Кĕмĕл кĕпер :: Таркăн
Таркăн çуле такăр мар çав...
Авалхи чăвашсем калани.
Тарса хăтăлалсса шутламанччĕ те Парăç-Пăрăнтай. Ара, ăçтан кăна сиксе тухрĕ-ха çав пӳтсĕр Ылттăнпик? Капет каларĕ-çке-ха ĕнтĕ, Ылттăнпик вилнĕ тесе, ăна Ресан хули масарне пытарнă тесе!.. Юрать-ха, çапах та пуçне çăлса хăварчĕ Парăç-Пăрăнтай. Учĕ пулăшрĕ темелле-и Парăç-Пăрăнтайăн?.. Ылттăнпик эккелĕсенчен тарса, вăл пысăк мар вăрмана кĕчĕ. Те темĕн çине таянса, те малти урипе пĕр-пĕр пурăш шăтăкне анса кайса, Парăç-Пăрăнтайăн учĕ кукленсе ларчĕ. Çакна кĕтмен Парăç-Пăрăнтай вара учĕ çинчен сирпĕнсе кайса шĕшкĕ тĕмисен хушшине ӳкрĕ те тăнне çухатрĕ. Чылай çапла выртнă пулас вăл. Çĕрле кăна тăна кĕчĕ. Кайран та нимĕн ăнланаймасăр шĕшкĕ тĕмисен хушшинче самаях выртрĕ. Вăл тăна кĕнĕ çĕре ку таврара никам та çукччĕ ĕнтĕ. Ылттăнпик эккелĕсем те ăна тупаймасăрах каялла кайнă. Учĕ те çук... Ăна, ахăртнех, йĕрлекенсем хăйсемпе пĕрле илсе кайнă пулас.
Шĕшкĕ тĕмисен хушшинчен тухнă хыççăн Парăç-Пăрăнтай ӳкнĕ ватă юман çине ларчĕ те малалла мĕн тумалли пирки шухăшлама тытăнчĕ. Хулана каялла кайма юрамасть унăн. Пăлхар ялĕсене те халь тин ĕнтĕ кĕме юрамасть. Ылттăнпик çыннисем ăна, акă, çутăлсанах тепĕр хут пĕтĕм таврашĕпех шырама тытăнаççĕ. Эппин, пĕртен-пĕр çул унăн — тухăçалалла, Батый-хан патне... Сасартăк Парăç-Пăрăнтай ӳчĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Пайцза упранса юлнă-и-ха унăн? Ăна вăл мĕн алла тытнă кунранпах, питĕ çирĕп çиппе тыттарса, мăйĕнчен çакса янăччĕ. Турра шĕкĕр!.. Пайцза упранать. Эппин, тухăçалла монголсем патнелле уншăн çул уçă. Анчах çуран инçе каяймастăн. Ут тупас пулать!.. Тискер кайăксенчен сыхланма юрать-ха çумĕнче анкарĕ упранса юлнă. Çапах та унпа кăна çителĕксер тесе шухăшларĕ те Парăç-Пăрăнтай чи малтан хăй валли юлташ, çирĕп кăна чукмар тăвас терĕ. Акă, юнашарах çамрăк вĕрене ӳсет. Çавна тĕпĕ-тымарĕпе хайăрттарса кăларчĕ. Чăнах та, кунтан пите меллĕ чукмар пулать. Çамрăк вĕренен тураттисене, унтан ытлашши кайнă тымарĕсене анкарĕпе касса, Парăç-Пăрăнтай çирĕп чукмар турĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн икĕ кăрал пур — анкар тата чукмар. Эппин, çула тухма та юрать.
Ун-кун пăхкаласа, çăлтăрсемпе виçсе, Парăç-Пăрăнтай мальен хăш енче иккенне пĕлчĕ. Вара, нимле сукмак та шырамасăр, чăтлăхсем витĕр, упа пек çав еннелле кайма тытăнчĕ.
