Кĕмĕл кĕпер :: Пăрăç-Пăрăнтайпа Капет
Акăшпала акăш канашлаççĕ,
Ашă çĕре вĕçсе каясшăн.
Тăшманпала тăшман канашлаççĕ,
Тата усал ĕçсем тăвасшăн.
Авалхи юрăран.
Пачман хуларан тухса кайнине Капет тепĕр куннех пĕлчĕ.
— Ăнăçу, ăнăçу! — чупса кĕчĕ вăл Парăç-Пăрăнтай патне. — Пачман тухса кайнă! Халь пире никам та чараймасть!..
— Ăнланмалларах кала! — чарчĕ ăна Парăç-Пăрăнтай. — Мĕн ăнăçăвĕ? Ăçта тухса кайнă?.. Мĕншĕн питĕ савăннă вара эсĕ?..
— Пачман хуларан тухса кайнă, — ăнлантарса пама тытăнчĕ Капет. — Атăл леш енне сунара кайнă теççĕ. Халь пире хулара хуçа пулма, патша керменне туртса илме никам та чараймасть!..
— Пачман килсен вара мĕн тумалла?
Капет кулса ячĕ:
— Килмелле мар тумалла ăна.
— Мĕнле килмелле мар? — ăнлансах çитеймерĕ Парăç-Пăрăнтай.
— Килмелле мар мĕнле тăваççĕ, — мăйне хĕçпе каснă пек кăтартрĕ Капет. — Вăт çапла!.. Вара ниçта та килеймест вăл...
Капет каллех ахăлтатса кулса ячĕ.
— Тăхта—ха, тăхта, — чарчĕ ăна Парăç-Пăрăнтай. — Кам вара ăна çапла тăваять? — Хăй те, Капет пек, мăйне каснă пек кăтартрĕ вăл.
— Пур—ха ун пек çынсем, — ăнлантарса пама тытăнчĕ Капет. — Ара, ылттăн та кĕмĕл чул та кастарать, çынна та вĕлерттерет. Тупрăм эпĕ. Çарăмсан леш енчи вăрă—хурахсемпе калаçса татăлтăм.
— Хăçан ĕлкĕрнĕ вара?
— Маларахах!.. Кирлĕ пулĕ терĕм.
— Ун пек пулсан апла, атя—ха, тĕплĕ шухăшлас пулать ку ĕçе. Чăнласах вĕлерме пулать—и вара çав путсĕр Пачмана?
— Ара, ман çынсем ун йĕрĕпе каяççĕ те пĕр-пĕр улах çĕрте е каçпа, систермесĕр тапăнса, Пачмана та, ун çыннисене пурне те леш тĕнчене, шуйттан патне ăсатаççĕ. Ан кулян, элтепер! Пурте йĕркеллех пулать. Эсĕ вара паянах Ылттăнчеч патне кайма пултаратăн. Пачмана çапла тĕп тунă хыççăн ун пек чиперкке хăй пĕччен пурăнмалла мар ĕнтĕ. Ун пек чиперкке пĕччен çывăрма выртни вăл тĕнче йĕркине пăсни!..
Капет каллех ахăлтатса кулса ячĕ.
— Эс, мĕн, Ылттăнчече ан тив! — тарăхнă пек пулчĕ Парăç-Пăрăнтай.
— Тивме юраманнипе калатăп çав ĕнтĕ, — вăл тарăхнине курман пекех пулчĕ Капет. — Пĕччен хăвармалла мар тетĕп ăна... — Парăç-Пăрăнтай тем каласшăнне курса, тӳрех урăххи çине куçрĕ. — Эппин, Пачман пирки калаçса татăлтăмăр. Паянах ун йерĕпе хам çынсене кăларса яратăп. Часрах хуса çитсе мĕскер тумаллине туччăр. Çапла-и?..
— Атя, мĕн шутланине ту, — хушрĕ Парăç-Пăрăнтай.
— Кайиччен сана хам çынсемпе паллаштарас мар-и?
— Кирлĕ мар. Мана вĕсен сăнĕ-пуçĕ мар, мана вĕсен ĕçĕ кирлĕ. Хăв каланине пĕтĕмпех кирлĕ пек тăваятăн пулсассăн манран вара мĕн кирлĕ, çавна ыйтма пултаратăн.
