Хура çăкăр :: VII. Çĕнĕ пуян
Ялйышăн пин те пĕр куç.
Ялйышăн куç ытларах та пулĕ — пурпĕрех мĕн курассинчен урăх курма çук. Шерккей ак хăй çурт вырăнне çӳллĕ хӳмепе карса пӳлчĕ: мĕн тăваççĕ шалта — никам та пĕлмест. Шалтан ав хушăран шăв-шав илтĕнкелет, ирĕн-каçăн кăвак тĕтĕм тĕтĕрет. Хӳме хĕрринчи ултă юман юпаллă хапха уçăлать те хупăнать, уçăлать те хупăнать. Кирпĕч тиенĕ лавсем унта кĕре-кĕре каяççĕ, каялла вĕсем, тăпра та тăм тиесе, ял тулашĕнчи çырмана кая-кая тăкаççĕ.
Ламран лама çӳрекен сăмах такки тӳрре туха пуçларĕ: Шерккей чăнласах пысăк ĕç хускатса янă иккен-ха. Утламăшсем çавна путлĕн пĕлсе те каймаççĕ, кирпĕч турттаракансенчен пĕри çеç, хуçа хытарса хушнă сăмаха пăсса, теплерен пĕрне кунта чул çурт тума тытăнатпăр тесе персе янă имĕш. Çавăнтан вара Шерккей чул çурт лартать те чул çурт лартать тени утлă йыхрав пĕлтерсе çӳренĕ пек Утламăшра хăвăрт сарăлчĕ. Пур хыпара та чи малтан пĕлме васкакан Алапа Велюшĕ, ав, уксах халлĕн хăлаçланса, Шерккей патне килнех пычĕ, хуçипе куçа-куçăн каласасшăн имĕш вăл. Хапха патне çитсен. Велюш енчен енне пăхрĕ, унтан пӳрнипе тăкăр-тăкăр шаккарĕ. Ун умне хапха уçса хупакан патвар çын тухса тăчĕ.
— Мĕн кирлĕ сана?
— Эс кирлĕ, — терĕ Алапа Велюшĕ куç сиктермесĕр ун çине пăхса, — Хуçипе, снаш, курса калаçасшăнччĕ.
— Хуçа килте çук, — хапхана лап хупса хучĕ лешĕ.
Епле-ха апла? Юри килнĕ чух та кĕрсе тухмасан... Алапа Велюшĕ хăйне çаплах ăсатасса кĕтмест-ха. Хапхаран тепĕр хут шаккаса пăхрĕ.
— Çук тенĕ сана! — илтĕнчĕ хулăн сасă кăшт çеç уçнă хапха хушăкĕнчен.
— Ай тур-тур, ырă çыннăм, эс капла хелхепĕлтен те хаяр калаçан-çке, салтакра чуне, ами, пурччĕ пирĕн сан пекех хаяр хелхепĕл, — терĕ Алапа, — Сан пек кăрнатир Микул патшан та пулман тейĕн. Мĕн тăватăр унта шалта?
— Сысна таканлатпăр.
— Хам та çаплах пуль терĕм. Элле, кĕрсе курас-и?
— Туй мар кунта, пасар та мар. Кунта сан йышшиссм хуртлашса çӳремесен те юрать, — терĕ ăна çав патвар çын.
Шалтан çав вăхăтра тăпра та тăм тиенĕ лавсем тухатчĕç. Алапа Велюшĕ кăшт кăна аяккинелле пăрăнса тăчĕ, хăй умĕнчен лавсене ирттерсе ячĕ. Хапха каллех шалт хупăнчĕ. «Ара, чим-ха, кунта мана кĕртесшĕн те мар никак?» — хайĕнчен хăй тĕлĕннĕ пек пулчĕ Алапа Велюшĕ. Вăл татах хапхаран тăкăртаттарчĕ.
— Эс халь те кунтан хăпса кайман-и? — тепĕр хут курăнса кайрĕ патвар çын.
— Кăяс та теместĕп, — куçне-пуçне чалăртрĕ Алапа. — Пăт-таму ман Шерккей шăллăмпа калаçмалла.
— Каларăм-çке сана хуçа килте çук тесе.
