Хура çăкăр :: ХХХIII. Ашшĕн каламан сăмахĕ


Шерпике патĕнче пулнă инкеклĕ каçран вара Шерккей йăлт аптраса ӳкрĕ. Куçăм никама ан куртăр, хăлхам никама ан илттĕр тесе, вал ирхи куна каçчен ирттерсе те пӳртĕнчен тухмарĕ, кăнтăр çутипе хăй картишĕ урлă утса иртме вăтанакан пулчĕ: хапхи те пулин çук-çке, çавна та туса пулмарĕ. Çил хапхине пула, картишĕнче мĕн пурри-çукки пĕтĕмпех курăнать. Кашни иртен-çӳрен ун çурчĕ умĕпе утнă чух тутине аллипе хупласа кулать пуль...

Чăн та, мăшкăл мар-и, такам, пĕтме маннăскер, аслă урамăн тăршшĕпе пăчкă кĕрпи сапса тухнă. Юрать-ха, вĕсем патне халь килен-каян çӳресех каймасть.

Тимрук та юлташĕсене ертсе килмест. Вăл ашшĕ куçне те курăнма вăтанакан пулчĕ. Малтанхи кунсенче Тимрук урама та тухмастчĕ, пӳрте те кĕместчĕ, ĕç çукран ĕç тупса тенĕ пек, пахчара хăй тĕллĕн кăштăртатса çӳретчĕ. Унтан вара, килте вутă кирлĕ мар пулсан та, вăрмана кайса, виçĕ лав турат тие-тие килчĕ. Ашшĕпе çаплах сăмах вакламарĕ. Вăл калаçманни ашшĕ кăмăлне те çăмăллатрĕ. Пыра киле Тимрук урама тухса çӳрекен пулчĕ. Тепĕр каласан, вăл айăплă мар-çке. Ашшĕ ĕнтĕ ĕçпе-мĕнпе те Шерпике патне çитме пултарнă, тен, иртĕхес шухăш тытман та пуль. Çын тени темле сăмах та туртса кăларĕ, хăлхана чăнк тăратса итлеме кăна ĕлкĕр.

Ильяс ир тухса каять те каç килсе кĕрет. Ăна-кăна ăнлансах каймасть вăл. Таçта, тахăш вăхăтра темĕн çиет, темпе тăранса пурăнать; ан хăра, вăхăчĕпе çиеймесĕр те çӳрет пуль. Иртнĕ кунсенче, ав, Капкай ачипе ермĕшнĕ те вăрмана кайнă, унтан пушăт касса килсе, çăпата тума вĕреннĕ. Чи малтан тунă çăпати ытла пысăкчĕ, кĕрĕс-мерĕсчĕ, хăрах çăпати чалăшрах пуçлăччĕ, анчах пушăт хуппи хушса туманччĕ вăл çăпатине. Сетриван старик çав çăпатана кĕмĕл парса туянчĕ. Пĕчĕкскере хĕрхенсе пуль, хакĕ пирки те сутлашса тăмарĕ. Унран илнĕ кĕмĕл Ильясăн çамрăк пурнăçĕнче пĕрремĕш укçа пулчĕ. Вăл калама çук хĕпĕртерĕ. Ĕçĕ усса пынине ăнкарнă Ильяс тата пикенерех ĕçлеме тытăнчĕ, ашшĕ валли те пĕр мăшăр çăпата туса килсе пачĕ. Ашшĕ те, кĕçĕн ывăлĕ çапла хăй тĕллĕн тенĕ пек ăсталаннине кура, кăмăлтан хĕпĕртерĕ.

Юлашки кунсенче Ильяс Капкайсем патĕнчен туха та пĕлмест, хăш чух вăл çавăнтах выртса çывăрать: Володьăпа иккĕш пасарта сутма тесе çăпата тăваççĕ.

Шерккей пӳртре пĕр-пĕччен юлать. Тимрукĕ тухса кайсанах вăл алăкне питĕрсе илет те хуçалăхри вак-тĕвек ĕçне тума тытăнать; ĕçсĕр лармасть. Аслăк айĕнче унăн тахçан юлнă кивĕ сӳспе мунчала нумайччĕ. Каçсерен вĕсене вăл пĕр ытам пӳрте йăтса кĕрет те тилхепе явма тытăнать. Тилхепи ахаль те пур-ха унăн, ĕçĕ пултăр тенипе çеç вăл тилхепе тавраш явса ирте пĕлмен вăхăтне кĕскетет. Тепĕр чух тата пуçпăяв, чĕлпĕр, нăхта тата темĕн те пĕр çавăн пеккисене явать.

