Юманлăхра çапла пулнă :: 15-мĕш сыпăк
Пуçларĕç вара вĕсем Илюка «ĕçе хăнăхтарма»... «Пĕрмай килте ларса йӳçсе кайма пултаратăн, атя манпа, уçăлса çӳре пăртак», — терĕ ăна пĕр каçхине Артист тĕкĕр умĕнче сухалне хырса пĕтернĕ хыççăн одеколонпа сапăнса.
Илюк Малани çине пăхрĕ.
«Юрать-ши?» — тесе ыйтрĕ ĕнтĕ вăл.
— Кай, кай, каçхине никам та курмасть, хăрамалли çук, — терĕ лешĕ.
Вĕсем Артистпа иккĕшĕ урама тухрĕç те (Матросĕ пĕр сехет пек маларах тухса кайнăччĕ) çырма тăрăх тăвалла утрĕç, унтан вăрăм пусма тăрăх хăпарса спирт завочĕ патнелле пычĕç. Кунта эрех-сăра сутакан киоск пур-мĕн, Артист унта сăра илчĕ те унталла-кунталла пăхкаласа васкамасăр ĕçсе тăчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, сасартăк, çĕр тĕпĕнчен сиксе тухнă пекех, киоск патне Матрос пырса тăчĕ.
— Ха, ĕçке яраççĕ! — шӳтленĕ пек турĕ те вăл, çавăнтах хăй те пĕр стакан хĕрлĕ эрех илсе ĕçрĕ, унтан Артистпа пĕрле пирус чĕртсе ячĕ, вара вĕсем виççĕшĕ те майĕпе тăвалла утрĕç. Кăшт кайсан Артистпа Матрос хăйсем хушшинче хуллен мăкăртатса калаçма тытăнчĕç. — Илюк нимĕн те ăнланмарĕ. Промтоварсем сутакан магазин тĕлне çитсен унăн сарлака чӳречисем умĕнче чарăнса тăчĕç, — витрина çинче хитре те хаклă япаласем нумай. Пĕр виçĕ минут пек иртсен магазин çумĕнчи калинккерен 45—50 çулсенчи самăртарах хĕрарăм тухрĕ те япаласене пăхса тăракансем патнелле хуллен кăна утса пычĕ. Артист ун çине хулпуççи урлă пăхса:
— Эс хуралçă-им кунта, инке? — тесе ыйтрĕ.
— Хуралçă çав, — терĕ лешĕ ăна хирĕç.
— Сыхлатăн эппин.
— Сыхлатăп.
— Хăвна вăрласа каясран хăрамастăн-и? Пĕрре-пĕрре бандитсем магазинти япаласемпе пĕрле хăвна та хурса кайма пултараççĕ вĕт?..
— Э, — ал сулчĕ хĕрарăм, — кама кирлĕ эпĕ, ват çын, мĕн усси манран?
— Супăнь тума пулать, вăл та усă, — терĕ те Матрос ахăлтатса кулса илчĕ.
Хĕрарăмран çакăн пек мăшкăллани Илюка питĕ килĕшмерĕ. Ма кӳрентерес-ха ăна? Вăл хăйĕн ĕçне тăвать, халăх пурлăхне сыхлать... Анчах хĕрарăм хăй темшĕн пĕртте çилленмерĕ.
— Çав анчах ĕнтĕ, — килĕшрĕ вăл.
— Йытă та пулин пур-и хуть санăн? — ыйтрĕ Артист.
— Çук, йытăсем памаççĕ пире. Усрама хаклă теççĕ пулас, — ним пытармасăр каласа хучĕ хуралçă.
— Çĕрле пĕр-пĕчченех ларатăн-и вара?
— Пĕчченех.
— Кам та пулин чăнах килсе тапăнсан мĕн тăватăн-ха? Вĕлереççĕ вĕт!
— Çын пур çĕрех кам килсе кĕтĕр? Тата ним айăпсăр çын çине кам алли çĕклентĕр?
— Ним чухлĕ те хăрамастăн эппин?
— Çук.
— Питĕ паттăр кинемей иккен эсĕ! — ăна чăнласах мухтанă пек турĕ Артист. — Чисти салтак!
