Хура çăкăр :: XII. Кĕтмен пăтăрмах
Шерккей алăк чĕриклетнине илтсе вăранчĕ; пӳрте Селиме кĕчĕ пулмалла: кашма çийĕн утса иртнĕ пек, çаплă çепĕç пускалать вăл.
Турат куçĕнчен кĕрекен хĕвел ури пăлтăра йăваш çутатать. Таçта шăна сăрăлтатни илтĕнет. Шерккей пуçне минтер çинчен çĕклемесĕрех енчен енне пăхкалать: алăк патĕнчи кĕтесре пĕр пĕчĕк хура эрешмен, хĕлĕх пек çинçе урисене сывлăшра вылятса, çӳлелле васкавлăн хăпарать. Ун картине хĕвел ылтăнпа çуса пĕветнĕ те, шăпах çавăн тĕлне щăна çакланнă. Эрешмен çав шăна патне çитеспе чарăнса тăчĕ. Чарăнса кăна та мар, тинкерсе пăхса тăчĕ пулас вăл. «Чее эрешмен епле савăнать, — шухăшласа илчĕ Шерккей. — Кур-ха эс ăна, хăйĕнчен пысăк шăнана меллесе тытать, çунатлă шăнана парăнтарать... Çынсем те çавăн пек çав тĕнчере, кам чеерех, çав çĕнтерет...»
Выртасси пит канăçлă та, выртнипе ĕç пулмасть. Шерккей тăрса ларчĕ, тутлăн карăнса илчĕ, унтан, пăлтăр алăкĕ патнелле пырса, алăка яри уçрĕ. Кун çутине пула ыйхăллă куçĕ йăмăхрĕ, вăл кăштах каялла чакса тăчĕ.
Çăмламас хĕрлĕ кушак, тултан кĕрсе, пуçне çĕклерĕ, вăрам мăйăхлă сăмсине пăркаласа, тем шăршлакаларĕ, кил хуçине асăрхасан, çара уринчен сĕртĕнсе ачашланма тытăнчĕ. Шерккей пăртак пĕшкĕнчĕ те кушака çурăмĕнчен шăлса илчĕ. Кушакĕ хыттăн мăрăлтата пуçларĕ. Унпа çаплах йăпаннăшăн Шерккей хăйĕнчен хăй вăтаннă пек пулчĕ, вăртах çаврăнса картишнелле тухрĕ. Çăмарта туса аннă чăхă лупасайĕнче ян янăратса кăтиклетет. Хĕвел йывăç пӳ çӳллĕш хăпарнă та иккен! Вăл пур — халь кăна çывăрса тăчĕ. Иртерех вăранасшăнччĕ те, епле апла?
Шерккей куçкĕрет тарăхма тытăнчĕ: паян та вăл ирлесе вăраннăччĕ, халь тăрăп та вара тăрăп тенĕ çĕртех теплерен кăтăш пулнă та каллех çыхăнусăр тĕлĕксемпе аташса выртнă. Пуçĕ пăтавкка пек йывăр...
Пăлтăра тем манса хăварнă пек, Шерккей васкавлăн каялла кĕчĕ. Халь кăна урай çуса кайнă Селиме пӳртрен таса мар шыв тултарнă витрепе тухатчĕ. Ашшĕ, ун витрине ăнсăртран сĕртĕнсе, шывне тăктарчĕ, пăлтăр урайне йĕпетсе вараларĕ, хăй çапах та нимĕн пулман пек малалла иртрĕ.
Кĕтесри сак çинче Тимрук çывăрать. Тути хĕррипе сĕлеки юхса аннă. Ашшĕ, ун патне пырса, витĕннĕ чаппанне карт туртса сирчĕ. Тимрук шартах сиксе вăранчĕ.
— Кӳпчесе выртатăн, ханттар, тăр хăвăртрах!
Сиксе тăнă Тимрук хаярланнă сăнлă ашше çине чăл-чал пăхкаларĕ.
— Тăр та, халех кĕреçе тытса, хире кайнă пултăр мана! Илтрĕне? Асту, сулланса ан çӳре унта, мыскарасем курса. Хăвăртрах таврăн! Илтрĕне? — тепĕр хут та ыйтрĕ ашшĕ.
