Кĕмĕл кĕпер :: Çĕнтерӳ çулĕпе
Эпир харçа тухнă çул çĕнтерӳ çулĕ пултăрах!..
Авалхи эккелсен кĕлĕ сăмахĕ.
Монголсем пĕтĕм вăйпе пухса тапăртан тухнă, кунталла килеççĕ тенине илтсессĕн, Ылттăнпик хăйĕн çарĕпе тӳрех вĕсене хирĕç каяс терĕ.
Пысак çар пухрĕ Ылттанпик — икçĕр пине ахăн эккел. Кун пек çара хирĕç нимĕнле монголсем те тăраймассине вăл питĕ лайăх пĕлет.
Ылттăнпик патша хапăлхинче кăна сакăр таман. Вĕсене патша хăй ертсе пырать. Ăна пулăшакан çарпуçĕ — Пачман. Каркарçарта вара тепĕр сакăр таман. Вĕсенчен виçĕ таманне Саврăш-паттăр аллине пачĕ патша. Тепĕр виçĕ таман Атăл леш енчен килнĕ. Вĕсене Сăкăт-паттăр ертсе пырать. Тепĕр икĕ таман Чулман Атăл хĕрринчен килнĕ. Вĕсене темиçе çул каялла монголсемпе пĕрремĕш хут çапăçнă чухне паттăррăн çĕре кĕнĕ Арсланпик ывăлĕ Упи-паттăр ертсе пырать. Вăл çамрăк-ха, çирĕмрем тин çеç иртнĕ, анчах чăн-чăн çарпуçĕ пулни таçтанах курăнать.
Ку тамансемсĕр пуçне кунта тата ытти çарсем те пур. Акă, Кĕрнек хулин пикĕсем Пуянпа Тинекку питĕ вăйлă тĕкĕрт илсе килнĕ. Сăвар хулинчен те маттур эккелсем пур кунта. Пăлхар, Керменчук, Нухрат, Шукăль хулисен текĕрчĕсем те пур. Чăнах та, никам çĕнейми çар...
Хĕвеллĕ те ăшă кун. Тăр кăнтăрла, пĕтĕм халăх курма пултарнă чухне, пăлхарсен çарĕ вăрçă хирне кайма тухрĕ. Чылайранпа килекен йăла тăрăх, юнлă вăрçă хирне каякан текĕртсем чи малтан Кĕмĕл кĕпер урлă каçмалла, вара тин хуларан тухса каймалла.
Пăлхарсен юнлă вăрçа каякан çарне ăсатма пĕтĕм Пӳлер халăхĕ тухнă. Эккелсем пурте утпа, вĕсен çинче çар тумĕ ялтăраса кăна тăрать. Пурте аллисене шур перчетке, çар перчетки тăхăннă.
Ăсатакансем — эккелсен тăван-хурăнташĕ, ашшĕ-амăшĕ, арăмĕсем, савнийĕсем. Вĕсем йĕнер чĕнĕнчен тытса, эккелсен учĕпе юнашар пыраççĕ. Акă ĕнтĕ пăлхарсен çарĕ Кĕмĕл кĕпер патне çитрĕ. Йăла тăрăх ăсатакансен малалла кайма юрамасть. Çакăнта, Кĕмĕл кĕпер патĕнче сывпуллашмалла вĕсен.
— Сывпул! Çĕнтерӳпе таврăн?
— Телейлĕ çул сунатнăр!
— Тăшмана тĕп туса, ыррăн-сыввăн таврăнăр!
— Утăрья! — кăшкăраççĕ ăсатакансем.
Утлă эккелсем Кĕмĕл кĕпер çине кĕреççĕ. Ăсатакансем вара кĕсйисенчен кĕмĕл çĕрĕ кăлараççĕ те хăйсен çывăх çыннине ун витĕр пăхса юлаççĕ. Кĕмĕл çĕрĕ витĕр пăхса, телейлĕ çул сунни эккеле юнлă вăрçăран ыррăн-сыввăн таврăнма нулăшать.
* * *
Тухăçалла каякан аслă çул хĕрринче пысăках мар ял. Ялпа вăрман хушшинче, çуллĕ сăрт çинче, кутамас юман. Ăна йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Ку Киремет карти иккенне Ылттăнпик тӳрех ăнланчĕ. Тухаçалла васкамасăр каякан аслă çартан пăрăнса, Ылттăнпик утне Киремет карти патнелле ячĕ.
Киремет карти ăшĕнче — ватă карт, мăчавар пулас. Вăл чĕркуçленсе ларнă та, тухăçалла пăхса, хыттăн кĕлĕ сăмахĕсене калать:
Эй, тĕнче хуçи аслă Танкăр,
Ман сăмаха илтмесĕр ан тăр!..
Пулăш пире, пăлхарсене,
Хăвна чунтан юратакансене,
Тискер монголсене тĕп ту,
Весем юнĕçенсем пулнине асту.
Пулăш пирĕн патшана.
Вăл та пуççапать сана,
Тăшмана çĕмĕрсе тăкма,
Тăван çĕре вĕсенчен тасатма...
Эй, Пӳлехçĕ!
Эсĕ те пулăш пире,
Çĕнтерӳ пилле!
Эккелсене çĕнтерӳпе
Таврăнмалла ту киле!
Хаяр-турă тата,
Пăлхарсен çарĕпе пул ялан,
Хăвăн вăйлă çунатусемпе
Вĕсене инкекрен хупла!..
