Ытама кĕреймен юрату :: Çĕнĕ кĕпе
Хапхаран шакканă сасăпа вăранса кайрăм.
— Тятти, авăн çапма каймалла! Анюк улăм туртма лаша кӳлтĕр, — илтĕнчĕ бригадир сасси.
Эпĕ вырăн çинчен йăпăр-япăр сиксе тăтăм. Эх? паян та колхоз урапине кăлтăртаттарма тивет. Хамăн пуçри шухăш та кустăрма пекех çаврăнать, ăш вăркать. Çĕр каçа ĕмĕтленнине пурнăçламаллах. Хĕр шутне кĕтĕм — вăййа тухма юрăхлă çи-пуç кирлĕ. Çакăн пирки аннепе калаçса пăхас терĕм.
— Апи, ман пĕр лайăх кĕпе те çук, — терĕм майлă вăхăт тупса.
— Пĕлетĕп, Анюк. Хĕле кĕрсенех сана валли пир кăнтарăпăр. Сӳсрен арласа тĕртни кӳпчемрех. Ку чухнехи хĕр упраç çитсă-пурçăнран çĕленĕ кĕпе-саппун кăмăллать. Çавăнпа та шур çипрен тĕртĕпĕр, — килĕшрĕ анне.
— Мĕнле шур çипрен пир тĕртеççĕ тата? — тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ.
— Лешкасри Якур вăрттăн-карттăн çип сутса çӳрет тет. Çĕр мамăкĕнчен арланăскерне. Тĕрки-кăшкарĕпех туянма пулать тет. Клати кин çавăнтан питĕ селĕм пир тĕртнĕ. Çитсă пекех. Пĕтĕм кил-йышне тумлантарнă. Пĕчĕк Ленук шкула чупать. Çийĕнчи кĕпине килте тĕртнĕ пиртен çĕленине никам та пĕлмест тет. Эпир те çавăн пек çип туянăпăр...
— Çĕр мамăк çиппине ăçтан тупаççĕ-ши?
— Шупашкарта пир-авăр тăвакан хапрăк пур тет. Пысăкскер. Çавăнтан илсе килме май тупнă пулинех Якур, — ăнлантарчĕ анне.
— Тăхта-ха, апи, Шупашкартах хăватлă машинăсемпе пир тĕртеççĕ пулсан, пирĕн мĕншĕн хĕл каçиччен авалхи пир станĕпе аппаланса лармалла-ха? Кĕпелĕх пусма туянмалла çеç.
— Ах, Анюк, пасар пирĕ хаклă. Туянаймăпăр.
— Эпир кулленех ĕçлетпĕр-çке, — кăмăлсăрлантăм эпĕ.
— Тутуна тăсса ан тăр! — сассине хăпартрĕ анне. — Кĕрхи ĕçрен пушансанах сан валли пир тĕртĕпĕр. Вăййа тухмалăх та, туй парнилĕх те тум-юм хатĕрлĕпĕр. Эпĕ халь авăн çапма каятăп. Санăн лаша кӳлмелле. Илтрĕн пуль?!
Анне ун-кун çӳрекелерĕ: «Эх, çемьере хĕр ан çуралтăр тенĕччĕ. Пĕри пулчĕ-пулчех», — тесе мăкăртатрĕ те тухса кайрĕ.
Пӳртре пĕччен юлсан шухăша пуnрăм. Чăнах та, эпĕ çемьере пĕртен-пĕр хĕр, ыттисем — ывăлсем. Аннен, Микулай патша саманинчех çуралнăскерĕн, астăвăмĕнче мĕлке-ухватлă хĕрарăм сăнарĕ тарăна кĕрсе юлнă пуль. Çавăнпа вăл халĕ те (унтанпа пурнăçра пысăк улшăнусем пулнă пулин те) хĕрне кӳрентерме пăхать. Тепĕр тесен, ашшĕ-амăшĕ ачисене ăнланайманни — ĕмĕрхи ыйту.
Эпир те аннепе иксĕмĕр пĕр-пĕрне ăнланаймарăмăр. Мана вăййа тухма çĕнĕ кĕпе халех кирлĕ-çке. Аннепе килĕшсе ларсан — çур çул кĕтмелле. Мĕн тумалла-ха?
Палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçа кĕртме хăнăхнă эпĕ. Анне çапла вĕрентсе ӳстернĕ. Çавăнпа та паян тумалли ĕçе ырана хăварас мар терĕм, колхоз правленине кайрăм. Ĕçленĕшĕн укçа ыйтма. Тăрăшнине кура тупăшĕ те пулмаллах. Кашни кунах ывăниччен ĕçлетпĕр-çке.
Председатель вырăнтах пулчĕ.
— Миçе ĕç кунĕ тунă-ха Анюк? — ыйтрĕ вăл счетоводран эпĕ мĕн сăлтавпа пынине пĕлсен.
— Виççĕр çирĕм. Тантăшĕсенчен пуринчен те маттуртарах ĕçленĕ, — пĕлтерчĕ Петĕр пичче.
— Ĕçчене чыс та мухтав, — саламларĕ мана колхоз пуçлăхĕ. — Анчах, йăмăкăм, сана пăшăрхантарма тивет. Кăçалхи ĕç кунĕсемшĕн колхозниксен хушшинче укçа валеçесси иккĕленӳллĕ. Ку ыйтăва халех татса параймастпăр.
Пусăрăнчăк кăмăлпа тухрăм правленирен. Эх, колхоз урапи, нишлĕх енне кусатăн-çке. Ĕçчене хаклама — ĕç кунĕ, пархатар вырăнне — курпун. Çулталăк ĕçлесе те уяв кĕпи çук. «Пурнăç йĕркине улăштармаллах, кунашкал пурăнма юрамасть», — çакăн пек шухăшпа авăрланса утрăм колхоз картине лаша кӳлме.
— Апи, элĕ урăх ĕçе каясшăн, — терĕм аннене каçхине киле таврăнсан.
— Мĕнле ĕç тупăнчĕ тата?
— Пир тĕртме каятăп.
— Ăçта?.. Пир тĕртме? — тĕлĕнчĕ анне.
— Пир тĕртме çав. Хитре çитсă-пусмана Шупашкартах тĕртни çинчен хăвах пĕлтертĕн-çке. Лару-тăру улшăнать. Пурте пирĕн пек кивĕ пир станĕсемпе муталанса ларсан пир-авăр комбиначĕ мĕн тума кирлĕ? Якур пеккисене ялтан яла çип хутăрĕ сутса çӳреме-и?..
Анне ман çине ыйтуллăн пăхрĕ, унтан:
— Пурнăçра пысăк утăмсене васкаса тумаççĕ, Анюк. Тата туса курман мерешкене çавăрттарма мехел çитерĕн-и? — тесе ыйтрĕ.
— Çын туман ĕç çук тесе хăв калаттăнччĕ-çке. Вĕренетĕп.
— Çĕнĕ саманан хĕççи-пирри çĕнĕлле çĕмĕрттерет. Эпĕ сана текех чарса çитерес çук. Хăв пĕлнĕ пек çӳре эппин, — терĕ те анне урăх нимĕн те шарламарĕ.
Ырă çынсем пулăшнипе эпĕ кĕçех паспорт, Шупашкар прописки тутартăм, пир-авăр комбинатне, пир тĕртмелли цеха ĕçе вырнаçрăм. Цивилизаци кустăрми çын ырлăхĕшĕн çаврăнтăр. Эпĕ — пир-авăрçă. Текех колхоз урапине мар, аталану кустăрмине кĕрлеттеретĕп. Çĕнĕ кĕпесĕр яла таврăнмастăп.
Ĕçе пуçăнасси кăна — пуçăнсан каять вара. Вун-вун ăсаллă, хăватлă пир станĕ мана пăхăнать. Пасар пирĕ чĕркемĕн-чĕркемĕн çаврăнса тухать. Такам валли те çитĕ.
Акă эпĕ пĕрремĕш ĕç укçи илтĕм. Нухрат пулсан нушаран тухасси ним те мар. Ĕнтĕ манăн çĕнĕ кĕпе те пур, ытти-хытти пурлăх та пуçтарăнчĕ. Канмалли кун яла таврăнтăм. Паллах, Лявуçпа тĕл пулас ĕмĕтпе. Анчах ĕç-пуç яланах ĕмĕтленнĕ пек пулса пымасть иккен. Лявуç салтака кайнă текен хыпар илтĕм. Кĕтнĕ тĕлпулу пулмарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...