Шерккей каялла çаврăнчĕ. Паçăрхи кушак ура айĕнчех явăнса çӳрет. Шерккей ăна хӳринчен ярса илчĕ те картишнелле тухсан, вăйпа сулăнса, кушака пĕррех пӳрт пĕçмехĕнчен çапрĕ. Кĕтесе юн сирпĕнсе тухрĕ. Янавар кушак пĕр хут кăна тискеррĕн макăрса яма ĕлкĕрчĕ. Шерккей ăна кĕлет патнелле ывăтрĕ, хăй пӳрте кĕчĕ.
— Эс мĕскер унта, ирлесе тем çуйăхатăн? — ыйтрĕ тĕпелте яшка антаракан мăшăрĕ.
— Ирлесе тетĕн... — мăкăртатрĕ упăшки, — кăнтăрла çитет, каларăм-ха, иртерех вăрат тесе...
— Вăратрăм. Ху айăплă. Икĕ хут та пырса вăратрăм, тăрăп тенĕ çĕртен тăмарăн.
— Çапла ĕнтĕ, хам айăплă... Ялан хам айăплă! Тыткалăп-ха сире пурсăра та! — тарăхса каласа хучĕ вăл. Кăшт чарăнса тăрсан, çывăрса тăнă Ильяс еннелле пăхрĕ.
— Чуп хăвăртрах, Тухтара чĕн, тимĕрçе кайса килмелле, — хушрĕ кĕçĕн ывăлне.
Ильяс хăйне тепĕр хут хушасса кĕтмерĕ.
Сайте сĕтел çине яшка лартрĕ, хытнă çăкăр татăкĕсем кăларчĕ, хăнăхнă май, сентре çинелле пăхрĕ — çăкăр çук. Тимрук килсе кĕчĕ. Ун хыççăн Селиме шыв ăсса килчĕ: пит-куçĕ унăн темпе пăшăрханса хыпăннăн курăнать. Ильяс каялла таврăнчĕ.
— Атте, — терĕ вăл хăранă сасăпа, — пирĕн кушака тем пулнă, вилет, чĕп-чĕрĕ юн, кĕлет умĕнче урисене тăскаласа выртать.
Ашшĕ куç харшине усăнтарчĕ.
— Пĕттĕре! Ытлашши пыр усрама элле кнеçсем мар-ха эпĕр.
Ильясăн çавăнтах ик куçĕнчен куççуль шăпăртатса анчĕ. Кушака пит юрататчĕ вăл. Çывăрас умĕн те ăна хăйпе пĕрле илсе, кĕпи çухи хушшинчен пуçне кăларттарса выртатчĕ. Ашшĕ килти кушака хĕрхенменни ăча чĕрине çак самантра калама çук кӳрентерчĕ.
— Çятĕ, çитĕ нăшăклатма, шĕшлĕ! Хам вĕлертĕм ăна... Ак кĕркунне ху валли хăлхаллă çĕлĕк çĕлетсе парăп...
— Тем пулчĕ ĕнтĕ сана капла? — йывăра илнĕ кăмăлпа сăмаха хутшăнчĕ Сайте, — ĕнер çăкăра питĕрсе илтĕн, паян кушака, ытлашши пыр тесе иккен, çапса вĕлертĕм тетĕн, ыран — тĕнче курать — хамăра та черет çитет пуль?
Сайте, тарăннăн ахлатса, аллинчи йывăç кашăксене сĕтел çине парахрĕ, каллех тĕпелелле кĕрсе кайрĕ.
— Юрĕ, питех нăшăклатмасан та юрĕ тетĕп! Пурсăр та кăтартма та ăс пама пăхатăр, мĕн тумаллине хамах пĕлетĕп. — Шерккей майĕпен çеç сулăнкаласа лаххан патне пычĕ, тăм кăмкана ӳпĕнтерсе, питне-куçне çурĕ, кăмака умĕнчи çакмаран чĕнтĕр вĕçлĕ питшăлли илчĕ, шăлăнмасăр пăхса тăчĕ.
— Ăçта леш, кивви? Çĕтĕлсе пĕтменччĕ-çке вăл?
— Унпа чашăк-тирĕк çăватпăр, шăлăн çавăнпа.
— Упрама пĕлместĕр япалана, чашăк-тирĕке ăна мунчалапа çумалла.
