Шурă акăш çулĕ :: Чăваш çĕршывĕ
1
Шупашкар карманĕ çунса кайни çинчен хыпар пĕтĕм таврара хăвăрт сарăлчĕ. Паллах, хальлĕхе чăваш-пăлхарсен уйрăм патшалăх çук, çапах Шупашкар вĕсен пĕртен-пĕр хули, çавăнпа нумайăшĕ ăна тĕп хула вырăнне йышăнса пурăнать. Анчах шупашкарсем хăйсем пушар хыççăн мĕн шутлаççĕ-ши? Шупашкара тĕп хула туса чăваш ханĕн унта куçма пулĕ-ши? Çакна пĕлмешкĕн Юсуф хулана хăйĕн чи ăслă, такампа та япшар калаçма пултаракан çыннисене ячĕ. Тĕпчевçĕсем унта темиçе кун пурăнса таврăнчĕç, анчах хăйсен ханне нимĕнпех те савăнтараймарĕç. Вĕсем каланă тăрăх Шупашкарта пурăнакансенчен нумайăше чăваш-пăлхар патшалăхне туса хума хирĕç мар. Анчах ку шухăшпа килĕшменнисем те, вырăссен хӳттине кĕме хатĕррисем, чылай иккен. Пушар хыççăн кун пирки хулара курултай та ирттернĕ, анчах унта пĕр чĕлхе тупайман. Курултай ĕçне Чулхула вайпучĕн çыннисем те хутшăннă-мĕн. Вĕсем вырăс патшалăхĕ мĕнле сарăлса пынине кăтартакан ӳкерчĕк илсе килнĕ пулать. Çав ӳкерчĕке ĕненсен, таврара чăнах та Руçран пысăкрах патшалăх çук пулса тухать. Тата вайпут çыннисем вырăс патшалăхĕн çарĕ çав тери вăйланса пыни çинчен каласа тĕлĕнтернĕ. Вырăс çарăçĕсем халĕ тарпа та усă курма тытăнаççĕ иккен. Вĕсен аякка пемелли пищаль текен япала пур тет. Пищалĕ чул катăкĕсене ухă йĕппинчен темиçе хут аяккарах ывăтать тет, апла пулин те çав катăксем çывăхри çынна вилмеллех, аяккарахрине амантмаллах пырса çапаççĕ тет. Малашне çав пищальпа тăхлан татăкĕсене пеме тытăнаççĕ тет. Вĕсем вара çын ӳтне аякран та ухă йĕппи пекех шăтарса кĕреççĕ имĕш.
— Вара мĕн? — чăтăмсăррăн ыйтрĕ Юсуф хулана кайса килнĕ çынсем çак тĕлте калама чарăнсан.
Ну... Хула çыннисенчен нумайăшĕ çавнашкал вăйлă патшалăх хӳттине кĕни лайăхрах тесе шутлаççĕ, эпир хамăр тĕллĕн унашкал патшалăх туса хума пĕрех пултараймăпăр теççĕ.
— Ма пултараймăпăр? — хутшăнчĕ калаçăва Керим. — Эпир, пăлхарсем, тар хăвачĕ çинчен илтмен çынсем мар. Ăна китайсем ĕлĕкех шухăшласа кăларнине пире атте ачаран каласа ăнлантарнă. Пĕр-пĕр япалана çав тарпа аякка мĕнле ывăтмаллине те эпĕ аванах чухлатăп. Пищаль мĕнне эпĕ хальлĕхе пĕлместĕп, анчах çав чул катăккинех пăрăха чиксе, пăрăхĕнче тар тивертсе ярсан, вăл чăнах та питĕ аякка сирпĕнет. Пăрăхне пысăкраххине илсен, тарне нумайрах хурсан унпа чул катăкки кăна мар, самай сулмаклă чул муклашки те ывăтма пулать. Пирĕн пăлхар тимĕрçисем çавнашкал хатĕр ăсталама тытăннăччĕ ĕнтĕ, вĕсене чул катăккисемпе еплерех тĕл пересси кăна шухăшлаттаратчĕ. Ара, унсăрăн аякка ывăтнинчен усси сахал. Эпир ку ĕçе малалла аталантарăпăр, вырăссен пищалĕнчен вăйлăрах хатĕр туса хурăпăр.
