Шурă акăш çулĕ :: Хан керменĕ
1
Çĕрпӳ пасарне малтанах чăвашсемсĕр пуçне ытти тăрăх çыннисем те килсе çӳрессе шанса йĕркеленĕрен ăна хĕлле вырсарни кунсенче, çулла вара шăматпа вырсарнисенче ĕçлемелле тунă. Çавăнпа Çĕрпӳ таврашĕнче халăх вырсарнире канать.
Ĕç эрни вĕçленсен шăмат каç Питтăпай хулана тухрĕ, унăн урамĕсемпе çӳрерĕ. Урамĕ нумаях мар. Ара, хула Çĕрпӳ-Пулат хан ĕмĕтленнĕ пекех хăвăрт ӳсмест çав, çĕнĕ çуртсем ытларах киввисем вырăнне лартнисем, çĕнĕ урамсем вара çук та темелле. Тĕнче касса çӳренĕ Питтăпай тем тĕрлĕ хула та курнă. Çĕрпӳ пек питех аталанайманнисем вырăссен те, тутарсен те çукпа пĕрех. Кăна ăнланма пулать. Хулана ăна ахальтен, такам пуçне шухăш пырса кĕнипе лартмаççĕ. Вăл е тăрăх-улус тĕп хули, е тем тĕрлĕ ĕç тăвакан ăстасен пуххи. Çĕрпӳ те улус хули темелле, анчах Чăваш улусĕн паллисем питех курăнмаççĕ. Çавăнпа Çĕрпӳ чăннипе пасар-ярмăркка шучĕпе кăна тытăнса тăрать темелле. Шел. Мĕншĕн-ха хансем ку таранччен те Чăваш улусĕн пĕлтерĕшне тивĕçпĕ шая çеклеймен? Калăпăр, чăвашсене мĕншĕн хутла вĕрентмеççĕ? Вĕреннĕ çынсемсĕр ку чухне малалла каяймăн. Чăваш ханĕсем мĕншĕн кӳршĕсенчен те пулин тĕслĕх илмен? Пултаруллă çамрăксем вара чăвашсем хушшинче нумай, вĕсене вĕрентсен-и? Ав, чул никĕс хывма, кирпĕч хума мĕн тери хăвăрт ăсталанса çитрĕç. Питтăпай хăй те хутла лайăхрах пĕлес тĕк мĕн-мĕн кăна тумĕччĕ-ши! Чи пирвай вăл нумай-иумай хутлă çурт-йĕр лартас ĕçе алла илĕччĕ. Вара-и? Вара-а!.. Унăн пуçĕнче епле кăна çуртсем, керменсем çуралмаççĕ-ши? Тепĕр чух вăл вĕсене тĕлĕкре яр уççăн курать. Эх, çав курнине хут çине Итали архитекторĕсем пек ӳкерме пĕлсен-и! Тата çав капмар çуртсене тунă чухне вĕсем пекех тем тĕрлĕ япала усă курма пĕлейсен... Питтăпай тупата пĕтĕм чăваш тăрăхĕнче керменсем, ытти хăтлă çуртсем лартса тухмалла. Уйрăмах шкулсем, хĕлле те нумай çын ăшăра ĕçлеме пултаракан пысăк хуралтăсем кирлĕ. Вара Чăваш улусĕ чăн-чăн патшалăх пулса тăрĕччĕ. Таçта та çитсе курнă Питтăпай çакна лайăх пĕлет: патшалăх вăйĕ ку чухне унăн çĕрĕпе халăхĕ нумаййинче кăна мар. Унăн вăйĕ — çав тери аталаннă, ăслă халăх пурăнакан хуласемпе ку чухнехи кăраллă çар пурринче. Хăватлă тупăсемпе, пищальсемпе хĕç-пăшаллантарнă çар пысăках пулмасан та самай йышлă çара ним мар хирăç тăма пултарассăн туйăнать. Тата мĕншĕн кӳршĕсемпе вăрçăнса çеç пурăнмалла? Ырă кӳршĕ аякри тăвансенчен хаклăрах тесе-ха.