Шерккей, питшăллине ун-кун пăхкаласа, чĕнтĕрĕпе кăна шăлăнам пек турĕ, мăйăхĕ те, тăнлавĕ çинчи çӳçĕ те йĕпеннипе çаплах йăлтăртатса тăчĕ. Пиçиххинчи çăраççине салтса чăлана тухрĕ, çăкăр илсе кĕчĕ. Çăкăр сăмсине касса, вăл хăй умне хучĕ, ташлама чĕлĕпе тепĕр çӳхе чĕлĕ туса, çурмашар касрĕ те сĕтелĕн тепĕр енне хурса тухрĕ. Пуçланă çăкăрне каллех илсе кайрĕ, часах таврăнчĕ. Вăл пӳрте кĕнĕ чух Селимепе амăшĕ тем пирки кулкалатчĕç те — шăпăртах пулчĕç. Кил хуçи хăй вырăнне пырса ларчĕ, ыттисене те сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ.
Çуллахи яшка, хăймине пуçтарнă сĕтпе шуратнă пулин те, хăйне кура техĕмлĕ. Шăранса пиçнĕ çамрăк сертепе пултăран çăварта хăйсем тĕллĕн тенĕ пек ирĕлеççĕ. Шерккей пысăк кашăкпа çиет, таçта кайма хыпаланнă пек, шавлăн сыпса çăтать вăл шӳрпене. Тимрук, ашшĕне курмах, шавлăн сыпать. Иккĕшĕ вĕсем кашăкĕсене сĕтел çине хумасăр çиеççĕ. Ыттисем вара тирпейлĕн те шăппăн апатланаççĕ. Селиме, тăван килĕнче пулсан та, хăйне ларма хĕр пек тыткалать. Апатланасси çапла пĕр сăмахсăр пит салху иртет.
Тухтар килсе кĕчĕ. Сайте ăна сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ. Тухтар килĕнче çикелерĕм тесен, урăхран ăна ларма хистемерĕç. Селимен пит-куçĕ сисмен хушăра пĕçерте пуçларĕ, хĕрлĕ сăн карса илчĕ ăна. Юрать-ха, çавна Тухтартан урăх ыттисем асăрхамарĕç.
— Сана чĕнтерес тесе, Ильяса тин çеç каласаттăм-ха, — терĕ кил хуçи, — тимĕрçе çитсе сӳрене тимĕр шăл ларттарасчĕ, йывăç шăллă сӳрепе Кăршари тăмлă тăпрана тĕпретме кансĕр.
— Ĕçлетчĕç пулмалла-ха тимĕрçĕре, алăкĕ уçах тăратчĕ... Çакна пĕлес терĕм-ха, мĕскер унта, сирĕн хапхăр айĕнче, ывăспа темтепĕр лартса тултарнă...
— Ăçта? Мĕнле ывăс?..
— Тем тухатланă пек туйăнчĕ мана.
— Ак тамаша!
— Эпĕ те куртăм-ха ăна та, — терĕ Селиме, — ача-пăча вылямалла хăтланнă пуль терĕм, сăнаса пăхмарăм та.
Апатланасси вăхăтсăрах татăлчĕ. Çăварĕнчи чăмлакне ниçтан çăтса яраймасăр Шерккей вăрахчен тертленчĕ. Алăкран тухсан тин вăл сывлăш çавăрчĕ. Çил хапхи леш енче чăнласах тем пуррине асăрхасан, куçне чарса пăрахрĕ. Çав япала, тен, паçăрах пурччĕ пуль, епле хăй курмарĕ-ха ăна?
Хĕрри çунса кăмрăклаинă ывăс çине темтепĕр хурса тултарнă: унта çӳç пайăрки те пур, тăмран туса хытарнă чăкăт та, тăпра муклашки те, тĕрлĕрен пĕрчĕсем те; ывăсăн чи варринче тăхланран шăратса тунă мăкла качака пур, ăна çиелтен мунчала ашăкĕпе витнĕ, çĕрĕшнĕ кантрапа ывăс тыткăчинчен çыхса хунă. Ывăс аяккинче, пĕр хĕрринче, çăкăр хытти выртать. Йывăçран касса ăсталанă пĕчĕк чĕресе ука çиппе кăшăлланă, чĕресне темиçе сум нухрат укçа янă. Тата ытти çавăн майлă ăпăр-тапăр тултарнă.
