Юманлăхра çапла пулнă :: 8-мĕш сыпăк
Пĕрремĕш хут тăна кĕрсе куçĕсене уçсан вăл хăй шап-шур пӳлĕмре выртнине курчĕ. Пĕтĕмпех шурă: маччи те, стенисем те, пуç айĕнчи минтерĕ те, мăйĕ таранах туртса витнĕ кăпăр-кăпăр тăвакан простынĕ те.
«Ăçта лекнĕ эп капла?..» — хăрарах шухăшласа илчĕ Илюк.
Унтан вăл хуллен кăна чавса çине çĕкленчĕ те йĕри-тавралла пăхкаласа илчĕ. Шап-шурă пӳлĕмре тата виçĕ койка иккен, вĕсем çинче те çынсем выртаççĕ. Нихăшĕ те чĕнмест, пурте çывăраççĕ пулмалла, пĕри кăна вăхăтран-вăхăт йынăша-йынăша илет.
«Больница ку... — тавçăрса илчĕ Илюк. — Анчах та мĕнле лекнĕ эп кунта, кам илсе килнĕ мана?..»
Вăл юлашки кунсенче мĕн-мĕн пулнине йĕркипе аса илме тăрăшрĕ. Килтен тарса килнĕ хыççăн хула тăрăх çӳренĕ, хăйне тытасран столовăйĕнчен тухса вăркăннă... Атăл хĕрри... кукăль сутакан хĕрарăм... Çĕрле пристань çинчен хăваласа кăлараççĕ, вăл утă купи çинче, брезент айĕнче çывăрать... Унтан ачаллă çамрăк хĕрарăмăн чăматанне вăрласа таракан арçын ача хыççăн чупать... Каç пуласпа алкаллă хĕрарăмпа пĕрле ун патне каять, ăна кăмака хыçне вырттарать... Такам купăс калать, ӳсĕр çынсем ташлаççĕ... Кайран мĕн пулнă? Çук, Илюк урăх нимĕн те, пачах та астумасть, хуть те вĕлер!..
Чылай выртрĕ вăл тата мĕн те пулин аса илме тăрăшса, анчах та ку кăлăхах пулчĕ. Пуçа урăх нимĕн те пырса кĕмерĕ. Унтан унăн шухăшĕсем кил çине, амăшĕ çине куçрĕç. Мĕн пулса иртнĕ-ши ĕнтĕ унта вăл тухса тарнă хыççăн? Амăшĕ еплерех асапланать пуль! Тен, ăна тытса та хупнă-и?..
Çав вăхăтра хуллен кăна чĕриклетсе алăк уçăлчĕ те палатăна шурă халатлă ватăрах хĕрарăм кĕчĕ. Кĕççе тĕплĕ çемçе пушмакĕпе ним сассăр утса вăл чирлисем çине пăха-пăха илчĕ, унтан Илюк умне пырса чарăнчĕ. Илюк ун çине тĕлĕннĕ пек пăхса выртрĕ.
— Э, чунăм, тинех çут тĕнче çине пăхакан пултăн-и? — терĕ хĕрарăм йăвашшăн. — Ай-ай, хытă хăратрăн эс пире...
— Епле хăратрăм? — ăнланаймасăр ыйтрĕ Илюк.
— Ара, сана ним пĕлми илсе килчĕç вĕт! Тăватă кун ытла тăна кĕмерĕн, кунĕн-çĕрĕн лартăмăр сан пуç вĕçĕнче...
— Мĕн пулнă вара мана?
— Ӳпкӳ ик енчен те шыçма пуçланă тет санăн. Воспалени легких пулнă эппин. Таçта хытă шăннă эсĕ.
— Шăннă та пуль çав, — терĕ Илюк хăй Атăл хĕрринче кĕпе вĕççĕн çывăрнине аса илсе.
Хĕрарăм аллинчи шурă кипкепе Илюк кравачĕ çумĕнчи тумбочкăна шăлкаласа илчĕ те хыçсăр пукан çине ларчĕ. Унăн майĕпе сывалма пуçланă ача патĕнчен тухса каяс килмерĕ пулмалла.
