Хура çăкăр :: XXI. Вăхăтсăр татăлнă юрă


Çăварни иртсен виççĕмĕш каç, ял халăхĕ урамра çӳреме чарăнсан, Кантюкăн юман юпаллă вырăсла хапхи чĕриклетрĕ те, хăй тĕллей тенĕ пек, яриех уçăлчĕ. Чи малтан Кантюк хăй тухрĕ. Лапсăркка хура çĕлĕкпе, çине хура тупкă кĕрĕк тăхăннă рамански кăçатти пĕçтĕп таран. Вăл сăран алсаллă аллине куç харши тĕлнерех тытрĕ, пуçне аялалла пĕшкĕртсе, енчен енне пăхкаларĕ. Унтан аллине антарса ваштах сулчĕ.

Хапхаран, пуçне каçăртса, кӳлнĕ лаша тухрĕ. Хура çуна çине Нямаçпа Алиме ларнă. Лаша хапхаран тухсан тăпах чарăнчĕ.

— Эс, Урнашка, хăвăртрах мĕшĕлтет унта! — илтĕнчĕ Кантюкăн сасси.

— Ĕни тухасшăн васкамасть.

— Хамăртан малтан ертсе кай ăна.

Урнашка хĕрлĕрех ĕнене çинçе хулăпа хӳтерсе иртсе кайрĕ. Кантюк Алимепе Нямаç çумне сиксе ларсан, лаша вырăнтан хускалчĕ, Çуна çинчисем енчен енне пăхкаларĕç, Çын куç умне курăнасшăн пулмарĕç вĕсем. Урамра чăнах та çынсем çук. Çуна тупанĕсем пăрланнă çул хыттипе чуна кайса тивес пек нăйкăшса шăваççĕ. Акă вĕсем хăйсенчен малтан ĕне çавăтса пыракан Урнашкана çитрĕç, унран иртсе кайрĕç. Çĕнĕ пура сылтăм енне тăрса юлчĕ. Пус тараси патне çитсен, лашине туртрĕç те çил хапха умĕнче чарăнчĕç.

— Нямаç, итле, — терĕ Кантюк. — Авалхи йăла тăрăх «килĕшсе илнĕ» пулсан, çуна çинчен анмалла марччĕ, халĕ тесен, хапхана санăн анса уçмалла пулать. Çунана аслăк айне кĕрт, лашана, тăварса, лайăхрах кăкарса хур, чĕлпĕрне татса ан кайтăр.... Карчăк, лампуна сыхланарах илсе кĕр. Асту, краçынне ан тăк... Ыттине хам çĕклесе кĕрĕп. Ара. Урнашкана кала, Нямаç, ĕнене лайăхрах кăкарса хутăр.

Нямаç çил хапхине кĕрт çийĕн çĕклесе уçрĕ, лашине çавăтса кĕртрĕ. Картиш варрине çитсен, лаши чарăнчĕ. Кантюк çуна çинчен сиксе анчĕ, карчăкне анма пулăшрĕ. Вĕсем иккĕшĕ пăлтăралла хăпарчĕç. Старик алăка шаккама та ĕлкĕреймерĕ, шалта ура сасси кăптăртатни илтĕнчĕ.

— Камсем-ха унта?

— Кĕтнĕ çыннăрсем, Шерккей хăта. Ара. Уç алăкна хăвăртрах!

Пăлтăр алăкĕ шалтлатса уçăлчĕ.

— Кĕрĕр...

— Ме, эс те пулăш-ха çĕклеме... Алăкна ан çаклат, ан хуп. Юрамасть.

Пӳртре, кăмака ани çинче, — шăши куçĕ пек çутă мĕлтлетет: пĕчĕк кĕленчепе лартнă çу çиппи çунать. Çутă сахалтарах ӳктĕр тесе, ăна кăмака питлĕхĕпе таянтарса пӳлнĕ.

— Хисепĕм те сăвапăм çиттĕр хаклă хуçисене!

— Ах!.. — илтĕнчĕ майĕпен çеç хĕрарăм сасси тĕпел кукăрĕнчен.

— Иртĕр-ха, иртĕр тĕпелелле... Мăшăрăма тем пулчĕ, кăштах выртма шутларĕ-ха.