Шерккей, хапха уçса урам енне тухма хăяймасăр, çĕрелле кукленчĕ, ывăс çинче мĕн пуррине хăй куçĕпе хăй курать пулин те, шанмасăр тĕлĕнсе те шикленсе пăхса тăчĕ. Унпа юнашар — Сайте, Селимепе Тухтар, Ильяс — вĕсем кукленмесĕрех пăхаççĕ. Тимрук урам еннелле тухасшăнччĕ — ашшĕ кăлармарĕ: тухатланине сирмесĕр хапхаран тухма юрамасть. Тухтарпа Селиме паçăр ăна-кăна пăхмасăрах хапхаран иртсе çӳренĕ иккен те, апăс инкекĕ халь шăпах вĕсен тӳпине ӳкме пултарать, анчах кирек мĕн каласан та, çак киревсĕр япалана Шерккей çурчĕ умне килсе хунă-ха, пĕтме маннă тухатмăшĕ тем хайлапа çапла пăсасшăн çӳрет.
— Асьялти Ухиме карчăка ăста чĕлхеçĕ, теççĕ, çав сирме пĕлсен кăна ĕнтĕ,— чĕтреве ӳкнĕ сасăпа канаш ыйтрĕ Шерккей.
— Унтах çитмелле-ши вара? Шерпике акая чĕнĕпĕр те, ĕçĕ иртсе кайĕ.
— Хă, çав непсĕсĕр çынна! Çӳпçӳ ытла тулли пуль апла сан?
— Ухимене памăпăр тетнем?
Арăмĕн вырăнлă сăмахĕ Шерккее ирĕксĕрех кунăçтарчĕ.
— Вăл çаплах ĕнтĕ, — çăмламас ĕнсине кăтăр-катăр хыçкаларĕ вăл; унтан, пуçне кăшт çĕклетсе, ачисем еннелле çаврăнчĕ, — эсĕр халь унта-кунта хĕвĕшсе ан çӳрĕр, пӳртре тĕкех ларăр, тухса çӳреме юрамасть.
— Шерпике акая мĕнле чĕнĕпĕр?
— Ытах... мĕн-и, хам кайса чĕнес... Çуран каяс мар, лаша утланас та... Хапхаран тухма çук тата. Хӳмене леш, варринчи тăрăха сӳтсен... кайран-кайран пуçтарасси е сӳтмеллех пулать-ши, мĕнле канаш парăн, мăшăрăм?
— Кун пек йĕркене эп пĕртте пĕлместĕп, — тӳррĕн каласа хучĕ Сайте.
Пăртак шухăшласа тăнă хыççăн Шерккей çапах та майне тупрĕ. Хӳме сӳтме килĕшмерĕ вăл. Кукленсе ларнă çĕртен çĕкленчĕ те витене кайрĕ, лашине çавăтса пăлтăра туртса хăпартрĕ. Ашшĕ çапла хăтланнине курса, Тимрук лĕкĕртетме пăрахрĕ. Йĕрсе ярасса çитнĕ ашшĕ ун еннелле çаврăнчĕ те çыртса хĕснĕ шăл витĕр йĕплĕ сăмахсем сăрхăнтарчĕ.
— Шăл йĕретнем, айван ачам? — терĕ вăл. Тимрук çавăнтах тутине хĕсрĕ, ашшĕне хĕрхеннĕ кăмăлпа пăхрĕ.
Лаша, хăйне утланнă хуçине çĕклесе, крыльца пусмисем тăрăх кутăнлашса та пулин урамалла анчĕ. Юрать-ха, çав вăхăтра урамра кӳршĕ куçсем хуралламарĕç. Шерккей, пăшăрханан чĕрине хытарса, анаталла тĕк татнă пек вĕçтерчĕ. Йăмра тăрринчи кураксен йышлă ушкăнĕ ун хыççăн хыттăн та харăс-харăссăн кранклатрĕ.
Сайте хăйпе пĕрле юлнă çынсене пӳрте ертсе кĕчĕ. Ачасем вăрахчен сăмах чĕнмесер тăчĕç. Кăштах вăхăт иртсен тин çак кичем шăплăха Ильяс пăсрĕ:
— Анне, кам ăна çапла тăвать? — ыйтрĕ вăл тухатланă пирки.
— Камне кам пĕлет, ачам. Йĕрне тăвар сапса хăварман-çке.