Аякран-аякран кăвак çутă килет. Çуллахи вăрман çине кăвак урхамах сăнĕ çапрĕ. Çавăнпа хавхаланса, хăй ырă-сывă пулнăшăн турра тав туса, таркăн тухăçалла утрĕ те утрĕ. Сасартăк вăл сĕм вăрманта хăйпе юнашарах такам таплаттарса пынине асăрхарĕ. Çавăнтах хайхискер сулахай хулпуççийĕ çине хунă чукмарпе аллине тытрĕ те хĕвĕнчен анкарне туртса кăларчĕ:
"Кам ку?.. Этем-и е пĕр-пĕр тискер кайăк-и?", — шухăшласа илме ĕлкĕрчĕ тата çав хушăрах.
Кавле-кавле, çула май тутлă çулçăсене çырта-çырта юнашар уçланка пысăк мăйракаллă пăши тухрĕ. Çак сĕм вăрман варрине килсе тухнă темле çынран пĕрре те хăрамасть иккен вăл. Калăн çав, пăши çак çын таркăн иккенне пĕлет тейĕн.
— Ух-х, юрать-ха упа мар! — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ те Парăç-Пăрăнтай ним айăпсăр мăнтарăна чукмарĕне юнаса илчĕ. — Асту, тепĕр чухне пулсан!..
Чăнах та, унăн çак пăшипе ун-кун аппаланса тăма вăхăчĕ çук. Тепĕр чухне пулсан вăл çак нимĕнрен хăраман пăшие, паллах, хăйĕнчен култарас çукччĕ.
Парăç-Пăрăнтай çапла хăй тĕллĕн калаçа-калаçа, чукмарне каллех хулпуççийĕ çине хучĕ те малалла утрĕ. Анчах хальхинче вара анкарне аллинчен вĕçертмерĕ.
Чылай кайрĕ-и вăл, сахал-и, сасартăк таркăн çын хăйне такам çивчĕ куçпа сăнаса пăхнине çап-çурамĕпе туйса илчĕ. Кам пулма пултарать вара вăл? Хăй пекех таркăн çын мар пуль те? Е каллех пĕр-пĕр тискер кайăк-и? Сасартăк Парăç-Пăрăнтай шарт! сикрĕ. Ара, унпа юнашар, ун çине выçă куçĕпе пăхса, кашкăр чупса пырать иккен.
— О-о, Пихампар, о-о, мĕнпур чĕрĕ пурнăçа сыхлакан аслă турă, хăв йыттуна чарах! — чарăнса тăрса кăшкăрса ячĕ таркăн сĕм вăрмансенче пурнакан пăлхарсен йăлипе.
Пихампар — менпур чĕрĕ чуна сыхлакан, тискер кайăксене пăхса тăракан аслă турă, тĕнче хуçин Танкăрăн шăллĕ. Ваттисем каланă тăрăх çапла каласанах вăрман чăтлăхĕнчен шурă кашкăр пулса Пихампар сиксе тухмалла та сăрă кашкăра пĕччен этем патĕпчен хуса ямалла. Анчах Пихампар таркăн çын сăмахне илтмерĕ пулас, чатлăхран нимле шурă кашкăр та сиксе тухмарĕ, сăрă кашкăра хуса ямарĕ.
Этем чарăннине курса, юнашар пыракан сăрă кашкăр та тăпах чарăнчĕ. Парăç-Пăрăнтайпа кашкăр темиçе самант хушши пĕр-пĕрин çине çивчĕ куçĕсемпе пăхса тăчĕç.
"Тапăнаймасть! — шухăшласа илчĕ юлашкинчен Парăç-Пăрăнтай — Ман алăра тимĕр пуррине пĕлет. Тимĕр шăрши кашкăра хăратать"
Чăнах та, ку кашкăр пурнăç мĕнне чухлаканскер пулчĕ курăнать. Вăл выçă куçĕсемпе пĕр тапхăр çын çине, унтан унăн сылтăм аллинчи çутă анкарĕ çине пăхса илчĕ те хăйне валли урăх апат шырама чăтлăхалла кĕрсе кайрĕ.
Парăç-Пăрăнтай вара васкамасăр малалла утрĕ.