— Мана темĕскерех кирлĕ мар, — каллех ахăлтатса кулса ячĕ Капет. — Пачмана леш тĕнчене ăсатнă хыççăн Ылттăнпике те ун çулĕпе яма кăна ан чар... Кайран мана мăрса ту.
— Шанчăклă-и сан çыннусем? — çирĕппĕн ыйтрĕ Парăç-Пăрăнтай. — Каппайланса кăна калаçмастăн-и эсĕ?
— Питĕ шанчăклă ман çынсем! — татсах каларĕ Капет. — Ылттăн-кĕмĕлшĕн вĕсем çут тĕнчене те тепĕр майлă çавăрса хума хатĕр.
— Эппин, ĕçсем мĕнле пынине мана пĕлтерсех тăр! Ылттăнпик çинчен те ан ман, — хушрĕ юлашкинчен Парăç-Пăрăнтай.
Каçпа Капет Парăç-Пăрăнтай патне тепре кĕчĕ:
— Пурте йĕркеллех, — терĕ вăл. — Ман çынсем Пачман йĕрĕпе тухса кайрĕç. Пачмана тĕп тунине пĕлтереççĕ те Ылттăнпике шырама каяççĕ. Эп пĕлнĕ тăрăх Ылттăнпик халлĕхе Ресанран тухса кайман-ха.
* * *
Капетпа калаçни Парăç-Пăрăнтайăн пĕтĕм чун-чĕрине пăлхантарса ячĕ. Пуринчен ытла ăна Ылттăнчеч пирки калаçни шухăшлаттарчĕ. Ара, мĕн чухлĕ чунне-чĕрине çунтармарĕ пулĕ вăл ун пирки. Мĕн пĕчĕкрен ăна вăл хăйĕн савнийĕ, хăйĕн пулас арăмĕ тесе ӳснĕ. Ун чухне вăл Пачманпа та туслăччĕ. Ун чухне Ылттăнчеч хăй те ăна кăмăллатчĕ пек. Анчах кайран тем пулчĕ. Ылттăнчеч палламалла мар улшăнчĕ. Чылайран кăна пĕлчĕ Парăç-Пăрăнтай: Пачман Ылттăнпик ывăлĕ мар иккен. Эппин, Ылттăнчечĕн тетешĕ те мар. Çакна пĕлнĕ хыççăн Ылттăнчечпе Пачман савнисем пулса тăнă. Кайран вара вĕсем пĕрлешрĕç те. Ку вара Парăç-Пăрăнтая ĕмĕрлĕхех амантса-суранлатса хăварчĕ... Чун-чĕрене хушаймастăн çав. Епле манас тесен те Парăç-Пăрăнтай Ылттăнчече хăй чунĕ-чĕринчен кăларса пăрахаймарĕ. Пачмана вара чи тискер тăшман пек йышăнма тытăнчĕ, курайми пулчĕ. Халĕ вара мĕн пулнине улăштарма пулать тесе шухăшларĕ Парăç-Пăрăнтай. Пачманпа Ылттăнпик леш тĕнчене кайсассăн хĕрарăмăн ирĕксĕрех хăйне хӳтĕлекене шырас пулать. Ăна хӳтĕлекенни — пĕртен-пĕр Парăç-Пăрăнтай çеç.
Парăç-Пăрăнтай вара нимĕн тăхтаса тăмасăр Ылттăнчечпе тĕл пулас терĕ.
* * *
Савнă упăшки Ылттăнпик патшана шыраса тупма инçе çула тухса кайнăранпах Ылттăнчеч хăйне валли канăç тупаймасть. Пачманпа темле инкек пулассăн туйăнать ăна. Анчах мĕнле пулăшăн-ха ĕнтĕ килте юлса инçе çула тухнă упăшкине?.. Çапла шухăшласа, темиçе кун каялла Ылттăнчеч патша керменĕнчен чупса тухрĕ те Çарăмсан шывĕ хĕррине çитсе, анăçалла пăхса, тĕнче хуçине Танкăра кĕлтума тытăнчĕ. Çапла кĕлтунă хыççăн унăн чунĕ каннă пек пулчĕ. Çакăн хыççăн вара Ылттăнчеч кашни кун каçпулттипе шыв хĕррине тухса кĕлтума тытăнчĕ.