Паян унăн ĕçĕ хăйне кура ăнса пычĕ. Еккине янă хушăра икĕ тилхепе яврĕ, пӳрни сурса ырататчĕ пулин те, ĕçне пăрахмарĕ. Кăнтăр çути кĕске мар, кивĕ пӳртĕнче çапах та тĕттĕм. Краççын пурччĕ-ха унăн, вăл ăна пĕркунах Упи пасарĕнчен пĕр лакăм илсе килнĕччĕ. Урамалла тухакан чӳречине карасшăнччĕ — ал айенче нимĕн тупаймарĕ, «Çунакан машинине» çутса ячĕ. Пӳртре никам чăрмантаракан çук, ĕçĕ çаплах кал-кал пырать. Мунчали сĕвемне йĕркипе хутлата-хутлата урайне сарса хучĕ, турат куçĕсемпе çĕрĕшнĕ татăксенчен тасатрĕ, сӳс кулчине салтса чĕрсе хатĕрленĕ мунчалипе пĕрле майлаштарчĕ. Тытăннă ĕçпе йăпанса вăхăчĕ чылай иртрĕ иккен, лашине çиме парасса асне илчĕ. Курăк çулма ĕлкĕрейменнине пула, вăл лашисене пăтратни çитеретчĕ, халь акă ут валли авăртнă çăнăх та пĕтсе çитрĕ. Шерккей кĕлетне тухрĕ, унта унăн пĕр пӳлме сĕлĕ пур, пĕлтĕрхи: çул йывăр килес пулсан, кĕселлĕх те пулин упрантăр тесе тытатчĕ вăл ăна. Хальхинче Шерккей йывăç чĕресне шăлами сĕлĕ тултарчĕ, кĕлет урайне тăкăннă пĕрчĕрен шăлса тухрĕ, чĕресне çĕклесе вити патнелле кăна пыратчĕ — сасартăк унăн çӳçпуçĕ вирелле йăшăлтатса хăпарчĕ: аяккинелле тайăлнă пăлтăр алăкĕнчен тĕтĕм парăлтатса тухнине курах кайрĕ. «Ах, тупата!,..» — пăшăрханса ӳкрĕ Шерккей, унтан тулли чĕресне çĕкленипех пăлтăралла чупса кĕчĕ — çăра тĕтĕм пӳрте явса илнĕ иккен. Шерккей нимĕн тăвайман енне: «Ай!» — тесе кăшкăрса ячĕ. Пӳртре пĕтĕм мунчалапа сӳсе вут хыпса илнĕ: «Мĕн пулчĕ? Мĕн пулчĕ?..» — тем асне илесшĕнччĕ вăл. Анчах вут явăнса çуннине курсан, кунта пушар иккенне ăнланчĕ. Нимĕн тăва пĕлмен Шерккей аллинчи чĕресне урайнелле яра пачĕ. Арасланса кайнă вут часах сĕтелне çавăрса илчĕ, саксемпе, минтерĕсемпе тӳшекне куçрĕ, урай çунма тытăнчĕ. Шерккей, йӳçĕ сывлăша хăвăрт-хăвăрт çăтса, тĕпел кукăрне иртесшĕн пулчĕ, темрен такăнса кăштах ӳкетчĕ; ури айне пăхрĕ те — ваннă кирпĕч иккен. Ăçтан пултăр кунта, урай варринче, çак кирпĕч татăкĕ?.. Урам енче чӳрече кантăкĕ те ваннăччĕ, анчах кил хуçи çавна асăрхаймарĕ, хĕрсе кайса, вăл таптаса та пулин вута сӳнтересшĕнччĕ — вĕри çулăм урăм-сурăм çаврăннине пула, унталла пыраймарĕ, кăмаки кĕтессинчен çапăнчĕ, унта хăйă типĕтме хуракан шăтăк пур, шăтăкра хăварнăччĕ-çке вăл укса енчĕкне? Шерккей, аллине кăмака шăтăкне чиксе çавна йăпăр-япăр ярса тытрĕ те хĕвне персе чикрĕ, пӳлĕннĕ сывлăшне ниçтан çавăраймасăр алăк патнелле тапса сикрĕ. Кунта тин сывлăш уçам пек турĕ, анчах каллех тĕтĕмпе чыхăнса кайрĕ. Пуçне тем пĕçертсе илчĕ. Шерккей çунан çӳçне аллипе ярса тытрĕ, питне-куçне хупăрларĕ, аран пăлтăралла çитрĕ, алăк урати урлă каçаймасăрах хутланса ӳкрĕ.

