Атăл шывĕ юха тăрать :: Курултай
Курултайра калаçни —
Тĕрĕс çул-йĕр шырани.
Халăх сасне итлени —
Пуласлăха ăнланни.
«Улăп» эпосран.
Курултай — пăлхарсен патшалăхĕнче сайра-хутра пулса иртекен чи аслă пуху. Ăна чылай чухне патша хăй кăмăлĕпе пухать. Çĕршывшăн, пĕтĕм халăхшăн питĕ кирлĕ ыйтусем татса памалла чухне. Хăшпĕр чухне курултая пĕр-пĕр йăх пуçлăхĕ, урăхла каласан, шахчи ыйтнипе те пуçтараççĕ. Е çав йăхăн пĕтĕм халăх валли тумалли ĕçне татса памалла чухне. Е çав йăх тепĕр йăхпа хирĕçсе кайсассăн. Е тата патшалăхри пĕр-пĕр пысăк ĕçпе халăх хушшинче килĕшӳ çук чухне.
Алмас патша, хăй патне Сăкăтсен шахчи Урак килсе курултай пуçтарма ыйтнине пĕлсессĕн, пачах та тĕлĕнмерĕ. Вăл хăйĕн шалти туйăмĕпе туйнăччĕ: Багдат халифĕ патне элчĕсем ярас тени ахаль иртмест, хирĕç тăракансем пулаççех. Çавăйпа пулĕ, Урак курултай пуçтарма пырса каласан, вăл тӳрех ку шухăшпа килĕшрĕ.
Часах вара аслă та чаплă Алмас патша Пăлхар хулинче курултай пуçтарать тени пăлхарсен пĕтĕм çĕрĕсене çитрĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Пăлхар хулине вĕçĕ-хĕррисĕр çĕршывăн кашни кĕтессинчен шахчисемпе пӳлерсем, мăрсасемпе мăчаварсем, пӳлевсемпе юмăçсем, канарсемпе пиксем хăйсен караванĕсемпе килме пуçларĕç.
Сап-сарă хĕвел çуттăн ялкăшса çӳл тӳпене хăпарса çитсен, патша керменĕ умĕнчи лапа тем чухлĕ халăх пуçтарăна пуçларĕ. Акă ĕнтĕ вăрăм авăрлă пуч хыттăн кăшкăртса ячĕ.
Пуч вăл хурăн хупписенчен çавăрса тунă вăрăм чакăркки. Унăн тăршшĕ виçĕ хăлаçран та иртет. Пучпа кăшкăртсан пĕтĕм тĕнче янăраса каять, тĕнче пĕтес чухнехи пекех. Пĕр-пĕр вăрман урлă пурăнакансем те унăн сассине илтме пултараççĕ. Хальхинче те çапла пулчĕ. Пуч сасси пĕтĕм тĕнчене янăраттарса ячĕ. Ку вăл курултай пуçланассине пĕлтерет.
Пуч сассине илтсе, çавăнтах пĕтĕм халăх умне кăйĕн керменĕнчен патша тухрĕ.
Халăх шавĕ самантрах шăпланчĕ.
— Курултай пуçланать! — пĕлтерчĕ вăрăм авăрлă пуч тытса тăраканпа юнашар пырса вырнаçнă каппай1 — Кăçалхи курултая эпир сăкăтсен шахчийĕ Урак-мăрса ыйтнипе пуçтартăмăр. Атя, Урак-мăрса, тухсам халăх умне. Хăв мĕн калас тенине пĕтĕм халăха кала!
Сăкăтсен тĕрлĕ тĕрĕпе илемлетнĕ сарă пиртен çĕлетнĕ тумне тăхăннă Урак пĕтĕм халăх умне тухрĕ. Чи малтан вăл хăй пуçĕнчи кура калпакне хывса хулĕ айне чиксе хучĕ, унтан вара пĕтĕм пуçтарăннă халăха пуç тайрĕ, çакăн хыççăн тĕнчене саламласа, тĕнчен тăватă енне пуç тайрĕ, юлашкинчен патша енне çаврăнчĕ:
— Саламлатăп сана, аслă та чапла патша Алмас! — терĕ. — Халĕ вара хам сана калас тенĕ ыйтăва пĕтĕм халăх умĕнче парас тетĕп. — Вăл патшана тепре пуç тайрĕ: — Аслă та чаплă патша, кала-ха: мĕншĕн эсĕ Багдат халифĕ патне элчĕсем ярас терĕн? Мĕншĕн эсĕ Багдат халифачĕпе туслашас терĕн?..
