Атăл шывĕ юха тăрать :: Чăнлав е Гимади «Эврики»
Сивĕ тар тапса тухнăччĕ çавăн чухне Гимади çамки çине. Унтанпа вăл пĕр йĕрке те нимĕн те çыраймарĕ, института каятчĕ те, умне шурă хут хурса, аллине ручка тытса ним тĕлсĕр-палсăр таçталла пăхса ларатчĕ те ларатчĕ хăй сĕтелĕ хушшинче. Тĕрĕссине калас пулать: вăл кăна мар, чылайăшĕ ун чухне çавăн пек пурнăçпа пурăнчĕç... Писательсем хăйсен кĕнекисене çырайми пулчĕç. Композиторсем хăйсен юррисене, симфонийĕсене, оперисене кĕвĕлейми пулчĕç. Артистсем те, мĕн çырнине кăна калаççĕ пулсассăн та, театрта ĕçлейми пулчĕç... Чăнах та, театрсем те вăхăтлăха хупăнчĕç.
Халĕ тата... халĕ тата акă Тутар парти обкомĕн постановленийĕ. Ку вара Мускавсеннинчен те хăрушăрах. Ахальтен каламаççĕ çав: Мускавра çӳç касаççĕ пулсан, Хусанта пуç касаççĕ. Постановленине тутарла та мар, вырăсла йышăннă: «Об ошибках и недостатках в работе Татарского научно-исследовательского института» тесе ят панă ăна. Паллă ĕнтĕ, халĕ «çитменлĕхсемпе» «йăнăшсем» пирки каланипе çеç пулмасть. Халĕ «айăплисене» тупаççĕ те вĕсене урса кайса пĕтерме тытăнаççĕ. Хăйсене Мускав умĕнче тӳрре кăларас тесе. Хăйсене ан айăплаччăр, ан тивчĕр тесе.
Ку постановление ВКП(6) Тутар обкомĕ 1944 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕш кунĕнче йышăнчĕ. Тепĕр кун вара ăна радиопа та пачĕç, пĕтĕм хаçатсенче пичетлерĕç. Акă, çав хаçатсенчен пĕри Гимади сĕтелĕ çинче те выртать. Унта мĕн çырнине Хайрутдин Гимадеевич пĕтĕмпех пĕлет. Мĕскер тумалла-ха халĕ?.. Ылтăн Орда çинчен шухăшлама та юрамасть. Эппин, тутар халăх историйĕ пĕтĕмпех пĕтрĕ темелле-и? Çапла. Эппин, тутар халăх историйĕ те çук пулса тухать-и? Эппин пĕтĕм пурнăç пĕтрĕ-и вара?
Пĕтĕм тĕпчев ĕçĕсем сая кайни кăна мар, ара, халĕ тĕпчевçĕсен халь тин ĕнтĕ тутарсен историйĕпе те ĕçлеме май çук. Тăван халăх историйĕ çинчен нимĕн çырма та, нимĕн калама та çук!.. Эппин, историксем те кирлĕ мар!.. Алăк хăйăлтатса уçăлчĕ.
Урай тăрăх каллĕ-маллĕ утса çӳрекен Гимади патне институтра ĕçлекен историксем пĕрин хыççăн тепри кĕме тытăнчĕç. Пуçĕсене уснă, нимĕн каламасăр е пукан çине, е кĕтесри хура сăранпа сăрнă диван çине лараççĕ.
— Мĕскер тумалла, Хайрутдин абый? — ыйтрĕ кăçал кăна университет пĕтерсе институтра ĕçлеме тытăннă çутă куçлă çамрăк.
Гимади ăна хăйĕн вĕренекенĕ тесе шутлатчĕ. Кайран, вăл вилсен, ун ĕçне малалла тăсĕ, тетчĕ. Халĕ вара ĕнтĕ унăн та пуласлăхĕ çук-и?