Хула урамĕсемпе çапла шухăшлакаласа çӳренĕ май Питтăпай хăй сисмесĕрех кермен хăпартакан вырăна таврăнчĕ, тунă ĕçе айккинчи çын куçĕпе сăнама тытăнчĕ. Эх, хана итлесе вăл ахалех васканă. Пуç тавра ăна-кăна тата кăшт çавăрттарас тăк ку кермене ытлашши тăкаксемсĕрех халь палăртнинчен чипертерех те хăтлăрах тума пулатчĕ-ха. Тепĕр тесен, ĕçленĕçем хăш-пĕр палăртусене улăштарма та май килĕ.
Тахăш самантра хыçра ура сасси илтĕнчĕ. Такам кунта çăмăллăн утса çывхарать. Питтăпай сасă еннелле пăрăнса тăчĕ. Хан хĕрĕ Илпенес иккен. Пĕчченех. Акăш ишнĕ пек çăмăллан утать. Анакан хĕвел питтинче унăн пуçĕнчи тухья шăрçисем йăл та ял çиçе-çиçе илеççĕ, куçа йăмăхтараççĕ. Темшĕн-çке, пĕр самант Питтăпая хăй патне пĕлĕтрен аннă пирĕшти çывхарнăнах туйăнчĕ.
— Маçтăр, эсĕ мĕншĕн кунта? Çак кирпĕч куписенчен эрнипе ĕçлесе те йăлăхмарăн-им? — шӳтлесе ыйтрĕ Илпенес.
— Çук, хам алăпа хăпартакан çуртсенчен эпĕ нихăçан та йăлăхмăп, — чăнласах хуравларĕ Питтăпай. — Эсĕ тата мĕн туса çӳретĕн кунта? Çĕрпӳ çамрăкĕсем ялти пекех вăййа тухаççĕ тенине илтнĕччĕ. Сан тантăшусем халĕ пурте унта пулма кирлĕ.
— Мана вăййа çӳреме юрамасть çав, — çакăншăн пăшăрханнине пытармасăр каларĕ Илпенес. Çак самнтра унăн кăвак куçĕ, тин кăна тухья шăрçи пек йăлтăраса тăраканскер, сасартăк кăшт тĕксĕмленчĕ те темĕнле тарăннăн та салхуллăн курăнчĕ. Сăмахпа каласа кăтартайми асамлăх пур пек çав тарăнлăхпа салхулăхра. Тĕпсĕр авăр пек хăй патнелле туртакан асамлăх. Çав авăра пĕр-пĕр каччă чунĕ лексен пĕтрĕ вара...
— Тата эпĕ çак пулас кермен çӳлерех те çӳлерех хăпарнăçемĕн ăна ытларах та ытларах сăнама юрататăп. Çавăнпа каçсерен, ĕçлекенсем çук чухне, кунта час-часах килкелетĕп. Кунтанах çӳллĕрех вырăна хăпарса пасар çумĕнчи лапамра иртекен вăйă сассине тимлетĕп, — çывăх çынпа калаçнăн чунне уçса пачĕ Илпенес.
Пĕр шутласан, шел хан хĕрне. Палах, унăн та ытти тантăшĕсем пекех хула çамрăкĕсемпе пĕрле выляс-кулас килет. Ун вырăнне вăл авă кирпĕч куписем хушшинче çӳрет, каçсерен ыттисем савăннине вăрттăн пăхса тăрать.
— Каçар та, Илпенес, мĕн куратăн вара эсĕ çак тинтерех çеç купалама тытăннă çурт вырăнĕнче? — пикене салху шухăшĕсенчен уйăрас шутпа ыйтрĕ Питтăпай.
— Эпĕ-и? — Илпенес пĕр хушă тăхтаса тăчĕ. — Эпĕ кунта çав тери илемлĕ, çав тери хăтлă кермен куратăп. Эпĕ çав керменре пурăнакансенчен пĕри пуласса ĕненес те килмест. Тата... — те калас, те калас мар тенĕн самантлăха лăпланчĕ хĕр, — тата хам çавăнта пурăнасси çинчен асаилсенех эпĕ аванмарланса каятăп.
— Ак тата, — тĕлĕнчĕ Питтăпай, — мĕншен тата?
— Мĕншĕн тесен пĕтĕм Çĕрпӳре, тен, пĕтĕм улусра та эпĕ пуринчен чаплă кил-çуртра пурăнакан çын пулатăп-çке. Çавнашкал пурнăçа мĕншĕн тивĕçнине вара эпĕ чăннипе пĕлсех те каймастăп.