Патша, темĕнле аслă та чаплă пулсассăн та, кун пек курултайра пĕтĕм халăхран аслă мар. Çавăнпа вăл лартнă çĕртен ури çине тăчĕ, чи малтан пĕтĕм халăха çĕре çитиех пуç тайрĕ те пурте кĕтекен сăмахсене калама тытăнчĕ:
— Этьсемри! Аслă та чаплă пăлхар халăхĕ!.. Пĕлетĕр ĕнтĕ, çав хаярлансах пыракан хазарсем пирки пирĕн пурнăç йывăрланнăçемĕн йывăрланма, тăкăсланнăçемĕн тăкăсланма тытăнчĕ. Вĕсем Кавказ таврашне юлнă пирĕн тăвансене пĕтĕмпех пĕтерес патнех çитнĕ. Унти пăлхарсем пиртен пулăшу ыйтма пирĕн пата элчĕсем янă. Путсĕр хазарсем, вĕсене йĕрлесе тупса, ним шелсĕр вĕлерсе пĕтернĕ. Пĕртен-пĕр элчĕ Тарпай чĕрĕ-сывă юлнăччĕ. Эпĕ вара унти пăлхар-тăвансемпе çыхăну тытас тата, аслă Купрат-патша пехилне манмасăр, византисемпе туслашас тесе Атăлпа карапсем ятăм, вĕсене Кавказа çитме, кайран Кустантина кайса хамăр çинчен императора пĕлтерме хушрăм. Карапсене сыхлама Аксупай карпуçа хушрăм. Вăл хăйпе пĕрле пин эккел илсе, чи чаплă çар карапĕпе Атăл тăрăх тухса кайрĕ. Анчах Кавказри тăвансем патне те, Кустантина та çитеймерĕ. Пирĕн карапсене хазарсем Атăл çинчех тапăнчĕç. Пирĕн эккелсем мĕн тери паттăррине пăхмасăрах, сăпсасем пек сĕкĕнчĕç вĕсем. Юлашкинчен вара, грексен вучĕпе усă курса, вĕсене çунтарса ячĕç. Эккелсем çуна-çуна е шыва путса вилчĕç. Чи маттур, чи паттăр эккелсем! Пин эккел! Чи чаплă икĕ тукçар!..
Тарăхнипе патшан сывлăшĕ пӳленчĕ. Вăл кăштах тăхтаса тăчĕ те, хазарсене юнанăн, чăмăрне çĕклерĕ. Чăмăрне силле-силле малалла калаçма тытăнчĕ.
— Çапла, питĕ пысăк хурлăх куртăмăр эпир аслă Атăл çинче. Пĕртен-пĕр Аксупай карпуçĕ кăна çăлăнса юлнă. Чăннине калатăп-и эпĕ, Аксупай? — терĕ аслатилле сассипе Алмас патша.
— Чăннине калатăн! — хирĕç хуравларĕ Аксупай. — Пирĕн çав юнлă хазарсене пĕтĕмпех, ним юлми тĕп тумалла!
— Тĕрĕс! Çавăнпа ĕнтĕ, вĕсене пĕтĕмпех, ним юлми пĕтерес тесе, эпĕ Багдат халифĕпе туслă пуласшăн.
— Мĕншĕн унпа туслашмалла вара пирĕн? — патша хăй сăмахне пĕтерсенех ыйтрĕ Урак. — Ăнлантарса парсамччĕ, аслă патша!
— Ăна та ăнлантарса паратăп, — тӳрех хуравларĕ патша. — Багдат халифачĕпе хазарсен хушшинче миçе çул ĕнтĕ вăрçă пырать. Халифатпа туслашса, эпир хазарсене хирĕç пĕрле кĕрешме пуларатпăр. Ку вăл пирĕн вăйсене пĕрлештерни пулать, эпир вăйлаланса кайнине пĕлтерет.
— Багдат халифĕ пире пулăшнăшăн пиртен мĕн ыйтать? — татах ыйту пачĕ Урак.
— Ун пирки эпĕ нимĕн те калама пĕлейместĕп-ха. Ку вăл пирĕн элчĕ халиф патĕнчен таврăнсан кăна паллă пулать. Халлĕхе çакна çеç калама пултаратăп: халиф хăйне пулăшма пултаракансем тупăннишĕн савăнмалла çеç. Пиртен нимĕн те ыйтмалла мар вăл.
