Юманлăхра çапла пулнă :: 1-мĕш сыпăк
195... çулхи сентябрь пуçламăшĕнче, пĕр ирхине ирех, Мăнкасри вăтам шкулăн саккăрмĕш класне вĕренме каякан Сережа Аванов, ним çинчен шухăшламасăр ĕнер каç курнă кинори хитре кĕвве тулли кăмăлпа шăхăркаласа пыраканскер, Вăкăр варĕ патне çитсен сасартăк кĕпер айĕнче такам йывăррăн йынăшнине илтрĕ.
— Ой... ах... Пулăшă-ăр... виле-еп... ой!.. Пулăшăр...
Сережа тăпах чарăнчĕ. Çакăн пек вăхăтра, çакнашкал ырă çанталăкра кĕпер айĕнче çын йынăшни ăна çав тери тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Кам йынăшать? Мĕнле майпа лекнĕ унта вăл? Çĕрле таçтан таврăннă чухне ӳсĕрпе ӳкнĕ пулинех? Укнĕ те алли-урине хуçнă-и? Тен, ăна... ятарласах, юриех килсе ывăтнă-и? Камсем те пулин хĕненĕ те унтан вилтĕр тесе кĕпер айне пăрахнă? Пĕлтĕр Хыркасси таврашĕнче çавăн пек пулни çинчен илтнĕччĕ...
Çак шухăшсем вун ултă çулхи ача пуçĕнче çиçĕмрен те хăвăртрах çаврăнса илчĕç. Шухăшланă хушăрах вăл çыр хупаххисемпе витĕннĕ çӳллех мар çыран тăрăх шуçа-шуçа çырмана чупса анчĕ те хăрасах кайрĕ. Самантлăха унăн сывлăшĕ те пӳлĕнсе ларчĕ...
Кĕпер айĕнче, икĕ юпа хушшинче, Сережăсен ялĕнчи — Юманлăхри лавкка хуралçи, ватă Улатимĕр мучи, выртать иккен. Унăн кĕлетки — пылчăклă лупашкара, пуçĕ — кăшт çӳлерехре, лутăрканса-вараланса пĕтнĕ хăмăш çинче. Çамкипе икĕ пит çăмарти те темиçе çĕртен шăйрăлнă, унта та кунта юн хытса ларнă, сайрарах кăвак сухалĕ çумне курăк пĕрчисем çыпăçса тулнă.
Сережа тӳрех тавçăрса илчĕ:
— Ой, тем тесен те ку мучи хăй килсе лекмен кунта...
Хăяккăн выртакан старик кĕпер айне çын кĕрсе тăнине курсанах пуçне аран-аран çĕклерĕ те хурлăхлăн йынăшса ячĕ:
— Ах, ырă çын... Çăлсамччĕ! Çур çĕртенпех асапланатăп вĕт, чун тухса каять пулĕ терĕм... Ку тарана çити пурăнасса шанман... Кил-ха, пулăш...
Сережа иккĕ сиксех ун патне çитсе кукленсе ларчĕ.
— Мĕн пулчĕ капла, Улатимĕр мучи? Кам вара сана кун пекех?..
— Хурахсем, ывăлăм... — йынăшрĕ старик. — Эп лавкка умĕнче чĕлĕм турткаласа чип-чиперех лараттăм, сасартăк кĕтесрен пĕрскер тухрĕ те тӳрех вульверпе сăмсаран тĕллесе: «Шăп! Пĕрре сас кăларсанах вилсе выртатăн!» — терĕ. Унччен те пулмарĕ — куçсене хам мулаххайпах хупларĕç, çăвара пăкăларĕç те алăсене каялла çыхса хучĕç, унтан лавкка хыçĕнчи çырмана сĕтĕрсе анса машина çине йăтса пăрахрĕç. Урăх нимĕн те астумастăп. Пуçран çапса анратнă пулмалла. Çакăнта тин тăна кĕнĕ... Салтса яр-ха часрах, ачам, алăсем хуçăлсах ӳкеççĕ, пĕтĕм çан-çурăм сурать, ыратман вырăн та çук...