Таçта: «Пушар!.. Пушар!..» — тесе кăшкăрашрĕç. Çав тискер сасса çеç илтсе юлчĕ Шерккей. Унтан такам ăна пуç çийĕнченех сивĕ шывпа чашлаттарчĕ, Шерккей çавна тĕлĕкри пек кăна астăвать. Пӳлĕннĕ сывлăшĕ кăштах уçăлнă пек пулчĕ...

Туллиех халăх хĕвĕшет. Сынсем Шерккейĕн выльăх-чĕрлĕхне картишĕнчен хăваласа кăларасшăн пулчĕç. Çӳрен лашипе ĕнине, сурăхсене кăларчĕç вĕсем, вите кĕтессинчи хура ăйăрне çеç ниепле кăлараймарĕç. Алăк патне çитсен, вăл пушара курчĕ те хартлатрĕ, шăмарчĕ, тытма пыракан çынна хăй патне яхăнне ямарĕ, пĕрне тапрĕ вăл, тепĕрне çыртса сурчĕ, тискерленнĕ выльăха ниепле те витерен кăлараймарĕç. Кайран вара, тен, вăл хăĕх тухĕ, тесе алăка уçах хăварчĕç те пăрăнчĕç, пушар сӳнтерме васкарĕç.

Аслăк айĕнчи чăх-чĕп вĕçĕ-хĕррисĕр кăтиклесе унта-кунта вĕçсе ӳкет. Кĕлет пуçĕнчен çĕкленнĕ кăвак кăвакарчăнсем, çуначĕсене хăвăрт-хăвăрт вылянтарса, çӳле вĕçсе хăпараççĕ те канăçсăр çаврăнаççĕ. Ăшша пиçнĕ Тимрук хашăлтатса чупса çитрĕ. Çурчĕ çуннине курсан, ним тăвайман енне хаяррăн кăшкăрса ячĕ. Пуринчен малтан тенĕ пек кунта çитнĕ Элентей кĕлет алăкне тапса çĕмĕрчĕ. Çынсем кĕлете кĕрсе кайрĕç, анчах вĕсем, тем пек тăрăшсан та, Шерккей тыррине пĕр пĕрчĕ те кăлараймарĕç: асăхнă вут, таçта васканă пек, хумлăн-хумлăн явса илчĕ те, кĕлет витти улăмĕ пĕтĕм кашти-урлăшĕпе пӳлме çине йăтăнса анчă. Кĕлетри çынсем аран сиксе тухма ĕлкĕрчĕç.

Халăх витре хыççăн витре шыв йăтать. Шăрттан Имечĕпе Етиккан, вут ăшне кĕрсе тенĕ пек, вĕçĕмсĕр шыв сайса тăчĕç. Шыв чашлатса пăсланать, типсе çитнĕ хуралтă, çĕрĕшнĕ улăмпа пĕрле хутăшса, тар пек хыпса илет те шатăртатса çунать. Хĕлхем ярăмĕ таçта çӳле хăпарса пуçтаххăн сикет. Кашлатса хăпарать вутлă тĕтĕм. Урамри хурама çулçи типсе пĕтĕрĕнет, кăтраланса çунать.

Пӳртпе пура хушшине лăках мăк тултарнăччĕ. Мăк амаланса çупма тытăнчĕ. Ула-чăла тĕтĕм таврана йӳçĕтсе, пĕтĕм çурта карса илчĕ. Пура тивсе кайрĕ. Турат куçĕнчен куççуль пек йăлтăркка сухăр сăрхăнса тухать, çулăм ăна çавăнтах хыпса илет те хăрăмланса вĕркеме тытăнать. Тара ӳксе хăшкăлнă çынсем пурана салата пуçларĕç, пакурсемпе пĕрене турта-турта ишеççĕ, Анчах çапла сӳтсеишсе тăкни пăтратарах çунтарар тенĕ пек кăна пулса тухрĕ.