— Хăйсен тĕнне, ислам тĕнне кĕртесшĕн пулать-и? — каллех ыйтрĕ Урак. — Исламсем вĕсем хăйсен тĕнне кăна сарасшăн. Пулăшасси вĕсен асĕнче те çук!
— Ун пирки эпĕ шухăшламан, — халăха мĕн кирлине пĕлсе тӳрех хуравларĕ Алмас. — Эпĕ элчĕсене тĕн пирки калаçма хушман, эпĕ хазарсене хирĕç пĕрле кĕрешесси пирки калаçма хушнă.
— Çапах та, ислам тĕнне кĕме ыйтсассăн?.. Вара эсĕ мĕн хуравланă пулăттăн?
— Калап-çке-ха: ун пирки шухăшламан эпĕ. Пире вăл кирлĕ мар. Пире халифатпа пĕрле тискер хазарсене хирĕç кĕрешни кирлĕ, — каллех паçăрхи сăмахсенех каларĕ патша. — Эпĕ вара çавна шута хурса, Багдат халифĕ патре элчĕсем ярас терĕм.
Урак та, Алмас та шăпланчĕç. Лаппа пуçтарăннă халăх та пĕр тапхăра нимĕн чĕнмесĕр, шухăша кайса тăчĕ.
— Тата мĕн те пулин ыйтасшăн-и эсĕ, Урак? — ыйтрĕ каппай, сăкăтсен шахчине куçран пăхса.
— Çук, — терĕ Урак. — Халĕ эпĕ халăх мĕн калаçнине илтесшĕн.
— Эппин, халăх мĕн калаçнине итлер! — хыттăн пĕлтерчĕ каппай.
Çавăнтах пуч тепĕр хут хыттăн кăшкăртса ячĕ. Керменрен патша астулне илсе тухрĕç те Алмас тăракан çĕре пырса лартрĕç. Патша хăй астулĕ çине ларчĕ.
Курултай пуçтарма ыйтнă çын хăйне ыйтусем панă чухне унăн ларма юрамасть. Пĕтĕм халăха хисеплесе, унăн ура çинче тăрса хуравламалла. Халĕ вара, халăх мĕн калаçнине астул çинче ларса итлемелле. Халĕ вăл — патша...
Калаçакансем нумайăн пулчĕç. Тем тĕрлĕ те калаçрĕç. Пĕрисем Алмаса Багдат халифĕ патне элчĕсем ямалла та пулман, исламсемпе пирĕн хутшăнмалла та мар, терĕç. Теприсем арабсемпе çыхăнни тĕрĕс, вĕсем пире хазарсемпе кĕрешес ĕçре пулăшма пултараççĕ, терĕç. Анчах пире вĕсен тĕнĕ кирлĕ мар, эпир ĕлĕкхи пекех аслă Танкăра пуççапса пурăнатпăр, терĕç. Виççĕмĕшĕсем вара ислам тĕнне тухсан аванрах пулмĕ-ши, терĕç.
Халăх калаçнине патша питĕ тимлĕн итлерĕ. Никама та калаçма чармарĕ, хушса сăмах та каламарĕ. Сăкăтсен шахчийĕ Урак вара питĕ хастар пулчĕ. Пушă сăмахсемпе çеç пакăлтатакансене чаркаларĕ те:
— Кирлине калăр-ха эсир, кирлине! — терĕ. — Е хăвăр мĕн сĕнме пултарнине калăр!
Урак çапла тикĕслесе пыни Курултая килнĕ çынсене кирлĕ ĕç пирки калаçма май туса пачĕ.
Хăйсем мĕн калаçнине патша питĕ тимлĕ итлени те халăха савăнтарчĕ. Çавăнпа вĕсем май çитнĕ таран ăслă шухăш калама тăрăшрĕç, кирлĕ сĕнӳсем пачĕç. Чăнласах та, Курултай пĕтĕм пăлхар халăхĕн аслă пухăвĕ пулса тăчĕ.
Çапла калаçсан-калаçсан, çапах та пурте пĕр чĕлхе тупрĕç те Багдат халифĕ патне элчĕсем янине хирĕçлес мар, анчах ислам тĕнĕ пирки калаçу тăвас мар, хазарсене хирĕç пĕрле кĕрешесси пирки калаçса татăлас тесе, пĕр саслăн пулса йышăнчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...