Хура çăкăр :: XXVIII. Таптанми йĕр
Шерккейĕн пит-куçĕ кĕтмен çĕртен пĕркелене пуçларĕ. Юрĕ ĕнтĕ, мĕн тăвас тетĕн, шăла çыртса та пулин чăтмалла. Çурчĕ унăн йăлтах пушанса юлчĕ... Ĕлĕк кӳршĕ çыннисем те пулин килкелесе каятчĕç, халь вĕсем те çӳреми пулчĕç. Эх пӳртре арăм çукки, пĕтĕм ал-урана çыхăнтарать те, нимĕн тума çук. Пысăк ĕç хускатмалла-çке унăн: пӳрт хăпартмалла! Ĕнтĕ урай-мачча хăмине те саваласа хатĕрленĕ, мăк та кăларса килнĕ, кӳршĕ-аршăсем вак-тĕвек ĕçрен пушанасса кăна кĕтет Шерккей, вара пӳрт хăпартма тытăнать.
Пӳртне хăртлама тесе, вăл Пикмăрса арăмне вунсакăр витре сăра тутарчĕ. Сăри пит ăнса пулчĕ, кăпăкĕ хăймаланса кăна тăрать. Шерккей ăна кăшт тутанса пăхрĕ те урăхран, сĕвĕрĕлтерес марччĕ тесе, пичкине пăхма та хăрать. Килте яшка пĕçерекен çук-çке, çавă та пулин пăтăрмахла ĕç иккен. Улма та улма — йăлăхтарсах çитерчĕ. Тимрук, ав, халиччен яшка пĕçерменскер, хуран патне те пымасть.
Паян ир Шерккей хăех шӳрпе пĕçерсе пăхма шутларĕ. Ильяспа иккĕшĕ вĕсем улма шуратрĕç, Тимрукĕ хуранне çуса тасатрĕ, шыв ăсса кĕчĕ. Какайсăр шӳрпе часах пиçрĕ. Сĕчĕ пит сахалччĕ. Ĕнине вăхăтра суманнипе вăл та пулин сĕтне антарми пулчĕ. Тепĕр ĕни, Кантюк папайĕнчен илни, ниçта та тупăнмарĕ. Шерккей ăна ялта ик-виçĕ кун та шыраттарчĕ, ют ялсене те, вăрмана та çитсе пăхрĕç. Тарăнварта пĕркун темле мишерсем, тет-çке, иккĕн, тет, пĕр ĕнене хăваласа каятчĕç, тет. Çавсемех илсе кайнă пулĕ-ши? Шыра унта! Халиччен шăмми кăна тăрса юлчĕ пуль...
Шерккей аптрасах ӳкрĕ. Ĕнтĕ мĕнле кăна нуша капланмарĕ ăна. Çапах чăтать-ха. Тепĕр тесен, ĕнешĕнех хуйхăрса вилес мар-ха тесе алă сулчĕ те, ĕçĕ те пĕтрĕ.
Сĕтел хушшине çиме ларчĕç. Ильяс пĕр кашăк сыпрĕ те Тимрука пăхрĕ. Кашăкне сĕтел çине хăюсăр хучĕ. Тимрук та пĕр кашăк яшка ăсса илчĕ, васкавлăн сыпса ячĕ та куçне-пуçне чалăртрĕ, кашăкне хучĕ.
— Мĕн тăта эсĕ, эсĕр... çиме, çиме ларнă пулсан, çимелле ĕнтĕ, çимелле! — терĕ ашшĕ.
— Тăвар яшки пĕçерсе патăн эс пире, атте...
— Епле апла?..
Шерккей хăй те яшкине тутанса пăхрĕ.
— Ай, тупата, икĕ хут, икĕ хут тăвар янă-çке кунта? Кам апла хăтланчĕ?
Тимрук та, Ильяс та тăвар яман иккен, Шерккей хăех манăçнă та тăварне икĕ хут янă. Яшки çăвара хăпаласа илес пек тăварлă пулнă. Халь вăл улмине те пулин çиесшĕнччĕ, пĕри те çиеймерĕç, сĕтел хушшинче пĕр калаçмасăр ларса, типĕ çăкăр чăмлама тытăнчĕç. Часах Ильяс тухса кайрĕ, ун хыççăн Тимрук тухрĕ, сĕтел хушшинче пĕртен-пĕр Шерккей тăрса юлчĕ. Мĕн тумалла?..