— Мĕншĕн, мĕншĕн... Эсĕ хан хĕрĕ, — хăй пĕлнĕ пек ăнлантарчĕ Питтăпай.
— Çавăншăн кăна-и? Манăн вара çав тивĕçе хамăн пурнăçăмпа çĕнсе илес килет... Юрĕ, — сăмаха пăрчĕ пике. — Эс тата мĕн шухăшпа пăхса тăратăн хăв лартакан кермене? Ĕç-пуç палăртнă пек йыни-пыманнине тĕрĕслетĕн пулĕ-ха.
— Çук, эсĕ каланине ĕçленĕ чухнех тĕрĕслесе пымалла, кайран кая юлма пултаратăн. Манăн эсĕ килес умĕнхи шухăшăм пач урăххиччĕ.
— Мĕнлерехчĕ вара? — Каччă тӳрех хуравламаннине кура Илпенес ăна хистеме тытăнчĕ: — Кала, мĕнлерехчĕ санăн шухăшу? Кала ĕнтĕ! Унсăрăн кӳренĕп.
Мĕн тăвăн ĕнтĕ ăна, хан хĕрне.
— Пĕлетĕн-и, эпĕ çакнашкал чаплă çуртсем хăçан та пулин пĕтĕм чăваш тăрăхĕнче ӳссе ларасса шанатăп.
— Чăнах-и? — тĕлĕнчĕ Илпенес. Вара Питтăпая çывăхран пĕтĕмпех курмасла айккинерех икĕ-виçĕ утăм турĕ те ăна чылайччен тĕсесе-тĕсесе пăхса тăчĕ. — Апла ун чухне ханпа ахаль çынсем хушшинче нимĕнле уйрăмлăх та пулмасть-им?
Мĕн каламалла ăна, хан хĕрне? Çинех кун лирки Питтăпай хăй халиччен пĕртте шухăшламан.
— Хан вăл... Пĕлетĕн-и, сан аçу Мускав патши патне кайса килнĕ чухне мана та хăйĕн ушкăнне кĕртнĕччĕ...
— Ан тĕлĕнтер. Эс ун чухне ман çулсенчи ача пулнă-иç, — пӳлсех асаилтерчĕ Илпенес.
— Çапах вăл мана та илсе кайрĕ. Çавăнтанпа пĕлет мана, — ĕнентерчĕ Питтăпай. — Сăмахĕ манăн урăххи пирки-ха. Çав вырăс патши, пĕлетĕн-и, пĕтĕм Раççей патшалăхĕшĕн тăрăшнăн туйăнчĕ. Çĕршыв хăватне, чапне ӳстерессишĕн тăрăшнăн. Тупă шăратакан заводсем тутарать вăл, соборсем ларттарать, карманне çирĕплетет, ачасене вĕрентет. Кăткăсрах ĕçсене тума пĕлекен ăстасем Раççейре çук тăк вĕсене ют çĕршывсенчен чĕнсе илме те именмест... Пĕр сăмахпа, хан вăл, ман шутпа, çав патша евĕрлĕ пуçлăх. Вăл пирĕн йышши ахаль çынсенчен керменре пурăннипе мар, халăх шайĕпе, тĕнче анлăшĕпе шухăшлама тата ĕçлеме пултарнипе уйрăлса тăмалла.
Ăçтан килсе кĕчĕ унăн пуçне ку шухăш — çакна Питтăпай хăй те чухлаймарĕ. Анчах каланă сăмаха каланах, каялла илеймĕн. Илпенес ăна уншăн кӳренетех ĕнтĕ. Ара, Питтăпай ун ашшĕне хурланă пек пулса тухрĕ-çке.
Çук, хан хĕрĕ кӳренмерĕ пулас. Вăл Питтăпая татах тĕсесе-тĕсесе пăхса тăчĕ.
— Тĕлĕнмелле çын эсĕ, маçтăр, — терĕ вара шухăшлăн. — Санашкал калаçакана эпĕ ку таранччен курман... Юрĕ, эпĕ каям...
— Чим, санăн хăвăн пӳлĕмӳсене тата хăтлăрах тăвас кăмăл пулсан мана пĕлтер. Эпĕ эс каланине пĕтĕмпех шута илме тăрăшăп, — йăнăшне тӳрлетес сĕмпе хыпаланса сĕнчĕ Питтăпай.