— А эп калатăп, пур тетĕп,
— Çук тенĕ сана, чăваш пулсан, хăвна мĕн каланине тăна илме кирлĕ.
— Ç-çта вара вăл?
— Кам?
— Шерккей шăллăм тетĕп-çке.
— Шăллу... шăллу сан çӳллĕ тинĕс хĕрринче çил ачи валли шывран пăяв явать, пĕлĕт утне вутпа шаварать, сывлăшран кĕпер хывать...
— Ай, ай! Ачи эс култармăшла калаçатăн-çке. Хăвах курма кирлĕ, снаш, вăхăтăм çук манăн санпа кунта чĕлхе çуса лармашкăн, — чееленме пăхрĕ Алапа. — Мана вăл шăпах çак вăхăтра хăй патне кĕрсе тухма хушрĕ. Калап вĕт, ами...
Хапха уçса кĕртекен çын шалт аптраса ӳкрĕ. Ял çыннисенчен никама кĕртме каламанччĕ-çке хуçа. Енчен вара çак уксаха чĕнсех чĕннĕ пулсан... Кĕрсе пăхтăр-и пĕрех хут, пурпĕрех кирпĕч çĕклесе каяс çук.
Патвар çын çапла шухăшласа кăна тăратчĕ — Алапа Велюшĕ, элле, тем самантра хапхаран кĕрсе те кайрĕ. Лешĕ ана чарасшăнччĕ, тул енчен килекен лавсене пула ним тума та ĕлкĕреймерĕ.
Шерккее килĕнче çук терĕç те, килĕнчех иккен-ха. Алапа Велюшĕ кĕнĕ вăхăтра Шерккей пĕр палламан çынпа тем çинчен пикенсех калаçатчĕ. Велюша курсан, вăл аллине çĕклерĕ те сăмахлама чарăнса чупса пычĕ. Сухал ӳстере пуçланă кил хуçи Алапа Велюшне ытла хапăл тусах кĕтсе илмерĕ, хăйне ирă сывлăх сунсан та, Шерккей сӳрĕккĕн кăна пуç сĕлтем пек турĕ.
— Эс,.. эс, епле кĕтĕн кунта? Мĕн ки-кирлĕ сана? — хулĕнчен çавăрса тытрĕ вăл Алапана, хапха еннелле хистесех туртса. Алапа туя вĕççĕн тĕренсе каялла тухасшăн пулмасăр кутăнлашса тăчĕ.
— Ырă сунас тесеттĕм, снаш, сана.
— Кĕпе çĕлесех тăхăнатăп пуль ĕнтĕ сан ырă сунассупа?
— Апла ан кала-ха, Шерккей шăллăм, калатăп вĕт, кирлĕ чухне, ами, эп сана пит кирлĕ пулăп.
— Çук, Велюш, паян кун эс мана кансĕрлесе ан çӳрех, хăвăртрах ху патналла васка... Ак тата, епле сана кунта кĕртсе ячĕç-ха?
— Çăмăлăм пур, снаш, пăттаму, сан патна кĕме, — енчен енне пăхкаласшăн пулчĕ Ăлапа Велюшĕ. Пăшăрханнă Шерккей ăна çавăтсах васкатрĕ.
— Ать-ать-атя, — терĕ вăл ăна, — мана кирлĕ çăмăлу пĕртте çук санăн, утас çулу такăр пултăрах.
— Шерккей шăллăм, итле, Шерккей шăллăм, Пăвана каяс тесеттĕм...
— Э, пĕлтĕм, укçа ыйтса пăхасшăнччĕ пуль. И-и, ачам, ыйтаканни йĕре-йĕре ыйттăр та параканни йĕре-йĕре ан патăр, çапларах çав кăчухне ĕçсем-вăхăтсем. Çук ман укçа. Пăвана та каймастăн, эс ниçта та каймастăн, килнелле яра пар, — Шерккей ăна хапхаран кăларсах ячĕ. Унтан хапха уçса кĕртекене тăрăнчĕ.
— Мĕн çапла кирлĕ-кирлĕ марсене картишне кĕртетĕн, кĕртетĕн? Каланă-çке сана, кунта йытта та ан кĕртнĕ пултăр тесе, хытарсах тăтăм-ха.