Нямаçпа Урнашка пăлтăрта темĕнрен такăнса шанкăртаттарчĕç. Вĕсемпе пĕрле тултан сивĕ сывлăш пăрăлтатса кĕчĕ.

— Панă сăмахăма тӳрре кăлартăм, хăта, — терĕ Кантюк сăмси айне шăлса. — Ĕнтĕ пурăнма тытăнатăр... Чи лайăх лашана кӳлсе пырăп тенĕччĕ. Ара. Тухса кур картишне. Çунине те, хăмăт-хатĕрне те пĕтĕмпех сан патна хăваратăп. Витре сĕтлĕ ĕнеме çавăтса пырăп тенĕччĕ. Ăçта тăхлачă? Тухса суса кĕтĕр, килте юри сутармарăм. Çийĕнчен акă тата... — вăл шăлавар кĕсйине хыпашласа, енчĕк туртса кăларчĕ, — шутласа та ан тертлен, пĕр пус таранччен кунта çĕр тенкĕ. Ме, тыт!.. Çавăн пек пултăр Кантюкăн хулăмĕ. Ара!..

Шерккей çавăнтах Кантюк сĕннĕ укçана ярса илчĕ, алли пĕр самантра чĕтреве ӳкрĕ. Кĕске чĕрнеллĕ хулăн пӳрнисемпе вуншар тенкĕлĕх укçасене пĕрерĕн-пĕрерĕн сĕтел çине хурса шутларĕ — шăп та шай çĕр тенкĕ, тепĕр хут шутларĕ — каллех çĕр тенкĕ. Унтан вĕсене урлă та тăрăхла хуçлатрĕ те, йĕм çăрхине меллĕн тавăрăнтарса, шалти вăрттăн кĕсйине чиксе хучĕ.

— Тавтапуç...

— Ах... — чун тухас пек йывăррăн илтĕнчĕ сасă тĕпелтен. Алиме аллинчи лампине кил хуçине тыттарчĕ.

— Мĕн-и, мĕн-и. Çунакан машина мар-и вара ку? Эй, этсемĕрин, эпĕр те çакна çутса куракан пулатпăр-и? Ара, чăн та, ак кунта винтти те пур, хăрпăкĕсене, аллатаккай, епле чĕнтĕрлесе пĕтернĕ, кĕленчи пакка шăрчăкăнни пек, хырăмламас, машина-тăк, машина, э?

— Ара, машина пулмасăр? Пӳртӳ çуталтăр терĕм. Чим, хамах çутса ярам-ха.

— Сайте! Сайте, теп те...

Арăмĕ илтрĕ упăшки чĕннине.

Алиме тĕпелелле иртрĕ.

— Татах чирлемерĕн-и, тăхлачăм?.. Мĕнпе те пулин хам пулăшаймăп-ши, — терĕ вăл шăпăлтатнă сасăпа. — Хур çăвĕ илсе килсеттĕм-ха, юри сан валли пултăр тетĕп. И-и, епле иккен те...

Пӳртре хĕрарăм сассине илтнĕ Сайте, чавса вĕççĕн тĕренсе, асаплăн çĕкленчĕ — Несихва мар иккен. Çурма тĕттĕмре Сайтен пĕтсе кайнă пит-куçĕ курăнчĕ.

— Ытла туртăннă-çке эс, чунăм, тăхлачăм, епле пĕтсе кай-нă-ă-ă! Вĕрĕлмерĕн-и? Хăнтрамак пусмарĕ-и? Ваттисем тытмарĕç-ши, тупата, çăкăрпа та пулин асăнмаллаччĕ, тăхлачă. И-и...

Сайте куç чарса пăрахрĕ.

— Хăта?.. Тăхлачă?!. Хăшĕ кунта хăти?.. Хăшĕ тăхлачи?..

— Ара. Хăталатпăр çав ĕнтĕ сире. Çавăн пек килсе тухрĕ те. Ун пек йăлана хамăр шухăшласа кăлармастпăр-çке, — терĕ Кантюк. — Çавăнпа кунта килтĕмĕр те. Тайма пуçăм сире... Ак, кĕрĕвĕр те кунтах!

Нямаç?!.

Вăл çăварне сарса кулать, шăлне ейсе тăрать. Çавă. Нямаç.