— Тухатмăш çапла хăтланать, — пĕлнĕ пек каласа хучĕ Селиме.
— Пирĕн ялта пур-и çав... тухатмăшсем?
— Пур пуль çав.
— Мĕншĕн çапла тăваççĕ, анне? — тĕпчеме чарăнмарĕ Ильяс.
— Пăсасшăн. Пире мĕнле те пулин инкек сунаççĕ, ачам...
Шерпике хăйне нумайччен кĕттермен иккен. Шерккей пынă вăхăтра вăл каç курнă тĕлĕк тупсăмне тĕпчесе пĕлнĕ те-мĕн, хăйсен умне тумлансах тухса ларнă. Тĕлĕкĕ Шерккей пырса чĕнессе пулнă имĕш.
Шерккейĕн çавăн пек хур пулнине илтсен, Шерпике ик аллипе пĕççине шарт çапа-çапа тарăхрĕ, куçа курăнман пĕтĕм усал-тĕселе ылханчĕ, çĕрле йыт-качкасемпе çуртсăр кушак-кайăксене тĕл пулман-и тесе ыйтрĕ. Мурĕ пĕлсе çиттĕр-и унта мĕн пулнипе пулманнине, ахаль куçпа нимĕнех те курмарăм тесе пĕлтерчĕ Шерккей. Çапах та пăсни пур-ха, камăн та пулин хаяр алли хура инкек леçсе хăварнă. Çавăн пек чухне çын хутне кĕмесен, тĕнчере çынпа çын пурăнать-çке? Шерпике халех чĕлхеçĕ пулса инкеке тавăрма килĕшрĕ.
Шерпике, хăй вăхăтĕнче качча каймасăр юлнă хĕр, çулĕпе хĕрĕх урлă каçнă пулсан та, унталла çитмен-ха тет вăл хăйпе калаçакансене. Мĕн ачаран хыткан та йĕркесĕртерех ӳснĕскер, хăйне кун курмалăх чеелĕхне çитернĕ-ха вăл: малтан тĕлĕк тупсăмĕсене чухласа, каярахпа вĕрӳ-суру такмакĕсене тĕшмĕрткеленипе, тĕпчесе-пĕлсех кайман кӳршĕ-аршă хушшинче хăйне кура чапа тухнă та, халь те пулин çавăнпа славни тăранкаласа, Анаткасри пĕчĕк пӳртре пĕр-пĕччен пурăнать.
Урампа иртен-çӳренсем, Шерккей тĕлне çитсен, тек чарăнаççĕ. Шерпике вĕсене ырăпа пăрăнма ӳкĕтлерĕ. Шерккей, лашине каллех крыльцаран кĕртесрен именсе, пахчари курăк çине пĕксе ячĕ.
Шерпике çил хапхи айне пырса пăхрĕ, хăй тĕллĕн тем мăкăртатрĕ. Унтан, пăрăнса, крыльцаранах пӳрте кĕчĕ, кил хуçине хăй хыççăн уттарчĕ. Шерпике, пӳртрисене сывлăх-мĕн сунмасăрах çӳп шăтăкĕнчи шăпăра тытса, аллисене шăлкаларĕ, çапла майпа вăл аллисене тасатам пек турĕ, шăпăрне кравать патнелле ывăтса ячĕ те, енчен енне çаврăнса, виçĕ хут сурчĕ. Çавăн хыççăн тин хăйне пăхса тăракан кил хуçи арăмне асăрхарĕ.
— Сайте аккам, чысăм пулмасан та, сăвапăм çиттĕр, хаяр ĕçĕмре ырă сунас кăмăлăм виттĕр... Каласамăр чăннипе, çуртăрта тӳркĕлли тавраш çук-и?..
Тем каламалла ĕнтĕ ăна хирĕç? Сайте аптраса тăчĕ.
— Тӳркĕлли çук-и тетĕп сирĕн çуртăрта? — каллех ыйтрĕ Шерпике, хăйпе калаçманнине кура хистенĕрех сасăпа.
— Мĕн тӳркĕллийĕ тата? Ун пеккине илтсе те курман эпĕ.
