Юманлăхра çапла пулнă :: 17-мĕш сыпăк
...Çав каçхине ăна каллех темĕн тĕрлĕ хăрушă тĕлĕксем курăнса асаплантарчĕç, çĕр каçа вăл темиçе хутчен те шарт та шарт сиксе вăранчĕ те ун хыççăн вăрахчен çывăрса каяймасăр выртрĕ.
Ирхине вара чылай çывăрчĕ — вăл вăраннă чух стена çинчи тутăхнă сехет йĕппи тăххăр патнех çитнĕ-мĕн. Килте никам та çук, пурте таçта тухса кайнă. Пĕччен юлнă май Илюк пуçне нимрен малтан çак ылханлă пӳртрен тухса тарас шухăш пырса кĕчĕ. Питĕ хăвăрт çуралчĕ те вăл шухăш ачана пĕр вăхăтлăха çĕклентерсех ячĕ. «Халех, çак самантрах, леш вăрăсемпе Малани килсе кĕриччен сиксе тухас та ăçталла май килнĕ — çавăнталла тапас, кайран-малтан хуть те мĕн пултăр!.. Пурĕ пĕр пĕтмелле, халь тин ырри çавах пулас çук...»
Вăл пӳрт алăкĕ патне хăвăрт утса пырса ăна чавсипе тĕртрĕ, анчах алăк... кăшт та хускалмарĕ. Ăна тул енчен питĕ çирĕп тĕкĕлесе лартнă иккен. Унтан тата тепре хытăрах тĕксе пăхрĕ, анчах усси пурĕ пĕр пулмарĕ. Илюк вара тӳрех тавçăрса илчĕ: вăл тухса тарасран ăна юри питĕрсе хăварнă вĕсем!
«Чее хăтланнă, шуйттансем! — терĕ Илюк хăй ăшĕнче тăруках тарăхса кайса. — Мĕн тума пулать-ха халь?..»
Аптранипе вăл чӳречесем çине пăхса илчĕ: сикме пулмасть-ши? Анчах чӳречисем пурте икĕ хутлă иккен, вĕсене йăпăр-япăрах уçаяс çук, рамисене çĕмĕрес пулать. Вăл хушăра лешсенчен хăшĕ те пулин килсе кĕме пултарать, вара каллех тем те курмалла пулĕ. «Тепре кутăнлансанах Атăла чăмтаратпăр», — терĕç вĕт-ха вĕсем ĕнер. Такам систернипе шухăшланă пекех пулчĕ ку: çав самантрах тулта тимĕр чăнкăртатрĕ, — тахăшĕ çенĕк алăкне питĕрнĕ çăраççие уçрĕ ĕнтĕ, — унтан ура сассисем илтĕнчĕç... Ним палли те ан пултăр тесе Илюк каллех кăмака хыçне кĕрсе выртма шутларĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ, пӳрт алăкĕ уçăлчĕ те, малтан Малани кĕчĕ, ун хыççăн пӳрте çӳллĕ те патвар кĕлеткеллĕ, пысăк хура уссиллĕ милиционер кĕрсе тăчĕ. Пиçиххийĕ çинче пистолет, аллинче пĕчĕк сăран сумка.
«Ак хайхи... тыттарса яраççĕ эппин мана... Малани ку милиционера ятарласа ман пирки чĕнсе килнĕ... Пулчĕ, пĕтрĕм!..» — йăн-ян туса кайрĕ Илюк пуçĕ.
Милиционерне вăл тӳрех палласа илчĕ. Епле-ха палламастăн? Ялтан тарса килнĕ кун, Шупашкара экскурсие килнĕ таçти шкул ачисемпе чылай çӳренĕ хыççăн пĕр столовăйра касса патне черете тăрсан, çак мăн уссиллĕ милиционер çав столовăя Илюксен колхоз председателĕпе, Яраткинпа, пĕрле пырса кĕчĕ. Паллах, ун чухне вĕсем Илюка шыранă, анчах Илюк хăй вĕсене маларахран асăрхаса тухса тарма ĕлкĕрчĕ те — хăтăлчĕ. Халь акă тытса каятех, тин çăлăнасси пулас çук...
«Ну, мĕнех ĕнтĕ... Хупчăрах... Çав кирлĕ те мана... — кăмака çумне тайăнса ывăнчăклăн шухăшларĕ Илюк. — Персех вĕлермесен хăçан та пулин кăларĕç тен...»