— Мĕскер тумалла... Мĕскер тумалла?.. — мăкăртатса илчĕ шап-шурă çуçлĕ ватă тĕпчевçĕ. — 1917-1918 çулсенче эпир хул çине «Чингиз ачисем» тесе çырнă пусма çыхса çӳреттĕмĕр. Пире никам та чармасчĕ. Пурте пире тĕрĕс тăватăр, эпир чăнах та Чингиз-хан йăхĕнчен тетчĕç. Халĕ ĕнте, акă, çавсене те шырама тытăнĕç-ха, çав ман пек хул çине çыхса çӳренĕ çынсене тăшман теме тытăнĕç...
— Пирĕн, çамрăксен, мĕскер тумалла? — хăйĕннех ыйтрĕ те ыйтрĕ çамрăк тĕпчевçĕ.
Ку ыйту вăрçăра аманнă хăрах ураллă çирĕп хул-çурăмлă историке тарăхтарсах çитерчĕ пулмалла. «Мĕн тумалла? — тарăхса каларĕ вăл. — Хула тăрăх ватă карчăксене вутă татса пама çӳремелле. Е станцине грузчик пулса ĕçлеме каймалла!..»
— Грузчик пулма ан васка-ха, — хирĕçлерĕ ăна тепĕр историк. — Акă, Çĕпĕре илсе кайса фуфайка тăхăнтартаççĕ те аллуна пăчăкă е пуртă тыттараççĕ. Унта грузчике те, вутă татаканни те, вутă турттараканни те хăвах пулатăн!..
Гимади вĕсем тавлашнине, кирлĕ-кирлĕмар сăмахсемпе перкелешнине илтмен пекех пулчĕ, çӳрерĕ те çӳрере вăл урай тăрăх, тем шухăш шухăшларĕ,
— Мĕн эсĕ, маятник пек, куç умĕнче мĕлтлетсе çӳретĕн?! — ним çук çĕртенех тарăхнă пек пулчĕ хура сăрлă диван çинче ларакансенчен пĕри. — Лар!.. Çынсемпе калаç!..
— Ан тив-ха ăна! — чарчĕ çакскере Чингиз ачисем пирки калаçаканни. — Курмастăн-им, çыннăн чĕри çунса тухать.
— Мĕн, пирĕн чĕре çунмасть тетĕн-им? — çаплах тарăхрĕ лешĕ, хура сăрлă диван çинче лараканни.
Гимади вĕсем хăй пирки калаçнине те нимĕн те илтмерĕ, çаплах çӳрерĕ те çӳрерĕ урай тăрăх. Юлашкинчен хайхи урай варринче чарăнса тăчĕ те ларакансем çине тимлĕн тинкерсе пăхса илчĕ. Унтан сасартăк сылтăм аллинчи пуç пӳрнине çӳлелле çĕклерĕ те кăшкăрса ячĕ:
— Эврика!.. Пире, тутарсене, тутар пултарасшăн мар пулсан, паянтан пуçласа эпир пăлхар пулатпăр!..
Ку сăмахсене илтсессĕн малтан пӳлĕмре шăна вĕçсе иртсен илтĕнмелле шăплăх тăчĕ. Унтан хайхи пурте ура çине сиксе тăчĕç, кăшкăрашма тытăнчĕç:
— Пăлхар!..
— Атăлçи пăлхар-и?
— Çук, ку вăл хамăра хамăр улталани!
— Чуна мĕнле сутăн вара, Хайри?
— Мĕцле питпе тăван халăх çине пăхăпăр эпир, историксем?!.
Гимади вĕсем кăшкăрашнине нимĕн чĕнмесĕр итлесе тăчĕ. Юлашкинчен хайхи, вăл нимĕн те чĕнменнине кура, майĕпен-майĕпен пурте шăпланма тытăнчĕç.
— Ну, кашкăрашса çитрĕ-и? — терĕ Гимади лăпкăн, никам çине те пăхмасăр. — Атьăр, ларăр пурте хăвăр вырăнăра! Ман сăмаха итлĕр — енчен те ырă-сывă юлас тетĕр пулсан...
Ку сăмахсене вăл пусса, питĕ çирĕппĕн, те самана патакки çамкаран лектерессинчен хăраса, кашнине куçран шăтарас пек пăхса калаçрĕ. Те çавăнпа, пурте сасартăках шăпланчĕç, хăйсен вырăнĕсене кайса ларчĕç.