— Аннӳ икĕ хутчен те килсе кайрĕ санăн, анчах эсĕ ним пĕлми выртнă пирки эпир ăна сан патна кĕртмерĕмĕр, юрамасть, — терĕ вăл унтан.
— Анне?! Мĕнле анне? — вăйĕ çук пулсан та тăруках чавси çине çĕкленчĕ Илюк. Вăл çав самантрах кăвакарса кайрĕ, чĕри мăлатукпа шакканă пек тапма пуçларĕ.
— Мĕнле аннӳ пултăр, хăвăн ĕнтĕ! — ача пăлханса кайнине сисмесĕрех малалла каларĕ хĕрарăм. Акă çимеллисем те хăварчĕ сан валли... — Вăл тумбочка алăкне уçса пăхрĕ. — Пĕчĕк кукăльсем илсе килнĕ, икерчĕсем, сĕт... Типсе те кайрĕç пуль ĕнтĕ халиччен, сĕчĕ те йӳçрĕ пуль...
— Епле шыраса тупнă-ха вăл мана? — куçĕсене час-час мăчлаттарса, ытларах та ытларах пăлханса ыйтрĕ Илюк. — Килтен хăçан килнĕ вăл? Халь мана курмасăрах таврăнса кайрĕ-ши?..
— Больницăра çынна тупма йывăр мар-ха, çыннăн ячĕпе хушаматне çеç каламалла, — малтанхи пекех лăпкăн калаçса ларчĕ ватă санитарка. — Пĕрре килнĕскер, курмасăрах каймасть пулĕ-ха, уншăн ан пăшăрхан. Тен, паянах та килсе пăхĕ, атту тăк ыран ирсенче çитĕ...
Ватă хĕрарăм тухса кайсан Илюк нумайччен лăпланаймарĕ. Амăшĕ килнĕ вĕт-ха ун патне, пĕртен-пĕр юратнă амăшĕ!.. Мĕн чухлĕ хуйхăрнă пуль вăл ун пирки çак юлашки кунсенче, мăнтарăн! Çĕр çывăрмасăр шухăшларĕ пуль, куççулĕ тăкман кун та пулмарĕ ĕнтĕ Илюк çухалнă хыççăн... Çапах та килсе шыраса тупнă-ха вăл ăна, больницăна икĕ хут килчĕ тет. Камран пĕлнĕ-ши эп кунта выртнине? Тен, Илюк чирли çинчен больницăран çырса пĕлтернĕ? Тепĕр тесен, çырса яма... адрес та пулман-çке унăн? Питĕ тĕлĕнмелле! Ах, пĕрне-пĕри тĕл пулса калаçмасăр киле таврăннă ан пултăрах!..
Кун каçа сестрасем темиçе хут та Илюк патне пырса ăна уколсем турĕç, темиçе тĕрлĕ эмел ĕçтерчĕç. Кашнинчех Илюк вĕсенчен:
— Ман пата никам та килмен-и? Пĕлместĕр-и? — тесе ыйтрĕ.
— Курăнмасть, илтĕнмест, — терĕç лешсем.
Çав тери пăлханса кайнăскер, Илюк çĕрле çывăрнă чух та пĕрмай амăшне курчĕ. Вăл паçăр санитарка ларнă пукан çинче ларать пек. Хуйхăрнипе хăй начарланса, шуралса кайнă, Илюк çине пăхса шăппăн макăрать... Анчах хăй нимĕн те калаçмасть, пĕр сăмах та чĕнмест. Пĕрмай макăрать...
Темиçе хут та шарт! сиксе вăрана-вăрана кайрĕ Илюк. Кашнинчех вара тахçанччен çывăрса каяймасăр выртрĕ. Çавна сиссе çĕрлехи сестра ăна юриех çывăратакан эмел пырса ĕçтерчĕ.
Тепĕр ирхине вара Илюк хăйĕн амăшĕ пырса кĕрессе ниçта кайса кĕрейми кĕтрĕ. Палатăна сестра е санитаркăсем пырса кĕрсен кашнинчех ыйтрĕ:
— Ман анне халь те килмен-и унта? Тен, кĕтсе ларать, пăхăр-ха!
