Атăл шывĕ юха тăрать :: Хазар мăрси Ирнак
Хăв хыççăн хăвар ырă ят эс, тăван.
Унтан лайăххи çĕр çииче тек пулман.
«Кăвак çурт» поэмăран.
— Шукай, хазарсем мĕн чухлĕн тыткăна лекрĕç? — ыйтрĕ патша, Пăлхарти керменĕнче иртнĕ çапăçу çинчен калаçса ларнă чухне. — Нумайăн-и?
— Нумайăн, — хуравларĕ Шукай. — Çирĕм пин ытла та пуль.
— Кам ертсе пынă вĕсене?
— Ирнак мăрса.
— Вăл мĕнле? Вăл та тыткăна парăннă-и?
— Çапла, аслă патша.
— Эппин, эсĕ ăна ыранах ман пата илсе кил...
Ирнак мăрса пăлхар патшипе пĕр çулалли, лутака та пысăк пуçлă, çирĕп пӳ-силлĕ çын пулчĕ.
— Мĕнле-ха вара, Ирнак, эпир пĕр чĕлхеллĕ, пĕр юнлă, пĕр йăла-йĕркеллĕ икĕ халăх çапла пĕр-пĕринпе çапăçса пурăнмалла? — тӳрех ыйтрĕ унран Алмас, тыткăна лекнĕ хазар çарпуçне хăй патне илсе кĕрсен.
— Тĕрĕс калатăн çав, аслă патша, — терĕ ăна, хисеплесе пуç тайса, Ирнак мăрса. — Ун пирки эпĕ хам та сахал мар шухăшлатăп. Пирен урăх тăшмансем çук-и?.. Е эпир хамăра хамăр хисеплеме пăрахрăмăр-и?..
— Çапах та эпир мар-çке-ха, эсир, хазарсем, ялан пирĕн çула пӳлсе пырасшăн! — тарăхсах каларĕ кăна илтсен Алмас.
— Пĕтĕм инкек иудейсем килсе кĕнĕ хыççăн пуçланчĕ, — терĕ Ирнак.
— Мĕнле ăнланмалла ку сăмахсене, Ирнак мăрса? — ăнлансах çитеймерĕ Алмас.
— Пĕлместĕн-им, аслă патша, пирĕн патшалăхра кам хуçа? — тĕлĕнчĕ Ирнак. — Хазарсем тетĕн-и?.. Çук, хазарсем мар, ютсем хуçа унта халĕ.
— Мĕн калаçатăн, Ирнак? — тата та ытларах тĕлĕнчĕ патша. — Ара, сирĕн хăвăрăн патша пур. Ăна хаган теççĕ. Ку вăл аслă хан, тĕнчене тытса тăракан хан тенине пĕлтерет. Хаган хуçа мар-и вара?
— Сăмахĕ кăна! — аллипе сулчĕ Ирнак. — Пирĕн çĕршывра халĕ хаган мар, ертӳçĕ хуçа.
— Мĕнле ертӳçĕ? Кам?
— Ертӳçĕ пирĕн халĕ иудей çынни, — каласа пама тытăнчĕ Ирнак. — Инкек çавăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ. Иудейсем ушкăнпа киле-киле пирĕн хагана илĕртме тытăнчĕç, ăна иудей тĕнне тухма чĕнчĕç. Иудей тĕнне тухсассăн сана пĕтĕм тĕнче пăхăнса тăма тытăнать, терĕç. Малтанласа хаган çирĕп пулчĕ, иудейсене çывăха та ямарĕ. Анчах кайран тем пулчĕ ăна, пĕтĕмпех вĕсен аллине кĕрсе ӳкрĕ. Халăх калать, иудей хĕрне качча илнĕ хыççăн çак япала пуçланчĕ тесе. Анчах та эпĕ нимĕн те çирĕплетсе калама пултараймастăп. Мĕншĕн тесен эпĕ кермен таврашĕнче çӳрекен çын мар, эпĕ — çарпуçĕ. Халĕ пирĕн хаган çумĕнче диван, урăхла каласан, визирьсен канашĕ пур. Ăна ертӳçĕ ертсе пырать. Вĕсем пурте, вăл шутра ертӳçĕ те хазар çынни мар, вĕсем пурте ютран килнĕ, урăх тĕнпе пурăнакан çынсем. Пирĕн хаган та халĕ ĕнтĕ ятне улăштарнă, вăл ашшĕ-амăшĕ панă ятпа çӳремест, иудейсем панă ятпа пурăнать. Унăн ачи-пăчин ячĕ те пирĕнни пек мар, ют халăх йăли-йĕрки хушнипе панă ятпа пурăнаççĕ. Эпир халĕ, паллах, ĕлĕкхи пекех, чĕлхепе те юнпа хазарсем, анчах пире вăйпах урăх халăх тума тытăнчĕç. Пирĕн канарсем те халĕ хазарсем мар. Эккелсем кăна хазарсем. Эпĕ юлашки мăрса, хазар мăрси. Халĕ, акă, эпĕ те пулмастăп. Ăнланатăп, мана, юлашки хазар мăрсине, ятарласа çакăнта, Атăлăн сулахай çыранне, шывсăр çеçенхире, пĕтччĕр, ним ятсăр çухалччăр тесе кăларса ячĕç пулмалла... Шывсăр тертленсе çитнипе эпир сире хирĕç вирлĕн çапăçаймарăмăр. Утсем те шывсăр аптраса çитнĕччĕ. Енчен те эсир пире çавăрса илсе тӳрех парăнма хушнă пулсассăн, эпир, тен, çапăçмасăхрах сире парăнаттăмăр та пулĕ.
