Хура çăкăр :: I. Текерлĕк канăçне çухатнă


Шерккей çав тĕле тем пек тĕсесе пăхрĕ. Ырашĕ таптаннă-ха кăштах. Урапа кустăрми ура пакăлчакĕ таран касса йĕр хăварать. Йĕр юлать. Юрамасть кунта арчине пытарса хăварма. Юрамасть!

Таçтан-такамран Шерккей тепĕр тĕрлĕ юмах та илтнĕччĕ-ха: çĕр айне чавса пытарнă мул пыра-киле çĕр айĕпех тарать имĕш. Юмах çав. Мул тени вара чылай çулсем иртсен тин пытанса тăнă тĕлте аякран вуткуçăн ялкăшса çуталать, тет те, енчен пĕр-пĕр çын çавăнталла пырас-тăвас пулсан, лап сӳнсе ларать, тет. Кайран çав мула пин асамçăран пĕри тупма пултарать имĕш, унăн та пулин çĕр варринче пĕччен, мунча хутса, кăвар пек хĕрелнĕ мунча чулĕ çинче хура кушак какайне ăшаласа çимелле... Çук ĕнтĕ. Юмахĕ-мĕнĕ сăмах кăна пулĕ те, алла çакланнă куйкăрăш кайăка Шерккей вĕçертмĕ-ха. Чăн та, куйкăрăш кайăк илешмерĕ-ши ун çурт таврашне? Утламăшрах, тен, камăн та пулин çич çулхи автанĕ пур-тăр. Çав автан хăй пурăнас кунĕнче пĕртен-пĕр çăмарта тăвать, тет те, чĕп пусса кăларсан, куйкăрăш кайăк чĕппи тухать, тет. Енчен Шерккей килне çав кайăк ерчĕ пулсан, вăл калама çук телейлĕ пулмалла-çке. Вĕçертмест ăна Шерккей, вĕçертмест: мăнтăр çĕр ӳпне чикеленсе ӳктĕр, сĕм-кăвак тӳпери хĕвел кун çутинче сӳнсе лартăр — тупнă мулне сыхласа усрамашкăн Шерккей ăсне çитерĕ-ха.

Вăл каллех лашине хускатрĕ. Лаши вара, йăлăхтармăш шăна-пăванран çăлăннипе савăнса, пасар çулĕ тĕлне ыраш пусси тăрăх тӳреммĕн тухасшăн васкаса утрĕ.

Акă сана ылтăн. Хăйăр тăприне пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа шăратса тăваççĕ, тет, иккен ăна. Таçта, Çĕпĕрте, тет-и, хаяр ристансем пурăнакан вырăнтан инçех те мар, тет. Çичĕ çӳл ту урлă каçса çитмелле имĕш çав вырăна. Çитмĕл те çич çырма урлă каçса, ашапатман карчăк сăрчĕ урлă иртмелле, тет. Çын калаçать. Çынну вăл, ачам, еккине пĕр ярсан, темле сăмах та вылятĕ. Хăйăра пĕрчĕн-пĕрчĕн шăратнипех ылтăн юхтараççĕ пулсан, Утламăшри Куçинккасем, Алапасем пулман пулĕччĕç. Петĕр патша чухнех вĕсем те Кантюк пек те Усалук пек чип-чипер пурăннă пулĕччĕç. Апла мар çав. Ак ăçта вăл ылтăн тени. Кам пĕлет, малашне, тен, ватă Кантюкпа вĕçкĕн Усалук та Шерккей умĕнчен çĕлĕк хуçмасăр иртсе каяс çук. Эх, пуçланать-çке пурнăç!.. Шерккей чăтса тăраймарĕ, хăй тĕллĕн иăдл кулса илчĕ. Кăштах тăрсан кулми пулчĕ: тĕрĕс, пысăк пурнăç пуçламалла. Пуçлама вăхăт!

