Кĕмĕл кĕпер :: Саврăш-паттăр
Саврăш-паттăр чăн пулнă
чăваш çарпуçĕ. Унăн вилтăпри
халĕ те пур. Аксу таврашĕнчен
инçе мар, халĕ Саврăш ятлă юханшывăн
сылтăм çыранĕнче. Юханшывĕ вăл
авалтан пуçласа паян кунчченех
ун ятне упрать.
И.В.Васильев 1911 çулта çырса
илнĕ авалхи преданирен
Парăç-Пăрăнтай хăйне элтепер тесе калать, пĕтĕм патшалăх ĕçне Ылттăнпик ячĕпе мар, хăй ячĕпе туса пыма тытăннă тенине илтсен, чи малтанах Саврăш-паттăр ĕненмерĕ. Анчах тепĕр кунне кермен умĕнчи лапра хăй хăлхипе хăй тĕлĕнтермĕш илтрĕ.
Эктĕл1 сассине илтсе, вăл, хула урамĕпе пыраканскер, кермен умĕнчи лапа васкарĕ. Акă, эктĕлçĕ патшан çĕнĕ хутайне пĕлтерессине каларĕ:
— Паян пирĕн çĕнĕ элтепер Парăç-Пăрăнтай хăйĕн çĕнĕ хутайне пĕтĕм халăха пĕлтерет, — янăрарĕ эктĕлçĕ сасси аслă лапра.
Хутай — патша çырнă хут, ăна никам та хирĕçлеме хăймалла мар. Чăнах та, эктĕлçĕ хыçĕнче тăракан вăрăм сухаллă çын, аллинчи пысăк хут тĕркемне уçрĕ те, вулама тытăнче.
— "Эпĕ, Парăç-Пăрăнтай, пăлхар патшалăхĕн çĕнĕ элтеперĕ, паянтан пуçласа монголсене хурласа калаçма, монголсенчен кулса калаçма тата монголсем çинчен экиетсем юрлама чаратăп..."
Ку хыпар монголсемые çапăçса юн такнă çарпуçне питĕ тĕлĕнтерчĕ. Ара, мĕнле çĕнĕ элтепер? Ку мĕн, Ылттăнпик патшана шута хуманни-и?.. Мĕншĕн тата монголсем çинчен экиетсем юрлама та, монголсене хурласа калаçма та, монголсенчен кулма та юрамасть-ха? Е пăлхарсем монголсемпе çапăçман-и? Е вĕсене çапăçу хирĕнче тыта-тыта лăскаман-и?.. Тĕлĕннипе йăванса кайăн çав. Аптранă енне вара Саврăш-паттăр хăйĕн ĕçĕ çинчен мансах çакăн пирки Парăç-Пăрăнтайпа хăйпе калаçса пăхас терĕ.
Анчах керменпе юнашар çурта, Парăç-Пăрăнтай çуртне, ăна кĕртмерĕç:
— Пирĕн çĕнĕ элтепер пушă мар, — терĕç хуралта тăракан теккерсем. — Вăл аякран килнĕ хăнасемпе калаçать.
— Ăçтан аякран? — пĕлесшĕн пулчĕ Саврăш-паттăр.
— Панчăк хулинчен килнĕ кăпчаксем, — хуравларĕ ертелей. Саврăш-паттăра ку та тĕлĕнтерчĕ. Ылттăнпик патша, хăй хулара чухне, аякран килнĕ хăнасемпе калаçнă чухне, нихăçан та питĕрĕнсе ларман, хăйĕн çывăх çыннисене яланах вĕсемпе паллаштарма тăрăшнă. Халĕ вара йăлтах урăхла. Пуринчен ытла Парăç-Пăрăнтай хăйне çĕнĕ элтепер тени тĕлĕнтерчĕ Саврăш-паттăра. Анчах нимĕн тума та çук, Ылттăнпик патша таврăнасса кĕтесех пулать. Ун чухне вара пурте хăй вырăнне ларать. Çапла шухăшласа, паттăр çарпуçĕ хăйне лăплантарчĕ те килнелле утрĕ.
Анчах килĕнче те канăç тупаймарĕ Саврăш-паттăр. Каç пулнăччĕ ĕнтĕ. Саврăш-паттăр килĕнче пурте çывăрма хатĕрленетчĕç. Хапхаран килсе шаккарĕç. Кусем шăп та лăп кăнтăрла Парăç-Пăрăнтай патĕнче пулнă Панчăк хулинчен килнĕ кăпчаксен элчисем пулчĕç.
— О-о, Саврăш-паттăр! — терĕç вĕсем, пĕтĕм тĕнче пĕлекен çарпуçне курсан. — Тĕлĕннипе, аптранипе сан патна килес терĕмĕр-ха. Мĕнле-ха вара? Эпир пăлхарсем патне çав тискер тутар-монголсене хирĕç пĕрле кĕрешесси пирки калаçма килетпĕр. Пире темĕнле хăйне "çĕнĕ элтепер" текен Парăç-Пăрăнтай ӳкĕтлесех тутар-монголсемпе çапăçмастпăр, вĕсемпе ĕмĕрлĕх килĕщӳ тăватпăр тесе тĕлĕнтерет. Тутар-монголсем пирĕн халăхсем валли мĕнле пысăк хăрушлăх пулнине пĕлмест-им вара вăл?.. Мĕншĕн пирĕн этем ĕретлĕ каласа-ăнлантарса парас тенĕ сăмахсене йьшăнмасть вăл? Никам та çакна каласа ăнлантараймасть!.. Атя, эсĕ те пулин пире мĕн пулса иртнине кăштах та пулин ăнлантар-ха..