— Пулчĕ-и? — терĕ вара Гимади, пурте шăпланнине курса. — Эпĕ сиртен çапла ыйтасшăн. Кам халăх тăшманĕ пулма хăйне кандидата тăратасшăн?.. Эсĕ-и? — çамрăк ученăй патне пычĕ. — Пурнăç пурăнса курман-ха. Халăх тăшманĕ тени мĕн иккенне те пĕлместĕн пулĕ.
Çамрăк ученăй аптраса пуçне усрĕ, урайнелле пăха пуçларĕ.
— Тен, ваттисене кирлĕ пулĕ çакă, халăх тăшманĕ пулни? — ыттисем çине пăхрĕ Гимади. — Биографи валли кирлĕ пуль. Кайран, темиçе çĕр çултан «тертленсе вилнĕ» тесе çырма... Вилтăпри çине палăк лартма...
Никам та нимĕн те чĕнмерĕ.
Пĕр саманта пӳлĕмре шăплăх тăчĕ. Пĕри те пĕри кам та пулин сăмах пуçласса кĕтрĕç.
— Çапах та мĕнле-ха вара? — сăмах тунаймасăр такăна-такăна калаçа пуçларĕ ватă историк, тахçан-ĕлĕк хулĕ çине «Чингиз ачисем» тенине çыхса çӳрени. — Атăлçи пăлхарсем вĕсем пачах урăх халăх-çке-ха?.. Пирĕн ламтайсем вара, тутар-монголсем, вĕсем çине 1236 çулта тапăнса кĕнĕ. Питĕ чылай вăхăт хушши вăрçă вăрçнă. Пирĕн ламтайсем вĕсен пĕтĕм хулисене çĕмĕрсе-ишсе тухнă. Кайран мĕнле чаплă Ылттăн Орда патшалăхĕ тунă. Çакна, хамăрăн чаплă историе манса, мĕнле-ха урăх халăх пулса тăмалла пирĕн?..
— 1236 çулта пирĕн ламтайсем чăнах та пăлхарсем çине тапăнса кĕнĕ. Анчах кайран Атăлçи Пăлхарстан та Ылттăн Ордана кĕнĕ. Çапла-и? — студентсем умĕнче калаçнă пек сăмахне пуçларĕ Гимади.
— Ку тĕрĕсех-ха, — килĕшрĕ ватă историк.
— Çав самантран пуçласа чылай енчен Ылттăн Орда историйĕ вĕсен, эппин, Атăлçи пăлхарсен, историйĕ те.
— Тĕрĕс-ха. Капла шутлама пулать. Анчах юнпа эпир пурпĕр пăлхарсем мар, — хăйĕннех тӳрре кăларма тăрашре ватă историк.
— Ăна эпĕ те питĕ лайăх пĕлетĕп, — тарăхрĕ Гимади. — Çапах тутарланнă пăлхарсем пулнă-и?
— Пулман теме çук. Парăннă халăх çыннисем ялан хăйсене пăхăнтарнă халăхпа хутшăнаççĕ...
— Уйрăмах Хусан патшалăхне тусан. Тĕрĕс-и ку? Пин-пин чăваш иртнĕ ĕмĕрте те ислам тĕнне кĕрсе тутарланнă. Ун пирки мĕн чухлĕ документсем. Софья Чичерина та, Марджани те ун пирки çырнă. Софья Чичерина хăйĕн «У приволжских инородцев» кĕнекинче ял ячĕсене те асăнать. Хальхи Арск районĕнче вĕсем. Тутар Республики варринче. Халĕ унта пĕр чăваш ялĕ те çук. Чăвашсем вара пăлхар тăхăмĕсем. Эппин, тутарланнă чăвашсем те халĕ тутар этногенезĕ. Çапла-и?.. Вĕсен историне тĕпчер...
— Эс каланинче чăнлăх пурах, — килĕшрĕ ватă историк. — Кун пирки эпĕ нимĕн хирĕçлесе те калаçма пултараймастăп.