Шерккей сĕтел çине чавсаланчĕ. Хăрах аллипе сайра сухаллă янахне тытрĕ. Сĕтелĕ те тикĕс ларман; ӳсĕрĕлнĕ пек тайкаланса тăрать, çуртра алла пуртă тытма пĕлекен арçын çук тейĕнех. Тем мар-ха тата вăл, тӳрлетĕ-çке пĕр-пĕр...
Çапах кама та пулин яшка пĕçерекенни тупмалла. Пĕркунсенче Уття килкелесе каятчĕ. Чĕнме пăрахнăранпа вăл та килсе курми пулчĕ, ĕнер, ав, Шерккей ун амăшĕпе: Уття пирĕн пата яшка пĕçеркелеме пыраймĕ-ши тесе калаçса пăхрĕ. Уття пымастăпах тесе каларĕ тет. Килмесен, ан килтĕр пĕрех хут. Урăххине тупăп тесе, Шерккей ларнă çĕртен тăчĕ, уткаласа çӳрерĕ. Несихва-и? Чĕнсен килет те-ха, анчах вăл та пĕрре пĕçерсе парĕ, иккĕ пĕçерсе парĕ, виççĕмĕшне — чĕнме те лайăх мар. Чĕнме тет-ха! Çакăн пек ĕçсем пулса тăнă хыççăн мĕн калаçмалли пур? Шăллĕ халь ялти чи хăрушă тăшманĕ пулса тăчĕ. Çаплах каларĕ: «Ура ярса пусассăм çук, тете», — терĕ Элентей. Пыр та калаç. Тăван тесе тăр çавăн хыççăн. Чим-ха, Шерккей сана калаçтарĕ те-ха ӳлĕмрен. Ун патне ура та ярса пусăн. Анчах вăл ӳлĕмрен пулĕ. Ӳлĕмрен çав...
Кăнтăрла çитиччен Шерккей Куçинккасем патне кайса килчĕ — хуçи килĕнче пулмарĕ: ыйткалама кайнă-мĕн. Пĕччен çынсем патне çитсе пăхмалла ĕнтĕ, Анаткасра Велла йăмăкĕ пĕччен пурăнать. Шерккей унта та çитсе пăхрĕ. Лешĕ хамăн ĕçĕм нумай тет, кĕрĕшсе тĕртетĕп тет, çип арлатăп тет. Мĕн тăвăн çынна, мĕнле ĕçпе ăс çитерет, çавăнпа тăранса пурăнать ĕнтĕ.
Кăмăлсăр таврăнчĕ вăл килне. Кĕрсе тухас тесен, тепĕр çын та пурччĕ-ха ун ĕмĕтĕнче. Анчах Шерккей тăр-кăнтăрла вĕсем патне чарăнсан, çын тем калĕ тесе шухăшларĕ. Арăмĕпе хĕрне çĕре чикни икĕ уйăх иртмен, вăл пур — пĕччен арăм патне çӳре те пуçларĕ тейĕç. Çын сăмахĕнчен ытла хăрать-çке Шерккей. Ялта ăна халиччен кирек кам та лăпкă-сăпă çын тетчĕ-ха. Пĕр усал ят та тухманччĕ. Иртнĕ уйăхра çеç вăл хăй çинчен пĕр лăнккă-ланккă сăмах илтрĕ: ăна Лаша Шерккейĕ теме тытăннă иккен. Илтессе çав сăмаха çынран кăна илтрĕ-ха вăл, мĕншĕн аплах мăшкăлланине пĕлесшĕн пулчĕ те пăхма çук вăтанчĕ, çĕр минне анса каясса çитрĕ: юмăç патне лаша утланса кайнă пулать те, лашине хапхаран мар, крыльцаран утланса тухнă, теççĕ. «Çын сăмахĕ-çке, ун пекки пулман», — теме пăхрĕ Шерккей. Анчах вăл халиччен никама та улталаса курман, хальхинче хăй хĕрелсе намăсланнинченех: Шерккей, ав, пире улталасшăн терĕç. Çавăнтан вара ăна çĕнĕ ят туянтарчĕç: Лаша Шерккейĕ! Çыпăçтарса ярать-çке çапла пĕр-пĕр карма çăвар, ай, тупата! Шерккейĕн хăй ĕмĕрне кăна мар, ачин ачи ĕмĕрне те çитĕ! Мĕн вăл лаша тени? Çын тенĕ пулсан, тепреччĕ хуть, капла... Çук!
