Кĕмĕл кĕпер :: Ылттăнпик патшапа Батый-хан
Шанмалла марччĕ, курмалла марччĕ,
Хамăн çывăха ямалла марччĕ.
Тĕттем каç нихçан çутă кун пулмасть,
Çут хĕвел çути тĕттĕм каç пулмасть.
«Каварлăх» сăвăран.
Пăлхарсен пĕтĕм çарĕ, харçă йĕркине тăрса, виççĕмĕш кун ĕнтĕ монголсем тарса кайнă еннелле пычĕ. Монголсем ниçта та курăнмарĕç. Çавна пула Ылттăнпик ахалех малалла каятпăр пуль тесе ытларах та ытларах иккĕленме тытăнчĕ. Шăп та лăп çав вăхăтра малта пыракан хурал текĕртрен икĕ хыпарçă персе çитрĕç:
— Элчĕсем! — пĕлтерчĕç вĕсем патшана. — Монголсен элчисем, аслă патша!..
— Элчĕсем? — тĕлĕнчĕ Ылттăнпик. — Эппин, монголсем ку таврарах. Вĕсене шыраса малалла кайни тĕрĕс пулчĕ.. Илсе килĕр элчĕсене! — хушрĕ вăл.
Патша каланипе канарсем, хурал тăратса, хăйсен текĕрчĕсене тăма хушрĕç. Чĕрĕм хушшинче пăлхарсен текĕрчĕсем çар тапăресем турĕç, канма вырнаçрĕç. Анчах пурте асăрхануллă: кирлĕ пулсан, иккĕ ухăпа пемелĕх самантра вăрçа кĕме те пултараççĕ.
Эккелсем симĕс ялав çĕкленĕ элчĕсене илсе килчĕç. Вĕсем виççĕн. Пăхсах паллă, монголсем хушшинче ятлă-сумлă çынсем. Патша чатăрĕ патне çитсессĕн, учĕсем çинчен сиксе анса, хăйсене кĕтсе тăракансене пуç тайрĕç.
Вĕсене тӳрех патша патне илсе кĕчĕç.
— Аслă патша! — кăшма сарнă хыçлă пукан çинче ларакан Ылттăнпик умне ӳксе пуç çапрĕç вĕсем. — Аслă патша, эпир сан патна элчĕ пулса килтĕмĕр. Сан патна пире аслă та чаплă Субедей-багадур ячĕ.
— Мĕн каласшăн вара мана Супетей? — кăмăллăн ыйтрĕ Ылттăнпик.
— Аслă та чаплă, никам çĕнтерейми патша! — каллех пуç çапрĕç элчĕсем. — Субедей-багадур санпа калаçасшăн. Ĕмĕрлĕх килĕшӳ тăвасси пирки.
— Супетей вара монголсен ханĕ пулса тăмарĕ пуль те... — куларах каларĕ Ылттăнпик. — Батый-хан пур çинчех мĕнле вăл манпа ĕмĕрлĕх килĕшӳ çипчен калаçма пултарать. Батый хан хăй ăçта? Е вăл сире пурсăра та пăрахса тарса каймарĕ пуль те?..
Патша чатăрĕнчи пăлхар канарĕсем ахăлтатсах кулса ячĕç.
— Çавăн пирки санпа калаçасшăн, аслă патша, — канарсем кулнине курман пекех пулчĕç монголсем.
— Юрĕ, эппин, чи малтан Супетей манăн шанчăклă канарна, Саврăш-паттăрпа калаçтăр, — терĕ Ылттăнпик.
* * *
Супетейпе тĕл пулнă Саврăш-паттăр телĕнмелле хыпар илсе килчĕ. Супетей, Ылттăнпик патшана тĕл пулса, Батый-хан хушнине каласшăн пулнă иккен. Монголсен ханĕ хăй Ылттăнпикпе тĕл пуласшăн.
