Хура çăкăр :: XIX. Каçхи сасă
Сивĕ килчĕ хĕл. Ял урамĕсене ашса иртме çук — кĕрт хыва-хыва кайрĕ. Çăварни тĕлне те пулин çанталăк кăштах çемçетессе кĕтетчĕç, — тата ытларах сивĕтсе пăрахрĕ. Мĕскĕн çерçисем картиш урлă вĕçсе иртнĕ чух пере-пере ӳксе вилеççĕ. Сурчăк çĕре çитиччен пăр татăкĕ пулса чăмăртанма ĕлкĕрет. Йывăç туратне тем хулăнăш пас тытнă. Çăварни кун ирпе сивĕ тĕтре карчĕ, шăнса шыçăннă пек курăнакан хĕвел шурса хĕрелчĕ. Çакăн пек кунхине çынсем урамалла тухмĕç темелле пекчĕ, ял çамрăкĕшĕн пурпĕрех иккен, ирлесе вĕсем хăйсем купаласа тунă тусем çинчен тенкелĕсемпе ярăнчĕç, ушкăнăн-ушкăнăн пухăнма тытăнчĕç.
Шерккейĕн паян мĕн иртенпех кăмăлĕ уçă. Лавккана çитсе, вăл юри пĕр пулăштух эрех илсе килчĕ, Атăл тăрăхĕнчи хăмлапа сăра тутарнăччĕ, каçкӳлĕм ятлă хăнасем килмĕç-ши-ха тесе, шухăша кайса ларчĕ.
Кашни ĕçĕн мĕнле те пулин тупсăмĕ пур. Шерккей, сăмахран, тахçанах пӳрт лартма ĕмĕтленетчĕ-ха, анчах ĕçе пикенсе тытăнма хăяймастчĕ. Инкеке телей çеç саплаштарать çав: Кантюк ăна канаш парса хĕтĕртрĕ, шăпах кирлĕ вăхăтра хута кĕрсе пулăшрĕ те. Халь, акă, темиçе лав хăма çуртарса сутса укçа йӳнеçтернĕ хыççăн, Шерккей хăйĕн аллă тенкĕ парăмне те парса татрĕ. «Кайран та панă пулăттăн, луша аплах васкатăн-çке», — терĕ ăна Кантюк. Çапах та, парăма вăхăтра татнине мĕн çиттĕр. Парăм — пуç çинчен сирĕлмелли шухăш, унăн çынна пăхăнтарас хăвачĕ пур, тĕк тăнă çĕртен ятлаçас-хирĕçес патне илсе çитерет. Шерккей, ĕнтĕ хавалĕпе мĕскĕн чăваш пулсан та, тивĕçĕпе тӳрĕ çын. Пӳлĕх курать — вăй çитерейсен, вăл кĕтесле илнĕ виçĕ лав ырашне парса татма та вăраха ямĕ. Çапла, чи кирлĕ чухне пулăшса тăнăшăн, Кантюкпа арăмне иккĕшне те тав тумалла пулать çав. Шерккейпе Сайте çавăн пирки хăйсем хушшинче малтанах калаçса татăлнăччĕ: пура пураса пĕтерсен, вĕсене пăтă çиме кӳрĕпĕр терĕç. Пурине шăпах çăварни тĕлне пураса пĕтерчĕç, хăмисене саваласа якатрĕç, ĕнтĕ мăкласа хăпартсан, витсен, мачча-урай сарсан, кăмака кăларасси те чӳрече лартасси кăна юлать. Çав ĕçсене çĕршыв типсен тумалла пулать. Ак хайхи Шерккейĕн тăхăр аршăнлă çĕнĕ пӳрчĕ пулса та ларать. Пӳлминчи тырри те пĕтĕмпе татăлмасть, выльăх-чĕрлĕхне те пĕр чĕрне сутмасть: Кантюкăн ырă суннă пархатарĕ çитрĕ пулинех.
Пысăк ĕçре Тимрук та ашшĕнчен пăрăнмарĕ. Вăл пура пурама вĕренчĕ, ăна пуртă тытса каскалани килĕшет, хăма çурас çĕрте те çитĕннĕ çын пек ăста, савалама та пултарать. Тимрукăн халь платник ĕçĕнче тытманни-пĕлменни çук та тейĕн.
