Юманлăхра çапла пулнă :: 19-мĕш сыпăк
Илюкпа Матрос пусма тăрăх Артист патне ансан вĕсем кунта пĕр самант та тытăнса тăмарĕç, кашни пĕрер çыхă йăтрĕç те пахчаран хăвăрт кăна тухса Атăл хĕрринелле чупрĕç. Тĕттĕм, шăтăк-путăклă тăкăрлăкран тухнă хыççăн хальхинче малта пыракан Артист цирк çурчĕ евĕрлĕ çап-çаврака тăвар склачĕ çуммипе пăрăнчĕ те пĕрене куписем хушшине чăмрĕ. Илюк ун хыççăн аран ĕлкĕрсе пычĕ, хăйне çĕклеттернĕ япаласен çыххи йывăр пулнипе часах лачкам шыва ӳкрĕ. Хăй çав вăхăтрах: «Ăçта каяççĕ ĕнтĕ кусем? Вăрланă япалисене йывăçсем хушшине пытарасшăн-ши?» — тесе шухăшларĕ.
Анчах Матроспа Артистăн ĕмĕчĕ пачах урăхла пулнă. Маланипе Катюк кăнтăрлах пĕр кимĕ хуçипе — Атăл хĕрринче ăна-кăна вăрласа, ĕçсе-супса пурăнакан этемпе калаçса татăлнă-мĕн. Çуркунне типпе юлнă кивĕ баржа çумĕпе иртнĕ хыççăн Артист виçĕ хутчен кĕскен-кĕскен шăхăрсанах вĕсен умне таçтан хăяматĕнчен çӳллĕ те тĕреклĕ çын мĕлки тухса тăчĕ.
— Иван? — ыйтрĕ унтан Артист шăппăн.
— Хĕрĕх çул ĕнтĕ Иван пулни, — терĕ лешĕ.
— Карапу ăçта?
— Ак кунтах, сире паçăрах кĕтет...
Урăх вĕсем нимĕн те калаçмарĕç, çыхăсене шыв хĕррине çĕклесе тухрĕç те самаях пысăк кимĕ çине йăпăр-япăр вырнаçтарса хучĕç.
— Хăвăртрах, атту çутăлма пултарать, — терĕ Матрос.
— Ĕлкĕретпĕр, — аллипе сулчĕ кимĕçĕ, — вырнаçăр.
Артист кимĕ хӳрине кайрĕ, Матрос хулран туртнипе Илюк унпа юнашар пырса ларчĕ, кимĕ хуçи кĕсменсене ярса тытрĕ. Кĕçех вара кимĕ тикĕт пек хура Атăл варринелле тухрĕ те анаталла ним сассăр шума тытăнчĕ.
«Ăçта каятпăр-ши капла?» — каллех хăраса шухăшларĕ Илюк кимĕри сак çумне пăталанă пек ним хускалмасăр ларса. Ăна халь хăй вăрăсемпе пĕрле сĕм çĕрле таçталла кайни те, таврари тĕттĕмлĕх те, шăплăх та, хăш чух инçетре темле пăрахутсем кĕскен кăшкăртса илни те хăратрĕ çав...
Те пĕр сехет, те иккĕ кайрĕç вĕсем, Илюк чухласа илме пултараймарĕ, анчах ăна хăйсем питĕ нумай вăхăт кайнăн туйăнчĕ. Унтан, тем вăхăтран, кимĕ пуçĕ çырана тăрăнса хăйăра чăшăлтаттарса илчĕ.
— Çитрĕмĕр, — терĕ те кимĕ хуçи кĕсменсене пăрахса çырана сиксе анчĕ. Ун хыççăн Матроспа Артист кимĕ тĕпĕнче выртакан япала çыххисене йăтса тухрĕç, вĕсем хушнипе Илюк та юлашки çыхха çĕклесе кимĕ пуçĕнчен хăйăр çине сикрĕ.
Тул халĕ те çутăлмарĕ-ха, тӳпене пĕлĕтсем хупласа илнипе çав-çавах тĕттĕм пулчĕ, çавăнпа та Илюк йĕри-тавралла тем пек тинкерсе пăхсан та хăйсем мĕнле çĕре килсе тухнине чухласа илме пултараймарĕ. Анчах вĕсем Атăл варринчи чылаях пысăк утрав çине çитсе тухнă-мĕн...