— Кĕртесшĕн марччĕ ăна эп, — тӳрре тухма пăхрĕ патвар çын, — Шерккей шăллăм чĕнтерчĕ тет, шăпах вăхăтра килтĕм тет, кĕмелле тет, пит калаçмалли ĕç пур тет...
— Э, утах тенĕ сана ху çулăпа, вăхăт çук ман санпа сӳпĕлтетсе тăма, — терĕ Шерккей, хапха еннелле пăхса. Унтан хăй умĕнче тăракан патвар çынна асăрхарĕ:
— Пĕлнĕ пул эс те, картишне йытă та ан кĕрейтĕр, сĕкĕнсе пăхать пулсан, аллу йывăрăшпе сыхлан тенĕ сана. Илтрĕне? Илтрĕне?
— Илтрĕм, хуçа.
Шерккей сасартăк йăвашланчĕ. Хăйне хуçа тенине вăл пĕрремĕш хут илтрĕ. Ытла аван сăмах-çке, чăнах, е малашне ăна пурте çапла чĕнĕçинччĕ. Ăшĕнче, тем пек хĕпĕртенине кăтартасшăн пулмарĕ вăл, урăхран сăмах хушмасăр Энтюк патнелле васкарĕ.
— Çӳреççĕ ав ĕçсĕр çапкаланса, — терĕ вăл, шăртланнă мăйăхне шăлкаласа, — укçа ыйтма килнĕ, каламасăрах пĕлтĕм.
— Укçи вăл кунта та ик-виçĕ çынна тӳлеме кирлĕ пулать-ха.
— Ак тата!
— Кĕркурипе Ваççана кăштах памалла пулать. Килĕсенчен мĕн илсе килни пĕтĕмпех пĕтнĕ, кăштах укçа пулмĕ-ши тесе асăнатчĕç.
— Тупата, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Шерккей, — ĕçне-мĕнне йĕркеллĕ пуçламан-ха, енчĕк çыххине салтмалла та.
— Ĕçне вĕсем, калама кирлĕ, вунă кун хушшинче пайтах турĕç-ха, Тăмне кăна виççĕр лава яхăн турттарса тăкрĕç. Вĕсем иккĕш те çĕр чаваççĕ.
— Виççĕр лавах çитрĕ-ши? — пĕлмĕш пулчĕ Шерккей.__
Пĕр каласан, сахал та мар иккен. Тĕп урайне ирĕкрех тăвасшăн çав та, çурт айĕнче çурт пултăр тесе мар-и, пулнă-пулнă — Чĕмпĕр купсисенни пек тăвар терĕмĕр... тата миçе лав тăм турттарса тăкмалла пулать-ши?
— Çуррине яхăн чавнă ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ ăна Энтюк. — Тата çакна та шута илес тесеттĕм: вăрттăн çул юппи чавтарсан? Кирлĕ чухне ун пекки те кирлĕ-çке?
— Тĕрĕс калатăн, тĕрĕс. Ăна ăçталла тума пулать-ши тата?
— Калăпăр, пахчаналла тухмалла тусан...
— Ытла палăрмалла пулмĕ-ши вăл?
— Палăрмалла тумăпăр çав ĕнтĕ ăна. Çулне те пĕлмелле пулсан, эс пĕлĕн те, эпĕ пĕлĕп. Çĕр чавакансем — аякри çынсем, вĕсем, хăйсен ĕçне пĕтерсен, килĕсене саланаççĕ.
— Щеп те пулĕччĕ-çке капла, Энтюк тусăм, чăн калатăп, шеп те пулĕччĕ.
— Шеп кăна пулать-и? Йăвари пек пурăнма тытăнăн. Сана пĕр чун килсе чăрмантарас çук, таврара пĕртен-пĕр кермен пулать.
— Тимĕр алăклă тăвăпăр, шалтан питĕрсе илмелле. Илтетне, Энтюк тусăм.
— Илтетĕп-ха. Ун пек те тума пулать.
— Çуртра мĕн пуррине ыттине пĕлтерес марччĕ тетĕп-çке, пĕлтерес марччĕ. Эс мĕн калăн?
— Маншăн тесен, таса кăмăлпа ĕçлесе пултăр. Йăлам çавăн пек. Таса кăмăла хакламан çĕрте ултав хуçа пулать. Эп тесен, ултавлă ĕç тăвасшăн мар.