Çак вăхăтра йывăр килчĕ вара Сайтене. Сывлăхĕ ун ахаль те йăвашрахчĕ. Упăшки, ăна-кăна шута илмесĕр, Сайтене арçын ĕçне ĕçлеттерчĕ. Пĕррехинче пĕр пĕренене вырăнтан вырăна куçарса хумаллаччĕ. Пĕрени пит йывăрччĕ. Шерккей çавна пĕр пуçĕнчен çĕклерĕ, тепĕр пуçĕнчен Сайтене çĕклеттерчĕ. Сайте çĕклессе çĕклерĕ те, çав самантра ăна хăй ăшĕнче тем татăлса аннăн туйăнчĕ, йывăр çĕклемне лаштах пăрахрĕ. Вăл, урăх çĕклеймесĕр, килне кĕрсе выртрĕ, вырăнĕ çинчен эрнене яхăн тăраймарĕ. Нăшăклатмарĕ вăл, ахлатасса та сассăр кăна ахлатрĕ, хăйне мĕнле асап иккенне никама та пĕлтересшĕн пулмарĕ, Селимене кăна теплерен: ăша тем хытă кĕрет, пĕтĕм сывлăша пӳлет тесе систерчĕ. Килти хуçалăх ĕçĕ — вăхăтра яшка пĕçерĕсси, пӳрт-çурта тирпей кĕртесси, выльăх-чĕрлĕх пăхасси — пĕтĕмпе Селиме çине тиенчĕ. Юрать-ха, вăл кăтартасса кĕтмесĕрех пĕтĕмпе хăй туса пырать. Эрне иртсен çеç Сайте, чунне хĕнесе тенĕ пек, хăй тĕллĕн çӳрекен пулчĕ.
Кăнтăрла сулăнсан, çанталăк тамалчĕ, ăшăтрĕ, юр çăва пуçларĕ, урамра пирвайхи шăнкăравсем тинкĕлтетме тытăнчĕç. Шерккей Тимрука лаша кӳлсе тухма юрать терĕ, Ильяса та катаччи лартса чултарăн терĕ, урамра вĕсене лăпкăн çӳреме хушрĕ.
Селиме Елисса тусĕпе каять. Ашшĕ ăна, кирек мĕнле пулсан та, ăшăрах тумланса тухма каларĕ. Ун пек вĕрентсе каланине Селиме ашшĕнчен питех илтекен марччĕ-ха: чăнах, ун кăмăлĕ уçăлнă иккен, тесе шухăшларĕ хĕрĕ ашшĕ пирки. Селиме хĕрлĕ пусма кĕпепе, хура хăнтăрпа тĕрлесе тыттарнă çĕнĕ сар кĕрĕкпе, вĕр-çĕнĕ хура кăçатăпа, куккăшĕ парне панă кĕрен пурçăн явлăкĕ çийĕн çăм явлăкне хыçалалла туртса çыхрĕ. Сăнран самай пĕтсе кайнă амăшĕ тăван хĕрне чунтан хĕпĕртесе пăхать: епле ярпайса ӳсрĕ иккен Селиме, унăн хĕрĕ! Нумай та пулмасть пĕчĕккĕччĕ-ха, вăл лара-тăра пĕлменрен, амăшĕ хушăран çатăртаткаласа илетчĕ, ăса вĕрентсе калатчĕ, халĕ тесен — пăхса тăранаймăн: илемлĕ, сывлăхĕ чипер, ĕçчен — тата мĕн кирлĕ? Ĕнтĕ шăпи кăна телейлĕ пултăр. Иртен кунра, кам пĕлет, элле тем курасси пулать. Те хĕрин малашнехи шăпи çинчен шухăшланипе, те чиперрине курса хĕпĕртенипе, амăшĕн куçĕ йĕпенчĕ, кăмăлĕ тем хуçăлнă пек пулчĕ. «Ан кай, хĕрĕм, хам сывă чухне хамран кăшт та ан уйрăл», — тейĕччĕ вăл Селимене, анчах çакăн пек кун, пĕтĕм яш-кĕрĕм те хĕрупраç савăннă вăхăтра, ăна пӳртрен кăлармасăр хупса тăрас пур-и?
— Чипер çӳре, хĕрĕм, — терĕ вара вăл. — Çын çинче çын пек пул.
— Анне, — кулкаласа илчĕ Селиме, — йĕркине ăна пĕлĕп-ха... Эс ху мĕн паян пăшăрханнă пек курăнатăн? Аптрамастăн пуль-çке каллех? Эпĕ килте кирлĕ пулсан, кала, эп каймасса та пултаратăп.