— Урăхла çул çук пирĕн, — питĕ ĕненмелле каларĕ Гимади. — Хамăра пăлхар тесе кăна эпир тутар историне тĕпчеме пултаратпăр. Урăхла шутлакансем халăх тăшманĕ пулаççĕ. Акă, кайран ман сăмаха пурте аса илĕр-ха, ун чухне питĕ тĕрĕс каларĕ тейĕр. Эх, ма итлемерĕмĕр-ха Гимадине, тейĕр...
— Эппин, Хайри пире пурсăмăра та пăлхар тăвасшăн иккен, — сасартăк калаçма тытăнчĕ халиччен нимĕн те чĕнмесĕр, пурин çине те сиввĕн пăхса ларакан хĕсĕк куçлă, пысăк çамкаллă историк. — Паллах, вăл хăйне ним те мар пăлхар тесе калама пултарать. Ара, вăл чăнласах та пăлхар, тĕрĕсрех каласан, чăваш, пăлхар-чăваш, нимĕнле тутар та мар.
Ку сăмахсене илтсессĕн пурте тĕлĕнсе Гимади çине пăха пуçлареç. «Эсĕ мĕн, пире çапла паян кунчченех улталаса пурăннă-и?» — тесе ыйтаççĕ пек.
— Эпĕ тĕрĕсне калатăп, — малалла калама тытăнчĕ çак хушăра леш пысăк çамкаллă историк. — Гимади вăл Малькей вулăсĕнчен. Ку вулăс революциччен пĕтĕмпех чăваш вулăсе шутланнă. Унти чăвашсем иртнĕ ĕмĕр варринче кăна тутара тухнă... Эпĕ вара, хам пирки калатăп, нимĕнле пăлхар та мар. Эпĕ — тутар, атте-анне те, асатте-асанне те, пурте пин-пин çул хушшинчи тутар пулнă...
— Чăннине тĕрĕсрех каламалла, — çакскере хăй шухăшне вĕçлеме чарсах калаçма тытăнчĕ Гимади. — Пирĕн ял 1860 çулта тутара тухнă. Эсир, мĕн, ман çине тĕлĕнсе пăхатăр? Ултавçă тетĕр-и мана?.. Çук! Нимле ултавçă та мар эпĕ... Çапла, эпĕ авалхи чăваш, урăхла каласан, пăлхар-чăваш йăхĕнчен, тĕрĕсрех каласан, тутарланнă пăлхар-чăваш йăхĕнчен. Анчах унтанпа тăватă-пилĕк лам, тен, ытларах та пуль, улшăннă ĕнтĕ. Çав ламсем пурте хăйсен пурнăçне тутар пулса пурăнса ирттернĕ. Çавăнпа вара эпĕ те тутар. Ман атте те, асатте те, асаттен ашшĕ те тутар пулнă. Тутар чĕлхи, тутар культури, тутар çыннисем — ман ачалăх сăпки пулнă. Хама эпĕ нихăш енчен те сиртен уйăрма пултараймастăп.
Çамрăк историк çакна, хăйĕн учителĕн чăн-чăн биографине паян пĕрремĕш хут илтнĕ пулас. Вăл пĕрре леш пысăк çамкаллă историк çине, тепре Гимади çине тĕлĕнсе, ĕненмен пек, куçне чарса пăхрĕ те пăхрĕ.
— Мĕншĕн тутарланнă вара вĕсем, сирĕн ял çыннисем? — ыйтма хăю çитерчĕ вара вăл юлашкинчен.
— Вăйпа христианство тĕнне кĕртнине хирĕçлесе, — лăпкăн, ним пулман пекех хуравларĕ Гимади. — Ун чухне Раççей патшин тытăмĕ вырăс мар ытти халăхсене пурне те вăйпа, пусмăрласа, хăратса христианство тĕнне кĕртме тăрăшнă. Тутарсене кăна хăйсен тĕнепе, ислам тĕнĕпе пурăнма ирĕк панă. Мĕншĕн тесен тутарсем хыçĕнче ислам тĕнĕпе пурăнакан ытти вăйлă патшалăхсем пулнă. Шăп та лăп çав çулсенче ĕнтĕ, вăйпа, ирĕксĕрлесе тĕне кĕртнине хирĕçлесе, Атăл çинчи халăхсем, уйрăмах, чăвашсем ялĕ-ялĕпе ислам тĕнне кĕнĕ те тутара тухнă. Манăн авалхи ламтайсем те вĕсен хушшинче пулнă.
