Кĕмĕл кĕпер :: Пачман
Ку ăмăртура та Пачман çĕнтерет,
Хăй маттуртан та маттуррине,
Хăй паттăртан та паттăррине
Пĕтĕм чăваш халăхне пĕлтерет.
"Ылттăнпик" эпосран.
Парăç-Пăрăнтай чапа тухнă çарпуçне Саврăш-паттăра вăрттан, систермесĕр тытса тарăн зиндана пăрахнă тенĕ хыпар çав кунах пĕтем Пӳлер хулипе сарăлчĕ.
— Аттене часрах тавăрса килмелле! — терĕ, çакна илтсен, Ылттăнчеч хăйĕн упăшкине Пачмана.
— Тен, эпĕ хамăн чи çывăх эккелсене пухатăп та Парăç-Пăрăнтай çуртне çĕмĕрсе кĕретĕп, — хăй шухăшне каламасăр чăтаймаре Пачман. — Мĕнле-ха çавăн пек чапа тухнă çарпуçĕнчен кулмалла?!. Пуçне касмалла унăнне, Парăç-Пăрăнтайăнне!..
— Юрамасть, — килĕшмерĕ унпа Ылттăнчеч. — Парăç-Пăрăнтай вăл аттен тăванĕ. Унсăр пуçне çакна та манмалла мар. Ăна атте хăй вырăнне хăварнă. Вăл çеç ăна суд тума пултарать.
Капла калани Пачмана тӳрех тăна кĕртрĕ:
— Эппин, патшана часрах шыраса тупмалла та кунта мĕн пулса пынине пĕтĕмпех, ним пытармасăр каласа памалла, — терĕ вăл арăмне. — Ыранах эпĕ çула тухатăп.
— Шанчăклă текĕрт илес пулать, — килĕшрĕ те тӳрех сĕнӳ пачĕ Ылттăнчеч. — Шанчăклă хуралсăр тем те сиксе тухма пултарать. Кун пек пулнă хыççăн Парăç-Пăрăнтайран унран тем те кĕтме пулать.
— Çук, — килĕшмерĕ савнă арăмĕпе Пачман. — Хуларан пысăк текĕртпе тухса кайма юрамасть. Тӳрех сисеççĕ. Эпĕ вунпилĕк-вунултă çын кăна илетĕп. Сунара каятăп тесе пĕлтеретĕп. Сунара вара, хăв пĕлен, çĕрни илсе каймаççĕ.
— Ку та тĕрĕс, — килĕшрĕ упăшкипе Ылттăнчеч. — Юрĕ, вунпилĕк-вунултă çын пултăр. Анчах чи шанчăклисене ил.
— Чи шанчăклисене илетĕп, хамăн тамăрсене, — шантарсах каларĕ Пачман Ылттăнчече. — Тӳрех Ресан хулине çул тытмалла пуль тетĕп.
— Тĕрĕс. Атте халĕ Ресан хулинче. Тӳрех унта кай!..
Чăнах та, тепĕр кунах Пачман, хăйĕн чи шанчăклă вунпилĕк çыннине илсе, инçе çула тухрĕ. Вăл ăçта кайнине Парăç-Пăрăнтайпа ун çыннисем ан пĕлччĕр тесе, Пачман пурне те Атăл леш енне сунара каятăп тесе пĕлтерчĕ.
* * *
Пачманпа унăн пысăк мар текĕртне инçе çул пĕрре те тертлĕ пулмарĕ. Вĕсем Атăл урлă каçрĕç те хирĕçри Теччĕ хулине кĕмесĕрех кайьеннелле кайрĕç. Çул çинче ниçта та чарăнса тăмарĕç. Çавăнпа вĕсем питĕ хăвăрт малалла кайса пычĕç. Çул лайăх. Пысăк мар çырмасемпе варсем урлă каçма кĕперсем пур. Çавăнпа каç пулнă тĕле Пачман хăй çыннисемпе Элшел хулине çитрĕ. Çакăнта вара пăлхарсем учĕсене кантарас терĕç.
Çуллахи каç питĕ кĕске. Караван-сарайра кăшт çывăрса илнĕ хыççăн, утсене кантарса сĕлĕ çитернĕ хыççăн, Пачман часрах малалла каяс терĕ. Пĕр-пĕр хулара е ялта нумайлăха чарăнса тăма юрамасть вĕсен. Çавăнпа пĕлĕшсем патне кĕмерĕ вăл, килен-каянсемпе те калаçмарĕ, кăвак çутă килсенех çула тухас терĕ.