— Çук, çук, хĕрĕм, кай та чипер çӳре. Çăварни кунĕ сан пек çынна пӳртре ларни килĕшмест вăл, — терĕ амăшĕ.
Тĕпелте икерчĕпе васкавлăн апатланнă хыççăн Селиме амăшне тепĕр хут пăхса илчĕ те пӳртрен тухса кайрĕ. Вăл тухса кайнă чух алăк вăрахчен янраса тăчĕ.
Шерккей картишĕнчен кĕчĕ, Ильяс паçăрах таçта тухса чупнă. Пӳртре Сайтепе Шерккей иккĕш кăна. Çурт хуçи, ăш вĕçнĕ çын пек, лара-тăра пĕлмест: е кăмака патнелле иртет вăл, е сĕтел патнелле пырать.
— Эс кунта сĕтелне тирпейле-ха, эппин, — терĕ Шерккей, пайтах чĕнмесĕр тăнă хыççăн сывлăшне тарăн çавăрса, — Ĕнтĕ пĕр асăннă-асăннă — кайса чĕнем пĕрех хут.
— Ах, тупата! — кĕтмен çĕртен пăшăрханма тытăнчĕ Сайте, — Манăн темшĕн ăшăм вăрка пуçларĕ. Çын çыннине куçран пăхасси мана кирек хăçан та хăратать, хамăр пеккисем мар-çке вĕсем...
— Е ун пирки сăмахлар мар ĕнтĕ, Сайте, чĕнме пулнă — ченĕпĕр, чĕнĕпĕр. Тав тăвас сăмах пуç çинче тăни те канăç кӳмест-çке, пасса, пысăк парăмлă çав эпĕр вĕсен умĕнче.
— Çитмен пурнăç мар-и, тепĕр тесен? Парăмне ăна ĕне сутсанах парса татăттăмăр та, килĕшмерĕн. Танатаран хăтăлаттăмăр вара.
— Ĕнесĕр тăрса юлнă пулсан, хаçан ĕне чĕрни курнă пулăттăмăр? Эс çавăн çинчен те шухăшна ил, ĕнемĕр кăçал та хĕсĕр юлчĕ-çке.
— Çынсем пурăнаççĕ авă. Ывăлсемех пурăнать, ӳпкелешмест, çынна та куçран пăхмасть.
— Эс каллех шăллăм пирки... Ан кала тек, илтес, илтес килмест. Чĕнĕпĕр тесе калаçса татăлтăмăр-çке, мĕн тата?
— Вăл çавă ĕнтĕ, хăвах чĕнесшĕн пултăн та, — урăх хирĕçеймерĕ Сайте. — Пайтах йăпанса ан тăр эппин, илтрĕне? Хатĕрленес пекки манăн хатĕр, иккĕшне пĕрле чĕнсе кил.
Шерккей тĕпленĕ кăçаттине тăхăнса ячĕ, виçĕ пилĕклĕ кĕрĕкне тăхăнчĕ, çĕлĕкне пусарах лартса тухса та кайрĕ.
Сайте хăй мĕн тăвассине тума васкарĕ. Ĕçĕ çуккипе мар, ĕçĕ-хĕлĕ килте темĕн чухлĕ тупăнать, аллисем ăна темшĕн çыхăннă пек туйăнаççĕ, пĕр ĕç патне те çыпăçмаççĕ пек. Вăл капăртма кăларса хучĕ, икерчĕ касрĕ, какайне турарĕ, пӳремечĕ вакларĕ, сăра ăшăтрĕ. Сĕтел çине çапах та темĕн çитмен пек, çуртра темĕн çук пек. йĕркеллех купаласа хунă вырăнне тепĕр хут салатса майлаштарчĕ, хальхинче пуçтарнă вырăнĕ паçăрхинчен те чалăшрах пек тухрĕ, вăл ăна татах салатса купаларĕ. Урамра хĕрсе катаччи чупаççĕ. Çуна хыççăн çуна вĕçе-вĕçĕн иртет. Тĕрлĕ сасăллă шăнкăравсем, пĕрлешсе тенĕ пек, янăраççĕ те, хăшĕн сасси лайăхраххине те уйăрса илме çук. Пĕрер лаша кӳлнĕ çунасем йышлăрах, хушăран пар лаша кӳлнисем курăнаççĕ. Лашисене çилхисенчен тĕрлĕ тĕслĕ тутăрсем, хăюсем çака-çака