Çула тухнă лаша ярăнарах утма тытăнчĕ. Шухăша кайнă хуçи ăна юрттарасшăн хистемерĕ — уттăрах хăй тĕллĕн, çапла сарăмсăртарах пулма кирлĕ. Арчине курăнмалла мар витрĕм-ши тесе, Шерккей пăхкаласах пычĕ. Шанчăклă иккенне ĕненсе пуçне сĕнкрĕ, паçăр татăлнă шухăшне каллех кăнтарса ячĕ. Çул çинче вăл щухăш пĕр хускатнă ырă çемĕ пек вĕçĕ-хĕррисĕр сыпăна-сыпăна туртăнать: ялкăшса пăхан хĕвел çутçанталăка ытарайми илем кĕртет-и — çавă та аса кĕмесĕр юлмасть, ешĕл вăрман хĕрринчи улăхра шăранса пĕтеймен шурă тĕтре куçа курăнса каять-и, хресченен кулленхи терчĕ ахлатса сывлăш çавăрттарать-и, кĕтмен инкек чуна хĕсет-и е паянхи пек тулли савăнăç пуçа çавăрать — пĕтĕмпех пĕрле капланса пăтранать, тĕлли-паллисĕр явăнать. Çав укçах, сăмахран, çынна ăсран ярасса çитерет. Ăна кирек ăçта та, кирек кам тыткаласан та кун çутинчен пытараççĕ, кăтартмасăр усраççĕ. Укçа вăл хăй çутатать. Хăвачĕ унăн епле асамлă! Укçа тытакан çыннăн ыранхи кун пирки шухăш çук. Тӳррипе каласан, шухăшĕ ытларах та пулать пуль-ха, ыранхи куншăн пăшăрханасси çук темелле пуль, вăл ялан тутă, ялан ирĕкре, урăххине пуççапса йăлăнмасть, пăхăнасшăн та мар, вăл хăйне пăхăнтармашкăн хăват çитерет.

Пĕччен чухне пуçа темле шухăш та пырса кĕрет-çке. Юмахри ĕмĕчĕпе Шерккей хулату çавăратчĕ пуль, сасартăк çав самантра ăна пĕр янăравлă сасă илтĕнчĕ кайрĕ:

— Ç-çтан капла ирпе ирех таврăнатăн, Шерккей шăллăм?

Кĕтмен сасă Шерккее шартах сиктерчĕ. Куçне курăнми вут-çулăм пĕтĕм çанçурăмне хĕртсе ячĕ тейĕн: вăл пĕр сăмах хушмасăр тилхепине карт туртрĕ те, çул хĕрринче тăракан тĕтреллĕ мĕлкене халь-халь таптаса лапчăтас пек, лашине вирхĕнтерчĕ. Çăра тусан кăна ун хыçĕнчен мăкăрланса тусса юлчĕ. Тупата, кам пулчĕ вара ку? Мĕн терĕ вăл? Шăллĕ марччĕ-ши?..

Шерккей хăра-хăрах каялла çаврăнса пăхрĕ. Тусан сирĕлнĕ май, ăна пĕр вырăнта хытса тăран хайхи мĕлке курăнах кайрĕ. Мăххит иккен, пăлявуй, çĕр çăтасшĕ, сехрине хăпартса ячĕ-çке. Мĕн вăл çакăн пек ир вăхăтĕнче хир тăрăх услапланса çӳрет? Выртасчĕ-çке килĕнче канса...

Хăраса ӳкнĕ Шерккее тинех чун кĕре пуçларĕ. Хытă чупма тытăннă лашине чармарĕ вăл. Ял урамĕпе çĕмĕрттерсе кĕрсе кайрĕ те хăйсен тĕлне çитсен кăна чарчĕ.

Урамра Ильясĕ тăратчĕ.

— Тимрук ç-çта? — кăшкăрса пăрахрĕ вăл.

— Çывăрать пуль-ха... Мĕн пулчĕ, атте? — ыйтрĕ Ильяс, ашшĕне тĕлĕннĕ пек тинкерсе.

— Чуп халех, халех вăрат ăна!

Лашине мунчи патнелле ирттерчĕ Шерккей. Енчен енне пăхкаласа, хул хушшине улăм тытнă пек, арчине хĕстерсе каллех шала илсе кĕчĕ, пытарса хучĕ, унтан тулалла тухрĕ. Мĕскĕне тинех сăн кĕре пуçларĕ, канса сывлăш çавăрчĕ. Тимрукĕпе Ильясĕ ун патне хашкаса чупса та çитрĕç.

— Мĕн пулчĕ, атте?..

Ашшĕ пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ. Каярахпă тин:

— Мĕн пултăр? Кайса ыраш пăхса килтĕм, çав кăна, çав кăна, — тесе хучĕ. Унтан вара кусене мĕнле ĕç тупса парам-ши тесе шухăшлам пек турĕ. — Паян эсĕр иксĕр те вăрмана кайăр. Вăрмана кайăр та турат вутти тиесе килĕр... Чимĕр-ха, çуртра тата урăх ĕçсем те пулма кирлĕ, лашана вăхăтсăр ывантарас марччĕ. Вăрмана мар, — терĕ вăл, — юрамасть-ха унта кайма... Мĕн эсир, иксĕр те читлĕхрен тухса тарнă упăте пек çӳретĕр? Халех шыва кĕрсе çăвăнса килĕр...