— Ăçта-ши пирĕннисем? — шăппăн ыйтрĕ Матрос Артистран.
— Çак таврашрах пулма кирлĕ, — терĕ Артист. — Тăхта, халех тупатпăр...
Вăл шыв хĕрринчен аяккалла утса кайрĕ те, темиçе самантран тĕттĕмре шăхăрни илтĕнчĕ. Пĕрре, иккĕ, виççĕ...
«Кама шырать тата ку? — тĕлĕнчĕ Илюк. — Кам пулма пултарать кунта çакăн пек çĕрле, тĕттĕм çĕрте?..»
Анчах виçĕ минут та иртмерĕ пулĕ, унăн тата ытларах тĕлĕнмелле пулчĕ: кимĕ патне Артистпа пĕрле хăйсен кил хуçи Маланипе Катюк пырса тăчĕç! Ăçтан, хăçан килсе лекме пултарнă вĕсем кунта?!
— Ну, ĕçсем мĕнле сирĕн? — ыйтрĕ Матрос
— Паçăрах хатĕр, сире кĕтсе шалт хăшкăлтăмăр, тем пулман-ши тесе пăшăрханма та пуçларăмăр, — терĕ Малани.
— Инçе-и? — ыйтрĕ каллех Матрос.
— Пĕр виç çĕр утăмран ытла мар...
Илюк вĕсем мĕн çинчен калаçнине ăнланмарĕ, анчах тепĕр вунă минутран, çыхăсене çĕклесе çыранран инçе те мар ӳсекен çăра хăва тĕмисем хушшипе самаях чылай кайсан, пĕтĕмпех чухласа илчĕ: Маланипе Катюк кунта малтанах çитсе (ахальтен мар вĕсем паян килтен питĕ васкаса тухса кайрĕç!) вăрланă япаласене пытарма хăйăр ăшĕнче пысăк шăтăк алтса хатĕрленĕ иккен...
...Вăрăсем кĕçĕр çаратса тухнă хаклă япаласене васкасах хăйăр ăшне пытарнă вăхăтра, çур çĕр иртсен икĕ сехетре, Кувшинка тĕлĕнчи утрав патне — Йăлăм енчен — пĕр пĕччен çын ларнă тепĕр кимĕ пырса чарăнчĕ. Çав çын çырана тухсан хăйĕн çăмăл киммине çурри таранах хăйăр çине туртса кăларчĕ те хăва тĕмисем хушшипе мăн Атăл еннелле тӳрĕрен тӳрĕ утрĕ.
Ку вăл — кунти пулăçсен «Атăл» ятлă колхозĕн членĕ, ĕмĕрне Атăл çинче, малтан матросра, унтан бакенщикра ĕçлесе ирттернĕ ăста пулăç Михей мучи пулнă. Каçхине вăл мăн Атăл хĕррине, тарăнах мар çĕре, пулă тытмалли хатĕрсем лартнă та тул çутăлсанах вĕсене тĕрĕслес тесе ир-ирех тăрса тухнă-мĕн.
Михей мучи васкамасăр, ним шухăшламасăр, çуннă-çунман чĕлĕмне ĕмкелесе утрĕ. Кайсан-кайсан сасартăк вăл хăйĕнчен сылтăм енчи тĕмĕсем хушшинче темле çынсем кăштăртатнине илтех кайрĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Кам пулма пултарать кунта çак вăхăтра? Старик тăпах чарăнса тăрса тинкеререх итлеме тытăнчĕ. Халь ĕнтĕ сасăсем те илтĕнчĕç: мăкăр-мăкăр, мăкăр-мăкăр... Çын сассисемех, анчах сăмахĕсене пĕртте уйăрса илме çук...
Старик чĕри кăрт-кăрт туса илчĕ. Ырра мар вĕт ку! Тем тесен те — ырра мар!.. Чипер шухăшлă çынсем кун пек вăхăтра вĕçен кайăксемсĕр пуçне нимĕнле чĕр чун та пурăнман улах утрав çине мĕн тума килччĕр? Пулăçсем, пĕр-пĕр вăрттăн браконьерсем тесен — вĕсем утрав варринче мар, шыв хĕрринче çеç пулма пултараççĕ...
Михей мучи, ватă салтак, граждан вăрçин историне пысăк чаппа кĕрсе юлнă «Ваня-коммунист» пăрахут çинче çапăçнă матрос, ĕмĕрне те хăравçă пулман, анчах халĕ çав хуллен мăкăртатакан çынсем патне тӳрех пырса тухма тытăнса тăчĕ.