— Çук-ха, ачам, çук... Килет пулĕ-ха, кĕт пăртак! — лăплантарчĕç ăна ялан.
Ирхи апат хыççăн «обход» пулчĕ — икĕ тухтăрпа сестрасем кашни чирлĕ çынна пăхса, тĕрĕслесе тухрĕç. Çиччĕмĕш палатăра вĕсем пуринчен те ытларах Илюк патĕнче чарăнса тăчĕç. Ăна тухтăрсем иккĕшĕ те тĕплĕн итлерĕç, хăйне хăй мĕнлерех туйни çинчен ыйтса пĕлчĕç.
— Нимех те ыратмасть, вăй кăна çук, — терĕ Илюк.
— Маттур эсĕ, часах сывалса киле каятăн акă, — пуçĕнчен ачашласа илчĕ ăна хĕрарăм тухтăр.
Илюка ку савăнтарчĕ, анчах тухтăрсем тухса кайсанах амăшĕ çинчен аса илсе вăл каллех пăшăрханма тытăнчĕ. Килет-ши, килмест-ши ĕнтĕ? Кăнтăрлахи апат та иртсе кайрĕ, чирлисене лăпланса выртса çывăрма хушрĕç. Паллах, ку вăхăтра больницăна никама та кĕртмеççĕ. Илюк çывăрмарĕ, кĕтрĕ...
Пилĕк сехетре, коридор тăрăх çынсем утни илтĕнме пуçласан, палатăна ĕнерхи ватă санитарка пырса кĕчĕ.
— Ну, ывăлăм, савăн! — терĕ вăл Илюка кăмăллăн. — Килчĕ сан аннӳ. Халех ăна халат тупса параççĕ те — кĕрет...
Çапла каларĕ те хăй койкăсем хушшине хăвăрт шăлкаласа каялла тухса кайрĕ. Илюк тӳсеймесĕр тăрса ларчĕ, ларма меллĕрех пултăр тесе чĕркуççисене ыталаса тытрĕ.
Ак ĕнтĕ, халех алăк уçăлать те...
Чăнах та, ик минут та иртмерĕ пуль, алăк уçăлчĕ те, палатăна хура пиншак çинчен шурă халат тăхăннă, пĕр аллине пысăках мар сумка тытнă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ, анчах вăл пĕртте Илюк амăшĕ пулмарĕ...
Пĕтĕм чунтан пăлханса пĕр талăк ытла кĕтнĕ амăшĕ вырăнне Илюк хайхи пристаньре кукăльпе сутă тăвакан алкаллă хĕрарăма курчĕ. Лешне, Илюк чирлесе ӳкес умĕн ăна хăйĕн хваттерне илсе кайнине, çĕрле ӳсĕр çынсемпе пĕрле çăварне пирус хыпсах ташлаканнине!
Илюка тăруках йĕксӳ ернĕ пек пулчĕ, унăн пырне темле чăмăркка пырса ларчĕ... Мĕн тума килнĕ ку хĕрарăм? Мĕн ĕç пур унăн манпа? Кам вăл маншăн? Пĕр каçлăх хваттере пырса кĕни ниме те пĕлтермест вĕт-ха, уншăн çавах укçа тӳлемелле...
Анчах Илюк çапла шухăшласа илнĕ вăхăтра алкаллă хĕрарăм хăвăрт кăна малалла иртсе пукан çине ларчĕ те ачана ик хулпуççинчен тытса кăмăллăн пăчăртанçи турĕ.
— Ах, мошельник! Чун кĕчĕ пулать? Сăпаççипах çӳлти турра... — Вăл хурланнă пек пулса типĕ куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлкаласа илчĕ. — Мĕн чухлĕ хуйхăртăм пуль, мĕн чухлĕ тăрăшрăм пуль саншăн, шучĕ те çук çав! Эс чирлесе ӳксенех скорый помоща звонить турăм, вĕсен машини çĕмĕрĕлсе кайнă терĕç, вара çĕр хутах такси тытас тесе чупрăм, усси пулмарĕ, унтан вара аптраса çитнипе пĕр палланă шохвера вырăн çинченех туртса антартăм... Тархасшăн, шăллăм вилет тетĕп. Çур литрлăх памалла пулчĕ вĕт! Ыйтнă пулсан литрĕпех параттăм! Мĕн тăвас тетĕн, шалккă пулчĕ сана, вилмех тапратрăн та ара...