Шерккей хăйне çапла тăрăхласа чĕннине туясса лайăх туять-ха, анчах ним те тăваймасть. Ют çын та çукчĕ пек-çке ун чух? Килĕнче кам-кам пулнине, урамра кама тĕл пулнине асне илесшĕн пулчĕ вăл. Тухтар пурччĕ. Тухтар ун пек-кун пек калаçакан çын мар, Шерккей ăна шута илмерĕ. Урамра кама курнине ниепле те асне илеймерĕ. Юрĕ пĕрех хут, Лаша Шерккейĕ теччĕрех-ха, ют çăвара явлăк туртса караймăн. Вăтаннине пула Шерккей тепĕр çын патне кăнтăр çутипе мар, каç тĕттĕмĕпе çитсе килĕп, каласан, вăл яшка пĕçерме те килкелесе кайĕ тесе шут тытрĕ.
Кĕтнĕ вăхăт час çитмест çав. Шерккее паян кун тăршшĕ нихçанхинчен те вăрăм пек туйăнчĕ. Кунĕ хăвăртрах ирттĕр тесе вăл витери тислĕкне тасатрĕ, Тимрукĕпе пĕрле вутă татрĕ, ăна çурса пĕтерчĕ, купаласса Ильяс купаларĕ. Ачасем урама тухса чупрĕç.
Акă тинех хĕвел анчĕ, кăштах тăрсан, çанталак тĕттĕмленчĕ. Хĕрсем сăвă каласа иртрĕç. Шерккей хăй çитсе пăхас тенĕ çурталла çул тытрĕ. Çын курасран халĕ те пулин чунĕ çукчĕ-ха унăн. Çавăнпа вăл тавра çулпа кайма шутларĕ: малтан пахчине тухрĕ, унта вĕрлĕк картине пăхам пекки туса çӳрерĕ, анкарти урлă каçса тăкăрлăка çитрĕ, Çĕнĕ касалла таптарчĕ. Урамра унта-кунта çын çӳрет, пĕри анаталла, тепри Турикас еннелле çул тытать. Шерккей пахча хыçне хăюллăн тухрĕ. Кунта никам та çук. Сетриван Ваççукĕн пахчине çурса кĕрекен варанкă кунта пĕчĕк канав пек кăна. Шерккей астăвать-ха, хăй çамрăк чух çакăнтан кĕлте лавĕпе иртсе пыратчĕ те, каçрăм-каçрăм тенĕ çĕртен, лавĕ тӳнчĕ кайрĕ, хăй аран сиксе ĕлкĕрчĕ. Тахçан пулнă вăл, çапах та асĕнчен каймасть.
Каçхи çил лăпкăн вĕрет. Шерккей мăкаçей кĕлечĕ çумĕпе иртрĕ. Унтан леререх, сăртра, Илтиер арманĕ курăнать. Сарлака çуначĕсем васкамасăр авăсса, халь-халь вĕçсе çĕкленес пек, шатăртатса çаврăнаççĕ. Шерккей пĕр-пĕр ĕçе васкать тейĕн, хытăрах ута пуçларĕ. Акă Анаткас вĕçĕ. Кунта ĕнтĕ вăл хир енчен, таçта Васан ялĕнчен таврăннă пек пултăр тесе, урама кĕчĕ. Çапах та, темĕн сиссе, унăн ăшĕ вăркама тытăнчĕ. «Çынсем пăхса тăмаççĕ-ши?» — енчен енне тĕплĕн сăнаса çаврăнчĕ — çын тавраш мар, йыт-качка та курăнмасть. «Çавă лайăх та, лайăх та», — терĕ Шерккей ăшĕнче. Вара тӳрех пĕчĕк пӳрт патнелле пычĕ. Пăлтăр хӳтлĕхне çитсе, пӳрнипе майĕпен çеç тăкăр-тăкăр шаккарĕ. Хирĕç сасă илтĕнмерĕ. Шерккей тепĕр хут — хальхинче паçăрхинчен хытăрах тăкăртаттарчĕ.
— Кам унта? — хĕрарăм сасси илтĕнчĕ шалтан.