Сĕве шывĕ урлă каçса, пысăк мар текĕрт питĕ хăвăрт мальеннелле кайса пычĕ. Иккĕмĕш кунхи кăнтăрла тĕлне малта çӳллĕ хӳмеллĕ Таяпа хули курăнса кайрĕ.
— Таяпана кĕрсе тăмастпăр, — терĕ Пачман. — Пăла хĕрринче утсене кантаратпăр та тӳрех Тикеше çул тытатпăр.
Чăнах та, Тикеше вĕсем каçпулттипе çитрĕç.
Тикеш тулли шывлă Пăла çырмин сылтăм çыранĕнчи пысăк мар, апчах питĕ вăйлă çирĕплетнĕ хула. Ун тавра виçĕ хут хӳме çавăрнă. Кашни хӳме умĕнче тата питĕ тарăн канав, унта шыв тултарнă. Хулана шыв тăрăх карапсем те килсех тăраççĕ. Пăларан Сĕвене, Сĕверен Атăла тухса, Тикеш сутăçисем Багдата та, кăнтăрти çĕршывсенчи ытти хуласене те çитеççĕ.
Пачман хулана кĕрес темерĕ, хăйĕн çарĕпе Пăла хĕррине çĕр каçма чарăнчĕ. Ирхине вара каллех çула тухрĕ те тепĕр кун Улатăр хулине çитрĕ.
Улатăр та пăлхарсен хули, Сăр шывĕн сылтăм çыраненче вырнаçнă. Улатăр пулса кайнă пирки пăлхарсем çапла калаççĕ.
...Хăйне Арамаçи тăвĕ çумне сăнчăрласа лартнă Çӳлти Турăран аяккарах кайма хушнă Улăп хăйĕн ывăлĕсене.
Улăп ывăлĕсем хăйсен кĕтĕвĕсемпе çурçĕр еннелле хускалса кайнă. Вĕсен час-часах Туçи этемсем тапăннине хирĕç кĕрешмелле пулнă. Виçĕ кун иртсен, вĕсем пĕр пысăк çырма тинĕсе юхса кĕнĕ çĕре çитнĕ те çав юханшыва Атăл тесе ят панă. Унтан çырма хĕррипе малалла кайнă. Çул çинче вĕсем çине час-часах çеçенхир çыннисем тапăннă, выльăх-чĕрлĕхе туртса илес тесе хăтланнă, тискерленнĕ, анчах çурçĕр еннелле каякансене чарса тăрайман. Унăн ывăлĕсем Сарăту патне çитнĕ. Унтан вĕсен, сĕм вăрманпа пынă чухне, час-часах вăрман çыннисем тапăннинчен хӳтĕленмелле пулнă. Çичĕ çул иртсен, вĕсем хайхи çырма юппи патне çитнĕ. Çав çырма юппине вĕсем Чулман Атăл тесе ят панă. Икĕ çырма хушшинче чарăнса, юнкун кăвакал пусса, вĕсем тӳркĕлли тунă... Кĕлĕ тунă хыççăн Улăпăн кĕçĕн ывăлĕ пурăнма ик çырма хушшине чарăннă. Ун тетĕшĕ Атăлăн сылтăм енне Сăрă шывĕ хĕррине вырнаçнă. Вара вĕсем вăрман уçланкисенче çĕр алтса, çуртырри акса тума пуçланă.
Пĕррехинче çав Улăпăн аслă ывăлĕ сунарта çӳренĕ чух уя тухнă та тĕлĕнсех кайиă: мĕнле апла ку уй пирĕнни пек мар, тенĕ. Çав уй урăх йăх çыннин пулнă иккен. Хайхи ку леш урăх йăх çыннинчен ыйтать:
— Мĕнле апла сирĕн тырă ула?
— Ули вăл кĕркунне акса хăварнă ыраш, — тет урăх йăх Çынни. Çавăнтан вара çак Улăпăн аслă ачи ыраш акма вĕренсе кайна, урăх йăх çынни пурнакан яла Улатырă тесе ят панă. Каярахпа Улатырă сăмахран Улатăр пулса тăнă.
Çапла калаççĕ пăлхарсем çакăнта, инçетри Сăрă шывĕ хĕрринче хула пуçланса кайни, ăна Улатăр тесе ят пани çинчен.
Сăр шывĕ урлă каçсассăн вара пăрттассен тата мăкшăсемпе ирçесен çĕрĕ пуçланать. Вĕсем пурте Атăлçи Пăлхарстан патшалăхне кĕреççĕ, ытти йăхсемпе тата халăхсемпе туслă пурăнаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Пачманăн пысăк мар текĕрчĕ ытлашши ниçта та чарăнса тăмасăр малалла та малалла питĕ хăвăрт куçса пычĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...