— Анчах эпир тимĕр пăрăх ăçтан тупăпăр? — иккĕленчĕç çынсем.
— Ара, эсир мантăр-им? — хĕрсе кайрĕ Керим. — Эпир, пăлхарсем, тĕнчере пуринчен малтан чукун шăратма тытăннă. Тимĕр-хурçă шăратас енĕпе те пирĕн ăстасем никамран кая юлман.
— Вăл çапла та-ха, халĕ ку тĕлĕшпе ĕçлеме пултаракансем пур-и пирĕн хушăра? — пĕрех иккĕленме пăрахмарĕç çынсем. — Патшалăха вара унашкал ăстасем питех те кирлĕ. Çар хатĕрĕсемсĕр пуçне тимĕрпе чукунран кулленхи пурнăçра усă курмалли япаласем те нумай тума пулать-çке.
Хăйне евĕр çак канашлура Эпеç те пурччĕ. Вăл панă сĕнӳ иккĕленĕве пăртак йăштарчĕ пек.
— Урал тăрăхĕнчи пăлхарсем хушшинче эпĕ унашкал ăстасене нумай пĕлетĕп. Кирлех тĕк унта кайса килĕп, хăшне-пĕрне кунта куçса килме илĕртĕп, — шантарчĕ вăл.
Çапах унăн сăмахĕсем пурне те лăплантараймарĕç. Ютран халăха кирлĕ чухлĕ ăстасем кӳрсе килеймĕн, пирĕн унашкал çынсем хамăрăн та пулмалла терĕç вĕсем. Кунта маларах Хасан ханпа куçса килнĕ чăвашсем хушшинче вара тимĕр-тăмăр ăстисем питех те сахал. Çитменнине эпир ку таранччен çĕр ĕçĕпе те сунарпа тăранса пурăннă, çавăнпа тимĕр ĕçне питех аталантарман.
Ку тĕрĕсех ĕнтĕ.
— Чимĕр-ха, — каллех калаçăва хутшăнчĕ Эпеç. — Эпĕ кунта килнĕ чухне çул çинче çĕршер çын курнă. Аслă Пăлхар хулинчен тухса тарнисене. Чăннипе вĕсем, тен, пиншер те пулнă. Хулана çунтарса янă пирки вĕсенчен нумайăшĕ, ман шутпа, унта каялла таврăнмĕç. Тен, çавсене шырамалла? Тен, вĕсенчен нумайăшĕ çывăхрах, Сĕве ку енчех пурăнать? Вĕсен хушшинче темле ăста та пулма пултарать.
Чăнах та ăслă шухăшсем калать çав Эпеç. Ара, Аслă Пăлхартан, паллах, Сĕве ку енне те сахал мар çын тарса килнĕ. Анчах вĕсем халĕ ăçта, мĕн туса пурăнаççĕ? Çакăн пирки Юсуф хан хăй нимĕн калама пултараймасть тесен те юрать. Унăн вара хăйĕн улусне тата патшалăх пулас тăрăха лайăх пĕлмелле.
— Акă мĕн, — терĕ Юсуф сӳтĕве тăрласа, — чи пирвай пирĕн хамăр çывăхри чăваш тăрăхне те пулин тĕпчесе тухмалла. Кам пурăнать çывăхра, мĕн ĕç тăвать, Аслă Пăлхартан куçса килнисем пур-и вĕсен хушшинче тата камсем, мĕнле шухăш-кăмăллă этемсем вĕсем? Çавăнпа пĕрлех тавралăха та лайăх тĕпчемелле. Хальхи лару-тăрăва шута илсе эпир Шупашкартан тĕп хула çывăх вăхăтра тăваймассăн туйăнать. Шел. Тĕп хула вара кирлех, унсăрăн патшалăх йĕркелес пирки шухăшлама та кирлĕ мар. Çавăнпа пирĕн пулас хула вырăнне тупса палăртмалла. Керим, шăллăм, ку ĕçе эпĕ сана хушасшăн. Хула мĕнле вырăнта пулмаллине эсĕ, çар çынни, пуринчен аванрах чухлатăн. Тата эсĕ манăн чи çывăх пӳлăшуçă. Эппин çывăх вăхăтрах çула тухма хатĕрлен. Хăвăнпа пĕрле чи шанчăклă çынсене ил. Кам пĕлет, темле халăх çӳрет сĕм вăрманта...