янă, — варкăштарса пыраççĕ. Акă кайри-малтилле кӳлнĕ икĕ хура лаша иртет. Лашисем иккĕшĕ те мăнтăр, ташланă пек ярăнса утаççĕ, хăйсенчен пăс тухса тăрать, çакăнтан та вĕсем аякран килни, Утламăш лашисем марри паллă. Кутлăх-йĕнерчĕкĕсенчен кĕрен те симĕс, хĕрлĕ ярапасем анаççĕ; çунине çăварни умĕн çеç хурапа сăрланă курăнать, çаплах йăлтăртатса тăрать, шурă ӳречисем кĕмĕлпе тыттарнă пек илемлĕ. Ларкăчи çинче сарăрах пиншаклă каччă ларса пырать, пилĕкне сарлака хĕрлĕ пиçиххи çыхнă, хăй те пиçиххийĕ пекех хĕрелсе кайнă. Çуна тулли хĕр, пурте савăнăçлăн юрлаççĕ. Вĕсем хыççăн турă лаша пырать. Хыçлă сарă çуна çине Селимепе Елисса ларнă. Ларкăчи çинче Елисса шăллĕ Мăккăль, çамрăкскер, тĕкел утакан лашине васкатмалла мар çĕртен тилхепине турткалать, хушăран аппăшĕпе Селимене пăхкалать. Лашасем хăш чухне пĕр-пĕринчен иртеççĕ, тепĕр урамалла пăрăна-пăрăна кĕреççĕ. Урам тĕрлĕ сасăллă юрăсемпе янăрать.
Кантюк паян катаччие икĕ çунапа тухма хушса хăварчĕ. Пĕринпе Нямаçĕ хăй кăна пĕччен пырать. Хура тупкăллă кĕрĕкпе вăл, хĕрлĕ пустав тӳпеллĕ хура кăтра çĕлĕкпе, çуни тĕпне улпут ывăлĕ пек кĕрсе ларнă. Тĕпри хура ăйăрне пуçне çӳле каçăрттарса кӳлнĕ, чăнкă пĕккинчен виçĕ шăнкăрав çактарнă, пичеврисем те хура лашасем. Кӳлнĕ хатĕрĕсем пĕтĕмпе чĕн. Кантюксем Шерккей патне хăнана кайнă хыççăн Урнашка çуни те тухрĕ. Тĕпе Эскаппа Кĕмĕлпи ларнă, вĕсен Хурăнвар ялнех çитмелле-мĕн, тухнă маях, ытти çунасенчен ирттерсе, аслă çула ӳкрĕç те тепĕр яла çил пек вĕçтерчĕç.
Шерккей, чĕннĕ хăнисемпе юнашар васкамасăр утса, хăй лашине пăхать. Халь сĕлĕ сахалтарах тивет пулсан та, ун лаши хăврăлман-ха, мăнтăр, халăх умĕнче намăсланмалла мар. Тимрук лашана хăй тытнă. Унпа юнашар Хемит, Тимрук тантăшĕ, тĕпре хĕрсем лараççĕ, иккĕн, вĕсен ури вĕçĕнче Ильяс. Пысăккисем савăнăçлăн юрласа пыраççĕ. Çамрăксем епле юрланине чарăнса итлет Кантюк, ăна кура ыттисем те чарăнаççĕ. Кантюк Шерккее ăшшăн-ăшшăн пăхкалать.
— Ха, çамрăксем епле савăнаççĕ? Ара. Савăнччăр çав, савăнччăр. Çамрăк чух хамăр та вĕсем пекех савăннă, вĕсем пек кăна-и,.. — тет те вăл, мăйăхне шăлкаласа, карчăкне пăхать. — Карчăкăм астума кирлĕ-ха, эпĕр чух çăварнисене епле шеп ирттереттĕмĕр. Мурне-çке, мана качча пымасăр тарăхтарчĕ çавăн чух. Ашшĕ-амăшĕ патне икĕ хут та хăтана ятăм, лешсем килĕшмеççĕ, яхăнне ямаççĕ, хăй пĕлмен те пулас-ха çавна. Мĕн тăвас тетĕн? Тепĕр çул аслă çăварни кунĕ катаччи чупнă вăхăтра хамăр çуна çине лартрăмăр та килтĕмĕр. Кайран ашшĕ-амăшĕсем хăйсемех килĕшрĕç.