— Çук, маçтăр, темшĕн мана çав пӳлĕмсем кăсăклантарма пăрахрĕç, — терĕ шăппăн Илпенес, вара пăрăнса килнелле утрĕ.
Питтăпай, паллах, ăна çĕрлене хирĕç пĕччен яма пултараймарĕ, хĕре хан керменĕ патне çитичченех ăсатрĕ. Иккĕшĕ те шăпăрт утрĕç, хапха умĕнче те пуç сулса çех уйрăлчĕç.
Питтăпай çакăн хыççăн Илпенес кермен хăпартнă çĕре тек килмĕ тесеччĕ. Анчах пач урăхла пулса тухрĕ — хан хĕрĕ пушшех тăтăшарах çӳре пуçларĕ. Хăй темшĕн-çке ытларах Питтăпайпа пĕр-икĕ сăмах та пулин перкелешсе илме тăрăшать. Пĕррехинче çапла калаçса тăнă чухне вĕсем патне таçтан таврăннă Шахман пычĕ, Питтăпая хăй ăçтан — Хусантанччĕ пулас — мĕн-мĕн туянса килни çинчен пĕлтерчĕ. Çав хушăрах хăй пĕрре Илпенесе, тепре Питтăпая тĕсесе пăха-пăха илчĕ. Каччăсем ĕç пирки калаçнă чухне Илпенес хăйне кунта ытлашши çын вырăнне хучĕ-тем, часах айккинелле пăрăнса утрĕ.
— Пирĕн ханăн пĕртен-пĕр хĕрĕ аптрамасть вара, — çавăнтах сăмаха урăх енне пăрчĕ Шахман. — Кала тӳррипе, эсĕ ăна куç хывнă-и е вăл сана?
— Тем ан аташ, — пӳлчĕ Питтăпай юлташне. — Миçе каламалла, Илпенес вăл — хан хĕрĕ.
— Вара мĕн? — хăйĕннех тăсрĕ Шахман. — Вăл та ытти хĕрсенчен нимĕнпе уйрăлса тăмасть. Унăн та качча тухмалла, ача çуратса ӳстермелле.
— Çапах вăл пирĕн пек ахаль çынсем валли мар, — асаилтерчĕ Питтăпай.
— Кам валли тет тата? — лăх-лăх кулчĕ Шахман. — Эпĕ те сана пĕр кунах каларăм-иç, пирĕн улусра ун валли чаплă каччă çук тесен те юрать. Ашшĕ ăна Хусанти пĕр-пĕр эмир е бек ывăлне качча парас тесен, вĕсем мăсăльман тĕнне тытакан хĕрсене çех çураçаççĕ. Хайхи пирĕн ханăн Илпенесе ирĕксĕрех сана качча пама тивĕ. Эс çапах та маçтăр. Кирлех тĕк çурт ларта-ларта пуйма пултаратăн. Мул вара вăл сумлă ятран хаклăрах.
— Тем ан аташ, — касса татрĕ Питтăпай. — Мул вăл мул кăна, сумлă ят вара сумлă ят.
— Эх, таçта та çитсе тем те курнă эсĕ, Питтăпай тусăм, анчах пурĕпĕр пурнăçран юлнă çын, — кулсах ячĕ Шахман. — Хăв темиçе çул тĕнче касса çӳренĕ, çапах тĕп япалана ăнланса çитеймен: мул вăл, пĕлетĕн-и, тепĕр чухне чаплă ята ним мар хупласа хурать. Ма тесессен чаплă ятпа тумланама май çук, ни тутлă апат та туянаймастăн. Укçа тесен вара...
Питтăпай ăна итлесе пĕтермерĕ, айккинелле пăрăнса утрĕ. Темшăн, юлашки вăхăтра вăл Шахмана килĕштерме пăрахрĕ. Аванах пек ачи, ялан юлташла калаçать, хăйне йĕркеллĕ тыткалать, анчах тем чарать унпа çывăхрах туслашма.
Илпенес шăпи пирки вара Шахман тĕрĕсех каланăн туйăнать. Эмир е бек ывăлĕн арăмĕ пулмашкăн ăна Турă чăнах та пӳрмен-тĕр. Чăваш туррисем тутар туррипе те, вырăссенне те килĕштермеççĕ.
