, Аврук та ĕçрен кая юлса таврăнакан пулчĕ.
Чӳрече умне пырса тăрать те куç илми урамалла пăхать. Тăрса ывăнсан пукан шутарса лартать. Ун çине тĕплĕн вырнаçать те пĕр çын сиктерми пăха-пăха ăсатать.
Апла пулин те хĕрĕ алăк уçса кĕнине сиссе юлаймарĕ. Тем самантлăха чӳрече умне килсе ларнă, мĕнпе хăналатăн-ха тесе ун çине пуç каçăрта-каçăрта пăхма тытăннă мăшăр кăвакарчăна сăнанă хушăра Ларисăпа Вероника чӳрече умĕпе иртнĕ те хваттере сассăр кĕнĕ. Лешсем мăкăртатса калаçни хăлхана кĕрсен тин Кира вырăнтан сиксе тăчĕ.
— Хĕрĕм, эс ӳлĕмрен ним каламасăр ан çӳре-ха, — терĕ ĕштеленсе Кира, тумтир хывма тытăннă Вероникăна курчĕ те ун еннелле çаврăнчĕ, шелленĕ сасăпа ыйтрĕ:
— Эсĕ мĕнле пурăнатăн-ха?
— Юрĕ, анне, юрĕ, — мăкăртатса илчĕ Лариса, Вероникăна алăран çавăтрĕ те хăйĕн пӳлĕмне илсе кайрĕ.
— Телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме те пулать вĕт-ха, — кăмăлсăрланса юлчĕ Кира алăк умĕнче.
Ку сăмах çамрăксен хăлхине кĕмессине пĕлсех каларĕ-ха ăна, пĕр хăйне лăплантарма та хăйне çырлахтарма каларĕ. Васкаса тĕпеле кĕчĕ. Газ плитине чĕртсе ячĕ. Çавăн пекех васкаса тĕпелтен тухрĕ.
— Аллăрсене çăвăр та ларăр сĕтел хушшине, — хушсах каларĕ вăл.
Ларисăпа Вероника пĕрин хыççăн тепри хускалчĕç, пĕр-пĕрин çине йăпăрт пăхса илчĕç, пĕр-пĕринчен юлас мар тенĕ пек, хваттер тăрăх васкаса кускалама пикенчĕç. Амăшĕ тĕпеле кĕрсе çухалчĕ.
Иккешĕ те сĕтел хушшине кĕрсе ларсан Кира çаплах канăçма пĕлмен чунне пушатасах терĕ.
— Халь пирĕн вăхăтри самана мар, эпир ăна ним шикленмесĕрех çĕрлехи Шупашкарта çӳренĕ. Халь унта переççĕ, унта чикеççĕ тенине кăна пĕлсе тăратпăр та,эс таврăнман каçсенче çывăрни-туни те пулмарĕ. Апла ан ту-ха ӳлĕмрен.
— Анне, Вероникăна общежити шавĕ тулаштарса тăрать. Пĕччен хăварас килмест. Унта, общежитире, ăна ăнланакан никам та çук.
— Ма хăвăн патна илсе килмерĕн? Сире чăрмантаракан çук кунта.
— Арефий Якимович... — терĕ кăна Лариса, амăшĕ çĕнĕрен вĕресе кайрĕ.
— Ку таранччен Аврук сана мĕн сив сăмах каланă? Астăватна? Астумастăп.
Чĕпĕтсен те чĕнми пулчĕç Ларисăпа Вероника. Амăшĕ çакна сисрĕ те хăйĕн сăмахĕ витнĕшĕн савăнма пуçларĕ. Апат умĕн çамрăксен кăмăлне урăхран пăсас мар терĕ, тĕпелтен тухрĕ. Алăка çатă хупрĕ.
Арефий таврăнчĕ. Лĕпсĕрех усăннă хăй. Хутлатса аллине тытнă туртма урапана Кира еннелле тăсрĕ.
— Шăматкун пасара тухмалла пултăр тесе ак çакна туса пĕтерме каярах юлтăм. Асту, сăрри типсех çитеймен.
— Пасара кайса тăмастăп куншăн кăна. Хамăр çуртрисемех темиçен заказ парса хунă. Хырăму та выçнă-ха ĕнтĕ, тăхта пăртак, тĕпел пушаниччен. Çăвăн, тасал, тум улăштар.
Арефий урăхран калаçса тăмарĕ, салтăнчĕ, ĕç тумне балкона кăларса хучĕ. Шăп алă çума тăрсан чи кирлине, Кира кĕтекеннине, калама маннă иккен тесе шутларĕ те васкаса, аллисене, питне-куçне шăлса типĕтмесĕрех, ванна пӳлĕмĕнчен тухрĕ, Кирăна кăчăк туртрĕ.
— Роберт ыран укçа парап терĕ.
— Юсаса пĕтертĕне вара çапăннă машинăна? — укçа çинчен кăна шутласа пурăнать ку тесе каласран пач урăх ыйту пачĕ Кира.
Уркевлĕн алă сулчĕ Арефий.
Апат хушшинче калаçăпăр ыттине тени пулчĕ ку. Анчах унта урăх сăмах хускалчĕ.
— Тăлăха юлчĕ те Вероника хăйне валли ниçта вырăн тупаймасть. Лариса киле таврăнмасăрах унпа пĕрле çӳрет. Куçтăр пирен пата пурăнма терĕм те, шарламарĕç-ха.
— Тăватсăмăра тăватă кĕтес тупăнать ĕнтĕ, — татса та хучĕ Арефий.
Кира çавăнтах сиксе тăчĕ. Çамрăксем патне чупсах кайрĕ. Лешсем урай варрине палас çине ура явса кĕрсе ларнă, иккĕшĕн умĕнче икĕ купа мода журналĕсем. Илеççĕ те купаран пĕрер журнал васкамасăр сирме пуçлаççĕ. Кира хăйсем патне пырса тăнине те асăрхамаççĕ. Хĕрĕ шкулта вĕреннĕ чухнех ятарласа çырăна-çырăна илетчĕ вĕсене Кира. Хамăр çĕршыврисене çырăнкалама пулатчĕ-ха. «Бурда» тесен вара ай асапланма тиветчĕ. Фабрикăна лимит паратчĕç. Парткомри хĕрарăма миçе шоколад, миçе духи туяна-туяна паман-ши? Шутласа та кăлараяс çук.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...