Çапла татăлчĕç вара.
Керим эрне хушшинче вуникĕ çынран тăракан ушкăн пухрĕ. Унта çарăçсемсĕр пуçне лаша таканлакана, йĕр йĕрлеме ăста сунарçă тата, хăй ыйтнипе, Пинеслуна кĕртрĕç. Хăшĕсем çул çинче пире хĕрарăм кирлĕ мар теме пăхрĕç те хĕр вĕсене эпĕ сире апат хатĕрлесе, тумтир çуса парăп тесе илĕртрĕ. Керим вара ăна та ушкăна йышăнчĕ. Тĕрĕссипе унăн Пинеслуна çумра курас килчĕ. Темшĕн-çке çак туйăм ăна юлашки вăхăтра ытларах та ытларах тыткăнлать.
2
Çула ирпе ирех тухрĕç. Эпеç сĕннипе Керим пирвай хăйсем Аслă Пăлхартан килнĕ чухне Сĕве урлă каçнă çĕре çитсе курма шут тытрĕ. Ара, вĕсен йышши таркăнсем шăпах çав каçмаран тĕрлĕ еннелле сапаланса кайрĕç. Вĕсем мĕнле те пулин йĕр хăварнах. Тата, паллах, тăван çĕршывĕпе çыхăну тытма пăрахманнисем те пурах. Эппин юханшыв урлă халĕ те каçса килкелеççех. Çын çӳрекен çул пуçламăшне палăртсан çыннисем пурăнакан вырăна та тупма çăмăлрах.
Кĕçех самай такăрланă ут çулĕ çине ӳкрĕç. Курăр-ха, халăх ку таврара йышлансах пырать иккен. Çулĕ шăпах леш каçма еннелле тăсăлать. Эппин Аслă Пăлхар тăрăхĕнчен халăх ку енне чăнах та йышлăн куçса килнĕ. Эппин унăн йышĕ пурне те пĕр чăмăра пĕрлештерсе чăн-чăн патшалăх туса хумаллăхах пулма пултарать.
Акă ĕнтĕ çул хĕррипе çын пурăнакан вырăнсем те курăна пуçларĕç. Уçланкăрах çĕрте ăçта икĕ-виçĕ кил кăна, ăçта тата ытларах та туса лартнă. Керим пĕр ялне кĕрсе те пăхрĕ. Хуçисем йĕркеллĕ çынсемех. Пĕри — тăм савăт-сапа ăсти, тепри — тумтир çĕлекенскер, тимĕрçĕ те пур. Ăсталăхĕпе вăл Эпеç шайне çитет-ши — калама хĕн, ма тесессĕн вăл лаççине майлаштарма кăна тытăннăччĕ, анчах ĕç вырăнне пĕлсе хатĕрлени кĕретех. Ял çыннисем каланă тăрăх, вĕсен хушшинче пултаруллă сутуçă та пур иккен. Чăн та, хăйне курма тӳр килмерĕ, вăл ялти ăстасем туса хатĕрленĕ япаласене таçта сутма кайнă иккен. Тепĕр тесен, кунран нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Сутуçăн, паллах, тĕрлĕ ăстаçăпа пĕрле пурăнмалла, унсăрăн вăл мĕн сутма пултарĕ?
«Çу-ук, пĕтмен-ха эпир, — рехетленсе шухăшларĕ Керим, — кун пек çынсемпе хăват илĕпĕр-ха, Пăлхар патшалăхне тепре чĕртсе яма та пултарăпăр. Унчченхи йăнăшсене çеç тăвас марччĕ, халăха йăха-мĕне кура сапаланса кайма парас марччĕ».
Малалла çула çар меслечĕпех тытса пычĕç. Пуринчен малта — йĕр йĕрлекен, ун хыççăн вăйлă тĕкĕрĕç, хыçалта хĕç вĕççĕн ăста çапăçакан икĕ çын пĕрне-пĕри ылмаштарса пыраççĕ. Ара, ку тăрăхра сутуçсем те çӳреççĕ тĕк хурах путсĕрсем те пурах ĕнтĕ. Вĕсем кун пек пысăк ушкăна тапăнмалăхах вăйлă мар пулĕ те-ха, кам пĕлет, сыхланакана сых турри упрать теççĕ.