Ачисем чăл-чал пăхкаласа илчĕç. Ашшĕ вĕсене халиччен нихçан та хăй ячĕпе ун пек çĕре кайма хушмастчĕ. Паян вăл темĕн улшăннă пек, кăмăлĕ уçăлнă пек туйăнать, Ачисем калама çук хавасланса ӳкрĕç те çавăнтах пахча урлă вĕçтерчĕç. Вĕсем утвĕттин чупнине ашшĕ хĕпĕртесе пăхса юлчĕ. Унтан хăйĕн халь тумалли ĕçне-хĕлне астуса илчĕ. Мунчине кĕрсе, арчине тепĕр хут тĕрĕслерĕ, ăна тата шанчăклăрах витсе хучĕ. Кĕсйине чикнĕ укçи те халех ытла нумай пек туйăнчĕ. Вăл унтан кăштах илчĕ, ыттине, тӳшек çĕввине сӳтсе, мамăк ăшне чикрĕ, çĕлесе хучĕ, куллен тăккаламалăх кĕсйинче пурри те çитет. Мунчинчен васкамасăр тухса, лашине тăварчĕ, атьсем çумласа килнĕ курăка лаши умне пăрахса пачĕ. Ĕçĕ нумай çав-ха унăн. Малашне тата нумăйрах пуласса кĕтсе кăна тăр: çурт пулас вырăнта чи малтан карта тытса çавăрмалла, вăхăтлăха пӳрт пекки лартмалла — пĕчĕкки çеç пултăр. Ыраш вырмашкăн та вăхăт çитет. Арăмĕ çук, пĕтĕм ĕç хăйне тиенет, ăçтан пурне те туса çитерĕн? Тимрукпа Ильяса та мĕн тумаллине кăтартсах тăмалла — çамрăк-ха вĕсем, ашшĕ пур чухне пурнăç тытма вĕренччĕр. Картине халь ĕлĕкхи пек кăтьăр-кăтьăр кăна çавăрмĕ-ха, чăх-чĕп вĕçсе ан тухайтăр, йыт-качка мар — çын ан кĕрейтĕр. Шалта мĕн пурри, мĕн ĕçлени çынна ан курăнтăр.

Çапла, Шерккей çурт лартас вырăна ыран-паян карта çавăрма шут тытрĕ. Хăми унăн хăйĕн те юлнă-ха, анчах вăл кăна çитмест. Иçливансем, ав, кашни пасарта хăма сутаççĕ. Эппин, мĕн çитменнине вĕсенчен те туянса килме пулать. Хакĕ пурпĕр мар-и, хăйсемшĕн те, хĕрĕх çухрăма турттарса кайиччен кунтах сутса вырнаçтарсан, пит меллĕ пулма кирлĕ. Ик-виçĕ лавне кирек те паянах тиесе килсе пушатчăр. Укçа-и? Укçине Шерккей куçкĕретĕн тăккалас çук та-ха. Питех палăрмалла ан пултăр. Пӳлĕх çитерсен, кăçал унăн тырри самай пуçтарăнмалла... Карта тытмалăх юпа кирлĕ пулать иккен тата. Ун пирки халех шухăшламалла.

Тăкăрлăк леш енче пурăнакан Сетриван Этхемĕ хăй пахчинче тем кăштăртатать-ха, аллине кĕреçе тытнă, унпа тем виçкелесе аппаланать. Шăртланнă сухалне шăлкалам пек турĕ Шерккей. Кӳршине илтĕнмелле кăххăм-кăххăм ӳсĕркелесе илчĕ. Лешĕ пуçне çĕклемерĕ, тем чавса, тем ăслать. Шерккей ун патне çывхарчĕ, пахчи урлă тухрĕ, кӳршин анкартийĕ патĕнче çӳлти вĕрлĕкрен чавсаланса Этхем еннелле пăхрĕ.

— Пӳлĕх пулăштăр сана тар кăларса ĕçлемешкĕн.

— Рехмет. Хăвна ырлăх çиттĕр.

— Эс тата тем чаваласшăн кунта, тем чаватăн? — хăюсăртарах ыйтрĕ Шерккей.