Самаях çутăлса çитрĕ ĕнтĕ. Хĕвел тӳпене хăпарчĕ. "Шыраççĕ-ши, шырамаççĕ-ши мана? — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Парăç-Пăрăнтай пуçĕнче. — Шыраççĕ пулсассăн вăрманта та шыраççĕ-ши вара? Е ял-хуласенче çеç тустарса çӳреççĕ-ши?"
Хăйĕн виллине тупайман хыççăн урса кайнă Ылттăнпик нукерĕсем ăна пур çĕрте те шырама тытăнасси пирки Парăç-Пăрăнтай пĕрре те иккĕленмерĕ. Эппин, унăн халлĕхе çак хăйне пытаракан вăрмантан тухмалла мар-ха.
Сасартăк Парăç-Пăрăнтай хăй çав тери выçса çитнине туйрĕ. Ара, ĕнер ирхине кăшт çикеленĕренпе вăл ăшне пĕр чĕптĕм те апат яман-çке-ха! Анчах та çумĕнче унăн нимĕнле апат та çук... Çакна астуса, таркăн вара сĕм вăрманта çырла шырама тытăнчĕ. Акă, хурăн çырли уçланки!.. Епле хĕп-хĕрлĕ. Пиçсе çитнĕ. "Та-ат! Мана та-а-ат!" тесе йыхăраççĕ пек çырлисем.
Çак çырлана ывăçĕ-ывăçĕпе тата-тата чăмламасăрах çăтма тытăнчĕ Парăç-Пăрăнтай. Çирĕ те çирĕ, çирĕ те çирĕ... Юлашкинчен тутлă çырла та йӳçĕ пек туйăнма тытăнчĕ ăна. Юрать-ха, хырăм выççи чакрĕ. Халĕ ĕнтĕ малалла та кайма юрать. Питĕ аван пулчĕ-ха. Ваттисем тĕрĕсех калаççĕ — çуллахи вăрман такама та тăрантарать.
Сасартăк Парăç-Пăрăнтай тĕмсем хыçĕнче темĕнле тĕксĕм сарă япала асăрхарĕ. Темĕнле чĕрчун... Ара, ку тилĕ-çке!.. Хайхискер тĕмсем хушшинчен уçланка чупса тухрĕ те йĕри-тавралла пăхса чарăнса тăчĕ, унтан Парăç-Пăрăнтая асăрхарĕ те пĕр кĕвĕллĕ чуппипе ун ениелле киле пуçларĕ.
"Мĕн амакĕ ку? — тĕлĕнчĕ Парăç-Пăрăнтай. — Ара, тилĕ этемрен хăрамасть пулать-и?.. Мана тапăнасшăн мар пуль те?.. Тăхта-тахта, тилĕ çынна тапăнма пултарни ĕмĕрне те пулман..."
Сасартăк Парăç-Пăрăнтай хăй çинелле ниме пăхмасăрах килекен тиллĕн çăварĕнчен пĕр вĕçĕмсĕр сĕлеки юхнине асăрхарĕ.
"Ара, ку урнă тилĕ-çке!" — тавçăрса илчĕ хайхискер.
Хăшпĕр çул çапла тилĕсем урни, тĕрлĕ чĕрчунсене тапанни çинчен илтнĕ Парăç-Пăрăнтай. Ак япала! Кĕтмен инкек! Парăç-Пăрăнтай çурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Паллах, вăл урнă тилле ним те мар анкарĕпе чиксе пăрахать. Анчах ку хушăра тилĕ ăна çыртма пултарать. Ку вăл чĕр вилĕм пулать. Урнă тиллĕн пĕрчĕ сĕлеки кăна лектĕр, вара хăй те çав тилĕ пек пулса каясса таркăн çын питĕ лайăх пĕлет. Эппин, унăн тилле хăй çывăхне ямалла мар, аякранах çапсă ӳкермелле. Пĕртен-пĕр чукмар çеç çăлма пултарать Парăç-Пăрăнтая!. Парăç-Пăрăнтай анкарне часрах йĕннине чикрĕ те вăрăм авăрла чукмарне ик аллипе тытса хăй çинелле килекен тилле пăха пуçларĕ. Çапла, хăй çывăхне ямалла мар ăна. Акă, тилĕ çывăхрах. Вунă утăм юлчĕ, сакăр утăм, çичĕ утăм, пилĕк утăм, виçĕ утăм... Мĕнпур вăйне пухса, Парăç-Пăрăнтай тилле хăйĕн вăрăм чукмарĕпе сылтăмран сулахаялла çапрĕ. Урнă тилĕ çавăнтах вылямалли мечĕк пек таçта çитиех сирпĕнсе кайрĕ те, çывăхри: хыр çумне пырса çапăнса, çĕре йăванса анчĕ. Хускалать-и-ха вăл тесе, Парăç-Пăрăнтай хăй вырăнĕнчех пĕр саманта ниçталла сикмесĕр тăчĕ. Çук, тилĕ урăхран йăшăл та тумарĕ.