— Иртсем малалла, Кури Яккăлч, иртсе ларсам! Ак çакăнта, сĕтел патнерех... Пӳртне те тасатаймарăм-ха ку кунсенче, сысна йăви пекех пулса кайрĕ, никак та ерçейместĕп. Пĕччен хĕрарăмăн пурнăçĕ çавăн пек-çке вăл, пурне те хăвăн тумалла та... — пакăлтатма тапранса кайрĕ çав вăхăтра Малани унта-кунта выртакан япаласене пуçтаркаласа. Илюк тĕлĕпе иртнĕ чух вăл ăна темшĕн хулĕнчен икĕ хутчен самаях хытă чĕпĕтсе илчĕ. Теме пĕлтерчĕ ку, Илюк ăна ним чухлĕ те ăнланаймарĕ...
— Ку ачи манăн Муркаша качча кайнă аппа ывăлĕ-ха, — Илюк çине кăтартса малалла çатăлтатма тытăнчĕ Малани, — каникул вăхăтĕнче хула курма килчĕ, килни ик кун анчах-ха... Ашшĕне вăрçăра вĕлерчĕç те, тăлăххăнах ӳсрĕ, мăнтарăн, выçлăн-тутлăн тенĕ пек. Питĕ хĕрхенетĕп, çавăнпа та пĕр хушă хам патăмра усрас терĕм-ха. Кантăр пăртак, ӳт хуштăр...
«Мĕн тума лăпăртатать ку? Мĕн тума суять? — çилĕпе пăхрĕ Илюк кил хуçи çине. — Вăхăта мĕншĕн тăсать пустуй? Е мана юри ытларах асаплантарасшăн-и? Милицие чĕнсе килтĕн пулсан тыттар та яр тата часрах!..»
Малани хывăх пек сăмах вĕçтернине милиционер малтанах ним чĕнмесĕр итлесе ларчĕ, унтан хĕрарăм калаçма чарăнманнине кура тӳçеймерĕ, пӳлчĕ:
— Вăл-ку юрĕ-ха, Федорова, эс мана кил кĕнекине кăтарт...
— Ай-уй, Кури Яккăлч, çав териех ан васка-ха ĕнтĕ! — тĕлĕннĕ пек пулса ун çине пăхрĕ Малани. — Темиçе уйăхра пĕрре килсе кĕретĕн пулать те...
— Васкамалла...
— Пĕр черкке çырла шывĕ ĕçтерем хуть сана...
— Служба вăхăтĕнче ун пеккипе аппаланмастпăр. Кăтарт кĕнекине. Ман ăна тĕрĕслесе паллă туса хăварас пулать.
— Эй, ай-яй! — хуйхăрнă пек туса илчĕ Малани. — Çапла çав вăл ватăлма пуçланă тăлăх арăмăн шăпи, никам та çын вырăнне хумасть ăна, килсе те çӳремест ун патне, ăнсăртран килсе кĕрсен те часрах тухса шума васкать... Пурăна-атăн вара пĕр-пĕччен, уй тăмани хăраххи!
Вăл сĕтел ещĕкне уçрĕ те чылайччен ухтарнă хыççăн темле кивĕ хутсем хушшинчен лутăрканса пĕтнĕ тăрăхла тетрадь пекки тупса кăларчĕ.
— Пĕлтĕр мĕнле пулнă — çаплипех, никама та киле кĕртмен, никама та çырман...
Милиционер нимĕн те чĕнмерĕ, тетраде сĕтел çине хучĕ те страница хыççăн страница уçса тĕрĕслесе пычĕ. Илюк ун çине куç харши айĕн пăхса тăчĕ... Ак халех çав тетраде пăхса пĕтерет те хыттăн, пат татса калать ĕнтĕ: «Ну, ачам, кайрăмăр! Çитĕ сана кун чухлĕ пытанса пурăннипе! Эпир сана тахçантанпах шыратпăр, тинех пирĕн алла лекрĕн. Ут!»
Вăхăт питĕ вăраххăн шурĕ. Темшĕн милиционерĕ Илюка тытса тухса кайма васкамарĕ, ĕмĕрне ним курман пекех, тетрадьре мĕн-мĕн çырнине йĕркипех вуларĕ пулмалла. Малани çенĕке тухса тем кăштăртатрĕ, унтан сĕтел çине пĕр графин хĕрлĕ эрех, кăлпасси, шур булка пырса лартрĕ. Унăн епле пулсан та милиционера хăналасси килчĕ пулмалла, анчах лешĕ Малани тăрăшнине пĕртте асăрхаман пек ларчĕ. Чылайран тин вăл пуçне çĕклерĕ те Малани çине пăхса:
— Йăмăку колонирен таврăнман-и-ха? — тесе ыйтрĕ.
— Килеймерĕ-ха çав, — терĕ те ăна хирĕç Малани, итлесе ларакан Илюкран хăранă пек, йăпăрт кăна ун çине пăхса илчĕ.
— Тата нумай лармалла-и унăн?