— Эпĕ-ха, Шерпике, уç-ха, уç алăкна... — татах енчен енне пăхкаласа илчĕ Шерккей. Никам те çуккине шанса, алăк патĕнче тăчĕ.
Сасартăк ăна çак самантра тепĕр майлă шухăш килсе кĕчĕ: луша килчĕ пуль-ха вăл кунта. Мĕне кирлĕ, тепĕр тесен, çак тирпейсĕр хĕрарăма яшка-çăкăр пĕçерме шанни? Ачисемпе те пулин калаçса пăхмаллаччĕ. Кăлăхах вĕсемпе килĕшсе татăлмарĕ иккен. Тем курасси пулĕ тата, Шерпике яшка пĕçерсе парĕ те, çиекен пĕри пулмĕ. Тимрук кăна мар, Шерккей хăй те ăна-кăна ытла тиркешсе çиет. Сайте унăн çав тĕлĕшрен пит тирпейлĕ çынччĕ.. Яшка лартас умĕн вăл таса сĕтеле те, таса кашăк-çăпалана та тепĕр хут çуса каятчĕ...
Вăл юрĕ-ха ĕнтĕ, чим, акă пӳртре васкамасăр мăшăлтатни илтĕнет. Шерккей: «Кĕрес-ши, кĕрес мар-ши», — тесе аптраса тăчĕ. Ĕнтĕ кунта кĕрсен те, йăпанса лармĕ-ха, йăпăрт тухса кайĕ.
Алăк хытă чĕриклетсе уçăлчĕ.
— Шерккей, эс пултăн-и çак?
— Эпĕ, эпĕ-ха.
— Атя, кĕр. Пӳртре улах-çке, никам та çук.
Шерккей, тикĕс мар урай тăрăх такăнкаласа, Шерпике умĕн иртсе кĕчĕ. Шерпике алăка питĕрчĕ.
Тĕттĕм пӳртре пăчă. Çĕрĕшнĕ урай шăрши, тăм шăрши — сывлăш çавăрма кансĕр. Килнĕ çын ни малалла, ни каялла иртеймесĕр аптраса тăчĕ, тĕпелерехрен кăна тĕнĕ пысăкăш пĕчĕк чӳречерен çĕрлехи тĕксĕм çутă сăрхăнать.
— Кунтарах ирт-ха, мĕн алăк патĕнче тăратăн? — терĕ Шерпике.
— Ăçталла иртмелли те курăнмасть, курăнмасть...
— Ара, тахçан пĕрре хам патăмра пулнă пек астăватăп-çке? — Тухатланă чух, пĕлтĕр, чĕнме килсен, кĕрсе тухрăм-и çав, — аса илем пек пулчĕ Шерккей.
— Килсе курни аван-ха вăл, ак ирт кунталла, — кил хуçи Шерккее хулĕнчен тытрĕ те, маларах ирттерсе, вăрăм сак çине ларма пулăшрĕ.
— Çуллахи каç тесе, хăйă çутса-туса тăмастăп. Пĕччен пуçпа нимĕн тумалли те çук. Упа пек çав. Ахаль те килен-каян пулмасть ман патăмра. Юрать-ха, эс килсе кĕтĕн. Тепĕр чух çапла иккĕн калаçса ларни те темĕне тăрать.
— Çапла пулмасăр, çапла пулмасăр...
Хĕпĕртенĕ Шерпике унталла-кунталла ирткелесе çӳрет. Хăй пӳртĕнче хăй, тĕттĕм пулсан та, витĕр курать пулас.
— Çиме тавраш хатĕрлесе вăхăт ирттерер мар пуль? Ахаль, çăмарта пĕçерме пулать те...
— Çисе кăна тухрăм-ха, пĕр пĕрчĕ те хыпас килмест, — тунчĕ Шерккей.
— Ĕнтĕ эпĕ хам пуçăмпа çавна каламастăп-и-ха? Сирĕн хĕрĕрпе капла инкек пулса тăчĕ иккен. Тупата, кам апла-капла шухăшлама пултарнă?..
— Ан та кала, — йывăррăн сывлăш çавăрчĕ Шерккей.
Вăл çапла сывланинченех Шерпике урăхран Шерккей хĕрĕ пирки сăмах хускатма кирлĕ маррине тавçăрчĕ.