— Тавтапуç ыр сăмахна, тавтапуç, Энтюк тусăм. Ĕçле, тăрăш, укçу та ытларах, ытларах пулĕ, саншăн пĕр чĕптĕм те хĕрхенсе тăрас çук...
Энтюк Шерккее кăмăлсăрланнă пек пăхса илчĕ.
— Эс укçа пирки калаçатăн. Укçашăн ĕçлеместĕп эпĕ. Укçашăн ĕçлекен чун тарçă мăшкăлĕнчен тухаймасть, ун пекки вăл çын ятне тивĕçеймен вак-тĕвек кăна. Маншăн тесен, тунă ĕçĕм куçа савăнтарса тăтăр.
Шерккей пуçне кăна сулкаласа илчĕ. «Тепле çав, — тесе шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче, — укçасăрах ĕçлеме килĕшнĕ пулăттăн-ши эс ман патăмра, сăмаху витĕр курăнас пек çутă та, шанăçăм теттĕм...»
Энтюк виç эрне ĕçлерĕ-ха Шерккей патĕнче. Çак виçĕ эрне хушшинче вăл кирпĕч савăтне ĕçе кĕртсе хута ячĕ, пӳрт пулас вырăнта путвал чавтарма тытăнчĕ, Шерккее нумай-нумай усăллă канаш пачĕ, ырми-канми ĕçлерĕ. Укçине те, чăн та, ĕлĕкхи парăмсене татмашкăн çеç ыйтса илчĕ, тата ĕçме-çиме валли кăшт таткалать. Укçине Энтюка памаллах пулать-ха. Шерккей çавна хăй те тĕрĕс чухлать. Халь ав кирпĕч савăчĕ кăна мĕне тăрать! Шерккей картишне кунсерен çич-сакăр лав кирпĕч тиесе килсе пушатаççĕ. Чул çурт пулать иккен Шерккейĕн, Утламăш халăхĕ халиччен курман чул çурт!
— Лартсах-лартайăпăр-ши? — савăнас кăмăлне пытараймасăр ыйтрĕ Шерккей. — Сăмахăма эпĕ пӳрт пиркиех ваклатăп-ха.
— Тата пĕр-икĕ уйăхран курăн акă, — карта хĕррипе ертсе кайрĕ Энтюк Шерккее. — Пӳртне эпĕр шăп варринчен авăнтарса тăвăпăр, çулелле пашнепе çавăрăпăр, — хушрĕ сăмахне Энтюк. — Çӳлтен пăхсан пĕтĕм ял курăнса тăтăр. Пашне умĕнче хурама пулать.
— Хурама терĕн?
— Хурама çав. Куртăм-ха эп ăна.. Килес çул вăй илет вăл санăн.
— Ах, тупата! Чăнах-и? Чăнах-и? Хăрмĕ-ши? Атте лартнă хурама-ха вăл.
— Çавна калатăп, урам енче аçу лартнă хурама пулĕ.
— Чӳречене тимĕр решеткепе тыттарасчĕ тетĕп те, вăрă-хурах хапăнасран... Ытла хака ларĕ-ши çапла тусан?
— Шанчăклă тăвас тесен, тăкаксăр пулмасть ĕнтĕ, паллах-ха вăл. Решеткепе пашне тĕлĕнчи чӳречесене карма пулать. Тата çакна та калам, хуçа, хак пирки тава кĕртес марччĕ сана.
— Çапла тетĕн те... Манăн шу-шухăшламасан юрамасть, юрамасть. Укçа çитересси пуçа çавăрать.
— Пуç çаврăнсан, хыçа çăмăл. Сана калам, ак мĕнле тума пулать. Кирпĕч савăчĕ халь чипер ĕçлеме тытăнчĕ. Кунсерен тăватçĕр кирпĕч сутăпăрин, лăнкă укçа пуçтарăнать. Тăкакне çапла саплаштарсан юрать.
— Ырă канаш паратăн-ха мана, чăн та. Эппин, савăтне ăна малашне те, çурт лартса пĕтерсен те ĕçлеттерĕпĕр.
— Хăвăн ĕçӳ. Савăту вăл хăй тăкакне кăларĕ тесе пĕркунах каласаттăм.