— Çапла пулмасăр... — терĕ Алиме. Пурте пĕрле майĕпен ута пуçларĕç вĕсем. — И-и, чунăм юлмарĕ-çке çавăн чух. Çуна çине çĕклесе пăрахрĕç те ик-виçĕ тăлăнпа витрĕç, кăшкăрсан та, никам та илтеймерĕ.
— Ара, мĕн кăшкăрасси пулнă иккен? Акă иксĕмĕр епле килĕштерсе пурăнатпăр, пĕр çăвартан сурса тенĕ пек...
— Кăшкăрнă çав... Йăлине хамăр шухăшласа кăларман та ăна...
— Çавăн пек, Шерккей шăллăм. Иккĕлетсе калаçни пирĕншĕн кирлĕ мар вăл. Ара. Акă эс те пĕтĕм хуçалăхна чĕкетсе ярăн. Халлĕхе нимĕн те пĕлмĕш пул, — паçăр пуçланă сăмахне малалла тăсрĕ Кантюк.
— Ан асăнтарăр-ха, тархасшăн, — шăппăн та хуйхăрнăн илтĕнчĕ Шерккей сасси. — Сăмаха апла-капла вылятни пирĕн çынна килĕшмест вăл, килĕшмест. Хăвăрăнне хăвăр пĕлме кирлĕ, тата мĕн калас ман?
— Тĕрĕс, шăллăм. Хисепĕм те сăвапăм çиттĕр.
Вĕсем Шерккейсен тĕлнелле çывхарчĕç. Кантюк пахчара çĕнĕ пура ларнине асăрхарĕ: шултра тĕпрен пуранă, пилĕк чӳрече кастарнă.
— Чиперех çавăрнă ав, — терĕ Кантюк, кăмăлне пытармасăр, — Куратăп, куçăм хĕпĕртет. Ара.
— Ĕрехмет, ĕрехмет...
Виççешĕ те крыльцаран пӳрте васкамасăр кĕчĕç.
Сайте, хăнасем килессе пĕлсе тăнă пулсан та, вĕсене хăй ĕмĕтленнĕ пек кĕтсе илеймерĕ. Кăçатта çыпçăннă юра шăлмашкăн шăпăрĕ те яланхи вырăнĕнчĕ пулмарĕ унăн. Аллине сăра çăпали тытнăччĕ, вăл та пулин, хăнасем килсе кĕрсен, аллинчен ӳкрĕ те, çӳхескер, шăпах çурмаран катăлчĕ. Сайте нимĕн тăва пĕлмест, йăлтах аптрарĕ: пĕрре хăнасем çине, тепре урайĕнчи çăпала çине пăхрĕ. Шерккей урăх чухне çакăн пеккишĕн сассине çĕклетнĕ пулĕччĕ, анчах хисеплĕ хăнисем умĕнче юрамасть: «Эсир салтăнăр-ха, салтăнăр, çăпала вăл темĕн мар, çĕмрĕлмесĕрех пулмасть», — текелесе, хăех çăпала катăкĕсене пуçтарса пăхкаларĕ те çыпăçтарма çуккине кура кăмака хĕрринчи лаххана пăрахрĕ.
— Айăп ан тăвăр ĕнтĕ, — терĕ Сайте чĕтресерех тухакан сассипе. Вăл хăнасем патнелле çывхарчĕ. Хăнисем ахаллĕн çеç килмен иккен, вĕсен кучченеç те пур, акă, сывлăх сунса алă паракан Алиме ăна пысăк хырăмлă тулли кăкшăмпа пĕр çыхă тыттарчĕ.
— Кун пекех чăрманмасан та юратчĕ ĕнтĕ, — терĕ Сайте Алимен аллине чăмăртаса.
— Телейлĕ ырă килйыша хисепĕм те сăвапăм çиттĕр! — çĕлĕкне хывса, сывлăх сунчĕ Кантюк та.
— Тавтапуç...
— Чăрманни тетĕр, — сăмах хушрĕ шапăлтатма юратакан Алиме. — Пирĕн мĕн чăрманни унта?.. Сайте кинĕм сывлăхран кăштах туртăннă терĕç те, хуйхăрса пĕтрĕм саççим, çиес апатăм анмасть-çке... Туйна астăватăп-çке сирĕнне пит аван, эс ху чечек пек чиперччĕ, кай, тупата, халь те пулин сăну-питӳ пит лайăх упранса юлнă-çке. Ĕнтĕ сывлăху пирки ытла пăшăрханмалла та пулман иккен...