Чăнах та, старик аллисене çурăм хыçнелле пăрса темле вăрăм та хулăн кантрапа туртса çыхнă иккен, урисене те тăлласа лартнă, çитменнине кантрин пĕр вĕçне юпаран çыхса хунă, çавăнпа та старик кĕпер айĕнчен тухма мар, вырăнтан хускалма та пултарайман.
Сережа васкасах шăлавар кĕсйинчен хуçмалли пĕчĕк çĕççине кăларчĕ те старике яваласа пĕтернĕ кантрана татма пикенчĕ. Питĕ кансĕр ĕç пулчĕ ку — сӳс кантра питĕ хытса ларнăскер иккен, çавăнпа та пĕчĕк çĕçĕ ăна ниепле те час татаймарĕ. Старик çав хушăра йывăррăн хашкаса, хуллен калаçса выртрĕ:
— Лавккине тап-тасах çаратрĕç пуль ĕнтĕ... Машинпах килнĕскерсем пĕр хаклă япала та хăвармарĕç пуль, эсреметсем! Ялта мĕн калаçаççĕ, илтмерĕн-и, ачам? Хальччен пурте пĕлчĕç пулĕ-çке...
— Эп нимĕн те илтмен, — терĕ Сережа, — уроксем пирĕн саккăртах пуçланаççĕ те, тата эпĕ паян дежурнăй та, килтен иртерех тухрăм...
— Тур çырлахтăрах, тем пулать ĕнтĕ халь! — хыпăнчĕ старик. — Хама та хупса хураççĕ пуль, тĕрмерех вилмелле пулать пуль... Тупрăм ватлăхра хам валли!
— Эс айăплă мар вĕт унта, Улатимĕр мучи, эс çаратман, сана хăвна та чут çеç вĕлермен те...
— Темле-çке, темле! Ăна-кăна пăхса тăмĕç, эсĕ ху вăрăсемпе пĕр кăварлă пулнă, çавăнпа çаратма чарман тейĕç. Хам эпĕ утмăл саккăра çитсе те çыннăнне ыйтмасăр пĕр улăм пĕрчи те тытман. Ĕмĕр-ĕмĕр хам ĕçленипе тăранса пурăннă...
Старикĕн хĕсĕкрех куçĕсенчен куççуль пăчăртанса тухрĕ. Сережа ăна çав тери шеллерĕ. Вăл тата ытларах васкаса кантрана юлашки çĕртен татрĕ те ăна аяккалла ывăтса ячĕ.
— Тăр ĕнтĕ халь, Улатимĕр мучи, атя часрах киле каяр... Тен, хальччен милицисене те пĕлтерчĕç пуль унта, санăн вĕсене хурахсем хăвна мĕнле тапăнни çинчен каласа парас пулать...
— Калас пулать çав, пĕтĕмпех каламалла, анчах ĕненмесрен питĕ хăратăп, — терĕ те старик ача хулĕнчен тытса ура çине тăма пикенчĕ, анчах сылтăм ури çине пуссанах йынăшса ярса лаках ларчĕ те аллипе чĕркуççинчен çавăрса тытрĕ.
— Хуçăлнă пулмалла ман ура... е мăкăлтаннă-и... пусаймастăп! Антихрис япали, мĕн тăвас-ха капла?
— Епле те пулсан çырана тухасах пулать, мучи, — терĕ Сережа ним тума пĕлмесĕр. — Унтан вара çынсене курăпăр-и, лаша кӳлсе килĕпĕр-и... Атя-ха, манран ик аллупа лайăхрах уртăн...
Вăл çурăмĕпе старик еннелле çаврăнса кукленсе ларчĕ, лешĕ ăна мăйĕнчен ыталаса илчĕ, унтан Сережа юпаран тытса ура çине тăркаларĕ те ерипен утса кайрĕ. Вăйĕ пур çав унăн, ахальтен мар вăл шкулти чи лайăх физкультурниксенчен пĕри! Сăрт патне Сережа чиперех çитрĕ, анчах çӳлелле йăтса хăпарма пултараймарĕ. Старик ăна хăех сисрĕ те аллисене унăн мăйĕнчен вĕçертсе çĕре шуса анчĕ.