— А эп чăнах та салтакра пулнă, — хавасланчĕ хĕрарăм ун пек каласан. — Китлĕрсем хĕрĕх тăваттăмĕш çулта упăшкана вĕлерсен хам ирĕкпех фронта кайрăм. Шоферччĕ эп ун чух, ачам-пăчам пулман... Вара вĕсен Перлинне те çитсе куртăм, вăрçă пĕтсен тин таврăнтăм.
— О-о! — чĕлхине чаклаттарса илчĕ Матрос — Апла пулсан санпа калаçма та хăрамалла-иç! Тытăн та — шаккаса хурăн... Кайрăмăр, атьсемĕр.
Вĕсем татах тăвалла утрĕç. Хĕвел анăç енчен пĕлĕтсем капланса килнипе халь пачах тĕттĕмленсе ларчĕ, çил тухнă май çанталăк сулхăнланчĕ. Урамсем пуш-пушах, ниçта та пĕр çын та курăнмасть.
Кайсан-кайсан кăшт маларахра утакан Матрос сулахайри пĕр ансăр урамалла кĕчĕ. Артистпа Илюк та ун хыççăн утрĕç.
— Ха-ха! Салтак! — кулса илчĕ сасартăк Матрос. Вăл халĕ те магазин хуралçине аса илнĕ пулмалла. — Салтак мар, аш тултарнă чăпта вăл! Вунă утăм чупсанах пăс кăларса хашкакан пулать ĕнтĕ... Маттур пирĕн суту-илӳре ĕçлекенсем, çав тери лайăх хуралçăсем тупаççĕ хăйсем валли. Мухтатăп!
— Ан та кала, — килĕшрĕ унпа Артист.
Урам тăрук çырманалла пăрăнчĕ, унтан пусма пуçланчĕ. Матрос малта чупса пычĕ. Юлашки картлашка çинчен сиксе ансан вăл темшĕн тăп! чарăнса тăчĕ те çавăнтах кукленсе ларчĕ.
— Ах, Иван Иванч, Иван Иванч! Çитеймерĕн пулать хăвăн савнă арăму патне! — илтĕнчĕ ун сасси.
Пусма вĕçĕнче ӳсĕр çын йăваланса выртать-мĕн. Ним пĕлми, ним туйми пулнă вăл, каска пек. Артистпа Илюк та ун патне пырса тăрсан Матрос вĕсене:
— Çăлатпăр пуль ку Иван Иванча, шалккă вĕт çынна, э? — терĕ. — Пĕтет вĕт, нимсĕр тăрса юлать!
— Паллах, çăлас пулать, — терĕ Артист.
Вĕсем çавăнтах ӳсĕр çыннăн аллинчи сехетне вĕçертсе илчĕç, унтан кĕсйине ухтарма тытăнчĕç, анчах кĕсйинче вак укçасем çеç иккен.
— Эккей, Иван Иванч, пĕтĕмпех ĕçсе янă иккен эсĕ, пире валли вуçех хăварман... Аван мар ун пек, аван мар, юлташсем çинчен те шухăшламаллаччĕ санăн! — хуллен пакăлтатрĕ Матрос кӳреннĕ пек пулса. Унтан хăвăрт кăна спичка çутса пăхрĕ. Ӳсĕр çыннăн костюмĕ пĕртте хурламалла мар — хура кăвак коверкот.
— Костюмне те çăлас, атту хывса кайма пултараççĕ... Пушмакне те шел... Ах, Иван Иванч, çакăн пекех персе лартма юрать-и вара?!
Пĕр-икĕ минут хушшинчех Матроспа Артист çав çынна çап-çара туса хăварчĕç — ун çинче майкăпа трусси çеç юлчĕ.
Илюк ним ăнланмасăр пăхса тăчĕ. Мĕн хăтланаççĕ вĕсем? Çаратаççĕ вĕт! Хăйсем «пулăшатпăр» теççĕ... Анчах та, тен, вĕсем ку çынна чăнах та паллаççĕ? Паллаççех пулĕ çав, ахальтен ма-ха ăна пĕрмай Иван Иванч тесе калаччăр?
Матрос ӳсĕр çын япалисене вăр-вар пĕр çĕре чĕркерĕ, чĕн пиçиххипе туртса çыхрĕ те Илюка тыттарчĕ.
— Вĕçтер киле, Малашкăна пар, пуçтарса хутăр. Пирĕн пĕр çĕре кĕрсе тухмалли пур-ха.