— Эппин, больницăна мана эсĕ леçнĕ? — ыйтрĕ Илюк.
— Эпĕ çав, эпĕ, кам пултăр-ха тата?
— Спаççипă, эппин, сана, инке...
— Вăл тарам-ха! — Малани вăшт кăна палатăри койкăсем çине пăхса илчĕ. Алăк патĕнчи койка çинче хутран-ситрен йынăшса илекен çынсăр пуçне урăх никам та пулман пулин те вăл Илюк çывăхнерех куçса ларса питĕ вăрттăн пăшăлтатма тытăнчĕ: — Илсе килессе чиперех илсе килтĕм сана, анчах хам вара çав тери хăрарăм...
— Мĕншĕн? — ăнланаймарĕ Илюк.
— Ара, пĕлетĕп-çке-ха... — Хĕрарăм тата шăппăнтарах калаçма пуçларĕ: — Эс ялтан мĕншĕн тарса килнине те, сана милицисем шыранине те пĕлетĕп вĕт! Вĕсем больницăра та тупма пултараççĕ... Çавăнпа та сана кунта хамăн хушаматпа Хведоров тесе çыртартăм. Халь уш вĕсем сана виçĕ çул шырасан та тупаймаççĕ, шанчăклă пытартăм!
— Эс... эс ман çинчен ăçтан пĕлетĕн вара? — тӳрех тарласа кайса чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ Илюк. Çак вырăсла-чăвашла калаçакан хĕрарăм хăй пирки пĕлни çинчен каласан Илюкăн пĕр вăхăтлăха сывлăшĕ те пӳлĕнсе ларчĕ. Чăнах та, ăçтан, мĕнле майпа пĕлме пултарнă-ха вăл Илюк çинчен?!
— Пĕлетĕп çав, пĕтĕмпех пĕлетĕп, ачам... — кулнă пек туса пуçĕпе сулчĕ хĕрарăм. Унтан çавăнтах Илюка хулпуççинчен лăпкаса илчĕ. — Анчах эсĕ нимĕн те ан хăра, эп сана ĕмĕрне те сутассăм çук, ун йышши çын мар эпĕ, сăмах тытма пĕлетĕп. Хам та пурнăçра чылай куркаланă... Эсĕ халь ман ача пекех вĕт, кунтисем те сана ман ывăл тесе шутлаççĕ. Ку пит аван-ха вăл, шутлаччăрах. Больницăран тухсан сана каллех хам пата илсе каятăп-ха. Пурăн пĕр хушă, кайран-малтан мĕн тăвасси курăнĕ унта...
Хĕрарăм хăйĕн сумкинчен çимеллисем кăларма тытăнчĕ, хăй çаплах пăшăлтатрĕ, пăшăлтатрĕ... Анчах вăл каланисем халĕ ача хăлхине кĕмерĕç те темелле. Илюк хăйĕн амăшне курма ĕмĕтленнĕччĕ-çке, ăна хăй çинчен пĕтĕмпех каласа парасшăнччĕ, килти ĕçсем çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ, анчах ун вырăнне çак çичĕ ют хĕрарăм килсе кĕчĕ! Килсе кĕнĕ-кĕменех хăратса пăрахрĕ тата: «Эп сан çинчен пĕтĕмпех пĕлетĕп, килтен мĕншĕн тухса тарнине те, милицисем шыранине те...» Тин ĕнтĕ Илюк пĕр самантлăх та лăпкă пулма пултарас çук, мĕншĕн тесен ун çинчен пĕлеççĕ, тыттарса та ярĕç тен... Кам пĕлет, темле çын-ха вăл, çак хĕрарăм! Тен, ăна юриех Илюка тĕрĕслесе тăма янă?..