— Çăкăр-тăвар кам пĕçерсе парать-ши çак янаварсене тесе, кунсерен тенĕ пек пăшăрханатăп вара хам тĕллĕн, — Шерккей шухăшне пĕлнĕ пекех каларĕ Шерпике. Анчах килнĕ çын ун-кун пирки ачисемпе калаçса татăлмасăр хальхинче уççăнах пĕлтерме шутламарĕ.
— Яшкине-çăкăрне пире Пикмăрса хĕрĕ Уття пĕçерсе парать-ха, — тесе кăна систерчĕ.
— Урайне те вăлах çăвать пуль çав?
— Урайне те вăлах çăвать, çăвать...
— И-и, апла нккен. Çуртра унсăрăн юрамасть çав, — хĕрхенсе хутне кĕрес пек, каласа хучĕ Шерпике. — Мăшăрланма иртерех тесе тăратăн пуль çав-ха?
— Ун пирки шухăша та илмен, шухăша та илмен, Шерпике. Ĕçĕм ахаль те нумай-çке...
— Акă тата! Мĕнле ĕç пултăр халь, шăпах ĕçсем пĕтнĕ вăхăтра?
— Пӳрт лартас тесе айланатпăр-ха.
— И-и, илтсеттĕм, илтсеттĕм. Ара, кам каларĕ-ши мана, çав Шерккейсем пӳрт лартаççĕ тесе, Кантюксемччĕ пулас, çавсем каларĕç-ши, халь ниçта кайса хураймастăп, тупата, çавсемех каларĕç пулмалла. Шерккей пуйсах кайрĕ иккен тетĕп. Ак хай, тахçан хăвăра хам каланă сăмахăм та çитрĕ иккен теттĕм-ха...
Шерккей каллех ахлатса сывлăш çавăрчĕ.
— Пуясси пулмасан та, телейлĕ пуласса кĕтнĕччĕ те çав, ĕмĕтленнĕ пек пулмарĕ-çке, Шерпике, — терĕ вара вăл.
— Ытти ачăрсем мĕнле халь тата, чипер сывлăхлă пулсан юрĕччĕ, икĕ ача пулас-ха санăн?
— Иккĕ. Тимрукĕ хама пулăшакан пулчĕ çав ĕнтĕ. Кĕçĕнни те ĕç патне явăçма пăхать.
— Кунĕсем вăрăм пулччăр çав, вăрăм пулччăр.
Шерпике чӳрече патне пырса пăхрĕ. Урамра никам та çуккине кура, лăпланчĕ те каçхи хăна çумнерех пырса ларчĕ.
— Пӳртре ăшă, кансĕрлекен çук, çĕр хута çывăратăп. Савăнатăп-çке, тĕлĕк курса. Анне калатчĕ-ха мана: хĕрĕм, эсĕ ху çураличчен çичĕ кун малтан тĕлĕк курнă тетчĕ. Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и те, пулма пултарнă пуль, халь тесен, ав, çĕркаçа тăватă-пилĕк тĕлĕк куратăп. Пĕлессӳ килсен, пĕлтĕр çав пĕр вăхăтра тĕлĕк курми пултăм та хуйхăрсах типрĕм-çке. Чим-ха ĕнтĕ, мĕнле капла тетĕп, тĕлĕк курми пултăм тетĕп; темле асăнса выртсан та, курăнмастчĕ, элле курнине манатăп-ши теттĕм вара. Кăçал нумай куратăп çав... Тĕлĕксем те, Шерккейĕм, сана кăна калатăп, пĕринчен пĕри аваннисем. Ак эс килсе кĕрес умĕн кăна çапла тĕлленнĕ те, кукамайпа пĕрле — йывăр тăпри çăмăл пултăрах-ха унăн — пасара тухма пуçтарăнтăмăр пек. Кукамай хăй пĕр сăмах та чĕнмест. Ку, ман кукамай, пит лайăх çынччĕ те, тĕлĕкре курăнса та нимĕн те тарăхтармасть çав — ну, каятпăр ĕнтĕ пасара. Унччен малтан, çапла, пĕр кăмака çăкăр кăлартăм пек: сана кăна калатăп, ырă ят илтессе е тупăш пуласса вăл. Тупата, хам ун чухлĕ çăкăр пĕçерсе кăларнине, курсан та, тĕлĕкре кăна куратăп çав. Çăкăрĕсем сап-сарă, хăпарса кăна пиçнĕ, халь тесен халь çисе пăхассăм килчĕ... Хай, çăкăр кăлартăм