— Ку çынни хăйĕн япалисене кам илсе кайнине ăçтан пĕлет-ха вара? — хăрарах ыйтрĕ Илюк.
— Иван Иванч-и? Ирхине эпир ăна хамăрах кайса паратпăр. Вăл ăçта ĕçленине пĕлетпĕр эпир, хваттерĕ тĕлне кăна пĕлместпĕр, пĕлнĕ пулсан хăйне те халех леçсе хăвараттăмăр... Ну, чуп! Ку урам пирĕн хваттер тĕлнех тухать.
Каллех ĕненчĕ Илюк, каллех улталанчĕ. Ăна-кăна ним чухламасăрах вăл халь вăрланă япаласене çĕклесе кайса Малание тыттарчĕ те васкасах ĕç мĕнле пулни çинчен каласа кăтартрĕ. Малани питĕ кăмăллăн итлесе лăрчĕ, темиçе хутчен Илюк сисмелле мар кула-кула илчĕ.
— Э-эх, ĕçме пĕлменниех пĕтерет-çке çав хăш-пĕр арçынсене, — ассăн сывласа илнĕ пек турĕ хăй, — виçине пĕлмесĕр хыпса лартаççĕ те урамрах тирĕнсе каяççĕ... Мĕн чухлĕ хурлăх вăл ĕçкĕ пирки!
— Япалисене ыранах тавăрса парас пулать ĕнтĕ, — терĕ Илюк. — Тен, вăл çыннăн урăх тăхăнмалли те çук!
— Паллах, ара, паллах, тавăрса паратпăр, мĕн тума кирлĕ пире çын япали! — тутине пăркаласа илчĕ Малани.
...Çапла хăй сисмесĕрех Илюк вăрă-хурахсен шайкин танатине лексе вĕсене пулăшаканни пулса тăчĕ. Малтанхи çарату хыççăн тепĕр виç кунтанах вăрăсем ăна хула хыçĕнчи мăн вăрмана илсе кайрĕç, — вăл кун унта юрă праçникĕ ирттернĕ те пĕтем республикăран пин-пин çын пырса тулнă. Хаваслă, çав тери савăнăçлă уяв пулнă вăл! Ешĕл йывăçсем айне пилĕк-ултă çĕре пысăк эстрадăсем туса лартнă, кашни çинчех пĕрин хыççăн тепри художествăллă пултарулăх коллективĕсем, уйрăм-уйрăм ăстасем туха-туха юрлаççĕ, ташлаççĕ, пур çĕрте те кăмăла çĕклекен музыка янăрать, вăрман хĕрринче карусельсем çавра çил пек çаврăнаççĕ, йĕркипе лартса кайнă пĕчĕк лавккасенче темĕн тĕрлĕ таварпа сутă тăваççĕ. Пур çĕрте те халăх, вĕçĕ-хĕррисĕр халăх... Илюкăн кунта питĕ курса çӳрес килчĕ, мĕншĕн тесен вăл кун пек çĕрте нихçан та пулманччĕ-ха, анчах Матроспа Артист ăна хăйсенчен пĕр утăм та уйăрмарĕç.
Хваттертен тухас умĕнех вĕсем Илюка Маланин пасара çӳремелли сарă пысăк сумкине тыттарса çапла каларĕç:
— Уявра лавккасем нумай, унта хамăра кирлĕ лайăх япаласем пулма пултараççĕ, вĕсене илсен хума вырăн кирлĕ!
Кăнтăрлапа уява çитсен Матроспа Артист эстрадăсем çинче юрлакан-ташлакансемпе пĕртте интересленмерĕç, вĕсем тӳрех сăра-кăвас, тĕрлĕрен шывсем сутнă çĕрелле çул тытрĕç. Кунта ăшша пиçнĕ халăх кĕпĕрленет, кашниех мĕн те пулин илсе ĕçме васкать.
Вĕсем пĕр çĕре пырса тăчĕç, тепĕр çĕре... Унтан йĕркипе ларса кайнă лавккасем патнелле пăрăнчĕç. Илюк та вĕсенчен юлмарĕ. Пĕр çирĕм минутран, пачах та кĕтмен çĕртен, Матрос ăна хулари хĕрарăмсем яланах çĕклесе çӳрекен пĕчĕк сумка — «ридикюль» тенине тыттарчĕ:
— Чиксе хур часрах!