Шыв йăтса ĕлкĕраймеççĕ. Тарасаллă пусăран шыв вырăнне шĕвĕ тăмлă пылчăк кăна ăсăнать. Халăх шыв ăсма аякри пусса чупать.

Шерккей кӳршисем хăйсен хуралти тăррине хăпара-хăпара ларнă. Вĕсем сенĕк те вăрăм çулкă тытнă, умĕсенче шывлă витресем.

Лаçă хĕрринче выртакан Шерккей, йывăр ыйхăран вăраннă пек, куçне уçрĕ, хуралнă аллипе шăлкаларĕ, сывлăш çавăрчĕ, çурчĕ çуннине тин çеç асăрханă пек, ярт сиксе тăчĕ те шурă кĕлпе витĕннĕ кăмрăк çийĕн çăпата вĕççĕнех тапăлтатса утрĕ. Ун патĕнчен пĕри тулли витрепе иртсе пыратчĕ.

— Уття, эсĕ-и? Эсĕ-и? — чĕнчĕ Шерккей.

Уття майĕпенрех утма тытăнчĕ.

— Пар-ха мана витрĕне.

— Ме.

Шерккей йывăç витрене икĕ аллипе çавăрса тытрĕ, ăшне кантарса сивĕ шыв ĕçе пуçларĕ. Мăйăхĕпе сухалĕ тăрăх шыв йăпăртатса юхать. Шерккейĕн пыр мăкăлĕ васкамасăр анать те хăпарать, анать те хăпарать. Мăй хутламĕ тарласа йĕпеннĕ те, вут çути ӳкнипе, сайралатса çыхнă укаçиппи пек йăлтăртатать. Шерккей çапла кана-кана шыв ĕçрĕ, унтан витрине пуçĕ тĕлне тытса ӳпентерчĕ, шывне хăй тăрăх яра пачĕ. Хăрах енче ĕннĕ çӳçĕ яп-яка çаралса юлнă-мĕн. Шерккей ăна-кăна асăрхамарĕ, курмарĕ, пушаннă витрине хăрах алă вĕççĕн тăсса:

— Ме витрĕне, Уття, ме витрĕне, — тесе мăкăртатрĕ.

Уття, тепĕр витрине çĕклесе, паçăрах вут патне кайнăччĕ. Шерккей, нимĕн тума аптăраса, пушă витрене хăй умне лартрĕ, унтан вут çинелле куç чарчĕ те:

— Вут куçне шыв! Вут куçне шыв! Вут куçне шыв!.. — тесе виçĕ хут кăшкăрса ячĕ. Тинех кăшт вăй илнĕ пек пулчĕ, тата маларах яра-яра пусрĕ; çурма хупăнан куçне час-час мăчлаттарса, çунса пĕтеймен пĕренине асăрхарĕ. Пĕренине пӳрт ишнĕ чух пакурпа туртса антарнă, пĕр вĕçĕнчен ыра йĕрĕ палăрать, пакур качи çаклатса шăйăрнă. Чĕрĕ ӳт чиксе каскаланă пек туйăнчĕ Шерккее. Пĕçмех кĕтесĕ сӳннĕ, кăмрăк çурăкĕнчен пăс тĕтĕрсе тухать. Шерккей çав пĕрене пуçĕ çине тĕренсе ларчĕ, пушар сӳнтерекенсен шăв-шавне илтмĕш пулса, енчен енне пăхкаларĕ. Чăмăр пысăкăш шĕл-кăвар таçтан ун патнелле сирпĕнсе йăваланса пычĕ. Пĕçерессе туймасăр тенĕ пек, Шерккей ăна аллипе ярса тытрĕ, унтан хăрах ывăç тупанĕ çинче сиктеркелесе, пвв, пвв... тесе вĕрсе илчĕ. Вара хăй тĕллĕнех мăкăртатса: «Пĕçертесшĕн-и? Мана пĕçертесшĕн-н?.. Çук, вут-ама, Шерккей санран вăйлăрах, пĕçертейместĕн ăна, пĕçертейместĕн ăна!..» — тесе кăшкăрса, шăлне хыттăн çыртса, çав кăвара сылтăм аллипе чăмăртарĕ те сĕлĕ пĕрчи пек ватса çĕре сапрĕ. Хăй çавăнтах аллине тăпра ăшне чикрĕ.