2
Пĕртен-пĕр хĕрĕн шăпи Çĕрпӳ-Пулата та самаях шухăшлаттарнă. Пĕр енчен, унăн, паллах, Иkпенесе чаплă çын ывăлне качча парас килнĕ. Анчах унран та ытпарах сăлтав вăл — ханăн ывăл çукки. Унăн арăмĕ хĕрĕхрен иртичченех ача çуратаймарĕ. Çĕрпӳ-Пулат чăвашсен йăлине пăссах иккĕмĕш хут авланасси çинчен шухăшлатчĕ ĕнтĕ. Анчах хĕрĕх икке кайсан мăшăрĕн кĕтмен çĕртен çие юлчĕ. Тепĕр çул вара Илпенес çуралчĕ. Арçын ача мар та, çапах тăван юн. Шел, амăшĕ ăна пăхса ӳстереймерĕ, çуратнă хыççăн çур çул ытла чирлесе выртрĕ те вăхăтсăрах çĕре кĕчĕ...
Пĕр сăмахпа, пулас кĕрӳ вăл Çĕрпӳ-Пулатăн кил-йыш çынни кăна мар, вăл пулас хан-çке. Унашкал çынна вара Чăваш улусĕнче тупаяс çук. Çавăнпа ирĕксĕрех кĕрĕве ютра шырама тивет. Ку ĕçе ытла кая хăварма юрамасть. Илпенес кĕçех вунçиччĕ тултармалла. Шăп та лăп качча тухмалли вăхăт. Ватă хĕр шутне кĕрес чикĕре ăна йĕркеллĕ çын арăм тăвас шанчăк çуллен-çул чакса пырĕ.
Мăсăльман тĕнне ĕненмесен те, Çĕрпӳ-Пулат хĕрне тивĕç качча Хусан ханлăхĕнче кăна тупма пулать тесе шутланă. Ара, темĕнле Христоса пуççапакан вырăссемпе тăванлашаймăн ĕнтĕ. Тата вырăссен чĕлхи те, йăли-йĕрки те чăвашсеннинчен пач уйрăм. Мăсăльмансем тесен, вĕсен йăли-йĕркине хăвăрт хăнăхма пулать.
Апла-и, капла-и те, Хусана хĕрĕ валли çуралнă кун ячĕпе парне туянма каяс шухăша вăл хăçан та пулин çитекен мăшăрлану сĕмĕпе те çыхăнтарчĕ. Тата, пĕр кайма тивнĕскер, кермен валли кирлĕ хăш-пĕр япалана та Хусанта хăй суйласа туянма шутларĕ. Шахман кӳрсе пыраканнисем тепĕр чухне хаклă пулсан та пит чаплах мар пек туйăнаççĕ. Кермене тата мĕн-мĕн кирлине Питтăпайран лайăхрах никам та пĕлменрен хан ăна та Хусана хăйпе пĕрле илсе кайрĕ.
Çĕрпӳ-Пулатпа Питтăпай тата хан хуралçисем çула юланутпа тухрĕç. Хуралçисем нумаййăн мар, анчах вĕсене улус çарăçĕсен пуçĕ Чакăр хăй ертсе пычĕ. Çĕрпӳ-Пулат унпа чухне яланах лăпкă. Мухтавлă Али паттăр ывăлĕ Чакăр ахаль çарăçсенчен чи маттуррисенчен те самай ирттерет, хăех темиçе çынна тăрать. Юланутçăсем хыççăнах Çĕрпӳрен Хусана темиçе лавран тăракан караван тухрĕ. Хан хулана маларах çитсе караван пыриччен кирлĕ япаласем туянса хума, çапла майпа вăхăта перекетлеме шутларĕ. Пĕрремĕш кунĕнче Атăл хĕррине çитсе унта сĕр каçнăскерсем ханпа çыннисем Хусана тепĕр кун кăнтăрла тĕлнех пырса кĕчĕç. Вĕсене никам та кĕтсе илмерĕ, хула хапхи патĕнчи хурал та чăваш ханĕ çитни çинчен Хусан ханне пĕлтерме никама та чуптармарĕ. Часах чăвашсем карманăн кăнтăр хапхи çывăхĕнчи хăна çуртне вырнаçрĕç. Çĕрпӳ-Пулат ăна çывăхрах тĕп пасар пулнăран суйласа илчĕ. Çул çинчен апат çикелесен чăвашсем кăнтăр хапхи çумĕнчи тӳртума тухрĕç. Çакăнта ĕнтĕ Хусан хулин, тĕрĕсрех каласан, Хусан ханлăхĕн тĕп пасарĕ. Шавлă халĕ вăл, шучĕ çук халăх хĕвĕшет кунта. Çынсем ытларах тутарла калаçасçĕ, вырăссен сасси тăтăшах илтĕнет. Чăвашла калаçакан çукпа пĕрех. Ханлăх халăхăн çурри ытла чăваш иккенне пĕлекене çакă тĕлĕнмелле те пек.