— Çĕнĕ çула çитет пуль тетĕп-ха... — Малани çавăнтах графинри эрехе стакан çине шăкăр-шăкăр тултарчĕ. — Çакна тутанса пăх-ха, Кури Яккăлч...
— Тавтапуç, Федорова, эп службăра, — терĕ те милиционер аллинчи тетраде сĕтел çине хучĕ.
— Ай-уй, ара, ан тирке-ха ĕнтĕ! Шăпирт таврашĕ çук унта, хам тунă çырла шывĕ çеç вăл... — тулли стакана милиционера тыттарма пикенчĕ Малани.
— Çук, Федорова, ан чăрман, — стакана хăй умĕнчен сирчĕ милиционер. — Кил кĕнеки йĕркеллех санăн...
— Йĕркеллĕ пулмасăр тата, йĕркеллĕ пулмасăр!
— Анчах та, тен, эсĕ кама та пулин пропискăсăр усратăн? Вăрттăн, э? — уссисене кулăшла хускатса кăмăллăн кулса илчĕ милиционер.
— Уй, тасаранах çылăха ан кĕрт-ха, Кури Яккăлч! — пĕççисене шарт! çапса илчĕ Малани. — Ун пек çын мар-çке эпĕ, саккуна нихçан та пăсман, пăсассăм та çук, тур хăтартăрах ун пеккинчен!
— Асту, сиссессĕн хĕрхенсе тăмастăп, тӳрех штраф шартлаттаратăп, малтанах калатăп сана!
— Килсе сыхла ара, Кури Яккăлч, тĕрĕсле! Ĕмĕрне те никам та пулмасть ман патăмра, турра асăнса калатăп! — пăт-пат сăхсăхса илсе каллех пакăлтатма тытăнчĕ Малани. — Пĕр каç выртма килсе ыйтакансем пулсан та кĕртессĕм çук, мĕн тума кирлĕ вĕсем мана? Кам пĕлет, темле шухăшлă çынсем çӳреççĕ ку чухне, юлашки кĕпене çаклатса тухса кайĕç! Çук, çук, ырă çыннăм, яланах тăр пĕччен пурăнатăп эпĕ... Ку ачи те темиçе кунтан килне каять акă...
— Ну, юрĕ. — Милиционер пукан çинчен тăчĕ те алăк патнелле утрĕ. — Сывă пулса юл!
— Чипер кай эппин, Кури Яккăлч! Тата кил, час-часрах кĕрсе çӳре...
Малани милиционера калинкке патне çитиех ăсатрĕ, унтан çенĕк алăкне шăкăр-шакăр питĕрсе лартрĕ те пӳрте кĕнĕ-кĕмен лач! сурчĕ.
— Тьфу, вилме маннăскер! Мĕн кирлĕ-ши, мĕн шăршласа çӳрет-ши? Эккей, йӳтĕм тупнă: унăн кил кĕнекине тĕрĕслемелле! Ылтăн купаласа хунă ун валли çав çĕтĕк кĕнекере!..
— Вăл... вăл хăех кĕчĕ-и? — хуллен ыăтрĕ кăшт лăпланма пуçланă Илюк.
— А эс мĕн, эп ăна хам чĕнсе килнĕ тесе шутларăн-им? Мĕн йытă пуçĕ тума кирлĕ мана вăл, сăттана? Куçпа курмăттăм вăл милици таврашне, çĕр çăттăрах вĕсене!
Малани пасара кайса килнĕ-мĕн, вăл сумкинчен сĕтел çине çимеллисем кăларса хума тытăнчĕ, çав вăхăтра Илюк еннелле çаврăнчĕ те кулнă пек туса ыйтрĕ:
— А эсĕ... хытах хăрарăн курăнать?
— Хăрарăм çав, — тунмарĕ Илюк. — Вăл ятарласа мана тытма килнĕн туйăнчĕ те.
— Эп сана мĕншĕн пырса чĕпĕтнине ăнлантăн-и?
— Çук...
— Милицие курсанах эсĕ хут пек шурса кайрăн... Çавăнпа та ман сана лăпкă лар, саншăн хăрушши нимĕн те çук тесе систерес килчĕ. Ара, хăрамалли чăнах та нимĕн те пулмарĕ вĕт-ха?
Малани сарăхнă шăлĕсене йĕрсе лăх-лăх-лăх кулса илчĕ.
— Э-эй, ачам, хам пурнăçра сахал мар улталанă эп вĕсене! Хăрамастăп! Эс те ан хăра, пирĕнпе пурăннă чух вĕсем сана нимĕн те тăваймаççĕ.
Анчах Илюк пурнăçĕнче хăрамаллисем питĕ нумай пулнă-ха, çав тери нумай...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...