Аслă уй варрине пысăк кăшма сарса хунă. Кăшма варрииче — икĕ çын: пăлхарсен патши Ылттăнпик тата монголсен ханĕ Батый. Кăшман пĕр хĕрринче çичĕ пăлхар канарĕ тăрать, тепĕр енче — çичĕ монгол çарпуçĕ. Вĕсем хăлхисене тăратсах патшапа хан мĕн калаçнине итлеççĕ.
— Пăлхарсемпе монголсем — тăванла халăхсем, — калаçать те калаçать Батый. — Сирĕнпе вăрçă вăрçса эпир питĕ тĕрĕс мар турăмăр. Пăлхарсемпе монголсен туслă пурăнмалла, пĕр-пĕринпе вăрçмалла мар, ĕмĕрлĕх килĕшӳ тумалла.
— Апла пулсан, мĕншĕн пирĕн çине темиçе хутчен вăрçăпа кĕтĕр-ха? — Батый çине тĕлĕнсе пăхса ыйтрĕ Ылттăнпик. — Эпир мар, эсир вăрçăпа килтĕр!..
— Ăссăр пулнипе, — тӳрех хуравларĕ Батый. — Тата çак хăрах куçлă усала итлесе, — кăшма хĕрринче тăракан хăй çышшсем çине пăхса, Супетей çине кăтартрĕ вăл.
Хăй çинчен калаçу пынине Супетей тӳрех ăнланчĕ, патшапа хана çĕре çитиех авăнса пуç тайрĕ.
— Кил кунта! — пӳрнипе кăчăк туртса чĕнчĕ ăна Батый. Супетей васкамасăр кăшма çине кĕчĕ те патшапа хан патне пычĕ, вĕсене тепре пуç тайрĕ.
— Эсĕ мар-и-ха пирĕн пăлхар туссен аслă та чаплă патшипе курасшăнччĕ, — куларах каларĕ Батый, хăйĕн çарпуçĕ çине йĕкĕлтенĕн пăхса. — Акă вăл, никам çĕнтерейми патша!
— Пĕлетĕп, — тепре пуçне тайрĕ ватă Супетей. — Тӳрех палларăм. Ун чухнех, темиçе çул каяллах, вăл аслă та чаплă патша пулассине ăнланнăччĕ эпĕ. Питĕ лайăх астăватăп.
— Апла мĕншĕн кайран тата темиçе хут пăлхар туссем çине тапăнса кĕтĕн? — сиввĕн ыйтрĕ Батый. — Кам хушнипе? Эп хушнипе-и?
— Çук, аслă хан, — пуçне тайрĕ Супетей. — Эсĕ хушнипе мар. Пĕлетĕп, çавăнпа çирĕплетсех калатăп: эсĕ ялан пăлхарсемпе туслă пурăнассишĕн тăнă.
— Тĕрĕсне калатăн, — килĕштерчĕ ку сăмаха Батый, вара аллине сулчĕ. — Халĕ кайма пултаратăн...
Супетей кайнă хыççăн патшапа хан каллех иккĕшĕ кăна юлчĕç.
— Вăт, çавăн пек çынсем пирки пирĕн халăхсен хушшинче хирĕçӳ пулса пычĕ, — калаçа пуçларĕ Батый. — Халĕ вара, аслă патша, шантарсах калатăп: пирĕп хушăра нимĕнле ăнланманлăх та пулмасть. Эпир иксĕмĕр те çывăх туссем пулăпăр, ант тăвăпăр, ĕмĕр-ĕмĕр килĕштерсе пурăнăпăр. Акă, çакăн çинчен каласа эпĕ сана, патша тусам, аллăма тăсса паратăп.
Батый пăлхарсен патшине хăй аллине тăсса пачĕ. Ылттăнпикĕн ирĕксĕрех ханăн тăсса панă аллине тытса чăмăртамалла пулчĕ. Çакна курса, монголсем савăнăçлăн кăшкăрса ячĕç:
— Ур-рях! Ур-рях!.. Эпир халĕ ĕмĕрлĕхе туссем!..
