Атăл шывĕ юха тăрать :: Çут тĕнче мерченĕ Багдат
Багдатра мĕн ĕмĕтленни пурте пулать.
Авалхи арабсем калани.
Вĕçе-хĕррисĕр аслă çеçенхирпе пысăк караван пырать. Караванран чылай малта лайăх кăраланнă эккелсен пысăк мар ушкăнĕ. Хыçалта та çакăн пек ушкăн пур. Караванпа пĕрле вара юланутсен тепĕр пысăк ушкăнĕ. Вĕсем сарлака хул-çурăмлă, пысăк ялкас тăхăннă çын тавра тăрса тухнă. Ку çынни — Атăлçи Пăлхарстанăн аслă элчи Абдуллах ибн-Башту.
— Мĕнле, мала янă юланутсем çивчĕ куçлă-и? — хăйне пысăка хурса ыйтать вăл сакăл ут-урхамах утланнă çамрăк çарпуçĕнчен.
— Питĕ шанчăклă, Абдаллах! — хăйне аслă элчĕпе тан тытса калаçать çамрăк çарпуçĕ. Сасси унăн янăравлă, таçта çитиех сарăлать. — Куçĕсем те сивчĕ çамрăкскерĕн. Таçта çитиех кураççĕ. Тӳпере вĕçекен кайкăр пек.
— Асту, — асăрхаттарать Абдаллах ăна. — Вăл-ку пулсан, патша умĕнче санăн явап тытма лекет.
— Эй, мĕн хăрамалла кунта! — хыттăн, ахăлтатса кулса ярать лешĕ, çамрăкки. — Хазарсенчен-и?.. Хазарсем вĕсем ман эккелсене курсан кĕске хӳреллĕ мулкач пулса тăраççĕ... Ан тив, эпир сахалăн пулар. Ун вырăнне эпир — пăлхарсем!.. Пирĕншĕн пин хазар çынни те ним те мар. Чăл та пар çапса салататпăр вĕсене. Эсĕ, Абдаллах тусăм, хазарсенчен хăраса пырас вырăнне пире Багдат çинчен каласа пар. Унта пулса курнă эсĕ. Пысăк хула-и вăл?.. Пирĕн Пăлхар пекех-и?..
— Чăнах та, Багдат çинчен каласа памаллах сире, — килĕшрĕ Абдаллах ибн-Башту. — Мĕн каламалли пур ĕнтĕ, Багдатра пĕр кун пулса курсан та ăна ĕмĕрне те манаймастăн. Питĕ пысăк хула вăл, çут тĕнче мерченĕ, — хавхалансах сăмахне малалла тăсрĕ çакскер. — Мĕн кăна çук пуль унта!.. Мĕн тĕрлĕ пурлăх, мĕн тĕрлĕ пуянлăх. Пĕтĕм тĕнче Багдат çине ăмсанса пăхать. Акă, Багдата çитетпĕр те унта пуррине пĕтĕмпех куратпăр...
Абдаллах хăйĕн çамрăк тусĕ çине кăшт йĕкĕлтенĕн пăхса илчĕ.
— Сан пек маттур çамрăкшăн вара унта йăпанмалли... — вăл чĕлхине чаклаттарса илчĕ. — Багдат пикисем... Э-эх, вĕсем арçынсене епле юрама пĕлеççĕ!..
— Мĕн, Багдат пикисем чăнласах та чипер-им? — тĕлĕннĕн ыйтрĕ Туркай.
— Чипер кăна мар!... — кăшкăрса янă пекех каларĕ Абдаллах. — Вĕсем арçынсене епле йăпатма пĕлнине чухласчĕ санăн!.. Акă, çитер-ха, хăвах курăн..,
Абдаллах çапла каласа кăтартни Туркай чунĕ-чĕринче тем тĕрлĕ туйăм та хускатрĕ. Çул çинче калаçса пырса, вăл Багдат хулине ĕмĕрти хула пек курчĕ. Акă, Багдата çитет те... ăна пĕтĕм халăх хула хапхисене уçса кĕтсе илет, ĕнчĕ-мерчен парать... Багдат пикисем пĕри те тепри ăна куç хĕсеççĕ, хăйпе пыма чĕнеççĕ...
Çапла ĕмĕтленсе-хавхаланса пычĕ çул тăрăх çамрăк çарпуçĕ Туркай.
Телее çул çинче нимле кĕтмен тĕрев те пулмарĕ. Ку вăл элчĕсем хăйсен çулне пĕлсе суйласа илнинчен те килчĕ пулĕ.
Атăлçи Пăлхарстан элчисем Багдат хулине çу вĕçĕнче тухса кайнăччĕ. Хазарсен çаратса çӳрекен çарĕсем Атăл ку енче те пулма пултарĕç тесе, вĕсем малъеннерех сулăнса çул тăвас терĕç. Вырăнти ирĕклĕн пурăнакан йăхсемпе калаçса татăлса, Ейĕк шывĕ урлă каçрĕç те огузсен çĕрĕ çине тухрĕç.
* * *
Атăлçи Пăлхарстан элчисем Багдат хулине кĕр вĕçĕнче çитрĕç. Абдаллах ибн-Баштун кунта пĕлĕшĕ пур иккен, хăй пекех сутăç, Махмут ибн-Сулейман. Çавăнпа элчĕсем чи малтан ун патне кайрĕç.