Керим хăй ушкăн варринче Пинеслупа юнашар пычĕ. Çул хĕсĕккипе вĕсен учĕсем çума-çумăн таччăн утрĕç, çавна май Керимпа Пинеслу тăрсан-тăрсан пĕр-пĕринпе чĕркуççисемпе перĕне-перĕне илеççĕ. Çав самантсенче каччă темшĕн пĕтĕм шăм-шакĕ вĕрилене-вĕрилене кайнине туять. Çак туйăмран хăтăлас тесе вăл хĕрпе калаçу пуçарса ячĕ.
— Ну мĕнле, Пинеслу, кăнтăралла çула тухмашкăн хăçан хатĕрленсе çитес пек туян? — ыйтрĕ вăл.
Хĕр тӳрех хуравламарĕ, элтепер ыйтăвĕ ăна килĕшсех каймарĕ курăнать.
— Чулхулана кайса килнĕ хыççăн эпĕ çул çӳреме çăмăлах маррине питĕ лайăх чухласа çитрĕм, — терĕ вара. — Эппин манăн пирвай чылай япалана вĕренмелле-ха. Тата эпĕ тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан çынсене пĕр-пĕрне ăнланма йывăррине те куртăм. Çавна пула хам Самарканта çитеймессе те пултарасси çинчен шухăшласа илетĕп те чун тăвăнса килет. Нивушлĕ эпĕ çав путсĕрсене шыраса тупаймăп, нивушлĕ вĕсене тавăраймăп?
Халĕ ĕнтĕ Керим ку калаçăва пуçланăшăн хăйне ăшра ятласа та илчĕ. Чăнах, калаçса кайма урăх сăлтав тупма çукчĕ-шим?
— Пинеслу, эсĕ çав инкекшĕн кулянма халĕ те пăрахман-и? — шеллерĕ вăл хĕре.
Пинеслу питне айккинелле пăрчĕ, кĕçех унăн хул пуççийĕ вĕттĕн чĕтренкелесе илчĕ.
— Епле манăн, — ĕсĕкне аран пусарса каларĕ вăл. — Çав эсрелсем манăн пĕтĕм пурнăçăма пăсрĕç. Эпĕ халĕ кама кирлĕ? Мана çын умне курăнма та намăс. Юрать-ха манăн инкек çинчен эсир виççĕн кăна пĕлетĕр. Ун çинчен никама та шарламаншăн эпĕ сире çав тери тав тăватăп. Ахаль тесен... Манăн вилмелли кăна юлать. Анчах Эпеç мана вилме памарĕ. Апла çут тĕнчере юлтăмах тăк эпĕ пурăннинчен пĕртен-пĕр пархатар çав путсĕрсене тавăрни кăна пулма пултарать.
Мĕн калайăн кăна хирĕç?
— Пинеслу, эсĕ ахалех çапла шутлатăн, — пĕрех лăплантарма тăрăшрĕ Керим. — Хĕрарăм пархатарĕ вăл — ача çуратса ӳстересси, упăшки тăхăмне малалла тăсасси. Унран пархатарлăраххи мĕн пултăр?
— Ах, хисеплĕ элтепер, — йынăшас пек каларĕ Пинеслу, — мĕн пирки сăмахлан эсĕ? Эпĕ халĕ никама та кирлĕ мар. Качча тухсан та мана упăшка пĕрремĕш çĕрех сапса вĕлерĕ. Мăсăльмансен йăли-йĕркине эс хăвах пĕлен. Пăсăк хĕр никам арăмĕ те пулма тивĕç мар.
— Эпир халĕ мăсăльман тĕнне йышăнман пăлхарсем хушшинче пурăнатпăр, — аса илтерчĕ Керим.
— Çавах мар-им, — терĕ те Пинеслу ку калаçăва тăсас килменрен утне чарчĕ, элтепере мала ирттерсе ячĕ.