— Кам пĕлет, темле çынсем унта? Тен, вăрă-хурахсем, бандит таврашĕсем? Тен, лагерь-колонисенчен тарнисем çын куçне курăнасран пытанаççĕ? Ун пекки те пулкалать тепĕр чух. Пырса тухăн та — пĕррех шаккаса хурĕç. Вырăнĕ ытла та улах, çитменнине — çĕрле...
Çапах та кăшт тăрсан, таçтан мурĕнчен килсе кĕнĕ вăрттăн çынсем çинчен мĕн чухлĕ те пулин пĕлес шутпа, урисене кушак пек шăппăн илсе пусса вăл вунă-вун пилĕк утăм малалла кайрĕ. Халь вара сăмахсене те уйăрса илме май пулчĕ.
— Лайăхрах, хытăрах таптас...
— Çийĕнчен туратсем пăрахса ним палăрми тăвас пулать...
Унччен те пулмарĕ — йывăç тураттисене çăтăр та çатăр хуçма тытăнни илтĕнчĕ. Михей мучи сывлама та чарăнчĕ. Мĕн тăваççĕ кусем? Мĕн пытараççĕ? Тем тесен те — вăрăсемех! Вăрланă япаласене пытараççĕ... Ак япала, ак тĕлĕнтермĕш! Мĕн тăвас пулать-ши халь? Часрах киле кайса кӳршĕсене вăратса тухас та облава тăвас-ши? Анчах вăл хушăра ку çыннисем утрав çинчен тухса кайсан?.. Вĕсен ăçта та пулсан кимĕ пурах ĕнтĕ, ахаль лекеймен вĕсем кунта... Ак сана задача, ватă матрос Михей! Шутла, шутласа туп часрах хăвăн мĕн тумаллине! Анчах нумай шутласа тăмалла пулмарĕ унăн.
— Ну, кайрăмăр, çутăличчен леш енне каçса ĕлкĕрес пулать, — терĕ вăрăсенчен пĕри.
Унтан ура сассисем чăштăртатни илтĕнчĕ. Малтан уçăмлăрах, унтан хуллентерех, инçетерех... Каяççĕ! Кăшт та пулин курса юласчĕ хуть!..
Михей мучи хăва тĕмисен хӳттипе йăпшăнса, пуçне пĕксе малтан мала куçса пычĕ. Акă палламан çынсем — пилĕк мĕлке — йывăçсем хушшинчен тухрĕç те шыв хĕрринелле кайрĕç. Халь ĕнтĕ Михейăн тек малалла кайма юрамасть, ăна лешсем асăрхама пултараççĕ, асăрхасан вара... темрен тем те пулса тухĕ!
Мĕлкесем шыв хĕррине çитрĕç, кимĕ çине кĕрсе вырнаçрĕç, унтан кимĕ ерипен хускалса Атăл варринелле шуса кайрĕ те часах куçран пачах çухалчĕ...
Çук, пулăсем çинче пулмарĕ ĕнтĕ халь Михей мучи шухăшĕ: çăва патне кайтăр пуллу-качку! Кимĕ курăнми пулсанах старик йывăç тĕмисем хушшине чупса кĕчĕ те вăрăсем халь çеç «ĕçленĕ» вырăна шырама тытăнчĕ. Тул çутăлса килнĕ май нумаях шырамалла пулмарĕ; тин çеç хуçса пăрахнă йывăç тураттисем шăтăк тĕлне лайăхах палăртаççĕ. Михей мучи малтанах çав шăтăка чавса унта мĕн пытарнине пĕлме шут тытнăччĕ, анчах çав самантрах астуса илчĕ: кун пек чухне ниме те тĕкĕнме, патне пыма та юрамасть, вăл кайран милицие ĕçе йĕрлесе пĕлнĕ чух кансĕрлеме пултарать. Çавăнпа та вăл шăтăк ăçтараххине лайăхрах астуса юлма унăн-кунăн пăхса илчĕ те васкасах хăйĕн кимми патне чупрĕ...
Килне вăл такамран тарнă пекех хашкаса пырса кĕчĕ.
— Ай-уй, Миххи, мĕн пулчĕ сана капла? Кашкăрсене тĕл пулмарăн пулĕ те? — тĕлĕннĕ пекрех, кулнă пекрех ыйтрĕ тин çеç тăрса ларнă карчăкĕ.