Çамки çине тапса тухнă тарне çанни вĕçĕпе шăлса илсе, Парăç-Пăрăнтай хăйне çак чукмара тума ăс çитернĕшĕн мухтаса илчĕ. Чăнах та, атту урнă çын пулса, таçта никам пĕлмен çĕрте çапкаланса вилме лекетчĕ унăн!..
Сывлăш çавăрса илес тесе, таркăн çын çырла çине вырăнтах çĕр çине ларчĕ. Сасартăк хайхискер хăй питĕ ывăннине туйса илчĕ. Çапла, кăштах та пулин канса илмелле унăн. Унсăрăн инçетех кайма пултараймасть. Мĕн тумалла? Ăçта пытанса кăштах тĕлĕрсе илмелле?.. Çĕр çинче юрамасть. Сисместĕн те, пĕр-пĕр тискер кайăк çăварне лекме пулать. Эппин, эппин, пĕртен-пĕр çул юлать — йывăç çине хăпарса пысăк турат çине ларса тĕлĕрсе илмелле. Çапла шухăшларĕ те Парăç-Пăрăнтай хăйне килĕшӳллĕ лаштра йывăç шырама тытăнчĕ. Çук, уçланкă çумĕнче юрамасть, шаларах, чăтлăха кĕрес пулать. Уçланкă хĕрринче асăрхама пултараççĕ. Çак шухăша хăйне ĕнентерсе, таркăн вăрмана кĕчĕ те пĕр лаштра та кутамас юмана куçларĕ. Акă, çак йывăçăн çӳлерехри туратти çине хăпарса ларсан, çулçăсем хушшинче ăна никам та асăрхас çук. Анчах тĕлĕрсе кайсан ӳкме пулать.
Параç-Пăрăнтай çамрăк çăка касса хăйне валли кантăра турĕ те хай куçланă юман çине хăпарса питĕ меллĕн вырнаçса ларчĕ, ӳкесрен вара хăйие çирĕп кантрапа вуллинчен çыхса хучĕ.
* * *
Нумай çывăрнă-и, сахал-и — Парăç-Пăрăнтай куçне уçрĕ те телĕнсех кайрĕ. Ара, каç пулма тытăннă.
Каç пулса çитиччен сĕм вăрмантан тухас тесе, вăл йывăç çинчен анче те васкасах хăй палăртнă еннелле кайма тытăнчĕ.
Çапла хăй ним пĕлмесĕр пырса кĕнĕ вăрман хĕррине тухнă тĕле каç сĕмлĕхĕ самаях çĕр çине ӳкнĕччĕ ĕнтĕ. Кутамас йывăç хыçне пытанса, Парăç-Пăрăнтай тавралăха сăна пуçларĕ... Акă, сăрт айлăмĕнче ял ларать. Тусан çĕклесе, вăрман çумĕнчи улăха ут кĕтĕвĕ анать.
"Ут кирлĕ! — пуçне шухăш пырса çапрĕ таркăнăнне. — Унсăрăн эпĕ ĕмĕрне те монголсем патне çитейместĕп!"