Нямаç ашшĕ Кантюк та пĕрлех. Нямаç ак Сайте еннелле алă тăсрĕ. Кил хуçи мăшăрĕ, хăй умĕнче кам тăнине палларĕ пулсан та, палламан пек пăхса, куçне хупа-хупа уçрĕ, унтан аяккинелле пăрăнчĕ, куççулĕ пĕçертсе шăпăртатса анчĕ.

— Селиме, — тере вăл аран илтĕнес сасăпа. — Хĕрем, пĕртен-пĕр телейĕм... пуçна çирĕç иккен санăнне...

Сайте çавăнтах хăй вырăнĕ çине месерле кайса ӳкрĕ. Ыттисем, Алимерен пуçне, тĕпел кукăрĕнчен тухса, сĕтел патнелле пуçтарăнчĕç. Урăх пĕри пĕр сăмах чĕнмерĕ.

Сĕтел тĕлĕнче маччаран çыхнă кантăра анать. Шерккей çавăнтан лампа çакса ячĕ. Пӳртре, чăн та, çуталчĕ. «Çунакан машина машинах çав. Пăркăчне кăшт пăрсанах çутă хутшăнать», — хавасланса мăкăртатать Шерккей.

Тимрукпа Ильяс алăк патĕнчи кравать çинче çывăраççĕ.

Шерккей йĕм çăрхине тĕрĕслерĕ, укçи çавăнтах хĕстернипех тăрать. Пуянлăх. Мул! Çавăн пеккине вăл хальччен ĕмĕтленме кăна пултарнă. Халь курса тăтăр ĕнтĕ шăллĕ Шерккей мĕнле çӳлелле кармашнине! Вăл, чăлана кайса, çăварнирен юлнă капăртма кăларчĕ, йӳçĕтнĕ купăстапа хăяр лартрĕ. Хĕрарăм ĕçне туни килĕшмест ăна, алли-ури кĕрĕс-мерĕс арпашать, çавна хăй те туять.

— Амăшĕ чирлĕ те, чирлĕ те... ан ӳпкелĕр ĕнтĕ, ан ӳпкелешĕр, — ытла мĕскĕнĕн илтĕнет унăн йăвашланнă сасси.

— Эс, мĕн, ӳпкелешес пирки калаçан? Мĕн кирли пирĕн хамăрăн ытлашшипех. Кантюкăн мĕн çук? Çуртăмра чăх сĕтне кăна тытмастăп, тата çуралман пăрăвăн какайĕ çук. Вĕсене Чĕмпĕрте сутмаççĕ. Ара! Ак, кунта та... — сак çине хунă çыхăран тĕрлĕ тĕслĕ пулăштухсем кăлара пуçларĕ вăл. Сĕтел илемĕ кĕрсе кайрĕ: пӳремечи те, капăртми те, кĕрчеми те пур. Курки-не те хăйсемпе пĕрлех илсе килнĕ.

— Элентейсене систермерĕн пулсан...

— Çук, никама та пĕлтермен.

— Ну, çавăн пек лайăх та. Хамăра канлĕ. Каларăм-çке... Ара. Лар-ха, эппин, сĕтел хушшине. Карчăк, ăçта эс? Кил-ха кунта. Тăхлачăн та кунта пулмаллаччĕ те-ха, эх, çав...

Нямаç, чӳрече патне пырса, урамалла пăхрĕ. Каçхи урам шăп, çынсем курăнмаççĕ. Шур явлăкпа çавăрса çыхнă сылтăм аллипе сакăран тĕрĕнчĕ те кĕтессине ларчĕ, Урнашка унпа юнашар вырнаçрĕ.

Шерккей каллех йĕм çăрхине хыпашларĕ.

Алиме, алшăлли йĕпетсе, Сайте çамки çине хучĕ; унтан çынсем патне тухса, çаврăнкала пуçларĕ. Сĕтел варрине шурă кулачă хучĕ вăл, хăпарту касрĕ, шăрттан вакларĕ. Шерккей хăйсен куркине эрех тултарса Кантюк умне лартрĕ. Кантюк курка çĕклерĕ.