Ибн-Сулейман Багдат хĕрринче, çавра кӳлĕ çумĕнче пурăнать. Çурчĕ пысăк, йĕри-тавра çӳллĕ хӳме тытса тухнă.
Багдата çитнĕ-çитменех Абдаллах ибн-Башту халиф патне мĕнле лекесси пирки шухăшлама тытăнчĕ. Махмут ибн-Сулейман каласа кăтартрĕ: халиф керменне лекесси çăмăл мар, чи малтан хулара пĕр-пĕр ятлă-сумлă çын тупас пулать. Вăл çеç кермене лекме пулăшма пултарать. Элчĕсем те çавăн пек çын пулăшмасăр халиф патне лекеймеççĕ.
* * *
Багдат халифĕ Джавар аль-Мукгадир — сарлака хул-çурăмлă, çутă çамкаллă, хĕсĕк куçлă ватăлса пыракан çын. Хăй патне çурçĕрти Атăлçи Пăлхарстанран элчĕсем килнине вăл тӳрех пĕлчĕ. Анчах вĕсене йышăнма васкамарĕ-ха. Вĕсене пур енчен те тĕрĕслемелле, вĕсене мĕн кирлине пĕлмелле, Багдатри пурнăç мĕн иккенне пĕлччĕр, халăх хушшине тухса çӳретчĕр... Хăйĕн никам çĕнейми Аллах эккелĕсемпе вăл çут тĕнчене çуррине çавăрса илнĕ ĕнтĕ. Темиçе çул каялла, çапла çăмăллăнах çĕнтерме пулĕ тесе, вăл хушнипе унăн çарĕсем çурçĕрте, Кавказ леш енче пурăнакан ирĕке юратакан хазарсем çине тапăнса кĕчĕç. Халифатран хуса янă иудейсем çавăнта, Хазарстана, пырса вырнаçнине пĕлетчĕ вăл. Хазарсене çав иудейсене йышăннишĕн тавăрасшăнччĕ халиф. Анчах хазарсем питĕ паттăр халăх пулчĕç. Паян куна çитсе те Джавар аль-Муктадир халиф çарĕсем хазарсене çапса çĕмĕреймерĕç. Унта, Кавказ леш енче, çаплах вĕçĕ-вĕçĕн вăрçă пырать: пĕрре хазарсем çĕнтереççĕ, тепре тата арабсем хазарсене çапса аркатаççĕ. Çаплах çав вăрçă хăçанччен пырассине те пĕлме çук. Çитменнине тата хазарсем хăйсене византисем пулăшнипе темиçе хутчен халифат çĕрĕ çине те кĕре-кĕре кайнăччĕ, Багдата илсе çунтарса ярас патнех çитнĕччĕ. Юрать-ха, Аллаха питĕ хытă кĕлтуса халифата çăлса хăварчĕ çапах Джавар аль-Муктадир. Халĕ вара çак Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ ăна валли хазарсемпе кĕрешме тамăр пулсан аван та...
Çапла савăнса шухăшларĕ пулсан та, Джавар аль-Муктадир пăлхар элчисене йышăнма васкамарĕ-ха.
* * *
Абдаллах ибн-Баштупа Махмут ибн-Сулейман, халиф патне частарах лекес тесе, халиф керменĕнче хĕсметре тăракансемпе çыхăнса вĕсене парнесем парса паллашас терĕç. Çак шухăшпа вĕсем иртен пуçласа каçчен хулара çӳрерĕç, кирлĕ çынсене шырарĕç. Абдаллахпа килнĕ ытти пăлхар çыннисем вара Ибн-Сулейман килĕнче нимĕн тума пĕлеймесĕр сулланса çӳрерĕç, хăйсене валли мĕскерле те пулин ĕç е йăпанмалли шырарĕç. Уйрăмах Туркай çапла нимĕн тума çуккипе аптрарĕ: ара, çамрăк, вăйпитти, юн вĕрет, инçетри халиччен пĕлмен хулана пĕрремĕш хут килсе лекнĕ. Унăн кунти пурнăçа питĕ курас килчĕ, анчах хăй пĕччен тухса çӳреме аптрарĕ.
Çакăн пек чухне ĕнтĕ Ибн-Сулейман патне унăн тахçанхи пĕлĕшĕ Сусан ар-Расси ятлă евнух пычĕ. Вăл Ибн-Сулеймана курас тенĕ иккен. Аякри хăнасем килнине пĕлсессĕн вара питĕ тĕлĕнчĕ, мĕншĕн мана нимен те пĕлтермен, терĕ. Евнух тем тĕрлĕ чĕлхе те пĕлет; пăлхарла самаях чухлать. Килнĕ хăнасемпе туслашнă хыççăн вара вĕсене хулапа паллаштарма килĕшрĕ, хăйпе пĕрле хула курма чĕнчĕ. Анчах Абдаллахпа калаçса татăлмасăр никам та ăнсăртран паллашнă çынна палламан хулана кайса çӳрес мар терĕ. Пĕртен-пĕр Туркай кăна чăтса тăраймарĕ, Ар-Рассипе пĕрле хулаиа тухас терĕ.
— Нумай çӳреместеп эпĕ, — терĕ. — Çывăхри урамсенче пулатăп та часрах каялла çаврăнатăп. Абдаллах таврăннă çĕре эпĕ хам вырăнтах пулатăп. Маншăн кулянмалла пулмасть унăн. Эпĕ вутра та çунмастăп, шывра та путмастăп...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...