Илюк Матрос çине çав тери тĕлĕнсе пăхрĕ, анчах хăй нимĕн те калаймарĕ, ридикюле сумка ăшне чиксе хучĕ...
Лавккасем умĕнче тĕркĕшекен халăх хушшинче тата пăртак хĕсĕнкелесе çӳресен Артист та Илюка вăшт кăна тепĕр ридикюль пачĕ:
— Пытар!
Халĕ вара Илюк çак «вербовщиксем» уяври хĕрарăмсене çаратма тытăннине ăнланса илчĕ те вилесле хăраса кайрĕ. Алли чĕтреме тытăннипе ридикюль кĕçех вĕçерĕнсе çĕре ӳкетчĕ.
— Пытар теççĕ! — куçĕсене çутăлтарса Илюка çурăмĕнчен чышса илчĕ Артист. — Мĕн çăварна карса тăратăн?
Тăруках калаçайми пулнă Илюк вара иккĕмĕш ридикюле те сумкине вырнăçтарчĕ... Çав самантрах Артист ăна хулĕнчен хыттăн пăчăртаса малалла туртрĕ:
— Ут хăвăртрах! Ан юл!
Вĕсем икĕ пĕчĕк лавкка хушшипе тухса васкасах вăрманалла кĕрсе кайрĕç. Халь ĕнтĕ хăй аллинчи сумкăра вăрланă япаласем выртнине пĕлсе Илюк Матроспа Артистран юлма та хăрарĕ. Тытсассăн хăйĕнех пĕтмелле пулать вĕт-ха!..
Халăх вăрманта та питĕ нумай иккен. Кашни йывăç, кашни тĕмĕ айĕнче тенĕ пекех ушкăн-ушкăн çын ларать, хăшĕсем çемйисемпех пынă курăнать. Пурте хăйсем умне тутăрсем е хаçатсем сарнă та вĕсем çине çимелли-ĕçмелли вырнаçтарнă. Хăшĕсем хĕрме те ĕлкĕрнĕ, шавлăн калаçаççĕ, унта-кунта юрлани те илтĕнет... Пурте хăйсен тăванĕсемпе, тусĕсемпе пĕрле тулли кăмăлпа канса, савăнса ларнă май Илюксем çине çаврăнса пăхакан никам та пулмарĕ.
Лавккасенчен чылай инçете кайсан малта пыракан Матроспа Артист пĕр лăпсăркка шĕшкĕ тĕми айне ларчĕç те Илюка та ларма хушрĕç. Артист çавăнтах пиншак кĕсйинчен çур литр эрехпе пĕр банка консерв туртса кăларчĕ.
«Кусене те вăрланă пуль ĕнтĕ, укçа парсах илмен пуль...» — шухăшларĕ Илюк Матроспа Артист çине чарăлса кайнă куçĕсемпе пăхса. Лешсем эрехпе консерва васкамасăр, тирпейлĕн уçрĕç, черкке таврашĕ çуккипе эрехне кĕленче пырĕнченех черетлĕн ĕçрĕç, консервине çĕçĕ вĕçĕпе иле-иле çырткаларĕç. Çав хушăра иккĕшĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕç. Эрехĕ сыпăсем тăрăх кайма тытăнсан тин Артист пирус чĕртсе ярса хăяккăн выртрĕ те Илюк çине куç харшисем айĕн пăхса сăмах пуçларĕ:
— Эсĕ, мĕн, ачамккă, кирлĕ чух вăр-вар çаврăнкаламастăн? Э?
Вăл мĕн çинчен каланине Илюк ăнланаймарĕ, çавăнпа хирĕç чĕнмерĕ. Ача ăнланайманнине туйса Артист тепĕр хут каларĕ:
— Эп сана тыттарнă япалана сумкăна мĕншĕн час хумарăн тетĕп! Сан аллусене йывăçран туман пулĕ вĕт? Э?
— Эп... эп хăрарăм... — тутине аран хускатса илчĕ Илюк.
— Мĕнрен хăрарăн? Мĕн, эпир вăл майра сумкисене вăрларăмăр тесе шутларăн-и?
— Мана çавăн пек туйăнчĕ те...