Пахчари пилешĕ, — картишĕнчен пăхсан, ăна пӳрт хупăрласа тăратчĕ-ха, — халь янках курăнать. Пӳртĕнчен те, тепле майпа, кăмаки çеç ишĕлмесĕр тăрса юлнă. Пилешĕн хĕрелнĕ шултра çупкăнĕ хушăран вут çути тĕлне пулать те юн витнĕ пек йăлкăшать. Пилеш айне пуçтарăннă пĕр ушкăн ача-пăча сӳнекен пушара халь те пулин пăхса тăрать. Текех мĕн пăхмалли пур-ши унта, çуннă-çуннă — пĕтнĕ ĕнтĕ; Шерккей халь пĕр-пĕччен кăна ларĕччĕ те, кăкăрĕнче кăшăлланă тарăхне уçса ярса, мĕн çинчен те пулин шухăша кайĕччĕ. Вăл аслăк еннелле çаврăнса пăхать. Çавăнта унăн вити пурччĕ — йăлт çунса пĕтнĕ иккен, лаши, ĕни, сурăхĕсене хăваласа кăларма кам та пулин ăс çитерчĕ-ши?.. Такамăн мĕлки халь те курăнать-ха унта, çав кĕл купи çинче. Янавар чун тинех Шерккее мĕнпе пулăшас тет пуль? Кĕлрен çăнăх пулас çук ĕнте... Чим-ха, чим, хĕрарăм мар-и çав мĕлке?.. Тĕтĕм тĕтĕрнĕ хушăра курăна-курăна каять. Çурт-йĕрсĕр юлнă пирĕшти пулсан? Кĕлтумасть-и вăл, çапла хутлана-хутлана авăнса? «Пӳлĕхçĕм, пӳлĕхçĕм!..» Шерккей ларнă çĕртен тăчĕ, куçне чармакласа тинкеререх пăхрĕ: çук, пирĕшти мар, вăрăм кăвак кĕпепе, саппунпа, саппунĕ вĕçне пилĕк çыххинчен хĕстерсе янă хĕрарăм! Хĕрарăм-çке чăнах!

Хĕвапям кĕл тĕмески патне пырать те урипе тем чакалать, унтан пĕшкĕнет, темле хура япала çĕклесе силлекелет, япалине чĕркипе чикет, татах чакаланма тытăнать. Шерккей çав хĕрарăм кĕлпе хĕвĕннĕ кĕрт çинче мĕн туса çӳренине, мĕн шыранине, чĕркине мĕн силле-силле чикнине тинех тавçăрса илчĕ, вара хăй патĕнчи çынсене пурне те илтĕнмелле хыттăн, ниçтан ча-рăна пĕлмесĕр ахăлтатса кулса ячĕ:

— А-ха-ха-ха!.. Ах-ха-ха-ха!.. — каçăхсах кайрĕ вăл. Пырне халиччен тем кансĕрлесе тăни тинех анса кайнă пек туйăнчĕ.

Вăл ахăлтатнине илтекен çынсем кăн-кан пăхкаларĕç, «Шерккей ăсран тайăлнă иккен», — тесе, аяккинелле пăрăнчĕç, пĕр Элентей кăна тетĕш патне тӳррĕн утса пычĕ.

— Эс мĕскер... савăнан?

— А-ха-ха-ха!.. Ав, кур-ха, кур-ха!.. — тесе хĕрарăм еннелле алă тăсрĕ Шерккей.

— Кам унта?

— Тем япала тупать те чĕркине чикет, тупать те чĕркине чикет... Кам вăл? Ха-ха-ха-ха!

Кăвак çутă çапнăччĕ, çапах та вăл кам иккенне кунтанах палласа илме пулмарĕ. Элентей малалла чупрĕ те хăрах аллине çĕклесе юнарĕ:

— Шерпике-шуйттан, мĕн тухатлан унта?

— Чăхсем суйлатăп-ха, пиçнĕ чăхсем, ара...

— Суйлаттарам-ха сана! Мантăнам?..

Шерпике, пахчари улма калчине ватса, тӳрех вĕрлĕк патнелле тапса сикрĕ. Çавна асăрханă Шерккей аптра юлчĕ.

«Пĕтме маннă çĕрçăтасшĕ, — мăкăртатрĕ вăл, — ăна хăйне вута пемеллеччĕ... Калап, пирĕшти мар теп,...»

Шерккее темле аван мар пек пулса кайрĕ. Вăтанчĕ вăл.