та, тухрăмăр пек ĕнтĕ пасара. Мĕнле çиткеленине астăваймастăп та. Пасарта вара эпĕ кукамая çухатрăм. Вилнĕ çынна çухатни ырра пĕлтерет-ха — аттене курах кайрăм — йывăр тăпри çăмăл пултăрах — арçынна курни тĕлекре питĕ аван вăл, çитменнине тата, атте-çке; тĕлĕкре кăна куратăп пулсан та, тăван-çке, савăнтарать мана çапла тунсăхланă чух, вăхăтран вăхăта килкелесе — çавă та пулин лайăх теместĕп-и? Çапла çав, атте мана вăрăм чĕн тилхепе илсе пачĕ пек: япала пани лайăх-ха вăл, тилхепи çула пĕлтерет, ак, ырансенче пĕр-пĕри ман пата килсе кĕрет те, атя та атя тесе, йăлăнма тытăнать. Чухласса тĕрĕс чухлатăп та, ăçтан килессе кăна пĕлейместĕп — ют ялтанах килеççĕ пуль тетĕп-ха. Ак каларĕ тесе калăн, ыран ирпе ирех килеççĕ. Мана мĕн, килччĕрех, хисеплĕ ĕçĕмпе эпĕ хам та кӳршĕ яла çитсе килме ӳркенместĕп, уншăн урам татăлса ӳкес çук, кăштах çăкăр хутне кĕни те маншăн тесен, мĕне тăрать...
— Çавă ĕнтĕ.
— Э, халь кăна асăма илтĕм тата: унччен малтан тепĕр тĕлĕк куртăм иккен-ха. Кăсăк çав, чăнах, каласа пама та аван мар...
— Кала ĕнтĕ, кала, — терĕ Шерккей еккине янă юмăçа, хăй пĕр сăмах пуçласа калама аптранăскер. Шерккейшĕн пулсан халь вăхăтне мĕнле те пулин çапла ытахальтен тăсса пултăр, унтан кунта мĕнле килсе кĕнĕ, çаплипех тухса кайĕ. Ĕнтĕ сисрĕ вăл хăй кунта луша килнине. Тен, ачисем те килне таврăнчĕç пуль, атте ăçта кайнă тесе, пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ пуль...
— Ара çав, пĕр кăсăк пулса иртрĕ тетĕп-çке. Сана кăна калатăп та, тĕлĕкĕмре ман çума темле пысăк йытă çулăхрĕ пек. Йытăччĕ-ши вăл, упа пулмарĕ-ши тесе те иккĕленетĕп халь акă. Кай, тупата, ун пек пысăк йытă пулсан та, тĕлĕкре кăна курăнать пуль çав. Кушак лаша пек пысăкки пулать, тет те, йытă та пур-тăр çав. Эс, Шерккей, курман-и çавăн пек пысăк йытăсем?
— Курман, курман...
— Тĕлĕкре усал йытă курăнсан, кампа та пулин хирĕçессе ĕнтĕ, ăна çапла иккенне кĕтсех тăр, — сăмахне малалла тăсрĕ Шерпике. — Ку ытла йăваш йытă пулчĕ çав. «Тепе», — тетĕп çакна. Хăй ачашланать пек çапла, ача пек ĕнтĕ, йытта, хăй, нях тесе йыхăратпăр-ха, няххаçăм тетĕп те çакна, хам çумах пырса сĕртĕнет пек. Калам-ха сана, — Шерпикен сурчăкĕ Шерккей питнех сирпĕне пуçларĕ. — тинкеререх пăхатăп пек те хайхискере, йытă та мар пулчĕ, чипер арçын пулчĕ тăчĕ, ăсран кăна кăйăн çав! Арçынни, калам сана, Шерккейĕм, сан пекех платна кăна çын та, курсан çеç савăнмалла ĕнтĕ. Пилĕкĕмрен ыталать пек, пĕçĕмрен шăлать пек... Ахаль. ун пек-кун пек ар шучĕпе пурăнмастăп та, хĕр пуççăнах çамрăклăхăм иртет мар-и?.. — Шерпике ун çумнерех сиксе ларчĕ, — Тĕлĕк çынна çамрăклатать, теççĕ те, эс те куркалатна çавăн пек тĕлĕксем?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...