Çакпа илтсе, Батый савăнăçлăн кулса ячĕ:
— Тĕрĕс калаççĕ-и ман пукерсем, аслă патша? — терĕ.
— Мĕнех ара, эпир кӳршĕсемпе туслă пурăнма ялапах хатĕр, — кăмăлĕ çемçелчĕ Ылттăнпикĕн те. — Чăнах та, пире мĕн çитмест?.. Пире, пăлхарсене, пурте çитет. Ватан пирĕн аслă. Халăх ытлă-çитлĕн пурăнать. Эсир те, монголсем, хăвăр аслă халăх пулнипе пĕтĕм тĕнчене пĕлтертĕр. Çĕрĕр-шывăр та халĕ аслă, халăхăр та пуян пурăнать. Ялан вăрçă вăрçнипе пулмасть. Атьăр, чăнах та ĕмĕрлĕх килĕшӳ тăвар та туслă пурăнма тытăнар.
— Тĕрĕс! Артак пурнăçа нимĕн те çитмест! Эппин, килĕшӳ!
— Килĕшӳ! — савăнсах каларĕ Ылттăнпик. — Эпир килĕшӳ тесе анттума хатĕр!
Кăшма хĕрринче тăракан монголсем çак сăмахсене кăна кĕтнĕ тейĕп çав. Вĕсенчен пĕри хĕвĕнчен юсман туртса кăларчĕ те пуç тая-тая патшапа хан патне пычĕ.
— Шăп та лăп çав кирлĕччĕ пире! — савăнса кайрĕ Батый. — Кӳр-ха, аслă патшапа пайласа çийĕпĕр ăна.
Хăйпе тăсса панă юсмана илчĕ те хан ăна икĕ пая пайларĕ, пĕрне Ылттăнпике тăсса пачĕ:
— Сăваплă вут çинче пĕçернĕ сăваплă юсман ку, — терĕ. — Ант туса, çавна çиер, Ылттăнпик тусăм! Эпĕ, акă, ĕмĕрлĕхе санпа туслă пурăнатăп тесе, çак юсман татăкпе ним юлмиех çиетĕп.
Батый çавăнтах çӳп-çӳхе юсмана çăварне пĕтĕрсе чикрĕ те чăмламасăрах çăтса яче.
— Эпĕ те ӳлĕмрен туслă пурăнма килĕшетĕп тесе çак юсмана çиетеп, — терĕ Ылттăнпик те...
Çакăн хыççăн вара патшапа хан килĕшĕве мĕнле тытса пырасси пирки калаçу пуçларĕç.
— Килĕшӳ тунине пĕлтерсе, пĕтĕм тыткăна лекнĕ монголсене мар, пĕр пайне çеç, тавăрса пама ыйтасшăн эпĕ, — терĕ Батый. — Хамăр енчен вара эсĕ, тусăм, мĕн ыйтатăн, çавна пама хатĕр эпĕ.
— Пире ним те кирлĕ мар, — хавхаланса кайрĕ Ылттăнпик. — Пĕртен-пĕр сутăичăка Парăç-Пăрăнтая тытса килсе пама ыйтатăп.
— Ун пирки эпĕ хам та шухăшланăччĕ, — тӳрех килĕшрĕ Батый. — Çавăнпа ăна тытса хупма, çирĕп сыхлама хушнăччĕ.
Хайĕн çыннисен енне çаврăнса, Батый паллă пачĕ:
— Халех Парăç-Пăрăнтая илсе килĕр!..
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, монголсеи тапăрĕнчен виçĕ юланут вĕçтерсе тухрĕç. Вĕсенчен пĕри Парăç-Пăрăнтай пуль тенĕччĕ Ылттăнпик. Анчах вăл шутлани тĕрĕс мар пулчĕ. Юланутçăсем кăшма патне сиктерсе çитрĕç те, учĕсем çипчен сиксе анса, чĕркуçленсе ларчĕç.
— Парăç-Пăрăнтай аçта? — кăшкăрса ячĕ Батый аслатиллĕ сассипе. — Эсир, мĕн, эпĕ хушпипе илтмерĕр-им?!.