Ирхан хуйхăллăн пуçне усрĕ.
Алмас вăл каланине ăнланчĕ те, йăлтах ăнланса та çитеймерĕ.
— Лар! — хушрĕ вăл хазар мăрсине хăйĕнчен инçе мар пукан çине кăтартса. — Паянтан пуçласа, эсĕ тыткăнри çын мар, эсĕ — манăн хăна.
Ирхан мăрса, тĕлĕнсе, йĕри-тавралла, унтан патша енне пăхса илчĕ те хуллен пукан çине пырса ларчĕ.
— Халĕ, атя, тĕплĕнрех каласа пар, çапах та мĕскер пулса иртет-ха хазарсен хушшинче. Патшалăхра хаган мар, ертӳçĕ хуçа терĕн, çакна тата мĕнле ăнланмалла?.. Эпĕ чăнласах та ăнланма пултараймастăп: мĕнле-ха вара хазарсен патшалăхĕнче хазар патши, сирĕнни пек каласан, хазар хаганĕ хуçа мар!
— Хаган ирĕкĕ питĕ пĕтсе кайрĕ пирĕн патшалăхра, — калама тытăнчĕ Ирхан мăрса, кăштах сывлăш çавăрнă хыççăн. — Хаган малтан хăй ирĕкĕпех визирсен ирĕкне ӳстерсе-ӳстерсе пычĕ. «Эсĕ хушса кăна лар, эпир пĕтĕмпех тăватпăр», — ялан илĕртрĕç ăна ютран килнисем. Хаган вара пире, хазарсене хĕссе кăларса, ютран килнĕ никам пĕлмен çынсене турхансем те мăрсасем туса пĕтерчĕ, канарсем туса, çар пачĕ. Кайран вĕсемех визире ларчĕç.
Юлашкинчен хайхи хаган ирĕкĕ пачах та пĕтрĕ. Ютран килнĕ çынсем ун тавра çĕлен пек çаврăнаççĕ. Кам та пулин хазарсене ютран килнĕ çынсен пусмăрĕнчен хăтарас тет пулсан, ăна вĕсем тăшман туса хураççĕ. Ун ячĕпе хагана та хăратаççĕ. Вăл сана пĕтересшĕн, теççĕ.
Алмас, ку сăмахсене илтсе, тарăн шухăша кайса ларчĕ.
— Нимĕнпе те улăштарма çук-и вара хазарсен пурнăçне? — сасартăк ыйтрĕ вăл.
— Çук, — терĕ хуллен Ирхан мăрса. — Халь тин çук ĕнтĕ. Эпир халăх пулма пăрахрăмăр.
— Мĕн тăвас тетĕн вара малашне?.
— Хăвар мана, аслă патша, хăв патна! — ура çине сиксе тăрса, тархасланăн каларĕ Ирхан. — Санăн чи шанчăклă нукеру, çук, чи шанчăклă тарçу пулатăп!..
— Тарçă пулни кирлĕ мар, — шухăшлăн каларĕ Алмас.
— Тарçăсем ахаль те нумай. Мана нукер, мана юнташ кирлĕ. Юнташ пул, Ирхан мăрса!
— Тупа тăватăп! — сулахай чĕркуççи çине ларчĕ Ирхан.
— Тупа тăватăп, аслă патша! Эпĕ санăн чи шанчăклă юнташу пулатăп!..
— Ытти хазарсемпе мĕн тăвăпăр вара? — канашланăн ыйтрĕ Алмас.
— Ирĕк пар, аслă патша, вĕсене те сан патна юлма! — çаплах чĕркуççи çинче тăрса çирĕппĕн каларĕ Ирхан. — Вĕсем санăн чи шанчăклă таманусем пулĕç!..
— Килĕшетĕп, — ури çине тăрса каларĕ Алмас. — Эсĕ вара, Ирхан мăрса, çав тамансен канарĕ пул...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...