Таврара вара тĕлĕнмелле лăпкăлăх, чуна çырлахтаракан тĕнче тăрать. Пин-пин тĕрлĕ кайăк чĕвĕлтетет, шăхăрать, юрлать, кранклатать. Таçта куккук такама нумай-нумай çул сунса авăтать. Йывăçсем шултри-вĕттине пăхмасăр хăйсене лăпкăн тыткалаççĕ, пĕр-пĕринпе шăппăн, çулçисемпе шĕпĕлтетсе тем пуплешеççĕ. Унта та кунта темĕнле тискер кайăксем кивĕ çулçа чаштăртаттарса чупса иртеççĕ, куçа курăнманран юмахри асамлă чунсем пек туйăнаççĕ. Хуйхă-суйхăпа, терт-нушапа тулли тĕнче мар, çăтмах тейĕн йĕри-тавра.
Нумай кайрĕç-и çапла, сахал-и, малта пыракан йĕрлевçĕ сасартăк аллине çĕклерĕ. Асăрханăр, чарăнăр тесе систерчĕ ĕнтĕ. Пурте йĕвене хытарса учĕсене чарчĕç. Керим çеç малалла, йĕрлевçĕ патне иртрĕ. Лешĕ аллипе сылтăмалла сула-сула ăна тем ăнлантарчĕ. Унтан вĕсем иккĕшĕ те çулран пăрăнса кăшт шаларах кĕчĕç, кĕçех унтан пĕр хĕрарăмпа тухрĕç. Керим алă сулса пурне те хăй патне пыма хушрĕ. Йыш пухăнса çитсен хĕрарăм йĕре-йĕре хăй нушине каласа кăтартрĕ. Кунта паян Сĕве леш енчен çар тумĕллĕ темиçе çын килнĕ иккен те çак хĕрарăмăн тата кӳршĕри икĕ çыннăн кил-йышне пурне те вĕлерсе пĕтернĕ, вĕсен хаклă япалисене пĕтĕмпех туртса илнĕ тата хĕрарăмăн вуниккĕри хĕр ачине хăйсемпе тытса кайнă. Хĕрарăмĕ ку çав самантра пахчара пулнипе кăна чĕрĕ юлнă. Упăшки ăна пытанма хушнă иккен, кирек мĕн пулсан та куç умне тухма чарнă. Çыннисем кусем Аслă Пăлхартан куçса килнĕскерсем, хăйсемпе ылтăнпа кĕмĕл япаласем чылай илнĕ пулнă. Те çакна пĕлсех, те ăнсăртран çитсе тухнă çарăç тумĕллĕ хурахсем — кăна хĕрарăм калама пултараймасть.
Керим хĕрарăма тĕсесе илчĕ. Вăтăрсенчискер вăл, çапах хĕр пек яштака та илемлĕ. Анчах кĕтмен хуйхă ăна вăйлăн çапни палăрать, хĕрарăм — ăна Чĕкеç тесе чĕнеççĕ-мĕн — пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе тăрать.
— Хăйсем пăлхарсемех-и вара? — ыйтрĕ Керим.
— Пирĕн чĕлхепе калаçмарĕç вĕсем, — терĕ хĕрарăм. — Чăн та, хушăран пăлхар сăмахĕсем те илтĕнкелерĕç, анчах вĕсем мана кăпчаксем е нухайсем пек туйăнчĕç. Тен, тутарсемех...
— Кăпчаксемпе нухайсем кунта епле лекме пултарччăр? — тĕлĕнчĕ ушкăнри йĕкĕтсенчен пĕри. — Вĕсем хир енче иртĕхсе çӳрекенччĕ-çке.
— Эс Эпеç пичче каласа панине мантăн-им? — хирĕçлерĕ ăна юлташĕ. — Пуян кăпчаксенчен чылайăшĕ халĕ Хусанта пурăнаççĕ тенĕччĕ вăл. Хулана куçсан та усал йăлине пăрахайман ĕнтĕ вĕсем.
— Ырă çынсем, калаçнинчен эсир пăлхарсемех пек. Тархасшăн, пулăшăр мана, хĕрĕме те пулин çăлса хăварсамăр, — çав хушăра тархаслама тытăнчĕ Чĕкеç.
— Епле çăлăпăр-ха эпир ăна? — иккĕленчĕ Керим. — Хальччен хурахсем Сĕве леш енне каçса ӳкнĕ ĕнтĕ.