— Эсĕ мана алăран турт, ачам... Эпĕ сан хыççăн майĕпе упаленĕп... Кана-кана хăпаркалăпăр-и тен...
Çапла турĕç те вĕсем. Сережа çӳлерех улăхса, хăй аялалла шуса анасран пушмак кĕллисемпе хыттăн пусса, Улатимĕр мучие ик аллинчен туртрĕ, лешĕ вăйĕ çитнĕ таран упаленчĕ. Çапла майпа кăшт шăваççĕ те канаççĕ, унтан татах çӳлелле чаваланаççĕ. Пĕр вун пилĕк-çирĕм минутран вара Сережа аманса пĕтнĕ халсăр старике çул хĕррине илсе тухрĕ-тухрех.
— Халь эсĕ, тархасшăн, яла чуп, ачам, мĕнпе те пулин килсе илсе кайччăр мана кунтан... — терĕ Улатимĕр мучи аран сывлăш çавăрса. — Часрах киле çитесчĕ, лавккинче мĕн пулнине пĕлесчĕ... Хама кайран хуть те мĕн туччăр, анчах та манăн тĕрĕссине каласа памаллах. Хуралĕнче эпĕ чип-чиперех ларнă, ни ӳсĕр пулман, ни çывăрман, ни аяккалла пăрăнман...
— Юрĕ, Улатимĕр мучи, эсĕ, эппин, кунта кĕтсе вырт, эпĕ пĕр наччасра кайса килетĕп! — терĕ Сережа. — Лаша кӳлĕпĕр-и унта, машин пулать-и...
— Эс малтан тӳрех правленине пыр, — хушрĕ старик, — мана ăçта тупнине каласа пар. Çула май ман карчăка та кĕрсе кала... Хуйхăрса тăнран кайрĕ пуль хальччен...
Старике итлесе пĕтернĕ хыççăн Сережа ялалла чупма хатĕрленнĕччĕ кăна — çырма леш енче, Мăнкас сăртĕнчен кукăрăлса анакан ансăр çул çинче, хурарах кăвак тĕслĕ çăмăл машина курăнчĕ. Питĕ хăвăрт çывхарса килчĕ вăл, ун хыçĕнчен çăра тусан пĕлĕт пек йăсăрланса юлчĕ. Чăнкă сăртран машинăсем çакăн пек хытă аннине Сережа нихçан та курман, — ахăртнех, унта ларса пыраканнисен ытла та пит васкамалла пулнă пулĕ...
«Чим-ха, ара, Улатимĕр мучие çак машина илсе каймĕ-ши? — шухăшларĕ Сережа. — Пирĕн ял еннеллех каять вĕт-ха вăл, урăх çул çук кунта...»
Тек ним шухăшламасăрах вăл çул çине чупса тухса сылтăм аллине çĕклерĕ. Темиçе самантранах кĕпер урлă каçнă машина тормозĕсене тăрук чĕриклеттерсе тăпах чарăнчĕ те пĕр вырăнта каллĕ-маллĕ сулăнса илчĕ. Çавăнтах кабина алăкĕ уçăлчĕ, шалтан çамрăк кăна милици лейтенанчĕн пуçĕ курăнса кайрĕ.
— Мĕн кирлĕ сана? — хăвăрт ыйтрĕ вăл Сережăран.
— Ак çак мучие... — курăк çинче выртакан старик çине тĕллесе кăтартрĕ Сережа, — яла çитиччен илсе каймалла та...
Лейтенант йăпăр-япăр машина ăшĕнчен сиксе тухрĕ.
— Мĕн пулнă ăна? Чирленĕ-и?
Унтан Улатимĕр мучин пичĕ-куçĕ тăрмаланса пĕтнине асăрхарĕ пулас та, Сережа çине шăтарас пек пăхса:
— Такам хĕненĕ-и ăна? — тесе ыйтрĕ. — Хăçан? Ăçта?
Лейтенант хăвăрт калаçакан, калаçнă чух çынна куçран сăхнă пек чăр-р! пăхакан çын иккен. Ун пек çынпа калаçма та темле именмелле. Сережа та именчĕ пулмалла, ытла тăруках хурав параймарĕ. Анчах ун вырăнне Улатимĕр мучи хăй каласа пама тытăнчĕ.