Шерпике тӳркĕлли мĕн иккенне ăнлантарса пачĕ. Вăл, амăшĕсем хăйсен чи юратнă хĕрне качча панă кун çĕнĕ килйышра çĕнĕ çынна ялан хисеплĕх те килĕшӳ пултăр тесе, пехиллесе парса яракан йĕрĕх пукани иккен. Ун пеккине улт-çич сыпăкран ытла тытма юрамасть имĕш, кайран вăл çурта та, çурт хуçине те инкек хыççăн инкек кӳрекен пулать, тет.
— Çук ун пекки, — терĕ Сайте. — Пирĕн аннен те, асаннен те пулман ун пек йĕрĕх тавраш.
— Ун пекки çукки лайăх та. Эппин, санăн ак çакна тумалла пулать, — хушма тытăнчĕ Шерпике. — Кăмака умĕнче çатмапа шыв вĕрет, çĕлен çип сĕвемĕ хатĕрле, тĕпел кукăрĕнчи кравать çине тӳшек сар, тӳшек пуçне ачу-пăчусен кашнин пĕрер япалине хурса тух, турчкуна хутман кăмакуна чик, тата Кĕтерне патшан мăн пăхăр укçи хăвăрăнах ал айĕнче пулсан, пит аванччĕ те, ĕнтĕ хамăннипе те майлаштарăп-ха, — умăмра пĕр чĕлĕ çăкăр пултăр...
Шерккей килсе кĕчĕ.
— Санăн, хуçа, — кил хуçи еннелле çаврăнчĕ Шерпике, — халлĕхе пӳрте кĕмелле марччĕ-ха, пăлтăра тух, алăка сыхла, пĕр çынна та, пĕр кушака та кĕртнĕ ан пултăр. Ыттисен кунтан мĕн ĕç пĕтериччен те тухма юрамасть.
Йĕрке чăнласах та юмăçланă чухнехи пек туйăна пуçларĕ. Сайте хăй упăшки урлă çăкăр касса кĕчĕ, унтан, çатмапа шыв лартса, кăмака анинче вут чĕртсе ячĕ. Ĕнтĕ юмăç мĕн хушнине вăл пĕтĕмпе туса тăчĕ.
Шерпике, çиелти кĕпине хывса, ăна хыçлă тенкелрен çакрĕ, сайра çӳçне тустарчĕ, çăпатине салтса чăлхине хыврĕ те тӳшек çине хăпарса ларчĕ. Урисене хĕреслĕн хуçлатрĕ вăл, çурăмне пĕкĕ пек пĕкĕрĕлтерчĕ, ахаль те пĕчĕкрех курăнакан пĕвĕ-сийĕ хутланнипе тата ытларах пĕчĕкленнĕн туйăнчĕ. Унтан вăл, çĕлен çип вĕççĕн юмăç укçи çыхса васкамасăр суллантарнă май, тем мăкăртатма тытăнчĕ.
Пӳртрисем пурте шăп, юмăç мĕнле вĕрсе сурнине пĕлес те ăнланас тесе мар, пуринчен ытла курас тесе пăхса тăраççĕ. Сайте çатма лартса пачĕ. Юмăç унран ачисен ятне ыйтрĕ те хăйĕн сăмахне кĕçĕн ачинчен пуçларĕ. «Ильяс терĕм, Ильяса Илен кӳлли инкекĕ ан çиттĕр...» — малалла сăмахĕсем илтĕнмерĕç, унтан Тимрука тимĕр хулли ан тивтĕр. Селимене Сĕве синкерĕ ан силлетĕр тесе, пĕрин хыççăн теприн ятне асăнса мăкăртатрĕ, хуçисем валли аслă пӳлĕхрен ырă кунçул йăлăнса тархасларĕ. Çуртри кашни çыннах çапла асăнса тухрĕ, Тухтар пирки кăна пĕр сăмах та каламарĕ. Пăхăр укçи майĕпен çеç сулланнă май çатма хĕррине хурса тухнă япаласем патнелле туртăнать, вăл шăпах пĕр çыхăран сĕртĕнет. Юмăç, укçине суллантарма чарса, çав япалана салтса пăхать — саппун иккен, кăкăрлăх хĕррисене хĕрлĕ пусмапа пӳкнĕ шурă саппун. Юмăç мелке пек туснă çӳç витĕр хăй умĕнчи çынсене пăхать те пĕле тăркачах: «Çак кам япали?» — тесе ыйтать. Селиме саппунĕ ĕнтĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...