Ку сăмахсене илтсессĕн, Саврăш-паттăр хăй те питĕ тĕлĕннине каларĕ:
— Тутар-монголсемпе эпир виçĕ хутчен вăрçă вăрçрăмăр, — терĕ вăл. — Виçĕ хутчен вĕсене çĕмĕрсе тăкрăмăр. Пĕлетĕп, весем кунпа кăна лăпланса лармаççĕ. Вĕсем пĕтĕм тĕнчене çĕнсе илме хатĕрленеççĕ. Вĕсене хирĕç тăмасан, вĕсем чăнах та пĕтĕм тĕнчене çĕмĕрсе ишме хатĕр. Ылттăнпик патша çакна питĕ лайăх пĕлет. Çавăнпа ĕнтĕ вăл, тамăрсем тупас тесе, вырăс кӳршĕсем патне тухса кайрĕ. Вĕсемпе калаçса татăлса, вĕсемпе пĕрле тутар-монголсене хирĕç кĕрешес тесе.
— Пире вара мĕншĕн тамăр тăвасшăн мар? — тĕлĕнчĕç хăнасем.
— Ку вăл, капла калани, тĕрĕс мар! — тарăхрĕ Саврăш-паттăр. — Пирĕн тутар-монголсене хирĕç тăма пултаракан мĕнпур вăйсене пĕрлештермелле! Эсир çав ĕçпе килнине ырламалла!..
— Апла нимĕн те ăнланмастпăр, — пушшех те тĕлĕнчĕç килнĕ çынсем. — Эсĕ апла калатăн. Парăç-Пăрăнтай пачах урăхла калать. Вăл тата хăйне çĕнĕ элтепер тет.
— Нимĕнле çĕнĕ элтепер те мар вăл! — тарăхрĕ Саврăш-паттăр. — Акă, часах Ылттăнпик таврăнать, пĕтĕмпех урăхла пулать!
— Вăл таврăниччен пĕтĕм тĕнчене тепĕр майлă çавăрса хумаççĕ пулсан, — терĕç аптранă енне вара аякран килнĕ элчĕсем.
* * *
Тепĕр кунне Саврăш-паттăр ир-ирех вăранчĕ те кăштах апат çинĕ хыççăн вăрçа кайма хатĕрленнĕ пек тумланма тытăнчĕ.
— Мĕн пулнă? Ăçта каян? — тĕлĕнчĕ арăмĕ, ытарайми вырăс пики Любава.
— Парăç-Пăрăнтайпа калаçмалла-ха, — ăнлантарчĕ Саврăш-паттăр.
— Унпа калаçма тесен вара мĕншĕн вăрçа кайнă чухнехи пек тумланмалла-ха? — тĕлĕнчĕ арăмĕ.
— Юрĕ, ку вăл сан ĕç мар, — хăй патĕнчен хăваларĕ Саврăш-паттăр арăмне. — Пурне те пĕлмесен те юрать санăн!
— Ах-тур, кун пек калаçакан марччĕ-çке эсĕ! — пушшех те тĕлĕнчĕ арăмĕ. — Темĕскер усал ĕç тума шутламастăн пулĕ те эсĕ?
Нимĕн те хуравламарĕ Саврăш-паттăр, алăка шалтлаттарса хупрĕ те урама тухрĕ.
Таврара çурхи çанталăк тăрать. "Ылттăнпикĕн таврăнма та вахат ĕнтĕ", — шухăшларĕ Саврăш-паттăр Парăç-Пăрăнтай çурчĕ еннелле утнă май.
Кунта вара ĕнерхи пек калаçу çеç пулчĕ. Теккерсем ăна кĕртмерĕç: "Çĕнĕ элтепер кĕртме хушман!"
— Ун патне лекес тесен вара мĕн тумалла? — тĕлĕнчĕ Савраш-паттăр. — Ертелее чĕнĕр!
Теккерсем ертелее чĕнсе кăларчĕç. Анчах вăл та Саврăш-паттăра Парăç-Пăрăнтай патне кĕртмерĕ:
— Кайса ыйтам-ха, — терĕ. Кайрĕ те часах таврăнчĕ.
— Пирĕн çĕнĕ элтепер канать, — терĕ. — Паян унпа тĕл пулса калаçма май çук. Ыран кил, Саврăш-паттăр!
— Ыран манăн вăхăт пулмасть! — тарăхрĕ çарпуçĕ.
— Апла эпĕ нимĕнпе те сана пулăшма пултараймастăп, — ик аллине икĕ еннелле сарчĕ ертелей. — Эпĕ çĕнĕ элтепер мĕн хушнине çеç тăватăп.
— Ун вырăнне мĕн тумаллине эпĕ пĕлетĕп! — аслати пек сассипе кăшкăрса ячĕ Саврăш-паттăр. Вал йывăр вĕçлĕ çивчĕ алтаспанне туртса кăларчĕ те теккерсене хăмсарчĕ. — Пăрăнăр çул çинчен! Пурне те касса тăкатăп!..
Аптранă теккерсем икĕ еннелле пăрăнса тăчĕç.
Çутă алтаспанне алăра тытса, Саврăш-паттăр çурта кĕчĕ. Пĕрремĕш пӳлĕме кĕрсе, иккĕмĕш пӳлĕм патне çитрĕ кăна, ун хыççăнах пыракан ертелей хыçалти алăкăн тухса тăракан пĕр пĕренине пĕтĕм вăйпа пусрĕ. Çавăнтах Саврăш-паттăр тăракан тĕлти урай хăмисем икĕ еннелле уçăлса кайрĕç.
Ахлатса та ĕлкĕреймерĕ çариуçĕ, тĕпсĕр-мĕнсĕр хуп-хура шăтăка анса кайрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...