...Чăнах та, кам, мĕнле çын пулнă-ха çак Малани тенĕскер? Питĕ путсĕр, вăрăсемпе çыхланса кайнăскер пулнă вăл. Темиçе çул каялла спекуляципе хăтланнăшăн тĕрмере ларнă, унтан таврăнсан пĕр-пĕр фабрикăна, завода е стройкăна ĕçе вырнаçса йĕркеллĕ пурăнас вырăнне пасарта çынсем сутма паракан кивĕ ăпăр-тапăрсене сутса тăнă, çав вăхăтрах пирĕн хулана таçтан урăх çĕртен килсе тухнă икĕ вăрă рецидивистпа паллашнă та вĕсем вăрланă япаласене вăрттăн «вырнаçтарма» тытăннă. Анчах ытла ним ĕçлемесĕр, сăвăсла пурăнакан çын пек курăнасран (ун пеккисене халь хулара усрамаççĕ-çке...) вăл хулари пĕр столовăйĕнче ĕçленçи тунă — унта пĕçерекен вĕри кукăль-икерчĕсене урама илсе тухса сутнă. Çуллахи вăхăтра вăл яланах Атăл хĕрринче тăнă. Çакăн пек «лоточницăра» ĕçлени уншăн хăйне майлă маскировка пулнă. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе чире персе вăл ĕçе тухман, хăй çав хушăра вăрăсем ыйтнипе аякри вырăнсене «командировкăна» кайса килнĕ...
Анчах унăн ĕçĕ кунпа пĕтмен-ха. Пурăна киле Матроспа Артист хушнипе (унăн тусĕсене вăрăсен «тĕнчинче» çавăн пек чĕннĕ) Малани вĕсене пулăшакансем тупса пама тытăннă. Çав «помощниксем» яланах çамрăксем, тĕрлĕ сăлтавсене пула пăсăлма пуçланăскерсем, пулнă. Çамрăксене вăрăсем тĕрлĕ майпа илĕртсе, эрех ĕçтерсе, укçа парса хăйсем майлă çавăрнă та кайран вара хăрата-хăратах «ĕçлеттернĕ», урăхла каласан — çаратма илсе кайна. Лавкка, киоск е хваттер çаратмалла пулсан Матроспа Артист хăйсем шала кĕмен, уçса панă çеç, шала хăйсен помощникĕсене кĕртсе янă, кĕтмен çĕртен хăрушлăх сиксе тухсан вара хăйсем пăрахса тарнă, лекекенĕсем çамрăксем пулнă.
Икĕ çул хушшинче çапла майпа вĕсем тăват-пилĕк çамрăка пĕтерсе хунă. Маланин хăйĕн йăмăкĕ те вĕсем пиркиех тĕрмере ларнă. Следствинче, судра çамрăксем Матроспа Артист çинчен нимĕн те каламан, ма тесессĕн лешсем малтанах çав тери хытă юнаса асăрхаттарнă:
— Лекес-тăвас пулсассăн айăпне петĕмпех хăвăр çине илетĕр. Никама та курман эсир, никама та палламастăр! Енчен пĕрре те пулин пирĕн ята асăнатăр пулсан — малтанах пĕлсе тăрăр: вĕлеретпĕр, ниçта та тарса хăтăлаймастăр! Пирĕн хуть те ăçта та хамăрăн çынсем пур — ирĕкре те, тĕрмере те. Çĕр айĕнчен чаваласа кăларатпăр та — пурпĕр амба тăватпăр!..
Халĕ ĕнтĕ Илюка та çавăн пек шăпа кĕтнĕ. Малани ăна вăрăсен аллине парас тесех илсе кайнă хăй патне. Больницăна та çавăнпах çӳренĕ, сывалсан вĕçертсе ярас мар тенĕ. Чирленипе аташса выртнă чух Илюк хăй çинчен каласа пани пушшех аван пулнă вара уншăн, Илюк итлемесĕр туртăнкаласа тăрас пулсан Маланипе унăн тусĕсем ăна халĕ ĕнтĕ тем тĕрлĕ хăратсах итлеттерме пултарнă вĕт! Анчах Илюк кун çинчен хальĕхе нимĕн те пĕлмен-ха, пĕлме те пултарайман. Малани хăйпе ытла та «кăмăллă» пулни çеç тĕлĕнтернĕ ăна. Тата вăл ун çинчен «пĕтĕмпех пĕлетĕп» тени шиклентернĕ...