— Çапах та мĕншĕн тутара тухнă-ха вĕсем? — ăнлансах çитеймерĕ çамрăк историк. — Мĕншĕн ислам тенĕпе пурăнакан чăвашсем пулман? Урăхла каласан, чăваш пулсах ислам тĕнĕпе пурăнман?..
— Куна та ăнлантарса парам, — терĕ Гимади шкул ачисене лекци вуланă пек. — Вăйпа христианство тĕнне кĕртнĕ халăхсем ислам тĕнне тухма тытăнсассăн, патша тытăмĕ вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ хырçă-марçă, куланай тӳлеттерме тытăннă. Ислама тухнăшăн. Тутарсене кăна, ислам тĕнĕпе пурăнаççĕ пулсан та, çак çĕнĕ хырçă-марçăна, куланая тӳлеттермен. Çав хырçă-марçăна, куланай тӳлес мар тесе, юхăнса каяс мар тесе, вĕсем, ислам тĕнне тухнă тутар мар халăхсем, хăйсене тутар теме тытăннă... Анчах ку калаçу вăл пирĕн паянхи трагедипе нихăш енчен те çыхăнман. Паян пирĕн хамăра пуласлăх валли, наука валли, халăх валли епле упраса хăварасси пирки калаçмалла! Епле çакна та ăнланмастпăр-ха эпир?..
— Çапла, хамăра упраса хăварас тесен, паянтан пуçласа пирĕн хамăра Ылттăн Орда тăхăмĕ тесе калама юрамасть, — илтĕнчĕ çак хушăра. Ку сăмахсене кам каланине Гимади ăнланаймарĕ те.
— Питĕ тĕрĕс каларĕç, — терĕ вăл, хăпартланса. — Пăянтан пуçласа пирĕн хамăр историе Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕпе çыхăнтарма тытăнмалла.
— Чăвашсем вара мĕскер? — аптраса ыйтрĕ çамрăк историк. — Чăвашсем ăçта кайса кĕреççĕ?
— Чăвăшсем пирки ан шухăшла. Шухăшлакансем санпа мансăрах тупăнĕç. ВКП(б) Центральнăй комитечĕн постановленине тĕплĕнрех вула. Унта чăвашсен этногенезĕ пирки те лайăх систернĕ. Вĕсем — автохтонсем... Ĕмĕртенпе çав çĕр çинче, Атăлăн сылтăм çыранĕнче пурăннă. Юнпа вĕсем ытларах угро-финсем, тӳрксем мар.
— Ку вăл суя! — сасă пачă халиччен чĕнмесĕр ларнă çутă пуçлă, хулăм туталлă историк. — Чăвашсем мĕнле майпа угро-финсем пулччăр вĕсем?.. Эпĕ кăштах чĕлхеçĕ те. Чăваш чĕлхи — авалхи тӳрк чĕлхи, Атăлçи пăлхарсен чĕлхиех... Николай Иванович Ашмарин çырнисене те пулин вуламан-им эсир?.. Унтан маларах Иван Николаевич Смирнов профессор та кун пирки питĕ уçăмлă çырнă. Çавна та вуламан-и?