— Хурахсем çавăн пек туса хăварчĕç мана, ывăлăм, — терĕ вăл вăйсăр сасăпа, кăштах чавси çине çĕкленсе.
— Мĕн, мĕн? — ăнланаймарĕ лейтенант. Хăй çав вăхăтрах пат! пат! утса старик патнерех пырса тăчĕ.
— Хурахсем тетĕп-çке... — ăнлантарма тытăнчĕ Улатимĕр мучи. — Лавкка çаратрĕç кĕçĕр пирĕнне... Эпĕ лавкка патĕнче хуралçă пулсаттăм... Мана пуçран çапса тăнсăр турĕç те, кайран çакăнта илсе килсе кĕпер айне юпа çумне çыхса хунă...
Лейтенантăн çивĕч куçĕсем тӳрех урăхларах, хаяртараххăн çутăлса илчĕç. Вăл старик умне кукленсе ларчĕ.
— Эсĕ пулнă-и-ха вăл? Сана çухалнă тесе пĕлтерчĕç...
— Çухатрĕç те пуль çав, çухатрĕç те пуль. Çур çĕртенпех вĕт... Юрать-ха ак çак ача килсе тупрĕ... Нихçан та шутламан кун пек пуласса... Темле вилсе кайман-çке!
— Машинăпа илсе килчĕç-и? — ыйтрĕ лейтенант.
— Машинăпа çав... Хама машина çине йăтса ывăтнине кăштах астăватăп, тĕлĕкри пек...
— Машини кайран ăçталла кайнине асăрхамарăн ĕнтĕ?
— Курман çав эпĕ нимĕн те, калатăп-иç, тăнсăр пулнă.
Лейтенант хăвăрт кăна хăйсен машини еннелле çаврăнса аллипе сулчĕ:
— Кил-ха кунта, Паньков!
Кĕçех кабинăран шофер тухрĕ. Вăл та милициех иккен, анчах унăн погонĕсем çутă мар, хĕрлĕ, ун урлă сарлака шурă хăю çыпăçтарнă.
«Аслă сержант», — терĕ хăй ăшĕнче Сережа, çар çыннисен погонĕсем çинчи паллăсене лайăх чухлаканскер.
Милици çыннисем хăйсем хушшинче тем çинчен пăшăлтатса калаçса илчĕç. Унтан лейтенанчĕ Сережа еннелле çаврăнчĕ те:
— Хăш тĕлтен илсе хăпартрăн эс ăна? — тесе ыйтрĕ. — Кăтарт-ха.
Сережа унпа пĕрле çыран хĕррине пычĕ.
— Ак çакăнтан. Куран — курăк лутăрканнă. Лейтенант пĕр хушă Сережăпа старик сăрталла хăпарнă чух пулнă йĕр çине пăхса тăчĕ.
— Малтан ăçта выртатчĕ?
— Кĕпер айĕнче, леш енчи юпасем патĕнче...
— Эппин, ăна леш енчен антарса пăрахнă?
— Пĕлместĕп.
Лейтенант аялалла пăхса шухăша кайрĕ. Унăн çамки пĕркеленчĕ, унтан вăл хăвăрт кăна пирус кăларса чĕртрĕ те Сережа çине пăхрĕ.
— Эх, шăллăм, шăллăм, санăн ун патне вуçех те пымалла марччĕ! — терĕ вăл ачана. — Курсассăнах ял Советне кайса каламалла çеç-мĕн.
— Ара, çынни вилет те-ха... Пулăшма ыйтса йынăшса выртать те хăй... — хăюсăр каларĕ Сережа лейтенанта хирĕç.
— Пурĕ пĕрех санăн ун патне пыма юраман.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнсе, çав вăхăтрах хăюланса ыйтрĕ Сережа.