Хура çӳçлĕ, пĕчĕк сухаллă Этхем ĕç вăхăтĕнче питех сăмахлама юратмасть, кӳршин сассине илтсе çеç васкамасăр сăмах хушрĕ:

— Чавасси-мĕнĕ... ылтăн чӳлмекĕ тупса пулмĕ-ши тетĕп-çке, — лĕкĕртетрĕ вăл. Шерккей, çак сăмахсене илтсен, куçне чарса, чĕтренсе илчĕ. Çак сăмахсем шăпах хăйне каланă майлă янăрарĕç. Вăл ӳпĕнсе тăнă çĕртен çĕкленчĕ, Этхеме куçран витерсе пăхре, татах ӳсĕркелем пек турĕ. Чавнă шăтăксем пахчара пайтах иккен-ха, çĕрулми пит ăнса пулакан вырăна пĕр хĕрхенмесĕр алтса-пăсса пĕтернĕ.

Кӳрши хăй пуçланă сăмахне малалла тăсрĕ:

— Çакăнта кăштах улмуççи ӳстерсе пулмĕ-ши теттĕм те, ал çитернĕ хушăра алтса пăхма шут тытрăм пек, чавкалатăп-ха ăсăм çитнĕ таран. Ĕçне ăна те ăнтарса пулĕ, те пулмĕ, айланас тесеттĕм çав, пăртак та пулин усса кĕтĕр теместпĕр-и.

 

— Апла пулсан раç, — тин сăмах вăйне кĕре пуçларĕ Шерккей. — Кĕр çитсен лартса хăварасшăн иккен. Çамрăк улмуççи ăçтан тупрăн тата?

— Виçĕмçул хам аккаласа хăварнăччĕ. Сыпăнтарса та аппалантăм. Хура кĕркуннепе куçарса лартма юрать тесеччĕç çав ĕçе тĕшмĕртекен çынсем.

Этхем çивĕч кĕреçине кăпăш тăпрана тăрăнтарчĕ, Шерккей патнелле çывхарчĕ.

— Эс пултарма кирлĕ, Этхем, пултарма кирлĕ, — хутне кĕрес пек каласа хучĕ Шерккей, чăн сăмахне мĕнпе çавăрса ярам-ши тесе шухăш хускатнă май. — Кунта улмуççи çеç мар, чие лартсан та пит аван пуль, вырăнĕ ытла меллĕ...

— Вăл та пăсман пулĕччĕ.

— Тата кăштах хурт-хăмăр ĕрчетсе ярсан...

— Хурт-хăмăр тетне? Ха-ха-ха! — кĕтмен çĕртен кулса ячĕ Этхем. — Пыл тутлă иккенне пĕлетпĕр те, хурт-хăмăрне мĕнпе туянмалла тетĕн? Шăна-пăван мар-çке вăл укçасăрах ĕрчетме? Ха, Чаткассем çич-сакăр тĕп чие хунавĕ пама пулнăччĕ. Вĕсен умĕнче çурхахланас пек ырра кĕмешкĕн пĕр-ик тенкĕлĕх те пулин çуталас тесеттĕм, пит-куçăма шывпа хĕретейместĕп иккен. Хевте çитерейместĕп-çке, ырă кӳршĕм. Пуç ыратсан, урана та йывăр килет тетпĕр, аслăкăм, куратна ав, — шĕвĕр пӳрнипе тăсса кăтартрĕ Этхем, — янках уçă, вăхăтăм явăтнă нух çавна витсе пăрахăп тесеттĕм — пулмарĕ-çке, вăй çитмерĕ, витеймерĕм. Эс калан, хурт-хăмăр ĕрчетме, тетĕн...

— Итле-ха, Этхем шăллăм, аслăк тенĕрен астăватăп-ха, сан унта, картиш çумĕнче, юман шаршанласа хунă марччĕ-и?

— Юманĕ пур-ха та унта, юпалăх тесе тăраттăм. Ĕçе кĕртесшĕн пулса каскаласа та хăтлантăм...

— Шăпах çавна калатăп та, тăванăм, çавна калатăп. Энтĕрьелĕнчи хунчăку сан вăрман çĕмĕрме пултарать. Асăнтарсан, вăл сан валли тата тупса парĕ. Кунтине вара эс шаршанĕпех мана парса тăр. Укçалла тесен, санпа иксĕмĕр халех килĕшсе татăлăпăр, укçине ăна чиксех тухрăм-ха. Тырăпа тесен те, çĕнне çитрĕмĕр пуль ĕнтĕ.