— Вуланă! — терĕ çирĕп сасăпа Гимади. — Вуланă... Ашмарина питĕ хисеплетĕп эпĕ... Смирнова та хисеплетĕп... Анчах эпĕ ВКП(б) Тĕпкомĕн постановленине те, ВКП(б) Тутар обкомĕн постановленине те вуланă. Епле ăнланмастăр-ха çакна?!. ВКП(б) Центральнăй комитечĕ нихăçан та йăнăшмасть. Çакна пирĕн пурин те лайăх пĕлмелле. Халăх тăшманĕ пулас мар тесен, — тарăхса кăшкăрса ячĕ Гимади. — Сире, хамăра пурсăмăра та, шеллесе калатăп эпĕ. Паянтан пуçласа хамăра Ылттăн Орда тăхăмĕ теме пăрахмастпăр пулсассăн, чăвашсене угро-фин, хамăра пăлхар теме тытăнмастпăр пулсассăн, пире пурсăмăра та вилĕм кĕтет. Эпир халăх тăшманĕ пулса тăратпăр. Хамăра упраса хăварас тесен пирĕн постановленисенче каланипе килĕшмелле. Вĕсем пур енчен те тĕрĕс мар пулсан та...
Çак сăмахсене итленĕ май çамрăк ученăй тутине çыртса нимĕн чăнмесĕр, пуçне енчен енне сулкаласа ларчĕ. Темĕскер калас тесе çăварне уçрĕ, анчах «а-а-а» тенисĕр пуçне урăх нимĕн те калаймарĕ.
— Хайри каланипе килĕшмеллех! — терĕ сасартăк çак самантра Чингиз ачи пулса çӳренĕ ватă историк. — Урăхла май çук!.. Хайри калани кăна пире çăлса хăварма пултарать!..
Никам та хирĕçлесе те, майлă та пĕр сăмах та каламарĕ. Пӳлĕмре шăна вĕçсе иртсессĕн те илтĕнмелле шăплăх, чуна çӳçентермелле шăплăх тăчĕ.
Ватă историк чӳрече патне пычĕ те урамалла пăха пуçларĕ.
— Çанталăка мĕн пулнă вара паян? — тĕлĕннĕн ыйтрĕ вăл — Çакăн чухлĕ шыв ăçтан тупăнать унта, тӳпере?.. Е пĕтĕм çумăр шывне çакăнта, Хуçанта тăкас тесе шутланă-ши?.. Киле те каяяс çук капла...
Чăнах та, урамра çумăр лӳшкентерчĕ те лӳшкентерчĕ...
* * *
Çакăнта çырса кăтартни пĕтĕмпех чăн пулнă. Çав Гимади «эврика» тенинчен тутар ученăйĕсем хăйсен историне тĕпчес тĕлĕшпе йăнăш çул çине тăнă. Вулакан ăнланчĕ пуль ĕнтĕ: хăйсен ирĕкĕпе мар, нимĕн тума çуккипе. Самана çавăн пек пулнă ун чухне. Мĕскер тĕпчемеллине, тĕпчесе мĕскер каламаллине те çӳлтен антарса панă. Çӳлтен антарса панинчен никам та пăрăнма пултарайман. Çапла вара Ылттăн Орда тăхăмĕсем, хальхи тутарсем, пăлхарсем пулса тăнă. Атăлçи Пăлхарстан тăхăмĕсем, хальхи чăвашсем, автохтонсем, урăхла каласан, ĕмĕртен çак çĕр çинче пурăнакансем угро-финн йăхĕсем майлă халăх пулса тăнă.
Хайри Гимади чăнласах та тутар историографине чылай енчен улăштарнă çын. Çавна пула пулĕ ĕнтĕ вăл тепĕр çулхине, 1945 çулта, хăй ĕçлекен институтра истори секторне ертсе пыма тытăннă... Анчах ун хыççăн нимĕнле паллă тĕпчевсем те çырайман. Чунне сутса ĕçлеме пултарайман çав вăл, чăн-чăн историк пулнă. Питĕ йывăр пурăнса ирттернĕ вăл хăйĕн юлашки çулĕсене. Çапах та, тертленсе пурăнса та пулин, вăл самана улшăнма тытăннине кĕтсе илейнĕ. Анчах пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ тĕпчевсем çырайман. Ахăртнех, çав тискер самана унăн чун-чĕрине питĕ хытă амантса хăварнă пулас çав.
Хайри Гимади чылай чирлесе пурăннă хыççăн 1961 çулта çĕре кĕнĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...