— Каçар, аслă хан, — пуçне кăшт çĕклесе, хуравларĕ килнисенчен пĕри. — Каçар!.. Торгаутсем кирлĕ пек сыхламан ăна. Тухса тарнă путсĕр сутăнчăк!
— Мĕскер? — ури çине сиксе тăрса кăшкăрса ячĕ Батый. — Мĕскер пакăлтататăн эсĕ? — Хайхискер калаçакан монгол çыннине чупса пырса мĕн пур вăйĕпе пуçĕнчен урипе тапрĕ. Лешĕ таçта çитиех сирпĕнсе кайрĕ.
Батый куç-пуçĕнчен вут-хĕм сапатчĕ. Вăл пĕтĕм тĕнчене тытса лăскама хатĕр пулса тăчĕ.
— Эй, Субедей! — хыттан кăшкăрчĕ. — Халех пĕтĕм çеçенхире текĕртсем кăларса яр. Е чĕррĕн, е виллĕн Парăç-Пăрăнтая шыраса тупса ман пата илсе килччĕр. Ăна тартаканнисене вара каярах... халех... пуçĕсене касăр та тушкисене кашкăрсем валли кăларса ывăтăр!..
Мĕн хушнине итлеме ханăхнă Сунетей çавăнтах çывăхра пуçне ухса тăракан ут çине сиксе утланчĕ те тапăр еннелле çил пек вĕçтерчĕ.
— Ним тума та çук, — Ылттăнпик енне çаврăнса ик аллине те çӳлелле çĕклесе калаçма тытăнчĕ Батый. — Пăлхарсен хушшинче кăна мар, монголсен хушшинче те сутăнчăксем пулаççĕ. Çавсем пулăшнипе кăна тарма пултарнă вăл, путсĕр Парăç-Пăрăнтай!.. Ан кулян, тусăм, тытса килеççех ăна. Вара мĕскер тăвас тетĕн, çавна тума пултаратăн унпа... Парăç-Пăрăнтай — путсĕр сутанчăк. Илтнĕ-ха эпĕ, ăна пула, тусăм, сан аслă ывăлу та çĕре кĕнĕ терĕç. Ун пек сутăнчăкăн йĕрне-шывне те хăвармалла мар...
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Супетей çав учĕпех каялла сиктерсе çитрĕ. Ватлăхне пăхмасăр çăмăллăн учĕ çинчен сиксе анчĕ те патшапа хан патне пырса пуç тайрĕ.
— Мĕн хушнине пĕтĕмпех турăм, аслă хан! — терĕ вăл Батыя. — Çеçенхире пур енне те текĕртсем кăларса янă. Вĕсем часах путсĕр Парăç-Пăрăнтая тытса килеççех. Ăна тартнă торгаутсенне пуринне те пуçне каснă, тушкисене кашкăрсем валли çеçенхире кăларса ывăтнă.
— Парăç-Пăрăнтая тытсанах кунта илсе килĕр! — хушрĕ Батый. — Халĕ вара, Ылттăнпик тусăм, атя, килĕшӳ тунă ятпа уяв туса ирттерер.
Килĕшӳ туни çинчен пĕтĕмпех калаçса татăлчĕç монголсемпе пăлхарсем. Вара, çакна палăртса, çеçенхир варринче пысăк кăвайт чĕртрĕç, лаша пусса какай çиме тытăнчĕç. Кайран, пĕр-пĕринпе питĕ ăшшăн сывпуллашса, икĕ еннелле саланса кайрĕç. Анчах Парăç-Пăрăнтая тытса килсе пани пулаймарĕ.
— Ан кулян, Ылттăнпик тусăм, — терĕ патшана Батый-хан сывпуллашнă чухне. — Путсĕр сутăнчăка тытаççех. Вара тӳрех сан патна илсе пырса параççĕ. Хам сăмаха эпĕ çирĕп тытатăп. Паян сан тусу пултăм, ĕмĕр-ĕмĕр тусу пулатăп.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...