Виçĕ кунтан Малани Илюк патне каллех пычĕ. Илюк ун чух сывалма пуçланăччĕ ĕнтĕ. Хĕрарăм, иртнинчи пекех, çимеллисем кăларса хучĕ, питĕ йăвашшăн калаçрĕ:
— Нумаях выртмастăн пулĕ-ха, часах тухатăн пуль... Вăй кĕртме эп сана кашни кун автан тукмакки çитерĕп. Ятарласах пасартан пилĕк пуç илсе ятăм...
— Больницăран тухсан эпĕ тӳрех киле каятăп, — терĕ Илюк ун çине сиввĕнтерех пăхса.
— Киле-е?! — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Малани. — Эй, ачам, ухмаха ертĕн-им эс? Ара, унта сана тӳрех хупаççĕ вĕт!
— Пулин. Пурпĕрех суд умне тăрас пулать хăçан та пулин... Тӳррипе, ним пытармасăр каласа парсан хытах айăпламĕç-ха тен. Манăн айăпĕ те пысăках мар, малтан хăй вăл мана вĕлерме тăчĕ...
— Кам? Кам — вăл? — Илюк патнерех сиксе ларчĕ Малани.
— Пĕр çын. Пирĕн пата киле пырса кĕнĕскер...
— Вара эс ăна хăйне вĕлерсе пăрахрăн-и? Мĕнпе? Мĕнле майпа?
— Эп ăна вĕлерес темен...
Хăй сисмесĕрех Илюк хăйсен килĕнче мĕн пулса иртни çинчен Малание пĕтĕмпех каласа пачĕ. Питĕ чеен, Илюк чĕрине çĕлен пек шуса кĕрсе ыйтса пĕлчĕ çав вăрăсен тусĕ Малани. Илюк хăш ялсем пулнине те, вĕсем патне мĕнле каймаллине те пĕлмесĕр юлмарĕ. Юлашкинчен Илюка çав тери хĕрхеннĕ пек пулса ассăн сывласа илчĕ те:
— Çук, ачам, кил çинчен санăн халь шухăшламалли те çук, — терĕ. — Ку вăл пуçа тĕрмене кайса чикни çеç пулать. — Малани пĕр хушă шухăша кайса ларнă пек пулчĕ. — Эпир санпа луччă çапла тăватпăр, — терĕ вăл унтан, — манăн сирĕн енче пĕр питĕ лайăх палланă хĕрарăм пур... Вăтăр-хĕрĕх тенкĕ укçана шеллемесĕрех эп çавăн патне каям-ха, пĕлсе килем, мĕн пулса пĕтнĕ сирĕн патра эс тухса тарнă хыççăн... Чăнах!
Малани çапла каланине таса чĕреллĕ Илюк тӳрех ĕненсе лартрĕ.
— Ой, тем пекех лайăх пулĕччĕ-çке ку! Анчах вăхăт тупăнĕ-ши санăн унта çити кайма?.. Аннене милицисем тивмен пулсан ăна та хăвпа пĕрлех илсе килесчĕ!
— Тупас пулать ĕнтĕ вăхăтне, мĕн тăвассу пур... Сана хĕрхеннипех кайса килĕп.
— Хăçан кайма пултаратăн эс?
— Ыранах каятăп. Пĕр-икĕ кун хушшинче çаврăнса та килетĕп пулĕ. Эсĕ унччен чипер лăпланса вырт, часрах сывалма тăрăш, панă эмелĕсене пурне те ĕç, тухтăрсене итле. Ăслă ача вĕт эсĕ!
Малани Илюка хуллен кăна çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ те палатăран кушак пек шăппăн тухса кайрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...