Ут тулхăрнине илтсе, кĕлтăвакан мăчавар хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те Ылттăнпике асăрхарĕ. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче темĕскере те, такама та курнă ватă карт патшана тӳрех палласа илчĕ:
— О-о, аслă та чаплă патша! — терĕ вăл ури çине тăрса. Унтан патша патне çывăхарах пырса ăна пуç тайрĕ. — Тĕнче хуçине аслă Танкăра кĕлтурăм, пăлхарсене çĕнтерӳ пиллеме ыйтрăм... Пирĕн ял йĕкĕчĕсем пурте каралланса текĕрт турĕç те санпа пĕрле тăшмана хирĕç кĕрешме тухса кайрĕç. Мĕнле пек, аслă та чаплă патша, çару çителĕклĕ-и? Эккелсем çитеççĕ-и сана? Манăн та хĕç тытса санпа пĕрле пымалла мар-и?.. Ватă пулсассăн та аллăмсем çирĕп-ха манăн!..
— Çук-çук, хисеплĕ шурсухалăм, çар çителĕклĕ. Эккелсем пурте лайăх кăралланнă, хăйсем пурте маттур, чăн-чăн паттăрсем. Сан пек ватăсем килтех пулмалла. Пирĕншĕн кĕлтăвăр. Эпир тăшмана çĕмĕрсе тăкапăр та киле çĕнтерӳçĕсем пулса таврăнăпăр.
— Çапла пултăрах, ачам!.. Тĕрĕс калатăн, ман пек ватăсен Çӳлти Турра кĕлтуни усăлларах пулĕ. Çĕнтерӳ, çĕнтерӳ пиллетĕп сана, аслă та чаплă патша!..
— Сывă пул, ватă карт! — утне хăй çарĕ еннелле çавăра пуçларĕ Ылттăнпик. — Çĕнтерӳпе таврăнатпăр эпир!.. Кĕтсе ил пире, кĕтсе ил!
Ылттăнпик учĕ сиккине малалла кайрĕ.
Ватă карт вара каллех Киремет карти варрине пырса тăчĕ те, чĕркуçленсе ларса, кĕлтума тытăпчĕ:
Эй, аслă Танкăр,
Эй, пĕтĕм тĕнче хуçи,
Çĕнтерӳ пилле пăлхарсене,
Хăвăн ачусене...
Ылттăнпик хăйĕн çарне васкамасăр Шуратăл еннелле ертсе пычĕ. Маларах кайнă куç-хăлхасем пĕлтерсех тăчĕç: малта тăшмансем çук. Çапла васкамасăр кайса, пăлхарсен çарĕ Шуратăл хĕррине çитрĕ.
Çавăн чухне вара куç-хăлхасем монголсен çарĕ те тухăçран ку еннелле çитсе пынине пĕлтерчĕç.
— Аякра-и? — тĕпчерĕ Ылттăнпик.
— Хăвăрт килсен Шуратăл патне икĕ кунта çитме пултараççĕ. Васкамасăр килсен — виçĕ кунта.
— Нумайăн-и?
— Ултă таман.
— Кам ертсе пырать?
— Батый-хан хăй. Унпа пĕрле тата Супетей.
— Тарса кайнă Парăç-Пăрăнтай пур-и?
— Пур. Батый-хан ăна хăй патĕнчех тытать, хăйне пĕччене кăна ниçта та ямасть, — ăнлантарса пачĕç аякка кайса çӳренĕ куç-хăлхасем.
Мĕн кирлине пĕлнĕ хыççăн Ылттăнпик шухаша кайрĕ: мĕн тумалла? Тăшмана ăçта кĕтсе илмелле? Шуратăл ку енче-и? Е Шуратăл урлă каçса, унта лайăх вырăн йышăнса кĕтсе илмелле-и?
— Шуратăл урлă каçмалла! — терĕç пӳклеше пуçтарăннă çарпуçĕсем пĕр саслăн. — Пирĕн хыçра пысăк юханшыв пулать. Хыçран тапăнасран хăрамалли çук.
— Чакса каймалла пулсассăн? — ыйтрĕ канашлăва килнисенчен пĕри.
— Чакçа каясси пирки пирĕн шухăшламалла та мар! — сиксе тăрса, хĕрӳлленсе калаçма тытăнчĕ Пачман. — Эпир чакма мар, эпир тăшмана çапса çĕмĕрме çак çула тухнă. Çавăнпа пирĕн нимĕн тăхтаса та тамасăрах Шуратăл леш енне каçма тытăнмалла!..
— Тĕрĕс! — Пачман сăмахĕсене çирĕплетрĕ Саврăш-паттăр. — Аслă. юханшыв леш енне каçни пирĕн кашни эккеле вăй-хăват парать. Вĕсем вара эпир çĕнтерессе пĕлсе, çакна шанса, шыв урлă каçнине чухлама тытăнаççĕ.
Çарпуçĕсемпе çапла канашланă хыççăн Ылттăнпик нимĕн тăхтаса тăмасăр пĕтĕм çарне Шуратăл урлă каçма хушрĕ.
Шуратăл урлă каçнă хыççăн пăлхарсем кăштах маларах кайрĕç те çуллĕ мар сăртсем хушшине хăйсен çарĕсене тăратса тухрĕç.
— Халĕ ыранччен канатпăр! — терĕ Ылттăнпик текĕртсене пурне те лайăх пăхса çаврăннă хыççăн. — Тăшман ку тăрăха ыран каçалапа кăна çитет.
Пурте кăвайтсем чĕртсе йĕпеннĕ тумĕсене типĕтме, апат пĕçерме хатĕрленчĕç. Куç-хăлхасемпе сĕнтĕрсем кăна, учĕсене утланса, тапăртан тĕрлĕ еннелле мĕн пурри-çуккине тĕрĕслеме тухса кайрĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...