— Тав сире, ятлă хăтапа тăхлачă!.. Тав сире те, çак таса çуртăн ырă пирĕштийĕсем! Сире те, ваттисем, манас çук, тавăм çиттĕр, — Кантюк эрехне тумлатрĕ. — Телей сунатăп ывăлăма, сăвапăм та пехилĕм çиттĕр. Тавсăя!..

Шерккей аллине курка тытсан тин Селиме пирки ыйтрĕ. Сывлăхĕ чиперех иккен. Çамрăк çынна ăна мĕн пултăр? Виçĕ кун, виçĕ каç пĕр турам çăкăр хыпмарĕ. Мурĕ пĕлтĕр-и мĕншĕнне? Кутăнлашать çав. Э? Пӳлĕх панă телейпе те килĕшесшĕн мар теместпĕр-и?.. Кĕмĕлпи паян каç çамрăк кине хупнă кайри пӳрте апат леçрĕ. Алăка шал енчен çыхса илнĕ. Никама та кĕртмест. Пĕр курка сĕт ĕçрĕ, тет. Пăттине тутанса та пăхман, иçмасса. Пăри пăтти. Саратса пĕçернĕччĕ çав. Çуне те куçласах янăччĕ. Кашăкĕ те типпипех тăрать. Çимест çав. Никама та кĕртместĕп тесе калать, тет. Амăшĕ пырса ӳкĕте кĕртеймĕ-ши тетпĕр те. Сывалтăр-ха. Хăвăрăн хĕрĕр-çке. Пĕр килĕшмесĕрех те мар, тепĕр тесен. Амăшĕ кунăçтарнă пулĕччĕ... Нямаç-и? Ав, кур-ха, ал тунине виçĕм кунтанпах тутăрпа çыхса çӳрет. Шăлĕпе шăмма çити витернĕ, тет. Çамрăк çынсен вĕсен, ара, хĕрарăмах пулсан та, шăлĕ çивчĕ-çке. Çапларах çав-ха. Хăнăхасса хăнăхать вăл, ун пирки калаçмалли те çук. Лашана кран кӳлме вĕрентетпĕр-çке? Ара. Унсăрăн мĕнле вăл? Ытла пит... Ялтан епле илсе кайнă тетне? Ун çинчен Урнашка каласа парĕ. Ăна лайăх пултарнă-ха вĕсем. Хурăнвара терĕм-çке. Унта шăнчăклă çынсем пур. Кĕтеççĕ катаччи чупакансене — çук, кĕтеççĕ — çук. Мелне çитернĕ вара. Урнашка тимĕр кăвак утпа виçĕ каччă лартса килет. Тăваттăн пĕр хĕре илсе каясси мĕн вăл? Вăхăчĕ кăна майлăрах килтĕр. Çавăн пек майла вăхăт ӳкернĕ те. Хыçалтан хăваласа та пăхрĕ, тет. Çитсе кур-ха эс Туттай Савалейĕн тимĕр кăвак ăйăрне? Ăна, тӳррипе калас, сан çӳренӳ те, манăн хури — вăл та санăнах пулчĕ ĕнтĕ — çавсем кăна çитме пултараççĕ. Ут мар — çилхи çил çавăрать. Шыраканăн-и? Унăн çитмĕл çул, кашни çулăн çичшер юпă. Тупса пăх-ха унта. Элентейпе леш кĕтӳç ачи, мĕскĕнсем, Хурăнварах çитнĕ пулнă иккен. Туттайсен хапхи виç пĕтĕркĕчлĕ. Ире хирĕç шăппăн кăна лартса та килчĕç. Çамрăк кинĕм — кайнă чух çул тăрăх кăшкăрнипе пуль — халь те сасăсăрах... Тĕплĕн турĕç çав ĕçне. Вĕсене ĕнтĕ хамăр та хĕрхенмесĕр тав турăмăр...

— Тĕплĕ пулмасăр! Ха-ха-ха-ха! — хыттăн кулса яче Урнашка.

Ун куллине илтсе, Ильяс вăранчĕ, йăшăлтатнă май, вăл Тимрука та вăратрĕ.

— Атте, мĕскер кунта?

— Э-э, Тимрук... Кил-ха кунта! Аçу сана пит мухтать... Çак куркана ĕçсе пар-ха.