— А мĕншĕн тесен эс унта ура йĕрĕ туса тултарнă! Старике юпа çумнех çыхçа хунă пулсан, эппин, бандитсем унта хăйсем аннă, унта вĕсен йĕрĕсем юлнă, пире çав кирлĕччĕ. Халь акă йĕрсем пăтрашса кайнă ĕнтĕ, — уйăрса ил-ха, те вĕсен йĕрĕсем, те санăн...
— Эп ăна-кăна пĕлмен те...
— Паллах пĕлмен, çавăнпа ятламастăп та сана ытлашши. Юрĕ ĕнтĕ, мĕн тăвас тетĕн!
Лейтенант тата пĕр хушă тем шухăшласа тăчĕ.
— Пире понятойсем кирлĕ пулаççĕ, — терĕ унтан хăйпе юнашар пырса тăнă аслă сержанта хулпуççинчен тĕртсе илсе. — Кĕпер айне понятойсемсĕр анмастпăр. Çавăнпа та санăн халех яла кайса пĕр-икĕ çын лартса килес пулать. Вĕçтер тавай.
— Мĕн вĕçтермелли пур, — терĕ ăна хирĕç аслă сержант хăйсем халь çеç анса килнĕ сăрт еннелле пуçĕпе сулса. — Куран, ик хĕрарăм килет...
— Вот, ку пит аван пулчĕ! — хĕпĕртесех кайрĕ лейтенант.
Пĕр пилĕк минутран Мăнкас енчен килекен икĕ хĕрарăм — иккĕшĕ те Сережăсен ялĕсем, Мăнкасри фермăра ĕçлекенскерсем — кĕпер урлă каçсанах лейтенант вĕсене чарса тăратрĕ те кунта мĕн пулса иртни çинчен каласа парса эсир понятойсем пулатăр терĕ.
Лешсем турткаланса тăмарĕç, килĕшрĕç.
Вара пилĕк çын — лейтенант, аслă сержант тата Сережăпа çак икĕ хĕрарăм — кĕперпе каялла каçса сылтăм енчи çырана тухрĕç. Унталла-кунталла пăхса илнĕ хыççăн лейтенант çырма енче йĕрсем пуррине асăрхарĕ те вĕсен çуммипе анма тытăнчĕ. Хăй çав йĕрсем çине питĕ тимлĕн пăхса пычĕ. Ыттисем ун хыççăн анчĕç. Çырма тĕпне, çĕр нӳрĕрех вырăна, анса çитсен лейтенант тӳрех кукленсе ларчĕ. Унпа пĕрле аслă сержант та кукленчĕ. Кунта темиçе çĕрте пысăк атă йĕрĕсем лайăх палăраççĕ. Пĕр йĕрĕсем пысăкрах, теприсем кăшт пĕчĕкрех.
— Ӳкер, — терĕ лейтенант аслă сержанта.
Лешĕн çумĕнче фотоаппарат пур-мĕн. Вăл çавăнтах çĕр çинчи ура йĕрĕсене темиçе хут та ӳкерсе илчĕ.
— Кĕперне те ӳкер, — хушрĕ лейтенант.
Сержант аллинчи аппарат тата ик-виçĕ хут чаклатрĕ.
— Старикĕ хăш тĕлте выртатчĕ? — Сережăран ыйтрĕ лейтенант.
— Ав çавăнта...
Вĕсем паçăр Улатимĕр мучи выртнă тĕле пырса тăчĕç те, лейтенантпа сержант кунта та ура йĕрĕсем асăрхаса ӳкерсе илчĕç. Пĕр тарăнрах йĕрне курсан лейтенант ун патне кукленсе чылайччен пăхрĕ, унтан хăйĕн помощникне:
— Чăматан илсе кил, слепок тăватпăр, — терĕ.
Ку мĕне пĕлтернине Сережа малтанах ăнланаймарĕ, аслă сержант пысăках мар чăматан илсе пырса ĕçлеме тытăнсан вара çав тери тĕлĕнсе кайрĕ. Аслă сержант малтан чăматанран котелок кăларса лупашкаран кăштах шыв ăсрĕ, пакетран ун ăшне шурă çăнăх евĕрлĕ порошок тултарчĕ, унтан ăна чылайччен пăтратрĕ те юлашкинчен ура йĕрĕ тăрăх та, урлă та çинçе патаксем хурса котелокри шĕвеке атă йĕрĕ çине ярса тултарчĕ.