Паян та, акă, ылттăн кустăрма-хĕвел Çарăмсан леш енчи сĕм вăрманта йывăçсен тăррине анса çитсен, Ылттăнчеч керментен чупса тухрĕ те шыв хĕррине çитсе чĕркуçленсе ларчĕ, Танкăра кĕлтума тытăнчĕ:
Çут тĕнче хуçи Танкăр,
Ман сăмаха илтмесĕр ан тăр.
Акă, пуçăма тайса,
Чĕркуççи çине ларса,
Сана кĕлтăватăп,
Санран ырлăх ыйтатăп.
Çут тĕнчере хĕвел пĕрре,
Этем пурнăçĕ те пĕрре.
Пачман пурнăçне упра,
Мана раскал пулĕ вара.
Пачмансăр маншăн раскал çук,
Пачмансăр маншăн пурнăç çук.
Пĕр-пĕрне юратса,
Ырлăх-сывлăх сунса,
Пурăнма пар пире
Çакă çутă тĕнчере!..
Кĕлтăватăп,
Пуççапатăп,
Санран ырлăх ыйтатăп,
Санран пурнăç ыйтатăп...
Аякри вăрманта йывăç тăррисем çине канма ларнă ылттăн кустăрма-хĕвел аяларах та аяларах анса пычĕ, çывăрма кайма васкарĕ. Юханшыв сулхăнĕ çапрĕ. Таçтан тупăннă çил авăкăн-авăкăн вĕрсе илчĕ.
— Ылттăнчеч! — илтĕнчĕ çав хушăра çыран хĕрринчи хăвасен хушшинчен. — Ылттăнчеч!..
— Кам унта? — шарт сиксе, сасă енне çаврăнчĕ сăлу-пике.
— Эпĕ ку, Ылттăнчеч!.. Ан хăра!.. Эпĕ ку — Парăç-Пăрăнтай...
Парăç-Пăрăнтай хăва тĕмисен хушшинчен тухрĕ те сăлу-пике еннелле утрĕ.
— Парăç-Пăрăнтай!.. Мĕн кирлĕ сана кунта? — ури çине тăчĕ Ылттăнчеч.
— Эпĕ ятарласа сан патна килтĕм. Калаçма... — Сăлу-пикене хăратас мар тесе аяккарах пулсан та чарăнса тăчĕ Парăç-Пăрăнтай. — Кунта пире никам та кансĕрлемĕ, терĕм.
— Мĕн калаçмалла вара пирĕн кунта? — тĕлĕнчĕ Ылттăнчеч. — Питех калаçмалла пулсассăн, мĕншĕн атте керменне пымарăн?
— Çын курман çĕрте калаçма лайăхрах пулĕ терĕм. Сана каламалли питĕ нумай манăн.
— Мĕн каласшăн вара эсĕ, Парăç-Пăрăнтай? — тĕлĕнчĕ Ылттăнчеч.
— Иртнине, тахçан-тахçан пулнине маннă-им вара эсĕ, Ылттăнчеч? — темиçе утăм маларах иртсех питĕ çепĕççĕн каларĕ Парăç-Пăрăнтай. — Астăватăн-и? Эпир пĕрле выляса ӳсрĕмĕр. Пĕр-пĕрне юрататтăмăр...
— Çапла, пĕрле ӳсрĕмĕр — эсĕ, эпĕ тата Пачман, — терĕ Ылттăнчеч. — Анчах мĕншĕн аса илетĕн-ха çакна, Парăç-Пăрăнтай?
— Хам сана нихăçан та манманни çинчен калас тетĕп, Ылттăнчеч. Эсĕ яланах, яланах ман чун-чĕрере упранатăн. Эсĕ манăн шанчăк çăлтăрĕ, пĕтĕм чун-чĕрене ăшăтса тăракан хĕвел пайăрки...