Этхем ун еннелле чăрр! пăхрĕ. Сывлăшне васкамасăр çавăрчĕ те хуралнă аллисене пĕр-пĕринпе сăтăрса тасатам пек турĕ.

— Юманĕ вăл мана хама та чухрах кăна. Юпалăх кирлĕ пуль тесе тăраттăм. Хай, кӳршĕпе кӳршĕ пурăнать тенĕрен, çакăн пек чухне, ан хăра, килĕшме те пулĕ çав. Хунчăкам ман, чăн та, укçа кирлĕ тесе йăнкăлтататчĕ-ха...

— Çак сан вырăнлă сăмах, Этхем шăллăм, вырăнлă сăмах. Кӳршĕпе кӳршĕ, мĕнле калас, хăрах алăри пӳрне пек пит килĕштерсе пурăнмалла ĕнтĕ. Çынна ăраскалĕ çапла суннă-çке. Килĕшĕпĕр эппин, килĕшĕпĕр тетĕп, Этхем шăллăм. Укçине ак халех парса татас тетĕп, па-парăмра пулас мар.

— Эс тепле тупкаланă-ха укçине. Ахаль, Пăвана-мĕне кайни-килни курăнмарĕ-çке иртнĕ кунсенче?

— Иӳнеçтеркелерĕм-ха, — аптрасарах тӳрре тухрĕ Шерккей. — Ырă çынсем тупăнсах тăчĕç ман тĕле. Кĕл çине тăрса юлнă çынна кам пулăшмасть тĕнчере? Пăртакран сывлăш та уçса яраймăп-и тетĕп çав та.

— Мĕн тума çӳрен, — йывăррăн сывлăш çавăрчĕ Этхем. Çын инкекне лайăх ăнланать вăл.

Юпалăх юман пирки вĕсем укçан калаçса татăлчĕç, Шерккей ăна çавăнтах укçине шутласа пачĕ. Хăйсем иккĕшĕ те савăнчĕç. Этхем хăйĕн аслă ывăлне халех лаша кӳлтерме пулчĕ.

Кӳршĕсем çапла сăмах пĕтерчĕç. Хĕпĕртенĕ Шерккей хăй килнелле кĕрӳ пулас каччă пек çăмăллăн утрĕ.

Ĕçе тытăнсан, мĕн кирли тупăнса кăна тăрать. Шерккей мĕн чухлĕ пăта туянмаллине те тĕшмĕртсе илчĕ. Картине пĕр çавăрнă-çавăрнă, питĕрех тăвасшăн-ха вăл. Халлĕхе пĕр-икĕ ещĕк пăта илсен те аванччĕ. Пăти Нямаç лавккинчех пулма кирлĕ.

Тимрукпа Ильяс шыва кĕрсе таврăнчĕç. Ашшĕ Тимрука халех Нямаç лавккине çитсе килме хушрĕ. Шерккей кăшт кăна чееленесшĕн пулчĕ: пăта туяннăшăн укçине атте ыранах килсе парĕ тесе шантармаллаччĕ Тимрукăн. Кĕтесле илесрен пăшăрханнă Тимрук шакла пуçне кăмăлсăр пăркаларĕ, çапах та ашшĕпе хирĕçсе тăмарĕ, хушнă çĕре йăпăрт тухса чупрĕ.

Хир пек çав-ха Шерккейĕн çурт вырăнĕ. Чавкаласа пĕтернĕ хура тăпра та сăрă кĕл çеç пĕркесе хуплать ун картишне. Кирек хăш енчен пăхсан — пĕтĕм ял, пĕтĕм тавра курăвать. Акă пахча пуçĕнчи пилешĕ — выльăх çимен апат — юн сăрхăнтарас пек хĕрелнĕ çупкăнĕсене енчен енне усăнтарнă. Пус тараси патĕнче хурама, ура çине тăратнă шăмă кĕлетке пек, куркаланнă, хăрăмпа пĕвеннĕ турачĕсем хуп-хура, çулçи пĕри юлмиччен вĕтĕннĕ. Шерккей ашшĕ çав хурамана, хăй аллă çула çитнине асăнтарса, хăй аллипе хăй лартса ӳстернĕ пулнă. Текех вăл та вăй илеймест пуль ĕнтĕ. Тĕпренех .касса пăрахмашкăн та Шерккейĕн алли çĕкленмест, асăнмалăх ӳснĕ япалана куç пек хĕрхенетĕн те, епле хăйса пуртă лартăн?