— Ха-ха! — кулан пекки турĕ те Артист пĕççине шарт! çапса илчĕ. — Туйăнчĕ пулать сана! Анчах эсĕ ху мĕн те пулин куртăн-и, сисрĕн-и? Э?
— Курман...
— Ма-ха, эппин, ун пек шутларăн?
— Туйăнчĕ те...
— Каллех туйăнчĕ! Ухмах ача эсĕ, ăкă мĕн! Тăм çамка. Эпир вăл майра сумкисене çĕртен тупрăмăр, пĕлетĕн-и? Темле сӳтĕксем кăларса ӳкернĕ те — эпир тупрăмăр. Çакăн чухлĕ халăх хушшинче япала çухатакан тăмсайсем сахал тетĕн-и эсĕ? Пĕри ӳсĕрпе çухатать, тепри ула курак пек çăварне карса çӳренипе… Ăнлантăн-и халь?
Илюк тăруках нимĕн те каламарĕ, шухăшласа ларнă пек пулчĕ, унтан çĕрелле пăхса, шăппăнтараххăн:
— Тупнă япаласене хуçисене каялла тавăрса параççĕ, — тесе хучĕ.
— О-о, ачи питĕ ăслăскер иккен, анчах та шутсăр айван! — калаçăва тăрук хутшăнчĕ Матрос. — Ăна эпир хамăр та пĕлетпĕр. Анчах çак кăткă пек йăшăлтатакан халăх хушшинче вăл япаласен хуçисене мĕнле тупатăн-ха эсĕ?
— Милицине кайса памалла эппин...
— Ну, шăллăм, милицишĕн эпир тарçăсем мар, — ал сулчĕ Артист. — Хăйсем тупчăр та хăйсем тавăрса паччăр. Вĕсене уншăн шалу тӳлеççĕ.
— Кунсăр пуçне, ачамккă... мĕнле калас... санăн милицисем çинчен сахалтарах асăнас пулать, — каллех хутшăнчĕ Матрос. — Пĕлетĕн пуль вĕт, вĕсем çухалнă япаласене çеç мар, çухалнă çынсене те шыраççĕ, сăмахран каласан — сан пеккисене... Мантăн-им ху мĕнлерех çын пулнине?
Илюк чĕри яштах турĕ те, вăл урăх нимĕн калама та пултараймарĕ.
— Çапла, Илюк шăллăм, хăвăн каçану лăпăрчăк чухне çынсем таса марри çинчен калаçни килĕшмест вăл, — тутине чалăштарса кулса илчĕ Матрос.
— Ирĕкре пурăнассу килет пулсан санăн малашне эпир мĕн хушнине тĕп-тĕрĕс туса пымалла çеç, — хушса хучĕ Артист. — Ăна санăн хăвăнах чухламалла, ытла пĕчĕк ачах мар. Пире итлесе пырсан эпир те сана пăрахмăпăр, санран чăнах та çын тăвăпăр!
Вăрăсем кĕленчери юлашки эрехе ĕçсе ячĕç, унтан, кăшт ларкаланă хыççăн, Матрос ура çине тăчĕ те йĕритавралла пăхса илчĕ.
— Ну, халь атьăр-ха вăрманта уçăлса çӳрер пăртак, — терĕ вăл. — Çынсене курар, хамăра кăтартар. Э-эх, çав тери юрататăп эпĕ вăрманта çӳреме! Кайăксем юрлаççĕ, кашкăрсем ӳлеççĕ...
Вĕсем васкамасăр, енчен еннелле пăхкаласа утрĕç — кама та пулин çаратма çук-ши? Кăмăлне эрехпе çĕклентернĕ хыççăн Матрос темле фокстрот кĕввине шăхăркаласа маларахра пычĕ, час та часах çамрăк йывăç тураттисене хуçа-хуçа илсе пăрахрĕ. Пĕр тĕмĕ айĕнче канса ларакан виçĕ хĕре асăрхасан тӳрех вĕсем патне пычĕ те питĕ ирсĕр сăмах каларĕ пулмалла, — мĕн каланине Илюк илтеймерĕ, анчах хĕрсем пĕр харăсах сиксе тăрса уяв кĕрленĕ çĕрелле тарнинчен Матрос вĕсене кӳрентернине лайăх ăнланчĕ.