— Старикне юпа çумне çыхса хунă терĕн вĕт-ха эсĕ? Мĕнпе çыхнăччĕ ăна? — ыйтрĕ лейтенант Сережăран.
— Вăрăм кантрапа. Эп ăна çĕçĕпе татса ывăтрăм. Ав выртать...
Лейтенант кантрана хăмăш ăшĕнчен пуçтарса илчĕ те хăй çумĕнчи сумкăна чиксе хучĕ. Унтан татах йĕри-тавралла пăхкаларĕ.
— Кунта урăх нимех те çук пулас, — терĕ юлашкинчен. — Ну, пулчĕ-и санăн? — аслă сержант еннелле çаврăнчĕ вăл.
— Халех! — терĕ лешĕ.
Сережа ун çине пăхрĕ те вăл ура йĕрĕ ăшне янă шурă шĕвек хытса ларнине, аслă сержант халĕ ăна ерипен хăйпăтса кăларнине курчĕ.
— Мĕн вара ку сирĕн? — ыйтмасăр тӳсеймерĕ Сережа.
— Çакна ăна гипс теççĕ, шăллăм. Куран, епле хитре атă патушĕ пулса тухрĕ, хуть те пасара кайса сут! — терĕ ăна аслă сержант кăмăллăн кулса. Хăй çав хытнă гипса лупашкари шывпа çуса тасатрĕ, шăлса типĕтрĕ те хутпа чĕркесе чăматана хучĕ.
«Епле ăста тăваççĕ! — шухăшларĕ Сережа. — Вăрă урин йĕрĕ пулса та тăчĕ вĕт!..»
Тепĕр минутран вĕсем каялла çырана хăпарчĕç те çул çине пăхса пырса Юманлăх еннелле утрĕç. Кунта Сережа тӳрех ăнланчĕ: вĕсем çул çинче машина йĕрĕ шыранă. Йĕрĕ чăнах та пур-мĕн, пĕр çĕрте тусан хулăнрах пулнă вырăнта вăл уйрăмах палăрнă. Лейтенант хушнипе Паньков тени чăматанĕнчен рулетка кăларса икĕ шинăран пулса юлнă йĕрсем хушшине виçсе илчĕ.
— Грузовик, ГАЗ, — терĕ вăл.
Унтан вĕсем çав йĕр çине пăхса тата маларах утрĕç. Сережа та вĕсенчен юлмарĕ.
— Кайри сылтăм кустăрми çинче мăкăль пур, — терĕ лейтенант тата тепĕр çирĕм-вăтăр метр утса кайсан, — нумаях пулмасть вулканизаци тунă курăнать. Ӳкерсе ил.
Паньков кукленсе ларса аппаратне чаклаттарчĕ.
— Ну, халь кайрăмăр та пуль! — терĕ лейтенант. Вĕсем машина патне таврăнса пычĕç.
— Мучие илсе каятăр-и ĕнтĕ? — хăюсăртараххăн ыйтрĕ Сережа.
— Ан пăшăрхан, санăн мучуна хăварас çук-ха эпир, — терĕ ăна хирĕç лейтенант, — анчах санăн хăвăн та пирĕнпе пĕрлех пымалла пулать.
— Манăн шкула васкамалла-çке, эпĕ дежурнăй паян...
— Ним тума та çук, шăллăм. Йĕрки çапла. Эсĕ ку мучие никамран малтан курнă, çавăнпа та санран тĕплĕрех ыйтса протокол çырас пулать. Ку пире питĕ кирлĕ. Шкултан мĕншĕн юлмалла пулни çинчен эпĕ сирĕн директор патне хут çырса парса ярăп, паян шкула пырайманшăн сана айăпламĕç.
— Юрĕ эппин...
Çапла калаçса илнĕ хыççăн вĕсем çул хĕрринчи курăк çинче выртакан Улатимĕр мучие йăтса машина ăшне кĕртсе лартрĕç, шофер çавăнтах стартер çине пусрĕ те — «газик» Юманлăх еннелле ыткăнчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...