Шерккейĕн кӳршĕ-аршиех, мĕн тесен те, çурт-йĕрсĕр мар ав. Хирĕçре пурăнакан Пикмăрса чухлĕ Пикмăрса та çурт картине хăй-танин çавăрнă-ха: хӳми улт-çичĕ тăрăх пур, сайхахпа пустарнă лупасĕ ешĕл мăянпа пĕр тикĕс витĕннĕ те, аякран пăхсан, симĕспе сăрланă пек — тăпăлкка та хитре. Çанталăк уяр тăнине пула çумăрпа çăвăнайман пӳрчĕ тусанпа сырăннăран çăмламас курăнать, пĕр-пĕр хĕрĕнкĕ те вĕçкĕн хĕрарăм хăйне хулăм туйра ташлама черет çитессе кĕтсе тăнă пек, хăрах аяккинелле тайăлнă, çĕрĕшнĕ улăмпа витнĕ тăрри калмăксен лапсăркка çĕлĕкĕ пек те, вăл тепĕр еннелле пăрăннă. Пикмăрса пӳрчĕн урам енĕ хăйĕн симĕсĕн-кăвакăн йăлтăртатакан кĕленчеллĕ чӳречисемпе Шерккее тĕллесе пăхать те: «Эс те мана саватна çак?» — тесе ыйтнăн туйăнать. Пӳртне, йăтăнса анасран, мăшăр терев янă, Çавна май Пикмăрса пӳрчĕ Шерккее пахчапа кутăнла пурăнакан Алапа Велюшне асилтерет. Уксах Велюш туяпа тĕренкелесе çӳрет. Çамрăк чухне Велюш темиçе çул хушши салтак службинче тăнă. Теплерен ăна чăн паттăра та тухнă теççĕ. Салтакрах хăрах урине амантнă-мĕн. Килне таврăнсан вара, пурнăç майне ыттисем пек кĕресшĕн тăрăшса, пĕрре авланса пăхнă — арăмĕ вăхăтсăр вилнĕ, тепре авланса янă — каллех ăнман, упăшкам куштанрах иккен тесе, иккĕмĕш арамĕ ун патĕнчен иккĕмĕш кунхинех тухса тарнă. Çавăнтан кайран Велюша качча пыма килĕшекен инке-арăм ялта пĕрре те тупăнман. Ирĕксĕрех ват урçана тăрса юлнă Велюш, хайхискер, картла выляма тытăнать те ĕçке ярăнать. Ялта кам патĕнче çын пухăнать — вăл унта, ăçта хăна-вĕрле пур, ăçта ваттисене хывса асăнаççĕ, ăçта çамрăксен улах сăри кĕрлет, туй çуйăхать — Велюш çавăнта çитет. Çитсе кĕрсен, хăваласа ямасăр та тухса каймасть. Кайма тухсан та, килĕрен киле кĕрсе, тулли курка йăлăнса çӳрет. Çавна пула ăна Утламăшсем Алапа тесе чĕнеççĕ. Алапа Велюшĕ салтакран илсе килнĕ «акăлицки шăлаварпа» çӳрет; шăлаварне халь çитмĕл çичĕ саплăк ларта-ларта янă, кивĕ аттин патушне мунчала кантрапа та сĕвем-сĕвем çĕлем çиппе каркаласа çыхнă. Пĕр-пĕр çуртран хăваласа кăларнă хыççăн Велюш хĕрĕнкĕ кĕнĕ халпала урам варринчех çиле хирĕç тăрать те, тăсмака та ырхан урине çил-тĕр янă ĕне пек чаркаласа, хулăн шăнăрлă аллипе кăмăлĕ туличчен сулкалашать: «Эпĕр-и? — тет вара, кăкарне çапкаласа, — энĕр салтак пулккисем! Микул патша хуралçисем!.. Эсĕр камсем? Хăртăксем-çке эсĕр! Çăпата пуçне йĕпетекенсем!.. Эп тесен, Микул патшан пирвăй кăрнатирĕ!..» — тесе пырĕ тытаничтен кăшкăрашать. Хирĕçле çил ун çăрăлти сассине хăй умĕнчех йăмтарать. Вăл пур — пуçĕнчи лапсăркка çĕлĕкне тата хăяккăнтарах чалăштарать, туратламас туйипе тĕренкелесе, тепĕр еннелле тайăлать. Ăна хирĕç никам та чĕнекен çук, унпа никам та çулăхасшăн мар. Ирĕксĕрех малалла утмалла. Ăçта тата тулли курка çакланĕ-ши...

■ Страницăсем: 1 2 3