Элентей каялла таврăннă çĕре Шерккей кулма чарăнчĕ, шăллĕне тӳррĕн куçран пăхмашкăн та хăяймарĕ.

— Тарчĕ. Арçури пек чупать. Киремет лашисемпе те хăваласа çитес çук,

— Шăллăм... шăллăм, — майĕпен çеç илтĕнчĕ Шерккейĕн сасси, — çуртăм-йĕрĕм кĕл пулса тăчĕ-им?

— Ăçтан ку? — кăра саспа ыйтрĕ Элентей.

— Мĕн ăçтан?

— Ăçтан вут тухрĕ?

— Хам айăплă, шăллăм, хам айăплă, — сывлăшне çавăрчĕ Шерккей, хăй вара çуталнă шурăмпуç еннелле вăрахчен пăхса тăчĕ.

Элентей хăрăмланнă ал туйине шăлкаласа, тавăрнă çаннине антарчĕ.

— Эс пĕлетĕн ĕнтĕ, эс пĕлетĕн, — терĕ ăна Шерккей, шăллĕ хăй патĕнчен пăрăнманнине кура. — Манăн çунакан машина пурччĕ. Леш, Кантюк... папайсем пани... Ăна маччаран кантрапа, кантрапа çакçа янăччĕ. Каçхине хам ĕçлесе лараттăм та çутрăм, çутрăм, тилхепе яваттăм... Лашасене çиме парса кĕрем-ха терĕм, тухрăм та — алăка хытăрах хупрăм курăнать, ман çунакан машинăм татăлса ӳкнĕ пулинех, краççынĕ мунчала çине тăкăннă. Кĕтĕм пӳрте — ăçта унта... — Шерккей шанчăксăр алă сулчĕ.

— Кантюк! Пĕтĕмпе Кантюк пĕтерет сана.

— Çавă кирлĕ мана, шăллăм, тĕсĕ, çавă кирлĕ, — Кантюка пĕрремĕш хут çилленсе, чунтан тарăхса ӳпкелешрĕ Шерккей.

— Ху астумастăнам?

— Шăллăм, шăллăм, сан сăмахна пĕтĕмпе астăватăп та... тинех мĕн тавас ĕнтĕ! Кала, йĕрем-и? Йĕрем-и? — çине-çине ыйтрĕ Шерккей; сасси хăйĕн чĕтренсе, мĕскĕннĕн тухать куçĕ хĕррисем шуррăн пӳрленнĕ.

— Йĕме кирлĕ мар. Чăваша йĕни килĕшмест. Пăчăр пек пул, тете. Пыршу йăтăнса тухса ӳксен те, виçĕ кун пурăнма тапăçлан. Çапла вĕрентнĕ ваттисем пире.

— Чунăм пулсан, чул хушшинче те усранăп тетĕп çав, усранăп тетĕп.

— Çак инкек пулман та пулĕччĕ, эп каланине вăхăтра итлемерĕн.

— Ӳкĕнетĕп, шăллăм, тем пек ӳкĕнетĕп... Каçар мана, каçар мана...

Шерккей пĕр утăм малалла ярса пусрĕ, Элентей умне тăчĕ, çунса йĕпрелсе сĕвĕнкеленĕ аллипе ăна хулпуççинчен уртăнас пек ярса тытрĕ. Элентей кăмăлсăр пулчĕ:

— Каларăн тата! Мĕн каçармалли пур сана?..

— Çапла тетĕн çав...

Тул çутăлчĕ. Шерккейĕн инкекĕ тата ытларах курăнса кайрĕ: пĕтĕм çурт-йĕрĕнчен кĕлрен урăх нимĕн те юлман иккен, кăмрăкĕ те амаланса сӳннĕ, кĕлпе витĕннĕ, куçа сулхăнăн çиет. Çурт лартма ĕмĕтленнĕ чух, хăмине саваласа, хатĕрлесе пилеш айне купаланăччĕ, çав хăма кăна тăрса юлчĕ ĕнтĕ унăн. «Вăл та пулин паха», — шухăшларĕ Шерккей. Хăрăмланнă кăмаки юлнă тата.

Халăх саланса пĕтрĕ. Тимрукпа Ильяс ашшĕпе Элентей патне пычĕç, чун йывăрлăхне кура, вĕсем сăмах чĕнмерĕç, хута кĕрес пек, ашшĕне кулянса пăхрĕç.

■ Страницăсем: 1 2