— Сана калам, — шăппăн илтĕнчĕ Шерккей сăмахĕ. — Иртнĕ эрнере çапла хамăр ял çыннине Усалука куртăм та, ахăртнех, ăна Хура Сантăр хыпар çитернĕ пулмалла, çав калать, сут мана, тет, Ярславри савăтна, тет. Эп каларăм вара, сутасси çур сума та, тăвасси çĕр сума, терĕм. Те ăнланчĕ мана, шет, ăнланаймарĕ те пуль, çапла каларăм çав.
— Сутмашкăн ан васка ăна. Кирлĕ вăхăтра вăл сана тупăшне те кăтартĕ-ха. Çулталăк хушшинче пуйса кайма пулать унпа, — терĕ Энтюк; сăмахĕ ытларах пулнине каярахпа кăна сиссе илчĕ. Шерккей унăн шухăшне хăлхине чикме ĕлкĕрчĕ-ĕлкĕрчех. Енчен Энтюк ăна çапла калать пулсан, иккĕленме кирлĕ мар çав-ха.
Вăй питти çынсем çĕр чавнă çĕрте пуç çĕклемесĕр ĕçлеççĕ. Путвал вырăнне ĕнтĕ хăлаçран ирттерсе тарăнлатнă. Çыннисем аялта, çĕр чавса кĕрсе кайнă. Кунĕ шăрăх мар пулин те, вĕсем кĕписене хывнă, чăм шыва ӳкнĕ çурăмĕсем çу сĕрнĕ пек çуталаççĕ. Çĕр чавакансем нӳрлĕ тăма кĕреçе вĕççĕн çулелле ыватса тăраççĕ, çӳлтисем лавсене тие-тие купалăççĕ, турттарса кайса тăкаççĕ. Пулас çурт вырăнне Шерккей тулли куçпа пăхать: савăнать вăл, хĕпĕртет, кунта унăн çурчĕ пулатъ-çке.
— Сана эп, хуçа, Кĕркурипе Ваççа пирки асăнтарсаттăм.
— Каларăн-ха, каларăн, укçа терĕн, астăватăп. Мĕн чухлĕ ĕçлерĕç-ха вĕсем? — ыйтрĕ Шерккей.
— Ĕçлеме тытăннăранпа ĕнер шăпах ик эрне çитрĕ. Чи малтан килнисем-çке вĕсем. Ĕçлессе те вăкăр пек ĕçлеççĕ.
— Куртăм-ха, куртăм... Мĕн чухлĕ тӳлĕпĕр тесеттĕмĕр-ха?
— Килĕшĕпĕр терĕн эсĕ. Тавлашса тăрасси çук ĕнтĕ унта тĕнче хакĕ, — лăпкăн тавăрчĕ ăна Энтюк. — Пăвара çакăн пек ĕçре пĕри-пĕри уйăхне вăтăр тенкĕ ӳкерет. Çав шутран илсен вунпилĕк тенкĕрен кая тӳлеме юрамасть вĕсене. Ик эрнешĕн!
— Вунпилĕк тенкĕ-и? Çак икĕ эрнешĕн пĕрне кăна вунпилĕк тенкĕ памалла тетне? — куçне чарса пăрахрĕ Шерккей. — Аплах укçа тăк-тăккалас пулсан, мĕн-çке, çийĕмри йĕме пасара кăлар та сут, тепĕр уйăхран тесен.
— Эппин, йӳнерех те тума пулать, мĕн чавнипе çитĕ вара.
— Çук-ха, çук-ха, — терĕ Шерккей, — тĕп урайне ăна малтан калаçса татăлнă пекех тутарăпăр. Виççĕр лава яхăн тăм турттарса пулмĕ-ши тетпĕр-çке. Эп вĕсене, хам шутăмпа, ырă ята кĕрсе, çирĕмшер тенкĕ парса пăхасшăн, — Шерккей тутисене тăп хĕссе тытрĕ, хăйне ырă сунас пек пăхкаларĕ вăл Энтюка. Лешĕ ун еннелле пăхмарĕ.