— Тĕл пултăм çав! Пилĕк кашкăр пĕр харăс куртăм, анчах пурте икĕ ураллă, — терĕ Михей мучи çамкине шăлса илсе.
— Ан тĕлĕнтер-ха эсĕ...
— Тĕлĕнмелле çав, шутсăр тĕлĕнмелле! Ĕмĕр курманнине куртăм, тарăхман вырăн юлмарĕ...
— Пуллуна сăптăрса кайнă-им?
— Санăн пулă шухăшĕ! — ал сулчĕ Михей мучи. — Тимуш ăçта?
— Ара, вăл пахчари будкăра çывăрать-иç...
— Вăратса кĕр ăна!
— Мĕн тума? Çывăртăр-иç тăраниччен. Ирхи ыйхă нимрен те тутлă вĕт...
— Çывăрмалла мар-ха халь, часрах ĕç тумалла.
— Хĕвел тухнă-тухман ачан мĕн ĕçĕ пултăр?
— Пур çав, пур! Вăратса кĕр теççĕ сана! — сассине хытарчĕ старик. — Унăн халех хулана каяс пулать!
— Мĕн нуштипе? Килни те виç кун çеç-иç?
— Ан тавлашса тăр! Ту мĕн хушнине!
Тимуш — вĕсен юратнă мăнукĕ, Шупашкарти пĕр пысăк заводра ĕçлекен ывăлĕн ачи, çуллахи каникул вăхăтĕнче вăл яланах аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче канать, аслашшĕпе пулла çӳрет, кунти шкул ачисемпе пĕрле шыва кĕрет, хăйăр çинче хĕртĕнет, гербарисем валли тĕрлĕ курăксемпе çулçăсем пухать. Ачи сăпайлă та ăслă пулнипе асламăшĕ ăна питĕ ачашлать, çавăнпа та халĕ аслашшĕ ăна тем сăлтавпа хĕвел тухнă-тухманах вăраттарнăшăн кăмăлсăрланса тухса кайрĕ. Çав хушăра Михей мучи сĕтел ещĕкĕнче хут таткипе кăранташ тупрĕ те васкасах çырма тытăнчĕ.
Кĕçех пӳрте асламăшĕпе мăнукĕ — чикан пекрех хура сăнлă, кăтра пуçлă та тулли питлĕ Тимуш пырса кĕчĕç.
— Мĕн тумалла, асатте? Пулла каятпăр-и? — ыйтрĕ ача çывăрса тăранайманнипе куçĕсене сăтăркаласа.
— Пулă шучĕ мар-ха, ачам, — терĕ аслашшĕ, — пулли вăл пирĕнтен ниçтах та тармĕ. Санăн халех, питĕ шутсăр васкаса, çак хута Шупашкара çитерсе парас пулать. Милицине.
— Мĕнле милицине? Мĕн ĕç пур санăн милици таврашĕпе? — тĕлĕннипе куçĕсене чарсах пăрахрĕ карчăкĕ.
Михей мучи пĕр хушă ун çине «калас-ши, калас мар-ши» тенĕ пек пăхрĕ те юлашкинчен каласах терĕ курăнать.
— Утрав çинче эпĕ темле бандитсем вăрланă япаласене пытарнине куртăм. Çавăн çинчен пĕлтерес пулать...
Асламăшĕпе мăнукĕ те калама çук тĕлĕнсе кайрĕç, ку хăрушă ĕç хăш тĕлтерех, мĕнле пулни çинчен ыйтса пĕлме пикенчĕç, анчах Михей мучи аллипе пĕррех сулса пӳлчĕ вĕсене.
— Калаçса тăма вăхăт çук! Акă сана çыру, Тимуш, халех велосипеду çине лар та — кĕрлеттер хулана! Эсĕ — пионер, кун пек чух пионерăн паттăр пулас пулать. Хулари милици тĕлне пĕлетĕн пулĕ?
— Пĕлетĕп...
— Никама та мар, начальникне хăйнех тупса пар. Хăвна ун патне кĕртесшĕн пулмасан эс вĕсемпе çирĕпреххĕн калаç, манăн ăна питĕ пысăк ĕç çинчен пĕлтермелле те.
— Юрать, асатте!
— Ну, яра пар... Васка, ачам!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...