Нямаç ăна кĕрчеме тултарса пачĕ, кĕрчемепе пĕрле виç тенкĕлĕх хут укçа тыттарчĕ. Ашшĕ: «Ĕç», — тесен, Тимрук, ăна-кăна ним пĕлмесĕрех, куркине пушатрĕ. Тăрса тулалла тухрĕ. Ильяс амăшĕ патне тĕпелелле кĕчĕ. Амăшĕ ахлатса выртать. «Шыв!.. Шыв!..» — илтрĕ Ильяс унăн сассине.

— Атте, аннене тем пулнă, каллех аптрать...

— Сывалать ĕнтĕ вăл, ачам, кĕрсе выртах ун çумне, çывăр, çывăр. Ыран ирех шкула каймалла тетĕн.

Ильяс хăй амăшне шыв ăсса парса ĕçтерчĕ. Кашт кăна çĕкленнĕ амăшĕ хăй патнелле пыракан Шерккее шăтарас пек пăхса илчĕ те кăкăрĕнчен хăрăлтатса тухакан сассипе;

— Çăхан... Хĕрне сутса ĕçетнем? — тесе хучĕ. Хăй çавăнтах каялла тĕшерĕлсе анчĕ.

— Сан ĕçӳ çук унта, карчăк, выртах канса, — шăппăн та хăвăрт каласа хучĕ хĕрнĕ Шерккей.

Сăмах мĕн çинчен пынине Ильяс çийĕнчех тĕшмĕртсе илчĕ. Тĕпел тĕттĕмĕнче вăл хăвăрт-хăвăрт урине сырчĕ, кушак тирĕнчен çĕлетне хăлхаллă çĕлĕкне тăхăнчĕ, çине сăхман уртрĕ, Тимрука хирĕç алăкран тухса кайрĕ.

— Тимрук, иксĕр пĕрле тухса кĕмеллеччĕ, пĕччен хăрама пултарать вăл, — терĕ ашшĕ.

— Кам? Ильяс хăрать-и?... Вăл Элентей тете пекех хăюллă.

Шăллĕ ятне илтсен, Шерккеи, çӳçеннĕ пек, чĕтренсе илчĕ.

— Ну, — терĕ вăлл хăнисем енне çаврăнса, — ĕнтĕ тем мар-ха, амăшĕ вăл ятлаçĕ те, килĕшĕ те. Пĕрмери кашăк шăкăр... шăкăртатмасăр пулмасть ĕнтĕ. Хам сăмахăма хам хуçа.

— Çапла пулмасăр арçын сăмахĕ.

Шерккей çак вăхăтра Шерпике юмăç мĕн-мĕн каланине асне илчĕ: чим-ха, тĕрĕсех килмест-и капла юмăç сăмахĕ? Вăл хирĕçмелле мар терĕ-çке?.. Анчах Кантюк ун шухăшне пӳлме ĕлкĕрчĕ:

— Ара, çапла пулмасăр... Хăта, эпĕр хамăр та ăçтиçук кассисем мар, ял паллать! Мĕн вăл ял — вулăс паллать пире, уес!

— И-и, хăтаçăм, пирĕн Нямаçа пыракансем-и? Ял тулли! Ун валли паян тесен, паян сиксе пыракансем пур та, калам-ха эп те сăмахăма, ыттисене куçларăм та, Нямаç яхăнне ямасть: Селиме те Селиме тесе кăна тăчĕ, саççим. Пĕлтĕртенпех мар-и çав...

— Ара. Турă çапла çырнă пуль ĕнтĕ. Нимĕн хĕр-хĕрхенсе тăмасăр тăрăшрăмăр та... Ак, кĕрӳ хирĕç мар-çке, хирĕç пулмарĕ. Тав сана, кĕрӳ! — «Кĕрӳ» тесе пĕрремĕш хут хăйса каларĕ Шерккей.

Эрех хыççăн кĕрчеме. Курка хыççăн курка. Ĕçме-çиме сĕтел тулли, кулачине çаплах пуçламан-ха.

Кăшт тăрсан, Ильяс таврăнчĕ. Вăл чĕркуç таран юр ашма ĕлкĕрнĕ. Çак шавлă ушкăнра вăл килсе кĕни асăрханмарĕ те. Ильяс тĕпелелле иртсе салтăнчĕ, амăшĕ çумне мăштах кĕрсе выртрĕ.