— Çук, каçса ӳкеймен. Вĕсем тинтерех çеç кайрĕç. Тата пурлăх нумай пухнăран ăна лашисем çине хунă та хăйсем çуран утаççĕ. Апат та нумай илчĕç, шыв урлă каçиччен ахăртне пирвай таçта ларса канаççĕ. Халь шăпах кăнтăрлахи апат вăхăчĕ, — хĕрсех ăнлантарчĕ Чĕкеç.
— Миçен вĕсем? — ыйтрĕ Керим.
— Улттăнччĕ. Пурин те хĕçпе ухă пур. Тата хулканпаччĕ вĕсем, çине кӳпе тăхăннăччĕ. Пăхма чăн-чăн нукерсем.
— Кур-ха вĕсене, — тĕлĕнчĕ йĕр йĕрлекен. — Вăрçа тухнă тейĕн.
— Ну, туссем, мĕн тăвăпăр? — ыйтрĕ Керим. — Ку таранччен хамăр мĕн вĕреннине пĕрре тĕрĕслесе пăхар мар-и?
— Эпĕ хирĕç мар, — терĕ пĕр йĕкĕчĕ.
— Эпĕ те.
— Кайса лайăх кăна тăн кĕртер хурахсене.
— Тек чăваш тăрăхĕ тесен вĕсен сехри хăпса тăтăр, — хастарланчĕç çамрăксем.
— Эппин, йĕр ил! — хушрĕ Керим йĕр йĕрлекене.
Тепĕр тесен, кунта йĕр илме кирлех те марччĕ. Ултă лаша çула самаях такăрлатса кайнă. Тĕллĕн-тĕллĕн çын ури йĕррисем те аванах курăнаççĕ. Арçын атти йĕрĕсем хушшинче хăш-пĕр çĕрте пĕчĕк ураллă çын çарран утни палăрать.
Вăхăт нумаях та иртмерĕ, юханшыв патне çывхарса пыни палăрчĕ. Кунта йывăçсем те, ӳсентăран та хăйне евĕрлĕрех. Чĕрĕрех темелле-ши? Тата тĕмсем ытларах та ытларах курăнаççĕ. Сывлăш та уçăрах. Пĕчĕк мар Сĕве, таврана палăрмаллах витĕм кӳрет. Акă тата кăвайт тĕтĕмĕн шăрши сăмсана кĕчĕ. Керим ушкăна чарчĕ те Пинеслупа йĕр йĕрлекене лашасене айккинерех кайса тăратма хушрĕ.
— Элтепер, ил мана хăвăнпа, — ыйтрĕ Пинеслу. — Эпĕ ухăпа еплерех пенине хăвах пĕлетĕн.
Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, ушкăнра Пинеслуран тĕлтерех перекен тĕкĕрĕç çук. Вара Керим утсене пăхса тăма йĕр йĕрлекенпе тепĕр чи çамрăк йĕкĕте ячĕ. Ыттисем пĕр-пĕрне курмалла хушă хăварса сапаланчĕç те кăвайт тĕтĕмĕ еннелле йăпшăнса утрĕç.
Кĕçех Сĕве хĕрри курăнчĕ. Хурахсем унта çукчĕ ĕнтĕ. Вĕсем чăнах та апатланнă пулас, кăвайчĕ те йăсĕрланма пăрахман-ха. Анчах Керим çыннисем çырана пырса çитнĕ тĕле хурахсем шăпах кимме вырнаçнăччĕ те тепĕр енне каçа пуçланăччĕ. Икĕ арçын икĕ енчен кĕсменпе авăсаççĕ, тата иккĕшĕ тулхăра-тулхăра ишекен лашасене йĕвенсенчен тытса пыраççĕ, тепри кимĕ хӳрине тытнă, асли вара варринче тăрать, ыттисене тем хушкалать. Унăн ури кутĕнче хĕрача пуçне усса ларать. Шухăшласа-айкашса тăмалли самант мар. Керим çыннисем çыран хĕррине чупса тухрĕç.
— Пинеслу, лайăхрах тĕлле! — хушрĕ Керим. Ку ĕнтĕ хăвăртрах пемеллине те пĕлтерчĕ. Ара, тепĕр самантран кимĕ ухă йĕппи çитейми инçете кайма пултарать-çке.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...