Суту речĕсен шучĕ çук. Пасар тӳртумĕ аслă пулин те вĕсем кунта пурте шăнăçайманран çывахри урамсемпе те тăсăлаççĕ. Çĕрпӳ-Пулат та, Питтăпай та Хусана аванах пĕлеççĕ, çавăнпа вĕсем пирвай тӳрех пасар витĕр каçса карманăн çурçĕр-хĕвелтухăç çӳльхӳчĕ патнелле çул тытрĕç. Кермен тума кирлĕ тимĕр тата ытти металл япаласене кунта мĕн кирлине пурне те тупма пулать. Çывăхрах тимĕр-тăмăр шăратакан кăмакасем вырнаçнă, хăвна кăмăла каякан япала тупăнмасан тӳрех металл шăратакан ăстасене ятарласа хушма пулать.
Часах Питтăпай Çĕрпӳ-Пулат туянма хушнă япаласене те, хăй кирлĕ тесе шутлакан ытти ăпăр-тапăра та туянса пĕр лавкка кĕлетне караван çитиччен упрама хуртарчĕ. Сутуçăсемпе хак татса алă çапнă чухне вăл çакна асăрхарĕ: япалисем пурте Шахман каланă хаксенчен чылай йӳнĕрех иккен. Тĕлĕнмелле, епле-ха капла? Шахман та вĕсене кунтах туянать-çке. Ытти çĕрте вăл Хусанта тупма çук япаласем кăна шырать... Çапах Питтăпай хăй мĕн пĕлнине хана каласа кăтартмарĕ. Юратмасть вăл çын çинчен элек сарма. Хăйпе юнашар утакан Чакăр та хаксемпе кăсăкланнине асăрханăскер вăл çарăçа хулран тытса хăвăртрах урăх еннелле пăрса ячĕ, унпа ыт ахаль калаçу пуçарчĕ. Чăннипе çак çӳрев вăхăтĕнче икĕ çамрăк аванах туслашса кайрĕç. Кăмăлĕсем вĕсен пĕрешкелех иккен. Иккĕшĕ те харпăр хай ĕçĕнче çунса тăраççĕ, панă сăмаха тытаççĕ, çав хушăрах уççăн та тӳррĕн калаçма юратаççĕ.
Çĕрпӳ-Пулат хĕрĕ валли кĕтесĕсене йĕспе тăн-тăнлатнă, ылтăн тĕслĕ эрешсемпе илемлетнĕ шăнăçуллă арча шыратъ-мĕн. Туй тупри хума ĕнтĕ. Çавна май тата, пуян Хусана пĕр килнĕскер, арчине пушăлла турттарасран унта хумалли япаласем те туянасшăн курăнать. Çавăнпа вăл суту речĕсем хушшипе васкамасăр, пур тавара та курма тăрăшса çӳрет. Сутуçисем кунта пурте — тутарсем те, ытти халăх çыннисем те — тутарла калаçаççĕ. Çавăнпа такам чăвашла кăшкăрни Питтăпайшăн пач кĕтмен сăмах пек илтĕнчĕ.
— Эй, чăвашсем, кунта килĕр! Ман лавккара туянăр мĕн кирлине. Эпĕ ентешсене йӳнĕрехпех парăп! — кăшкăрчĕ такам çывăхрах. Хыçалти лавкка сутуçи иккен. Питтăпайпа Чакăр çулĕсенчи каччă. Алă сула-сула вĕсенех, Çĕрпӳ-Пулатпа унăн çыннисене хăй патне йыхăрать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...