— И-и, хăтаçăм, савăнар-ха çакăнта тул çутăличчен! Эпĕр чух... Мĕн-çке, пире кунта купăс та кирлĕ мар!

Алиме, çинçе сасăпа илтерсе, юрласа ячĕ:

 

Ик аллăма сулă эп тăхăнтăм,

Сулкаланса юрлас та кăмăл пур;

Хăта патне килсе эп сум куртăм,

Сире чыс кăтартас шутăм пур.

 

Ыттисем те юрра хутшăнчĕç. Кантюкăн сăмсапа анăранă сасси уйрăммăнах илтĕнет:

 

Çĕнĕех те çуна, чĕрме тупан,

Çулаях та тухсассăн йĕр юлать;

Ĕнтĕ çĕн хăтасем — çунатăмсем,

Эпĕр кунта килсессĕн чыс пулать.

 

Кӳлсен — кӳлĕр лашăра маттуррине,

Пĕкерен те çӳллĕ пуç пултăр;

Тусан — тăвăр кĕрӳ пуяннине,

Куçăр курса, чунăр та савăнтăр.

 

Кăвак кăвакарчăнăн, ай, урисем —

Кĕпĕрнаттăр хĕрлĕ туйисем...

 

Ура сасси илтĕнмесĕрех алăк яри уçăлчĕ — Элентей курăнса кайрĕ. Çӳллĕ, вăйлă та сарлака Элентей. Пурте аптраса тăчĕç, Кантюк çеç çакăн пек чух мĕн тăвасса çийĕнчех тĕшмĕртсе илчĕ:

— Акă пирĕн кам çитместчĕ иккен! — Кантюк, хĕпĕртенĕ пек пулса, ура çине тăчĕ. — Хăтаçăм, ирт-ха эс те кунталла... Ак курка...

— Курка? Ха-ха-ха! — тĕпрентерсе кулса ячĕ Элентей.- — Юрла-юрла улах тăватăр? Халап яратăр? Вăрттăн куçлă-пуçлă тăвар тетĕре?.. Ха-ха-ха!.. Хăта? Ха-ха-ха!..

— Вăрттăн мар, Элентей хăтаçăм, ырă ятпах килĕшрĕмĕр ĕнтĕ. Ара. Селимене кин турăмăр, килĕшмесĕр мар çав. Хулăмĕ те...

— Кам вăрларĕ Селимене? Кам валли?..

Пурте сĕтел хушшинчен туха пуçларĕç, пĕр Урнашка кăна, анлă куçĕсене куштанăн чалăртса, сĕтел хĕрринче ларать. Нямаç, енчен енне пăхкаласа, Элентей патнелле çывхарчĕ. Кăкăрне маларах кăларчĕ, çăмламас аллисене сăтăркаларĕ.

— Нямаç, тытăçасшăн-и? Пушăту курăк, çăпатара чăтас çук!

— Кур-ха, çапăçма пĕлнипе мухтанать. Ну? — Урнашка та, ларнă çĕртен тăрса, Элентей патне пычĕ. — Мĕн вара? Эп вăрласа кайрăм. Селимене. Нямаç валли!

— Эс-и? Эс-и, манăçнă чун?

— Эпĕ.

Пĕр майлисен ушкăнĕ самай пысăкланчĕ. Йышне кура вĕсем хăисене паттăра хыврĕç, куç умĕнчех хăпартланса тăчĕç, Элентей çакăн пек чух çыхланаймасть тесе шухăшларĕç.

Шерккей те шăллĕ патнелле çывхарчĕ.

— Шăллăм, мĕн кирлĕ сана, мĕн кирлĕ сана? — хистесе ыйтрĕ вăл.

— Хăлха чикки! Акă çак кирлĕччĕ! — Шерккее питĕнчен енчен енне çиллессĕн çутатса ячĕ Элĕнтей. — Ухмах эс!..

— Эс... эс... — тем каласшăн пулса, пĕçертекен питне темĕн çылăçнă пек, шăлкала пуçларĕ Шерккей, аяккинелле пăрăнчĕ.

■ Страницăсем: 1 2