Хура çăкăр :: XXXI. Йĕпетнĕ çул
— Мĕн эсир? — хыттăн янăратса вăйпа туртăнчĕ Тухтар. Хăйне тытса тăракансенчен пĕрн хăрах аяккинелле кăштах ӳкĕтчĕ, анчах тейри — Эппелюк иккен — ăна хулĕнчен çатăрласа тытасшăн пулчĕ. Тухтар ăна аллипе хыттăн тĕкрĕ те, вĕçерĕнсе, çӳлелле васкарĕ. Çӳлтен шăпах Нямаç анатчĕ, вăл тӳрех Тухтар патнелле сикрĕ. «Çыхса пăрахас ăна!» — кăшкăрса яче Нямаç. Каччăсем Тухтар патне тăваттăн-пиллĕкĕн çитсе тăчĕç, кăшкăраша пуçланăскере çĕклесе, каллех тăрантас патне илсе кайрĕç. Унтан ăна алли-урине хыçалалла çавăрса çыхрĕç, тек ан кăшкăраштăр тесе, çăварне тутăр чикрĕç. Тухтар тапкаланчĕ, туртăшрĕ, çăварне чикнĕ тутăрне сурса кăларас пек хăтланчĕ, çапах та инкекрен хăтăлаймарĕ. Ăна пăхма кунта Эппелюк çеç тăрса юлчĕ, ыттисем аялалла анчĕç.
Таврана ирхи кăвак çутă карса илчĕ. Тĕнче уççăн курăнса кайрĕ. Витре хыççăн витре шыв тултса пичкене тултарчĕç. Ĕç пĕтерсен, Кантюк хул хушшинчи шлепкине тытрĕ те ăна çыран айлăме тăрăх кустарса ячĕ, хăй çав вăхăтра та пулин шăппăн мăкăртатрĕ:
— Анас çулăмăр хирĕçле ан пытăр, çапла татах киле-киле чăрманмалла ан пултăр, — терĕ вăл. Хăйпе пĕрле тăракан халăха ертсе, туй пуçĕ çыр хĕррипе васкамасăр хăпарчĕ; тăрантасĕ патне çитсен, Тухтар енне тинкерчĕ, сăмах тавраш каламарĕ, пички тулнине пырса пăхрĕ, унтан кĕсйинчен пăшатан пек вĕçлĕ тимĕр кăларчĕ те пички пуçне аялтан шăтарчĕ. Шыв йăрăлтатса юхма тытăнсан, Кантюк ăна аллипе тытса чарчĕ.
— Çутăлчĕ ав... — терĕ хăй. — Кунта тек чăрманса тăрар мар. Кĕрчемине Ишлĕрен иртсен те, пĕкĕ çине шăнкăрав çаксан та ĕçме ĕлкĕрепĕр. Ара. Халĕ пирĕн хăвăртрах таврăнмалла. Пурсăмăр та кайма хатĕр-и? — ыйтрĕ вăл, куçне мăч-мăч хупкаласа. Те улхашсем сисесрен шикленсе, те урăх сăлтавпа сасси унăн пыр тĕпĕнчен сăтăрăлса тухса çăтăртатрĕ.
Лашасем хальтен халь тапса сикес пек тăратчĕç.
— Пурсăмăр та хатĕр!
— Кайрăмăр эппин, — аллине пичке тĕпĕнчен вĕçертрĕ Кантюк. Тăрă шыв юхма тытăнчĕ.
Хĕвелтухăç çуталчĕ. Кун кĕскелсе пынă май, вĕçен кайăк та юрласах каймасть. Улхаш хресченĕсен пӳрт-çурчĕ уйрăммăн таса курăнаççĕ. Вĕсене улăмпа та хăмапа витнĕ. Ял халăхĕ лăпкăн çывăрать. Урам варринчи йăмра тĕлĕнче кăна канăçа пĕлмен кураксен йышлă ушкăнĕ кăранклатса çаврăнать. Кантюк ял çинелле пăхать те сухалне яката-яката илет: çăл патĕнче пулса иртнĕ ĕçе Улхаш халăхĕ сисмесĕрех юлни ăна калама çук савăнтарать. Халлĕхе çапах та ун пашăрханăвĕ пĕтĕмпе иртмен-ха, çитес çĕре хăвăртрах çитмелле те ĕçе пĕтермелле тесе шухăшлать вăл. Туймет ачипе меллĕ пулса тухрĕ иккен-ха. Хирĕçме пăхать-и? Вĕçне çитсен унта хирĕçтĕрех, пĕр чăрмавсăр ытла тата элле...
Тухтарăн алли-урине, хыçалалла туса, пĕрле туртăнтарса çыхнă, тăрантас çинче ăна тем пек меллĕ мар, йĕпеннĕ куçĕ хĕрелсе кайнă, тусса арпашнă çӳç айĕпе Кантюка сиввĕн те çиллес витерсе пăхать.
— Кăшкăрашма та турткалашма кирлĕ мар теместĕп-и? Ара. Çыхса пăрахса тертлентермен пулĕччĕç... Эс, Тухтăрăм, йывăра ан ил, сăрт урлă каçсанах салтса ярăпăр. Илтетне, шăллăм?
Илтессе илтсен те, Тухтара Кантюк сăмахĕ йăпатмарĕ, вăл, тем каласшăн пулса, куçне мăч-мăч хупкаласа уçрĕ, урăхран сăмах илтменнипе пуçне ӳпнелле туса выртрĕ.
Кантюк тара ӳкнĕ çамкине шалпар çаннипе шăлса илчĕ, ларкăч çине хăпарса ларчĕ, унтан, аллине çӳлелле çĕклесе, тилхепинчен туртрĕ. Лашасем тапранса кайрĕç. Тăрантас кустăрмисем, сĕлĕ ани çийĕн тарăн йĕр хăварса, аслă çул еннелле пăрăнчĕç. Лашисем васкавлăн юртма тытăнчĕç. Тăрантас хыççăн ыттисем те ĕрĕхсе каяс пек хыттăн вĕçтерчĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...