Вара хăйне валли апатлăх кайăка куçлакан çӳлевĕç пек ут кĕтĕвĕ ку еннелле килнине сăнама тытăнчĕ.
Меллĕ самант час тупăнмарĕ. Çуллахи шăрăхра аптранă утсем улăха çитсенех пĕр-пĕринчен ытла уйрăлмасăр вăрăм курăка васкасах çиме тытăнчĕç. Кĕтӳçисем виççĕн. Вĕсем вăрмантан инçетерех çырма хĕррине вут-шанкă пуçтарчĕç те кăвайт чĕртрĕç, виççĕш те ун тавра ларса, хăйсем хушшинче тем калаçу пуçларĕç.
Утсене сыхлама кĕтӳçсем хăйсемпе пĕрле икĕ йытă илнĕ иккен. Анчах вĕсем те кунĕпе чупса çӳресе ывăннă пулас. Ун-кун чупкаласа çӳресе, ячĕшĕн тенĕ пек пĕрре-иккĕ вĕрем пекки туса илчĕç те хуçисем çумне пырса выртрĕç.
* * *
Чылайран кăна меллĕ курăк çисе тăраннă утсем тулхăра-тулхăра улăх тăрăх сапаланса кайса тытăнчĕç. Çакна кĕтнĕччĕ те Парăç-Пăрăнтай. Акă, пĕр вăрăм ураллă хитре тимĕр-кăвак ут тулхăра-тулхăра ун патнех çывхарчĕ. Ара, ку пĕр кĕтӳçĕн учĕ пулчĕ пулас. Ун йĕнерне те хывман, чĕлпĕрĕ те хăй çумĕнчех, сĕтĕрĕнсех пырать. "Пĕр-пĕр çамрăк кĕтӳç ĕнтĕ, — шутласа илчĕ Парăç-Пăрăнтай. — Ниме те чухламанскер... Ара, кĕтӳç утне те кантармалла. Çапла чĕлпĕрне хывмасăрах яма юрать-и вара?.."
Çавăнтах тата çакă хăйне питĕ юрăхлă пуласса чухларĕ. Ара, çак ута тытсан вара ăна урăх нимĕн те кирлĕ мар!..
Вăл хуллен пăшăлтата-пăшăлтата юнашарти çырмара шыв ĕçекен ут-урхамах патне тухрĕ.
— Но-но, ан хăра, ан хăра! — хуллен пăшăлтатрĕ. — Вăт, вăт, ан тар манран, ан тар...
Шыв ĕçекен ут хăй патнелле пыракан çын çине çаврăнса пахрĕ те тарăннăн тулхăрса илчĕ, анчах вырăнĕнчен те сикмерĕ. Парăç-Пăрăнтая çакă çеç кирлĕччĕ, вăл хăвăрт-хăвăрт ярса пусса шыв ĕçекен утăн чĕлпĕрне алла тытрĕ. Хăйне çапла ăннине вĕçне çитиех ĕненмесĕр шыв ĕçекен ута пăшăлтата-пăшăлтата çыраналла çавăрса тухрĕ те йĕнер пускăчи çине пусса вăштах кăна утланса ларчĕ.
— Атя-ха, малтан вăрман хӳттипе каяр, — пăшăлтатрĕ вăл халь ĕнтĕ хăй учĕ пулса тăнăскере йывăçсен хушшинелле уттарса: — Атя, атя, хулленрех, хулленрех!.. Халь ĕнтĕ, акă, çак уçланкăран иртсен сиккипе кайма та юрать...
Кăвайт çывăхĕнче, хуçисем çумĕнче выртакан йытăсем сасартăк урисем çине сиксе тăчĕç. Ахăртнех вĕсем ут ури сассине илтрĕç пулас. Пĕрре-икке вĕрсе илчĕç те Парăç-Пăрăнтай кĕрсе кайнă еннелле ыткăнчĕç. Анчах вăрман хĕррине çитсессĕн чарăнчĕç, хуçисемсĕр шала кĕмерĕç.
Парăç-Пăрăнтай вара, Çӳлти Турра тав туса, сиккипе те сиккипе тухăçалла вĕçтерчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...