— Çук-çук, Парăç-Пăрăнтай, халĕ кун пирки калаçса тăрар мар, — усал ересрен хăранă пек кутăн чака-чака калаçрĕ Ылттăнчеч. — Пĕлен вет-ха, эпĕ урăххине суйласа илтĕм. Маншăн çут тĕнчере Пачманран хакли никам та çук. Кун пирки урăх калаçса тăрар мар, Парăç-Парантай... Урăххи пирки калаçма вара кермене пыр. Мĕншĕн Саврăш-паттăра зиндана пăрахрăн эсĕ?.. Мĕншĕн ху ятупа, патша пек, хутайсем вулаттаратăн?.. Атте таврăнсан мĕн калăн?..
— Ылттăнпик-и? — кулам пекки турĕ Парăç-Пăрăнтай. — Те таврăнать-ха вăл?
— Мĕскер? — тĕлĕнчĕ те, тарăхрĕ те Ылттăнчеч. — Мĕскер?.. Мĕскер кирлĕ мара калаçса тăратăн эсĕ?!.
— Инçе çулта унта темĕскер те пулма пултарать, тетĕп, — хăй йăнăш калаçу йĕрĕ çине куçма тытăннине астуса илчĕ Парăç-Пăрантай. — Çавăнпа çеç ку сăмахсем тухрĕç.
— Çук-çук, эсĕ ырăпа çӳрекен çын мар! — хыттăн каларĕ Ылттăнчеч. — Текех итлесе тăма пултараймастăп эпĕ сана!..
Сăлу-пике хир качаки пек питĕ хăвăрт патша керменĕ еннелле чупса кайрĕ.
Ним хускалми, чылайччен, пач курăнми пуличчен хăй вырăнĕнчех пăхса тăчĕ Ылттăнчече Парăç-Пăрăнтай. Унăн чĕри-чунĕнче тарăху çĕпре пек йӳçсе хăпара пуçларĕ. "Юрĕ, — терĕ вăл юлашкинчен, — мĕнле итлеттермеллине пĕлĕпĕр. Капла çеç мар, чĕркуçленсе ларса ман сăмаха итлемелле пулĕ-ха!"
Тусанлă çĕр çине лач! лаплаттарса сурчĕ те Парăç-Пăрăнтай килĕ еннелле лаплаттарса утса кайрĕ.
Килне çитсессĕнех Парăç-Пăрăнтай часрах шыраса тупса Капета хăй патне илсе пыма хушрĕ.
— Ĕçсем мĕнле пыраççĕ? — ыйтрĕ вăл Капет хăй патне кĕнĕ-кĕменех.
— Пурте лайăх! — çирĕппĕн хуравларĕ Капет мĕн пирки калаçу пынине тӳрех ăнланса. — Ман çынсем Пачман йĕрĕпе тухса кайнă. Ыран-паян вăл леш тĕнчене ăсанни çинчен хыпар çитмелле.
— Пирĕн патша керменне епле туртса илесси пирки те шухăшламалла, — Капет çинелле мар, ун пуçĕ урлă таçта аякалла пăхса калаçрĕ Парăç-Пăрăнтай. — Атя, шухăшла, мĕнле тумалла çакна?.. Ытлашши шăв-шав çĕклемесĕр, халăха систермесĕр.
— Итлетĕп, аслă патша! — пуç тайрĕ Парăç-Пăрăнтая Капет.
— Леш Пачман йĕрĕпе кайнисем çинчен мĕнле хыпар, тӳрех мана пĕлтер! — хальхинче вара чăн-чăн патша пек хушу турĕ Парăç-Пăрăнтай. — Ан ман: Ылттăнпикрен те тасалмалла пирĕн...
— Пурте пулать, аслă патша! — каллех пуç тайрĕ Капет. Тӳпери çутă хĕвел сасартăк сӳне пуçларĕ. Ун çине хĕвеланăç енчен килекен хура пĕлĕтсем кĕрсе кайма тытăннă иккен. Парăç-Пăрăнтайпа Капет тăракан пӳлĕмре сасартăк тĕттĕмленсе кайрĕ, сивĕ те нӳрлĕ пек туйăнма тытăнчĕ. Анчах ăна çак хăйсен усал калаçуне пула хавхаланса кайнă икĕ çын туймарĕç те.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...