— Çирĕмшер тенкĕпе килĕшĕç-ха вĕсем. Пĕр шутласан, эс çавна хисепе илетĕн ĕнтĕ. Пăвара чухне вĕсем хăйсен килĕсене каç выртма çӳреççĕ. Çити-çитми пулсан та, килте саплашать. Кунта тесен, ĕçлессе те кунне-çĕрне уямасăр ĕçлеççĕ. Çирĕмшер тенкĕ паратăн пулсан, килĕшеççех ĕнтĕ.
— Çавна калатăп та, — хĕпĕртерĕ Шерккей. — Укçа вăл çĕрте выртмасть. Хам тесен, çакăнпа хавасланса çырлахмалла. Ак вĕсене ик эрне ĕçленĕшĕн вуншар тенкĕ парăп та, хĕрлĕ хак мар-и?
Этюк тĕк тăнă çĕртен каялла чакрĕ.
— Эс вара Ваççукпа Кĕркурие вуншар тенкĕ çеç парасшăн-и? — тĕлĕнчĕ вăл.
— Ара, çапла калаçатпăр-çке-ха. Сахалтарах пуль тетне? Хăйсемпе сăмахласа пăх-ха наччасра...
— Хуçа, — куçран тинкерчĕ ăна Энтюк, — хăтарсам мана çакăн пек инкеклĕ сăмахран. Халиччен пулмана, çын тивĕçне хăртасси шăпам тĕлне ан килтĕрех. Хама кăна мар, сана та çавăн пирки вĕсемпе калаçса пăхма сунмастăп.
— Ак тата! Кашни кайăкăн хăйĕн юрри. Мĕн инкеклĕ сăмах пултăр?
Энтюк чĕнмесĕр тăчĕ.
— Итле, Энтюк тусăм. Кунта сăмах сан пирки пымасть-ха. Сана тав тăвасси пулĕ-ха вăл, эп ыттисем пирки çеç сăмахлатăп...
— Çакăн пек йывăр ĕçшĕн эс каланă пек тӳлени вăл çынна мăшкăллани пулать.
— Калатăп-çке, ун пек-кун пек йĕркене пĕлсе пĕтерейместĕп те... Эппин, вĕсемпе хам калаçса пăхас пуль, чăнласах?
— Хăвăн ĕçӳ, — тек хирĕçсе тăраймарĕ Энтюк.
Шерккей енчен енне пăхкаласа илчĕ.
— Эй, эс... Ваççукпа Кĕркурие калăр-ха, кунта тухчăр! — тулли лав патĕнче тăракан çынна систерчĕ Шерккей. Леш, ун сассине илтсе, аялалла пĕшкĕнче. Кăштах тăрсан, чĕннĕ çынсем Шерккей умне пырса тăчĕç. Иккĕшĕ те тарласа пăшăхнăччĕ, хуçана вĕсем сывлăх сунчĕç.
— Ну, ĕçсем чипер пыраççĕ курăнать? — кăмăллă пуласшăн тăрăшрĕ Шерккей,
— Кун пек ĕçлесен, пĕтĕм ĕçе тата виçĕ кунтан ирттерместпĕр, хуçа, — терĕ маларах çитсе тăнă сарлака хул-çурăмли.
— Чăн калатăп сире, — хавасланчĕ Шерккей, — эсĕр ĕçленине паçăр хам та ытараймасăр пăхса тăтăм.
— Ĕç пултăр тесе тăрăшатпăр çав ĕнте, хуçа кăмăлĕ ан юлтăр тетпĕр.
— Тавтапуç, тавтапуç, — хăй тĕллĕн тенĕ пек мăкăртатрĕ Шерккей. — Халь сире укçа парас тетĕп. Хăвăр та савăнăр, кил-йышăра та савăнтарăр.
Шерккей, питех хапăл тумасăр, кĕпе ум хушшине укçа, лаша çăмартинчен тунă çĕн енчĕкне кăларчĕ, ăна вăл мăйĕнчен çакса янă. Ун патне пынă ĕçлекенсем хăйсем тĕллĕн кулкаласа илчĕç. Енчĕк çиппине пурантарса çыхнă пулнă-мĕн. Шерккей ăна салта-салта темĕнччен муталанчĕ, çапах та салтрĕ, пилĕкшер тенкĕ укçине кăларчĕ те енчĕкне каллех шала чикрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...