Тепĕртак кайсан Матрос чарăнса тăчĕ те каярах утакан Артистпа Илюк еннелле çаврăнса, тем çинчен асăрхаттарнă пек, аллине çĕклерĕ, çав вăхăтрах пуçĕпе хăй умĕнчи пысăк ешĕл тĕмĕ çинелле сулса илчĕ.
Çав тĕмĕ айĕнче пĕр вăтăр çулсенчи хурарах сăнлă арçын месерле выртнă та алли-урине сарса пăрахса харлаттарсах çывăрать иккен. Виçĕ кун каялла тĕттĕм çырмара çаратнă çын пекех, вăл ним пĕлми, ним туйми выртать. Хăй самаях лайăх тумланнă, анчах костюмĕ варланса, çӳпĕленсе пĕтнĕ, хăрах пушмакĕ — вĕр çĕнĕ пар пушмак — уринчен хывăнса ӳкнĕ, сулахай аллинче сехет пур, тӳмисем вĕçерĕнсе кайнă пиншакăн шалти кĕсйинчен кĕрентерех сăран бумажник кĕтесĕ курăнать. Ытла та илĕртекен «объект» выртать-мĕн вăрăсем умĕнче, ун тĕлĕпе вĕсем ниепле те ахаль иртсе кайма пултарас çук. Ку çынна тĕрĕс-тĕкел хăварсан вĕсем кайран тахçанччен ӳкĕнсе пурăннă пулĕччĕç!..
Матроспа Артист пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланчĕç: çаратас! Çывăхра никамах та курăнмарĕ, хăрушлăх палăрмарĕ. Вара вĕсем йăпăр-япăр çав çывăракан çын çумне йăпшăнса выртрĕç — пĕри пĕр енчен, тепри тепĕр енчен. Илюка хăйсен ури вĕçне лартрĕç те йĕри-тавралла пăхса сăнама хушрĕç. Питĕ чее турĕç кăна вĕсем: кам та пулин курас-тăвас пулсан хăйсене çак çын юлташĕсем пек кăтартаççĕ... Кĕç чăнах та çавăн пек пулчĕ: вĕсен тĕлĕпе икĕ каччăпа икĕ хĕр хавассăн калаçса, кулса, хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе утса иртрĕç. Çав çамрăксем çывхарнине асăрхасанах Матрос ним майсăр ĕçсе супнă çын пек çухăрса ячĕ:
Быва-али дни весе-елые...
Анчах лешсем иртсе кайсанах вăл хăвăрт кăна тăрса ларчĕ те ӳсĕр çыннăн бумажникне кăларса илсе хăй çумне чикрĕ. Артист çав вăхăтрах сехетне вĕçертсе илчĕ.
«Мĕн хăтланаççĕ кусем, мĕн хăтланаççĕ!.. Кăнтăр кунĕнчех, çынсем иртсе çӳренĕ çĕртех çаратаççĕ!..» — хăраса шухăшларĕ Илюк.
Вăл текех тӳссе лараймарĕ, сиксе тăчĕ, йывăррăн, ывăннă лаша пек хашкаса сывларĕ...
Анчах та чи хăрушши каярахпа пулчĕ-ха. Артистпа Матрос ӳсĕр çын çумĕнчен тăрса унăн-кунăн пăхкаласа илсен Матросĕ сасартăк çав çыннăн хывăнса ӳкнĕ пушмакне асăрхарĕ.
— Илсе чик! Теприне те хывса ил! — шăппăн команда пачĕ вăл Илюка. — Часрах.
Илюк тăнран тухса кайнă пек пулчĕ, вырăнтан та хускалаймарĕ, вăрă çине çав тери хурлăхлăн пăхрĕ, унăн кĕç-вĕç куççулĕ тухса каятчĕ. «Ах, тархасшăн, хăтарăр мана ку тискер ĕçрен, çынна çаратма пултараймастăп эпĕ!» — терĕç унăн шывланнă куçĕсем...
— Ну? Кама калаççĕ? — шăлĕсене патăрт! тутарчĕ Матрос. — Халех чиксе пăрахатăп! Хыв!
Хăй чăнах та Илюка çĕçĕ кăтартрĕ. Ун хыççăнах Артист ăна ĕнсерен чышрĕ. Вара Илюк кукленсе ларчĕ те çывăракан çын пушмакне чĕтрекен аллисемпе хывса илчĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...