— Ан та кала ĕнтĕ, Алиме акка, — сывлăшне тарăн çавăрчĕ Сайте, — вырăнпалах выртрăм çав пĕр тапхăр, халь кăштах сывалтăм пек те-ха, çӳрекелетĕп кăштăртатса.
— Тĕнчере! — ик аллине шарт çапса тĕлĕнчĕ Алиме. — Çавăн çинчен те пĕлтерместĕр-çке, чăнах. Ун пек юрать-и? Таçти катари çынсем мар, е хам пата хĕрне-и, ывăлна-и чуптарас пулнă, хур çăвĕ те пулин парса янă пулăттăм, ăша сиплĕхлĕ вăл, хур çăвĕ...
— Унсăрах тавтапуç ĕнтĕ сире...
— Тав тумасăр, ара! — куçа кĕчĕ кил хуçи те. — Тавтапуç çав, Кантюк папай. Эсĕр кăтартнă ырлăха нихăçан та манас çук. Пӳлĕх вырăнне пултăр-çке пирĕн тĕле иксĕр те, иксĕр те.
— Ĕрехмет хаклă сăмахна. Ара. Хамăр тенĕ çынна ӳлĕмрен те пулăшмалла пултăрччĕ çав.
Хăнисем салтăнчĕç. Лара-тăра пĕлмен Шерккей вĕсене салтăнма пулăшрĕ, тумтирĕсене çакрĕ, унтан сĕтел çине патша эрехĕ кăларса лартрĕ. Чысĕ, чăн, пысăк мар та, хисеп тăвас кăмăлĕ пысăк-çке унăн. Ĕмĕрне пĕрре тенĕ пек, сĕтел хушшинче пĕрле пулса шăкăл-шăкăл калаçса ларнине мĕн çиттĕр? Пӳртре ытлашши çын çук, чун патĕнчи сăмахсенех пытармасăр калатăн. Çулĕсем йывăр, ав, халь, пурнăçа пит майне пĕлсе тытмалла та, ĕнтĕ малашне те пулин ăнтарса пулмĕ-ши-ха тесе ĕмĕтленет çав-ха Шерккей.
— Пире те хур сунакан пур-тăр çав ялта, — терĕ вăл. — Пĕрре çапла тухатланă кайнă, тухатланă кайнă...
— Сиртĕмĕр темерĕр-и çак? Сарпике хĕрсем пултарма кирлĕччĕ.
— Ĕнтĕ кам пĕлет ăна-кăна, çавна чĕнтерсеттĕмĕр çав.
— Чимĕр-ха, пурнăçăр ăнсах пыма тытăнĕ. Ара.
— Ăнтармасăр! — терĕ Алиме. — И-и, ывăлăр ӳссе çитнĕ, тепри те пысăкланать, çуртра вăл та часах пулăшакан пулать...
— Пысăкланать çав кĕçĕнни те. Шкула ятăмăр-ха кĕçĕннине кăçал, — пĕлтерчĕ Сайте.
— Ак тата! — тем каласшăн пулса тĕлĕнчĕ те Алиме çав вăхăтрах тутине çыртрĕ. — Ĕнтĕ хăвăрăнне хăвăр пĕлетĕр çав. Хĕрĕре, ак, телейлĕ пулсан, пĕр-пĕр ятлă-шывлă çурта кăна вырнаçтармалла та...
— Телейне кам пĕлет çав вĕсенне, — терĕ Сайте, йывăç чаплашкапа сăра тултарса. — Кил, Алиме акка, сана тав тунă курка пулчĕ-ха ку.
— Телейĕ пирки каласшăн та, — сăмах хушрĕ Алиме. — Çавăн пек лайăх хĕр валли, ĕнентерсе калатăп, хулăмсăр каччă суйламалла мар ĕнтĕ... Акă эп арçыннăра та каларăм-ха...
Сайте хăй пăшăрханнине кăтартасшăн пулмарĕ.
Сăмах хыççăн сăмах сӳтĕлет. Алиме кучченеçлĕ кĕрчемине те, тепĕр пулăштух эрехне те уçтарчĕ, ан тив, пĕтĕмпе кĕрекере пултăр, ав, кăркка какайĕ те шаритлесе килнĕ иккен, кăрккасем кăçал пит мăнтăр пулчĕç, çу кăна; хуратул пăтти çупа пĕçернĕ, халех сивĕнме кирлĕ марччĕ-ха, — Алиме ăна та сĕтел çине лартма хистерĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...